Тавăру :: Эпилог


Федорова Елизавета Григорьевна Тюмень облаçĕнчи пĕр чăваш ялĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Вăл хăйпе пĕрлех вĕреннĕ чăваш ачине качча кайнă. Вĕсен виçĕ çулти ывăлĕ пур.

Лисук — акă кам вăл Елизавета Григорьевна. Курпун Хĕветĕрĕн ачасен çуртне вырнаçтарнă хĕрĕ. Лисук кун-çулĕ, Павăлăннипе танлаштарсан — телейлĕ. Ăна ачасен çуртĕнчен вырăс арçыннипе хĕрарăмĕ усрава илеççĕ. Вăл çапла майпа вырăс хĕрĕ пулса тăрать. Ашшĕ-амăшĕ — вĕреннĕ çынсем, пуян пурнăçпа пурăнаççĕ. Пĕртен-пĕр хĕрне йывăрлăхсене тутанса пăхтармасăрах пурнăç çулĕ çине тăратаççĕ. Лисук, хулара ӳссе çитĕннĕ, вĕреннĕ, чĕкеç евĕр хитре хĕрупраç, пĕлсе тăрсах чăваш ачине юратса пăрахать. Ашшĕ-амăшĕ те хирĕç пулмасть. Юрату туйăмĕ пурнăç çулĕ çинче тĕл пулакан пăтăрмахсене çĕнтерсе, Лисукпа Ивана пĕр çемьене пĕрлештерет. Хула хĕрĕ чăваш арăмĕ пулса чăваш ялне ĕçлеме куçать.

Шăпа кĕнеки çине мĕн çырса хунинчен иртме çук çав. Федоров Иван Иванович, Лисук мăшăрĕ, Çĕпĕре Сĕлкĕш таврашĕнчен Сталин режимĕ хуçаланнă вăхăтра куçса килнĕ Федоров Иван Сергеевичпа Ирина Семеновна ывăлĕ. Мĕн ку? Пĕр килни-и? Çук. Ку вăл — шăпа. Ивановсен йăхĕн çунса кĕлленнĕ пурнăçăн юлашки страници Лисук кун-çулĕшĕн упранса юлнă. Ан тив, пĕр страница çумне тепри хутшăнса чăн-чăн кĕнекиех пулса тăтăр. Ан тив, Лисук хăйĕн йăхĕн чăнлăхне пĕлмесĕрех пурăнтăр. Ашшĕ-амăш айăпĕсемшĕн ачисем тамăкра çунмалла мар. Пурнăçра çын хăй шăпине хăй çиллентерсен, хăех Турă умĕнче яваплăх тытать. Çакна курпунсен йăхĕн тымарĕ мĕнле майпа типсе ларни те питĕ лайăх çирĕплетсе парать. Шăпа пӳрни — пурнăç саккунĕ.