Кăвак çĕмрен :: Терт пур та — термен çук
Çу кунĕсем иртсе пыраççĕ ĕнтĕ.
Çанталăк пĕрре сивĕтнĕ пек пулать, тепре ăшăтса ярать. Хальхаççăн кăшт сулхăнрах тăчĕ. Уйрăмах каçсерен сивĕтнĕ пек пулчĕ. Кеçĕр, ак, çанталăк çемçетрĕ пек-ха. Тӳпере çăлтăрсем тухса тулнă.
Кăвайт кутĕнче çиччĕн-саккăрăн калаçса лараççĕ. Çурçĕр те çитсе пырать, çапах çывăрмаççĕ-ха кусем.
— Авăн уйăхĕ те вĕçленсе пырать ĕнтĕ, — калаçать вăтам çулсенелли тăрнакай арçын. — Чăвашра тырпул та пухса кĕртсе пĕтереççĕ. Эпир пур, çаплах çӳретпĕр...
— Ара, кам шутланă ăна вăрçă çапла нумая пырасса! — сăмах хушрĕ кĕреçе сухалă хресчен.
— Киле таврăнас килет, — ăна чарсах каларĕ тăрнаккаййи.
— Аллăма хĕç вырăнне пуртă тытса вут касас, хул урлă укçу вырăнне пăтавкка çакса уя тухас килет, тырпул акма çӳрес килет.
— Манăн алă-ура та ĕçшĕн тунсăхла пуçларĕ, — хутшăнчĕ калаçăва çӳхе мăйăхлă çап-çамрăк йĕкĕт. — Ялта ман савни пурччĕ. Кăçал кĕркунне туй тăвас тесеттĕмĕр. Эпĕ ентĕ хулăн укçи те тӳленĕччĕ. Эх, кĕтеççĕ пуль мана.
— Тем, ĕçсем ăнăçми пулчĕç пирĕн, — калаçса кайрĕ кĕреçе сухалли. — Патька-патша Мускав еннелле çул тытать пуль тенĕччĕ эпир. Халь, ав, таçта кăнтăр енне килсе тухрăмăр.
— Кам пĕлет çав ĕнтĕ, тен, пирĕн кил еннелле çаврăнмалла мар-ши? — иккĕленсе илчĕ çара пуç ларакан ырхан чăваш. — Килте мĕнле-ха ĕнтĕ капла? Ара, килте ман урăх арçын та çук-çке Арăм та икĕ хĕр. Вилес пекех ылханаççĕ пуль. Мĕншĕн халь те таврăнмасть-ши теççĕ пуль.
— И-и-и, ара тĕрĕс те калаçан пуль çав. Капла эпир салтаксем пек харампыр кăна пулса кайрăмăр. Чăваш çынни хăçан харампыр пулни пур? Ĕçлес килнипе аптăратпăр-çке, — сăмах хушмасăр юлмарĕ кăвайт пăтратса ларакан арçын.
Пуринчен те хыçаларах — хулăм туталлă арçын. Вăл халиччен калаçăва хутшăнмарĕ. Анчах юлашки сăмахсене илтсессĕн чăтаймарĕ пулас, хыттăн кăшкăрса ячĕ.
— Этьсемри, итлĕр-ха, эппин, ман сăмаха та.
Ку Аçтăрхан пулчĕ. Вăл юлашки вăхăтра ыйхă килменнипе аптрать. Çавăнпа юлташĕсенчен уйрăлса калаçса ларакансем патне килнĕ иккен.
Пурте ун еннелле çаврăнчĕç.
— Ваттисем каланă: Атăл урлă каçмасăр аттуна ан хыв, тенĕ. Çавна манса каяр мар-ха, этьсемри. Капла эпир кашнийĕ хăй çинчен, арăм çинчен те савни çинчен калаçа пуçласан мĕнле-ха вара? Хăвăрах шухăшласа пăхăр, амикке, кашнийĕн пирĕн, чăнах та, тăвансем пур, пĕлĕшсем пур. Çавсем патне кашниех пăрахса кайсан мĕн пулать-ха? Кам вара патька-патша патне юлĕ? Кам вара халăх ĕçĕшĕн кĕрешĕ? Шухăшласа пăхăр-ха, этьсемри. Ав, епле пулса тухать, амикке.
