Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ


— Ан тиркĕр-ха, тархасшăн. Мăйăра эпир шĕшкĕ çулçисем саралсан тин пухнă, — терĕ те йăмăкне хушрĕ; — Марье, вĕсем хăяс çук. Ывăçла-ывăçла пар!

Çамрăксем тухса кайсан, Уляна куçĕнчен телейпе савăнăç куççулĕ шĕпĕртетсе анчĕ. Нумаях та пулмасть вĕсенчен чухăнни, шутсăрри ялта урăх никам та çукчĕ. Хĕрĕсен малашнехи ăраскалĕсем çинчен шухăшласа çуннипе чĕри кăмрăкланма пуçланăччĕ. Вырăссем Микула урлă янă пархатарлăхĕ вĕсен пурнăçне тĕпрен улăштарчĕ. Вĕсем çын ретне кĕчĕç. Хĕрĕсем тесен, ĕçĕпе, ăсĕпе те чуна савăнтараççĕ. Каччăсемпе катаччи чупсан та, хăйсен тивĕçлĕхĕпе чысне хур кӳме памĕç-ха. Уляна турăш умне чĕркуçленчĕ: «Эй, атте туррăмăр... Сиплĕх кăтартнăшăн мухтав... Ашпиллĕ вырăс çыннисене... Микула кума та... сывлăх та ырă кунçул пар...»

 

III

Михха килĕнче ĕçкĕ пырать. Усĕрĕлме ĕлкĕрнĕ хăнисем шавлăн калаçаççĕ, юрлаççĕ. Хуçи те, хăй йăлине манса, эрех ĕçтерме чарăннă. Ĕнтĕ ĕçес текенсем хăйсемех тултарса илеççĕ. Пĕр диванĕ çинче, ыттисем мĕн хăтланнине йӳпсемесĕр, пуппа станувуй пикенсех калаçаççĕ.

— Çапла, пачăшкă, Куракова тытса хупни эпир иксĕмĕр начар ĕçленине пĕлтерет.

— Килĕшетĕп, Григорий Петрович.

— Килĕшни çеç сахал, пачăшкă, куна яланах асра тытмалла. Ыран аслă типпе кĕретпĕр. Ĕненекенсем çылăх каçарттарма тытăнĕç. Вĕсем мĕн шухăшлине, пăлхавçăсен вучахĕ ăçтине тĕпчемелле. Çĕр çинче лайăх пурăнас килекен кăмăл-шухăшĕсене пур майсемпе те аркатмалла. Вара тинех хамăра канăçлă пулĕ.

— Ăнланатăп, Григорий Петрович. Çавăнпа кашни вырсарникунах сăмах тухса калатăп. Ĕненекенсен чĕрине тĕн йĕркисене пăхăнтарма тăрăшатăп. Типпе кĕрсен тата çинерех тăрăп... Пурпĕр ман сăмахсем чул çине ӳкеççĕ, тепĕр чухне антихристсен вăй-хăвачĕ пирĕннинчен пысăкраххăн туйăнать. Çĕр çинче çынна турă тем тума та ирĕк пани хуплать...

— Çӳлти турă ирĕке яни çинчен шарламасан та пырĕ, пачăшкă, — вĕчĕрхенсе ал сулчĕ Огуречников. — Турă ирĕке ярсан та, пирĕн яма юрамасть. Пирĕн кунта, çĕр çинче, сыхă тăмалла. Эпĕ хама та айăплатăп. Питĕрте тупăсем сас панине эпир шарт сикмесĕр йышăнтăмăр. Ун хыççăн Хусанти рабочисем никам курман забастовка тунине те тивĕçлĕ хак параймарăмăр. Акă ĕнтĕ унти хăрушлăх хамăр ума çитрĕ. Çавăншăн асăрхаттарасшăн сире: хальхи пăлхавлă саманара ĕненекенсене çеç çырлахтарма хăтланни пит сахал. Мĕнле те пулин çивĕчрех те витĕмлĕрех майсем шыраса пăхасчĕ.

