Ытла та вăрттăн юрату :: Виççĕмĕш пайĕ


Самолет хăвăртлăхне чакарма тьттăнчĕ, сывлăша çурса ăмăрткайăк евĕр çĕранне енне ыткăнчĕ. Моторсен шавĕ чакнăçемĕн чакса пычĕ. Юлашкинчен тимĕр кайăк лармалли çула тĕллесе ураписемпе бетона перĕнчĕ, асăрханса, вĕçеве ертсе пыраканăн кашни сăмахне çирĕппĕн пурнăçласа палăртнă вырăна пырса чарăнчĕ.

Самолетран тухсан кашни пассажирах вĕри сывлăшпа пӳлĕнсе кĕске самант та пулин трап çинче чарăнса тăрасшăн пулчĕ. Пĕртен-пĕр Марков кăна çан-çурăмĕ тарпа витĕннине туймасăр тӳрех аялалла вирхĕнчĕ, анчах та таможня урлă сиксе каçаймарĕ (унăн йĕрки пуриншĕн те — пĕрре). Марков вара, ыттисем пекех, черете тăчĕ.

Пассажирсемпе пĕрле чăматанне илме пысăк зала тухсан халăх хушшинчен ун еннелле çуткам хĕрарăм ыткăнчĕ. Ку Мэри пулчĕ.

— Çитнĕ ятпа!

Мэри Герман ытамне кĕрсе ӳкрĕ. Кăмакаран тин тухнă кукăль пек вĕри вăл. Пĕçертсе ярать-и, тупата! Арçыннăн çирĕп ытамне туйса унăн шурă пĕрчĕсемпе витĕнме тытăннă çӳçне, çăра куç харшийĕсене, илемлĕ те хаклă сăн-питне тинкерсе пăхса илчĕ, çӳхе тутипе юратнă çыннине питĕнчен çине-çинех чуптурĕ. Кăпăшка çӳçĕ арçын сăмсине лексе ачашшăн кăтăкларĕ, хыттăн тапакан чĕри тĕреклĕ кăкăра перĕнсен пĕтĕм шăм-шакĕпе ырăлăха туйса Герман çумне лăпчăнчĕ хĕрарăм.

Паллах, чуна лăскакан самантăн пуçламăшĕпе вĕçĕ ăçтине, вăл мĕн чухлĕ тапхăр тăсăлнине калама питех те йывăр.

Конвейер ĕçлеме тытăнсан пассажирсем зал варрине япалисене илме куçрĕç. Çакна Марков та асăрхарĕ, çумĕнчи ачаш кĕлетхене çав тери асăрханса ирĕксĕрех хăйĕнчен уйăрма тиврĕ унăн.

— Тапранма вăхăт, — терĕ вăл лăпкăн конвейер еннелле пăхса, анчах хускалма та ĕлкĕреймерĕ — такам ăна çурăмĕнчен аллипе ярса тьпрĕ.

— Фарук! Курманни çĕр çул, — ялкăшса çунчĕ тухтăр куçĕ.

— Килсе çитнĕ ятпа, — араб ăна саламласа темиçе хут чуптуса илчĕ, малалла утма сĕнчĕ. — Вăхăтра илмесен чăматансем Каиртан Синтапур е Сицили еннелле чăмĕç, — тесе шӳтлерĕ.

— Ун пек тăвас марччĕ, — Марков кĕсйинче тем шыранине асăрхаса хăвăрттăн каларĕ Мэри.

— Эсир кунтах юлăр, — сĕнчĕ ăна Фарук аллипе хăйпе юнашар тăракан çамрăк çине кăтартса. — Ку — пирĕн шофер. Вăл Каир хулине Нил тĕпĕнчен пуçласа Хеопс пирамидăн тăрри таранах пĕлет. Эсир унпала паллашнă çĕре чăматансем хăйсемех автомашина багажникне кĕрсе выртĕç.

— Фарук тосподин ялан шӳтлет, — çапла калама кăна ĕжĕрчĕ çамрăк араб, пурте конвейер еннелле васкаса утса кайрĕç.

— Эпĕ Махмуд Монейм патĕнче чарăнтăм. Унта сире валли те вырăн çителĕклĕ, — терĕ араб тухтăрĕ чăматансене çăмăл автомашина багажникне вырнаçтарса.

— Вăл манăн... Эсир ун çинчен пĕлетĕр-ши? — йăл-л! кулса ыйтрĕ Мэри араб çине чеен пăхса. Çавăнпа та малтан эпĕ чарăннă хăна çуртне çул тытăпăр.

— Килĕшетпĕр, анчах ыран иксĕре те хăнана чĕнетпĕр.

— Тавтапуç, — терĕç арçынпа хĕрарăм автомашинăна кĕрсе ларса.

Лимузин çăмăллăн вырăнтан тапранчĕ те ураписене авалхи хула варринелле куçарчĕ. Мэри лăш пулса Терман çумне таянчĕ, шухăша кайса чĕнмесĕр ларса пычĕ. Арçынсем вара, чĕрĕк ĕмĕр пĕр-пĕрне курманскерсем, пулни-иртнине аса илчĕç, пĕр-пĕрин пурнăçĕпе интересленчĕç, ыйтса пĕлчĕç, самаях шавлăн сăмахласа пычĕç.

