Кăвак çĕмрен :: Паттăр вилет — ят юлать...
Эй, турă çырнă вĕçĕ-хĕррисĕр çул-йĕрĕм! Санăн чиккӳ те, санăн пуçламăшу та, санăн вĕçӳ те çук. Каласам, çул-йĕрĕм, телейлисен çĕршывĕ чăнахах та пур-и? Ăна тупас тесессĕн манăн ăçталла каймалла?
Авалхи юмахран.
Патька-патша манихвестне илсе килнĕ текен хыпар Кĕтнепе Хырла тăрăхне çиçĕм пек хăвăрт сарăлчĕ. Пур çĕрте те халăх тарăхăвĕ çыранран тухса кайрĕ.
Халăх тарăхăвĕ... Вăл тулса тăкăнас пек тăракан тинĕс-çке!
Ăна пĕрчĕ тумлам çеç кирлĕ, вара никам та чараяс çук. Тарăху урса кайса пырса çапать, йăлтах хăй айне тăвать...
Халăх çилли — çавраçил. Кĕтнепе Хырла хушшинче çавраçил çĕкленчĕ.
Кашни ялта пуянсене, куштансене, пуп таврашне хăваласа кăларма тытăнчĕç, вĕсен туприне чухăнсене, тăлăх-туратсене валеçсе пачĕç.
Килтеш ялĕнче чарăннă Укаслу патне умлăн-хыçлăн вуншарăн-вуншарăн патька-патша майлă пулса халăх ирĕкĕшĕн çапăçма каймашкăн кăмăл тăвакансем пырса тăчĕç.
Хăйсен утаманĕ хĕр пулни те, инçе çула каймалла пуласси те хăратмарĕ вĕсене.
Ирĕкшĕн, чăнлăхшăн кĕрешме хатĕр маттур йĕкĕтсем Чăвашра яланах нумай пулнă.
Хăй килсе чĕртнĕ хĕлхем епле хыпса илни Укаслу чун-чĕрине пит савăнтарчĕ. Халĕ ĕнтĕ вăл час-часах хăйĕн çийĕнчи йĕкĕт тумне хывса пăрахасси пирки шухăшларĕ.
«Хĕр тумех лайăх та çав. Мĕн çиттĕр ĕнтĕ чăваш хĕрĕн тумне!» — пĕр-пĕрне пӳле-пӳлех шухăшсем çуралчĕç унăн пусĕнче.
Килĕнче унăн хăй тĕртсе-тĕрлесе тунă тум пур. Çавна тăхăнас, терĕ Укаслу.
— Çитет ку таранччен пытанса пурăнни! Тинех пуянсемпе куштан ачисенчен хăрас çук ĕнтĕ! — терĕ вăл хăйне хăй.
Хĕр чĕри! Хĕр тумнех килĕштертĕн иккен эсĕ. Мĕн тери тунсăхласа çитрĕ Укаслу хăйĕн икĕ аркăллă хĕр кĕпишĕн. Ытала-ытала чуптурĕ вăл хăйĕн хĕр тумне, куççулĕпех макăрса та илчĕ.
Хĕр тумĕ тумланса, учĕ çине утланса ларнă самант хĕр-çарçыннишĕн чăн-чăн уяв пулчĕ. Çав уяв кунхине Укаслу хăй те сисмерĕ каллех, уйрăлнăранпа миçемĕш хут ĕнтĕ, Алюнова аса илчĕ. Каллех, миçемĕш хут ĕнтĕ, унăн чакăр куçлă ырă кăмăллă сăнĕ куç умне тухса тăчĕ. Каллех, миçемĕш хут ĕнтĕ, Укаслу хăй патька-патша умĕнче тăнине, ун çине Алюнов пăлханса, кайран вара телейлĕн пăхнине аса илчĕ.
— Алюн, — пăшăлтатрĕ вăл, — курасчĕ санăн мана çак уяв тумĕпе!
