Кăвак çĕмрен :: Килтеш ялĕнче


Усалăн хăçан та пулсан шалчи тулатех.

Халăх каларăшĕ.

 

Çуллахи ир час килет.

Хĕвел хăйĕн евчисене тин кăна пĕлĕте ăсатнă... Пуçтах çил те ĕçне пуçăнайман-ха...

Килтеш ялĕ ыйхăран вăранма тытăннă та ĕнтĕ. Унта та кунта хапха уçса хупни илтĕнет, хĕрарăмсем кăшкăрашса кӳршисемпе калаçаççĕ; Ĕнер илтнĕ хыпара сӳтсе яваççĕ.

Кĕтнепеле Хырла тăрăхне патька-патша утаманĕ манихвес илсе килнĕ имĕш. Унта пуянсенчен çĕрне туртса илме, пупсене ялсенчен хăваласа кăларма ирĕк панă, вĕсен туприне чухăнсемпе тăлăхсене валеçсе пама хушнă, тет...

Епле калаçмасăр чăтăн-ха ĕнтĕ? Ĕнер ир патька-патша утаманĕ хăй, Валтиелне çитсе, çав манихвесчĕнче мĕн хушнине тунă тет.

— Пирĕн яла та килтĕрччĕ!

— Эй, Пӳлĕхçĕ, чăн пулсан, пире те пулăшу парĕччĕ, — кĕлтăваççĕ чухăнсем.

Пуянсем хăраса ӳкнĕ. Уйрăмах Хунчар Савантерĕ айне янă курăнать, хапхине те хупса уçма хăраса тăрать.

Кĕтӳ кăларса янăранпа нумай та вăхăт иртмерĕ, сасартăк вăрман енчен утлă çарçыннисем йышлăн курăнса кайрĕç. Чи малтан вĕсене ял хĕрринчи валака шыв ăсма аннă хĕрарăмсем асăрхарĕç.

«Кусем — патька-патша утаманĕн çыннисем!» — савăнса шухăшларĕç вĕсем.

Хыпар пĕтĕм яла типĕ курăка хыпса илнĕ çулăм пек хăвăрт саланчĕ. Унта та кунтан çынсем чупса тухрĕç, килекен отряда хирĕç васкарĕç.

Шыв ăсма аннă хĕрарăмсем пуринчен малтан юланутçăсем патне чупса çитрĕç те чĕркуçленсе ларчĕç.

Укаслу, учĕ çинчен сиксе анса, вĕсен патне пычĕ:

— Эй, инкесем-аппасем, — терĕ, — кам умĕнче чĕркуçленсе ларатăр вара эсир? Палламарăр-им мана?

Хĕрарăмсем пуçĕсене çĕклерĕç те, тĕлĕнсе, чĕлхисене çă-тăр-р! çыртрĕç.

Ара, Укаслу-çке ку! Испуханăн тăлăха юлнă хĕрĕ! Арçын тумĕпе.

— Укаслу, эсĕ-и? — харăссăн ыйтрĕç вĕсем.

— Çавă, — хуравларĕç вĕсем патне пырса тăнă Аçтăрханпа Атлай, — мĕн, телĕнмелле-им?

— Çук, — терĕç хĕрарăмсем. — Эпир патька-патша утаманĕ килет тесе...

Куна илтсен отрядри йĕкĕтсем кулса ячĕç:

— Ара, çакă ĕнтĕ вăл патька-патша утаманĕ — Укаслу-полковник.

— Ан лăпăртатăр! — касса татрĕç вĕсене хĕрарăмсем. — Эпир сирĕнпе чăнласах, эсир пур...

— Вĕсем тĕрĕс калаççĕ, — калаçăва хутшăнчĕ Укаслу. — Мана чăнах та патька-патша ячĕ. Манихвесĕ те, акă, пĕрлех.

Хĕр укçăвĕнчен пысăк тĕрке хут туртса кăларчĕ те хĕрарăмсене кăтартрĕ.

— Унта вара пуянсен çĕрне туртса илме, пупсене хăваласа яма ирĕк панă тесе çырнă-и? — ĕненесшĕн пулмарĕ тахăшĕ.

— Çырнă.

— Пуянсен туприне чухăнсемпе тăлăхсене валеçсе пама та хушнă-и? — татах иккĕленчĕ тепри.

— Ăна та çырнă.