Ку сăмаха илтсен, кăвайт кутĕнче лараканнисем шухăша путрĕç.
— Ăсу кăна кайтăр çав, — терĕ тăрнаккаййи ĕнсине кăтăр-кăтăр хыçса. — Тĕрĕс калаçан-çке, Аçтăрхан. Эпĕ кун пирки шухăшламан та.
— Эсĕ шухăшламан пулĕ те-ха, — чарчĕ ăна çара пуç лараканни. — Пăхăсăн, капла патька-патша та, патька-патша тесе эпир пуçа çухатмалла-и?
— Пасса! — калаçа пуçларĕ хайхи кĕреçе сухалли. — Вăхăчĕ ытла нумая кайрĕ-çке. Эпир, мĕн, патька-патшана пулăшма ялан хатĕр. Çапах кил пирки те шухăшлатпăр-çке.
— Хресчен çынни ялан ĕçрен пăрăнса çӳрени те аван мар, — терĕ кăвайт пăтратса лараканни.
— Чим-ха, чим, — васкаса калаçа пуçларĕ çӳхе мăйăхли, савнине аса илекенни. — Чим, этьсемри, ара, кам кунта ĕçрен пăрăнса çӳрет? Эпир ĕçрен пăрăнса çӳретпĕр-и? Çук! Ĕç пирки, мĕн, ĕçне эпир ĕçлеме пултаратпăр. Ĕçлес килет, чăн ĕнтĕ. Çапах та эпĕ Аçтăрханпа килĕшетĕп. Хăшпĕр чухне эпир шухăшпа шурă пӳрт, канашпа картиш çавăратпăр. Кайран вара шухăшланине те, канашланине те вĕçне çитерместпĕр. Капла юрамасть. Патька-патша патне килтĕмĕр пулсан, пăрахса кайма юрамасть пирĕн. Майра-патша çарĕсене çĕмĕрсе тăкса пĕтермесĕр кил пирки пит шухăшласах каймалла мар çав.
— Тĕрĕс калатăн, — килĕшрĕç унпала иккĕн харăс.
Çав хушăра калаçса ларакансем патне тепĕр пилĕк-ултă çын пырса ларчĕç. Вĕсен хушшинче — Ишмук, Атлай. Çĕнĕрен пынисем хыçаларах вырнаçрĕç те кунта мĕн пулнине итлеме тытăнчĕç.
Халĕ çара пуç ларакан чăваш калаçать иккен:
— И-и, эсĕ, ачам, çамрăк-ха, — тет лешĕ çӳхе мăйăхли енне çаврăнса. — Мĕнле пăтă çисен мĕнле шыв ĕçмеллине чухлаймастăн-ха, ачамкка. Ара, эпир Кĕтнепе Хырла тăрăхĕнчен тухса килнĕ чухне кам шухăшланă пурнăç çапла усалланса каясса. Енчен те майра-патша çарĕсем пире хамăра йăлтах çĕмĕрсе тăксан? Эсĕ калани вăл çапайман пысăк çĕкленĕ, тенĕ пек ан пултăр.
— Ан лăпăртат-ха! — терĕ ăна Аçтăрхан.
— Ан лăпăртат-ха, тетĕн, — чарăнма пĕлмерĕ çара пуçăнни. — Хăв шухăшласа пăх, Аçтăрхан. Чĕмпĕр енне, астăватăн-и, самай пысăк çар кайрĕ пирĕн. Çавна майра-патша çарĕ йăлтах çĕмĕрсе тăкнă тет-иç.
— Халăх çăварĕ — хапха çăвар. Тем те калаçать пуль.
