Ĕмĕр сакки сарлака. 2-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
I
Анук пӳрте кĕчĕ те малалла иртме хăяймасăр алăк патĕнчех чарăнса тăчĕ. Кунашкал вăл Микулана качча тухнăшăн ашшĕ тилĕрсе ятлаçнă вăхăтра та именмен.
Сантăр, хĕрĕ кĕнине çав самантрах асăрхарĕ пулин те, ун еннелле çаврăнса пăхмарĕ, пĕр сăмах чĕнмесĕр сӳсмен юсаса ларчĕ.
Амăшĕ çеç хĕрĕ çине яланхи пекех савса пăхрĕ.
— Турă çырлахтăр, Анук, — лăпкăн та çепĕççĕн чĕнчĕ Наçтик, — мĕн ара эсĕ, ют çын пек алăк кутĕнчех тăратăн? Ирт тĕпелелле. Ав, унта лар!
Ашшĕ сиввен кĕтсе илнĕ хыççăн амăшĕ ăшă кăмăлпа йышăнни Анука ыррăн хурлантарчĕ, куççуль кăларчĕ.
Наçтик Анук куççульне курчĕ те хăраса ӳкрĕ. Пуç тайма юратман, хăйне тивĕçлĕ тытма хăнăхнă çирĕп кăмăллă хĕрĕ ахальтен макăрмасса аван пĕлет вăл. Акă кĕрӳшĕ шыва пăрахнă чул пек çухални тăватă уйăх та ытла иртрĕ ĕнтĕ. Унтанпа пĕринчен тепри хăрушăрах та хурлăхлăрах мĕнле кăна халап çӳремерĕ-ши ял тăрăх! Ку инкек-синкексем Анука вут çине пăрахнă евĕр çунтарсан та, вăл пĕр тумлам куççуль кăлармасăр тӳссе пурăнать. Халь ун куçĕнче куççуль курăнчĕ пулсан, темле ытла та пысăк, тӳсейми инкек сиксе тухни паллах. Анчах мĕнле инкек-ши?
— Анук, мĕн пулнă сана? Ма макăратăн?
Хăйсем эрнеренпе çăкăрсăр, серте яшки çине кăшт çăнăх лăкаса çинипе çеç тăранса пурăнни çинчен тата ĕнер юлашки çăнăхĕ те пĕтни çинчен уççăн каласа пама çăмăлах мар Анука, ку вара упăшкипе хуняшшĕ ятне ашшĕ-амăшĕ умĕнче, пуринчен ытла ашшĕ умĕнче, намăса кĕртни пулĕччĕ. Ашшĕ ахаль те вăл телейсĕрринчен кулать-и тен? Ахальтен-и хĕрĕн куççульне курсан та, ним юплемесĕр сӳсменĕпе аппаланса ларать? Пĕчченех пулсан, Анук выçă вилсен те, çăкăр ыйтма килсе, хăйне намăса кĕртмĕччĕ. Вăл пĕччен мар çав. Килте унăн хуняшшĕ пур. Темĕн чул тарăхсан та, темĕн чул çунсан та, çын патне пулăшу ыйтма каяс çук. Ывăл ачи çине пăхсан, Анукăн чĕри мăка çĕçĕпе каснă пекех ыратать. Юлашки кунсенче выçлăн-тутлăн пурăннипе унăн кăкăрне сĕт анми пулчĕ. Тăранайман пирки ывăлĕ канăçне çухатрĕ, юнтарма тытăнчĕ. Вăл пурĕ те çичĕ уйăхра çеç-ха, апла пулин те хăй тĕллĕнех сак хĕрринчен тытса тăма е утма та хăтланатчĕ, çĕре ӳксен те макăрмастчĕ, хăнкăрма сассипе хаваслăн кулатчĕ кăна. Ывăл ачи хăвăрт ӳснинчен кӳршĕсем те кунашкал маттур ача курман пек тĕлĕнетчĕç. Анчах юлашки вăхăтра начарлана пуçларĕ вăл. Малалла та сĕт çителĕксĕр пулсан, ывăлĕ мĕн курĕ-ши? Çак хăрушлăх тата хуняшшĕне хисеплени Анука хăйĕн нуши çинчен пытармасăр калама хистерĕç. Вăл куçне тутăр вĕçĕпе шăлса илчĕ те:
— Пирĕн... çăкăр çук... — терĕ.
