Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: I сыпăк
— Ара, ăçта каятăн? Ара, — хыçалтан ыткăнса пычĕ Хреççи.
Улатти каткана вырттарса ун çине хăпарса ларчĕ.
— Кил, сан валли те вырăн пур кунта, — чĕнчĕ вăл Хреççие.
— Ара, лайăх мар-çке капла, — мăнтăр ӳт-пĕвĕпе Улатти çумне вырнаçрĕ Хреççи.
Тăкăрлăкра çаплах хĕрсем юрлани илтĕнет. Йăмра çулçисем хушшинчен катăлнă уйăх курăнать. Каçхи лаша кĕтӳçисем хирте икĕ хутчен умлăн-хыçлăн пушă шартлаттарчĕç. Хреççи пичĕ умĕнченех темле нăрă нăй-й! туса вĕçсе иртрĕ, хӳме çумне çăт-çат! çапăнса таçта çухалчĕ.
2
Улатти хăй урине темскер çеп-çемçе лекнипе сасартăк хăраса вăранчĕ. Якăлт сиксе тăчĕ те куçне йăваласа унталла-кунталла пăхма пуçларĕ. Кравать вĕçĕнче, çемçе утиял çинче, кушак темле мăрлатса урлă-пирлĕ хускалкалать. Мĕн амакĕ пулнă-ха ăна? Чирленĕ-ши? Эй, япала! Кушакĕ çăвăрлама тытăннă иккен. Улатти кушака аллипе тĕкрĕ:
— Пĕрис! Анса кай! Вăт пĕтменскер!
Кушакĕ анмасть, унăн утияла тирĕннĕ чĕрнисем çăтăр-çăтăр тăваççĕ. Улатти ăна çапах та утиялтан туртса уйăрчĕ те кăмака хыçне кайса ячĕ. Тул çутăлса килет. Улатти сак çинчи ачисем тапса çĕре ӳкернĕ аçама илчĕ те урисене хутлатса, пĕр-пĕрин çине улăхтарса çывăракан, шăннипе тĕршĕнсе выртакан шăкăр-макăрсене тепĕр хут витрĕ. Вара икĕ витре илчĕ те шыв ăсма тухса утрĕ.
Урамри пылчăк кушăхнă. Кăнтăр енчен ăшă та чылаях канăçсăр хавас çил вĕрет. Йăмра тăрринчи кураксем те вăраннă иккен. Чĕпписемпе крак! та крак! туса тем çинчен кăшкăрса калаçаççĕ.
Улатти шыв ăсса таврăнчĕ те алкумĕнчен пĕр савук сап-сарă шултра сĕлĕ ăсса тухрĕ, чăххисене йыхăрма пуçларĕ. Пĕр-икĕ хутчен чип-чип тесенех тĕклĕ ураллă чăпар чăхпа пилĕк шурă чăх мăйĕсене тăсса чупса килчĕç. Улатти вĕсене тырă сапса пачĕ те каллех йыхăрчĕ:
— Чип-чип-чип! Ăçта мурта-ха автанĕ? Ну, çак пĕтмен автана! Ав Микихверсен картишĕнче авăтни илтĕнет. Унта каçса кайма ĕлкĕрнĕ те иккен. Тем тумалла ĕнтĕ ăна, те йытта усранă пек кăкарса усрамалла.
Автана вăрçа-вăрçа Улатти яшка пĕçерме çакрĕ. Арăмĕ, халĕ те кравать çинче выртаканскер, упăшкине хĕрхенчĕ. «Мĕн тăвăн ĕнтĕ, мана пулах пĕр канăç та курмасть-çке, мăнтарăн. Ах, çак путсĕр чире! Ăçтан гупăнчĕ-ши вăл? Мĕнле те пулин тасаласчĕ унран. Ачасене тăлăха хăварас марччĕ», — пăшăлтатрĕ Елян.
