Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: XXII сыпăк
Пракка çак кунсенче пайтах шухăшларĕ. Ăна Лисук яланах хăйĕнчен темскер пытарса çӳренĕ пек, чылай сивĕннĕ, ютшăннă пек туйăнчĕ. Ниушлĕ вăл Праккана нимĕн чухлĕ те юратмасть? Ниушлĕ унăн чун-чĕри çав териех хĕрхенӳсĕр?..
Тулта чашлаттарса çумăр тăкать. Урамра — шыв кӳлленчĕкĕсем. Шапарнă çӳллĕ йăмрасем хуллен кăна чӳхенкелесе илеççĕ. Кĕтӳ ирех янă. Çавăнпа хапхасем çумĕнче сурăхсем, качакасем тĕршĕнсе тăнине куратăн. Авă кӳршĕсен сысни киле кĕресшĕн хапхана нăриклете-нăриклетех тĕкет. Пракка чӳречерен пăхса ларнă май тем çинчен те, тем çинчен те аса илет.
Бригадăри ĕçсем мĕнле пыраççĕ-ха унăн халь? Тӳрех калас пулать, ытлашши хурламалли çук. Çапах та пуçа ватмалли, тарăхмалли яланах килсе тухать. Авă пĕр кун Лисукпа ятлаçнинех илер. Мĕн пирки хĕрсе каймалла пулчĕ-ха Праккан? Ну, хăмăла çӳлерех хăварса вырнă пулсан? Ун пирки йĕркеллĕ, ним çухрашмасăр калама май килнĕ-çке. Каччă апла тумарĕ, çухрашрĕ. Ку ĕнтĕ, чăннипех, хĕре кăшт кӳреннипе, кĕвĕçнипе сиксе тухрĕ.
Айта, Лисук станцăра Кольăпа тĕл пулнă тейĕпĕр. Калаçнă, пĕрле тăнă. Уншăн Праккан çав хĕре кӳренме сăлтав пур-и? Хальлĕхе темле шутласа пăхсан та, çук пулас. Лисук Праккан арăмĕ те мар, сăмах татнă хĕрĕ те мар. Лисук — ирĕклĕ вĕçен кайăк. Вăл кирек хăш еннелле те пăр! анчах вĕçсе кайма пултарать. Çапах та Праккан
темшĕн Лисука урăх каччăсемпе пĕртте калаçтарас килмест. Йĕкĕтĕн ăна хăй çумĕнчен пĕрре те вĕçертес килмест. Праккан яланах, вĕçĕ-хĕррисĕр ун çине пăхса тăрас, унпа калаçас, шӳт тăвас, кулас, савăнас килет; хăйĕн пĕтĕм пурнăç çулне Лисукпа пĕрле алла-аллăн утас килет. Вăл унпа темле йывăрлăх та, хĕн-асап та тӳсме хатĕр. Каччă, Лисук хушсан, таçта чупса çитме те, темле çырма урлă ишсе каçма та, темле йывăр чула кустарса килме те хатĕр. Лисук уншăн пурнăç илемĕ, телейĕ. Лисук — унăн çамрăклăхĕ. Лисук — унăн ĕмĕчĕ, хаваслăхĕ. Лисук унăн пурнăçне, кашни пусăма кашни кун хитрелетет. Лисук ăна малалла васкама чĕнет.
Çумăр çаплах чарăнмасть, çăвать, çăвать. Кантăк тăрăх шултра тумламсем юха-юха анаççĕ. Пракка чӳречерен пăхса ларчĕ-ларчĕ те çӳлĕк çинчен хăйĕн хулăн тетрадьне туртса кăларчĕ. Çак тетраде çырма пуçлани виç-тăватă çул пулать ĕнтĕ. Унта Пракка хăйĕн шухăш-кăмăлне, хуйхи-суйхине — пурне те, пурне те çырса пырать. Ăна вăл «Манăн пурнăçăн вăрттăнлăхĕ» тесе ят панă. Акă Пракка, ним тума аптăранă енне, çав тетраде уçкалама пуçларĕ. Акă унти страницăсем:
«Çыннăн пурнăçĕ метеор пек çуталса сӳнтĕр. Эпĕ лĕпĕр-лĕпĕр çӳрекен, ĕмĕтленмен, çунман çынсене юратмастăп. Эпĕ яланах метеор çинчен аса илетĕп. Метеор, метеор пулмалла пирĕн!»
