Алтăр çăлтăр шерпечĕ :: 5. Уçлăхри уроксем
— Элим Петрович, — илтĕнчĕ Икар сасси. — Сана атте чĕнет.
Бортинженер пынă чухне Николай Ильич ура çинче тăратчĕ.
— Ку малая пĕрле илтĕмĕр пулсан — вĕрентме тытăнмалла ăна. Пĕлӳсĕр космонавтран мĕн усси? Эпĕ литературăпа тата чĕлхепе «тăн кĕртĕп», карапа мĕнле тытса пымаллипе паллаштарăп. Эсĕ физикăпа, математикăпа ăс пар. Давид физкультура учителĕн ĕçне пуринчен те лайăхрах пултарать. Астронавигаци те унăн ĕçĕ. Чи малтанах хăш урокран тытăнатпăр, Икар?
— Эпĕ чи малтанах «Çăлтăр» карап тытăмне пĕлесшĕн.
— Маттур, — йăл кулчĕ командор.
Элим Петрович Икара регенераци пӳлĕмне илсе кайрĕ.
— Тимлĕн итле, — пуçларĕ вăл хăйĕн сăмахне. — Эпир вĕçекен «Çăлтăр» карапа нумай пулмасть туса пĕтернĕ.Ăна хăш тĕле вĕçтермеллине палăртса хуманччĕ. Эсĕ тытнă «йыхрав» çулĕпе вăл çутăран темиçе хут хăвăртрах ыткăнать халь.
«Çăлтăр» карап вакуумра вĕçет. Мĕн чухлĕ хăвăртлăх пысăк, вакуум çавăн чухлĕ тасарах. Чи йывăрри — çав вакуума кĕресси. Çутă хăвăртлăхĕпе танлашнăçемĕн карап пĕчĕкленсе пырать, Вакуум вăйĕ пире, шыв хăйĕн ăшĕнчен çăмăл япалана тапса кăларса пăрахнă пек, малалла хăвалать. Халĕ пирĕн хăвăртлăх ӳснĕçемĕн ӳссе пырать.
— Çĕр çинчи çынсем пире кураяççĕ-ши? — чĕнмесĕр чăтаймасть Икар.
— Çук, вĕсене эпир курăнаймастпăр, мĕншĕн тесен эпир халĕ питĕ пĕчĕккĕ, тен, протонсемпе электронсенчен те.
— Тĕлĕнмелле! Эпĕ пĕчĕк мар-çке, — ахăлтатсах кулать арçын ача, хăйне хăй тыткаласа пăхса.
— Çапла, Эпир Çĕр çинчи çынсемшĕн анчах пĕчĕккĕ, хамăр вара пулса иртнĕ улшăнусене туймастпăр.
— Эппин, кунта вăхăт, Энштейн теорийĕ майлă, пĕтĕмпех чарăнса ларнă пуль. Эпĕ ачах тăрса юлатăп-ши? — хăраса ӳкрĕ Икар.
— Çук, вакуумри вăхăт Энштейнăн танлаштару теорийĕнче кăтартнинчен урăхларах. Çĕр çинчи вăхăтпа килĕшӳллех ӳссе ватăлатпăр. Çăвăнпа эсĕ ан хăра: эпир тепĕр виçĕ-тăватă çултан каялла çаврăнса çитетпĕр те унти çынсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмăпăр. Санăн Шупашкарта юлнă юлташусем ун чухне вунă класс пĕтерĕç. Вĕсемпе тĕл пулса, хăвăнпа уçлăхра мĕн пулса иртнине пĕтĕмпĕх каласа парăн.
— Карапăн хăшпĕр пайĕ вансан, мĕн тумалла? Ăнлантарса пар-ха?
— Уншăн хăрамалли çук. Карап çинче пысăк «Ăстаçă» пур. Кашни япаланах çĕнĕрен тума пулать.