— Аçтăрхан, эсĕ пĕлмене ан пер, — чарăнмарĕ лешĕ çаплах. — Хамăр та чылай шар куртăмăр ĕнтĕ майра-патша çарĕнчен. Саранск хулинчен иртсессĕн хамăра та хупăрласа илчĕç-çке.
— Хупăрласа илессе хупăрласа илчĕç те-ха, анчах кайран хăйсемех пăрахса тарчĕç.
— Алюн полковник пире пулăшма персе çитсен. Элле вăл пулман-тăк!
— Тăк-тăк! — çилленсех кайрĕ ахаль те кăрарах Аçтăрхан. — Эсĕ мĕн тăклатса ларан кунта! Патька-патшана хирĕç-им эсĕ!..
Çынсене тĕккелесе пер-пĕринпе хирĕçсех кайма тăнисен умне Ишмук тухса тăчĕ.
— Этьсемри, апла пĕр-пĕрне кӳрентерер мар-ха. Аçтăрхан, лăплан-ха.
— Мĕн вăл халăха пăтратса ларать!
— Чим, акă, итлĕр-ха ман сăмаха, — терĕ Ишмук. — Эсĕ, ырă çыннăм, тĕрĕс калатăн, — çара пуç ларакана лăплантарчĕ вăл. — Тĕрĕс, майра-патша çарĕ пире ун чухне хупăрласа илчĕ. Анчах та Алюн полковник çав вăхăтра пире пулăшма персе çитрĕ. Вара пирĕн икĕ çар майра-патша çарне леш тĕичене ăсатре. Çапла-и? Халь курăр ĕнтĕ, пĕр-пĕрне пулăшсассăн пире нимĕнле салтаксем те, нимĕнле майра-патша çарĕсем те хур тăваймĕç. Çапла-и? Пĕри те пĕри вара пăраха-пăраха кайсан, майра-патша салтакĕсем пире тилĕ чăх чĕппине каплаттарнă пек тытса тухĕç.
— Ăсу кăна кайтăр çав, — пуçне каллех кăтăрт-кăтăрт хыçса калаçса кайрĕ тăрнаккаййи. — Эсĕ тĕрĕс калатăн, Ишмук. Чăнах та çапла. Итлĕр-ха акă. Пирĕн ялта пĕр ватă çын вилес умĕн ывăлĕсене хăй патне пухрĕ, тет. Унăн пилĕк ывăл пулнă. Ывăлĕсем пухăнсан вăл икĕ шăпăр илсе килме хушнă. Вара пĕр шăпăрне салтать те ывăлĕсене хулă валеçсе парать. «Хуçăр, хуçаятăр-и?» — тет. «Хуçатпăр», — теççĕ ывăлĕсем. Чăнах та пурте хăйсене панă хулăсене хуçса тухаççĕ. Кун хыççăн хайхи старик тепĕр шăпăрне алла илет. Кантăрине салтса, лайăхрах туртса çыхать. Вара шăпăрне ывăлĕсене парать: «Хуçăр, хуçаятăр-и?» — тет. Ывăлĕсем пĕрин хыççăн тепри шăпăра тытса хуçма тăрăшса пăхаççĕ. Кашнийĕ менпур вăйне пухать. Çапах та пĕри те шăпăра хуçаймасть... Çакна курсан, старик ачисене каланă вара: «Эпĕ вилетĕп ĕнтĕ. Эсир хăвăр кăна юлатăр. Астăвăр, пĕр-пĕрне пулăшса, пĕри теприншĕн тăрăшса пурăнсассăн, сире никам та хур кӳреймĕ, мăшкăл кăтартаймĕ, инкеклĕ тăваймĕ. Анчах та пĕр-пĕринчен уйрăлса кайсан, пĕри теприне пулăшма пăрахсан, сире кашниех, салтнă шăпăр хуллисене хуçнă пек, усал сунакансем хур кӳрĕç, мăшкăл кăтартĕç, инкеклĕ тăвĕç!»