«Хĕре юраттарас тесен ун хыççăн ытлашши хăвалама кирлĕ мар. Унпа паллашсан майĕпен-майĕпен хăвăн шухăш-кăмăлу çинчен каласа пар. Хĕр сана хирĕçлерех пулсан виç-тăватă каç калаçнă хыççăн тăмăч çухал. Вара тепĕр эрнерен кăна хĕрпе тепĕр хут тĕл пулма юрать. Тунсăхлатăр вăл, сан çинчен лайăхрах шухăшласа пăхтăр».
«Ялта хăвна мĕнле те пулин пысăк вырăна суйласа лартас пулсан сан килти пурнăçа, ĕçе пĕр çын та нимĕн чухлĕ те ан пĕлтĕр. Санăн килти çитменлĕхӳсене пĕлсен çынсемпе ĕçлеме йывăр. Тӳрех çав çитменлĕхсем çинчен калама пуçлаççĕ».
«Нихçан та çынтан уйрăм шукăльленсе ан çӳре. Çынтан уйрăм тăхăнни çынсен чунне тарăхтарать. Эсĕ çынсенчен мĕн чухлĕ те пулин уйрăлса кайнине пĕлтерет».
«Эпĕ ăна чи малтан утă пуçтарнă чухне асăрхаса илтĕм. Унччен çакăн пек хĕр çитĕннине астуман эпĕ. Мĕн амакла пулчĕ-ха ку? Хамăр кӳршĕрех ӳснĕ чечеке те асăрхаман. Вăл ун чухне кĕреплепе утă туратчĕ. Выляса кайрăмăр. Шăм-шакĕ тĕреклĕ. Кăкăрĕсем çирĕп. Темшĕн манăн чи малтанах: «Çакă вăл! Çакă!» — тесе кăшкăрас килчĕ. Эпĕ çакăн хыççăн кашни кунах ăна пăхатăп...»
«Пурнăçра тĕлĕнмелли çук теççĕ те, пулатех иккен. Эпĕ ăна чăннипех юратма пуçларăм. Яланах ун çинчен шухăшлатăп. Ир те, каç та. Икĕ кун çакна сăнатăп: эпĕ урама тухсан Лисук та урама тухать. Мĕнле-ши вара, ман шухăш Лисук патне çитет-ши? Нимĕн те ăнланмастăп».
«Эпĕ паян вăл урампа иртсе кайнине хӳме хушăкĕнчен пăхса юлтăм. Хăмăр кĕпепе, кăвак саппунпа. Хăй вылякаласа, йăлт-ялт сиккелесе утать. Хĕвел çаврăнăш çиет. Пĕр хăма хушăкĕнчен курăнми пулсан чупсах тепĕр тĕле пытăм».
«Ĕнер пирĕн картишне вĕсен йытти кĕчĕ. Пӳртрен çăкăр татăкĕ илсе тухрăм та йытта тытрăм. Ун мăйĕ çумне, мĕн пулать те мĕн килет тесе, пĕчĕк çыру çыхса ятăм. Ун чухне Лисук хăйсен килĕнче пĕчченехчĕ. Илчĕ-ши ман çырăва, илмерĕ-ши? Ай, намăс пулмĕ-ши Лисук умне курăнма? Намăс, намăс! Паян пăхатăп та, йыттин мăйĕнче çыру çук. Тен, салтăнса ӳкнĕ. Эй, ӳкнĕ пулсан ӳкнĕ пултăрах».
«Хирте Улаттипе калаçса кайрăм. Вăл мана сăмах майăн: «Хăмла пек çăмăл япала пулсан пин пăт та йăтăттăм, чула е тимĕре ун чухлĕ йăтаймăн», — терĕ. Хăйне кура тĕлĕнмелле çын вăл! Пурнăçа парăнман этем. Унран вĕренмелли те тупăнать».
«Тăван çĕршыва вăйлатасси мĕн вăл? Ман шутпа, вăл чи малтанах хама вăйлатасси. Пурлăх енчен мар, шухăш-кăмăл енчен, ĕмĕт-сисĕм енчен. Ху тĕнчене мĕншĕн çуралнине ăнланса илесси. Тĕнчене эпир халăха, ял-йыша, юлташсене телей кӳме çуралнă».