Анук уссăрах ку хыпара ашшĕ-амăшĕ пĕлмен пек сунать. Хĕрĕ выçлă-тутлă пурăннине вĕсем аван пĕлеççĕ. Ун пирки Сантăрпа Наçтик хушшинче харкашусем те пулса иртрĕç.
Хĕрĕ Микулана качча тухнипе Сантăр юлашкинчен килĕшме те шутланăччĕ ĕнтĕ. Кĕрӳшне çĕр общинин уполномоченнăйне суйласан, вăл прихутри шутлă çынсен хушшинче тивĕç вырăн йышăнĕ тесе, Сантăр ăна хисеплеме, уншăн мăнаçланма та хатĕрччĕ. Анчах кĕрӳшĕ Сантăр шанăçне тӳрре кăларма мар, малтанхинчен те ытларах тилĕртрĕ. Вăл, уполномоченнăя суйланипе усă курса, пуян çынсемпе тус-йышланас вырăнне, Миххана хирĕç тухрĕ. Сехмет çине тапăнса, хăйне те, çемйине те, Сантăрсен пурнăçне те канăçсăрлăх кӳчĕ, вĕсен сехрисене хăпартрĕ. Юлашкинчен хăй таçта кайса çухалчĕ те, вĕсем патне стражниксем килме тытăнчĕç. Миçе хутчен килти мĕнпур япалана айăн-çийĕн çавăрмарĕç-ши. Кĕрӳшĕ ăçта пытаннине каласа памасан Çĕпĕре пуç ярассипе миçе хут чĕтретмерĕç пуль! Тӳре-шарасем халь те, кĕрӳшне тупсан, вут тивертнĕшĕн тесе айăпласа, тĕрмене хупасшăн çӳреççĕ...
Сантăр хĕрне яланхи пекех юратать, вăл телейсĕрришĕн тарăхать. Анук Элекçей патĕнче юлнă пулсан, халĕ унтан аван пурăнакан хĕрарăм Энĕшкассинче урăх пулмĕччĕ те. Вăл, ăссăрскер, ашшĕ кăмăлне хирĕç кайса, путсĕре качча тухнипе телейне çухатрĕ, халь ĕнтĕ хăйне те, ачине те асаплантарать, ашшĕпе амăшне те пăшăрхантарать.
Сантăр текех тӳссе тăраймарĕ, сӳсменне айккинелле ывăтса ячĕ.
— Çăкăр çук тетĕн-и? Çăкăр ыйтма килтĕн эппин? — шăртланса эхлетрĕ вăл. — Анчах сан çăкăр çуккишĕн кам айăплă-ха? Ху!.. Ху айăплă!.. Çăкăрлă-тăварлă çĕрте пурăнасшăн пулмарăн. Турă сана пысăк телей суннăччĕ. Эсĕ ăна ыйткалакан хутаçĕпе улăштартăн. Микула путсĕр каччине, вăл эрех ĕçнине, картла вылянине тата ют çĕршывра çӳренĕ чухне аскăн хĕрарăмсемпе явăçнине пĕтĕм ял пĕлнĕ, эсĕ çеç нимĕн те пĕлмен, пĕлме те тăрăшман. Ху валли упăшка суйласа качча тухнă чухне эпĕ кирлĕ пулмарăм сана. Халь тата мĕн шыраса килтĕн ман пата? Çынла пурăнас килмерĕ пулсан, питна-куçна тăлавар çĕле те ыйткаласа çӳреме тухса кай!
Анук чĕри татăкăн-кĕсĕкĕн каскаланă пекех ыратса кайрĕ. Ашшĕ ăна пулăшу пама мар, уншăн чи хаклă çынна — упăшкине чун тӳсейми хур кӳчĕ. Анукăн ывăл ачи çук пулсан, вăл çак самантрах тухса кайĕччĕ те урăх килсе кĕмĕччĕ. Ачи выçса вилесрен хăрани тытса чарчĕ. Вăл, ват пек йӳçĕ куççульне çăта-çăта, ашшĕ кӳрентернине те тӳсрĕ.
Ĕнел общинин пухăвĕнче кĕрӳшĕ, Миххана хирĕç тăрса, хăй пурнăçне аркатнăшăн Наçтик те питех кӳренет. Кун çинчен вăл хĕрĕпе иккĕшĕ çеç чухне темĕн чул та сăмах хускатнă. Анчах кĕрӳшне хисеплес тата юратас кăмăлне çухатман.
