Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: IV сыпӑк
1
Ял хĕрринчен пуçласа Нар сăрчĕ урлă каçса кайичченех мăнаçлăн хумханать ыраш пусси. Пучахсем пĕр-пĕринпе сĕртĕнсе хуллен, питĕ хуллен тем çинчен пăшăлтатаççĕ. Ылтăн шерепеллĕ кĕмĕл пиçиххи çыхнă хĕвел уй-хире хăйĕн вĕри шевлине тăкать.
Ыраш пусси! Çак сăмахсене каласан чун-чĕре темле хумханса сăрлатса илет. Ара, чăваш çынни мĕн пĕчĕкренех ыраш çăкри çисе ӳснĕ-çке. Чăваш çынни ыраш вырса ӳснĕ. Чăваш çынни ыраш пуссинчи путене сассине итлесе савăннă. Ыраш чăвашăн хаваслăхĕ, ырлăхĕ. Кирек мĕнле çул та пирĕн тăрăхра ыраш пулатех. Хăть мĕнле путсĕр çанталăк та ăна йăлтах анратса ӳкермест. Çуртрисем чисти аплах мар вара, хăш-пĕр çулсенче вĕтĕнсе юлаççĕ, каюллă ӳсеççĕ. Çавна пулах ĕнтĕ чăвашсем ыраша ĕлĕкренпех чун-чĕререн юратса, савса пурăнаççĕ. Чăваш çынни комбайн бункерĕнчен тин юхса тухнă тырра ывăçласа пăхнине сăнанă-и эсĕ, вулаканăм. Вăл ăна йĕкĕр ывăçа илет те ача çине пăхнă пек савăнса, хĕпĕртесе пăхать. Хăйĕн тути халь-халь ăшшăн куласшăн. Вара чăн-чăн хресченле, ытлашши калаçмасăр, ывăçри тырра пĕр пĕрчĕ тăкмасăр каллех шăналăк çине ярать. Ним пулман пекех хăйĕн малтанхи ĕçне тума утать.
Иккĕмĕш бригада виççĕмĕш кун ыраш вырать. Нар сăрчĕ хĕрринче икĕ комбайн куллен шуса пырать. Вĕсем иртенпе те вуçех чарăнмарĕç-ха паян. Улатти «Беларусь» тракторпа улăм сĕтĕрет. Арçынсем улмури купалаççĕ.
Инçех те мар витнĕ йĕтем. Унта хĕрсем сортировкăпа ыраш тасатаççĕ. Лисук та кунтах. Вăл шурă çинче хура пăнчă-пăнчăллă кĕпе тăхăннă, кăвак тутăр çыхнă. Тутăр хĕррисенчен çӳç пайăркисем кăшт курăнаççĕ. Кĕпи кĕскерех пулнипе пăртак пĕшкĕнсенех Лисукăн хĕвелпе пиçсе хĕрелнĕ парка урисем курăнаççĕ. Яштака пӳ-силлĕ хĕр вăл Лисук! Ун çине сăнаса пăхатăн та, чун-чĕрере хаваслă туйăм çуралать. Пулнă-ши ун пек хитре хĕрсем халиччен Анаткасра? Лисукпа пĕрле миххе ыраш тултаракан Татюк тӳсеймерĕ, калаçма пуçларĕ:
— Чăнах, хальхи хĕрсенчен тĕлĕнетĕп эпĕ: пĕринчен тепри кăмăллăрах.
— Эй, ан шӳтле-ха эс! Ĕлĕк те çавах пулнă пуль вĕсем, — миххе пысăк савукпа тырă ăса-ăса ячĕ Лисук.
— Çук, хĕрĕм, тĕрĕсне калатăп. Ĕлĕк хăшĕ чечче питлĕччĕ, хăшĕ çамрăклах куçне шăлса çӳретчĕ. Каччисем те юхан мăйлăччĕ, кĕсен-çăпанлăччĕ. Улаха кĕпĕрленсе пыратчĕç те кусатчĕç ухмахла...
— Эй, ун пек-и вара? Чиперрисем те пайтах ӳснĕ пуль.
— Çук, çук, Лисук. Суймастăп. Хальхи хĕрсем, тем кала та, хитререх. Тĕрĕссипе, вĕсен хитре пулмалла та. Ара, яслире, детсадра ӳсеççĕ-çке. Пионер лагерьне каяççĕ. Çавăнпа чаплă çитĕнеççĕ вĕсем! Тек ан яр, Лисук, тулчĕ. Кил-ха, çыхар.
