Кăвак çĕмрен :: Çĕнĕ чиркӳ — çĕнĕ куççуль


Кашни чиркӳ çын шăмми çинче ларать.

Халăх каларăшĕ.

 

Савантер — виççĕмĕш эрне ĕнтĕ Валтиелре. Çак хушăра вăл кунти Ермолай пуппа пĕр чĕлхе тупрĕ темелле. Чăнах та, Валтиелри пачăшкă Килтеш пуянĕпе канашламасăр пĕр утăм та тумарĕ темелле. Çавна май хайхи Савантер чиркӳ лартас ĕçе пĕтĕмпех хăй йĕркелесе пыма тытăнчĕ. Чи малтан вĕсем, пуппа иккĕшĕ, ял варринче чиркӳ валли вырăн суйласа илчĕç, ун хыççăн Савантер Хырла хĕррине кайса пĕренелĕх вăрман пăхса çӳрерĕ, юлашкинчен вара çулран аякра пĕр хырлăх килĕштерчĕ те тепĕр кунах унта çынсене ертсе тухрĕ, йывăç кастарма тытăнчĕ. Хăй çав кунах тепĕр ушкăн çынна Хырла урлă ертсе кайрĕ, чиркӳ никĕсĕ валли çĕр çулхи юмансем касма хушрĕ.

Валтиель халăхĕ, кăмăлсăр пулсассăн та, Савантер сăмахне пĕрре те хирĕç пымарĕ. Ахăртнех, ялта салтаксем тăни вĕсене хăратрĕ пулас.

— Куç пурăнма кунта, Савантер, — терĕ Ермолай пуп Килтеш пуянне вăрман турттарма тытăннă кун. — Çынни маттур эсĕ. Кирек мĕнле ĕçе те пĕлетĕн. Халăх та итлет сана. Ав, епле йышлăн тухрĕç валтиелсем чиркӳшĕн ĕçлеме.

«Пăшалпа хăратсассăн та тухмасан!» — хăй ăшĕнче шухăшларĕ Савантер.

— Иксĕмĕр пĕрле ĕçлĕпĕр, — çаплах ӳкĕтлерĕ пачăшкă пуяна. — Чи çывăх çыннăм пулăн. Килĕштерсе, туслă пурăнăпăр...

«Туслă пурăнăпăр, тет, — тĕлĕнсе шухăшларĕ Савантер. — Икĕпитленет-ха... Халлĕхе эп кирлĕ те... Кайран, ак, кăтартать...»

Ермолай пуп шăчă пек вăрăм пӳллĕ, вăтăрсене çитсе пыракан ырханкка арçын. Утти — хур аçинни пек. Сасси кăмăллă, çинçе, ытла вăйлах та мар. Вăл пуринпе те лăпкăн, кăшкăрашмасăр калаçать. Çынсене ятпа чĕнме тăрăшать, кашни ĕçшĕн турă ячĕпе тав тăвать, хăй пĕлмен япаласене ыйтса тĕпчеме пĕрре те вăтанмасть.

— Тата миçе кун турттармалла-ха вăрман? — ыйтрĕ вăл пĕррехинче Савантертен. — Шет, халлĕхе çитĕ. Никĕс хурар мар-и?

— Çук, — хирĕçлерĕ ăна пуян, — ир-ха. Малтан мĕн кирлине турттарса тухар, кайран вара ушкăнпа чиркĕве часах туса лартăпăр.

Пуп Савантер сăмахĕпе часах килĕшрĕ. Иннокентий пулсассăн, паллах, малтан тем тĕрлĕ ятлаçса пĕтетчĕ-ха ĕнтĕ, хăй тĕрĕс маррине пĕлсе тăрсах пуяна çупкă та çитеретчĕ.

Кунти пуп Иннокентирен пачах урăхла пулнине курса, Савантер ытларах та ытларах тĕлĕнчĕ. Халиччен урăх пачăшкă таврашне курманнипе пуль, кашни чиркӳ çынни Килтеш пуянĕшĕн Иннокентий евĕрлĕ пулмалла пек туйăнчĕ. Ку вара — таçтан килнĕ çын пек те мар: йĕркеллĕ, курнăçмасть, вĕлерессипе хăратмасть. Чăваш çынниех темелле çав. Анчах сăмахсене çеç кăшт хытăрах, янăравлă сасăсене пĕр çемçетмесĕр калаçать. Ахăртнех, чăвашла калаçма ӳссе çитсен çеç хăнăхнă пулас. Савантер пĕррехинче вара чăтаймарĕ, пупран çакăн пирки ыйтрĕ.

