Алтăр çăлтăр шерпечĕ :: 10. «Киле каяс килет»
Çапла вара, юлашки вăхăтра Сарă кун çĕршывĕнче тĕлĕнмелле япаласем пулса иртрĕç. Пур çĕрте те темĕнле çынсем космосран вĕçсе килни çинчен калаçрĕç. Вĕçевçĕсем галактикăри урăх çăлтăр системинчен, инçетри-инçетри Çĕр ятлă планетăран иккен. Каялла вĕсем ыранах тухса каяççĕ теççĕ. Аюль пĕрин мăшăрĕ пулма килĕшнĕ. Ăсату каçĕпе туя Аслă площадьре ирттереççĕ. Çавăнпа та Сарă кун çĕршывĕнчи Пĕртанлăх уявĕ ку чух нихçанхинчен те уйрăмрах, тĕлĕнмеллерех.
Инçетри Çĕр çинчен килнĕ вĕçевçĕсем Сарă кун çĕр-шывĕнчи çынсене хăрушă вăрçăран сыхласа хăварни пирки те хыпар сарăлчĕ. Хастар вĕçевçĕсем «тӳнтерьен» хуçисене те çĕнтернĕ-мĕн. Çакăншăн Сарă кун çĕршывĕнче пурăнакансем çав тери савăнчĕç.
Аслă площаде халăх хăвăрт пухăнчĕ. Кашнин аллинче — чĕрĕ чечексем. Пурте Çĕр çыннисене курасшăн, саламласшăн. Çавна шута илсех, Сарă кун çĕршывĕнчи хисеплĕ çынсем Николай Ильича, Давидпа Икара чи курăнмалли вырăна лартнă. Аюльпе Элим — юнашар.
Фейерверксем ялтăрса тӳпене хăпарчĕç. Халăх кĕр кĕрлесе кайрĕ. Ватă çын трибуна умне тухрĕ.
— Хаклă юлташсем, лăпланăр. Паян пирĕн нихçанхинчен те пысăк уяв — чăн-чăн Пĕртанлăх уявĕ. Эпир Хĕвел системинчи çынсемпе паллашрăмăр, туслашрăмăр, тăванлашатпăр та. Сăмах май каласан, тăшмансем те сахалланчĕç. «Тӳнтерьенсем» тинех çук пулчĕç. Унти халăх Çĕр çинчи çынсем пулăшнипе ирĕке тухнă. Тăванлăх уявне вĕсен делегацийĕ килсе çитрĕ. Тепĕр пысăк çĕнĕлĕх пур. Х-хумсен станцийĕсене пăрахăçа кăлартăмăр. Вĕсем текех ним тума та кирлĕ мар, чăрмав çеç кӳреççĕ. Часах мĕнпур ĕç çăмăлланĕ, çĕнĕ çулсене те хăвăртрах хывма пуçлăпăр, Наукăпа техникăн пĕтĕм çитĕнĕвĕ вăрçăшăн мар, халăхшăн пулĕ.
— Хаклă Çĕр çыннисем, юлăр пирĕн патăрта! — илтĕнчĕç йĕри-таврара сасăсем.
— Киле каяс килет, — пуриншĕн те хуравларĕ Икар.
Çакăн хыççăн ӳкĕтлекен пулмарĕ, ăнланчĕç курăнать кунти çынсем вĕçевçĕсен тунсăхне.
Юрă-ташă, вăйă-кулă мĕн шуçăмчченех пычĕ. Тарават халăх вĕçевçĕсемпе ăшшăн сывпуллашнă май: «Тепре куриччен, тепре куриччен! — терĕ.
Николай Ильичпа Давид тата Икар гравиплан еннелле шухăшлăн утаççĕ. Аюльпе Элим вĕсенчен хыçаларах. Хĕр питĕ пăшăрханать, йĕкĕт ăна пĕтĕм чунтан лăплантарать...
