Кăвак çĕмрен :: Вутпа вут, хутпа хут
Хулара мĕн тери шăв-шав туса хăварнине пĕлмесĕрех Укаслу хăй çарĕпе мăкшă вăрманне кĕрсе кайрĕ те, Сăрă шывне хирĕç çур çухрăм пек хăпарса, сывлăш çавăрса илме чарăнчĕ.
Укаслу патне Тимофей-хусах Сюльдяшова илсе пычĕ:
— Акă вăл, сутăнчăк! Пире, государь-императорăн шанчăклă çыннисене, тĕп тума шухăшланă вăл! — терĕ.
Укаслу Сюльдяшов çине çилĕллĕн пăхрĕ:
— Ну, кала, сутăнчăк, хăв сăмахна! — хушрĕ. Сюльдяшов хăйне мăнкăмăллăн тытрĕ-ха.
— Эпĕ — государь-императорăн полковникĕ, хула воеводи. Эсир, мана тыткăна илсе, государь-императора мăшкăлларăр. Куншăн сире вăл каçармĕ! — хăратма пăхрĕ вăл.
— Апла калаçса тăратии-ха! — кăшкăрса ячĕ Тимофей-хусах. — Атьсем, шăлан хулли хуçса килĕр! Вĕтер пĕрре лайăх кăнă!
— Чим-ха, — чарчĕ Укаслу. — Малтан калаçса пăхар. Ну мĕнле, Сюльдяшов-полковник, ырăпа калаçатпăр-и?
Хăйне кунта тем тĕрлĕ шар кăтартма пултарнине ăнланчĕ курăнать сутăнчăк.
— Эсĕ те, эпĕ те государь-императăрăн шанчăклă çыннисем, — терĕ вăл хăйне урăхларах тытма шухăшласа. — Пирĕн пĕр-пĕринпе хирĕçмелле мар.
— Апла мĕншĕн ман çара хулана кĕртмерĕн?
— Шанчăклă мар пуль терĕм.
— Вара хама çеç хулана илсе кĕрсе тытса хупăп терĕн-и?
— Анне ячĕпе тупа тăватăп, шухăшра та пулман.
— Салтакусем мĕншĕн пирĕн çула пӳлчĕç?
— Ун пекки те пулман.
— Акă мĕскер, — терĕ тарăхса çитнĕ Укаслу. — Эсĕ мана ача тесе шухăшлатăн пулас. Йĕркеллĕ каласа пар. Мĕн шухăш тытнăччĕ эсĕ? Мĕн пирки сутăнтăн? Таçта патька-патшан тăшманĕсем тăраççĕ-и? Кала! Патька-патша хăй ăçталла çул тытрĕ.
— Государь-император ăçта кайнине пĕлетĕп. Саранск енне. Урăх ман ним каламалли те çук. Никама та сутăнман эпĕ.
— Кала! Унсăрăн çак йывăç тăрринчен пуç хĕрлĕ çакса хăваратпăр! — кăшкăрса тăкрĕ Тимофей-хусах.
— Анне ячĕпе тупа тăватăп, никама та сутăнман эпĕ!
— Ирĕк парсам, Укаслу-полковник, ман хусахсем кăшт вĕрентсе илччĕр ăна. Йĕплĕ шăлан хуллисем хатĕрленĕ, ав, — ыйтрĕ Тимофей-хусах. — Вара калаçĕ.
Темиçе хусах йĕплĕ хулă йăтса вĕсем патне çывхарчĕç. Çакна курсан, Сюльдяшов йăлт улшăнса кайрĕ, сасси ылмашрĕ.
— Ирĕк ан пар, Укаслу-полковник! Ирĕк пама пултараймастăн эсĕ! — кăшкăрашрĕ вăл.
«Тем тумалла ĕнтĕ ку çынпа? — аптрарĕ Укаслу. — Тен, чăнах та ним шеллемесĕр хĕнеттермелле мар-ши? Патька-патшана сутни мĕнле иккенне ăнлантăр. Е ку ытла тискер ĕç пулĕ-ши?»
— Ирĕк пама пултарать! — аслати пек сассипе кăшкăрчĕ Тимофей-хусах. — Асту, сутăнчăк, эпĕ ун вырăнĕнче пулас-тăк — пуçна кастарăттăм!
«Тен, ăна чăнах та сывă хăварма юрамасть пуль! — шухăш ярăнса иртрĕ Укаслу пуçĕнче. — Вăл — сутăнчăк, пире пĕтересшĕн пулчĕ... — Анчах ку шухăша хĕр-полковник пăрахăçлама тăрăшрĕ. — Тен, эпĕ хĕрарăм пек çеç шухăшлатăп пулĕ? Эх, ман вырăнта арçын пулсан мĕн тăвĕччĕ-ши? Калăпăр, Пинер...»