— Эсĕ, тусăм, тĕрĕс асăрханă, — килĕшрĕ унпа Ермолай. — Чăвашла эпĕ ӳссен кăна калаçма вĕрентĕм. Хама чăвашсене тĕрĕс тĕнпе пурăнма хăнăхтарас тĕлĕшпе ĕçлеме кӳлĕнтерсен кăна.

— Хăв кам вара? Вырăс-и?

— Вырăс.

— Ку таврари-и?

— Çук.

— Ăçтисем?

— Чулхуласем.

— Сутăç йăхĕнчен мар пуль?

— Çук. Атте те, асатте те чиркӳ çынни пулнă. Вĕсен çулĕпех каяс терĕм.

«Тем, ăнлансах пĕтерейместĕп-ха эп сана, — шухăшларĕ Савантер пуппа калаçнă хыççăн. — Этем тени апла териех шалта хăйен мĕн пуррине пытарма пултараймасть пек те... Кун пек пачăшкăпа валтиелсем шăхăрса кăна пурăнаççĕ ĕнтĕ. Вăл вĕсене пирĕн Иннокĕнтий пек ним çук çĕртенех кӳрентерес те, асаплантарас та, вĕлерес те çук. Иннокентий — урнă кашкăр. Ку — чее тилĕ пулас». Уйрăмах Савантере пуп «хама чăвашсене тĕрĕс тĕнпе пурăнма хăнăхтарас тĕлĕшпе ĕçлеме кӳлĕнтерсен» тени тĕлĕнтерчĕ. Иннокентий ку шухăша урăхла, «ылхан çиме маннă ют йăхсене» е тата та усалрах сăмахпа каланă пулĕччĕ. «Кур-ха эс ăна, — çаплах тĕлĕнме пăрахмарĕ Савантер, — хăй вырăс, чăвашсене кӳрентересси пирки шухăшламасть те. Пирĕн пуп — çурмачăваш, çапах чăвашсене выльăх вырăнне те хумасть, пурне те пусса тухма хатĕр. Кирлĕ мар пулсан мана та шеллесех тăрас çук».

— Ну, Савантер, эпир санпа пит килĕшӳллĕ ĕçлерĕмĕр-ха. Тен, чăнласах Валтиеле куçăн? — терĕ сăмах май Ермолай Килтеш пуянне. — Иксĕмĕре пире лайăх пулĕ.

«Санпа пурăнма, паллах, çăмăл ĕнтĕ, — шухăшларĕ Савантер. Çавăнтах тата каллех иккĕленсе те илчĕ. — Тен, пуп халлĕхе çеç çапла калаçать пуль? Кайран, кунта пурте йĕркеленсен, кушак пек чĕрнине кăларса чаваласа илет пуль... Вара хайхи Иннокентийрен те усалтарах пулса тăрĕ. Çук, йытă çăварĕнчен тарса кашкăр çăварне лекес мар. Çитменнине тата, эпир Иннокентийпе пурнăç пирки калаçса та татăлнă ĕнтĕ. Эс вара, кам пĕлет сана, мана çав эсреметпех пурăнтарас тейĕн те...»

Паллах, ку шухăшне Савантер пĕрре те палăртмарĕ ĕнтĕ, шухăша кайнăн çапла каларĕ:

— Çук, таса атте, кунта куçас тени пулмасть пуль. Килтешрех пурăнса ĕмĕре ирттерем...

— Хăв пĕл эппин, — терĕ ăна хирĕç Ермолай. — Сана ирĕксĕрлемĕп эпĕ...

 

Чиркӳ валли вăрман касасси вĕçленсе пычĕ. Савантер çакăн çинчен Иннокентие пĕлтерес терĕ. Килтеш пупĕ вара унран хыпар илсессĕнех Валтиеле персе çитрĕ.