— Мĕнле майсем çинчен калаçатăр-ши эсир, Григорий Петрович?

— Сирĕн прихут çĕршывĕнче нивушлĕ сăваплă икон тупма пулмасть? Чăвашсем Николай Угоднике ытла та хисеплеççĕ-çке?

Пуп пит-куçĕ хаваслăхпа сисрĕ. Турра кунашкал килĕшӳллĕ ĕç çинчен хăй те тахçантанпах шухăшлать вăл. Халь полицейскисем те çавнах тума хистени хăюлантарчĕ ăна.

— Сирĕн ăс, Григорий Петрович, яланхи пекех малта. Эпĕ те тимлесерех кĕлтăвам-ха. Турă мана та пиллĕх парĕ... .

Пуппа станувуй пĕр-пĕрин çине рехетлĕн пăхса илчĕç те сĕтел патне пычĕç. Вĕсен сăмахĕсене Микула çеç илтсе юлчĕ.

Михха тайкаланса ура çине тăчĕ.

— Эй, музыкантсем, ташă кĕвви калăр! Хаваслăрах та çĕклевлĕрех калăр! — Музыкантсем ташă кĕвви шăратма тытăнсан, Михха урисене хиркелесе сăвă каларĕ: — Ники, ники купăс пур... Хĕр чухнехи чĕччĕм пур. Хать, хать, хатила, хуть те мана тем кала! Эпĕ сана Çемен теп! Эсĕ мана Михха тен! Хать, хать!

— Лукерья Семеновна, ташлăр! — хаваслăн та шавлăн сĕнчĕç хăнисем.

— Çук, çук! Эпĕ пĕччен! — хирĕçлерĕ Михха. Вĕсем арăмĕпе пĕрле нихçан та ташламан. Халь ĕнтĕ çынсене култарасран хăрарĕ. Анчах нумай ташламарĕ. Чарăнчĕ те черккене эрех тултарса мăкăртатрĕ:

— Михха тени мĕн тăвать вăл... Сăрнай мар çав, пултарать... Куншăн ăна хăналама та тивĕç! — тултарнă эрехе янк! çеç тутарчĕ — Хаклă хăнасем черет сирĕн ĕнтĕ. Маххă ан парăр! Уратине хуçăр та пӳртне куçарăр!

Çапла, мăшăр хыççăн мăшăр ташласа, Микулапа Анук çеç тăрса юлчĕç. Вара, музыкантсем чарăнсан, Микула ывăлне йыхăрчĕ:

— Ванюк, аннӳпе иксĕмĕре хуткупăспа ташлаттар-ха!

— Халех, атте! — хаваслăн килĕшрĕ Ванюк. Вăл паçăртанпах хуткупăсне каласшăн çунса ларать.

— Господа, эпир те арăмпа ташлама шутларăмăр! — урай варрине тухса пĕлтерчĕ Микула.

— Тархасшăн! Ташлăр!

Хăнисен хушшинчен сĕннĕ сасăсем илтĕнчĕç, ал çупма та тапратрĕç. Музыкантсем ташă кĕвви каласа ячĕç.

— Эсир канăр-ха. Пирĕн хамăрăн музыкант пур! — чарчĕ вĕсене Микула.

Ванюк хуткупăс йăтса пычĕ.

— Акă пирĕн музыкант!

Вакюка пукан çине вырнаçтарчĕç. Ури çĕре тивменнипе таçтан ещĕк тунса хучĕç. Ванюк мăнаçланса пуçне каçăртрĕ те, кăшăлласа каснă ылтăн çӳçĕ айккинелле сапаланчĕ. Йăра куçĕпе хăнасене пăхса çаврăнчĕ. Хуткупăсне туртса ячĕ те икĕ урипе ещĕк çине тапрĕ. Кунашкал маттур та чипер музыканта никам та курман, хаваслă та илемлĕ ташă кĕввине нихçан та илтмен. Кашнинех урисем хăй тĕллĕн ташланă пек сиккелерĕç, ытармалла мар çамрăк музыкант çинчен куç илмерĕç. Çын ачисене юратман Михха та Ванюк çине тинкерчĕ.

