Кăвак çĕмрен :: Йĕкĕт тени юлнă-и пирĕн?
— Вилĕм камран хăрать?
— Йĕкĕтрен.
Авалхи юмахран.
Çынпа хутшăнма юратмасть ватă Аванкай. Упа пек пĕр-пĕччен пурнасшăн вăл. Никам та ăна ан кансăрлетĕр. Вăл хăй те никама та ан чăрмантартăр.
Унăн сухалĕ те шап-шурă ĕнтĕ, çуçĕ те кăн-кăвак. Пичĕ-куçĕ те хутламăн-хутламăн хутланса пĕтнĕ, курпунĕ те тухнă, çĕр-анне ăна хăй патнелле туртать, тейĕн... Пĕркеленчĕкĕсем пит-куçĕнчи хĕç касса тунă суран йĕррисене те хупланă ĕнтĕ. Эх, мĕн чухлĕ суранччĕ унăн. Пĕтĕм сăпатне хăрушлататчĕç пек ĕлĕк чух. Унчухне унăн куçĕ ăмăрткайăкăнни пек çивчĕччĕ, вутхĕмĕн ялкăшатчĕ, нимĕнле тăшман та ăна хирĕç витерсе пăхаймастчĕ. Халĕ ĕнтĕ куçĕ те пĕркелкенчĕк айне путнă. Ватăлчĕ, ватăлчĕ Аванкай. Тахçан-тахçан вăл çӳллĕ те яштака пӳллĕччĕ, сарлака хулпуççиллĕ, вăйлă та маттурччĕ. Ăна çынсем Аванкай-паттăр тесе чĕнетчĕç. Чим-ха, чим, кун çинчен питех шарлар мар. Кун çинчен ара-çке никамăн та пĕлмелле мар. Ун чухне Аванкайăн ури те кашкăрăнни пек вăйлăччĕ. Халĕ апла мар, халĕ Аванкай, ав, ухсахлать. Тахçанах, тахçанах çапла аманнăччĕ вăл... Чим-ха, кун çинчен те ытлах калаçар мар, кун çинчен те никам та пĕлмелле мар-çке.
И-и-и, ĕлĕкрех Аванкай çав тери хаваслă çынччĕ. Унăн тавра юлташĕсем хĕвĕшетчĕç. Халĕ вăл улшăннă ĕнтĕ, халĕ пĕччен пурнасшăн. Çавăнпа вăл, пуринчен те тарса кайса, çак сĕм вăрмана килсе ларнă та. Кунтах хăйне валли çурт тунă. Хĕрĕх çул ытла пурнать ĕнтĕ унта Аванкай. Хĕрĕх çул ытла. Çирĕм çул каярах ун йăви тĕлне çынсем килсе тухрĕç. Унтанпа каллех вара çапла киле-киле чăрмантараççĕ ăна. Пурне те йышăнмасть Аванкай. Чылайăшне хăй патĕнчен хуса ярать. Чи çывăх çынсене, хăй шанакан çынсене çеç хăй патне кĕртет вăл. Лешсем ун патне тĕрлĕ ĕçпе çӳреççĕ. Мĕншĕн тесен Аванкай пек тимĕр-тăмăр ăсти таврара урăх çук та пулĕ. Тимĕр-тăмăр ĕçĕпе çӳреççĕ ун патне çынсем.
Ăстине ăста-ха, паллах, Аванкай. Анчах хăй ĕçĕпе пĕрре те мухтанаймасть-çке вăл. Мĕншĕн тесен Аванкай тăшманĕсем вăл тимĕр-тăмăр ĕçне пуçăннине: вăл хăй пĕлекен çынсене çивчĕ анкар, сăнă, ухă йĕппи, теприсене тата хĕç те туса панине пĕлмелле мар. Çакăн çинчен аслă чăваш ялĕсенче тăракан вырăс стрелецĕсем пĕлсессĕн — тĕнче пĕтĕ-çав, Аванкай ниепле те пуçне упраса хăвараймĕ. Мĕншĕн тесен тахçан ĕлĕкех патша указĕпе чăвашсене тимĕрç лаççисем тытма, хĕçсемпе сăнăсем, пăшалсем тума чарнă. Анчах халь уншăн питех шухăшлар та мар. Мĕншĕн-и? Мĕншĕн тесен тӳре-шаран халь урăх шухăш. Тĕнче тăрăх хавха сарăлать. Таçтан хресчен патши килсе тухнă, тет, стрелецсене, пупсене, пуянсене, вăйпутсене тĕп тăвать, тет. Теприсем тата вăл Атăл урлă каçса çурçĕрти чăваш ялĕсене çитнĕ те теççĕ. Те тĕрĕсех ĕнтĕ çакă? Чăннипе тĕрĕссине никам та пĕлмест. Уйрăмах кунта кăнтăрти чăваш ялĕсенче çак сăмах тĕрĕссипе — тĕрĕс маррине татсах калаймаççĕ. Ара, вырăнĕсем те вăрттăнрах та-ха кунта.