«Тĕнче тенĕрен... Мĕнле пуçланнă-ха вăл? Çӳлелле кайсан та, аялалла кайсан та, сылтăмалла кайсан та, сулахаялла кайсан та унăн вĕçĕ çук. Ăçтан килсе тухнă эпир тĕнчене? Ăçтан тухнă çăлтăрсем? Ăçтан çакăн пек ирĕк тавралăх? Çук, ниепле те тавçăрса илме çук. Ăса шăнăçмасть. Илемлĕ, аслă пирĕн тĕнче!»
«Каçпа Улатти патне пырса кĕтĕм. Улатти хĕрĕнкĕрех пулнипе арăмне çапса янă пулас. Çук, эпĕ виличчен те хам арăма çапас çук. Пӳрнепе те тĕкĕнес çук».
«Паян каллех Улатти патне кĕрсе тухмалла пулчĕ.
Урамра, хапха умĕнче, ачи тăрать. «Аçу пур-и?» — тетĕп. «Çукрах», — тет Улатти ачи. «Мĕнле «çукрах»? — тĕлĕнетĕп эпĕ. «Çукрах», — хăйĕннех калать ача. Кĕрсе пăхрăм та — Улатти ӳсĕр выртать. Епле пĕлсе калаçаççĕ ачасем!»
«Кĕçĕр хурама айне тухса вăрахчен шăхăрса-юрласа лартăм. Ман сасса илтсе Лисук тухмĕ-ши терĕм. Çук, тухмарĕ. Вăйлă çывăрса кайнă-ши вăл е кăмăлĕ пулмарĕ-ши, пĕлместĕп».
«Кĕçĕр каллех çĕрĕпех шăхăрса-юрласа лартăм. Пурпĕрех тухмарĕ. Телейсĕр эпĕ! Тĕнчери чи телейсĕр çын!»
«Паян урамра хирĕç пултăмăр. Эпĕ хăй чĕнĕ-ха тесе нимĕн те шарламарăм. Лисук та чĕнмерĕ. Хăюсăрлăх пĕтерет мана. Иртсе кайрăмăр».
«Анаткасси çынни — Венедикт иртнĕ вăрçăра Арапуç Кирлине тĕл пулнă. Тыткăнра. Çĕтĕк-çатăк тумпа. Начарланса çитнĕ. Çавăн чухне Венедикт: «Çара пакка çуралтăм, çара пакках вилетĕп», — терĕ тет. Мĕн тери йывăр сăмах! Пирĕн ӳсĕмре, çук, пирĕн ӳсĕмре кăна мар, нихçан та вăрçă ан пултăр».
«Ниушлĕ çĕр çинчи çынсем çав териех айван! Ниушлĕ вĕсем ку таранччен те вăрçă мĕн иккенне ăнланса илмен. Çĕнĕ вăрçă чĕртме шутлакан путсĕрсене веçех тытса хупмалла, персе пăрахмалла. Намăс ун пек путсĕрсемпе тĕнчере пурăнма! Этемлĕхе намăс!»
«Пирĕн ялта çуралса ӳснĕ çынсенчен чапа тухнисем сахал мар. Виçĕ полковник, икĕ писатель, çичĕ инженер, ултă врач, пĕр художник... Вĕсем Анаткас урамĕнчи çерем çинче выляса ӳснĕ. Пирĕн уй-хир çăкрине çисе вăй илнĕ. Манăн хамăр уй-хире, ялти пĕтĕм ĕçченсене чапа кăларас килет. Ку питĕ йывăр та питĕ хисеплĕ ĕç!»
«Пĕр кунхине комбайн патĕнче ачасем тăраççĕ. Çич-сакăр çулхисем кăна. «СК-3 тени мĕне пĕлтерет вăл?» — ыйтрĕ пĕри. Тепĕр ачи вара, сăмси çемçелнĕ карттусне çамки çинех антарса лартнăскер: «Калас-и? Эп пĕлетĕп», — терĕ. «СК» тени самоходнăй комбайн иккенне пĕлтерет. «3» тесе çырни çак комбайн çеккунтра виçĕ килограмм тырă кăларни çинчен калать». Вăт пыр та калаç хальхи ачасемпе! Лаша кӳлме кăна мар, тракторпа, комбайнпа çӳреме вĕренсе ӳсеççĕ вĕсем!»