Укаслăва уйрăмах пĕр япала кулянтарчĕ: çивĕчĕ çук. Хăй хĕр иккенне палăртас мар тесе, вăл ăна патька-патша патне кайнă чухне касса пăрахнăччĕ.
Килтеш хĕрĕсем Укаслу патне шавласа пырса кĕчĕç. Укаслăва хĕр тумĕпе курсассăн вĕсем, тĕлĕнсе, пĕр саманта чарăнса тăчĕç, вара ăна ыталаса илчĕç:
— Юмахри ытарайми сăлу пекех эсĕ, Укаслу, — терĕç. — Пĕр пичĕ — хĕвел, тепĕр пичĕ — уйăх. Икĕ çитменлĕх кăна. Пилĕкĕ таран çивĕт çукки тата çумĕнче Ламан паттăр пек яш ача тăманни.
— Кирлĕ мара калаçса вăтантарсах яратăр, — хĕп-херлĕ хĕрелсе кайрĕ Укаслу.
— Хĕрелчĕ, Хĕрелчĕ! — кăшкăрса ячĕç хĕрсем. — Пĕлетпĕр мĕн пирки хĕрелнине!
— Таçта тусĕ пур пуль-ха. Çавна аса илчĕ ĕнтĕ!
Укаслу хĕрсем çине кула-кула пăхсах хăйне шеллеме ыйтрĕ:
— Çитĕ ĕнтĕ ман çине пăхса. Хăвăр çине пăхăр. Хăвăр мĕн тери чиперккесем! Сире пĕччен урама кăларса яма та хăрамалла. Вăрлĕç те кайĕç, мана тахçанах вăрласа кайнă пек.
— Каймаççĕ! — терĕç хĕрсем. — Пырса çулăхчăр кăна. Эпир сана каласа кăтартатпăр, тесе хăратăпăр.
— Ку вăл вăрлас текенни кам пулнинчен килет, — терĕ кулса пĕр хĕрĕ. — Эп тесен, пĕрне-пĕрне хама вăрласа кайма та пулăшăттăм.
Пурте ахăлтатса кулса ячĕç:
— Каларĕ те!
— Пĕлетпĕр ăна!
— Эс çав Укаслупа пĕрле килнĕ хусах енне пăхкалатăн-ха! Тата тем çинчен те калаçатчĕç пулĕ хĕрсем, анчах çав вăхăтра сасартăк урамра ут ури сасси илтĕнсе кайрĕ.
— Чимĕр-ха, хĕрсем, — терĕ те Укаслу мĕн пулнине пĕлес тесе чурече патне чупса пычĕ.
Вĕсен пӳрчĕ умĕнченех палламан юланутçă сиккипе чуптарса иртрĕ. Хăй йăлтах тусанланса пĕтнĕ.
Хĕрсем хăйсен пуçланă калаçуне те вĕçлеймерĕç, пӳрт умĕнче шавлани илтĕнчĕ, çавăнтах алăк уçăлса кайрĕ те Аçтăрханпа Тимофей-хусах пӳлĕме тин кăна сиктерсе иртнĕ çынна илсе кĕчĕç.
Ку хăшместĕр пулчĕ.
Вăл çĕнĕ хыпарсем илсе килнĕ. Патька-патша тӳрех Мускава кайма туман иккен. Халĕ вăл, Кăрмăш хулине илнĕ хыççăн, Улатăр еннелле çул тытнă.
Çак хыпара пĕлтерме хăшместĕре Укаслу патне Алюнов янă. Ырă Алюнов! Манман иккен эсĕ аякри чăваш хĕрне. Укаслу Алюн çинчен вĕçĕмсĕр ыйтса пелчĕ:
— Мĕнле вăл? Начарланман-и? Хуйхăрмасть-и? Мĕн-мĕн калама хушса ячĕ?
— Вăл чиперех пурăнать-ха, — хуравларĕ хăшместĕр. — Вăл патька-патшан шанчăклă вăйпучĕ. Çынсем те юратаççĕ ăна. Патька-патша та хисеплет. Алюн сана Улатăр патне тухма сĕнет. Патька-патша хăй те сан пирки темиçе те ыйтрĕ, тет.