 

* * *

Ĕмĕрсем хушши хăйĕн шывне Вăтаçĕр тинĕсе хăйăр витĕр хăвалакан мăнаçлă Нил Каир варринче икке пайланать те илемлĕ Замалек утравĕ туса хурать. Çав утрава хирĕçех вырнаçнă «Хильтон» хăна çуртĕнче, балкон сулхăнĕнче, пĕр-пĕрне юратакан икĕ аĕрӳ чун хăйсен ĕмĕрĕнче пĕрремĕш хут пурнăç ыйтăвĕсене сӳтсе явма май тупрĕ.

— Голдберг, паллах, мана ĕлĕкхи вырăнтах ĕçлеттересшĕн, анчах эпĕ сансăр урăх пĕр кун та пурăнаймастăп. Ман шутпа, эсĕ те çакăнпа килĕшетĕн, — терĕ Мэри ресторанран чĕнсе илнĕ официант балкон варринчи çаврака сĕтел çине пăсланакан тутлă апат-çимĕç лартса пӳлĕмрен тухсанах.

— Эпĕ те çапла шутлатăп, анчах вĕсене ӳкĕте кĕртме çăмалах пулмĕ.

— Ăнланатăп, çавăнпа та пулăшăва аттерен кĕтмелле.

— Павăл Иванч инçетре-çке кунтан.

— Ун патне кĕçех Вера каять.

— Ăçта халь хĕрĕмĕр?

— Парижра. Унта вăл Куртатов ятлă пĕр ватă вырăс улпучĕпе паллашнă. Лешĕн мулĕ пысăк, анчах ачисем те, тăванĕсем те çук, çавăнпа та пĕччен вырăс мулĕн пĕр пайне Раççей çĕршывне куçарасшăн та Верăна Атăл таврашĕнче пĕрлешӳллĕ хуçалăх тума тытăнтарасшăн.

— Йывăр пулать хĕрупраçа.

— Аслашшĕ пулăшасса шанатăп.

— Аса илтĕм. Шăп та лăп пирĕн таврара Куртатов ятлă улпут пулнă. Тен, пĕр çынах мар-ши вĕсем?

— Эсĕ унпала кĕçех паллашăн.

— Мĕнле майпа?

— Санăн Парижа кайма тивет, улпут хăиĕн мулне парас умĕн Верăн ашшĕ-амăшĕпе паллашасшăн.

— Апла иксĕмĕрĕн пĕрле кайма тивет. Çапла-и?

— Эпĕ унпала паллашнă. Вăл мана пĕлет.

— Сана самантлăха та пĕччен хăварас килмест.

— Мĕншĕн?

— Тунсăхлатăп. Шикленетĕп те.

— Апла пулсан Голдберга мана санăн лабораторие куçарма ӳкĕте кĕртесчĕ.

— Килĕшмесен?

— Пирĕн хушăра Раççейри пек никама кирлĕ мар пысăк хирĕçтăру пулса иртет.

— Çак пăтăрмах манпала çыхăннине пĕлсен вăл мана Мускавалла хăвалама пултарать.

— Эпĕ те санран юлмăп.

— Вара пĕтĕм ĕç путланать.

— Мана темшĕн ку япала пăшăрхантарма пăрахрĕ.

— Чăнласах калатăн-и?

— Чăнласах, — терĕ те Мэри сĕтел çинче выртакан чечен курупкаран «Салем» ятлă çемçе сигарет туртса кăларчĕ. — Социализм çĕршывĕсем пĕрин хыççăн тепри арканнă хыççăн эпĕ пурнăç çине урăхларах пăхма тытăнтăм.

— Мĕншĕн? — ыйтрĕ Герман юратнă хĕрарăма сигарет чĕртме пулăшса.

— Этемлĕх мĕн ĕмĕртен чи тĕрĕс общество тума тăрăшнă, çавăнпа та Раççейри тата Хĕвелтухăç Европăри халăхсем йĕркелеме тытăннă çĕнĕ обществăсене хытă шанаттăм, анчах та юлашки лару-тăру, уйрăмах Мускаври Шурă çурт таврашĕнче ним айăпсăр, ман пекех тĕрĕслĕх шыракансене тупă-пăшалпа персе салатни, вĕлерни тата мăшкăллани ăшри хĕлхеме сӳнтерчĕ. Эпĕ çĕр çинче тĕрĕслĕх пуррипе çукки пирки те иккĕленме тытăнтăм.

— Кăлăхах. Йăнăшатăн эсĕ. Голдберг та, Арланов та сана куншăн ырламĕç.

— Мĕнле майпа? Анлантарса параймăн-ши?

— Турă, чиркӳ этемшĕн тăрăшать, ăна усалтан хӳтĕлет тата унăн пурнăçне çăмăллатассишĕн кĕрешет, çавăнпа та ырă вăй пĕтмен-ха çĕр çинче.

— Ку шухăшпа килĕшетĕп пулсан та хамăн кĕске ĕмĕрте малашне санран нихăçан та уйрăлмастăп,— Мэри ситарет тĕпне сӳнтерчĕ. Ачашланса, кăмăлне йӳле ярса пĕтĕм ӳт-пĕвĕпе Герман чĕркуççийĕ çине майлашăнса ларчĕ, куççуль витĕр çине-çинех чуптурĕ, арçыннăн вăйлă ытамĕнчен çепĕç сасси аран-аран сăрхăнса тухрĕ: — Ĕмĕр пĕрле пурăнасчĕ, ĕмĕр пĕрле пуласчĕ пирĕн, Герман. Мĕн виличченех — пĕрле! — терĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6