Çапла, кунта улах вырăнсем сахал мар. Акă, Аванкай пурнакан çурт та улах вырăнта. Çавăнпа ĕнтĕ Аванкай патĕнче виçĕ эрнене яхăн таркăнсем пурăнаççĕ. Хăйсем çамрăкскерсем. Каччăсем.
Анчах таркăнсем унта пурăнни çинчен никамах та пĕлмест. Аванкайсăр пуçне. Тата Килтеш ялĕнчи пĕр карчăксăр пуçне. Карчăкне ăна Кĕлсулттан кинемей тесе чĕнеççĕ.
Епле килсе тухнă-ха çакскерсем Аванкайăн улах çуртне?
Ăнсăртран. Малтан пĕри килсе тухрĕ. Аманнăскер. Çемрен лекнĕ ăна. Хăй вăл Кĕтне тăрăхĕнчи аякри ялтан иккен: тӳре-шара таврашне халăха тертлентернĕшĕн тавăрма шухăшланă. Хăйсен ялĕнчи чиркĕве вут тĕртсе тивертнĕ те вăрмана тухса тарнă. Анчах йĕрне çухатайман çав. Салтаксемпе куштан ачисем ăна хыççăнах хăваласа пынă. Тытасса хăйсем тытайман, çапах та юнлă кучченеç туянтарнă, ухăпа персе амантнă. Аванкай ăна виçĕ кун хушши çине тăрсах хăй пĕлнĕ пек сиплерĕ. Атлай ятлă пулчĕ вăл. Сипленине кура самаях самайланма тытăнчĕ... Шăп та лăп çав кунсенче тата Аванкай вăрмантан тепĕр çамрăка тупса таврăнчĕ. Ку вара юн нумай кайнипе йăлтах халсăрланнăччĕ, ятне çеç Эмир тесе калама ĕлкĕрчĕ, тăнне çухатрĕ. Аванкай ăна тем тĕрлĕ те сиплесе пăхрĕ, анчах аманнă çамрăкăн лайăхланасси пулмарĕ. Вара старикĕн ирĕксĕрех Килтеш ялĕнчи сиплевçе Кĕлсулттан кинемей патне кайма лекрĕ. И-и, Кĕлсулттана Аванкай тахçантанпах пĕлет. Вĕсем иккĕшĕ паллашнă чухне Кĕлсулттан çап-çамрăкчĕ, тухья тăхăнса çӳретчĕ, куçĕ ахахăн та мерченĕн çиçетчĕ, таврари ялсенчи каччă-тĕрĕш ун тавра хĕвĕшетчĕ.
Икĕ кун кунĕпе сиплерĕ çав карчăк аманнăскере, иккĕмĕш кунне, каçалапа, таркăн каччă хăйие лайăхрах туйма тытăнчĕ, суранĕ туртăнса ӳт илме пуçларĕ.
Çав кунхине тата вăрманти улах пӳрте тепĕр çын килсе çулăхрĕ. Ăна та йышăнчĕ Аванкай. Ку лутака та мăнтăр хырăмлă, чапрас ураллă вăтăрсенчи арçын пулчĕ. Ишмук тесе чĕнеççĕ иккен хăйне.
Кĕлсулттан, аманнă качча пăхса, тата икĕ кун пурăнчĕ. Виççĕмĕш кунне вара килне кайма тухрĕ. Анчах вăл килне çитмесĕрех каялла таврăнчĕ. Пĕччен мар тата: вĕçĕмсĕр ахлатакан арçынна сĕтĕрсе килчĕ. Ăна вăрманта упа ами лутăркаса тăкнă иккен. Карчăкăн куна та сиплемелле пулчĕ вара. Сиплевçĕ сиплĕхрен тармасть, теççĕ. Çапла пулчĕ мар-и...
