Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: XIX сыпăк


Çăлтăрлă каç. Инçех те мар трактор кĕрлени илтĕнет. Комбайн пăрахса хăварнă улăм купи çинче иккĕн лараççĕ. Пĕри — Улатти, тепри — Пракка. Эльба салтакĕ кĕпе вĕççĕнех, ăна та пулин тӳмелемен, ярмак кăкăрпа. Бригадир çӳхе пиншак уртса янă. Вĕсем паçăртанпах кунта ĕнтĕ.

— Чăнах, — терĕ Улатти, — иксĕмĕр чун-чĕререн, ăшра мĕн пуррине пурне те калаçар-ха. Пĕтĕм тĕнче çинчен, пурнăç çинчен...

— Кăмăлу пулсан калаçар.

— Вăт итле-ха, тӳрех калатăп, ухмах çын мар эсĕ. Бригадир пулма пĕлсех лартнă сана. Лайăх чутласан, саваласа çитерсен санран чаплă бригадирах пулма пултарать...

— Мĕн, эпĕ халь начар-им?

— Начаррине начар мар. Çапах та вĕтĕрех-ха эсĕ, шĕвĕрех. Санăн çăнăхна хушса çăратмалла. Çăмах унанă пек унаса хытармалла.

— Кулăшла эсĕ. Кăштах сӳпĕлти те...

— Çук, Пракка. Каларĕ тейĕн, ман сăмахсем пĕри те хвайшивăй сăмахсем мар. Эсĕ хирте миçе тĕрлĕ тăпра пуррине пĕлместĕн. Чăнах, пĕлместĕн...

— Эй, тупăннă ученăй. Ху пĕлетни эсĕ?

— Мана пĕлме кирлĕ те мар.

— Мĕнле кирлĕ мар пултăр? Кашни çĕр ĕçлекенĕн пĕлмелле ăна.

— Çапах та эпĕ сан пек бригадир, заочник мар-çке. Санăн ăна хăвăн ятна пĕлнĕ пек пĕлмелле. Пирĕн хирте вун çичĕ тĕрлĕ тăпра: хура тăпра, кĕллĕ тăпра, тăмлă тăпра çуллă тăпра, кĕрпеклĕ тăпра, арлан тăпри, арман тăпри, чăрăш тăпри, юлхав тăпри... — тăпра ячĕсене вĕçĕ-хĕррисĕр калама тытăнчĕ Улатти.

— Фантазер эсĕ. Нумайăшне ху шухăшласа кăларнă. Çапла-и?

— Хам мар. Атте каласа панăччĕ мана.

— Апла тăк чăрăш тăпри мĕнле тăпра вăл. Пирĕн енче чăрăшсем вуçех çук. Ăçтан тупăнтăр-ха кунта чăрăш тăпри?

— Ха-ха-ха! — кулчĕ Улатти. — Пĕлетĕн-и, чăн-чăн чăрăшран тухман çав ят. Вăл чăрăш курăкĕнчен тухнă. Хăвах курнă ĕнтĕ, Путакан çырми таврашĕнче чăрăш курăкĕ мĕн чухлĕ ӳсет. Хăйăрлăрах тăмлă тăпра вăл. Ун çине çав пĕчĕк «чăрăшсем» кашни çул пинĕ-пинĕпе шăтаççĕ. Вăт, ху вĕренетĕн, чăрăш тăприне те пĕлместĕн. Вăт Эльба! Миçе тĕрлĕ сывлăм ӳкнине чухлатăн-и тата?

— Сывлăм миçе тĕрлĕ вара? Пĕр тĕрлĕ çеç пуль...

— Çу-ук, ултă тĕрлĕ вăл. Пĕр йышши ӳксен ирхине сывлăмлă курăк тăрăх утса пăх-ха, хуп-хура çул юлать. Теприн — кăвак, теприн — симĕс... Тумламĕсем те тĕрлĕрен. Пĕр йышшин — ача куççулĕ пек шултра, çав тери çутă. Тепĕр йышшин тумламĕ вĕтĕрех. Виççĕмĕшĕн тата вĕтĕ. Хăш-пĕрисен вара тумламĕ вуçех çук, нӳрлĕхĕ кăна. Пирĕн атте ирхине улăха анатчĕ те курăксем çинчи сывлăма пĕрер пурак тултарса ĕçетчĕ. Сывлăхшăн сиплĕ тетчĕ. Вăт Днепр, Днестр, Одер... Вĕренмелли тулли-ха сан.