— Çĕнĕ чиркĕве никĕслеме ман пек пĕлекен çын кирлĕ, — терĕ вăл хăй мĕншĕн килнине ăнлантарса.

Усал çын мĕлки те инкек кӳрет, теççĕ. Тĕрĕсех пуль çав. Иннокентийччен Валтиелре ĕçсем чиперех пыратчĕç...

— Кĕрешĕсем чиперех, — калаçа-калаçа пăхса çӳрерĕ Килтеш пупĕ чиркӳ валли турттарса тухнă вăрмана. — Никĕс юманĕсем те çирĕп... Анчах, чим, алтарь валли вара ятарласа йывăç касман пулас.

Вăл Савантере хăй патне чĕнсе илчĕ:

— Атя-ха, тăванăм, хатĕрлен, алтарь валли кирлĕ юманне хам тупса парам сана, — терĕ те тăрантас хатĕрлеме хушрĕ.

Вăрмана вĕсем пиллĕкĕн тухса кайрĕç: икĕ пуп, Савантер, тата икĕ салтак. Хуралпа çӳрени сум хушĕ терĕ пулас ĕнтĕ Иннокентий.

— Алтарь валли кĕреш тупасси — турра килĕшӳллĕ ĕç, — çул тăрăх калаçа-калаçа пычĕ Килтеш пупĕ.

Савантер пупсене вăрман каснă çĕре илсе çитерчĕ. Иннокентий тăрантас çинчен анчĕ те, никама курман-илтмен пек, хăйне кирлĕ юман шыраса, чăтлăхалла утрĕ. Савантер те унран юлмарĕ.

Çын аллинчи кукăль пысăкрах, курман юман — лапсăрккарах пек туйăнать. Пурне те тĕлĕнтермелли чаплă юман тупас тесе, Килтеш пупĕ шаларан шала кĕчĕ. Инçет — илĕртет, юна вĕретет...

Çапла чылайччен курăк ашса çӳренĕ хыççăн Иннокентий шурлăха юхса кĕрекен пысăк мар çырма хĕрринче ӳсекен юмана куçларĕ.

— Çӳлти турăшăн пултăр. Турра килĕшӳллĕ ку, — терĕ вăл йывăç тавра уткаласа. — Савантер, кӳр-ха аллуна. Салтаксене чĕн тата.

Вĕсем тăваттăшĕ, алла-аллăн тытăнса юмана ыталаса илме тăчĕç, анчах пултараймарĕç, йывăçĕ ытла та кутамас.

— Ултă çын кăна ыталама пултарать! — савăнса пĕлтерчĕ Иннокентий. — Кур, Савантер, епле юман шыраса тупрăм эпĕ алтарь валли.

Вăл хресченсене чĕнсе килме хушрĕ.

— Ку йывăçа касма питĕ йывăр, — терĕ Савантер. — Çырма хĕрринче. Тайлăк ларать. Аяккарах ӳксессĕнех тата шурлăха лекет. Çынсене кăна путарса вĕлермĕпĕр-и?

— Турра кирлĕ пулсассăн путса та вилĕç çав, — килĕшрĕ пуп. — Эс мана, Савантер, тарăхтарса ан тăр. Эп мĕнлине пĕлетĕн пуль. Эп калани пулмаллах. Эп çынсем ытла калаçса тăнине юратмастăп. — Унăн сасси тӳрех улшăнчĕ, усалланчĕ... — Е эсĕ турă алтарĕ айне хăв турттарса хунă çĕрĕк йывăçсене хурас тетĕн-и? Çылăхна каçарттарма!

— Эс хăв çĕрĕк! — кăшкăрса яма хатĕрччĕ тарăхнипе Савантер, анчах çывăхри салтаксем çине пăхса илчĕ те чĕлхине ыратмаллах шатăр-р! çыртрĕ, унтан нимĕн чĕнмесĕр çынсене чĕнме кайрĕ.