— Сантăр, иçмасса, турăран хăрасчĕ. Тăван хĕрĕмĕр пирĕн пата пулăшу ыйтма килнĕ. Эсĕ ун çине ют çынла пăхса ятлаçма тытăнтăн! Кĕрӳне те ахалех хурлатăн. Сехмет такама та пĕтерме пултарĕ вăл.
— Апла тетĕн эппин!? — пушшех шăртланчĕ Сантăр.— Уншăн кам айăплă? Ашшĕ тĕп пулни çитмерĕ ăна, хăй те, шăши кушака çыртнă пек, Михха çине тапăнчĕ! Куртăн-и, хутла пĕлет тет вăл! Хăйне такамран та ăслă пек кăтартма хăтланчĕ. Ывăлĕпе арăмне те шеллемерĕ... — Самантлăха чарăнса сывлăшне çавăрсан, сассине кăштах çемçетрĕ. — Эпир çăкăр ăçтан тупăпăр? Пирĕн хамăрăн та çĕнĕ тырра çитмест.
— Çĕнĕ тырра çитет-и е çитмест-и, куç курĕ унта, халь мĕн пуррипе пулăшас! — татса каларĕ те Наçтик пуçламан çăкăр илсе хĕрне тыттарчĕ.
Анук ури çĕре тивнине туймасăр вĕçтерчĕ. Ун аллинче пуçламан çăкăр. Кунашкал пысăк пуянлăха вăл тытса та курман-и тен... Кăштах перекетлесе тыткаласан, ывăл ачи виç-тăватă кун тутă пурăнĕ. Малалла мĕн пулĕ, уншăн чĕрене халех хускатас мар.
Килте тĕртсе тунă пуставран çĕлетнĕ пиншак, улача çитме тăхăнтарнă, урине пĕчĕк çăпата сыртарнă Ванюк алкум пусми çинче выляса ларать. Унпа юнашарах Çтаппан, вăл тарăн шухăша путнă: çухалнă ывăлĕнчен ним сас-хура та çук. Унран юлнă укçинчен сакăр тенкине ача ятне хунишĕн тиечука тӳлеме тиврĕ. Тата темиçе кунтанах староста килсе куланай укçи шăйăрса кайрĕ. Куланай тӳлеме мĕнпур тырри-пуллине тенĕ пекех сутма лекрĕ. Çуркунне çитрĕ. Акана тухас вăхăт та çывхарчĕ. Çтаппанăн укçи те, вăрлăхĕ те çук. Пуринчен ытла Çтаппана хисеплĕ кинĕ типсе пыни, ăна пула мăнукĕ начарланни, хăй ку инкеке нимпе те сирме пултарайманни тарăхтарать. Вăл ирĕксĕрех Атăл çинче укçа ĕçлесе тупма май пурри çинчен Микула каласа панине аса илчĕ те ун чухне ывăлĕн сăмахне итлеменшĕн хăйне хăй ӳпкелерĕ.
Ванюкăн янăравлă сасси Çтаппан шухăшне татрĕ.
— А-а-э-э!.. — çухăрса ячĕ вăл, пĕчĕк аллисемпе амăшĕ патнелле кармашрĕ.
Анук ачине кăкăрĕ çумне тытса ачашшăн чăмăртарĕ, чуптуса илчĕ, вара хуняшшĕне евĕклĕн чĕнчĕ:
— Ати, пӳрте кĕр, апат çиетпĕр!
Çтаппан, кинĕ аллинче пуçламан çăкăр пуррине курсан, ăна ăçтан тупма пултарнине тавçăрса илчĕ те пушшех пысăк хуйха ӳкрĕ... «Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, мăнтарăн кинĕ мана тăрантарасшăн çăкăр шырама кайнă. Ман вĕсен аллинчен çак юлашки татăка туртса илмелле-и ĕнтĕ? Çук, тем пулсан та апла тума юрамасть. Луччĕ Атăл çине каяс!» — тăруках шут тытса пӳрте кĕчĕ вăл.
— Сĕтел хушшине лар-ха, ати... халех яшка антарса паратăп.
— Тавтапуç, кин... Ман çиессĕмех килмест-ха.