— Мĕнле апла? Çĕр çинче детальсене тума заводсем, станоксемпе çынсем кирлĕ-çке!
— Эсĕ пĕлетĕн ĕнтĕ, кашни япала молекулăсенчен, вĕсем электронсемпе протонсенчен тытăнса тăраççĕ. Кирек мĕн тума та материал кирлĕ, калăпăр: тимĕр, тăхлан, пăхăр тата ытти те. Карап çинче вĕсем çук. Мĕнрен тума пулать-ха ванчăк пайсене?
— Пĕлетĕп! — кăшкăрса ячĕ Икар. — Протонсемпе электронсенчен! Мĕншĕн тесен кашни япала, хăйĕн молекула составĕ уйрăм пулсан та, пĕр пек электронсемпе протонсенчен тытăнса тăрать. Вĕсен шучĕпе вырнаçăве çеç урăх.
— Тĕрĕс. Эппин, вĕсен шутне улăштарса, эпир терлĕ материал хатĕрлеме пултаратпăр. Кирпĕч çурт купаланă пек. Кирлĕ атомсем туса молекулăсене пĕр-пĕринпе çыпăçтаракан аппарата синтезатор теççĕ. Вăл «Ăстаçăн» чи кăткăс пайĕ. Протонсемпе электронсене мĕн чухле кирлĕ, çавăн чухлĕ вакуумран илме пулать. Юлашкинчен вара материалтан кирлĕ япалан формине çеç тумалла, — студентсене лекци вуланă пекех хавхаланса калаçрĕ аспирант.
— Ăнланаймарăм-ха, мĕнле майпа «Ăстаçă» шăп та шай кирлĕ япалана туса кăларать? — тĕпчерĕ арçын ача.
— Ку вăл йывăрах мар. Эсĕ мультфильм валли кинокадрсем мĕнле ӳкернине пĕлетĕн ĕнтĕ, çавăн пекех кунта та. Карапăн кашни пайне илнĕ те, ăна интроскоп пайăркипе «касса вакланă». Уйрăм пайĕсене, вак пайĕсене, лента çине ӳкерсе хăварнă. Кашни кадрта пĕрре. Япалине мĕн чухлĕ ытларах «ваклатăн», çавăн чухлĕ тĕрĕсрех пулать вăл кайран. Çав кадрсем, кино кăтартнă чухнехи пекех, синтезатор экранĕ çине ӳксе пыраççĕ. Мĕн пулать-ха малалла «Ăстаçă» ĕçленĕ чухне?
— Ăнлантăм, кадрсем шунă май, ӳкерчĕксем ӳкнĕ çĕрте кирлĕ япаласем формăна кĕрсе кристалсем е йывăç турачĕсем ӳснĕ пек аталанса пыраççĕ... Мĕнле чаплă аппарат! Калама та çук! Вăл апат-çимĕç те хатĕрлеме пултарать эппин?!
— Каларăм-çке, Икар, «Ăстаçăн» туман ĕç çук. Вăл карапăн ванчăк пайĕсене улăштарать, тутлă апат-çимĕç, таса сывлăш хатĕрлет.
Акă Элим пӳрнисем клавиатура тăрăх хăвăрт чупса иртрĕç те, тепĕр самантранах аппарат сĕтелĕ çине улăхран тин çеç татнă пек тутлă шăршлă илемлĕ чечек тухса выртрĕ. Икар питĕ тĕлĕнчĕ. Вăл ăна çепĕççĕн илчĕ те киленчĕклĕн шăршласа пăхрĕ:
— «Ăстаçă» мар — «асамçă», — тесе хучĕ.