Улатти сасартăк пӳртре темшĕн ытла та шăппине, темскер çитменнине туйса илчĕ. Пăхкаларĕ-пăхкаларĕ, нимех те пĕлеймерĕ. Кăшт тăхтасан тин стена çумĕнчи сехечĕ чарăнса ларнине курчĕ. Ун тукмаккине улăхтарма ас туман иккен. «Ай-ай, вăхăт нумая каймарĕ-ши?» — хыпаланса ӳкрĕ Улатти, вара васкасах ачисене тăратрĕ:
— Айтăр тăрăр-ха, Ванюк! Тăрăр, Петĕр. Апат çимелле. Тăрăр, атту сивĕнсе каять.
Ачисем кăшт пуçĕсене çĕклекелесе пăхрĕç те каллех витĕнсе выртрĕç.
— Тăрăр-ха. Яшки пит тутлă. Сивĕниччен çийĕр. Виçĕ ывăлĕ тăрса ларчĕç, унтан пурте пит çума тухса кайрĕç.
Апат çисе тăрансан Улатти ачисене тумланма хушрĕ.
— Айтăр пурте хире каятпăр. Кукуруза çумлама. Унсăрăн ав Пракка вăрçать. Кăтартар-ха эпир ăна. Улатти çемйи мĕнле иккенне пĕлтĕр вăл. Çынран кулма шутланă. Эй, санне пырса ĕçлеççĕ пуль унта. Кĕтсех тăр...
Елян çакна илтсен пуçне аран çĕклерĕ те:
— Кăкшăмра уйран пурччĕ унта. Ачасем валли илсе кай, — терĕ.
Часах Улатти ачисене кĕшĕлтеттерсе хире илсе тухрĕ. Акă вĕсем Çĕнкас çулĕ çине пăрăнчĕç. Йăрăм-йăрăм тĕксĕм пĕлĕтсем хушшинчен хĕвел ылтăн пайăркисене тăсса ячĕ. Ай, хитре-çке хĕвел тухнă вăхăтра анлă уй-хирте утса пыма. Сывлăш уçă. Ыйхи сирĕлсех çитмен ыраш пучахĕсем хуллен хускалса илеççĕ. Çав пучахсем ирех ĕçе васкакан çынсене: «Эй, салам сире! Салам!» — тенĕ пекех туйăнаççĕ. Çул урлă çамрăк мулкач çури васкамасăр йăкăл-йăкăлт сиксе каçать. Айлăмра путене уй-хирĕн чи кĕске те чĕрене чи çывăх юррине юрласа илет: пĕт-пĕлтĕк, пĕт-пĕлтĕк. Çав юрă мĕнлине каласа пĕлтерме те çук: вăл ăшă, ырă, хаваслă, тунсăхлă, телейлĕ...
Ыраш пуссин вĕçне çитни сисĕнмерĕ те. Умра — тем анлăш кукуруза хирĕ. Унăн çуррине çум курăксенчен тасатнă. Унта çамрăк та парка кукуруза çулçисем çилпе çăтăл-çатăл тукаласа лараççĕ. «Пире тăшмансенчен хăтарчĕç. Эпир ирĕкре», — тенĕ пекех чӳхенеççĕ вĕсем. Леш енчи сар чечеклĕ пусă вара таçтанах ялкăшса, çиçсе курăнать. Унти чечексем мухтанчăклăн чалăрса пăхаççĕ. Улаттипе ачисем унта çитрĕç те çум çумлама тытăнчĕç. Пĕр-пĕринпе нимех те калаçмасăр, пурин çинчен те мансах ĕçлерĕç вĕсем. Улатти сар чечеклĕ чалак курăксене темле тарăхса, хаяррăн турта-турта кăларчĕ. Мĕн мурĕшĕн тапса тухнă-ха çакăн чухлĕ çум курăк? Аксан та кун пек лайăх шăтас çук вĕт, шеремет. Çапла вара, пурнăçра кирли, пахи тепĕр чухне аксан та шăтмасть, кирлĕ марри вара ахалех ашкăрса тухать. Улатти çум çумланă май каллех Праккана тарăхрĕ. Çав тĕрĕс мар актарнипех çурăма авас пулать ял çыннисен. Çав эсремет тĕп-тĕрĕс тăваткалсем тутарма тăрăшман. Мĕн чухлĕ калаçрĕç, çырчĕç. Кукурузăна тĕрĕс тăваткалсем туса акмалла терĕç. Акă курăр халь. Мĕнле акнă-ха ăна? Ăçта ун тăваткалĕсем? Мекĕрлен халь, çумла. Пĕр çын тракторпа кĕрлеттерсе пырассине — çĕр çын тасатмалла. Вăт Пракка! Улаттие мар, ăна хăйне радиопа лайăх çунтарас пулать. Çакăнта çум курăксене çумласа кăларнă тăкака унран — Якур Праккинчен, шыраса илмелле. Эх, пурăнатпăр пурнăçа. Вырттарса хĕнемелле пире. Ухмахсем эпир. Хамăра хамăр çарататпăр.