Пинер, Пинер... Ырă кăмăллă, уншăн тем те тума хатĕр Пинер. Сасартăк Укаслу куçĕ умне çав хăйне вăрласа кайнă тискер каçхине мĕн пулни тухса тăчĕ. Ăна Карлай учĕ çине çĕклесе çапрĕç. Пĕртен-пĕр Пинер çеç ăна çăлма ыткăнчĕ. Эх, çавăн чухне, хуса çитсен, никама ним шеллемесĕр вăл çав путсĕрсене вĕлернĕ пулсан хăй сывă юлатчĕ те çав... Шеллерĕ, çав тискер кайăкран та усалскерсене шеллерĕ вăл! Карлая çапса ӳкернипех çырлахрĕ, Шăхальне тивмерĕ те... Çавăн пиркиех çĕре кĕчĕ-çке-ха вăл! Çавăн пиркиех Укаслу пурнăçĕ те татăлма пултаратчĕ...
«Çук, çук, тăшмана шеллеме юрамасть!» — хĕр пуçне пырса кĕчĕ шухăш. Çапах та вăл малтан сутăнчăкран мĕн пулса иртнине тĕплĕн ыйтса пĕлес терĕ.
— Кала: кама сутăннă эсĕ? Мĕн вăрттăн ĕçсем турăн — кала! — хушрĕ Укаслу.
Анчах Сюльдяшов ухмах мар-çке. Хăйĕн вăрттăн ĕçĕсем çинчен, Чулхула кĕпĕрнаторĕ патне çар ыйтса çын яни, Пугачев майлисене тыта-тыта хупни çинчен каласассăн хăйĕн пуçĕ сывă юлмассине пĕлет пачах çăвар уçас çук ĕнтĕ вăл. Çук — пĕр сăмах.
— Нимĕнле вăрттăн ĕç те туман эпĕ!
— Туман апла? — çилленсе кайрĕ Укаслу. Тимофей-хусах енне аллине тăсрĕ. — Хĕртĕр! Чĕп-чĕр юн пуличчен. Вутпа вут, хутпа хут, тенĕ.
— Государь-императора каласа кăтартатăп! — çухăрса ячĕ Сюльдяшов.
Анчах ăна урăх калаçма памарĕç, пиллĕкĕн-улттăн ярса тытрĕç те юман айне сĕтĕрсе кайрĕç. Часах таврана хулă вăшлатса чĕрĕ ӳте пыра-пыра тивни, Сюльдяшов качака пек çухăрни илтĕне пуçларĕ...
Тимофей-хусах кун пек ĕçе лайăх пĕлет. Вăл Сюльдяшова çаппа-çарамаслантарса йĕплĕ хулăпа тăнран кайиччен хĕнеттерчĕ те юнланса пĕтнĕскере шыв хĕррине кайса ывăтма хушрĕ.
— Улĕм ăслăрах пулĕ, ӳлĕм вутпа вылямĕ, хăй государьне сутмĕ! — терĕ вăл. .
Çутçанталăк сасартăках тĕксĕмленсе кайрĕ. Хĕвел пĕлĕтсем хыçне пытанчĕ. Сывлăш нӳрленчĕ. Таçтан çил килсе тухрĕ. Каш та каш кашла пуçларĕç йывăç тăррисем. Çамрăк йывăçсене çил çĕре çитиех аврĕ. Вăрманта темиçе хутчен шартлатни илтĕнчĕ. Хăрăк йывăçсем çил авнине чăтаймасăр хуçăла-хуçăла ӳкрĕç иккен.
Сивĕ пулса кайрĕ. Çуллахи кун пек те мар. Çил витĕр витерет.
Анчах Укаслу çакна пĕрне те курман пек пулчĕ. Вăл юман тункати çинче шухăшă кайса ларчĕ. Тем тĕрлĕ шухăш çаврăнчĕ унăн пуçĕнче. Пурнăç ĕнер-виçĕмкун çеç уншăн ăшанмалла пекчĕ. Паян, акă, ăнланмалла та, ĕненмелле те мар. Йĕркеллĕ пултăр тесе, капла тăван, вăл апла пулать. Ку пуçĕнчен пырса тытан, леш пуçĕнчен саланса каять. Укаслу хăйне çав тери халсăрланнă пек туйрĕ. Унăн халĕ пурне те пăрахса хăварса хăй пĕччен çеç сĕм вăрмана тарса кĕрес килсе кайрĕ.
«Ăçтан кăна тупăнаççĕ-ши сутăнчăксем? — шухăшларĕ вăл.
— Кам çуратать-ши вĕсене? Мĕншĕн çут тĕнче вĕсене чăтса тăрать-ха? Мĕншĕн çӳлти турă вĕсене çуралсанах тĕл тумасть-ха?»