Çакăн хыççăн вăл регенераци пӳлĕмĕнчен тухма та пĕлмерĕ. Элим Петрович панă сĕнӳсемпе усă курса, хăйне кирлĕ япаласем турĕ. Аякра юлнă тусĕсене те манмарĕ. Таня валли илемлĕ тĕкĕр хатĕр. Бориспа Глеба «Çăлтăр» карапăн пĕчĕк модельне парнелесшĕн. Малашне «Сар хĕвел» енче тĕл пулас çĕнĕ юлташĕсем валли те парне хатĕрлесшĕнччĕ, анчах вĕсене мĕн ытларах килĕшессине чухлаймарĕ вăл.
Карапăн ăшчикĕпе паллашнăçемĕн Икарăн ыйтусем нумай пуçтарăнчĕç. Пурне те лайăхрах пĕлес тесе, вăл ашшĕ патне кайрĕ.
...Уçлăхра «ишсе» çӳрекен карапсен чи ăста вĕçевçи Николай Ильич. «Çăлтăрпа» çула тухиччен çĕршер хут Марспа Юпитер, Уран тата Венера хушшине хутланă. Тĕрлĕ аварисене лексе, вĕсенчен йĕркеллех çăлăнса тухма пултарнă. Унăн çирĕп кăмăллă сăн-пичĕ, сарлака хулпуç-çийĕсем вăл йывăрлăхсенче пиçĕхнĕ çын пулнине палăртаççĕ. Икар пырса кĕнĕ чухне командор карапăн улшăнакан çулне штурман (астронавигатор) кăтартнă пек тӳрлетсе пыратчĕ.
— Атте, — тӳрех пуçларĕ çамрăк вĕçевçе. — Мĕнле майпа эсĕ «Сар хĕвел» çулĕ çине тухатăн?
— Итле, ывăлăм, — терĕ командор. Унăн куçĕсем ăшшăн ялкăшаççĕ. — Эсĕ пĕлетĕн ĕнтĕ соленоид магнит вăйĕпе мĕнле ĕçленине, тепĕр тĕрлĕ ăна «магнитла тупă» теççĕ. Эпир халь çавăн пек «тупă» кĕпçи ăшĕнче. Анчах магнит вырăнĕнче кунта вакуум вăйĕ, урăхла каласан, унăн юхăмĕ. Çав вăй хистенипе эпир тупăран пенĕ етре пĕк вĕçсе пыратпăр. «Тупă» кĕпçине вара «Сар хĕвел» çине тĕлленĕ. Вĕçевре тĕрлĕ тумхахсем: çăлтăрсем, планетăсем тата питĕ хăрушă «хура шăтăксем» тĕл пулаççĕ. Вĕсем çине пырçа тăрăнас е кĕрсе ӳкес мар тесен, манăн кашни кунах штурман кăтартнă çула тытса пымалла.
— Мĕнле хăрушă! — пĕтĕм кĕлеткипе çӳçенсе илчĕ Икар. Çав «хура шăтăксене» ӳкессĕн е пĕр-пĕр планетăна халь-халь пырса çапăнассăн туйăнчĕ ăна.
— Ан хăра, ывăлăм, «Çăлтăр» карап вакуум юхăмне питĕ лайăх туять, малта «тумхахсем» пурри çинчен хыпарлакан пайĕ питĕ сисĕмлĕ. Эпĕ штурвала кăшт çеç пăратăп — карап вĕсенчен иртсе те кайрĕ. Акă куратăн-и? Экран çинче малта хура пăнчă курăнать, ун йĕри-тавра — шыв юхăмĕ пек йĕрсем. Вĕсем тăрăх пирĕн карап хĕрлĕ пăнчă пек куçса пырать. Акă çула тӳрлетме вăхăт! Лар ман вырăна!
Икар чĕтрекен аллисемпе штурвала ярса тытре. Экран çинчи хĕрлĕ пăнчă чӳхенме пуçларĕ. Çав вăхăтра вăл хура пăнчă çине пырса кĕрессĕн туйăнать.
— Атте, пулăш мана! — кăшкăрса ячĕ Икар.