Ванюкăн çамрăк тус-йышĕсем купăсçă çывăхнерех пычĕç те ун çине шăтарасла пăхрĕç. Ан тив, Анахвис Ванюксем патĕнче кашни кунах пулнă, каччă хуткупăс каланине кашни кунах илтнĕ, пурпĕр купăсçă çак тери маттуррине пĕрремĕш хут курнăн туйăнчĕ ăна. Икĕ çамрăк хĕрачан таса чĕрисем, хăйсем мĕн тунине те ăнланаймасăр, пылаккăн вăркăшрĕç. Вĕсен юмахри майлă ача çумĕнче ялан пулас килчĕ.

Микула хыççăн Анук та ташлама тухрĕ. Йăла тĕлĕшне çирĕп тытнине кăтартасшăн турăш енне тăрса сăхсăхрĕ. Унтан яланхи пекех хушпуне, кĕпи-саппунне тирпейлерĕ те, вĕçсе кайма хатĕрленнĕн, икĕ аллине çĕклерĕ. Хуткупăсăн хаваслă кĕвви май çумĕнчи кĕмĕлĕсене чăнкăртаттарса, вĕттĕн-вĕттĕн утрĕ, сăвă каларĕ:

 

Хăйи-хăнми лармашкăн

Шăпчăк чĕппи мар зпир.

Шаппăн-шăппăн лармашкăн

Хăюсăр çын мар эпир.

 

Микула, аллисене каялла тытса, урисене тăваттăлла тапăртаттарса илчĕ:

 

Купăс, купăс, купăс та,

Эпир ташша пит ăста.

Ĕçке-çике кайсассăн,

Ташламасан намăс та.

 

Анук упăшкинчен юлмарĕ:

 

Кала, кала, гармонист,

Ырачченех кала-ха,

Ырачченех ташлар-ха,

Виличченех пурнар-ха!..

 

Анук мĕн чул илемлĕ ташларĕ, Микула тата маттуртарах ташланăн курăнчĕ. Вăл сиксе урисене тăпăртаттарнă май сĕтел çинчи кĕленче-черккесем те ташласа тăчĕç. Хăнисем ал çупнă сасă пӳрте чĕтретрĕ. Ку çурт кунашкал илемлĕ те маттур ташлакансене ĕмĕр тăршшĕнче те курман-тăр.

Лукарье çеç ниме те йӳпсемен пек тăрать. Вăл пĕтĕмĕшпех асаилĕве путнă. Акă Лукарье йăлăм енче. Çамрăксен вăййи-кулли ахăрать. Пĕр мăшăр ташласа чарăнчĕ те, вăйă варрине яштак пӳллĕ каччă сиксе тухрĕ, ташла пуçларĕ. Лукарье чĕрине йăлтах тыткăна илчĕ. Унтанпа миçе çул иртрĕ ĕнтĕ, вăл пурпĕр чĕререн тухмарĕ. Ун чухнехи никам пĕлмен çамрăк — халь петĕм таврари паллă та чаплă çын. Çитменнине, ун хĕрачин ашшĕ. Сасартăк Лукарьене чăрсăр шухăш пырса кĕчĕ. Йăлăмра чухне унпала ташлама май килмерĕ пулсан, халь май киле. Кил хуçи арăмне кирек хăш хăнипе те ташлама ирĕк. Куншăн никам ним калас çук. Лукарье сĕтел хушшинчен вирхенсе тухрĕ те Микула умне пычĕ. Ташлама хатĕрленнĕ май, ура кĕли çинче хиркеленсе, сăвă каларĕ:

 

Ирĕк парăр-ха мана

Чăваш ташши ташлама.

Пĕччен ташла пĕлместĕп,

Хирĕç тухăр-ха мана...