Кускер ачан чĕлхи хытă пулмарĕ. Вăл — вăтам пӳллĕ, хулăм туталлăскер. Хăй çинчен вăл нимĕн пытармасăр каласа кăтартрĕ. Астăрхан ятлă. Иккен ăна хăйсен ялĕнчен салтака каймалла тунă. Шăпа çапла тухнă-и, тата ытти-и... Анчах та ку тухса тарма ĕлкĕрнĕ. Вунă куна яхăн вăл вăрманта выçăллă-тутăллă çухалса çӳренĕ. Вара асăрхамасăр упа амипе çури выртакан çĕре пырса тухнă. Упа ами ăна тăшман тесе шутланă пулас, хăвалама тытăннă, çитсе пусса антарнă. Каччă анкарне туртса кăларса ун хырăмне касса çурнă. Упа вар-хырăмĕ çĕре йăтăнса тухнă, анчах вăл виличчен хăй тăшманне юлашки хут çапса хытах амантма ĕлкĕрнĕ иккен...
Çапла Аванкай улах пӳртĕнче тăватă çамрăк чăваш ачи пурăнаççĕ.
Хăшпĕр чухне вĕсем ватă Аванкай тавра пуçтарăнаççĕ те старик тахçан авал пулса иртнине каласа парасса кĕтеççĕ. Эх, мĕн кăна пĕлмест пулĕ Аванкай! Чăваш паттăрĕсен мухтавлă ĕçĕсене, вĕсем халăхшăн епле кĕрешнине унран лайăх никам та каласа кăтартаймасть пулĕ.
— Мĕншĕн-ха, мучи, вырăс патши чăваш ялĕсенче тимĕр-тăмăр сутма чарнă? Мĕншĕн-ха вырăс патши чăваш ялĕсенче тимĕрç лаççисем уçма чарнă? — ыйтрĕ паян каччăсенчен пĕри, вăтам пӳ-силлĕ те хулăм туталлăскер, шăп та лăп леш, упапала çапăçаканни.
— Этьсемри, — терĕ кашнине куçран пăхса ватă Аванкай, — итлĕр эппин, каласа кăтартам сире.
Ватă Аванкая çак хăюллă та нимрен хăраман пусмăрпа мăшкăла тӳсес темен яшсем питĕ килĕшеççĕ. И-и-и, тахçанах-тахçанах Аванкай хăй те вĕсем пекех çамрăкчĕ, харсăрччĕ. Аслă Çавалпа Кĕçĕн Çавал тăрăхĕнче ун чухне ăна пĕлмен çын та çукчĕ пулĕ! И-и-и, ку ĕнтĕ вăл тахçанах, тахçанах пулнă. Ун чухне чăваш йĕкĕчĕсем Аванкай хыççăн вута кĕме те, шыва сикме те хатĕрччĕ. Чаплă уяв туса ирттерчĕç вĕсем ун чухне Аслă Çавал хĕрринче. Патша вăйпучĕсене çĕмĕрсе тăкнă хыççăн чаплă уяв туса ирттерчĕç. Тискер вăйпутсене вĕсем çунтарса янă ялсемшĕн, ним айăпсăртан тертелентернĕ çынсемшĕн, кĕлĕ вырăнĕсене пĕтернĕшĕн тавăрчĕç. И-и-и, мĕн тери чаплă вăхăтчĕ çавă... Аллисем вăйлăччĕ Аванкайăн. Ӳт-пĕвĕ енлĕк кайăкăнни пек маттурччĕ, куçĕ ăмăрткайăкăнни пек çивĕчĕччĕ. Учĕ — урхамах пек çунатлăччĕ. Нукерĕсем шанчăклăччĕ. Ĕмĕтленме те пĕлетчĕ тата вăл ун чухне. И-и-и, çитмерĕç çав Аванкай ĕмĕчĕсем... Тĕп тунă вăйпутсем вырăнне патша урăххисене ячĕ. Тискер патша çарĕсем пĕтĕм чăваш ялĕсем тăрăх выç кашкăр пек урса çӳрерĕç, Аванкая тытасшăн пулчĕç. Çук, тытаймарĕç. Ара, ăçтан тытчăр-ха ĕнтĕ! Пĕтĕм халăх Аванкай майлăччĕ те. Чылайччен ухмаха хăварса пурăнчĕ Аванкай вăйпутсене. Анчах кайран... кайран сутрĕç ăна: систермесĕр темиçе енчен хупăрласа илчĕç.