Николай Ильичăн пысăк ал тупанĕ арçын ачан штурвал çинчи пĕчĕк аллине хупларĕ. Хĕрлĕ пăнчă ерипен ирĕке тухрĕ, экран çинче йĕрсем çеç юлчĕç. Икарăн чунĕ лăштăрах кайрĕ. Чул пек хытса ларнă аллисене выляткаларĕ вăл. Çамки çине тар тапса тухнă.
— Нимех те мар, нимех те мар, Икар, — ăшшăн пăхрĕ ун çине командор. — Малтанлăха çеç эсĕ штурвала алă сисĕмĕпе пăраймарăн. Кайранхинче хĕрлĕ пăнчăна хăвах ертсе пытăн. Саламлатăп сана!
Икарăн пичĕ-куçĕ çуталса кайрĕ, хаваслăхпа тулчĕ.
— Атте, малашне эпĕ сан патăнта ĕçлĕп. Юрать-и?
— Юрать. Анчах эсĕ мана рубкăра карап уставĕ хушнă пек командор тесе чĕн.
— Итлетĕп, командор! — янăраса кайре çăлтăрсем хушшинче çамрăк сасă.
— Апла пулсан, вахтăна тăр. Манăн молекулярлă машинăпа ĕçлемелле-ха.
Икар штурвала икĕ аллипе çирĕппĕн ярса тытре. Паянхи кун ăна таçти юмахри тĕлĕк пек туйăнчĕ. Мĕншĕн курмаççĕ-ши ăна халĕ пĕрле вĕреннĕ туссем? Кăтартасчĕ Таньăна! Икар савăннипе чăтаймасăр хăй юратнă «Çамрăк капитан» юррине янратса ячĕ:
Тĕллев, телей пек, кирлĕ
Мĕн ачаран çынна.
Туятап питĕ вирлĕ —
Вăл пулăшрĕ мана:
Эпĕ паянтан —
Çамрăк капитан.
Тӳпе, темскер пытарнăн,
Инçе çула чĕнет.
Аслисемпе пĕр таннăн
Тепчетĕп тенчене:
Эпĕ паянтан —
Çамрăк капитан.
Часрах вĕçсе çитесчĕ
Çут çăлтăрсем патне.
Çӳлтен çӳле çĕклесчĕ
Çĕр çыннисен ятне.
Эпĕ паянтан —
Çамрăк капитан.
Вĕçевре Икар литературăпа чĕлхе, математикăпа физика, хими предмечĕсене хăй тĕллĕн вĕренчĕ. Алăран кĕнеке каймарĕ. Унăн пĕлĕвĕ ӳснĕçем ӳсрĕ. Çамрăкăн пуçĕнче çил вылять тенине те илткелеме пулать. Икар пирки çапла калани тĕрĕс мар. Ашшĕ сĕннипе Икар Давид патне кайрĕ. Кашни кунах кают-компанинче курать пулин те, вăл кам иккенне Икар пĕлсех çитеймен-ха.
...Давид Виссарионович — ăста астронавигатор. Халь вĕçекен «Çăлтăр» карапăн траекторине те «Сар хевел» патне çити вăлах шутласа кăларнă. Юлташĕсем ăна юрра-ташша, вăййа-кулла килĕштернĕшĕн юратаççĕ, пӳрте унпа туслашма тăрăшаççĕ. Кĕрешес тесен, ара, ту çынни мĕнле ан кĕрештĕр? Çамрăк чухнех Давид самбо, дзюдо тата каратэ мелĕсене секцисене çӳресе лайăх вĕренсе çитнĕ, спорт мастерĕн ятне илнĕ. Икар пырса кĕнĕ чухне те вăл хатха-йогсен гимнастикипе аппаланатчĕ. Пуçхĕрлĕ тăнă та, ним пулман пек, темĕнле асамлă сăмахсем калать, «Мăльт-мальт» тенине çех илтсе юлчĕ Икар.