Капла калани хĕре савăнтарчĕ-ха.
— Патька-патша хăй мĕнле тата? — ыйтре вăл. Хăшместĕр, шелленĕн, чĕлхине чаклаттарса илчĕ.
— Иксĕмĕр кăна чухне калам. Юлашки вăхăтра патька-патша кăшт салхулланчĕ çав, — терĕ. — Час-часах хăй пĕччен шухăша кайса ларакан пулчĕ. Чăннипе каласан, пурнăçĕ те йывăрланарах пачĕ-ха.
— Мĕн пулчĕ тата? — пăлханса ӳкрĕ Укаслу.
— Майра-патша çарĕсем хĕстере пуçларĕç. Эпир Кăрмăш патĕнче тăнă чухне çурçĕр енчен, Чикме тата Шупашкар енчен пире хирĕç çĕнĕ утрятсем килнине пĕлтерчĕç.
— Чим, çав Чикме еннелле эп килес умĕн Хусанкка тухса кайнăччĕ. Унран хыпар пур-и? — Укаслу чĕри тем инкеке сиснĕн яш-ш! чиксе илчĕ!
— Ар-Сĕнтĕр тăвĕ патĕнче Хусанкка çарĕ майра-патша çарĕпе çапăçнă. Йывăр аманнă вăл унта.
— Аманнă? — кăшкăрсах ячĕ хĕр.
— Вăл кăна пулсассăн юрĕччĕ-ха, — каллех чĕлхипе чаклаттарса илчĕ хăшместĕр. — Кайран Хусанкка майра-патша салтакĕсен аллине лекнĕ. Лешсем ăна çав тери хытă асаплантарнă. Суранĕ çине тăвар сапа-сапа патька-патша ăçта тăнине ыйтса пĕлесшĕн пулнă. Нимĕн те каламан Хусанкка. Виличченех çăвар уçман.
— Виличченех? Вилнĕ. Вĕлернĕ апла Хусанккана! Мĕн тери паттăр çынчĕ вăл! — ассăн сывласа илчĕ хĕр. — Мĕн тери патька-патшашăн тăрăшатчĕ!
— Ырă çыннăн ĕмĕрĕ кĕске пулать çав, — йывăррăн сăмах хушрĕ хăшместĕр те. Унтан Укаслу кулянсах ӳкнине курса: — Ан кулян, хĕрĕм, — терĕ. — Пысăк ĕç тени вăл çухатусăр пулмасть. Пысăк ĕç, сăваплă ĕç тунă чухне юн тăкасси те, вилесси те, чĕрĕлесси те пулать. Ирĕклĕхшĕн пĕри вилчĕ пулсан, ун вырăнне тепри тăрĕ. Ирĕклĕх ĕçĕ вăл, ачам, вилмест. Маттур этемччĕ Хусанкка, тăпри çăмăл пултăр!
— Тăпри çăмăл пултăр! — терĕ Укаслу та.
— Паттăр вилет, ячĕ юлать, теççĕ чăвашсем. Хусанкка ячĕ ĕмĕрлĕхе пирĕн асра юлĕ.
— Пирĕн асра пулĕ, — ахрăм пек каларĕ хăшместĕр сăмахне Укаслу.
— Хусанккашăн, хĕрĕм, пирĕн тавăрмалла, — тупа турĕ хăшместĕр.
— Çапла, тавăрмалла! — килĕшрĕ хĕр. — Часах çула тухăпăр. Тĕл пулар-ха майра-патша йыттисене. Урса кайса, хĕрсе кайса ваклăпăр вĕсене!
— Анчах çула тухассине вăраха ярас мар пуль, ачам, — терĕ хăшместĕр. — Атту патька-патша та урăх çĕрелле тухса кайĕ. Вара ун патне çитме йывăр пулĕ.
