Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: V сыпӑк
1
Çичçырма текен вĕтлĕх вăрман Анаткас ялĕнчен тăват-пилĕк çухрăмра. Вăл ку таврари чи хитре вырăнсенчен пĕри. Çак вĕтлĕх çичĕ çырма тăрăх вырнаçнă. Унта çамрăк та тӳп-тӳрĕ туйрасем. Сарлака çулçăллă йĕлмесем. Тĕллĕн-тĕллĕн сип-симĕс туналлă ăвăс ращи. Вĕсем хăйсен çулçисемпе кунĕн-çĕрĕн шĕпĕл-шĕпĕл, шĕпĕл-шĕпĕл туса лараççĕ. Çавăнпа ăвăс ращине кĕрсен пĕчченлĕхе нихçан та туймастăн. Çулçăсем шĕпĕлтетни хăвăн çывăх юлташу сăмах хушнă пекех савăнтарать. Итлетĕн вара вĕсен чĕрене çывăх сассине! Итлетĕн-итлетĕн те умри йăрăс пӳллĕ йывăç çине тинкеретĕн.
Çирĕм çул пурăнать ĕнтĕ Хритун мучи утарта. Çулла та, хĕлле те, йĕпе кĕркунне те, çутă çуркунне те. Хритун мучи çак ĕшнене темле ăшшăн, хăйне хăй çеç ăнланмалла юратать. Çак ĕшнери кашни йывăç, кашни турат уншăн тус-тăван. Унăн халĕ ак çак пит-куçран сĕртĕнекен çулçăсене чуптуса илес килет. Ĕшнере хăш енче те пулин пуртă сасси илтĕнсенех Хритун мучи çав еннелле чупать, сухалне чĕтретсе, хĕрелсе кайса чупать вăл. Йывăç касакана тĕл пулсан, ай, пĕçертет вара. Çавăнпа ку ĕшнере ун пек путсĕр ĕç тума вăрман хуралçинчен мар, Хритун мучирен хăраççĕ.
Акă вăл ăвăслăх хĕррине тухрĕ. Кунта ем-ешĕл çерем çинче темле хуранчăк курăнчĕ. Мучи ун патнелле утрĕ. Ак тамаша! Ăвăс сулхăнне Улатти месерле ярт тăсăлса выртнă та харлаттарсах çывăрать. Хăй ыйхă тĕлĕшпе вĕçĕмсĕр мăкăртатать. «Эпĕ ăна-и? Эпĕ ăна кăтартатăп. Ха, тупăннă учительсем! Улаттипе тавлашма-и? Йывăр унпа тавлашма. Улатти Эльба хĕррине çитнĕ. Унăн кăкăрĕ çинче... Ха-ха! Унăн кăкăрĕ çинче пурте пур. Сирĕн кăкăрăр çинче мĕн пур? Ха-ха! Мĕн пур тетĕп! Калăр? Ма каламастăр?» — Улатти туртăнкаласа илчĕ. Темле йăлт! çĕкленчĕ. Вара каллех персе анчĕ те: «Эльба, Эльба», — тесе мăкăртатма пуçларĕ.
Хритун мучи Улатти çине темле çилленсе те кичеммĕн пăхрĕ.
«Епле намăс мар-ха хĕрӳ ĕç вăхăтĕнче сулхăнра выртма? Каллех ĕçнĕ пулмалла. Вăт чарусăр карланкă».
Утарçă çак путсĕр çын патĕнчен пăрăнса кайма та шутланăччĕ, тӳсеймерĕ, пĕр-ик утăм ярса пуссанах чарăнчĕ, каялла пычĕ. Улатти çумĕнчи вăрăм йывăç сенĕке тыткаласа пăхрĕ, вара унăн аврипе Улаттие аякĕнчен тĕкрĕ.
— Эй, Эльба! Тревога! Тăшмансем хупăрланă сана!
— Мĕскер? Мĕн? — куçне уçмасăрах калаçрĕ Улатти.
— Тревога тетĕп! Тăр часрах!
— Халех! — çарти пекех яшт сиксе тăчĕ Улатти. Вара ун-кун пăхкаларĕ, часрах вăрăм сенĕкне ярса тытрĕ. — Мĕн пулнă?
— Сана тăшмансем хупăрласа илнĕ. Пĕтетĕн эс капла.