Çав вăхăтра ăна, ним ăнланмасăр пăхкаласа тăраканскере, хыçалтан такам ярса тытре те урайне çавăрса çапрĕ.
— Кам эсĕ! Мĕн кирлĕ сана! — кăшкăрса ячĕ арçын ача, темĕнле упăтелле çынна асăрхасан. Анчах хайхи-майхи пĕр сăмах та чĕнмест. Тĕлĕнсе те хăраса пăхса выртакан Икара тата хăйĕнпе тренировкăра кĕрешекен робота курсан, Давид кулса ячĕ, хăй те сирпĕнсе анчĕ. Унтăн хырăм тирĕ ыратма пуçличченех каçăхса кайса ахăрчĕç. Кулса тăраннă хыççăн Давид арçын ачана хăйĕн робочĕпе паллаштарчĕ. Вĕсен сăмах çăмхи ерипен сӳтĕлме пуçларĕ. Пăртакран Икар экран çинчи йĕрсем çинчен ыйтрĕ. Астронавигатор çамкине пĕркелентерчĕ.
— Траектори çулне çырма, чăнах та, йывăр, мĕшпĕн тесен Галактикăра çăлтăрсен ушкăнĕ мĕнле «йăла-йĕркепе» пурăннине чухлас пулать. Эсĕ пĕлме тивĕç Ньютонăн пĕтĕм тĕнчери япаласен туртăмĕн законне. Унсăр пуçне, уçлăхра энергипе материе улăштаракан вакуум вăйĕ пысăк вырăн йышăнать, çавăн юхăмне кашни çăлтăр тĕлĕнче шутласа кăларатпăр та ĕнтĕ эпир. Калăпăр, пысăк электроуй варринче мĕнле те пулин япала выртать. Ун çумĕпе электролинисем авăнса иртсе каяççĕ, вĕсем хушшинче тĕрлĕ напряжени пур. Вакуум юхăмĕнче те çавăн пекех чӳхенеççĕ ĕнтĕ галактикăри çăлтăрсем.
— Ăнланмалла. Апла эсир çав юхăм йĕрĕсем тĕнче уçлăхĕнче мĕнле сапаланнине шутлама молекулярлă машинăна числосем кĕртнĕ. Вăл хăех ӳкерчĕке экран çине кăларса кăтартать.
— Тĕрĕс. Акă эсĕ астронавигатор пулса та тăтăн, — шӳтлерĕ Давид, Мухтанăран чунĕ хăпартланчĕ пулин те, çавна палăртмарĕ арçын ача.
— Çук, салма нумай çимелле-ха манăн. Самбо мелĕпе паллаштараймăр-ши? — хăюсăртараххăн каларĕ Икар.
— Хаваспах, тусăм. Акă, сана пĕрремĕш мел кăтартатăп, ăна «шывармань» теççĕ.
Спорт мастерĕ арçын ачана аллиичен ярса илчĕ те хăйĕн урлă ывăтрĕ. Юрать-ха, урайĕ çемçе, шăмми-шакки аванах ырататчĕ.
— Çитет, çитет паянлаха, — хавăртах парăнчĕ Икар, Давид тепĕр мел кăтартма хăтланнине курса. Вăл ыратакан вырăнсене аллипе асăрхануллăн сăтăркаласа илчĕ.
— Çитекене — çитернĕ, выççине — выçтарнă. Малтанлăха роботпа кĕрешсе пăхма пултаратăн. Акă эпĕ унăн меллĕхне чакаратăп çеç — вăл сан пекех кĕрешме пĕлми пулса тăрĕ.
Давид Виссарионович робот çинче тем пăркаларĕ те тимĕр купан хусканăвĕсем йăвашланчĕç. Вăл мĕшĕлти çын пулса тăчĕ.
— Кĕрешсе пăхăр-ха халĕ, — хистерĕ Давид. Икарпа робот тытăçса кайрĕç. Нихăшĕ те пĕр-пĕрне çĕнеймеççĕ.
