Пушхирти кĕлчечексем :: Пĕрремĕш пайĕ


I. Ăнланман туйăмсем

Çĕртме уйăхĕ. Уяр та ăшă, ырă çанталăк тăрать. Тин çеç çурăлса çитнĕ сирень тĕмĕсем ял урамĕсене тата асамлăрах тĕс параççĕ. Чечексем çинче вĕлле хурчб сĕрлет. Каçса кайсах сад пахчисенче вĕçен кайăксем юрлаççĕ. Ял вĕçĕнчи кӳлĕ хĕрринче вырнаçнă икĕ хутлă шкул патнелле çамрăксен ушкăнĕ васкать: пĕр-пĕрне пӳлсех мĕн çинчен-тĕр калаçаççĕ, çавăнтах ахăлтатса кулса яраççĕ.

— Асăрхануллă пул, Таня, кĕçĕр е ыран каç вăл сана вăрласа кайма та пултарать! — уççăнах илтĕнсе кайрĕ пĕр хĕрупраç сасси.

— Мĕншĕн вăрламалла? Эпĕ хам ирĕкпех ăна качча кайма пултаратăп, — тесе хуравларĕ Таня тени.

Çăлкуçри шкул умне çитрĕç те самантрах алăкран кĕрсе çухалчĕç.

Кунти вăтам шкулта юлашки экзаменсем пыраççĕ. Таня Иванова 10-мĕш «А» класра вĕренет, ун çинчен пулчĕ ку виртлешӳ. Çук, ăна хĕр — тантăшĕсем юратса, хисеплесе çеç виртлеççĕ. Анчах, тĕтĕмĕ вутсăр тух — масть тенĕ пек, çак калаçура чăнлăхĕ те пур — Таньăна кӳршĕ ял каччи юратать. Вăл унран пилĕк çул аслăрах, хĕсметре те пулса килнĕ. Халĕ хăйсен ялĕнчех тракторист пулса ĕçлет. Ашшĕ çук унăн, кăкăр ачи пулнă вăхăтрах Коля çур тăлăха тăрса юлнă. Амăшĕ колхозра выльăхсен тухтăрĕ пулса ĕçлет. Урăх качча кайман. Ывăлĕпе йăпанса пурăнать.

Ивановсем ялта сумлă çынсем. Иван Петрович колхозăн тĕп бухгалтерĕ. Мария Ивановна библиотекăра ĕçлет. Таня вĕсен пĕртен-пĕр ачи. Ивановсем ывăл ача çуратасшăн пулчĕç, анчах Турă çырман пулмалла, Мария Ивановна иккĕмĕш ачипе хырăм пăрахрĕ те — шăпа тени вĕсене пĕр ачапах çырлахтарчĕ.

Таня, çемьере пĕр ача çеç пулнăран та пулĕ, ваттисем каларăшле, «кутăн та юпсăр» хĕр пулса çитĕнчĕ. Хăш-пĕр чухне ашшĕ-амăшне хирĕçлеме те вĕренсе çитрĕ. Юлташĕсем хушшинче те вăл уйрăммăнах палăрса тăрать: çитĕнсе çитнĕ хĕр кӳлепиллĕ, кăкăрĕсем те ача çуратса курнă хĕрарăмăнни пек хăпарса тăраççĕ, савăшу туйăмĕ те ăна 7-мĕш класра вĕреннĕ чухнех сĕрĕмлетнĕ. Вĕренессе вара хăй питĕ лайăх вĕренет. Хĕр-тантăшĕсемпе те туслă, тавлашăва малтан пуçласа яракан çын мар. Анчах ăна кам-тăр ăнсăртран кӳрентерсен вара... Таня шăртне тăратма пултаратех. Хăйпе пĕрле вĕренекен арçын ачасене ним вырăнне те хумасть, йĕпе сăмсасемпе çеç танлаштарать. Тĕсĕ-пуçĕпе те ăна Турă кӳрентермен: кăн — кăвак куçлă, сап-сарă çӳçлĕ, чăкăт пек шап-шурă ӳтлĕ... Тĕрĕссипе — чăн — чăн юрпике. Таврара та Таня пек чипер хĕрупраç шыраса тупас çук. Ахальтен мар ĕнтĕ Лапракас ялĕн чи сатур каччи — Коля Сидоров салтака кайичченех ăна юратса пăрахнă. Анчах... вĕсен хушшинчи юрату пĕр енлĕ иккенне кăна никам та чухласа илеймест. Тĕрĕс, Коля хĕре чуптуса та курнă. Таня ăна хирĕçлемен. Каччă хĕсметре чухне вĕсем пĕр-пĕринпе çырусем çӳретнĕ. Çав вăхăтра хĕр урăх каччăсемпе çыхăну тытман. Анчах хĕр чунĕнче чăн-чăн юрату туйăмĕ вăранайман. Çак куна çитсе те Коля хăй савнийĕнчен «юрататăп» тенĕ сăмаха илтсе курман. Лешĕ калаçăва яланах урăх çулпа пăрса яма тăрăшнă, «юратмастăп» тесе каламан. Хĕрпе каччă ашшĕ-амăшĕсем, ял çыннисем Кольăпа Таня хушшинчи туслăха-юратăва чăн вырăнне хурсах сӳтсе явнă, туй пуласса кĕтсе пурăннă.