— Хăçан хускалар вара?
— Ыранах та юрать.
— Юрĕ, — килĕшрĕ Укаслу. — Çынсене пĕлтерем.
Вăл ури çине тăчĕ те урама, хыпарçă килнине пĕлсе, çурт умне пуçтарăннă çарçыннисем патне тухрĕ.
Килтеш хĕрĕ, тен, çак самантра кăна пулĕ, патька-патшан чăн-чăн полковникĕ пулса çитрĕ. Пысăк хуйхă çынна çапла час улăштарать çав: вăйсăррине хуçать, вăйлине вара хĕртсе çирĕплетнĕ хурçă пек тăвать.
Укаслу хăй вăйсăр маррине кăтартма пултарчĕ: вăл чăн-чăн кĕрешӳçĕ пулса тăчĕ.
Укаслу полковникăн аякри ялсене патька-патша чăвашсене мĕн ырлăх панине пĕлтерме янă çыннисем васкасах Килтеше пуçтарăнма тытăнчĕç. Вĕсем пурте Укаслу патне хăшместĕр килнине илтме ĕлкĕрнĕ те иккен.
Чылайăшĕсем хăйсем çеç мар, пысăк ушкăнпа, çĕнĕ йĕкĕтсем ерте-ерте килчĕç. Вĕсем мĕн пулни-иртни пирки пухăна-пухăна калаçрĕç, хăшместĕртен патька-патша, Хусанкка тата ытти пĕлĕшĕсем çинчен ыйта-ыйта пĕлчĕç, малаллахи пурнăç пирки канашларĕç.
Часах Тимофей-хусах та таврăнчĕ. Укаслу ăна тӳрех хăй патне чĕнчĕ те хăшместĕртен мĕн илтнине каласа кăтартрĕ.
— Эпĕ пурне те патька-патша патне кайма çула пуçтарăнма хушрăм, — терĕ.
Тимофей-хусах ку сăмаха ырларĕ.
— Телей çĕршывне çитме питĕ йывăр, — хăй тĕллĕн пек калаçрĕ Укаслу. — Вăл питĕ инçетре. Унта çитиччен пирĕн тем тĕрлĕ хĕн-асап та чăтса ирттермелле пулĕ-ха.
— Мĕнле Телей çĕршывĕ? — тĕлĕнчĕ Тимофей-хусах. — Мĕн пирки калаçатăн, Укаслу?
— Эпир, чăвашсем, çут тĕнчере Телей çĕршывĕ пурине ĕненетпĕр. Унта таса чун-чĕреллĕ, ырă кăмăллă çынсем пурăнаççĕ. Унта чухăннисем те, пуяннисем те çук. Унта хуçасем те, чурасем те çук. Пурте пĕртан, пурте телейлĕ. Унта чăвашсене тӳрĕ чунлă патша ертсе каймалла. Ун пек патша пур халĕ. Пирĕн патька-патша. Вăл пире Телей çĕршывне илсе çитерессе шанатпăр эпир.
— Телей çĕршывĕ... — шухăша кайрĕ Тимофей-хусах. — Пĕртанлисен тĕнчи... Тĕрĕс калатăн, Укаслу. Пур ун пек çĕршыв. Эпир те, вырăссем те, пĕлетпĕр ун пек çĕршыв пуррине. Тӳрех калам-ха тата, вырăссем пурте пĕлмеççĕ ăна. Эпир, кивĕ тĕнпе пурăнакансем, старовер текеннисем çеç, Телей çĕршывне ĕненетпер. Ейĕк хусахĕсем пурте кивĕ тĕнпе пурăнаççĕ. Эпир ăна Шурă патшалăх тетпĕр. Тĕрĕс калан, унта çитетпĕрех эпир. Тĕнчере тĕрĕслĕх пулмаллах. Пурах вăл. Çав тĕрĕслĕх ĕнтĕ Петр Федорович государь-императора тискер çынсенчен тĕлĕнмелле майпа çăлăнма пулăшнă.