— Сывлăм миçе тĕрлĕ ӳкни кирлех-ши вăл мана, — юриех каласа хучĕ Пракка.

— Пурте кирлĕ, — учитель пекех çирĕплетсе каларĕ Улатти. — Бригадирăн пурне те пĕлмелле. Бригадир вăл — культурлă çын. Хальхи бригадир вăл ĕлĕкхи ик-виç председателе тăмалла. Маларах астăватăн пуль, ялĕнче аллă-утмăл кил, çавах пĕр колхоз. Председателĕ те, счетовочĕ те, кассирĕ те, бригадирĕсем те пур. Халĕ эс тем пысăкăш ялта пĕр-пĕччен «король». Пуриншĕн те ху хуçа. Çавăнпа сан пурне те хăвăрт ăнкарса илес пулать.

— Тăрăшатăп-ха, Улатти, тăрăшатăп. Çавăнпах институтра вĕренетĕп.

— Вăт, вĕрен çав институтра. Чăн-чăн агроном пулса тух.

— Тухатăпах.

— Тухсан вара? — сасартăк ыйтрĕ Улатти.

— Ним те мар. Ĕçлетĕп.

— Кунтах ĕçлетĕн-и? Пĕр тытăнса тăмасăр, чăннине кала.

— Кунтах юлатăп, Улатти.

— Апла пулсан пар аллуна! — Эльба салтакĕ бригадир аллине хыттăн чăмăртарĕ. Ун хыççăн шухăша кайса ларчĕ те каллех калаçма пуçларĕ: — Эсĕ, Пракка, агронома тухсан татах вĕрен. Ученăй пул. Анчах темле пысăка çитсен те çак ялтан, çак хиртен ан тар. Пурăн Анаткасра. Улатти çуралнă çĕршывра. Сана эпир пулăшăпăр, нихçан та манмăпăр. Эсĕ Мичурин пек, Терентей Мальцев пек пулма çунатлан. Пашка çитет сан...

— Теплелле çав, Улатти. Ученăй пуласси ансат мар.

— Мĕн, суха тăвасси ансат-и-мĕн? Кукуруза ӳстересси ансат-и? Ансат мар, тусăм. Пур ĕç те, йĕркеллĕ тăвас тесен, ансат мар. Вăйăн-шайăн тума çеç çăмăл.

— Суха тăвасси çапах та мĕнрех -ха вăл. Мĕнрех, Улатти!

— Эсĕ мĕнрех маррине те çĕнтер, юлташăм. Пурне те çĕнтер. Эпир çĕнтернĕ-çке. Орел, Курск патĕнче çĕнтернĕ. Днепр хĕрринче çĕнтернĕ. Одер çыранĕнче çĕнтернĕ. Берлинта çĕнтернĕ. Сирĕн, çамрăксен, халĕ кĕнекепе, математикăпа, химипе, физикăпа çĕнтермелле. Эпир çĕнтернине эсир те çĕнтеретĕрех. Эльба!

Тӳпере çăлтăрсем паçăрхинчен чылай çутăрах курăнакан пулчĕç. Хуллен чĕтренсе тӳлеккĕн çунаççĕ. Çав илĕртӳллĕ çутă пăнчăсене пăхма яланах кăмăллă, кăштах тунсăхлă.

— Юрататăп çак çутă çăлтăрсене. Тĕрĕссипе каласан, инçетрине, йăлтăртатса тăракан япалана яланах юрататăп. Ĕмĕтленӳ, шухăш вĕсенче, — хăй тĕллĕн калаçнă пекех мăкăртатрĕ Улатти.

— Эпĕ те юрататăп.

— Манăн вĕсем çине çĕрĕ-çĕрĕпех пăхса ларас килет.

— Уйăха юратмастăн-и?

— Ăна та саватăп. Çапах та вăл сивĕрех пек, кичемрех пек.

Хирте мотор шавĕ хытăрах та хытăрах илтĕнекен пулчĕ. Комбайн çаврăнса çитет ĕнтĕ. Çĕнĕ улăмран çĕнĕ çăкăр шăрши, пĕлĕм шăрши килет. Ун çинче ларма çемçе, уçă.