 

Микулан Анукĕпе ташлас килетчĕ. Пĕрле ташлама час-часах май килмест вĕсен. Тата хăйсем Михха патĕнче мар, хĕрпе каччă чух Мавра патĕнче ташланă пек туйăнатчĕ ăна. Анчах Лукарьепе ташламасан, кил хуçине хур кӳни пулать. Микула килĕшсе сăвă каларĕ:

 

Кĕрен чечĕк тухасса

Май уйăхчен кĕтрĕмĕр.

Сирĕнпеле ташласса

Çулталăкчен кĕтрĕмĕр..

 

Анукăн кăмăлĕ пăсăлчĕ. Урăх ним тума çуккине музыканта пуç тайрĕ те айккинелле пăрăнчĕ. Лукарье хĕвел пек çиçсе тепĕр сăвă каларĕ:

 

Ыраш шăркана ларсассăн,

Çара алпа ан тытăр!

Эпир ташлама тухсассăн,

Ал çупмасăр ан ларăр!..

 

Лукарье те начарах ташламасть, анчах Анук ташши çывăхне те пымасть. Хăнисем çапах та ура çине тăчĕç, тата тăвăллăрах та шавлăрах ал çупрĕç.

Пĕтĕм пӳрт кисренет. Лукарье çеç ним илтмест, курмасть. Ун умĕнче чуна илĕртмĕш арçын сиксе ташлать.

Микула ташланăçемĕн Лукарьепе иккĕшĕ хушшинчи сас-хурасене аса илчĕ те сăнран кичемленчĕ. Лукарье урăх никампа кăмăл тумасăр унпала ташланинчен Миххапа Анук вĕсен хушшинче мĕн пулнине тавçăрассăн туйăнчĕ ăна. Вара харкашусăр хăтăлас çук. Ташласа пĕтермесĕрех пăрахсан авантарах мар-ши? Кунашкал хăтланма та юрамасть, Хуçипе арăмĕ иккĕшĕ те çилленĕç. Микулан Михха тус-йышлăхне çухатас килмест. Ку тус-йышлăх тӳре-шарасен умĕнчи шанăçлăха çирĕплетет.

Лукарье те пăшăрханса ӳкрĕ. Никампа ташламасăр Микулапа ташлама тухнине упăшки, хăнисем те куç хумасăр ирттермĕç. Усал шухăшласран пăрса яма пĕр май çеç. Микулапа ташлама ытти хĕрарăмсене кăлармалла. Ку йăла тĕлĕшĕнчен пархатарлă савăнăç кăна. Лукарье Варуç умне пырса тăчĕ:

 

Ак утар-ха, чупар-ха

Çăпата кантри татличчен.

Ак ташлар-ха, савнар-ха

Çака ĕçкĕ пĕтиччен...

 

Лукарье айккине тухса ал çупма тытăнчĕ.

Михха арăмĕ май тупни Микулана та çырлахтарчĕ. Вăл Варуç тухасса кĕтмелле тата çĕклевлĕрех ташларĕ.

Варуç малтанах именнипе ним тума аптрарĕ. Анчах хăнасем çав-çавах тăвăллăн ал çупнипе хăю çитерчĕ. Вăл ташлама чарăнсан, Микула Элекçей арăмне чĕнсе кăларчĕ. Çапла ăмăртуллă ташă пуçланчĕ.

Музыканчĕ ытла çамрăккине çеç манчĕç вĕсем. Ванюк тем чулах правур калама тăрăшсан та, ултă çулхи ача вăй-халĕ чакса, ал-ури ывăнса çитрĕ. Юлашкинчен ашшĕ те çакна асăрхарĕ.

— Ванюк, эсĕ кан-ха ĕнтĕ! — терĕ те хуткупăсне илсе вырăс кĕввине каларĕ. Хăйпе ташлама Лаврский арăмне чĕнсе кăларчĕ.