Хуняшшĕн сасси Анука темле чĕтреннĕ пек илтĕнсе кайрĕ. Вăл ун çине чăр! Пăхрĕ:
— Кирлĕ мара ан калаç, ати, мĕнле çиес килмест пул-тăр? Ĕнертенпе нимĕн те çимен-çке?
— Нимех те мар, кин... Хăвăр çийĕр...
— Эсĕ?..
— Эпĕ, кин... — ассăн сывласа илчĕ те Çтаппан хăй шухăшне пытармасăр каласа пачĕ: — Эпĕ... Атăл çине кайма шут тытрăм... Урăхла май çук...
Анукăн урисем чĕтресе кайрĕç. Вăл сак çине тĕшĕрĕлсе анчĕ. «Турă çырлахтăр, упăшкам çухалчĕ. Ĕнтĕ ати те пăрахса каясшăн... Хам тĕллĕн çеç юлсан мĕн курăп-ши?..»
Кинĕ ытла та хуйха ӳкни Çтаппан чĕрине ыраттарчĕ. Ывăлĕ килтен тухса кайнă чухне вăл кинĕпе мăнукне упраса усрама сăмах панăччĕ. Халь вĕсене татăк çăкăрсăр, такам çине шанса хăварасшăн. Анчах ахлатсан та, куççульне шыв пек юхтарсан та инкеке сиреймĕн. Тем пек йывăр пулсан та, урăхла май çук ĕнтĕ. Вăл пыра капланнă йӳçĕ катрамне çăтса лăпкăн курăнма тăрăшрĕ.
— Атăл çине кайсан, тен, кăштах укçа тупаймăп-ши тетĕп те...
Атăл çине тенипе Çтаппан Атăлкассинчен аллă пилĕк çухрăмри Хусан хулине каясси çинчен шухăшлать. Унта ĕç те хăвăртрах тупăнассăн туйăнать ăна. Сасартăк чăрмав тухса тăчĕ. Пĕр шухăшласан, аллă пилĕк çухрăм утма нимех те мар, ир тухсан каçалапа çитме те пулать. Çтаппанăн Хусана кăнтăрлачченех çитсе ĕçе пуçăнас килет-çке. Вара, нумай вăхăт иртсен те, эрне хушшинче каялла таврăнĕ. Кунашкал шутласан, пăрахутпа каймалла, анчах билет илме пĕр пус та çук. Укçа ăçтан тупма май пурри çинчен шухăшласа пуçне тем чухлĕ çĕмĕрсен те, турăш кĕтессинче выртакан çирĕм пуслăх кĕмĕлтен урăх нимĕн те тупаймарĕ. Вăл та пулин Татьяна Ишеке кайса çурта çутма асăнса хунă укçа çеçчĕ. Çтаппан, арăмне хисепленипе, ку кĕмĕле илесшĕн марччĕ. Паян тӳсеймерĕ. «Татьяна каçарĕ... Пӳлĕхçĕ те çилленмĕ. Эпĕ мĕн таран нушаллине вĕсем аван пĕлеççĕ. Чипер ĕçлесе таврăнсан, Ишеке кайса çирĕм пуслăх çеç мар, хĕрĕх пуслăх та çурта лартăп», — тесе, турăш умне пырса тăчĕ. Укçана иличчен пӳлĕхçе кĕлтуса, яланхи пекех, вилнĕ ачисене, арăмне, ашшĕ-амăшне, аслашшĕ-асламăшне асăнса, вĕсене тутă пурнăç сĕнесшĕнччĕ. Чĕлхи çаврăнмарĕ. Халь хăй те выçлă-тутлă пурăннăран виллисене тутă пурăнма сĕнни вĕсенчен кулни пуласран хăрарĕ. Çавăнпа: «Сирĕн çири йывăр тăпрусем çăмăл пулччăр... Чунусем сĕтлĕ кӳлĕре çӳреччĕр», — терĕ, хăйне вăрăм çулта пиллĕхпе телей пама, киле юлакан кинĕпе мăнукне упрама ыйтрĕ. Вара, укçана илсе, тепĕр хут турăшсем çине пăхрĕ. Анчах кĕлтума мар, кăшт та пулин кăмăлне хытарас шутпа. Хыçра кинĕ хуйхăпа çунса ларать. Ун еннелле куççуллĕ куçсемпе çаврăнсан, тӳсейĕ-ши вăл? Самай вăхăтран Çтаппан хăйне хăй алла илчĕ, куçне шăлса типĕтрĕ те Анук еннелле çаврăнчĕ.
