Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: XIII сыпăк
— Конкретлă мĕнле мероприятисем тăватăр? — ыйтрĕ леш сарă куç харшиллĕ каччă.
Лисук хăйсем мĕн-мĕн тума шутлани çинчен те каласа пачĕ.
— Юлашкинчен: ĕçрен хăраман ăста пулнă. Пирĕн çамрăксем тыр-пул ăсти пуласшăн, — терĕ те сăмахне пĕтерчĕ.
Лисук сăмахĕ кашнинех килĕшрĕ. Вăл хăй вырăнне пырса ларсан та ăна хут татăкĕсем çырса пачĕç, хăлхинчен пăшăлтатса тем каларĕç.
Пленум пĕтсен Лисук вестибюльте пиншакпа çăм тутăрне илчĕ те тăхăнма айккинерех пăрăнчĕ. Вăл пиншакне тăхăннă-тăхăнманах ун умне типшĕм питлĕ, сарă куç харшиллĕ леш каччă пырса тăчĕ.
— Елизавета Харитоновна, сирĕн сăмахăра питĕ хумханса итлерĕм, — пуç тайрĕ вăл.
Лисука темле лайăх мар пек пулчĕ. Вăл ним калама та аптрарĕ.
— Сăмах калас тĕлĕшпе эсир манран юлмастăр никак, — терĕ хайхи каччă каллех «официаллă», хатĕр сăмахсемпе. — Тархасшăн, пĕлтерĕр-ха: эсир ман пекех избач пулса ĕçлетĕр-и е библиотека заведующийĕ? Мĕнле чин санăн?
— Нимĕнле чин та çук. Эпĕ хирте, — терĕ Лисук.
— Пулма пултараймасть. Эпĕ хама комсомол секретарьне суйласанах мĕнле те пулин çăмăлрах вырăн пама ыйтрăм. Килĕшрĕç. Халĕ эп, малтанах каларăм ун çинчен, избач. Калама çук нумай манăн ĕç. Отчет çырмалла. Доклад çырмалла. Районти канашлусенче тухса каламалли сăмахсене çырса хатĕрлемелле. Акă тепĕр икĕ кунтан ĕне сăвакансен слечĕ пулать. Унта калама вăтăр виçĕ страница çыртăм. Ĕненместĕн пуль-ха эс. Кăтартам, — папкине салтса хучĕсене пăхкалама пуçларĕ каччă.
Анчах Лисук çак самантра вăшт çеç хĕрсем хушшине кĕрсе çухалчĕ.
2
Тепĕр кунне Лисук пăри сортласа таврăнчĕ те çăвăнса тасалчĕ. Институтра вĕренмелли кĕнекене илсе сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ. Килте урăх никам та çук. Йăмăкĕ таçта тухса кайнă. Ашшĕпе амăшĕ утарта. Хуртсене омшаникрен кăларма хатĕрленнĕ пирки унта ĕç пайтах. Лисук вулать, вулать. Хăй мĕн вуланине манас мар тесе тетрадь çине кĕскен çыра-çыра хурать. Пӳртре шăп. Пахча енчи чӳрече умĕнчи çĕмĕрт çара турачĕсемпе силлене-силлене илет. Вăл силленнине Лисук тепĕр чухне куç хӳрипе сасартăк асăрхать те унталла хăвăрт çаврăнса пăхать. Чӳречерен такам сăнаса тăнă пекех туйăнать ăна. Ĕнтĕ каç сĕмлĕхĕ те çапрĕ. Çамрăк хĕр чӳречисене карса электричество çутрĕ те каллех сĕтел хушшине ларчĕ.
Тулта тĕттĕмленчĕ. Тӳпене çурхи тĕксĕм çăлтăрсем тухрĕç. Пӳртри хĕр çурхи каç илемĕ çинчен те, тус-тантăшĕсем çинчен те аса илмест.
Унччен те пулмарĕ — чӳречерен такам шаккани, такам кăшкăрса чĕнни илтĕнчĕ.
— Лисук, уç-ха калинккене!
Кам амакĕ-ха ку? Мĕн çухăрашса çӳрет вăл çĕр хута? Лисук чӳрече патне пычĕ. Анчах, куç тĕттĕме хăнăхман пирки пулас, урамра никам та курăнмарĕ.
— Лисук, уç-ха, — тени çеç тепĕр хут янăраса кайрĕ. Чипер вĕренсе ларакан хĕрĕн ирĕксĕрех картишне хыпаланса тухма тиврĕ. Лисук халха тимрине туртса кăларчĕ кăна, ун патне Татюк кĕрсе тăчĕ.
— Ай, Лисук, хĕрĕм, пикеçĕм, каçар мана, — ăшшăн калаçрĕ вăл. — Сана вĕренме чăрмантартăм пуль те эп. Пĕррелĕхе ан вăрç. Манăн сана пĕр питĕ кирлĕ хут вулаттармалла. Хам вуларăм. Вырăсла çырнă та, ăнлансах çитереймерĕм. Айта-ха пирĕн пата. Наччаслăха çеç...
— Мĕнле хут вара вăл?