Хăй тĕллĕн çӳрекен комбайнпа кĕçĕр Терентей Ваççипе Лисук ĕçлеççĕ. Терентей Ваççи «ĕмĕрхи» комбайнер: вăл вăрçă пуçланичченех «Коммунарпа» кĕрленĕ. Лисука кăçал ун помощникне лартрĕç. Вĕрентĕр, тăрăштăр. Кăнтăрла комбайн çапса пычĕ, халĕ, тырă сывлăмпа нӳрленнĕрен, çулать кăна. Акă комбайн Улаттипе Пракка умнех кĕрлеттерсе килчĕ. Бригадир сиксе тăчĕ:

— Мĕнле, йĕркеленсе çитрĕ-и?! — кăшкăрчĕ вăл.

— Майлашăнчĕ! Аптрамасть! — çухăрчĕ ăна хирĕç Терентей Ваççи.

— Эппин, шарлаттарăр! — пăхса юлчĕ Пракка. Комбайн иртсе кайсан бригадир каллех Улатти çумне

пырса ларчĕ. Эльба салтакĕн ыйхăлас шухăш çук-ха. Вăл шăпăрт ларчĕ-ларчĕ те Пракка еннелле ялт! çаврăнчĕ.

— Пĕлетĕн-и, Прокопий Егорович? Тепĕр чухне пуçа мĕн кăна пырса кĕмест-ши манăн. Хам та чухлаймастăп, тем амакĕ те тупăнать. Эпĕ, политика тес пулсан, хамăр политикăшăн ик алăпа сасăлатăп. Манăн чĕрере пытанса тăраканни нимĕн те çук. Эпĕ яланах Тăван çĕршывпа, çак нӳрлĕ тăпрапа, çак улăм купипе, çак çăлтăрсемпе.

Анчах пурнăçра чуна ыраттаракан сакăлтăк-пăтăрмахсем те çук мар. Ун çинчен парти пленумĕсенче тĕплĕн, яр уççăн каласа пачĕç. Малтан ав агрономсем Вильямс та Вильямс тетчĕç. Хире тырă акас вырăнне курăк акаттăмăр. Эй-яй-яй! Эльба! Мĕн чухлĕ тăлланă, чăрмантарнă пире çав система...

— Вăл системăна аркатса тăкрăмăр ĕнтĕ.

— Ку çапла пултăр, юрĕ, — терĕ Улатти. — Тата çав «культ» тени ăçтан килсе тухрĕ-ха? Мĕнле çавăн пекех пăсăлнă Сталин? Эпир уншăн: «Ур-ра! Сталиншăн!» — тесе атакăна чупнă. Эпĕ ăна хам аттерен те ытларах ĕненнĕ. Уншăн тем тума та хатĕр пулнă. Кайран вулатăп: вăл ыррипе пĕрлех пакăçне те нумай тунă иккен. Çакăншăн эп Сталина, тĕрĕссипех калатăп, питĕ çиллентĕм. Ун киреметлĕхне ним юлмиччен шăлса тасатмалла. Анчах тĕпренчĕксем пайтах-ха «культ» тенин. Пирĕн колхозра та пур вĕсем. Унта-кунта суйласа лартиччен аван, йĕркеллĕ çынсемех. Суйласа лартатăн та, сăмсине палт пăрса хурать. Пырать хайхи чалăш сăмсапа. Санпа халиччен чип-чипер калаçнă, шӳт тунă чĕлхи сасартăк татăлса ӳкет. Хăлхи питĕрĕнет. Çӳрет вара çав çын. Кукăр сăмсаллă, хăлхасăр, чĕлхесĕр, куçсăр, чунсăр. Малтанхи председателе калатăп эпĕ. Çаплаччĕ-и?

— Тĕрĕс. Культ тĕпренчĕкĕсем вуçех пĕтчĕр. Çакăншăн тăрăшмалла пирĕн.

— Ăна веçех пĕтерес тесен малашне мĕн тумалла пирĕн?

— Малашне-и? Сăпайлă, таса çӳремелле.

— Ăнланатăп.