Лукарье Ванюк пит-куçĕ çине тапса тухнă тарне шăлса типĕтрĕ, чуптуса илчĕ. Ванюк Лукарье çине тĕлĕнсе пăхрĕ. Лешĕ, куна асăрхамасăр, хаваслăн та çепĕççĕн:

— Ытла та маттур ача эсĕ! — тесе мухтарĕ.

Вырăс хĕрарăмĕсене ташлаттарсан, Микула пукан çине ларчĕ, чăваш кĕввине калама пуçларĕ.

— Ванюк, ташла!

Ванюк çакна çеç кĕтнĕ пулмалла, çил ачилле сиксе тухрĕ, анчах ăна амăшĕ чарчĕ.

— Ванюк, тăхта-ха! — Анахвисе çавăтса пычĕ: — Иксĕр ташлăр!

Ванюкпа Анахвис, хăйсене çитĕннĕ каччăпа хĕр пек тыткаласа, ташша ячĕç. Ванюк е урипе илемлĕн тапăртаттарчĕ, е лапчăна-лапчăна илчĕ, е сике-сике çавраçил пек пĕтĕрĕнчĕ.

Анахвис каччи тавра лĕпĕш пек вĕçрĕ. Анук куçĕ савăнăçлăн шывланчĕ. Ачасене çак тери маттур ташлама вăл вĕрентнĕ-çке.

Ванюкпа Анахвис нумайччен ташларĕç, вара алăран алла тытса музыканта аял пуç тайрĕç.

Микула, калама чарăнса, хуткупăсне лартрĕ.

— Маттур; маттур, ачасем! — хумханса ырларĕ те чуптурĕ, кĕсйинчен вуншар тенкĕлĕх хут укçа кăларса пачĕ.

— Ачасем, чăн та, ытармалла мар ташларĕç.

— Ванюк, Анахвис, мана пуç тайăр-ха! — хаваслăн хушрĕ Михха.

Ванюкпа Анахвис аял пуç тайрĕç.

Михха тайкаланса ура çине тăчĕ, икĕ хут укçа кăларса, пурте курмалла сулкаларĕ.

— Аван, аван, ачасем. Акă сире ман кăмăл! — терĕ те иккĕшне пĕрер хут укçа тыттарчĕ.

Ку чăнннпех те тĕлĕнмелле пулчĕ. Михха, укçана кунашкал çĕрте тăккалама хыт кукарскер, аллă тенкĕ кăларса пама шеллемерĕ.

— Çак ман кăмăл, ачасем! — Ванюкпа Анахвисе пĕрер ылтăн ларса, иккĕшне те чуптурĕ Лукарье.

Миххапа Лукарье хыçĕнчен ыттисем те укçа пачĕç. Кам вунă тенкĕ... Кам пиллĕк... Огуречаиковпа пуп çеç пĕрер тенкĕ кăларчĕç.

Ванюка килĕштерсе пăрахнă Михха укçа панипех çырлахасшăн пулмарĕ. Ăна никам илтмен, никам курман ĕç тăвас шухăш пырса кĕчĕ.

— Микула, ман пата кил-ха! — савăккăн чĕнчĕ вăл. Микула пырсан, аллисене ун хулпуççийĕ çине тус-йышлăн хучĕ. — Хамăн тăван атте вырăнти хуньăмпа çӳлти турă умĕнче ним пытармасăр калатăп, пурнăçра эпир пĕр-пĕрне пĕтерме е намăса кĕртме те тăрăшнă. Эпĕ пуян та чаплă, вăйлă та хăватлă. Эсĕ те мана парăнмарăн. Çук, апла çеç мар... Эсĕ мана çĕнтертĕн... Иксĕмĕр хушăра урăх харкашу ан тухтăр тесе, эпĕ санпала хурăнташланма шут тытрăм.

— Микула чĕри усала сиснĕн тапрĕ. Хăнисем теме кĕтнĕн шăпланчĕç, Михха çине тĕпчевлĕн тинкерчĕç.