— Тĕрĕс те каланă, ами! — кăшкăрса ячĕ Атлай. — Этьсемри, ку сăмах шăп та лăп пирĕн çинчен. Эпир çапла пурте патька-патшана çирĕп шанса, пĕр-пĕрне пулăшса пырсан, пире никам та çĕнеймĕ. Халăх вăйĕ аслă. Халăх сурать — кӳлĕ тăвать.
— Çапла, ял кӳлли аслă! — сăмах хушрĕ хыçалти ĕретре ларакансенчен пĕри.
Ыттисене хĕскелесе, кăвайт умнерех, çын курмалли çĕререх хăшместĕр тухрĕ. Такăш вăхăтра вăл кунта килсе тăнă. Ăна никам та асăрхаманччĕ. Çакскер вара, çара пуçăн лараканни енне çаврăнчĕ те, кăшт куларах çапла каларĕ:
— Хăракана таракан та пуç касан пек курăннă, тет. Эс, тем, чăнах та ытла хăравçă пулас.
Леш, хĕремесленсе кайса, нимĕн те чĕнмерĕ.
— Этьсемри, — тавлашакансем хирĕçсех ан кайччăр тесе калаçăва хутшăнас терĕ Ишмук. — Эпĕ сире пĕр мыскара каласа кăтартам-ха. Çав пит хăравçă пирки. Пирĕн ялта ĕлĕк пĕр Юман ятлă ача пурччĕ. Çав пĕррехинче каç пулсан пӳртне кĕрет. Пӳртĕнче никам та пулман. Амăшне чĕнет Юман. Сасă çук: Ашшĕне чĕнет Юман. Сасă çук. Çакскер вара хăйă çутма тесе кăмака умнелле иртет те темĕскер пăшăл-пăшăл тунине илтет. Тем пуçне пырса кĕрет ĕнтĕ ачанне. «Эх, — тет вăл, — хĕрт-сурт пулчĕ ку! Хĕрт-сурт!» тесе шухăшлать те хăраса ӳксе каялла чакма тытăнать. Тĕттĕмре хăй турчка тимĕрĕ çине пусать. Турчки аври кăна çамкинчен шач! тутарать. Ах, çапрĕ, çапрĕ! тесе кăшкăрса ярать те Юман тарма пуçлать.
Пĕр такăнсан — такăнан, теççĕ-и. Кунăн çăпати кантри салтăннă иккен. Алкумне чупса тухма тăнă чухне салтăннă çăпата кантри алăк хушшине хĕсĕнет. Юман вара алкумне лап! туса пичĕ çине ӳкет те кăшкăрса ярать. «Пулăшăр! Пулăшăр! Хĕрт-сурт тытрĕ!» — тет... Юман ашшĕ картишĕнче пулнă. Ывăлĕн сассине илтсе чупса пырать те хăй, пăхать — Юман тăнне те çухатнă.
— Ха-ха-ха! — кулса ячĕç итлекенсем. Тин кăна кулянса калаçакансем ăшĕсене тытса кула пуçларĕç.
Леш çара пуç ларакан чăваш та хăйне чараймарĕ, такам кăтăкланă пек ахăлтатрĕ те ахăлтатрĕ. Ишмук та юлташĕсене çапла савăнтарса, хуйхă-суйхă çинчен мантарнăшăн савăнчĕ пулас, кăмăллăн хĕвел пек çиçсе ларчĕ.
— Чим-ха, кала, мĕнрен хăранă вара вăл сан Юману малтан, кăмака умĕнче? — ыйтрĕ кулса лăплана пуçласан хăшместĕр.
— Унта чуста йӳçсе ларнă. Чуста йӳçнĕ чухне сас тăватьиç. Çавăнтан.
Ишмук пуçне сулла-сулла кулчĕ:
— Этьсемри, хăравçăшăн тата турчăки те тупăннă-çке.
— Хăй çăпати те тăшман пулса тăнă! — сăмах хушрĕ Аçтăрхан.
— Çапла, — кулма чарăнаймарĕç çынсем...