— Хам та пĕлместĕп çав. Пĕлменрен чĕнетĕп. Пырсан курăн. Айта, айта часрах.
— Эсĕ кай. Эп хамах пырăп.
— Çук, çук. Пĕрлех илсе каятăп. Унта Сухвур йытти урамрах çӳрет. Халĕ те аран иртсе килтĕм. Вĕлерсен те пĕччен каймастăп...
Татюксен пӳрчĕ ăшă, каçпа çеç хутса çунтарнă пулмалла. Тĕпелте, сунтăх çинче, кукăльсем выртаççĕ. Сĕтел çинче сăра витри. Ăна ал шăллипе витнĕ. Унта сăра пĕтменни паллах. Татюк пӳртне кĕнĕ-кĕменех плащне хывса çакрĕ, Лисука та вăйпах хывăнтарчĕ.
— Пӳрт ăшă пирĕн. Хывăн... — терĕ вăл. Вырнаçса ларсан пĕр-ик сăмах калаçса ĕлкĕрнĕччĕ-ши, ĕлкĕрменччĕ-ши — кăмака хыçĕнчен салтакла тăхăннă яштака каччă тухса тăчĕ.
— Мĕнле пурăнатăн, Лисук? — тӳрех алă пама утса пычĕ вăл.
— Ай! Мĕнле япала ку? — тĕлĕнсе кайрĕ хĕр.
— Ан хăра. Кашкăр мар эпĕ, тытса çимĕп, — ун патнех пукан илсе ларчĕ каччă.
Лисук саппунĕпе питне хупăрларĕ.
— Эй, çавăнпа илсе килтĕн-и эс мана, Татюк аппа? Ай-уй! Кăштах вăхăт иртсен Лисукпа каччă чиперех калаçма пуçларĕç. Ĕнер çул çинче тĕл пулнă курсант Татюксен тăванĕ иккен. Унăн кунта, çуралнă çĕршывра, татах вунă кун пурăнмалла.
Хĕрпе каччă сăмах йĕрне ӳксен Татюк алăк патĕнчен тĕпелелле, тĕпелтен алăк патнелле тем шыраса, уткаласа çӳрерĕ те:
— Эй, ухмах пуç! Эпĕ сурăхсене хупма та ас туман-çке! — тесе алăкран вăшт çеç тухса кайрĕ.
— Ну, Лисук, эпĕ сана тĕл пуласшăнах килтĕм. Клубра кĕтсе лартăм-лартăм, эсĕ пымарăн. Урамра та уткаласа çӳрерĕм. Юлашкинчен тӳсеймерĕм, Татюк аппа патне кĕрем терĕм...
— Мĕн тума кирлĕ-ха эп сана? Сан валли ахаль те хĕрсем тем чухлех.
— Çаплине çапла та. Темшĕн чĕре çакăнталлах туртăнчĕ. Хам та ăнланмастăп, пĕлместĕп. Тем амакĕ...
— Ай-уй, ма килтĕм-ши эп кунта, — курсантран аяккарах шуса ларчĕ Лисук.
Вĕсен сăмах-юмах майлашăнса пымарĕ. Чылай тăрсан Татюк кăштăртатса кĕчĕ. Лисукпа Кольăна пĕрер стакан сăра ĕçтерчĕ. Сăри шăпах çамрăксем ĕçмелли: хăмлаллă мар, кăпăклă, пылак.
Каччă пӳрнисене ĕнерхи пекех чăлт! чăлт! тутарчĕ. Вара Лисука клуба пыма чĕнчĕ.
Часах çӳллĕ, тĕреклĕ курсантпа яштака тăп-тăп пӳ-силлĕ çамрăк хĕр клубалла çул тытрĕç.
Мĕн тери тӳлек çурхи каç! Таçта хĕрсем кулни, шакăлтатни илтĕнет. Ту енче купăс сасси янăраса кайрĕ. Ял леш хĕрринчи кайăк-кĕшĕк ферминче хурсем хыттăн какаларĕç. Такам хапхине чăри-ик! чăри-ик! тутарса уçса хупать. Лавкка патĕнче, телефон юпи çинче, репродуктор лирикăллă юрăсем шăрантарать.
— Ну, мĕнле, Лисук, ялти пурнăç килĕшет-и сана? — ним сăмах та тупайманран ыйтрĕ Коля.
— Тĕрлĕ чухне тĕрлĕ. Хутран-ситрен тарăхмалли те тупăнать.
— Ăçта ĕçлетĕн-ха эсĕ? Фермăра-и?
— Мĕн, фермăра ĕçлекен хĕр пек курăнатăп-и?
