Кăвак çĕмрен :: Шывăн турачĕ пур-и?
Урхамахсем улттăн, утçăм пĕччен,
Шав туртаймĕ тесе хăратăп.
Çичĕ ютсем çиччĕн, эп пĕр-пĕччен,
Ăраскалсăр тесе хăратăп.
Эмине.
Сюльдяшов çарĕ çунса кайнă ялтан аяккарах кайса вăрман хĕррине тапăра тăчĕ. Вилнĕ салтаксене час пытарчĕç. Вĕсен шучĕ вунпĕр пулчĕ. Вăйпут пит тĕксĕм сăнлă çӳрерĕ. Пуçне унăнне çыхса янă. Суранĕ ыратать, темшĕн икĕ куçĕ те сурать. Хăрушă шухăш кая пĕлмест пуçĕнчен. «Кашни кун вунпĕршер салтак çухатсассăн часах эпĕ пĕр-пĕччен тăрса юлатăп. Çав ватсупнă карчăкшăн пĕтĕм ял урса каясса кам шухăшланă!» — терĕ вăл.
Унран инçех мар каска çинче Савантер ларать. Вăл та хура пĕлĕт пек тĕксĕм сăнлă. Куçĕ айĕнче çăпан пек пысăк суран хăпаланса тухнă. «Эх, чавса çывăх та çыртма çук. Акă ĕнтĕ эпĕ çуртсăр-йĕрсĕр тăрса юлтăм. Сĕтĕрĕнсе çӳрекен çапкаланчăк пултăм. Арăм сывă-и — ăна та пĕлместĕп. Анне ăçта — ăна та чухламастăп. Пурте пĕтрĕç пулмалла, — терĕ вăл чăтма çук кулянса. — Чĕрĕ юлнă килтешсем пурте сĕм вăрмана тарса кайнă. Кама ĕнентĕм-ха эпĕ! Кама шанса çакăнта ертсе килтĕм!
Вăйпута-и! Ара, аслаттейсемех каланă-иç: шывăн турăчĕ çук, вăйпутăн чĕри çук. Эпĕ ăна икĕ хутчен вилĕмрен çăлтăм. Вăл пур мана хырăмран урипе чышса сирпĕтрĕ. Халĕ те-ха пĕтĕм шăм-шак ыратать. Çуртăма та, мĕнпур пурлăха та вăлах çунтарса ячĕ. Шывăн турачĕ çук, шывăн турачĕ çук...»
Унăн ури çине сиксе тăрса вăйпута пусса ӳкерес те пăвса пăрахас килсе кайрĕ. Анчах хăй пĕр ун пек кун пек хускану тума та шикленчĕ. Вăл лайăх пĕлет, салтаксем ăна Сюльдяшов патне çити чупса пыма та памаççĕ, касса пăрахаççĕ. Савантер тата вăрмана тарса каяс мар-ши тесе те шухăшласа пăхрĕ. Анчах ку шухăша та пăрахăçлама тиврĕ. Мĕншĕн тесен чи малтан тĕл пулнă Килтеш çынниех ăна питĕнчен сурать те пуçне касса татать. Вăл халь хăйне упапа кашкăр хушшине юлнă пек туйрĕ. Кашкăрĕ те ăна шеллесе тăмĕ, упи те тытса çурĕ. Халĕ унăн ним тума та çук ĕнтĕ, ирĕксĕрех малашне те Улатăр вăйпутне юраса пурăнас пулать. Тен, вăл ăна хăйпе пĕрле Улатăра илĕ, ура çине тăма пулăшĕ. Çапла-а, Савантер халĕ ĕнтĕ унран ниепле те юлаймасть. Вăл ăна икĕ хутчен çăлчĕ те-ха. Антив, Сюльдяшов та Савантере çăлтăр...
Улатăр вăйпучĕ çунса кайнă Килтеш патне пычĕ. Лешĕ çаплипех хура пĕлĕт пек тĕксĕм сăнлă.
— Пуçне çӳлерех çĕкле, Савантер, — терĕ вăйпут, кăшт мăшкăлланăн кулса. — Мĕн эсĕ Эсрел чĕппи пек пит тĕксĕм сăнлă?