Улатти пĕр хурхухне тăпăлтарма тăчĕ, лешĕн туни пăт! татăлчĕ те, тымарĕ пĕр хускалмасăрах юлчĕ. Тарăхнă Улатти тăпрана аллипе сирсе хурхух тымарне чакаларĕ. «Ай, путсĕр тымар! Нимĕнпе те тухмасть», — тӳсеймерĕ Улатти, çĕре выртрĕ те ăна шăлпа çыртса туртрĕ. Вара тем вăрăмăшскере тăпăлтарса кăларчĕ-кăларчех. Акă арçын ура çине çĕкленчĕ. Çăварĕнче — вăрăм тымар. Питĕнчен шултра тумламлă тар юхать.
— Айтуру, Улатти! Мĕн хыпнă эс çăварна? — кулса ячĕç çум çумлама килнĕ хĕрарăмсем.
— Эй, тамаша! Мĕн тăршшĕ! Йытă çĕр мулкачне сĕтĕрсе кăларнă пекех.
— Кăна асăнмалăх килех илсе кай ĕнтĕ.
— Киле мар. Правление илсе кай. Пракка бригади хирте мĕн тери чаплă хурхух ӳстернинчен район тĕлĕнтĕр.
Хĕрарăмсем ахăлтата-ахăлтата малалла утрĕç. Кукуруза хушшине ретĕн-ретĕн тăрса саланчĕç. Кам — катмакпа, кам — ахалех.
Çакăн хыççăн кăнтăрлаччен ун пек-кун пек сăмах-юмах тек пулмарĕ. Кашниех хăй вырăнĕнче ĕçлерĕ.
Çум çумлакансем кăнтăрлахи апата пурте Эртемен çăлĕ патне çерем çине пухăнчĕç. Улатти çӳхе пиншакне сарса хучĕ те хутаçĕнчен çăкăр, пĕçернĕ çăмартасем кăларса хучĕ. Унпа юнашар ларакан Татюк термоспа вĕри шыв илсе килнĕ иккен. Вĕри шыв çине тинкĕле юрчĕ те сĕтпе çиме пуçларĕ.
— Эй, техника темерĕн! — кулса илчĕ Улатти. — Пăх-ха, тăхлачсем те термоспа çӳреççĕ. Чăннипех калатăп, пурнăç малаллах каять пирĕн. Эй, самана. Эльба патĕнче чух...
— Чăнах, ăс çитернĕ Татюк аппа. Ай-ай, пĕрер кашăк сыптарса пăх-ха. Тутлă-и тинкĕли? — ун патне кĕпĕрленсе пычĕç хĕрсем.
— Килĕр ара, килĕр, — чĕнчĕ Татюк, — ăшă пăтă ăша лăплантарать. Эсир те çисе пăхăр, — терĕ вăл унтан Улатти ачисене те.
Анчах хĕрсен çиесси-мĕнĕ пулмарĕ.
— Ан кансĕрлĕр, апатланма парăр çынна! — терĕ вĕсене Сентре Униçĕмĕ, халиччен çынпа калаçсах кайман вăтанчăк каччă.
— Мĕн тетĕн çак эс, хăлха илтеймерĕ, — пырса тăчĕ ун патне сарă çӳçлĕ, сарă куç харшиллĕ, чĕкеç шатриллĕ Лисук. Униçĕм хĕр юри юптарса калаçнине тавçăрса илеймерĕ пулас. Хыттăн:
— Ан кансĕрлĕр çынна тетĕп, — терĕ.
— Мĕнле çынна?
— Татюк аппана. Çавна та ăнланаймастăн-и?
