Этем шăпи ::


Çу уйăхĕн юлашки кунĕсем сĕре те шăрăх тăчĕç кăçал. Çĕр çуркаланса кайнă та — эрешмен картине аса илтерет. Ӳсен-тăрансем, йывăçсен çулçисем тусан айне путса пуçĕсене уснă. Нумаях пулмасть акнă çурхи тырă-пулă та, шăтса тухаймасăр, тусана çаврăннă тăпра ăшĕнче хĕвелпе пиçсе выртать. Ахаль те шывран, йывăç-курăкран чухăнтарах Кусăрка ялĕ татах та мĕскĕнрех курăнса ларать. Çырма-çатрасен тĕпĕнче кăна курăк саралса ĕлкĕреймен-ха, шывĕ çук пулсан та илемлĕн курăнать. Кăн-кăвак тӳпере пĕр тăри анчах хуçаланать тейĕн, юрлать те юрлать шăрантарса ĕмĕрхи юррине.

Эдик Романов паян хĕвелĕн пирвайхи пайăркисемпе вăранчĕ, унăн район центрне — Пăлана каймалла. Кусăрка ялĕ чукун çул станцийĕнчен инçерех ларнă пирки, ял çыннисем район центрне иртен-çӳрен машинасемпе кайса-килсе тăраççĕ. Ял çумĕпех аслă çул тăсăлса выртать. Çавăнта тухса тăраççĕ те хăйсен телейне кĕтеççĕ. Аванах мар та ĕнтĕ çул хĕрринче пуççапса тăма, мĕн тăвăн, каймалли çĕре каймаллах.

Çуллахи вăхăтра Эдик чăлантах çывăрать. Вăл хăвăрт кăна вырăн çинчен сиксе тăчĕ те зарядка тума пуçларĕ. Çăвăнчĕ, картишĕнчи çуллахи пӳрте тухса амăшĕ нумаях пулмасть сунă, кăпăкланса тăракан сĕте ĕçрĕ. Каялла пӳрте кĕрсе докуменчĕсене илсе пĕчĕк сумкăна чикрĕ, кирлĕ япалисене пурне те илнипе илменнине тепĕр хут тĕрĕсленĕ хыççăн аслă çул хĕрринелле тухса утрĕ.