Лисук савукне хучĕ те михĕ пуçне вăш-ваш чăмăртаса тытрĕ. Татюк çăварне çыртнă мунчалана илсе миххе лайăх туртса çыхрĕ.
— Ай-яй! Вилĕ тĕвĕ çыхрăн-çке эс! — кăшкăрса ячĕ Лисук. — Пурăнса каять ак...
— Эй, шельмă! Чăнах та вилĕ тĕвĕ пулнă! — кулса ячĕ Татюк. — Юрĕ ĕнтĕ. Салткалĕç-ха.
Лисукпа Татюк каллех тепĕр михĕ тултарма пуçларĕç. Паян ĕç питĕ ăнса пырать. Кунĕ те ытлашши шăрăх мар та. Хутран-ситрен уçă çил те вăркăшса иртет. Тӳпере, таçта çӳлте, икĕ шаланкă вĕçсе çӳрет. Калама çук таса шурă çĕр мамăкĕ пек кăпăшка пĕлĕтсем тӳлеккĕн хĕвел тухăçнелле шăваççĕ.
— Лисук, — темĕнле уйрăмах ăшшăн чĕнчĕ Татюк, — кăçал, кĕркунне, туй хыççăн туй пулассăн туйăнать пирĕн ялта. Чăнах та. Сан чуну сисет-и çакна?
— Мĕскер? Ăçтан тупса кăлартăн эс кăна? — кĕтмен-туман калаçу пуçланни тĕлĕнтерчĕ Лисука.
— Туртса кăларнă пулать-и вара? Тăваттăшне тĕп-тĕрĕс хамах пĕлетĕп-ха. Пĕрремĕшĕ — Улюкпа Мĕтрин, иккĕмĕшĕ — Розăпа Христунăн, виççĕмĕшĕ — библиотекăри Олимпиадăпа Хуплу Çеменĕн. Тăваттăмĕшĕ... тăваттăмĕшĕ... — чарăнса тăчĕ Татюк, умри хĕр çине хăй чеен пăхса илчĕ. Лешĕ, кĕреçепе тырра тĕртсе купалама пуçланăскер, ун сăмахне илтмĕшех пулчĕ. Çаплах катăртаттарчĕ те катăртаттарчĕ. Юлашкинчен пурпĕрех чăтаймарĕ.
— Тăваттăмĕшĕ камсем вара? Кала, — терĕ. Татюк хăй çумĕнчи вашават хĕр çине тепĕр хут тинкерчĕ те:
— Хăвах пĕлен пуль. Тăваттăмăшĕ эсир ĕнтĕ. Праккапа иксĕр, — терĕ.
— Эй, ан аташ-ха эс, — кулса ячĕ Лисук. — Пирĕн Праккапа ун пек-кун пек сăмах пулман. Пулас та çук.
— Вăхăчĕ çитсен, курса тăрăп ак, аçу килĕнчен вăшт анчах тухса вĕçĕн. Санăн, йĕркеллĕ, шутлă хĕрĕн, чăн-чăн туйлах каяс пулать. Теприсем туйне те çынла тума ӳркенеççĕ. Тĕп килтен тухмасăрах ĕçкелеççĕ те, пулчĕ те вĕсен. Асту çакна, Лисук...
— Ну, ан култар-ха, Татюк аппа. Ун пек шухăш пуçра та çук манăн.
Çак калаçу темле вĕçленĕччĕ — паллă мар, кĕçех йĕтеме автомашинăсем кĕрлесе çитрĕç. Малтанхи машина кабининчен Пракка тухрĕ. Кузов çинчен грузчиксем сике-сике анчĕç. Вĕсемпе пĕрле Улатти те килнĕ иккен. Часах хаваслă шăв-шав пуçланчĕ. Каччăсем хĕрсемпе выляма тытăнчĕç. Авă пĕр хĕрĕ Сентре Униçĕмне пĕр ывăç ырашпа чаш! сапрĕ те тара пачĕ. Униçĕм ăна хăваланă май тулли михĕ çине такăнса ӳкрĕ. Унтан хĕрсем Праккана ача купи тума тытăнчĕç. Эй, кун пек чухне ахаль пăхса тăраççĕ-и? Каччисем те купаланчĕç. Пракка кăшкăрать, ятлаçать. Лешсем пурпĕрех чарăнмаççĕ.