— Эй, япала! Ăна калатăн пуль-çке, — ытти хĕрсене чеен куç хĕссе илчĕ Лисук. Вара хăяр çисе ларакан Униçĕме мăйĕнчен тытса каялла ӳкерчĕ. — Айтăр Униçĕме кăтăклатпăр, хĕрсем. Вăл яланах кăтăк çук тесе мухтанать. Ниушлĕ кăтăкне тупаймастпăр? Килĕр-ха! Часрах!
Хайхи Униçĕм каçса кайса кулма тытăнчĕ. Тĕпĕртетет. Урипе тиха евĕр тапкалашать. Пĕр аяк çинчен тепĕр аяк çине кăлтăрмач пек çаврăнать.
— Ай-ай! Кайăр кунтан. Пурне те вĕлеретĕп. Шуйттан пуçĕсем! Кайăр! Çитет ĕнтĕ! Мĕскер эсир! Ай-ай! Улатти пич-че! — кăшкăрчĕ Униçĕм, вара каллех ахăлтатма, каçса кайсах кулма тытăнчĕ.
Çак вăхăтра Эртемен çăлĕ патне Пракка юлан утпа вĕçтерсе çитрĕ. Вăл ĕрĕхкелесе пыракан лашине темле мăнаççăн тпру! тесе чарчĕ те, хĕрсем ăна курса Униçĕм патĕнчен кула-кула тарчĕç. Лешĕ:
— Шуйттан хĕрĕсем! Путсĕрсем! Никам та качча илес çук сире. Акă курăр, ват хĕрсем пулса юлатăр! — тесе çухăрашрĕ.
— Эй, аплах ан хурла-ха хамăр бригада хĕрĕсене. Пăх-ха вĕсем çине: хурăн пек яштака, хурама пек пиçĕ, пилеш пек хĕрлĕ, вĕрене пек кăтра, çĕмĕрт пек çепĕç, — тем пирки çав тери ытарлăн калаçма тăрăшрĕ Пракка.
— Катăркаç пек кутамас, йĕкел пек йӳçĕ, шăтăклă мăйăр пек кĕрпеклĕ вĕсем, — пушмакне çырма хĕрринчен кайса илсе тăхăнчĕ Униçĕм.
Бригадир лаша çинченех малалла калаçрĕ:
— Ну, паян миçе çын-ха кунта?
— Паян-и? Шутларăм — шучĕ тухмарĕ, сурăм — сĕчĕ тухмарĕ, — кулса ячĕ Лисук.
— Паян çын çителĕклех. Ав Улаттисем хăйсемех тăваттăн, — тинкĕле чашăкне çума çăл кутне утрĕ Татюк.
— Эппин, Улаттисем тăваттăн? Ку аван вара. — Лашине Улатти ларакан тĕлелле уттарчĕ Пракка. — Ну, пурнăçсем мĕнле, Владимир Петрович?
— Япăх.
— Мĕншĕн япăх тата?
— Эс ăна та пĕлместĕн-и?
— Пĕлместĕп, — Улаттие куçран сăнаса пăхрĕ Пракка.
— Апла пулсан пушшех начар.
— Пулĕ, пулĕ... Ну, тĕрĕссипе калаç-ха. Чылай çумларăр-и? Хăвăн пая хăçан çумласа тухатăн? Икĕ кун сана срок. Икĕ кунтан çак анлă хирте пĕр çум курăкĕ те ан курăнтăр. Эй, илтрĕр-и, хĕрсем? Илтрĕн-и, Татюк аппа?
— Тем калатăн эс? Пире лайăх ĕçленĕшĕн преми парас тетĕн-и? Эй, лашуна пăван çисе ярать. Эй, ухмах пăвансем! — Аллинчи пиншакĕпе лаша хырăмĕ çумĕнчи пăвана хыттăн çапрĕ Лисук. Çӳрен лаша тăпăртатса сиккелесе илчĕ, Улатти ачисем патнех çитсе ӳкетчĕ. Çакна курса Улатти пичĕ темле пысăк картсемпе пĕркеленчĕ. Куçĕсем метеор пек йăлтăр çуталса пăхрĕç. Унăн çак лаша çинче ларакан çынна темшĕн юратас килмерĕ. Темшĕн чуна тарăхтарнă пек, мăшкăлланă пек туйăнчĕ ăна çак юлан ут. «Пăх-ха, тăван çĕр тăрăх хăй урипе утма ӳркенекен пулчĕ мар-и Пракка?» - шухăшларĕ Улатти. Вăл тӳсеймерĕ:
— Итле-ха, Пракка, эс пире çакăнта ахалех пăшăклатăн. Так ахалех, — тесе хучĕ.