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, кин... Ытлашши хуйхăрмах кирлĕ мар. Çăкăр тата вăрлăх илмелĕх ĕçлесе тупатăп та тырă акма тухнă çĕре таврăнатăпах... Эсĕ кунта... Ванюка упрама тăрăш...
Темле йывăр пулсан та, Анук кăштах лăпланчĕ.
— Эпĕ хуйхăрмастăп, ати. Пире, килте юлакансене, нимех те пулмĕ... Эсĕ таврăнасса хальхи пекех сывă та чĕрĕ кĕтсе илĕпĕр... Ĕнтĕ сĕтел хушшине лар-ха, апат çырткала. Инçе çула выçă хырăмпа тухса каяймăн...
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, кин... Ахалех канăçсăрланатăн. Çиес килсен чĕнтерсе тăраттăм-и вара? Эпĕ кунта хам килте вĕт.
Хуняшшĕ çиесшĕн маррине тавçăрсан, Анук çур çăкăрне касса илчĕ те пештĕре чикрĕ.
— Ати, тыт! Унта яшка пĕçерсе çиме серте те тупаймăн. Инçе çула татăк çăкăрсăр тухса кайма çук.
Кинĕ ырă пулни, юлашки татăка çурмаран туса çиме хатĕрри Çтаппан кăмăлне пушшех хавшатрĕ.
— Кирлĕ мар, кин... Эпĕ аптрамăп-ха... Çиес килсен, çăкăр илмех укçа пур ман. Тата паянах ĕç тупасса та шанатăп. Çăкăр сире хăвăра кирлĕ... — терĕ те Çтаппан мăнукĕпе сывпуллашмасăрах тухса кайрĕ.
— Кайрĕ... — Хуняшшĕ хыççăн алăк хупăнсанах, суранĕ ыратнине тӳсеймесĕр йынăшса ячĕ Анук. Хăйне нихçанхинчен те ытларах пĕр-пĕччен, тăлăх-туратăн туйрĕ. Мăшăр куçĕнчен куççулĕ юхса анчĕ. Текех ăна чарма та тăрăшмарĕ вăл. Ачине тытса кăкăрĕ çумне чăмăртарĕ те, ун шакла пуçĕ çине вĕри куççуль тумлатса, хурлăхлăн пăшăлтатрĕ:
— Ах, мăнтарăн папаçăм... Аçу та çухалчĕ... Аслаçу та кайрĕ. Мĕн пулĕ-ши ĕнтĕ малашне. Мĕн курăпăр-ши эпир иксĕмĕр?..
Ванюк амăшĕ çине тĕлĕнсе пăхрĕ, çавăнтах хăй те хурланса макăрса ячĕ. Анук ывăлне чуптăва-чуптăва пăшăлтатрĕ:
— Ах, чунăм... папаçăм... Çуралма ĕлкĕртĕн çеç, хуйхă-па суйха аннӳ кăкăрĕнчи сĕтпех ĕçетĕн. Мĕнле ăраскал кĕтет-ши сана?.. Ӳссен мĕн курăн-ши эсĕ?.. Анчах ан макăр, папаçăм... Туррăн кăмăлĕ аслă. Тен, сана та пĕр тумлам телей пиллесе парĕ. Вăл часах таврăнĕ... — Юлашки сăмахне кам таврăнасси çинчен каланине Анук хăй те ăнланаймарĕ. Упăшки пирки пулчĕ-ши ку е хуняшшĕ пирки-ши?..
II
Çтаппан çенĕкре ирĕксĕртен чарăнса тăчĕ. Макăрса урама тухсан, хирĕç пулакансем тем калĕç. Вăл куçне сăхман çаннипе шăлса илчĕ, анчах каллех тухмарĕ, урамра пуш витреллĕ хĕрарăма та тĕл пуласран хăрарĕ, «Мĕн тăвас-ха ĕнтĕ? Пӳрте каялла таврăнса, кине тухса пăхма хушас-ши? Çук, кĕрсе хускатас мар. Ун кăмăлĕ ахаль те хуçăлнă. Атя, мĕн пулсан, мĕн килсен те каймах тивет». Çтаппан çенĕкрен тухрĕ. Çĕлĕкне хывса хул хушшине хĕстерчĕ, пĕрре — хĕвелтухăç, тепре хĕвеланăç еннелле пуç тайса сăхсăхрĕ. Унтан, çĕлĕкне пусарарах лартса, кил хушшинчен тухрĕ.