Тӳпере çăлтăрсем куç хĕсеççĕ. Мĕн кĕтет-ши Аюле аякри Çĕр çинче? Хăрамалли ытлашшиех çук пек ĕнтĕ, шанчăклă ăслă туссем юнашар. Кăнтăрла иртсен, Сарă кун çĕршывĕнчен аякка-аякка уйрăлма тивет. Хĕр чĕри хĕсĕнсе ларнă тейĕн, чиксе ыратать. Питех те хĕн иккен çуралнă çĕршывпа, атте-аннепе, çывăх çынсемпе сывпуллашма. Вĕсемпе çеç-и? Тăван планетăпа, Сар хĕвелпе... Хăçан та пулин каялла çаврăнса çитĕ-ши? Никам та ăна хуравлакан пулмарĕ. Çутă çăлтăрсем кăна, хăйсем патне чĕннĕ пек, илĕртӳллĕн тӳпере чӳхенчĕç.
— Ах, тапса тухать пуль, — Аюль аллине сылтăм кăкăрĕ çине хучĕ. Тĕлĕнчĕ Элим: кунти çынсен чĕрисем тепĕр енче иккен, анчах нимĕн те шарламарĕ.
...Унтанпа вăхăт самаях иртрĕ. Пурте тĕлĕкри пек туйăнать халĕ. Икар паян кăмăллă. Тепĕр темиçе уйăхран тăван Çĕр çинче утса çӳрĕ вăл. Пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем ытларах та ытларах аса килеççĕ. Экзамен вăхăчĕсем çывхараççĕ. Икар тăрăшсах хатĕрленет, чылай чухне кĕнекесемпе ларать.
Ашшĕ те пĕрмай темĕскер çырать. Тен, хăйĕи çулçӳревĕсем çинчен пысăк кĕнеке кăларасшăн.
Давид çеç нимĕн те улшăнман. Спортзалта çухалать час-часах. Хавшасшăн мар.
Элим Петрович вара чи телейли. Аюльпе иккĕшĕ пĕр çăвартан пурăнаççĕ, çӳпçипе хупăлчи тейĕн. Çамрăк арăма малтанласа тĕрлĕрен кĕтменлĕх шиклентеретчĕ, каярахпа хăнăхрĕ. Чĕлхене те вĕренсе çитрĕ. Этемлĕхе сенсаци кĕтет: Çăлтăр хĕрĕ — Çĕрĕн кинĕ.
Икар вĕсене курать те кашнинчех Таньăна аса илет. Мĕнлерех-ши вăл халĕ? Хĕр пулса çитнĕ-тĕр? Сарă кун çĕршывĕнчен тухкăранпа хăй те самаях тĕрекленчĕ. Тĕлĕнеççĕ ĕнтĕ тантăшсем. Вăл вĕсемпе мĕнлерех шӳтлемеллине те шутласа хунă: «Алтăр çăлтăр шерпечĕ пулăшрĕ, ăна тупса ĕçрĕм», — тейĕ, ача чӳхне илтнĕ халапа аса илтерсе.
Икар, чăннипех, сиплĕ çăлран шыв ĕçсе ӳсрĕ теме пулать. Ку вăл — тăван халăха, унăн ĕмĕрхи ĕмĕтне юратни. Тавах ашшĕне, çăлтăрсем патне çул хывма пулăшрĕ ăна.
Килелле таврăннă чухне çуралнă хавхалану чылай пулăшрĕ арçын ачана. Савăнмалли пур. Тус-тантăшĕсен шанчăкне тӳрре кăларчĕ вăл. Сăмахран, инçетри çăлтăршăн вăй-халне шеллемерĕ. Таня тархасласах ыйтнăччĕ.
Тантăшĕсене мĕн-мĕн каласа кăтартассине аса илчĕ. Ахăраççĕ ĕнтĕ пĕрре. Тĕрлĕ мыскарасем, иртсе кайнă инкексем куç умне тухса тăрсан, хăй те кулмасăр чăтаймасть халĕ.