— Патька-патшана-и?
— Çавна. Шурă патшалăхра асамлă Шурă ăмăрткайăк пур. Вăл тӳрĕпе пурăнакан çынна ялан инкек-синкекрен çăлма пултарать. Пирĕн государе те вăлах çăлнă. Куна эпĕ хам хăлхапа хам илтрĕм.
— Мĕнле?
— Çĕрле пулнă ку. Государь хăй керменĕнче ним пĕлми çывăрнă. Шăп та лăп çавăн чухне аскăн майра-патша янă ирсĕр çынсем çакăнта çĕмĕрсе кĕнĕ. Государе ярса тытнă. Вăл çапах та аптраса ӳкмен, мĕнпур вăйне пухса, сутăнчăксене хăй çинчен сирсе ывăтнă, юнашар пӳлĕме чупса тухă тă питĕрсе лартнă. Леш путсĕрсем çаплах тăна кĕмен, ун хыççăн чупнă. Темĕн чухлĕн пуçтарăннă вĕсем алăк умне. Шаккама, алăка çĕмĕрме тытăннă. «Çук, чĕрĕ пуççăн вĕсене парăнмастăп», — тенĕ государь. Кантăк патне пырать вăл. Анчах кантăкран тухса тарма çук, çӳллĕ. Çав хушăра сутăнчăксем урса кайса алăка ватнă, халь-халь пырса кĕреççĕ. «Вĕсен аллине лекиччен ӳксе вилем», — тенĕ те государь чӳречерен аялалла сикнĕ. Шăп та лăп çав вăхăтра ун патне Шурă ăмăрткайăк вĕçсе тухнă, ăна хăй çуначĕпе тытса илнĕ те аякалла вĕçсе кайнă. Путсĕр сутăнчăксем, пӳлĕме чупса кĕрсе, çăварĕсене çеç карса тăрса юлнă...
Ватă хусах каласа панине Укаслу чунтанах ĕненчĕ.
— Таса чун-чĕреллĕ çынна вилĕм те çĕнтереймест, — терĕ вăл. — Шурă ăмăрткайăк патька-патшана пире валли упраса хăварнă. Кала-ха, ăçта пурăнать-ши çав Шурă ăмăрт-кайăк?
— Хамăр тĕнпе кивĕлле пурăнакансем каланă тăрăх вăл çав Шурă патшалăхрах пурăнать тет. Таса çынсене çăлма вара унтан час-часах вĕçе-вĕçе тухать. Вĕсене çав ăмăрткайăк чи йывăр чухне çăлать те Шурă патшалăха илсе çитерет.
— Кирлĕ чухне Шурă ăмăрткайăк пире те пулăшĕ-ха.
— Пулăшĕ çав, Вăл тĕрĕс ĕçшĕн пуç хунă паттăрсен чунне те, çăлса, Шурă патшалăха илсе каять тет. Вара çав паттăрсем Шурă патшалăхра ĕмĕр-ĕмĕр телей курса пурăнаççĕ. Унта путсĕр çынсем кăна çитме пултараймаççĕ.
— Апла Хусанкка та унтах пулĕ-ха. Ăна та курăпăр Телей çĕршывĕнче, — терĕ Укаслу хăй шанса пурăннă асамлă кĕтес Шурă патшалăхах пулнине ĕненсе.
— Тĕл пулăпăр ăна, — терĕ Тимофей-хусах. — Ирĕклĕхшĕн кĕрешсе пуç хунă паттăрсем пурте унта пулĕç.
— Пире, чĕррисене, унта патька-патша хăй ертсе çитерĕ. Çавăнпа ĕнтĕ эпĕ ун патне каймалла пуль тетĕп.
— Тĕрĕс, — килĕшрĕ Тимофей-хусах. — Нумай çӳрерĕмĕр аякра. Халь государь патне таврăнсан та юрать.
— Апла ним тăхтаса тăмасăрах çула тухар...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...