Туй тенĕрен, Коля салтакран таврăнсанах хăйĕн савнийĕпе калаçса пăхнă. Вăтам шкул пĕтермен хĕрача çак калаçăва шӳт вырăнне хурса çеç ирттерсе янă, качча тăхтама ыйтнă. Юрату сĕрĕмĕпе анăранă Коля хĕрупраç "вăранасса", "чĕнессе" кĕтсе пурăннă. Çавăнпа хулана та куçса каясшăн пулман, ялтах юлнă.

Паян уяв. Вăтам шкул пĕтерекенсен сывпуллашу каçĕ. Таньăпа унăн юлташĕсем хăйсен аллисене аттестатсем илĕç. Сывпуллашу праçникне Çăлкуç çамрăкĕсем хăйсен çывăх юлташĕсене, тусĕсене, вĕрентекенĕсене, савнийĕсене чĕннĕ. Уява Шупашкарти Çамрăксен театрĕн артисчĕсем те хутшăнмалла. Шкул дирекцийĕ вĕсене хăйсене шсфа илнĕ йĕркепе чĕннĕ. Çавăн пекех уявра Таня савнийĕ те пулмалла — Коля Сидоров.

«Шкул вальсĕ» шăранать. Каччăсемпе хĕрсем чаплă пуху пулнă хыççăн, чечеке ларнă çурхи улмуççисене сырса илнĕ вĕлле хурчĕсем пекех, кĕвĕ-çемĕпе ташă вăййинче çаврăнаççĕ. Телейлĕ çамрăклăх! Паян чи телейлисем — тин çеç вăтам шкул пĕтернĕ аттестатлă яш-кĕрĕм. Паян вĕсем ачалăхпа, тăван шкулпа, юратнă (юратманнисем çук паян!) вĕрентекенĕсемпе, тус-юлташĕсемпе сывпуллашаççĕ.

Коля хĕрĕн хăва пек çинçе пилĕкĕнчен ачашшăн тытнă та, тĕнчере хăй пурăннине манса кайнă евĕр, хĕре ташă авăрĕнче çавăрать. Таньăн пат шăтса кĕнĕ пит çăмартисем сăрламасăрах панулмирен те хĕрлĕрех туйăнаççĕ. Тӳпене тухнă çĕнĕ уйăх евĕр çӳп-çӳхе те çĕр çырли пек сĕткен тутисем чул чĕреллĕ çынна та самантрах ӳсĕртсе яма пултараççĕ. Çав тери илĕртӳллĕ тата килĕшӳллĕ мăшăр! Каччăпа хĕр пĕр-пĕриншĕнех çуралнă тейĕн...

Ташă вĕçленчĕ. Çамрăксем ушкăн-ушкăн тăрса калаçу тинĕсне путрĕç. Коля хĕре юлташĕсемпе хăварса шкул картишне пирус туртма тухрĕ.

— Каçарăр, тархасшăн, эпĕ Сире чăрмантарса пĕр-икĕ ыйту парасшăн, — терĕ Таня патне пырса тăнă палламан çамрăк çын.

— Итлетĕп Сире, мĕн кирлĕччĕ-ши?