Шкул картишне лартма йывăç кирлĕ тенĕччĕ. Мансах кайнă ун пирки. Чылай пăшăрханчĕ Икар. Кайран чечек савăчĕ çинче пĕр хунав асăрхарĕ. Сап-сарă йывăç ӳсет. Халĕ самаях пысăк. Вăрри гравиплан алăкне уçнă чухне вĕçсе кĕнĕ пулнă ĕнтĕ.
Эдита ыйтăвне те тивĕçтерчĕ вăл. Ийвет хăйне хăюллă кăтартасшăн тăрăшса мотороллерĕпе çырмана сикни çинчен каласа парсан — ахăрать анчах ĕнтĕ пĕтĕм класс. Сарă кун çĕршывĕнчи тусне вăл тăтăшах аса илет.
Ăсатма пынă халăх мĕн кăна çĕклесе пыманччĕ! Ăçтан пурне те йышăнма пултарăн? Ийвет парни валли хăй тархасланипе пĕр кĕтес тупрĕç. Пăхсан, нимех те мар, çирĕммĕш ĕмĕрти телевизор тейĕн. Ĕçлеттерсе пăхсан, хыт тĕлĕнчĕ. Вăл, хăй сисмесĕрех, «телевизор» ăшне кĕрсе каять, хĕрсех хоккейла вылять.
Çамрăк вĕçевçĕ Сарă кун çĕршывĕнчи тусне Çĕр çинчи вăйăсемпе паллаштарнăччĕ. Ийвет, çавна ăша хывса, тĕлĕнмелле аппарат ăсталанă-мĕн.
Икар хĕвеллĕ, ăшă, çутă çуркуннене аса илчĕ: çулсем çине çĕр тухать. Пĕчĕк хĕрачасем, унта пурăпа чĕркелесе тăваткалсем туса, «пӳрт йышăнмалла» выляççĕ. Арçын ача, хăй çав вăййа хутшăнман пулсан та, сăнама юрататчĕ. Таня хăрах ура çинче сикнĕ чухне пурçăн пек çӳçĕсем вĕлкĕшетчĕç.
«Çалтăра çăлма» операци ăнăçлă иртрĕ. Кунта Икарăн тӳпи те пур. Элимăн тӳпи вара тата пысăкрах. Ара, çывăх çула каякана та тĕрлĕ хатĕрсемсĕр, апат-çимĕçсĕр тухма хушмаççĕ. Вĕсем пур, ытарлă танлаштарсан, тĕнче вĕçне пуш алпа çитсе таврăнчĕç. Мĕн пурĕ те пĕр «чăматан» çеç илнĕ. Енчен те вăл пулман пулсан, Çĕр çинчен мĕн чухлĕ хаклă япаласем илсе тухмаллаччĕ, тиев транспорчĕсем тăкак кӳретчĕç.
Хавхаланнă Икар блокнот кăларчĕ те çапла çырсă хучĕ: «Пирĕн вĕçев Хĕвеле çывăх системăра çеç пулчĕ-ха. Ĕçсем капла ăнса пырсан, Çĕрĕн пурлăхне ытлашши тĕкĕнмесĕрех, никама сиен тумасăрах, анлă уçлăхри нумай-нумай халăха тĕрлĕрен кирлĕ япаласемпе пуянлатăпăр. Вĕсем пĕрмаях «Ăстаçăпа» çӳрĕç. «Тĕнче вĕçне пуш алпа...» — çак сăмахсене çырсан, Икар шухăша кайрĕ. «Пуш алпа» тени тĕрĕсех мар-çке. Этемлĕх пур çĕрте те ырлăх кӳме вăйне шеллемĕ. «Ыр кăмăлпа» темелле. Тĕнчен вĕçĕ çуккине аван чухлать Икар. Çынсен çулĕ инçе-инçе выртать. Эппин, унăн илĕртӳлĕхĕ те тĕнче пекех вĕçĕмсĕр.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...