Кĕçех вăл пӳрчĕ умĕнче çăвĕн-хĕлĕн хӳтлĕх парса ларакан ват йăмра умĕнчен иртсе кайрĕ, ăна та тăлăха хăварчĕ.
Çтаппан, урам хушшинче çынпа тĕл пулсан, ăна яланах ăшшăн саламласа иртет, хаваспах калаçăва хутшăнать. Çавăнпа Энĕшкасси çыннисем хăйсем те килĕштереççĕ, хисеплеççĕ ăна. Тепĕр чухне пурнăç пирки канаш пырса ыйтакансем те тупăнаççĕ. Халь вара Çтаппан, çынсемпе тĕл пуласран хăраса, тӳре-шарасенчен пытанса çӳрекен таркăн пек васкаса утать. Ăнсăртран кам та пулин тĕл пулсан, çул айккине пăрăнать. Ним чĕнмесĕр, никам çине пăхмасăр иртсе каять. «Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, — салхуллăн шухăшларĕ Çтаппан. — Ма ман çине пӳрнепе кăтартса кулас мар. Юрать-ха, пушша хирĕç пулмарăм. Çул урлă йытă е кушак каçмарĕ...»
Уя тухсан, урăх никампа та тĕл пулмасса шанса, вăл канлĕрех утма тытăнчĕ. Кĕçех хăй ани патне çитрĕ. Кунта яланхи пекех нимле улшăну та çук. Сурпан пек ансăр анана икĕ енчен те ĕмĕрхи çеремлĕ мишесем хĕссе выртаççĕ. Мишесем çинче типнĕ эрĕм утипе мăян аврисем кашласа лараççĕ. Пĕлтĕрхи хăмăл тĕпĕнчен çамрăк çумкурăк тапса тухни анана ула-чăлалантарнă. Çтаппан тăпра муклашки илсе чăмăртарĕ те çĕр пиçсе çитейменнине чухларĕ. «Халех суха патне тухмĕç те. Анчах çĕр пиçнĕ тĕле таврăнма ĕлкĕрейĕп-ши?» Хăйне пăрахса кайнăшăн çĕр те ӳпкеленĕн туйăнчĕ Çтаппана. Вăл унтан каçару ыйтаçшăн чĕркуçленсе ларчĕ. Çĕлĕкне хывса кĕлĕ пăшăлтатрĕ: «Эй, таса çĕр... Ан çиллен, ан ылхан мана... Нумай вăхăтлăхах тăлăха хăвармăп. Кĕçех укçа тупса таврăнăп та тутă вăрлăхпа шуратса хăварăп сана». Унтан вăл кăвак тӳпенелле тинкерчĕ: «Эй, асаттепе асанне.., Аттепе аннем... Асран кайми Татьяна... Ачамсем... Тăван хурăнташсем.Сирĕн çири йывăр тăпрăр çăмăл пултăр. Чунăрсем сĕтлĕ кӳлĕре çӳреччĕр. Çырлахăрах, ан пăрахăр мана. Инçе çулта телей кӳрĕр. Эй, Микула ухатникпа сăваплă Праски... Çырлахăр, ан пăрахăр мана. Ĕç тупса укçа илсе килме пулăшăр. Çак таса уй-хирпе кăвак тӳпе умĕнче сирĕн ума çирĕмшер пуслăх çурта лартма тупа тăватăп». Çтаппан сăхсăхса çĕре чуптурĕ. Вара пĕчĕк муклашка илсе енчĕкне ячĕ те, ана çинчен тухса, малалла утрĕ.
Çуркуннехи тӳлек те ăшă çумăрпа çăвăннă, хĕвел ачашланипе ешернĕ ыраш калчисем симĕс кавир пек сарăлса выртаççĕ. Сĕткен кĕнĕ йывăç папкисем вăрман кĕçех ем-ешĕл тумпа пĕркенессе астутараççĕ. Тӳпере тăри юрри шăранать.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...