«Малтан манăн диалектика саккунĕсене вĕренни питĕ кирлĕ тенине ĕненес килместчĕ. Ахаль çеç каланă пекчĕ.
Халĕ кăшт вĕреннипех ура çине çирĕп тăнă пек туйăнать. Халиччен эпĕ тĕнчери çĕршывсем, этемлĕх мĕнле май килнĕ, çапла ӳссе, аталанса пыраççĕ пуль тенĕ. Кам ăслăрах, çав çын хăй шухăшланă пек йĕрке тума пултарать тесе шутланă. Тĕрĕссипе, этемлĕх аталанăвĕн хăйĕн законĕсем пур иккен. Халĕ эп нимĕн чухлĕ те иккĕленместĕп. Çеçпĕл Мишши каланă пек, хурçă шанчăк манра. Эп телейлĕ! Питĕ телейлĕ!»
«Лисук кĕçĕр К. каччăпа утса пырать. Эпĕ çав тери тарăхрăм. Хăваласа çитсе унăн каччине кăкăрĕнчен ярса тытас тенĕччĕ. Темле чарăнса юлтăм. Эпĕ ун пуçне çапса шăтаратăпах. Хăть хупса хуччăр, кирек мĕн туччăр».
«Çук, эпĕ ытларах хĕрӳленнĕ иккен. Çапма юрамасть. Юрамасть! Строго запрещается».
«Эпĕ ĕлĕкхи çинчен вулама юратмастăп. Мана хальхи çинчен, малашне пуласси çинчен çырни туртать. Ман юратнă писательсем: Борис Полевой, Олесь Гончар, Вилис Лацис, Чингиз Айтматов...»
«Эп юратакан литература геройĕ — Данияр! Паттăр вăл, çулăмлă. Манăн Данияр пек пулас килет!»
«Романри е повеçри ĕçсем хуллен аталанса пынине тӳсме пултараймастăп. Хăвăртлăх кирлĕ мана. Васкатăп! Васкатăп!»
«Эпĕ унсăр пурăнма пултараймастăп. Авланас пулсан — Лисук кăна ман арăм пулма пултарать. Урăх никам та... Вăл манпа пурăнма килĕшмесен виличчен те авланмастăп. Лисук качча кайнă çул хам чӳрече умне пĕр çамрăк хурăн лартăп та ĕмĕр тăршшĕпех çавăн çине пăхса пурăнăп. Хурăн кашлани мана Лисук пăшăлтатса калаçнă пекех илтĕнĕ».
«Кĕçĕр манăн темшĕн йĕрес килет. Ĕçре те аванах. Никам та кӳрентермен. Вăрçман. Пурпĕрех чун хурланать. Мĕскершĕн ку? Пĕлместĕп».
«Ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухсан бригадиртах ĕçлетĕп. Урăх нимĕнле ĕçе те, ниçта та каймастăп».
«Пĕр кунхине Лисукпа тавлашрăмăр. Эпĕ темле майпа: «Саншăн эпĕ куç хупмасăр икĕ каç ларма та хатĕр», — тесе хутăм. Лисук çакна илтрĕ те: «Икĕ каç мар, пĕр каçне те пулин лараятăн-ши? Киле çитнĕ-çитменех харлаттарма тытăнатăн эс», — терĕ. Эпĕ хирĕçмерĕм. Çав каçхине те, тепĕр каçхине те юриех чăлăм куç хупмарăм. Тем чухлĕ асаплă пулсан та тӳсрĕм. Принципшăн, юратушăн».
«Атте вилнĕренпе çирĕм çул çитет ĕнтĕ. Эпĕ ăна вуçех астумастăп. Çапах та каç хаяр тĕлĕк куртăм та: «Атте!» — тесе кăшкăрса вăрантăм. Нихçан та манмастăп сире, атте-анне. Эсир мана кун панă, хĕвел кăтартнă».
«Манăн, вилес пулсан, хаяррăн шарласа юхакан шыв ăшне путасчĕ. Вара мана йĕре-йĕре пытаракан пулмĕ. Хама хĕрхенсе йĕнине тӳсме пултараймастăп».