— Тĕксĕм сăнлă! — хăйне хăй тытса чараймарĕ Савантер çакна илтсен. — Пĕтĕм пурнăçа тĕп турăн эсĕ манне! Пĕтĕм пурнăçа!..
— Ан шавла! Ан шавла! — чарчĕ ăна вăйпут. — Пирĕн пĕр-пĕринпе хирĕçмелле мар. Пурнăç пăсăлчĕ, тетĕн. Ун вырăнне эсĕ хăв тавăрас тенисене пурне те тавăртăн. Карчăка та тавăртăн. Ара, ăна сан кăмăлна пула лапри хурамаран çакрăмăр, унта вăл хурами-мĕнĕ пĕтĕмпех çунса кайрĕ.
— Яла çунтарса яма кам ыйтрĕ сана?
— Никам та ыйтман. Ман хамăн çунтарас килчĕ. Вара ман хам тăвас тенине тума юрамасть-им? Е эпĕ çак самантран пуçласа эпĕ мар-и, е эпĕ воевода мар-и?
— Çук, вăйпутне вăйпут эсĕ. Анчах эпĕ сана икĕ хутчен вилĕмрен çăлтăм... Эсĕ вара... шывăн турачĕ çук, вăйпутăн — чĕри çук тесе ахальтен каламан çав...
— Ан кулян, Савантер. Эпĕ сана кирлĕ пек тав тума пĕлĕп. Акă, Улатăра таврăнар-ха. Ун чухне хăвна мĕн кирлине йăлтах тупăн. Çурту та пулĕ, укçа та...
Вĕсенчен инçех те мар — капрал. Леш Улатăрта чухне Укаслу çыннисенчен пĕри ăна хĕçĕпе çапса амантса хăварнăччĕ. Вăл вăйпутпа Савантер калаçнине йăлтах илтет, Хунчар таврашĕ сассине хăпартмассерен шарт сикнĕ пулать, пуçне çĕклесе Сюльдяшов çине пăхать. Вăйпут куçне кăна кирлĕ пек хускаттăр, вăл çавăнтах Савантер çине сиксе ларма хатĕр. Анчах Сюльдяшов ним пулман пек калаçать, лешĕ кăшкăрашнине те шута хумасть, Улатăра таврăнсассăн хăй ырлăхне палăртма сăмах парать.
Вăйпутăн юлашки сăмахĕсене илтсессĕн, Савантер кăшт лăпланчĕ, йĕркеллĕрех калаçа пуçларĕ. Анчах, вăл йĕркеленнĕ май, Сюльдяшов йĕпленсе пычĕ.
— Акă эсĕ туратсăр шыв пирки лăпăртаткаларăн, — терĕ вăл. — Хăвăн вара, Савантер, чĕрӳ пур-и сан? Сан шывун турачĕ пур-и? Ара, эсĕ мар-и карчăка çакас текенĕ. Эсĕ ăна пĕртте шеллемерĕн-çке.
Савантер хирĕç нимĕн те чĕнеймерĕ.
— Чĕнместĕн-и? Çапла çав вăл чăннине каласан. Санăн шывун та, манăнни пекех, турачĕ çук. Ăнлантăн-и? Çынна вăрçма пĕлетпĕр эпир, сăмса айĕнчине вара курмастпăр. Çапла-и?
Савантер çаплах нимĕн те чĕнмесĕр ларчĕ.
Салтаксем тапăрта йĕркеллех çĕр каçрĕç. Тепĕр кун илĕм-тилĕмлех Сюльдяшов хăй патне Савантере чĕнтерчĕ:
— Укаслу хурахĕсем хуçаланнă тепĕр яла кайса йĕрке туса килес. Ертсе кай унта пире! — терĕ.
Савантерĕн ним тума та çук. Хирĕçлеме халь тин пултараймасть ĕнтĕ. Вара вăл салтаксене Валтиелне кайма илсе тухрĕ. Çул çинче вăйпута çапла çеç тархасласа ыйтрĕ:
— Ялне, тархасшăн, ан çунтарăр. Вут чĕртни вăл — пысăк çылăх.