— Сан ывăл пур... Ман — хĕрача... Вĕсем пĕрне-пĕри тивĕç... Эпир мар, ăраскал вĕсен пурнăçне пĕрле тĕвĕлеме пӳрнĕ. Ахальтен-и иккĕшĕ пĕр каçра çуралнă. Ахальтен-и вĕсене пĕр хуранта, пĕр шывпа ят хунă... Араскал пӳрнинчен эпир те иртмĕпĕр... Иккĕшне çураçар та, ĕмĕрĕсем телейлĕ килччĕр! — Михха Çемен çине пăхрĕ. — Хуньăм, ани.., Эсир маншăн аттепе анне вырăнне... Çавăнпа, ман кăмăлпа килĕшсе, хĕрачана пиллĕх пама ыйтатăп.

Ванюк маттурлăхĕнчен тĕлĕнсе ларакан Çемен, пысăк хуйхине маннă пек пулса, сăмахсăрах килĕшрĕ:

— Эпĕ пиллетĕп. Чипер ӳссе мăшăрланма пӳлĕхçĕ телей патăр вĕсене.

Ку ĕç ытла та ăнсăртран сиксе тухнăран Çемен арăмĕ килĕшесшĕн марччĕ, кĕрӳшĕпе упăшкин кăмăлĕсене пĕлнĕрен çеç парăнчĕ.

— Ачисем хăвăрăн, хăвăрăн ирĕк... Эпĕ те пиллетĕп?

Лукарьен чĕри уксахласа тапрĕ, пит-куçĕ шуралса илчĕ, çанçӳрăмĕ сивĕ тытнă чухнехи пек çӳçене-çӳçене чĕтрерĕ. Пурнăçра хăй кĕтнинчен те хăрушăрах инкек çитрĕ иккен. Юнран пĕртăван ачасене çураçасшăн. Енчен ют ачасем пулсан, Лукарье те хаваспах пил парĕччĕ. Ванюкран маттур каччă тата ăçтан тупăн? Халь хĕрачишĕн, хăйшĕн çав тери пысăк телей вырăнне хуйхăпа асап килчĕ. Вăл ачисене çураçасран хăтарасшăн çунчĕ. Чĕлхи, çĕтсе ларнă пек, пĕр сăмах та хушаймарĕ. Мĕн каласа, мĕн сăлтавпа сиртĕр вăл? Ачасем çамрăк тесе-и? Çураçни венчет туни мар-çке. Сăмах татса çураçма ачасем кирек хăш çулта чухне те юрать. Микулапа иккĕшин хушшинчи сас-хура çинчен, Клавьепе Ванюк пĕртăван иккенне ним пытармасăр каласа парсан, инкек сирĕлĕччĕ те. Вара пĕтнĕ пулĕ çав пулĕ. Упăшки килтен хăваласа янипе çеç иртмĕ. Пĕтĕм çут тĕнче умĕнче пите кĕççе çĕлеме тивĕ. Ашшĕпе амăшне тата тепĕр тӳсмелле мар хуйхă тупса парĕ. Лукарьене пĕр шанăç çеç кăштах йăпатрĕ — Микула ачисене çураçасран пăрăнассăн туйăнчĕ.

Анук чĕри те ыратса кайрĕ. Ачисене çураçас сăмаха Михха шӳтлесе çеç хускатманнине, пĕр çураçсан каялла тума йывăррине аван пĕлет вăл. Ку вара чун-чĕринчен юратакан Кĕтерук кумăшĕпе иккĕшĕн ырă ĕмĕчĕсене пĕтерсе лартĕ. Çавăншăн-и вĕсем ачисем çуралнăранпах ăраскалĕсене пĕрле тĕвĕлесшĕн çунаççĕ. Ванюкпа Анахвисе туслантарма тăрăшаççĕ. Пурăна киле вĕсен чĕринче юрату туйăмĕ çитĕнессе шанаççĕ. Ĕнтĕ Анук Ванюкпа Анахвисе кунта илсе килнĕшĕн хăйне хăй ятларĕ.