— Бригадира вĕлеретĕр! Бригадирсăр мĕнле пурăнмалла? Кайăр кунтан! — кăшкăрчĕ Татюк.
Ача купи тăвакансем кула-кула тăрса тарчĕç, грузчиксем тулли михĕсене автомашина çине тиеме пуçларĕç. Пракка, хĕрелсе кайнăскер, ура çине аран-аран тăчĕ, пиншакне шаккаса типтерленчĕ. Вăл темле сиввĕн, шурă куçпа пăхкалать. Ним те чĕнмест.
— Мĕн пулчĕ, Пракка тус? Чĕлхӳ çĕтрĕ-им? — ыйтрĕ Лисук.
Бригадир карттусне тӳрлетсе лартрĕ те хĕрсене:
— Мĕскер çăвара карса тăратăр эсир! Тиеме пулăшăр. Улаха тухман вĕт кунта! — тесе кăшкăрчĕ.
— Ой, ытла та усал-çке ку. Çилленме те пĕлет, — михĕсене ярса тытрĕç хĕрсем. Лисук кăна паçăрхи вырăнтах юлчĕ-ха. Вăл Пракка çине кулса, темле йĕкĕлтенĕ пекрех пăхрĕ. Бригадир хытах кӳреннĕ пулас.
— Ăçта вылямаллине пĕлмеççĕ! — тарăхса мăкăртатрĕ Пракка. — Кунсăр пуçне кампа вылямаллине те чухлас пулать...
Лисук тӳсеймерĕ, каллех кулса ячĕ. Пракка хăйĕнпе вылянăшăн çаплах çилленни ытла та кулăшла пек туйăнчĕ ăна.
— Кил, михĕсене иккĕн йăтăпăр, — чĕнчĕ Лисук. — Ытла та карсака-çке эс? Ăçтан килсе тухрĕ вăл сан...
Пракка сăмах чĕнмесĕр Лисук патне пычĕ, вĕсем пысăк михĕсене иккĕн йăта пуçларĕç. Лисук миххе çыххи енчен тытнă, Пракка — тепĕр пуçĕнчен. Çапла виç-тăватă михĕ йăтса хучĕç-ши вĕсем, хумарĕç-ши — Лисука Улатти аяккалла тĕксе тăратрĕ те бригадирпа пĕрле хăй йăтма тытăнчĕ. Унăн кăрсака çилĕллĕ бригадира кăштах ăс кĕртес килчĕ ĕнтĕ. Хĕрсене йывăр йăттарса асаплантарни килĕшмерĕ пулмалла. Улатти миххе хăрах аллипе тытрĕ те машина патне чупнă пек кайрĕ. Пракка, миххе хыçалтан тытнăскер, аран-аран мекĕрленсе пырать. Михĕ кĕтессисем халь-халь алăсенчен шуса тухассăн туйăнаççĕ. Бригадирăн урисем ланкашкаллăрах тĕлсенче тăнк-танк! тăнк-танк! пускаласа илеççĕ. Улатти йăтса пынă миххе кузов çине хурсанах каллех чупса сортировка патне каять.
— Пракка, айта часрах кил. Айта тыт, — тесе васкатать. Лешĕ ярса тытнă-тытман Эльба салтакĕ малалла ыткăнать. Бригадир каллех тăнк-танк пускалать, михĕ алран ан тухса ӳктĕрччĕ тесе мĕнпур вăйран тăрăшать. Çапла миçе михĕ йăтрĕç-ши вĕсем! Улатти çаплах васкарĕ. Праккан çамки тăрăх тумласах тар юхать. Унăн çав тумламсене шăлса илес килет. Çук, шăлма та май килмест. Улатти тата хытăрах ĕрселенет. Унăн темле хĕрӳлĕх, тĕлĕнмелле вăй-хал килсе тухнă пулас. Унăн халĕ Праккана епле те пулин хытăрах асаплантарас, хăйне штрафланăшăн та, алă гектар кукурузăна çум курăкĕ ăшне хăварнăшăн та — пуриншĕн те-пуриншĕн те асаплантарас килчĕ. Унăн Праккана пурнăç тути-масине лайăхрах астивтерсе пăхтарас килет. Ан тив, тарлатăр, мекĕрлентĕр, тарăхтăр, кӳрентĕр.