— Сан пек хитре хĕрсем дояркăра пулаканччĕ те... Клуба çитсен вĕсем еннелле пурте кĕпĕр! çаврăнса пăхрĕç. Лисук епле салтакпа килсе кĕнине пĕлесшĕн пулчĕç. Коля хăйĕнпе паллаштарчĕ. Ăна каччăсем вырăн тупса пачĕç, маларах иртсе ларма сĕнчĕç. Алексеевпа шашкăлла вылякан Пракка та салтак çине пăха-пăха илчĕ. Çак яштака, патвар каччă хăй савакан хĕрпе килсе кĕни Праккана сасартăк шухăша ячĕ. Вăл шашкăсене тĕлли-паллисĕр тĕкме тытăнчĕ. Халиччен пур партисене те выляса илнĕ пулин те хальхинче кĕтмен çĕртенех парăнчĕ. Вĕсем вылянине пăхса тăракан ачасем кулса ячĕç. «Пĕтрĕн, Пракка!», «Кĕçех сарттира хупатчĕ», «Эй-эй, Алексеев юлташа та çĕнтереймерĕн», — терĕç. «На вылет» тенĕ-çке, давай, тăр пукан çинчен!» — ун вырăнне ларасшăн пулчĕç хăшĕсем. Пракка хĕрелсе кайрĕ. Унăн каплах пăрахса утас килмерĕ.
— Тепĕр парти çеç вылятăп, — терĕ вăл.
Икĕ тус каллех шашкисене шутарма пикенчĕç. Пракка кашни шашкине шутарсанах, вăрттăн та пулин, салтакпа Лисук çине тинкерет. Ăçтан тупăнчĕ-ха ку каччă? Мĕн шыраса çӳрет вăл Анаткасра? Хăйсен ялĕнче хĕр çитмест-ши ун валли?
— Пĕтрĕн, Пракка! — çухăрса ячĕç вылянине пăхса тăракансем. Бригадир малтанлăха ăнланса та илеймерĕ: те Лисук пирки пулчĕ ку сăмах, те шашка вăййи пирки. Анчах умри шашка хăми çине пăхрĕ те веçех ăнланчĕ. Ку партие каллех выляса янă иккен.
— Эй, япала! Мĕн пулчĕ мана? Татах тепĕр парти выляма ирĕк парăр-ха, юлташсем? — ыйтрĕ Пракка.
— Выля эппин. Анчах тепре кăна.
Тепĕр вăйă пуçланчĕ. Алексеевпа Праккана пăхса тăракансен йышĕ ӳссех пырать. Вĕсем шавлаççĕ, кулаççĕ, пĕр-пĕрне тĕккелесе илеççĕ. Вĕсенчен хăшĕ Алексеев майлă, хăшĕ Пракка майлă. Кашни шашкăна шутармассерен: «Эй, кăна марччĕ», «Ай, кăштах йăнăш пулчĕ», «Ой, пĕтертĕн!», «Ку вара чаплă!» — теççĕ.
Хĕрсем салтак тавра пухăннă та темскер калаçаççĕ, шӳт тăваççĕ. Акă Арапуç каччи аллине баян илчĕ. «Жди солдата» юррăн кĕввине калама пуçларĕ. Çав кĕвĕре пĕр-пĕринчен инçетре пурăннин тунсăхĕ те, тĕлпулу савăнăçĕ те пур. Çав кĕвĕре таса юрату, таса чун-чĕре. Хĕрсем тӳсеймерĕç, юрласа ячĕç. Пракка çакăн хыççăн тата айванрах «ходсем» турĕ. Ку партие те çĕнсе илеймерĕ.
— Ай-ай, Пракух, ывăнтăн пулĕ — тух! — терĕ çамрăксенчен пĕри.
Хыттăн кулни янăраса кайрĕ.
— Татах тепĕр парти вылям-ха. Эпĕ ăна хальхинче пурпĕрех аватăп, — хĕрсе кайрĕ Пракка.
Пăхса тăракан çамрăксем ăна чармарĕç, вылятăр терĕç. Ара, çак «вилеслех пыракан çапăçăва» пурин те курас килет-çке. Куракансем Праккана татах хĕрӳлентерме тăрăшрĕç. «Халĕ мĕнле стильпе вылятăн-ха, Пракка? Парагвай стилĕпе-и?», «Çук, Парагвай стилĕпе мар, Уругвай стилĕпе вăл», «Мексикански стильпе аванрах. Çавăнпа выля!», «Перуански стиль çине куçрĕ пулас. Халь çĕнтеретех», — терĕç вĕсем. Пракка пăлханчĕ, тарăхрĕ, çилленчĕ. Алексеев шăппăн кулса ларчĕ.
— Эсĕ мĕнле стильпе вылятăн, Алексеев юлташ? — ыйтрĕç унран.
— Анаткас стилĕпе... — куçне хĕсрĕ партком секретарĕ. Шашкăлла вылякансем патĕнче паçăртанпах шавланине, кулнине илтсе ларнă салтак, чăтаймарĕ пулас, купăсне лартрĕ те вĕсем патне пычĕ. Çакă вара Праккана пĕтĕмпех арпаштарса ячĕ. Хальхинче унăн виçĕ шашки сарттира хупăнса юлчĕ. Пракка тăчĕ те ярт-ярт пусса клубран тухса кайрĕ.
Лисук вăл тухса кайнине сиссе те юлайман иккен. Кайран пăхрĕ те: Алексеевпа шашкăлла Пракка мар, салтак вылять.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...