«Сисетĕп эпĕ: ман арăм лăп та шай ултă ача çуратать: виçĕ ывăл, виçĕ хĕр...»
«Эй, ухмах! Ăçта санăн арăму? Сӳпĕлти! Сӳпĕлти! Сӳпĕлти!»
Çапла, мĕн çинчен кăна çырман-ши ку тетрадь çине. Пракка вĕсене вуланă май тӳсеймерĕ, кула-кула илчĕ. Çак тетрадьре тĕрĕсси те, тĕрĕс марри те пур пуль. Çапах та вĕсем чун-чĕре туйăмĕсем, сисĕмĕсем. Вĕсем Праккашăн тем пекех хаклă, кăмăллă, ырă. Вĕсем Праккан чи çывăх юлташĕсем пекех.
Çумăр халĕ те чарăнмасть. Пӳрт умĕнчи чие йывăççисем чӳхенеççĕ. Çерçисем таçта хуллен чив-чив, чив-чив тăваççĕ. Пӳрте Марье-Мĕтри кăптăртаттарса кĕчĕ. Хăй авсăм такани тытнă. Унти кĕрпене алкум вĕçĕнче авăсса тасатнă иккен.
— Ну, мĕнле, кăнтăрлахи апата пăри пăтти пĕçерер-и? — ыйтрĕ пичи. — Сан кăмăлу мĕнле?
— Мана кирек мĕн пĕçерсен те юрать.
— Сан аçу пăтă юрататчĕ. Пăтă пĕçермен чухне кĕрпетти яшки...
— Пулĕ те, пулĕ те...
— Эсĕ мĕн каллех ӳрĕк-сӳрĕк?
— Чиперех-çке.
— Çук, чиперри сисĕнмест-ха. Çанталăк çумăра кайнăшăн пăшăрханатăн-и? Ытлашши пăшăрханма кирлĕ мар. Ир пуçланă çумăр кăнтăрла тĕлĕнче чарăнаканччĕ. Чим-ха, ăçта хутăм эп çĕççе? Сунтăх çинех хунă пек астăватăп. Ниçта та курăнмасть. Ватăла киле пуç мăкалать пулас. Эй тур-тур, чӳлмеке янă-çке ăна. Тупрăм. Çак Праккана кăшт çилĕ килет манăн...
— Мĕншĕн тата? — кăртах сикрĕ Пракка.
— Пĕлтĕртенпех калатăп. Çаплах хăнк та тумастăн. Темле çын эсĕ?
— Чипер çынах-çке.
— Каккуй чипер унта. Çакăнта вăш-вашрах çӳреме çамрăк хĕрарăм кирлĕ пире.
— Эй, пуçларĕ каллех.
— Чăнах, капла çăрăлăнса пурăнсан ыррине ан кĕт. Шутланă ĕçе çийĕнчех тытăнмалла ăна. Кая юлсан каю шăтать. Ĕнер Лисука татах телеграмма янă теççĕ.
Пракка ура çине вăшт кăна тăчĕ. Хăпăл-хапăл тумланчĕ те картишне тухрĕ. Çумăр çав-çавах тăкать, тăкать. Алкум вĕçĕнчи йăмра çулçисем тăрăх, хуйăрĕ тăрăх шыв юхать. Пĕр шухăшласан çав çумăр нихçан та, нихçан та чарăнассăн туйăнмасть. Яланах, хĕллечченех çуса тăрас пек курăнать. Пракка чун-чĕринче те йывăр, йывăр туйăмсем. Ниушлĕ Лисук чăннипех Коля çинчен шухăшлать? Ниушлĕ вăл ăна юратать?