— Мĕнле? Мĕншĕн пĕтетĕп? Кам эсĕ? — куçне шăлкаларĕ Эльба салтакĕ. Вара Хритун мучие палласа илчĕ те кулам пекки турĕ. — Эй, эсĕ-çке ку, Хритун пичче. Мĕн хăрататăн эс мана? Чăнах та, вăрçăра пуль тесех сиксе тăтăм. Ун пек çын сехрине хăпартма юрамасть...
— Улатти, эс вилетĕн-çке капла.
— Мĕскер?
— Вилетĕн тетĕп.
— Ма вилес-ха манăн? — сенĕкĕ-мĕнĕпех силленкелесе илчĕ Улатти.
— Кун пек çӳресен халăх умĕнче ху ятна, чысна яратăн. Салтак чап-хисепне пĕтеретĕн.
— Эпĕ-и? Улатти салтак чысне ярать-и? — кăкăрне чышкипе çапрĕ Улатти. — Мĕн калаçатăн эсĕ? Кампа калаçнине ан ман. Эпĕ Эльба хĕррине çитнĕ. Эпĕ! Эпĕ!
— Тĕрĕс. Ун чухне Эльба хĕррине çитнĕ-ха эсĕ. Халĕ мĕн хĕррине çитрĕн? Пĕлетĕн-и?
— Пĕлетĕп. Халĕ эп Аслăхай çырми хĕрринче.
— Çук, Аслăхай хĕрринче мар эсĕ!
— Ăçта вара эпĕ? Ăçта?
— Эсĕ-и? Эсĕ халь тĕпсĕр çыран хĕрринче. Çак эрех санăн пĕтĕм пурнăçна пĕтерет. Эсĕ ху камне пĕлетĕн-и?
— Пĕлмесĕр. Эпĕ — Улатти. Эпĕ колхозник.
— Вăт, тĕп-тĕрĕс калатăн. Эсĕ — колхозник, пĕрлешӳллĕ хуçалăх членĕ. Мĕнле? Анчах упратăн-и-ха колхозник ятне? Салтакра чухне, паллах, салтак ятне чыслăн тытса пынă. Халĕ вара мĕскер?
Çак сăмахсене илтсен Улатти темле лăпланнă пек пулчĕ, калле-малле тăнк-танк пускаларĕ те:
— Ытлашши ан кӳрен-ха эс мана. Эпĕ, мĕн, такам эреххине ĕçмен. Бригадир туса панă эрехе çеç тутанса пăхнă. Вăт...
— Мĕнле бригадир туса панă эрехе?
— Пĕлес килет-им? — кулса ячĕ Улатти. — Çук, пурне те пĕлсен час ватăлать теççĕ.
— Мĕн сӳпĕлтететĕн эсĕ?
— Сӳпĕлтетсе мар. Пракка туса ĕçтерчĕ мана ку эрехе. Тупата туршăн. Турра ĕненмесен те сăхсăхса кăтартатăп.
— Ай-ай, Улатти, суйма та вĕрентĕн-и?
— Мĕскер эсĕ. Эльба, чăннипех. Пракка тунă эрехе ĕçсе ӳсĕрĕлтĕм. Унсăрăн хам ăçтан ĕлкĕрем-ха эрех тума. Эпĕ яланах хирте. Ман вăхăт çук.
— Бригадирăн вăхăт пур эппин?
— Каçхине туса пачĕ, — кулса илчĕ Улатти. — Ăçта турĕ вара?
— Вырăнĕ пур пирĕн, — Улатти татах тăлт-талт пускаларĕ, сенĕкĕ аллинчен кĕç вĕçерĕнетчĕ.
— Эсĕ улăм улăхтарма тухнă пуль-ха. Айта вĕçтер.
— Каятăп, Хритун пичче, чаплă утарçă. Шурă çӳç. Мана ятлакан. Эльба! Кил-ха, пĕр ыталам сана.
Улатти Хритуна çаннинчен тытма хăтланчĕ. Лешĕ пăрăнса ĕлкĕрчĕ.
— Ĕç вăхăтĕнче капла çӳрени илемсĕр, — тарăхса каларĕ Хритун мучи. — Мĕнле ку? Э-э?