— Сана мĕн! — кăшкăрса тăкрĕ Сюльдяшов. — Сан çунмасть пуль хальхинче. Е сан кашни ялтах çурту пур-и?
— Вут чĕртни вăл — пысăк çылăх! — хăйĕннех печĕ Савантер. — Çылăх? Ку тĕрĕс, — сасартăк килĕшрĕ унпа Сюльдяшов.
— Юрĕ, çитсен курăпăр унта. Ара, Килтеше çунтарса янăшăн эпĕ айăплă мар. Килтешсем хăйсем айăплă, — тӳрре тухма тăрăшнăн калаçрĕ. — Хăйсем малтан пирĕн çине тапăнчĕç. Эпир вара вĕсене вĕрентсе илтĕмĕр. Çавă çеç. Халь каякан ял çыннисем ĕретлĕрех пуль-ха, çӳлевĕçсем пек çапла сиксе ӳкмĕç.
Вăрманти çулпа пит сыхланса утрĕç. Мала ертаулсем кăларса ячĕç. Тĕп çар вара асăрхану йĕркине пит пăхса пычĕ, салтаксем халь тесен халь персе яма хатĕр.
Çапăçасси, тăвасси пулмарĕ. Çул çинче никам та курăнмарĕ. Иртен-çӳрен те çук. Вăрман чăтлăхĕсенче те шăп. Кайăксем те пулин юрламаççĕ. Вĕсем те пулин салтаксенчен шикленсе таçти вырăнсене пытана-пытана ларнă тейĕн çав.
Халăх сăмахĕ тĕрĕс иккен: усал хыпар урхамахран та часрах çӳрет.
Килтешре мĕн пулнине валтиелсем илтме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Çавăнпа вĕсем Сюльдяшов çарĕ хăйсен ялĕ патнелле пыма тухнă тенине илтсенех сĕм вăрмансене тарса пĕтнĕ.
Валтиел ялĕнче вилĕ шăтăкĕнчи пекех шăп.
Пырса кĕрсессĕнех, кама та пулин тупăпăр, тесе салтаксем хапхасене пыра-пыра шаккарĕç, пӳрт-çурта кĕре-кĕре кайса арăш-пирĕш çавăрттарса тухрĕç, хуçисене шырарĕç. Анчах ниçта та никам та çук. .
Чăнласах та, тахçан çын пурăннă яла мар, вилĕм шăтăкне пырса кĕнĕ пекех. Вара, тарăхнипе, Сюльдяшов салтаксене çапла каларĕ:
— Тарса пĕтнĕ-тĕк — тарччăр! Мĕн пăрахса хăварнă, çавă сире пулĕ! Пухăр мĕн кирлине!
Тепĕр темиçе самантран ялта шăв-шав, калаçни, алăк ватни, тем-тем çĕмĕрни илтĕне пуçларĕ. Салтаксем пĕр-пĕрне тĕрткелесех пӳрт-çуртран тĕрлĕ япаласем турта-турта кăларчĕç, хăйсене валли суйлама тытăнчĕç.
Вĕсем çине пăхса Савантер вăрçă çынна мĕн тери тискерлетсе сăнсăрлатма пултарни пирки шухăшларĕ. «Тискер кайăках пулса каять иккен çын тени», — хăй илтмелле мăкăртатрĕ вăл тарăхнăн.
Икĕ салтак юнашарти çуртран тем пысăкăш çӳпçе сĕтĕрсе тухрĕç те хуппине хĕçсемпе хайăрса уçрĕç. Часах çакскерсем çӳпçерен юхтă атă, темиçе камсул тата тем тĕрлĕ кĕмĕл япаласем туртса кăлара пуçларĕç. Çакна курах кайрĕ Савантер. Шарт сикнĕ пек пулчĕ. Пуçне çĕнĕ шухăш пырса кĕчĕ: «Ара, мĕн çунса кайнине эпĕ кунта пĕр кун хушшинчех тупма пултаратăп-çке!» Вара чĕлхине тем чаклаттарса илчĕ те, çӳлевĕç пек сиксе ӳксе, никам та кĕрсе тухма ĕлкĕреймен çурт еннелле ыткăнчĕ...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...