— Куртăн-и, ман кăмăла ваттисем те хапăл турĕç. Халь сан ху сăмахна каламалла, — шухăшне вĕçлерĕ Мяхха.

Микулă тă, Анук пекех, сехмет ахальтен кăна сӳпĕлтетменнине ăнланчĕ. Нивушлĕ тăшман хĕрĕпе хăйĕн ывăлне çураçмалла? Хăтăлма май пур: килĕшменни çинчен татăклă каламаллă та тухса кăймалла. Вара мĕн пулать? Пурт тулли хăнасĕм умĕнче хур кӳнине сехмет каçарас çук. Çак самантрах тавăрма тытăнĕ. Кантурти, уесри, кĕпĕрнери тӳре-шарасем — пурте ун хутне кĕрĕç. Ытах тесен Касмуххапа ывăлне ирĕксĕрлесе элеклеттернине тепĕр хут чай тăвĕç. Çуралнă çĕршыври халăх хушшинче ĕçлесси пĕтсе ларĕ. Михха сĕнĕвĕпе килĕшсен, вăл тата çывăхрах тус-йышлăнĕ. Ку вара Микулан тӳре-шарасен умĕнче чапне, шанăçлăхне тата çӳлерех хăпартĕ. Михха урлах пысăк вырăнти тӳре-шарасемпе, паллашма, вĕсен кăмăл-шухăшĕсене тĕпчеме май парĕ. Тепĕр тесен, ачисене çураçни ниме те пĕлтермĕ. Çураçнине каялла тăвакансем тĕнчере сахал мар. Пуринчен ытла, ачасене мăшăрлантармалла пуличчен, тен, сехметсене те çĕр çинчен тасатĕç.

Хăнасем Микулана кĕвĕçсе ларчĕç. Вăл чĕркуçленмесен те пуçне çĕре çитиех таясса кĕтрĕç. Микула вĕсене тата ытларах минретесшĕн пек ним шарламасăр тăрать.

Михха вăл тав тусах килĕшессе шаннăччĕ. Микула шыв сыпнă пек тăни ун кăмăлне пăса пуçларĕ, сасси ӳрĕк -сӳрĕкленчĕ.

— Эсĕ мĕн, мана, ман хĕрачана тиркесшĕн-и? Микула шартах сикрĕ, Михха кӳреннине сисрĕ. Кĕçех çил-тăман та тухĕ, вара чарма хĕн.

— Турă çырлахтăр, Михха, — ӳкĕннĕ пек курăнма тăрăшрĕ Микула. Эпĕ сана тиркемелле çын мар... Ытла та пысăк ăраскал сиксе тухнипе çухалса кайрăм. Эпĕ санпала хăталлă пулма тивĕçлĕ-и вара? Эсĕ улпут, эпĕ вак-тĕвек сутуçă кăна.

Микула хăйне пĕчĕке хуни Михха мăнкăмăллăхне çырлахтарчĕ.

— Чăнах калатăп, эсĕ ман евĕрлĕ çын. Ĕненетĕп, ачасен туйне тăвас тĕле эсĕ те ман пекех пуйăн. Хăвăн вăй-хăвату çитмесен, хам пулăшăп! Хĕрачашăн ниме те шеллемĕп, — Михха самантлăхă чарăнса сывлăш çавăрчĕ те шухăшне малалла тăсрĕ: — Эпĕ, Клавьене ят хурсанах, вăл качча тухнă чухне çирĕм пин пама сăмах тунăччĕ. Енчен иксĕмĕр ачасене çураçсан, çирĕм пин мар, аллă пин паратăп! Çирĕм пилĕк пинне ыранах килсе ил. Атя, пуянлăхна ӳстер те мана хуса çит!

— Килĕшетĕп! — юлашкинчен татса хучĕ Микула. Хăнисем ал çупса ячĕç. Вĕсен хушшинче каллех кĕвĕçсе те тĕлĕнсе калăçакансем тупăнчĕç:

— Микула пурнăçĕ юмахри пек ăнать.