 

Савантер асăрхаттарнине итлемерĕç çав, инкек пулмастчĕ те... Вăл — вăрманçынни, йывăç касассин тертне лайăх пĕлет. Кунта вăйпа та ухлатнипе кăна ĕç кăларма çук, ытларах меслетне пĕлес пулать. Юмана хăйсем палăртнă çĕре, çырма тĕпне, ӳкерес тесе, çынсем пит тăрăшса мекĕрленчĕç. Анчах тем шута хурсах çитереймерĕç пуль, кирлĕ еннех тайăлнă йывăç юлашки самантра тепĕр еннелле пăрăнса кайрĕ те шыв юххи май лаплатса ӳкрĕ. Сысна чикнĕ чухнехи пек çухăрни илтĕнсе кайрĕ: çирĕмсенчи улăп пек паттăр хулçурăмлă арçын пăрăнса ĕлкĕреймерĕ, юман айне пулчĕ.

Пурте ал-хапăллăн чупса пырса ăна йывăç айĕнчен кăларма тытăнчĕç. Мĕскĕн чăваш вилме ĕлкĕрейменччĕ, анчах калаçма пултараймастчĕ. Вăл хăмăр куçĕпе пурин çине тархасланăн, тем калас тенĕн пăхрĕ, анчах ним сасă та кăлараймарĕ.

— Çурăм шăммине çапса хуçнă, — ăнлантарса каларĕ чапрас ураллă кӳсе старик, аманнăскере халачĕпе витсе. — Пурăнасси нумай юлман.

Вăл тухăçалла çаврăнса тăчĕ, кукленсе ларчĕ те ик аллине çӳлелле çĕклерĕ:

— Эй, аслă Турă, эй, пурнăç паракан Хăйпӳрен, мĕншĕн çакăн пек çыннăн ĕмĕрне çамрăклах татрăр-ха?

— Антихрист! — аслати пек мĕкĕрсе ячĕ Иннокентий. Кĕлтăвакан ватă патне чупса пычĕ те ăна урипе пуçĕнчен тапрĕ. — Путсĕр чăваш туррине пуç çапатăн. Пачăшкă куçĕ умĕнчех! Çĕр çăтман антихрист!

Кӳсе старик шурлăха чикеленсе анчĕ те, юшкăн çăта-çăта пупа ылханса усал сăмахсем кăшкăра пуçларĕ.

Савантер вĕсем пĕр-пĕрне хăртнине итлесе тăмарĕ, аманнă чăваша тăрантас çине хурса яла илсе кайма хушрĕ.

— Мĕске-е-ер? — кăшкăрса ячĕ çакна илтсен ун еннелле çаврăнса Иннокентий. — Яла-а?! Эх, турăсăрсем... Ан тивĕр. Кунтах пытаратпăр. Турра çапла кирлĕ. Ун чунĕ çакăнтан турă патне çĕкленĕ те ĕмĕр-ĕмĕр çăтмахра ыр курĕ...

— Ун вырăнне санăн çĕре кĕмелле те, такана хырăм! — мăкăртата-мăкăртата шурлăхран йăраланса тухрĕ леш кӳсе. Юрать-ха, ун сăмахне никам та илтеймерĕ, атту Иннокентий урса каятчĕ пуль.

— Акă, çакăнта, хăйне сăваплă юман çапса ӳкернĕ çĕре пытарăр ăна, — хушрĕ Савантере Килтеш пупĕ. — Эпĕ ăна молебĕн вуласа чыс тăвăп...

 

Мĕскĕн чăваша шăтăк чавса, анчах йăла-йĕркене тытмасăр, Иннокентий хушнипе Тупăксăрах пытарчĕç. Валтиелсем çеç мар, Килтешре пурăнса пуп юррине юрлама вĕреннĕ Савантере те çакă чунтанах тарăхтарчĕ. Çитменнине тата, аманнин чĕри те тапма чарăнманччĕ пулас, те çынсене çеç çапла туйăнчĕ. Килтеш пупĕ, кĕлĕ вуланă май аллипе унăн куçне хупрĕ, анчах лешĕ вилменччĕ пуль çав, куçне каллех чариех уçса пăрахрĕ. Савантер лайăх астăвать: чĕрĕ çын пекех пăхса илчĕ вăл ун çине. Куçĕнче — ӳпкев, тархаслу, ылхан сăмахĕ упранатчĕ...

■ Страницăсем: 1 2 3 4