— Евгений Огнев, театрта çин çеç ĕçлеме тытăннă сирĕн тарçăр, — пуçне пĕксех хăйпе паллаштарчĕ артист. — Эпĕ Сире ташăра çаврăннине сăнаса тăтăм-тăтăм та... чăтса тăраймарăм. Мĕнле-тĕр асамлă вăй, ăшри туйăмсене пăхăнмасăрах, Сирĕнпе калаçма хистерĕ. Сирĕн ятăра пĕлме юрать-ши?

— Таня...

Хĕр урăх нимĕн те калаймарĕ, чĕлхине çăтса ячĕ тейĕн. Пуçĕ кăштах çаврăнса кайрĕ те хăйпе калаçакан çамрăк еннелле сулăнчĕ. Лешĕ ăна асăрхануллăн тытса ĕлкĕрчĕ, ӳкме памарĕ.

— Каçарăр, ташăра нумайрах çаврăнтăм пулмалла, — терĕ каçару ыйтса Таня.

— Нимех те мар, каçарăвне те кăлăхах ыйтатăр. Сирĕн уçă сывлăша тухмалла. Килĕшетĕр пулсан эпĕ Сире шкул пахчине илсе тухнă пулăттăм.

Таня йĕри-тавра пăхкаласа Кольăна шырарĕ — тупаймарĕ. Кĕрекере ĕçнĕ шампански эрех хĕр пуçне.çавăрмаллипех çавăрчĕ. Сывлама сывлăш çитми пулчĕ. Нимĕн тăвайман енне хĕр палламан çынпах шкул пахчине тухма килĕшрĕ.

— Ларăр ак çакăнта, — сĕнчĕ Евгений хĕре сакă çине ларма пулăшса. — Ан пăшăрханăр, тарăннăн сывлăр, часах иртсе каять.

Таня ассăн-ассăн сывласа пахчари уçă сывлăша çăтма тытăнчĕ. Каччă ăна йăпатса канашсем парса тăчĕ...

Коля урамран кĕнĕ çĕре çамрăксем çĕнĕрен ташлама тытăннăччĕ ĕнтĕ. Ара, урама тухсанах ăна Çăлкуç çамрăкĕсем сырса илчĕç те... арçынла калаçу пуçарса ячĕç. Çавăнпа та каччăн сехет ытла вĕсемпе пĕрле пулма тӳр килчĕ. Çапăçсах каятчĕç пулĕ, шкул картишне милици машини вăхăтра пырса чарăнчĕ.

Коля шкулăн икĕ хутне те ухтарчĕ, анчах Таньăна шыраса тупаймарĕ.

— Эх, каччă, каччă! Çывăрса юлтăн вĕт, Таньăна театр артисчĕ çавăтсах тухса кайрĕ, — терĕ пĕр çамрăк Кольăна пушшех те шăртлантарса.

Каччă шкултан тухса сирпĕнчĕ те Ивановсем патне васкарĕ.

Таня артист хулпуççийĕ çине пуçне хурса тĕлĕрсех кайрĕ. Евгений йăшăлтатма хăраса хĕр тăнăçлăхне сыхларĕ...

Вĕсем шкулакĕнĕçĕреçамрăксем саланнăччĕĕнтĕ. Коля та курăнмарĕ.

— Мĕнле, пуç çаврăнни иртнĕ пек-и? — ыйтрĕ каччă.

— Халĕ авантарах пек. Тархасшăн, каçарăр ĕнтĕ мана. Пĕр палламан çыншăнах Эсир хăвăр ĕçтешĕрсенчен уйрăлса юлтăр. Шупашкара мĕнле çитетĕр ĕнтĕ?

— Нимех те мар. Эпĕ хамăн машинăпа килнĕ. Ав лере, шкулăн тепĕр енче, тăрать.

— Ну, сыв пулăр, çитес çĕре чипер çитмелле пултăр, — терĕ Таня аллине парса.

Евгений хĕр аллине тин çеç çăмартаран тухнă чăх чĕппине тытнă пек ачашшăн тытса чăмăртарĕ, Таня та аллине каялла илме васкамарĕ. Каччăпа хĕр куçĕсем пĕр-пĕринпе тĕл пулса туйăмсен çăлкуçне путрĕç. Хĕрĕн пуçĕ каллех çаврăнса кайрĕ те...