— Ан çиллен. Ан вăрç. Халех каятăп, улмури тума каятăп, — терĕ Улатти ăна хирĕç, вара вăрăм сенĕкне малалла тăсса хирелле чупрĕ. Темле улăп салтак калама çук вăрăм пăшалпа тăшман çине çĕкленнĕ пекех паттăррăн, хаяррăн чупрĕ Улатти. Хăй ӳсĕр выртса ирттернĕ вăхăтшăн кӳренсе, тулашса чупрĕ вăл.
Ун хыççăн Хритун мучи куларах та шухăшлăн пăхса юлчĕ. Чăнах, мĕн чухлĕ вăй-хăват, хастарлăх çак Улаттин. Çапах та вăл хăйĕн вăй-хăвачĕпе тĕрĕс, йĕркеллĕ усă курма пĕлмест-ха. Вăл хăйĕн вăйне ăçта килчĕ унта ним хĕрхенмесĕр арки-аркипе шапăр! тăкать. Салтакра чухне ăна яланах командирсем астуса тăнă, унăн вăйĕпе, пĕлĕвĕпе, мĕнле калас, пĕлсе «усă курнă». Вăрçă вăхăтĕнче хăйне чăтăмлăн тытма кирлине те пĕлнĕ вăл. Киле таврăнсан вара салтакра туртса çыхнă чĕн пиçиххине пушатнă та хăйне йăлтах ирĕке янă. Вăрçăра асап тӳсни хăйĕн пĕтĕм ĕмĕрĕшĕн çителĕклĕ тенĕ ĕнтĕ вăл. Анчах пурнăç апла мар иккен. Пурнăçра паттăррисен тата паттăртарах утмалла. Паттăррисен яланах маяк пек йăл-йăл çунса, çуталса тăмалла. Нихçан та, пĕр самантлăха та сӳнмелле мар.
Хритун мучи хăяхсемпе, çӳллĕ шапа курăкĕсемпе хупланнă çăл патне шап-шурă чулсем тăрăх утса пычĕ те икĕ витре тăп-тăрă шыв ăсрĕ. Шыв хĕвел шевлипе ахах-мерчен тĕслĕн çуталса пычĕ.
Утаралла утнă май Хритун çаплах шухăшларĕ. «Ара, мĕнле-ха ку капла, — пăшăлтатрĕ вăл. — Ак, каттăршнăй ачи, Пракка та темскер хăтланма пуçланă-çке. Ниушлĕ çав каттăршнăях туса панă эрех? Ниепле те ĕненес килмест. Çапах та Улатти шат та пат ĕнентерсех каларĕ-çке. Темскер, ăнланмалла мар пăтăрмахсем тупăнаççĕ пурнăçра. Эпĕ Праккана, шеремет ачине, пит йĕркеллĕ çын тесе шутланă. Акă халь пăх та кур. Хăй бригадинчи колхозниксене аншарли туса ĕçтерет. Тĕнчере нихçан пулман кун пек япала!»
Хритун утар пӳртне кĕрсе пыл уçламалли хатĕре майлаштарса лартрĕ. Халĕ, хурт-хăмăр çыннисен сăмахĕпе каласан, «взятка» вăхăчĕ, çавăнпа вĕллери тулса çитнĕ рамăсене кашни кунах суйласа илсе пылне уçламалла. Эй, юратать-çке Хритун çак вăхăта! Янтарь пек çап-çутă пылпа тулнă карассене вăл васкамасăр, çав тери киленсе турта-турта кăларать. Çак тулли карассем — ун пурнăçĕн илемĕ. Ун пурнăçĕн телейĕ. Çак карассене вăл çӳлелле йăтса ача пек савăнса пăхать.
— Вăт япала! — тет вăл кула-кула.
Мучи тулли карассене пыл уçламалли хатĕр ăшне вырнаçтарса хучĕ те ассăн сывласа илчĕ.
— Пурнăç малаллах каять. Эй-яй-яй, эпир пыла халĕ те асаттесен хатĕрĕпех уçлатпăр. Алăпа çавăрса асапланатпăр. Хăçан электричествăпа кĕрлеттерме тивĕ-ши кăна. Вăт каттăршнăй, — мăкăртатрĕ вăл.