— «Шывармань» мелне кăтарт! — канаш пачĕ ăста спортсмен.
Икар робота «аллинчен» ярса илчĕ те ăна урайне çавăрса пăрахрĕ.
— А, халĕ эсĕ выртатăн-и? — мăнкăмăллăн каларĕ Икар, — Пĕл эпĕ камне...
Пушă вăхăтсенче кашни кунах кĕрешме пуçларĕç Икарпа робот. Ачан ал-ури, çанçурăмĕ кĕрнекленсе вăй илсе пыни палăрчĕ. Робот çаврăнăçулăхне ӳстерсе пынăçем арçын ачан ăсталăхĕ те хушăнчĕ. Халĕ вăл кĕрешмелли мелсенчен нумайăшне пĕлет. Давид та хăш чухне ăна часах çĕнеймест.
Икар хăвăрт ӳссе çитĕннине пурте асăрхарĕç. Ун пурнăçне шикленерех сăнатчĕ ашшĕ. Нимĕнле хăрушлăх та çуккине кура лăпланчĕ. Акселераци законĕсем «Çăлтăр» карап çинче тата вăйлăрах иккен.
Тĕнче уçлăхĕнче виçĕ арçынпа ӳссе çитĕннĕпе пĕрех пĕр ача вĕçеççĕ. Çĕрпе сывпуллашнăранпа — çулталăк. «Сар хĕвел» патне çитме вара тепĕр икĕ парсек. Сахал мар вăхăт кирлĕ çитес çĕре çитме.
...Пĕр кунхине командор пурне те хăй патне чĕнчĕ. Вĕçеве кĕскетме шухăш тытнă-мĕн. Карап хăвăртлăхне ӳстерме мĕнле майсем пурри пирки шутласа пăхма сĕнчĕ вăл. Пурте шухăша кайрĕç. Пӳлĕмре шăп. Чи малтан Элим сирсе ячĕ çав шăплăха.
Ман шутпа, карапа йывăрлатмалла, вара вăл, шыв çинчи сулмаклă пĕрене пек, вакуум юхăмĕнче хăвăртрах шăвĕ.
— Кирлĕ йывăрăша ăçтан тупăн-ха? — ыйтрĕ Давид.
— Ăçтанни паллă, — терĕ Икар, — Карап хыçĕнчен. Унта протонсемпе электронсем тем чухлех. Вĕсене пуç-тарса «Ăстаçăна» паратпăр, вăл вара тĕрлĕрен йывăр япаласем туса парĕ,
Кхм тукалать Давид. Савельевĕ вĕренекен çине ытарлăн пăхать.
— Тĕрĕс шухăш, — килĕшет командор. — Çак минутран пуçласа эпир уçлăхра эксперимент пуçлатпăр. Пурте хăвăр ĕç вырăнĕсене таврăнăр. Элим, эсĕ «Ăстаçана» хатĕрле. Давид, эксперимент мĕн чухлĕ вăхăт йышăннине шутла. Икар, çапкаланса выртакан япаласене пуçтар-са хур. Эпĕ молекулярлă шутлав машинăна çĕнĕ программа кĕртĕп.
«Çăлтăр» карап çинче хĕрӳ ĕç. Вăхăт иртнĕçем хăвăртлăх ӳссех пычĕ. Вĕçевçĕсем, карапа автомсат режимне куçарса, антигравитаторăн вырăнĕсене йышăнчĕç. Тепĕр икĕ кунран йĕри-таврара ахăр самана пуçланса кайрĕ тейĕн. Рубкăри теленавигатор экранĕ çинче тĕлĕнмелле ӳкерчĕксем çуралчĕç. Темĕнле пысăк çутă муклашкасем карапа хăвалаççĕ, малтан хумсем тапăнаççĕ. «Çăлтăр» карап çутçанталăкăн хăрушă вăйĕпе кĕрешни палăрчĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...