Кăвак çĕмрен :: Çĕрлехи çул çĕр тĕслĕ


Çак каçхине ун патне пĕр-пĕр йыт-качка пырса тухнă пулсан Савантер ун çăварне çăмăллăнах лекетчĕ. Анчах телейĕ пулчĕ пуль çав унăн. Пихампарпа Пӳлĕхçĕ ăна хальхинче те упраса хăварчĕç. Вăл хĕвел самай çӳле хăпарсан кăна вăранса кайрĕ. Хăйне ĕнер мĕн пулнине ăнланаймасăр Савантер чылай хушă выртрĕ. Кайран вара майĕпен ăна кĕре пуçларĕ. Ахăртнех, ĕнер вăл асăрхамасăр çимелли курăкпа пĕрле наркăмăшлă çырла таврашĕ хыпнă пулас. Хăсса кăларман пулсан, вăл вилетчех. Те çав тунката çине çапăнни пулăшрĕ. Хăсни ăна вилесрен çăлса хăварчĕ.

Савантер ури çине çĕкленчĕ. Нимĕн хевти те юлман иккен унăн. Йăлт халтан кайнă. Çиесси те, ĕçесси те килмест. Ним хускалми выртасси çеç килет. «Мĕн тумалла? — тесе шухăшларĕ вăл. — Капла эпĕ вилсе те кайма пултаратăп! Яла кĕмелле мар-ши? Çук, юрамасть. Çав ылханлă хĕр аллине лексен кунтан та усал пулĕ. Капла, кунта вилсен-тусан тарса çурет тесе шухăшлĕ-хăть, хăйне тавăрма пултарасси пирки шухăшлĕ».

Таркăн йĕри-тавралла пăхрĕ. Инçех те мар тарăн çырма пур. Унта анас терĕ. Хуллен, уринчен урине аран ирттерсе, çырма тĕпне анчĕ. Тĕпĕнче шыв юхса выртать. Çăл шывĕ. Тап-таса, шăла ыраттармалла сивĕскер. Ăна курсассăнах Савантерĕн ĕçесси килсе кайрĕ.

Вăл вара çăл шывĕ патне персе анчĕ те кана пĕлми ĕçме тытăнчĕ. Чылайччен ĕçрĕ... Тепре канса илчĕ те каллех ĕçрĕ... Юлашкинчен аранах ĕçсе тăранчĕ.

Ури çине çĕкленчĕ. Сасартăк хăйĕн çав тери çывăрас килнине туйрĕ. «Çывăрас, çывăрас, çывăрас!» — тет пĕтĕм шăм шак.

«Ăçта выртас-ши? — шухăшларĕ Савантер. — Тискер кайăксем пырса тухман вырăн тупса выртасчĕ те...»

Çыран хĕррипе — йывăçсем. Тымарĕсем çырма хĕррине тапса тухнă, типпе юлнă. Хăш-пĕрин тымарĕ çавтери çирĕп, арман пăявĕ пекех. Акă, кунта çĕр ишĕлсе аннă. Йывăç тымарĕсемпе çыран хушшинче хăвăл юлнă. Çĕр айĕнчи çул тейĕн çав. Çăлăнăç çакăнта иккенне Савантер тӳрех ăнланчĕ. Вăл тапалана-тапалана тымарсем хушшине кĕрсе вырнаçрĕ. Тавралла пăхса илчĕ. Тăсăлса выртма пулать. Анчах тискер кайăксем çĕмĕрсе ан кĕччĕр тесе хăш-пĕр тымарне çыхкалас пулать. Вăл ĕçе вăраха хăвармарĕ... Халĕ çывăрма та юрать ĕнтĕ. Ал-хапăллăн нимле йыт-качка та ун патне пырса кĕреес çук. Савантер çав тери час çывăрса кайрĕ. Те сахал çывăрчĕ вăл, те нумай çывăрчĕ. Вăранасса вара тăр кăнтăрла вăранчĕ. «Çапла териех сахал çывăртăм-ши? — шухăшларĕ Савантер. — Пулма пултараймасть.... Тен, эпĕ талăкĕпех çывăртăм пулĕ?» Карăнса илчĕ. Вăй пур пек. Пуçĕ те чиперех, сайра-хутра çеç çамкара тем чиккелесе илет. Тата çиес килет.

Вăл хăй вырăнĕнчен шуса тухрĕ. Ах, мĕн тери çиесси килет унăн!

Савантер курăк хушшинче çĕр çырли асăрхарĕ. Пĕшкĕнчĕ те татса илчĕ. Анчах çиме хăрарĕ. Сасартăк каллех ăшĕ ыратма пуçласассăн. Мĕн тумалла вара? «Пӳлĕхçĕ, ун пек инкек тек ан кăтартах!» — кĕлтурĕ вăл.

 

...Хăйне хăй хытарса, Савантер кунĕпех вăрман тăрăх сулланса çӳрерĕ. Каçалапа вара çапла шухăш турĕ: «Каçпа яла каятăп, киле кĕретĕп те лайăх ухă, туп-тулли укçа, хĕç, апат-çимĕç илсе тухăп. Вара ут утланса каялла сăптăрăп. И-и, пурăнăп вара!» — терĕ.

Каç пулчĕ.

Çĕрлехи çул çĕр тĕслĕ, тенĕ. Анчах асăрханма пĕлсессĕн хăвна кирлĕ çула суйласа илетĕнех. Уйрăмах çапла, Савантер пек тертленсе пĕтнĕ хыççăн.

Савантер çав тери сыхланса яла кĕчĕ те тĕлĕнсех кайрĕ. Пур çĕрте те шăп. Ют çын лашисем те кĕçенмеççĕ. Никам хĕçĕ е сăнни чанклатни те илтĕнмест. Ниçта хурал та курăнмасть. Ялта нимĕнле çын таврашĕ те çук, тейĕн çав.

Килĕ тĕлне асăрханса пычĕ вăл. Пытанса, картишне кĕчĕ. Унтан алкум алăкне уçрĕ. Эй, аслă Пӳлĕхçĕ! Мĕн тери телей! Килĕнче пурте йĕркеллĕ, вăл тарса кайнă чухне мĕнле пулнă çавăн пекех...

■ Страницăсем: 1 2