— Мĕнле пăшăклатăн? Мĕншĕн ахалех?
— Ара, так пустуй вĕт. Кукурузăна тĕрĕс тăваткал туса акнă пулсан культиваци тумаллаччĕ те пĕр-ик хут — ĕçĕ те пĕтетчĕ. Çуркунне çывăрмалла пулман, Пракка тусăм.
— Эй, эсĕ тата! — хĕрелсе кайрĕ Пракка. — Эсĕ çеç пĕлетен пуль. Тупăннă!
— Э-э, тĕрĕссине каласан кăмăла каймасть-им! — сиксе тăчĕ Улатти. — Сан айăпна пула укçа тăккалатпăр. Санăн ăслă пуçна пула.
— Эсĕ ху ăçта пулнă ун чухне? Эсĕ те пирĕнпе пĕрлех хирте ĕçленĕ мар-и?
— Эпĕ мĕн пĕлетĕп сирĕнне. Эпĕ пĕчĕк çын.
— Халь пĕлетĕн-çке.
— Мĕн, эпĕ бригадир-и? Сана панă пек, уйăхне çĕр тенкĕ тӳлеççĕ-и мана? Эсĕ пире ертсе пыратăн. Эсĕ пирĕн кĕтӳçĕ. Санăн астумалла пулнă...
— Ай-ай, пит лайăх пуплетĕн. Пĕтĕм айăпа çын çине тӳнтересшĕн. Чее эсĕ!
— Эсĕ ху чее!
— Çук, пĕртте çын çине йăвантармастăп. Эпĕ астуса ĕлкĕреймен пулсан эсĕ мĕншĕн-ха шăлна çыртса çӳренĕ. Çийĕнчех каламалла пулнă. Унсăрăн мĕнле-ха?
— Ан пăркалан ĕнтĕ, Пракка. Ун пек хӳрене вылятма юрать-и? Эх, пирĕн юлташсемччĕ фронтра. Çулăм чунлă. Çук, сан пек марччĕ вĕсем. Эльба хĕррине çитсен... Нуккă, ан-ха лаша çинчен. Çынсемпе çакăн пек калаçаççĕ-и? Çынсемпе тикĕс вырăна тăрса, пĕр шай тăрса калаçаççĕ. Кӳр, лашине хам тытса тăрам.
Пракка лаша çинчен анчĕ те чăпăрккине умри пысăк чул çине хучĕ.
— Çапла, Владимир Петровчă, пурнăçра пĕр-пĕрне ура хума кирлĕ мар, пулăшса пымалла. Унсăрăн...
— Эй, мĕншĕн çăвар тутине сая ярать-ши. Пулăшмалла тет. Ай-ай, лайăх пулăшрăн эс мана кăçал. Пĕр кун арăма Больницăна илсе кайса килме лаша кирлĕ пулчĕ. Миçе пытăм сан пата? Виçĕ хутчен пырса ыйтрăм. Ĕнер радиопа... пĕлетпĕр сире.
— Ну, ун пекех ан калаç-ха, Улатти.
— Калаçатăп.
— Пустуй чăркăшатăн.
— Э-э, пустуй тет тата!
Калаçу чылай хĕрсе каятчĕ пуль те, анчах Улатти хăйпе юнашар ретсенчи хĕрарăмсем чылай мала çумласа кайнине курчĕ те кукуруза хушшинелле утрĕ. Вăл сăмаха тăруках çапла татни бригадира та шухăша ячĕ пулас, хăйĕн лаши патне Пракка васкамасăр, пуçне усса утса пычĕ, виç-тăват утăм ăна йĕвенĕнчен çавăтса кайрĕ, унтан тин утланса ларчĕ те ял еннелле уттарчĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...