Капла каланине илтсен, сăмахласа тăракансенчен пĕри такамран кулнăн такмакласа та илчĕ:

— Арман чулĕ кăлтăртăк, пуян мулĕ шăлтăртăк!

Укаслу отрячĕ тавра халăх пухăннăçемĕн пухăнса пычĕ.

Хăйсен ял хĕрĕ, тăлăх-турат, йĕкĕт тумне тăхăнса çар ертсе, манихвес илсе килни пурне те тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те.

— Утăрья!

— Мухтав, Укаслу, сана! — кăшкăрашрĕ яш-кĕрĕм. Анчах пурте ыр сăмахпа кĕтсе илмерĕç ăна. Ватă карчăксем хушшинчен усал калани те илтĕнчĕ:

— Хĕрупраç çапла çӳрĕ-и вара?

— Ӳлексе ĕнтĕ вăл. Хĕр пулсан, вăтанĕччĕ те.

— Улми йывăççинчен аякка ӳкмен, теççĕ. Амăшĕ пекех хăй вилĕмĕ çитичченех вилесшĕн ĕнтĕ ку!..

Уйрăмах вĕсен хушшинче пĕр кĕвенте пек кукăрăлса ӳкнĕ карчăк вăштăртатса çӳрерĕ:

— Ӳлексе ĕнтĕ, ӳлексе. Турă кĕнекинче те ун пек хĕр пуласса çырнă, тет, э-э-э?

Тӳрех палларĕ ăна хĕр — леш элек хутаççи Укапи карчăк ку. Унăн ĕçĕ çавă ĕнтĕ. Элек сармасăр, çынна усал тумасăр пурăнма пултараймасть вăл.

Çамрăксем Укапи карчăк элекне те, ват хĕрарăмсем мăкăртатнине те илтмĕш пулчĕç. Халĕ çамрăксен хăйĕн пуçĕ пур.

Укаслу тантăшĕсем ун çумне сăмала пек çыпçăнчĕç. Вĕсен хăйсен пĕлес тени пур:

— Укаслу, патька-патша хăй çарне ытти хĕрсене те илет-и?

— Укçу çакса, йĕкĕтсемпе пĕрле çӳренĕшĕн хĕрсене Киремет çиленмест-и?

Хуравласа та ĕлкĕрсе пыраймасть Укаслу. Хăй калаçнă май йĕри-тавралла пăхса илет. Эх, ăçта-ши Кĕлсулттан кинемей? Курасчĕ ăна часрах, калаçасчĕ унпа. Çитрĕ-çке вăл ĕмĕтленни, çитрĕ. Укаслăва çакăн пек çар пуçĕнче курасшăнччĕ вăл!

Укаслу унталла та кунталла пăхнине Килтеш хĕрĕсенчен пĕри асăрхарĕ:

— Кама кĕтетĕн, Укаслу? - ыйтрĕ вăл.

— Кĕлсулттан кинемей килмест-ши, тетĕп. Мана йывăр чухне çывăх куратчĕ вăл.

— Ан та кĕт, Укаслу, — терĕ хĕр. — Вăл чирлĕ. Килĕнчен тухаймасть. Икĕ эрне каялла ăна Карлайпала Савантер хĕнесе пĕтернĕ...

— Хĕнесе пĕтернĕ! — кăшкăрса ячĕ Укаслу.

Вăл Тимофей-хусаха чĕнсе илчĕ те хăй хыççăн пыма хушрĕ. Кĕлсулттан кинемей килне каяс терĕ.

Çав вăхăтра такам сасси янăраса кайрĕ:

— Этьсемри, Савантер тарать! Авă, авă. Вăрманалла тарать.

Вĕри шывпа сапнă пекех сиксе ӳкрĕ Укаслу. Çавăнтах утне çапрĕ те уçă çĕре вĕçтерсе тухрĕ. Ун хыççăн Тимофей-хусах, Аçтăрхан тата темиçе хусах ыткăнчĕç. Вĕсем вăрмана кĕрсе пытанма тăрăшакан Савантере тӳрех асăрхарĕç те, çулне пӳлес тесе, урлă ӳкме шутларĕç.

— Çук, Хунчар ассийĕ, тараймăн, — пăшăлтатрĕ хĕр. Укаслу учĕ те, хусахсен учĕсем те çил пек вĕçеççĕ. Анчах Савантерĕн çулне такки пӳлеймерĕç вĕсем. Аллă-утмăл хăлаç аяккарах иртсе кайрĕ те вăл йывăçсен хушшипе вирхĕнчĕ.

