Хуняма :: Пĕрремĕш пайĕ
Кулюк. Эпĕ ăна ун пеккине пĕлмен.
Чĕшлук. Арăмне хĕнеме тытăнчĕ-и?
Кулюк. Начар характер, начар вĕрентнĕ эсĕ ăна. Начар.
Чĕшлук. Вăтам шкултан аванах вĕренсе тухнăччĕ-çке, заводра та лайăх шутра. Ют арăмсем патне чупма пуçланă-и? Акă тамаша.
Кулюк. Шăл йĕрсе тăма кирлĕ мар ачуна çын тума пĕлеймерĕн пулсан.
Чĕшлук. Пĕлместĕп ĕнтĕ, пирĕнтен тахăшĕ хăйĕн ачине лайăх пăхса ӳстернĕ.
Кулюк. Ман ашшĕ пулмарĕ, çапах институт пĕтерчĕ. Инженер ятне илчĕ. Сан рабочи çех пулин те ача çуратас арăмне тем те пĕр каласа хăртса пĕтерчĕ. Серахви тӳсеймерĕ. Япалисене илсех тухса кайрĕ. Ах тур-тур, вилĕ ача çуралмасан юрĕччĕ. Васкавлă пулăшу чĕнмелле мар-ши?
Чĕшлук (Трахвине). Эсĕ мĕскер хăтланан? Ачу чăлах çуралтăр тетĕн-им?
Трахви. Ара...
Чĕшлук. Ман мăнук сывлăхлă пулмалла.
Кулюк. Вăл хăйĕн ачине те йышăнасшăн мар.
Чĕшлук. Эсĕ, мĕн, ухмаха ертĕн-им?
Кулюк. Серахви, Серахви!.. Кусем чăнахах уйрăлаççĕ-и? Ах тур, тур. (Хăвăрт тухать.)
Чĕшлук. Эсĕ, мĕн, ланчашка хĕре качча илтĕн-им?
Трахви. Çук.
Чĕшлук. Апла мĕн палкатăн, хăвна ухмаха хăварас тетĕн-им? Çынсем мĕн калĕç. Халех каялла çавăтса кĕр, каçару ыйт.
Кулюк кĕрет.
Кулюк. Каялла килмест вăл, каçарас та çук.
Трахви. Ара, вăл хăй малтан...
Кулюк. Ай-ай, кĕрӳ, ма суян?
Трахви. Эсир мана арçын вырăнне те шутламастăр.
Чĕшлук. Ку аван мар ĕнтĕ.
Трахви. Укçана килте хĕрарăм тытмалла тесе укçа ыйтма пуçларĕ те...
Чĕшлук. Укçана арçыннăн тытмалла.
Трахви. Килте арăм хуçа пулмалла тетĕр те.
Чĕшлук. Килте хуçа арçын пулмалла.
Трахви тухать.
Кулюк. Çу-ук, килте хуçа хĕрарăм пулмалла.
Чĕшлук. Хăçан пулнă вăл хĕрарăм килте хуçа пулни?
Кулюк. Эсĕ çуралсанах, утмăл çул каярах.
Чĕшлук. Ну? Эп пĕлмен те.
Кулюк. Çавăнпа ку килте ман хĕр хуçа пулмалла.
Чĕшлук. Ман ывăл.
Кулюк. Ман ăслăрах.
Чĕшлук. Ман аслăрах.
Кулюк. Ман хĕр инженер! Институт пĕтернĕ Хусанта, сан рабочи кăна, икĕ хут икке те лайăх пĕлмест.
Чĕшлук. Пурĕпĕр санăн институтран вĕренсе тухнă хĕрунтен шалу икĕ хут нумайрах илет. Мĕн тума кирлĕ мана сан институту.
Кулюк. Ашшĕ те тĕттĕм те. (Чĕшлук пуçне пӳрнипе тĕртсе.) Ăçтан ывăлĕ ăслă пулас?
Чĕшлук. Апла эпĕ, тăхлачă, тĕттĕм çын?
Кулюк. Тĕттĕм çав. Сан шутупа, вĕренмен çын учительсене вĕрентмелле-и?
Чĕшлук. Эсĕ, мĕн, рабочие çын вырăнне шутламастăн-и? Эпĕ колхозник те пулнă. Заводра та ĕçленĕ. Эсĕ ялтан поселока тарса килнĕ.
Трахви Серахвие çавăтса кĕрет.
Трахви. Атя ĕнтĕ, атя кĕр. Сакăр ача çуратас тетпĕр хамăр.
Серахви (Трахвирен вĕçерĕнсе). Сан патна мар, хам япаласене илсе каяс тетĕп. (Хăйĕн стена çумĕнче çаканса тăракан сăнӳкерчĕкне илет.)
Трахви. Асăнмалăх хăвар ĕнтĕ.
Серахви. Урăххине тупан, çамрăкраххине.