Таня куçне уçнă çĕре çутăлма та пуçланăччĕ ĕнтĕ. Хĕр пуç ыратнине тата шыв ĕçес килнине туйса илчĕ.

— Нимĕн те астумастăп. Эпĕ килтех-çке. Мĕнле майпа çитнĕ? Кам салтăнтарса вырттарнă? Анне! Анне тетĕп!

Мария Ивановна, пăлтăрта мĕнле-тĕр ĕçпе аппаланаканскер, Таня сассине илтсе пӳрте кĕчĕ.

— Хĕрĕм, мĕн пулчĕ? Хăратсах пăрахрăн, ачам. Фельдшерицăна чĕнсе килтĕм. Вăл сана укол турĕ. Юн пусăмĕ хăпарса кайнă терĕ. Мĕн, ытлашширех ĕçмерĕн пулĕ те?

— Анне, мĕскер калаçатăн? Эпĕ çак куна çитсе эрех ĕçнине курнă — и, сиснĕ-и эсĕ? Шампански тенине çеç пĕр мăнтăр хырăмлă черкке ĕçсе патăм. Пурте ĕçрĕç. Эпĕ те ытла савăннипе чăтса тăраймарăм. Ташă çаврăмĕнче нумайтарах ташласа пуçăм çаврăнса кайрĕ. Ун çумне эреххи те хутшăнчĕ пуль...

— Кольăна ăçта çухатса хăвартăн тата? Урнă йытă пек сана шыраса çӳрет. Нимĕн кала пĕлмерĕм.

— Вăл юлташĕсемпе пирус туртма тухрĕ те... Урăх тĕл пулаймарăмăр. Эпĕ пĕр çамрăк артистпа паллашрăм. Вăл мана... Анне, эпĕ киле мĕнле майпа çитсе ӳкнĕ?

— Сана пĕр çамрăк машинăпах леçсе хăварчĕ. Пӳрте йăтса кĕрсех вырăн çине вырттарчĕ. Эпĕ хăраса ӳкнипе нимĕн те ыйтса тăраймарăм, тӳрех фельдшерицă патне тухса чупрăм. Таврăннă çĕре вăл кайнăччĕ вара... Акă сан валли çыру çырса хăварнă.

Амăшĕ хĕрне чĕтрекен аллисемпе çурмалла хутлатнă хут листи тыттарчĕ.

— Вула, ара, эпĕ ĕнене суманччĕ-ха, — тесе пӳлĕмрен тухса кайрĕ.

Таня çемçе халатне хулпуççи çине уртса ярса сĕтел хушшине ларчĕ, ĕçес килнине манса кайсах çырăва вулама тытăнчĕ.

 

«Хисеплĕ палламан пикеçĕм! Таня! Эпĕ Сирĕн çинчен урăх нимĕн те пĕлместĕп. Анчах... çак вăхăтрах эпĕ Сире мĕн ачаран пĕрле ӳснĕ, пĕрле вĕреннĕ хĕр-юлташ вырăнне хурса чĕрем патне çывхартрăм (чунăмри туйăм çапла тума хистерĕ). Пĕлетĕп, Сирĕн юратнă çыннăр та пур. Эсир пĕр-пĕринпе сĕре те килĕшӳллĕ мăшăр. Çук, ăмсанса çырмастăп, телейлĕ пулăр. Çак çырăва мĕншĕн çырнине те ăнлантарса параймастăп. Каçарăр, тархасшăн, Сирĕн чунăра кĕрсе кăштах сĕмсĕрленнĕшĕн. Таня! Эсир кăçал, тен, ăçта та пулса вĕренме кĕресшĕн-тĕр (кĕмелле те). Шупашкара пырас-тăвас пулсан, мана шыраса тупма йывăр мар. Тен, мĕнпе те пулин пулăшма пултарăп...

Сывă пулăр, урăх ан чирлĕр.

Евгений Огнев».

 

Таня çырăва тепĕр хут вуласа тухрĕ. Шухăша путрĕ: «Турăçăм! Палламан çыннăм! Эпĕ санпа йĕркеллĕн калаçса та ĕлкĕреймерĕм. Сăну та асăмра шыв çинчи мĕлке евĕр çеç упранса юлнă. Мĕн çинчен, кам пирки шухăшлатăп-ха? Манăн Коля çинчен ытларах шухăшласа кулянмалла. Мĕн пулса тухрĕ-ха? Ял-йыш, Коля, юлташсем ман çинчен мĕн шухăшлĕç? Çук. Каллех палламан çын...»

