Нарспи :: Çимĕк иртсен


Иртрĕ çимĕк, иртрĕ туй,

Иртрĕ туйри савăнăç.

Кайрĕ пĕр пек тăсăлса

Кунран-кунах пурăнăç.

Хирте ака айĕнче

Çерем лап-лап касăлать;

Усал хуйхă-суйхăран

Нарспи чунĕ касăлать.

Хирте çава айĕнче

Курăк вăш-ваш йăванать;

Усал хуйхă-суйхăран

Нарспи пуçĕ усăнать.

Куллен-кунах тĕнчене

Хĕвел хĕртнĕçем хĕртет;

Хуйхă-суйхă кунран-кун

Нарспи чĕрине çиет.

Куллен-кунах саламат

Анать-ĕçке пăтаран;

Хытă тытать пулмалла

Хăй арăмне Тăхтаман.

 

Чипер ача Сентти пур,

Чупса çӳрет урамра.

Кĕвентине утланса

Ача вылять лашалла.

Аслă урам тăршшĕпе

Чиксĕр тусан кăларать,

Хура чикан пек хура

Каçпа килне таврăнать.

Чипер ача Сентти пур,

Чупса килет лашипе,

Хăйĕн пĕчĕк чĕлхипе

Пакăлтатать инкĕшпе.

Çĕнĕ çын та, Нарспи кин,

Пĕрмаях вăл хуйхăрать,

Пăяхăшин ачине

Сенттие çеç юратать.

Çĕнĕ çын та, Нарспи кин,

Пĕрмаях вăл хуйхăрать.

Сенттипе çеç калаçса

Хăй хуйхине пусарать.

 

Çавтер ырă ачана

Турă чунне панă çав,

Кулса сиксе выляма

Кайăк чунĕ янă çав.

Çичĕ çулхи ачара

Чăваш чунĕ ларать çав.

Пĕчĕк куçĕ йĕрсен те,

Йăваш тути кулать çав.

Чипер ача Сентти пур,

Инкĕш патне ăнтăлать;

Хăйĕн пĕчĕк чĕлхипе

Инкĕшне вăл йăпатать:

«Ан йĕр, инкем, ан йĕрсем,

Тутăрупа шăл куçна.

Ан хуйхăрсам, инкеçĕм,

Хăваласам хуйхăна».

 

Ырă кĕрӳ Тăхтаман

Туй кĕлетне астăвать,

Куллен-кунах арăмне

Саламатпа кастарать.

Мĕскĕн арăмĕ тӳсет

Асапсене чĕнмесĕр.

Ухмах упăшка хĕнет

Мĕн пуласне пĕлмесĕр.

Пĕрре пĕр çын килчĕ те,

Тăхтаманпа калаçрĕç,

Нарспи пӳртре çук чухне

Пăшăл-пăшăл калаçрĕç.

Нарспи кĕчĕ сăрапа,

Леш хăнана ĕçтерет.

Хăна тухса кайсанах

Саламачĕ вĕрентет:

«Эсĕ апла хĕр иккен,

Эсĕ апла Сетнерпе

Тарнă-мĕн-ха вăрмана

Туйна тунă çĕртенех!»

 

Хĕнет, хĕнет Тăхтаман,

Тĕрлĕ асап кăтартать.

Ялти çынсем хушшинче

Текех сăмах сарăлать.

Çапли-капли çавă çав:

Ун пек нумай тĕнчере,

Чылай усал ĕç пулать

Вăрттăн çĕрте тĕттĕмре.

Атте-анне хăй хĕрне

Юратса çеç ӳстерет.

Хĕртен арăм пулсассăн

Ват упăшка кӳлешет.

Тупрĕ пуян упăшка

Атте-анне хăй хĕрне,

Анчах унта мĕн усси —

Юратмасан пĕр-пĕрне?

Тату, ырă, килĕшсе

Иккĕш пĕрле пурăнсан,

Çĕр хут ытла телейлĕ

Юрлă çын та пуянран...

 

Хĕне, хĕне, Тăхтаман,

Чунне кăлар унăнне!

Асаплантар, Тăхтаман,

Хурсам йытă вырăнне!

Хĕне, хĕне, Тăхтаман,

Санран çамрăк ан култăр!

Асаплантар, Тăхтаман,

Нарспи часрах ватăлтăр!

Анчах кайран хăвăнах

Ӳкĕнмелле ан пултăр,

Хĕне, хĕне, Тăхтаман,

Санран çамрăк ан култăр!..

Иртсе кайрĕ виç эрне

Çимĕк эрни хыçĕнчен,

Ват упăшка хĕснине

Нарспи тӳсрĕ çавăнччен.

Анчах тепĕр эрнинче,

Пĕрре уяр ырă каç...

(Чим-ха, кăна калама

Вăхăтсăрах юрамасть.)