— Этьсемри, — тени илтĕнчĕ сасартăк хĕр сасси. — Этьсемри, эпĕ те илтрĕм те-ха эсир калаçнине.
Ку Укаслу пулчĕ. Калаçа-калаçа çынсем кăвайт умне хăйсен çарпуçĕ пырса тăнине те асăрхаман иккен.
— Хăрани пирки мана пĕчĕкçĕ чухне асатте юмах каласа панăччĕ. Мулкач шыв ĕçме çырма хĕррине пынă тет те хăй сăнне курнă. «Мĕнле тискер кайăк ку? Хăлхисем пы-ы-ысăк!» тесе шухăшлать хайхи. Хăраса ӳкет те тара парать. Кунĕпе шыв ĕçме пымашкăн хăраса çӳрет тет çакă.
Çынсем каллех ахăлтатса кулса ячĕç.
Кулса чарăнсан, Укаслу вара пурне те çапла каларĕ:
— Этьсемри, пирĕн вăйсем хушăнсах пыраççĕ. Часах, акă, пирĕн пата Дон хусахĕсем килсе çитеççĕ. Вара патька-патша Мускав енне çула тухать. Нимĕн пирки те ан шухăшлăр, пурте пĕрле çирĕп тăрсан, пире никам та çĕнеес çук. Часах патька-патша Мускава çитĕ, Питĕре кĕрĕ. Вара çĕршывра никам та пире мăшкăллаймĕ, хăратаймĕ. Шанăр çакна. Ĕненĕр. Тата çакна хушса калам. Патька-патша çак кунсенче пирĕн пата килмелле. Пирĕн кăрала пăхасшăн вăл, пирĕнпе калаçасшăн. Кĕтсе илме хатĕрленĕр ăна. Хамăр ята ярар мар, этьсемĕр!..
Çутăлса килет ĕнтĕ.
Шурăмпуç çути тĕнчене илем кӳчĕ.
Сасартăк çывăхри вăрман енче ут ури сасси илтĕнсе кайрĕ.
Пĕччен юланутçă айлăмран сиктерсе тухрĕ те ку еннелле çул тытрĕ.
Укаслу аякранах палласа илчĕ. Алюн ку. Ăна курма васкать.
Укаслу ăна хирĕç кайрĕ.
Юланутçă учĕ çинчен сиксе анчĕ те хĕре хирĕç çуран утса пычĕ.
— Çĕнĕ хыпар, Укаслу, — терĕ çитсенех.
— Мĕн тата? — хыпăнса ӳкрĕ хĕр.
— Темĕнех мар та, часрах сана пĕлтерес, терĕм.
— Кала, хыпарне кала! — васкатрĕ Укаслу.
— Сюльдяшов килсе çитнĕ.
— Сюльдяшов? Улатăр вăйпучĕ-и?
— Çавă. Государь-император патĕнче куртăм.
— Хăçан?
— Ĕнер.
Укаслу шухăша кайрĕ. Унăн çамки пĕркеленчĕ. Куçĕ тĕксĕмленчĕ.
— Патька-патшана эсĕ вăл пире епле кĕтсе илни çинчен каламан-и? — ыйтрĕ вăл.
— Ĕнер каласа кăтартрăм. Сан çыннусем ăна епле ăс вĕрентсе хăварнине те каларăм.
— Вăл мĕн терĕ?
— Кулать. «Хăй валли хăй тупнă», — тет. Сана мухтаса илчĕ.
— Ара. Сюльдяшов сутăнчăк-иç! — кăшкăрса ячĕ хĕр.
— Государь калать, çук, тет. «Йăнăшасси йăнăшнă вăл, анчах сутăнман пуль», — тет. Сире иксĕре килĕштересчĕ, тет.
— Сюльдяшов хăй вара?
— Укаслу-полковник умĕнче айăплă, тесе калать, тет.
— Айăплă! Килсе çитрĕ ĕнтĕ. Эрешмен пек хăй картине кара пуçларĕ. Лере мĕн, тухса тарнă-ши? Е терт пур та термен çук тенĕ пуль...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...