Хĕр аллинчи çырăва хыттăн чăмăртаса лӳчĕркерĕ те вырăн çине кĕрсе выртрĕ. «Коля... Палламан каччă... Коля...» — пăшăлтатса выртрĕ Таня, унтан çĕнĕрен ыйăха путрĕ.

 

II. Тавăру

Таня çине тăрсах Шупашкарти Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕме хатĕрленчĕ. Вăл куç тухтăрĕ пуласшăн ĕмĕтленет. Анчах унта конкурсĕ ытла пысăк пулать тени хĕре кăштах хумхантарать.

Тата икĕ эрнерен экзаменсем тытăнаççĕ. Кунĕпех вуласа-çырса ларнăран хĕр хăйне хăй кăштах ывăннă пек туйрĕ. Çавăнпа çине тăрсах ял клубне кайса килме шутларĕ. Çитменнине, паян сĕре аван кино пулмалла теççĕ. Унăн хĕр-тантăшĕсемпе курса калаçас килет. Тунсăхлать.

«Ах, Коля, Коля! Эсĕ манăн чунăма ниепле те ăнланаймарăн. Курайман çыннăн элек сăмахĕсене ĕненсе пурăнатăн. Эпĕ çак куна çитиччен сана чи çывăх тус-юлташăм вырăнне хурса пурăнтăм. Тус-юлташăм... Çавă кăна-шим вара? Пĕлетĕп. Туятăп. Эсĕ мана чун-чĕререн юрататăн. Мана юратнине пулах «ял каччи» пулса юлтăн, ниçта та каймарăн. Пирĕн таврара сана савакан хĕрсем чылаях вĕт-ха. Эсĕ вара мана юратса пăрахрăн та халĕ юратăвăн çумăрлă çанталăкри кăвайчĕ çинче çунса нушаланатăн. Эпĕ — чунсăр хĕрача. Юрататăп тесе те, юратмастăп тесе те калаймастăп. Çамрăк чунăма мĕнле асамлă вăй тухатларĕ-ши? Качча кайма? Çук. Пултараймастăп. Эпĕ çамрăк-ха, вĕренмелле, ура çине тăмалла, çын пулмалла. Анчах Коля та айăплă мар вĕт-ха мана юратса пăрахнăшăн, мансăр пурăнайманшăн. Çук. Эпĕ çине тăрсах ăна хамăн чунăма уçса памалла. Унсăрăн... Вăл ухмаха тухатех. Тен, эпир унпа хирĕçнĕренпе вăл улшăнма ĕлкĕрнĕ? Сывпуллашу каçĕ иртнĕренпе эпир унпа пĕрре çеç тĕл пулса калаçнă. Калаçнă та... уйрăлса кайнă», — пăшăрханса шухăшларĕ Таня клуба кайма пуçтарăннă май.

Вăл клуба Зоя тантăшĕпе кайрĕ. Çула май Гальăна, хăйсенчен пĕр çул кĕçĕнтерех юлташне, чĕнсе тухрĕç. Виçĕ хĕрача чĕвĕл-чĕвĕл калаçса клуб умне çитсе тăнине те сисмерĕç.

— Таня, — терĕ Зоя тăп чарăнса, — ав лере, клуб хĕрринче, хурăн айĕнчи сакă çинче...

— Ну, каласа пĕтер ĕнтĕ, кама куртăн? — пăшăрханса ӳксех Таня юлташĕ кăтартнă еннелле тинкерчĕ.

— Коля... Лапракас библиотекинче ĕçлекен Зинапа...

— Аллусемпе ан хăлаçлан! Курмăш пулса клуба кĕрсе кайма тăрăшăпăр.

Хĕрупраçсем пĕр-пĕрин çумне çыпçăнса клуб алăкĕ патнелле утрĕç.

— Таня! — илтĕнсе кайрĕ Коля сасси.