Улатти хăй те чăм шыва ӳкрĕ ĕнтĕ. Çапах та Праккана пĕр çеккунт та канăç памарĕ. Чуптарчĕ, пĕр вĕçĕмсĕр чуптарчĕ. Бригадир тата ытларах тăнк-танк! тума пуçларĕ, ун урисем чăлханчĕç, аллисем миххе тытнипе тытманнине те чухлайми пулчĕç. Эльба салтакĕ вара тинех чарăнчĕ. Бригадир тепĕр икĕ-виçĕ михĕ йăтас пулсанах тăрăнса ӳкессе ăнланса илчĕ. Вара Улатти тулли михĕ çине пырса ларчĕ.
— Канар, — терĕ.
Пракка та ун çумнех вырнаçрĕ.
Тулли машинăсем часах элеватора çул тытрĕç. Мăнаççăн кĕрлесе, мухтавлăн, савăнăçлăн тапранса кайрĕç вĕсем. Малти машина çинче хĕрлĕ ялав вĕлкĕшсе пырать.
— Чипер кайса килĕр! — кăшкăрчĕ вĕсене Лисук. Праккапа Улатти çаплах лараççĕ. Вĕсем иккĕшĕ те пĕр-
пĕрне темскер каласшăн. Хутран-ситрен пĕр-пĕрин çине пăхкалаççĕ. Анчах, ӳсĕрнисĕр пуçне, нимĕн те чĕнмеççĕ-ха. Пракка ӳсĕрсен Улатти те ӳсĕрет. Пракка хускалкаласа илсен Улатти те хускалкалать. Пракка çӳлелле пăхсан Улатти те çӳлелле пăхать. Юлашкинчен вĕсем иккĕшĕ те тăчĕç. Пĕр минут, икĕ минут, виçĕ минут тăчĕç. Вара ним чĕнмесĕрех ик еннелле утрĕç. Улатти йĕтем хĕрринчи йывăç купинчен темле хăмасем суйласа илчĕ те хăй тракторĕ патне васкарĕ. Пракка пăрçа çулакансем еннелле çул тытрĕ.
Вĕсем çакăн пек ним шарламасăрах уйрăлнине курсан хĕрсем каллех кулса ячĕç. Эх, пулаççĕ те иккен çынсем! Тем çитмерĕ ĕнтĕ Праккапа Улаттие? Тем кăмăлĕсене пăсрĕ?
Йĕтем çинчи хĕрсем тырă тасатма тытăнчĕç. Лисук юрă пуçласа ячĕ:
Атăл хăви шур хăва та
Çурхи шывпа чӳхенет.
Çурхи шывпа чӳхенет те
Хăйĕн пĕвне ӳстерет.
Часах ыттисем те хутшăнчĕç.
Татюк инке юррăн юлашки куплетне юриех хытăрах кăшкăрса юрлама тăрăшрĕ.
Каччисем те япăх мар та,
Пултаруллă, пит хастар —
Пĕр колхозра ӳснĕрен те,
Килĕштерсе ӳснĕрен.
Татюк çакна, паллах ĕнтĕ, ахальтен мар янăравлă юрларĕ. Унăн Лисук умĕнче Праккана ырлас килчĕ. Тĕрĕссипе, Пракка начар каччă мар. Вăл урамра йĕркесĕр çапкаланса çӳресе ашшĕ-амăш ятне ярса ӳсмен. Пĕчĕклех хире тухатчĕ. Вунă çул вĕренчĕ. Салтака кайса килчĕ. Унтан бригадира лартрĕç. Çамрăкрах пулин те ăна-кăна чухлама вĕренсех пырать. Хăш-пĕр чухне хăйне вĕрирех тытасси пулать ĕнтĕ унăн. Тепĕр çынпа калаçма та именет пулас. Çав именнĕ пиркиех вара пĕр-пĕр çынна, калаçса пăхмасăр-пĕлмесĕр, штрафлани те пулнă. Тепĕр çăвăнчăк çынна ним калаймасăр тухса кайни те пулман мар. Авă Хреççи ку таранчченех ĕçе тухмасăр пурăнать. Праккан çак çитменлĕхсем çинчен бригадăри чылай колхозниксем пĕлеççĕ. Вĕсене Лисук та чухлать. Вĕсен хушшинчи юратăва илес пулсан вара, эй, вăл ахаль юлташлăх, туслăх кăна мар-ши? Вăл çамрăк чĕре хăйĕн телейне шырани çеç мар-ши?
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...