Çут тĕнчере сутăнчăксем пурри — тĕрĕсмарлăх. Укаслу çакна лайăх пĕлет. Хайпӳрен пурнăç памалла мар сутăнчăксене. Апла-тăк мĕншĕн вĕсем ним пулман пекех пурăнаççĕ-ха?
«Пурнăç йĕрки çапла пуль, — шухăшларĕ хĕр-полковник.
— Кив пурнăç йĕрки. Анчах çĕнĕ пурнăçра, патька-патша çĕнтерсессĕн апла пулмалла мар!»
Укаслу çакна çĕнĕ пурнăçа ĕненнĕ пекех чунтан-чĕререн ĕненчĕ.
Вăл ларакан çĕртен инçе мар хăрăк ăвăс хуçăлса ӳкрĕ. Ун сасси хĕре шухăшран вăратрĕ. «Мĕн ухмахланатăп-ха эпĕ? — Хăйне-хăй вăрçса илчĕ хĕр. — Мĕн меммеленсе кайрăм. Хама хам часрах алла илмелле! Эпĕ хăрăк ăвăс мар. Сюльдяшов йышшисем, тăшмансем, хăрăк йывăç пулччăр!»
Тимофей-хусах таврăнчĕ.
— Ăс вĕрентрĕмĕр. Малашне хăй кам çăкăрне çинине манмĕ, — пелтерчĕ хусах Укаслăва.
Хĕр-полковник унпа килĕшнине пĕлтерчĕ:
— Упана та ташлама вĕрентнĕ. Ан тив, тӳрĕпе пурăнма вĕрентĕр, — терĕ вара, çула пуçтарăнма хушрĕ.
Укаслу патне хăшместĕрпе Аçтăрхан пычĕç. Вĕсем Улатăра вăйпа çĕмĕрсе кĕрсе сутăнчăк вăйпут çыннисене тавăрас теççĕ. Анчах вĕсене хĕр-полковник çапла каласа чарчĕ:
— Пирĕн патька-патша патне çитмелле! Çула пуçтарăнăр! Çапах та чăрсăртараххисем, çар каннă вăхăтра, Улатăр патне тухрĕç те çивалккăпа1 карман урлă перкелешсе илчĕç. Укаслупа пĕрле хулара пулнисем аран вĕсене лăплантарчĕç:
— Пирĕн хĕр-полковник сутăнчăк вăйпута лайăх асăнтарчĕ. Кучченеçĕ питĕ шел пулчĕ. Ĕмĕр асăнĕ! — терĕç.
Çапла Укаслу пурнăçĕнче пĕрремĕш хут аслă ĕçе сутакан çынпа тĕл пулчĕ. Тĕл пулчĕ те каçармарĕ... Малашне те чăваш хĕрĕ сутăнчăка каçарас çук...
Утлă çар Сăрă шывĕ хĕррипе каллех тăвалла хускалса кайрĕ. Çанталăк каллех ăшăтса ячĕ. Хĕвел, тӳперен пăхса, лăпкă куллипеле çут тĕнчене савăнтарать. Чуна кантаракан çил вăштăр-вăштăр вĕрет. Анчах Укаслăва халĕ нимĕн те савăнтармасть. Ăна çенĕ шухăшсем аптрата пуçларĕç.
«Ăçта патька-патша? Ăçта Алюнов? Улатăра килчĕç — çук. Ăçта шырамалла?»
Вунçичĕ çулхи хĕр тăруках хăйĕн яваплăхне туйса илчĕ.
Виççĕр çын пурнăçĕ унпа çыхăннă. Виççĕр çын: «Пире килтен илсе тухрăн — илсе çитер патька-патша патне», — теççĕ.
Хăшместĕр Укаслу шухăшне сисрĕ пулас.
— Ан пăлхан, хĕрĕм, — лăплантарчĕ вăл ăна шăппăн. — Тупатпăр. Вăрман хăлхаллă, уй куçлă. Патька-патша ăçталла кайнине вăрман илтнĕ, уй курнă. Пире те пĕлтерĕç.
— Çапах та ăçталла çул тытăпăр-ха? — иккĕленӳллĕн ыйтрĕ Укаслу.
— Халăх ăçталла туртăнать, эпир те унталла кайăпăр. Патька-патша тапăрĕ пĕчĕк шывсене туртакан аслă тинĕс пек. Пĕчĕк-пĕчĕк ушкăнпа халăх вĕçĕмсĕр унталла тапĕ. Хамăр çул-йĕре вĕсемпе пĕр еннелле ӳкерсен, çитес çĕре çитĕпĕр. Ĕнен мана, ват çынна.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...