— Ĕлкĕреймерĕмĕр. Вăл пире кĕтсех тăнă пулмалла. Эсир кĕрĕр, ман валли те вырăн йышăнăр. Эпĕ халех, — терĕ те тантăшĕсенчен уйрăлса Кольăна хирĕç утрĕ.

— Коля, клуба хăвпа пĕрле илсе килнĕ хĕре урамра пĕчченех тăратса хăварма аван мар. Куратăн-и, вăл пирĕн çине еплерех пăхса тăрать?

— Таня, тăхта-ха шăртланма. Манăн санпа калаçмалли пур.

— Манăи та санпа калаçмалла. Çав тĕллевпех кино курма килтĕм. Анчах... Эпĕ хампа пĕрле каччă çаклатса килмерĕм...

— Ну, Таня, ан чăкăлташ-ха. Эпĕ Зинăна юлташа çеç чĕнтĕм, — терĕ Коля Таньăна ыталама хăтланса.

— Фу! Сывлама çук! Эсĕ ӳсĕр вĕт, Коля! Çак куна çитсе эпĕ санран эрех шăрши кĕнине курман, — тесе хĕр качча хăй çумĕнчен тĕксе ячĕ.

Каччă сулăнса кайрĕ, анчах ӳкмерĕ.

— Ӳсĕр тетĕн? Çапла. Паян эпĕ кăштах ĕçнĕ.

— Кăштах тетĕн? Уру çинче те аран-аран тăратăн-çке.

Кольăна çапла калани килĕшмерĕ. Вăл хĕр патнелле утрĕ.

— Эпĕ саншăн виçĕ çул ытла ӳсĕр пулнă. Çитет. Кĕтсе ывăнтăм. Паян пирĕн хушăмăрта татăклă калаçу пулĕ. Эпĕ халĕ сăмса айĕнчен юхтарса çӳрекен шкул ачи мар. Эсĕ те хĕр пулса çитĕннĕ, — терĕ те каччă хĕре вăйпах хăй çумнелле туртрĕ. — Юлашки хут ыйтатăп, качча пыратăн-и мана, çук — и? Качча пыратăн пулсан — эсĕ кĕçĕр манăн пулмалла... Çук-тăк, килĕшместĕн-тĕк — сыв пул, тинĕсри карапсем пекех пĕр-пĕринчен уйрăлса кайăпăр. Ну, мĕн тетĕн?

Таня калаçу аван патне илсе çитермессе туйса илчĕ те хăйĕн кăмăлне кăштах çемçетрĕ.

— Коля, пирĕн хушăмăрта кĕçĕр малашлăх çинчен калаçу пулма пултараймастех. Эсĕ ӳсĕррине тепĕр хут асăрхаттаратăп. Çитменнине, авă Зина кунталла килет. Кĕтсе ывăнчĕ-тĕр, — терĕ те хĕр ютубалла утма тытăнчĕ.

— Çук, ниçта та каймастăн! Эпĕ санран татăклă хурав илтмесĕр ниçта та ямастăп. Паян... Паянах татса памалла пирĕн хушăри туйăмсене! — терĕ урса кайсах Коля. Хĕре тепĕр хут вăйлă аллисемпе хăй патнелле туртса илчĕ.

— Ухмах! Ыраттартăн вĕт! — кăшкăрса ячĕ Таня.

— Ыраттартăм? Эсĕ те çак туйăма пĕлетĕн-и? Эпĕ виçĕ çул ыратта — ракан туйăмра нушаланатăп. Кала, эпĕ саншăн кам? Йытă? Чура? Пукан? Кĕçĕрех манпа пĕрле пыратăн! Арăм пулатăн! — йĕре-йĕре силлерĕ хĕр кӳлепине тарăхса кайнă каччă.

— Çук! Çук! Çук! Эсĕ ăсран тайăлнă... Юрĕ, итле, пĕл пĕлес тенине — эпĕ сана качча каймастăп!..

Коля малтан нимĕн те чĕнеймерĕ. Хĕре куçĕнчен шăтарасла пăхса тăчĕ те... ытамĕнчен вĕçертрĕ. Таня, читлĕхрен хăтăлнă вĕçен кайăк пек, унталла-кунталла ыткăнчĕ, пуçне аллисемпе ярса тытса килнелле чупрĕ.

Çак вăхăтра Коля умне Зина пырса тăчĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5