— Ĕнтĕ Миххапа хăталанчĕ.

— Анук макăрать мар-и?

— Тăхта-ха, Лукарье те макăрать-çке.

Икĕ амăшĕн те куççуль юхса анчĕ. Ачисен ăраскалĕсене татса парасси вĕсенчен килсен, ним шухăшласа тăмасăрах хирĕçĕччĕç, анчах вĕсен кăмăл-шухăшне пĕлме шутламарĕç. Каччăпа хĕре çураçнă çĕрте ашшĕсем килĕшни те çителĕклĕ-мĕн.

— Пачăшкă, эпир ачасене çураçнине сăваплă икон умĕнче кĕлтуса çирĕплет-ха! — хушрĕ Михха.

Данюкпа Клавьене турăш умне чĕркуçлентерчĕç. Пуп, кĕлĕ сăмахĕсем каласа, вĕсем çине хĕрес хучĕ, иккĕшне чуптутарчĕ.

Анахвис куçĕнчен куççуль пăчăртанса тухрĕ. Кунта кам мĕн хăтланнине чухлаймасан та, Ванюка хăйĕнчен уйăрса палламан хĕрачапа чуптутарни чунне хурлантарчĕ.

Хĕрачапа икĕ амăшĕн куççульне никам та шута илмерĕ. Михха хĕрне çураçнă май хăнисем эрехе тĕппипе ĕçрĕç, çĕклевлĕрех те шавлăрах юрларĕç, ташларĕç.

 

IV

Каçпулттипе Уçкасем Атăлкассине таврăнчĕç. Муравьевпа Натюш салхуланчĕç, каллех уйрăлас самант çитрĕ. Вĕсем иккĕш кунашкал улаххăн нихçан та пĕрле пулса курманччĕ. Тата хăçан ирĕк çĕрте курнăçма май килĕ-ши? Уçка, вĕсен кăмăл-шухăшне тавçăрнă пекех, Микула магазинĕ тĕлне çитрĕ те:

— Атăлкасси çыннисене анса юлма сĕнетĕп. Ĕнтĕ эпир Микула пиччесене илме каятпăр, — терĕ.

Уçка станувуй тĕлĕнче Марьене те антарса хăварчĕ. Миххан аслă çуртĕнче пулса куркаланăсхер, вăл столовая та часах тупрĕ. Хăнасем пурте ура çинче, темиçе мăшăр сиксе сирпĕнсе юрлаççĕ.

 

Чăлан алăкĕ уçăлчĕ,

Пуçламан четвĕрт-курăнчĕ.

Çав четвĕрте ĕçмесĕр,

Эпир киле каймастпăр...

 

Сăнаса çаврăннă май Уçка арçынсен ушкăнĕнче Микула тăнине курчĕ те ун патне пырса аякĕнчен тĕкрĕ.

— А-а... Çитрĕр-и? Мĕнле, аван чупрăр-и?

— Питĕ аван, Микула пичче. Киле хăçан каятпăр? Микулан халех тухса каяс шухăш пурччĕ. Ĕçке салатма пуçарнăшăн кил хуçи çилленесрен хăрарĕ. Пуринчен малтан хускалма халь ĕнтĕ вăл ахаль хăна мар, Михха хăти — хисеплĕ хăна.

— Акă мĕн, Уçка, — хуравларĕ Микула, — эпир кăшт ларар-ха. Эсĕ ачасене илсе кай. Каярах пире илме килетĕн.

Вĕсем Анукпа Анахвис патне пычĕç. Ывăлĕ кунта çуккипе:

— Ванюк ăçта? — ыйтрĕ Микула.

— Вăл ăçтине санран лайăх кам пĕлтĕр, Эс сутрăн вĕт ăна! — чĕрине тулнă йӳçĕкне пытармасăр тӳссе тăраймарĕ Анук.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 ... 20