Кулюк. Хĕрĕм, сан кунта урай кавирĕ юлать. (Кавире пуçтарма пуçлать.)
Чĕшлук. Тăхта, тăхлачă. (Пуçтарма чарать, кавир çине тăрать.)
Кулюк. Ан тăр!
Кулюкпа Чĕшлук кавиршĕн кĕрмешеççĕ. Пĕри туртса илет те тепри. Кулюк Чĕшлука хыçран тапать, леш кавирне вĕçертсе ярать. Кулюк çĕре ӳкет.
Трахви. Балкон çинчи йĕпе кĕпӳсене те илсе кай. Телевизора та илсе кайăр.
Кулюк (кавир чĕркет). Ăна та хăварас мар.
Трахви. Шифоньер та юлать.
Чĕшлук. Ăна пĕрле туяннă пулĕ.
Кулюк. Кăна, Серахви, хăв тĕрленĕччĕ.
Серахви. Модăран тухнă вăл, юлтăрах асăнмалăх.
Трахви. Яшкине те эсĕ пĕçернĕ, илсе кай ĕнтĕ.
Серахви (кухньăна кĕрсе яшкана таза тăкать). Сана та, мана та ан пултăр.
Трахви. Мĕн тăван эс, ухмаха ертĕн-им?
Чĕшлук. Вăт ман кин, ылтăн... çук, бриллиант. Институт пĕтернĕ, çын пулса çитеймен. Яшкана кам тăкать? Вăл çăкăра çӳп шăтăкне пăрахнă пекех. Çăкăра пăрахакан çын пулать-и? Эсĕ, тăхлачă, хĕрӳпе мухтанатăн.
Кулюк. Ан мăкăртатса тăр, кăвак сухал. Хĕрĕм, сан мĕн тума тухса каймалла? Ан кай, ан кай, хăй тухса кайтăр. Çавна савăнтарса пурăнатăн-и? Тепĕр арăм тупса сарăлса пурăнтăр-и? Ăçта унăн чăматанĕ? (Койка айĕнчен чăматанне кăларса ывăтма тăрать.)
Чĕшлукпа Трахви Кулюка ярса тытаççĕ.
Краул-краул! Мана иккĕн хĕнеççĕ. (Аллине стена çумне çапать.) Ай-ай, хĕнесе кăвакартса пĕтерчĕç. Пулăшăр! Суда парса тĕрмере çĕртетĕп. Милицие чĕн. Хамах чĕнетĕп. (Телефон трубкине ярса илет.)
Серахви. Анне, чарăн аташма.
Кулюк. Ан кай, эсĕ хуçа. Эсĕ юлатăн. Сутлашсан та хваттер сана пулать.
Чĕшлук. Эсĕ, тăхлачă, ухмаха ертĕн-им?
Кулюк. Сирĕнпе ухмаха мар, шуйттана та тухăн.
Трахви. Çитĕ, атте, вăл вуз пĕтернĕ, вăл пирĕнтен ăслă. Нумай пĕлет. Вăл тем тусан та пурпĕрех çиелте.
Чĕшлук. Ара, хĕрарăм вăл яланах çиелте пуласшăн. Анчах турри урăхларах çырнă. Пĕр хĕрарăм тырра çурлапа мар, хачăпа выраççĕ тесе тавлашать тет упăшкипе. Хăйне шыва путарсан та пурĕпĕр «хачăпа» тесе пӳрнисемпе кăтартать тет.
Кулюк. Юмах каласа ан лар, ачуна çавăт та кай. Сăпка çине хурсах сиктер.
Чĕшлук. Эсĕ ху çавăн пек ту. Утьăкка ту.
Трахви. Эпĕ ниçта та каймастăп килтен. (Пукан çине ларать.)
Кулюк. Мĕнле пурăнас тетĕр пĕр пӳлĕмре? Йытăпа кушак пек-и?
Трахви. Унта хамăрăнне хамăр пĕлетпĕр, пирĕн хушша ан кĕр. Ан пăс эсĕ пирĕн пурнăçа. Кай-ха эсĕ кунтан яланлăха! Пире пурăнма ан чăрмантар.
Чĕшлук. Ку та тĕрĕс, ан пăтраштар. Пурнăçран юлнă эпир санпа, тăхлачă. Кăмака хыçĕнче çех лармалла пирĕн мăкăртатса.
Кулюк. Вăт, вăт, ларăр, ларăр мăкăртатса карчă-купа.
Серахви. Кайăр, кайăр.
Трахви. Атя, чăнах, атте, пурăнтăрах хăйĕн ытарайми чипер хĕрĕпе. (Алăк патнелле утать.)
Чĕшлук. Тăхта. Мĕн, эсĕ, тин ниçта та каймастăп терĕн?
Чĕшлук ăна чарма тăрать.