Пракка шухăшласа тăчĕ-тăчĕ те çумăрне-мĕнне пăхмасăрах урама тухрĕ. Йăмрасем çуммипе, çерем тăрăх, анаталла утрĕ. Ялакки çырми урлă шăва-шăва аран каçрĕ. Атти тĕпне туллиех пылчăк çыпăçрĕ. Вăл ăна чул çине хырса хăварчĕ те магазин умне çитсе тăчĕ. Магазинра пĕр-икĕ çын кăна. Пракка, ним тума аптраса, унталла-кунталла пăхкаларĕ. Çумăрпа лачкам йĕпеннĕрен çан-çурăмĕ чĕтрерĕ унăн. Каччă чĕри çаплах вырăнта мар-ха. Вăл лăпланаймарĕ. Лисук патне телеграмма яни паçăрхи пекех тарăхтарать, хуйхăртать ăна. Пĕрремĕш юрату, пĕрремĕш хĕн-асап, пĕрремĕш вут-çулăм, пĕрремĕш чун-чĕре пушарĕ. Бригадир çынсем тухса кайсан, никам та çук чухне, çур литр эрех туянчĕ те ăна çӳхе пиншакăн шалти кĕсйине чиксе лавккаран хуллен тухса кайрĕ.
Çумăр тăкать, чĕреслетсех çăвать. Вăл чарăнма мар, татах вăйланнă. Пракка каллех сивĕ, шултра çумăр витĕрех малалла сĕнкĕлтетрĕ. Акă вăл почтальон пӳрчĕ тĕлне çитрĕ, чӳречерен шаккарĕ.
— Якăп килте пур-и?
— Çук, — пĕлтерчĕç ăна шалтан. — Почтăран таврăнман-ха.
Праккан, ним тума та çук, малаллах утмалла пулчĕ. Ăçталла каяс-ха? Кам патне кĕрсе чуна йăпатас? Терентей Ваççи патне çитсен мĕнле-ши? Çук, ун арăмĕ çын пынине юратсах каймасть. Сентре Униçĕмĕ килте çук пулас. Ахваниç мучи ватăрах, унпа калаçма йывăр. Тен, Улатти патнех çитсе лармалла мар-ши? Пракка карттусне антарса лартрĕ те Улаттисен килĕ еннелле çул тытрĕ. Акă вăл чус витнĕ кăмăллă пӳрте çитсе кĕчĕ. Улатти малти сак çине тăршшĕпех чашăк лартса тултарнă та çăкăр унать. Кĕпи çаннийĕсене хул тĕп таранах тавăрнă аллипе чустана кăвас чĕресĕнчен кункрана иле-иле хурать те унта çăнăх çинче йăвалантарса чашăксем çине хурать. Маларах унаса хунă чуста сарăлса кайнă, чашăкран халь-халь татăлса анас пек курăнать. Кăмакара вучĕ çунса пĕтнĕпе пĕрех, хĕп-хĕрлĕ кăвар выртать.
Çăкăрне унаса пĕтерсен Улатти кăвар туртма пуçларĕ. Шăнкăр-шăнкăр юрласа аслă килтен кĕçĕн киле туй каять. Кăмака умĕнче тăнипе Улатти пичĕ тарларĕ. Вăл ал шăллипе питне шăлса илчĕ те:
— Пракка, тетĕп. Эй, Пракка! — терĕ.
— Мĕскер? — пуçне ялт çĕклерĕ бригадир.
— Вĕлеретĕн-çке эс мана? Пĕр канăç памастăн.
— Эпĕ канăç памастăп-и сана? Авлан. Вара пурте йĕркеллех пулĕ.
— Ку ĕç арçынна та йывăр. Мĕн эс, хĕрарăма вучах умне тăратсан çăмăлланĕ тетĕн-им?
— Çăкăр пĕçересси çапах та хĕрарăм ĕçĕ пуль. Пирĕн ялта ĕмĕртенпех çăкăра хĕрарăм пĕçернĕ те. Вăл типтерлĕрех...
— Çук, Пракка, чăн-чăн арçын ĕçĕ ку — çăкăр пĕçересси. Кунта, ваçка, куçмалли, тĕпĕртетмелли çителĕклех. Пилĕк çул çапла хам ăшталанатăп ĕнтĕ. Çăкăр епле пĕçермелли çинчен ялти хĕрарăмсем хамран килсе ыйтчăр. Эльба...
— Ан мухтан! Икĕ питлĕ, çуркаланчăк çăкăр çиеттĕнччĕ-ха. Курман-и-мĕн...
— Эпĕ ун пек çăкăр нихçан та пĕçермен. Эпĕ салтак çăкри пĕçеретĕп. Чăн-чăн чаплă çăкăр. Эй, мелке çунма пуçларĕ. Фу!
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...