Унччен те пулмарĕ — тулта çăмламас йытă, Макар Макарович, хыттăн вĕрсе ячĕ. «Э-э, тинех çитрĕ пуль-ха механик. Мотор лартса паратăп тетчĕ. Лартать пуль-ха», — шухăшласа илчĕ мучи. Вара алкум вĕçне тухрĕ.
— Кам унта? Чарăн, Макар Макарович. Хăлхана çуратăн. Кĕрсе вырт. Йăччи сана!
Çăмламас йытă çилĕллĕн харлатса, сăнчăрне чанкăртаттарса хăйĕн йăвине кĕрсе выртса шăпланчĕ. Шĕшкĕсем хушшинчен Пракка сасси илтĕнчĕ:
— Ай, пĕтерет ку йытă. Шăлавара кĕçех çуратчĕ. Мĕнле пурăнатăн, Хритун пичче? Сывлăх сунатăп...
— Э-э, каттăршнăй! Шăлаварна çурнă пулсан та юратчĕ-ха санне.
— Мĕншĕн тата? — тĕлĕнчĕ Пракка.
— Мĕншĕнне хăвах пĕлетĕн. Эй, сирĕнпе! — алне сулчĕ Хритун.
Пракка ним те ăнланмарĕ, пĕр самант чĕнмесĕр тăчĕ. Вара çӳçне аллипе ахаль тенĕ пекех шăлкаласа илчĕ те:
— Улаттие курмарăн-и? Утар еннелле утатчĕ терĕç ăна. Сан пата кĕрсе ларман-и вăл? Эсĕ пыллă сăра ĕçтермерĕн пулĕ те ăна? — терĕ.
— Мĕскер? — тарăхса кайрĕ мучи. — Эсĕ, мĕн, каттăршнăй, кашнинех ху пек тесе шутлатăн-и?
— Мĕнле ху пек тесе?
— Ара, тунас тетĕн-и? Улаттие ху эрех туса ĕçтернĕ-çке эс. Тĕрĕс-и? — бригадира куçĕнчен тинкерсе пăхрĕ мучи.
Пракка хăйне таппа çакланнă шăши пекех туйрĕ. Ăçтан муртан пĕлме ĕлкĕрнĕ-ха Хритун мучи? Вăрманта пурăнать пулин те ял хыпарне пуринчен малтан пĕлсе тăрать. Каччă пичĕ çине пăчăр-пăчăр тар тапса тухрĕ, çан-çурăмĕ пĕçерсе кайрĕ. Мĕн каламалла-ха ĕнтĕ Хритун мучие хирĕç? Урăх çын пулсан айта нимех те марччĕ. «Мĕн, пурне те пĕлесшĕн эс!» — тесе хыттăнах каласа хума та пулатчĕ. Хритун мучие апла калама хăю çитмест çав Праккан. Ку тапăран мĕнле хăтăлас-ши тенĕ пек, тавраналла ун-кун пăхкаласа илчĕ вăл, анчах хирĕç нимĕн те чĕнмерĕ.
— Эппин, эрех туса ĕçетĕр? — каллех тăрăхласа кулчĕ Хритун. — Ай-ай! Чăннипех те намăс.
— Хритун пичче, эрехне ĕçмен-çке эп. Пĕр тумлам та ĕçсе курман, мĕншĕн тесен... ара...
— Ху ĕçмен, çынна ĕçтернĕ.
— Çук, çынна та ĕçтермен. Эпĕ... мĕн...
— Улатти мĕншĕн ăвăслăхра ӳсĕр выртать апла. Кулать вăл санран. Бригадир хăех туса пачĕ-ха тет.
Пракка чунĕ чăтма çук ыратрĕ. Çак самантра вăл хăй тăракан тĕлти çĕр çурăлса таçта тĕпсĕр авăра персе анас пулсан та нимĕн те кулянмастчĕ пуль. Анчах тем пирки çĕр çурăлмасть. Бригадирăн çав-çавах Хритун мучи умĕнчех тăма тивет.
— Юрĕ, кайран калаçăпăр. Эпĕ ăвăслăха Улатти патне чупам-ха. Унсăрăн улмури тăвасси чарăнса тăрать. Чипер юл, Хритун мучи! — сукмак тăрăх ĕшне ăшнелле чупрĕ Пракка.
— Улаттие тăратса ятăм эп. Хире тухрĕ вăл! — хыçалтан кăшкăрчĕ мучи.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...