Кулюк. Кайăрах, анчах кайиччен... (Хыçалтан Чĕшлук кĕпине ярса тытать.) Хыв ман кĕпене!
Чĕшлук. Э-э, илтеймерĕм, мĕн терĕн эсĕ?
Кулюк. Ман кĕпене хыв терĕм. (Чĕшлукăн кĕпине хывма тăрать.)
Чĕшлук. Ăçтан сан кĕпӳ пултăр вăл? Ăна мана, чунтан-вартан асăнмалăх тесе, кин парнеленĕ. Парнене каялла памаççĕ пулĕ?
Кулюк. Ман кĕпе вăл, упăшка кĕпи пулнă. Вăл фронтра пуçне хунă. Эсĕ ăна тăхăнма тивĕçлĕ мар. Хыв часрах.
Чĕшлук. Йĕме хывас мар-и тата?
Кулюк. Ай, намăссăр. (Чĕшлука тĕксе ярать.)
Чĕшлук. Ай-ай, питĕ мелăчнăй-çке эсĕ.
Кулюк. Эсĕ питĕ шултра-и вара?
Чĕшлук. Чуну питĕ пĕчĕккĕ тетĕп.
Кулюк. Сан пит пысăк.
Серахви (Трахвине). Ма каймастăн?
Трахви. Каятăп та.
Серахви. Кай, кай. Мĕн пăхса тăратăн?
Трахви. Шутлатăп-ха, мĕн юлать ман кунта?
Серахви. Кĕл суланчи юлать. (Сĕтел çинчи кĕл суланчине тĕртет.)
Трахви (кĕл суланчине Серахви еннелле тĕртсе). Вăл сан валли юлтăр асăнмалăх. Эпĕ туртма пăрахнă.
Серахви. Кирлĕ мар мана ун пек лăпăр-лапăр шăршлă япала. Каях!
Трахви. Каяп. Асту, вара ан ӳкĕн.
Серахви. Ӳкĕнместĕп.
Трахви. Кайрăм, кайрăм теп. Сывă пул, юратнă арăм.
Серахви. Сывă пул.
Чĕшлук. Чипер юл, тăхлачă.
Кулюк. Çулĕ такăр пултăр.
Чĕшлукпа Трахви тухса каяççĕ.
Кулюк. Мĕн пулса тухрĕ ку? Мĕн туса хутăн эс, хĕрĕм? Ах тур-тур? Эпĕ сана хăратса çех пăх терĕм-çке.
Серахви. Юратсан çаврăнса килет.
Кулюк. Ай-ай-ай, пурнăçпа выляма юрать-и çавăн пек?
Серахви. Эсĕ ху хăратмалла выляса пăх терĕн-çке.
Кулюк. Ах туру!.. Ун пек пулса тухасса шутламан-çке эпĕ.
Серахви. Кам шутланă вăйăран вăкăр тухасса?
Кулюк. Мĕн тумалла ĕнтĕ халь?
Серахви. Пĕлместĕп.
Кулюк. Кайса çавăр, чуп.
Серахви (кайма хускалсан чарăнса тăрать). Çук, çук, нимпе те пăхăнмастăп.
Кулюк. Хусах пулса юлас тетĕн-им? (Чӳречерен пăхать.) Чарăнчĕç... Упăшку каялла килет. Эппин юратать.
Серахви. Эпĕ мĕн каларăм?
Кулюк. Асту, тӳрех ирĕлсе ан кай. Чупса пырса мăйĕнчен ан уртăн, хăй чĕркуçленсе ыйттăр. Упăшкана ытлашши юратсан вăл пушшех сивĕнет.
Трахви кĕрет, ăна хыçалтан Чĕшлук тĕкет-мĕн.
Трахви. Винават. Каçару ыйтатăп.
Кулюк. Ак хайхи. Килтĕн-и, хăв айăпна сисрĕн-и?
Трахви. Хе-хе-хе. Мĕн? Айăплă? Эп айăплă-и? Кĕл суланчине хамах илсе каятăп, ман вăл — парне. Эсĕ хуйхăрса табак туртма вĕренĕн тата. (Кĕл суланчине илсе.) Халĕ вăл модăра. Тепĕр хут каçару ыйтатăп. Сывă пулăр. (Тухса каятпь.)
Серахви. Вăл каçару ыйтмарĕ, чĕркуçленмерĕ.
Кулюк. Апла вăл сана чунтан-чĕререн юратмасть.
Серахви. Мĕн туса хутăн эсĕ, анне? Хăвăн кĕвĕç чунупа пĕтертĕн пирĕн туслăха.
Кулюк. Ах тур-тур, халĕ эпĕ айăплă пулса тăтăм ĕнтĕ.
Серахви. Эсĕ, эсĕ, анне!.. Эсĕ пĕтертĕн ман пурнăçа. (Макăрса ярать.)
Амăшĕ те пĕрле макăрать.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...