Паттăррăн çапăçрĕç Аванкай йĕкĕчĕсем. Тупăсем çине, пăшалсем çине ним хăрамасăр кĕчĕç. Аллисене хĕç, ухă, сăнă тытса. Эх, тăшман хушшине кĕрсе кайса, куçа-куçăн тăрса çапăçайма пултарнă пулсан! Патша вăйпучĕсем пĕри те сыввăн юлаймастчĕç те çав. Çук, тăшман хушшине кĕрсе каяймарĕç. Йĕкĕтсене çичĕ ют тупăсенчен, пăшалсенчен пере-пере вĕлерсе пĕтерчĕ. Ӳкрĕç, ахлата-ахлата хăйсемшĕн амаçури пулса тăнă тăван çĕр çине ӳкрĕç Аванкай йĕкĕчĕсĕм...
Аванкай вара кăнтăралла тапрĕ. Хăйне пĕлмен çĕрелле. Хăйне курман çĕрелле. Çавал тăрăхĕнче юлма юрамастчĕ унăн. Упа пек чĕмсĕрленчĕ вăл...
Кунта — Хырлапа Кĕтне хушшинче — ун çинчен чăнни-тĕрĕссине пĕртен-пĕр чун кăнапĕлет. Кĕлсулттан кинемей. Сĕм вăрмана кĕрсе, çынсенчен тарса çӳреме тытăниччен пĕр пилĕк çул Аванкай Килтеш ялĕнче пурăнчĕ. Ун чухне вăл Кĕлсулттан ятлă чип-чипер те çап-çамрăк хĕрпе паллашрĕ. Эх, мĕн тери чиперччĕ вăл! Çавăн чухне каласа кăтартнăччĕ ĕнтĕ Аванкай хĕре хăй çинчен... Анчах Кĕлсулттана урăх çынна вăйпах качча пачĕç. Ятсăр-шывсăр Аванкайпа ун чухне никам та тăванлашас темерĕ...
Хăçан та пулин кĕрешӳ кунĕсем, çĕнтерӳ кунĕсем каллех килĕç-ха тесе, Аванкай сĕм вăрманта вара пĕр-пĕччен пурăна пуçларĕ. Çук, таврăнмарĕç вĕсем, кĕрешӳ кунĕсем. Таврăнмарĕç, Аванкай ватăлса та кайрĕ, алли те ĕнтĕ унăн хĕç çĕклеймест пулĕ халĕ... Чим, тен, çак çамрăксем, акă, ун вырăнне хĕç çĕклемĕç-и...
— Мĕн пирки пит кулянатăн, мучи? — тени сасартăк Аванкай хăлхине кĕчĕ.
— Иртни пирки шухăшларăм. Пулкалать вăл çапла пирĕн пек ватăсемпе. Чим, ара, эпĕ сире тем каласа парăп темерĕм-и? — аса илчĕ хайскер. — Итлĕр эппн, этьсемри.
Вăл кăшт ӳсĕркелем пекки турĕ те çапла калама тытăнчĕ:
— Пĕр-ик çĕр çул каялла пирĕн аслаттейсем вырăс патши патне элчĕсем янă. Вĕсем вырăс патшипе ĕмĕр-ĕмĕр туслă та килĕштерсе пурăнасси пирки калаçса татăлма шухăшланă. Ун чухне чăвашсен хăйсен чаплă турханĕсем, мăрсисем пулнă. Вĕсем пысăк çар тытнă. Хăйсем вара Хусан ханне пăхăнса тăнă... Пыра-киле Хусан ханне пăхăнса пурăнни вĕсене йăлăхтарса çитернĕ. Вара пирĕн турхансемпе мăрсасем Мускав патши патне кайнă та каланă:
— Туслă пурăнар, атя, — тенĕ. — Санпа суту-илӳ туса, килĕштерсе пурăнас тетпĕр.
Мускав патши савăнсах килĕшнĕ:
— Эпĕ те сирĕнпе туслă пурăнасшăн, — тенĕ. — Пирĕн хушшăмăрти туслăха çирĕплетсе, атьăр хут çырар, пичет хурар.
Килĕшнĕ ун сăмахĕпе чăвашсем. Килĕшӳ тунă, хут çине çырнă. Хутне вара «Ылтăн килĕшӳ» тенĕ.