— Чи малти вырăна тухасшăн кĕрешнĕ чух пурне те манма юрамасть. Çынсем те, хăвна та сăнасах, астусах пымалла. Кам çине те пулин çӳп-çап лекнĕ, пылчăк лекнĕ пулсан систер е шаккаса яр. Хăвăн тумтирна та пăхсах тăр.

— Тумтире çеç мар, чĕрене пăхмалла, Пракка.

— Çавăн пирки сăмах пырать те...

Тӳпере çăлтăрсем, çăлтăрсем. Уйăх çутинче инçетри вăрман йăрăмĕ те, Çичçырма та палăраççĕ. Тĕнче çав тери ирĕк, уçă. Тĕнче шухăша кайнă пек хуллен тĕлĕрет. Çак таса тавралăха пăхсан хăвăн та таса, илемлĕ пулас килет.

Тĕнчере хăвăн ятна кăштах та пулин асăнмалăх, ырăпа асăнмалăх ĕç туса хăварас килет. Эс вилсен хăçан та пулин сăмах майăн сана аса илсен: «Аван çынччĕ вăл», — теччĕр. Çакăн пек кăна. Ытлашши мухтаса, ырласа мар. Вара çак çĕр çинче пурăннă çын мĕн тери канлĕ выртăччĕ-ши? Улатти каллех шухăшласа ларчĕ-ларчĕ те Праккана чĕнчĕ:

— Эй, тусăм, кала-ха, мĕн тăвас манăн? Ял хĕррине, пĕр-пĕр çырма-çатра хĕррине вăрман чĕртсе парас-и? Сайдулла чĕртнĕ хурăн вăрманĕ пек мăнаçлăн кашласа лартăр.

— Мĕнле Сайдулла çинчен эсĕ?

— Эччияль мулли çинчен. Çав Сайдулла, мулла пулсан та, хăй виличчен яла мĕн тери илем кӳрсе хăварнă. Аттепе Кармăша кĕрепле сутма кайсан курнăччĕ эп çав вăрмана... Е Кăпшар çырминчен чул кăларса уй хапхине чултан туса парас-и?

— Мĕншĕн тата?

— Хăвах чухла. Манăн ял-йыша асăнмалăх мĕн те пулин хăварас килет. Унсăрăн, ăçта пĕлен, вилĕп те выртăп, ним тăваймасăрах юлăп...

— Ним тăваймасăр мар-çке. Кукуруза ӳстеретĕн. Тăрăш çавăнта!

— Унта тăрăшатăп-ха. Çапах вăл çеç сахалрах пек туйăнать. Тĕрĕссипе, кукуруза пухса кĕртетĕн те, вăл куç умĕнчен çухалать. Уй хапхи вара, чултан тунă çӳллĕ, пысăк уй хапхи, ĕмĕрлĕхе юлать. Тăррине пилĕк юплĕ çăлтăр якатса лартатăп. Таçтанах курăнтăр. «Улатти хапхи ку», — теччĕр иртен-çӳренсем.

Бригадир хавассăн кулса ячĕ.

— Вăт Улатти! Вăт сăмах-юмах.

— Çук, чăннипех эпĕ.

— Чăннипех пулсан, тырă ӳстерни, кукуруза ӳстерни çав хапха чухлĕ хисепе тăмасть тетĕн-и? Çĕр ĕçĕ вăл — ытлашши палăрса тăман ĕç. Çапах та вăл — чи мухтавлă, чăн-чăн чыс-хисепе тивĕç ĕç. Вăт çакна ăнланса илмелле пирĕн. Пурнăçра çав нимпе те палăрсах тăман ĕçсенче чун-чĕрене паттăрла тытма вĕренес пулать. Этемĕн çавна хăнăхса çитмелле. Тĕнчере икĕ тĕрлĕ мухтав пур: пĕри — ялкăшса тăраканни, таçтанах курăнаканни, тепри — ун пек ялкăшмасть, тĕксĕм, ăна ытти ĕçсенчен уйăрса илме те çук пек туйăнать. Тĕрĕссипе вара, çав тĕксĕмми тепĕр чухне хăватлăн ялкăшса тăраканнинчен те мухтавлăрах. Тăпра ĕçĕ те çапла. Çапла, Улатти, эсĕ хăвна телейсĕр тесе ан шутла...

■ Страницăсем: 1 2