— Çук, хăтăлаймăн! — кăшкăрса ячĕ Укаслу. — Хăтăлаймăн!

Самантрах вăл уххине çĕклесе хăйĕн укçăвĕнчен кăвак çĕмрен туртса кăларчĕ. Çĕмрене вырнаçтарса хучĕ те, уххине çӳле çĕклесе, утне сиккипе чуптарса пынă çĕртех, персе ячĕ.

— Вшик! — турĕ çĕмрен. Вăл çил пек Савантер еннелле вĕçсе кайрĕ.

Анчах лекеймерĕ çав. Савантер учĕ сылтăмалла сиксе ӳкрĕ, çĕмрен ватă çăкана панлатса пырса çапăнчĕ те тем тарăнăш тăрăнса ларчĕ.

Укаслу часрах укçăвĕнчен тепĕр çĕмрене туртса кăларчĕ. Анчах куçĕ хăй умĕнчен Савантере çухатрĕ.

— Çта кайса кĕчĕ вăл? — кăшкăрса ячĕ Укаслу, йĕри-тавралла пăхса.

— Çĕр çăтнă пекех çухалчĕ! — терĕ Аçтăрхан та, вĕçтерсе çитсе. — Ниçта та курăнмасть!

Çав вăхăтра Тимофей-хусах хăй çыннисемпе персе çитрĕ.

— Куç умĕнченех çухалчĕ! — вăрçрĕ вăл. — Халех, итлесе пăхам-ха, ут ури сасси илтĕнмест-и?

Вăл учĕ çинчен сиксе анчĕ те, çĕре выртса, хăлхипе итлесе пăхрĕ. Çук, пуçне сулларĕ, ут ури сасси те илтĕнмест.

— Таçта çакăнтах пытанса тăмасть-и? — иккĕленсе илчĕ Аçтăрхан. — Атьăр-ха, лайăхрах шыраса пăхар.

— Атьăр, тĕрлĕ еннелле сапаланса каяр, — терĕ Укаслу. Пурте, тĕрлĕ еннелле сапаланса, Савантер йĕрне шырама тытăнчĕç. Укаслу пĕр хусахпа пĕрле сылтăмалла кĕрсе кайрĕ, Аçтăрхан — сулахаялла, Тимофей-хусах — малалла.

Инçе кайрĕ-и, çывăха кайрĕ-и Укаслу — сасартăк мал енче кăшкăрни илтĕнсе кайрĕ:

— Кунта килĕр! Кунта!

Укаслу утне сасă еннелле сиктерчĕ.

Тепĕр темиçе минутран вăл Тимофей-хусахпа икĕ çарçынни тăнă çĕре сиктерсе тухрĕ.

— Мĕн пулнă? Çта Савантер?

— Авă, сулахай енчен тухать, — терĕ Тимофей-хусах. — Авă, хуçăк юман çумĕнче!

Пăхрĕ те Укаслу, йĕнерленĕ ут çавăнта çăрхаласа тăнине курчĕ. Савантер учĕ ку. Анчах Савантерĕ ăçта?

— Инçе тарайман, атьăр шырар! — чĕнчĕ Укаслу. Вунă-вунпилĕк çын сехет ытла таврара учĕсене вирхĕнтерсе çӳрерĕç. Анчах ниçта та Савантер курăнмарĕ. Йывăç тăррине те пăхрĕç ĕнтĕ, таçта çĕр хăвăлĕ çук-и тесе те шырарĕç. Таркăн этем йывăç тăрринче те курăнмарĕ, çĕр хăвăлĕ те ку таврара пулмарĕ. Аçтăрхан çывăхрах хăвăл йывăç та тупрĕ. Унта та таркăн курăнмарĕ.

Аллине сулчĕ вара Укаслу:

— Çĕр çăттăрах вăл этеме! Турă пулăшсан, тен, тепĕр чухне лекĕ пирĕн алла! Таçтах тарса хăтăлаймĕ! Пирĕн аллах лекĕ!

Хуллен таврăнчĕç вара пурте каялла Килтеш ялне. Чунĕсем пĕрин те канмарĕç. Ара, пĕр юнĕçен тарса хăтăлчĕ те-ха, пĕр тăшман пуçĕ сывă юлчĕ те-ха.