Çакăн çинчен Хусан ханĕ пĕлнĕ те, çар пухса, пирĕн турхансемпе мăрсасене хирĕç тухнă. Вăрçă чылайччен вăрçнă. Пирĕн турхансемпе мăрсасем Хусан ханне ниепле те хăйсен çĕрĕнчен хуса ярайман. Вара хайскерсем Мускав патши патне пынă та хăйсене пулăшма ыйтнă. Тус пулсан тăшман çĕнтереймест, теççĕ. Тус тупас тенĕ ĕнтĕ.
— Хан вăл мана та усал нумай кӳнĕ, пĕрле пулса ăна хирĕç тухар, шĕкĕр хулине туртса илер, — тенĕ Мускав патши, вара чăвашсене пулăшма çар пухнă. Часах вырăссемпе чăвашсем ханăн шĕкĕр хулине хупăрласа илнĕ. Кайран унта кĕрсех кайнă.
Вара, ханăн шĕкĕр хулине илнĕ хыççăн, пирĕн турхансемпе мăрсасем килĕсене таврăннă. Вĕсем Мускав патши хăй çарне калаçса татăлнă пек каялла илсе кайĕ, тесе шутланă. Анчах ĕçсем часах урăхла пуçланса кайнă... Мускав патшин шухăшĕ пĕтĕмпех улшăннă, вăл чееленме, усалланма тытăннă. Вăл пĕтĕмпех питне кĕççе çĕленĕ, хана хирĕç пĕрле кĕрешнине те маннă. Вăл хăй çарне чăваш çĕрĕнчен илсе кайман, чăвашсене хăйсен тĕнне манма, ясак тӳлесе пурăнма хушнă.
Вара пирĕн мăрсасемпе турхансем каланă:
— «Ылтăн килĕшӳ» хутĕнче эпир пĕр-пĕринпе туслă пурнасси çинчен каларăмăр. Эсĕ халĕ пирĕн çĕре туртса илесшĕн, пирĕн тĕне усал тăвасшăн.
Мускав патши çапла хуравланă:
— Сирĕн тĕнĕр вăл ултавлă тĕн. Пирĕн тĕн вара — тĕрĕс тĕн, пирĕн тĕнпе пурăнма тытăнăр эсир. Лайăхрах пулать.
Пирĕннисем хыпарланă:
— Аслаттейсем пире хамăр тĕнпе пурăнма хушса хăварнă. Çук, эпир сире аслаттейсем халалласа хăварнă тĕне тĕп тума памăпăр.
Ултавçă патшапа вара вăрçă пуçласа янă.
Анчах усал патша çĕнтернĕ çав вĕсене. Чылайăшне вĕлерсе пĕтернĕ, чĕрĕ юлнисене вара инçетри-аякри ют çĕрсене куçарса кайнă, хура халăх хăй çеç юлсассăн мана час пăхăнĕ, тенĕ. Анчах хура халăх та каллех ултавçă патшана хирĕç вăрçăпа тухнă.
Ултавçă патша ку хутĕнче те çентернĕ.
Çапах та чăвашсем пуç усман, чĕркуçленсе ларман. Йĕксĕк чунлă патша чăваш çĕрĕнчен тухса кайсанах вĕсем пăлханма тытăннă, вăйпутсене вĕлерсе пĕтернĕ. Анчах кашни хутĕнчех патша тата пысăкрах çар пухса каялла таврăннă та пăлхавçăсене е чеелĕхĕпе, е тата ултавлăхĕпе çĕнтернĕ. Усала ăна тискер ĕç тума пĕтĕм тĕнчери усал-тĕсел пулăшать теççĕ мар-и...
Кайран вара, вĕçĕмсĕр пăлхава çĕкленнине кура, патша чăвашсене кăрал таврашĕсĕр хăварма шутланă, пирĕн çĕршывра тимĕр-тăмăр сутма, лаçсем уçма чарнă.
— Чăвашсен пурпĕрех хăйсен тимĕрç лаççисем пур! — кăшкăрса ячĕ çакна илтсен итлекенсенчен пĕри, Аçтăрхан.
— Тимĕрç лаççисем пур, анчах йĕкĕчĕсем çук, — сиввĕн тавăрчĕ ăна хирĕç ватă Аванкай.
— Пур, йĕкĕтсем те пур! — тата хытăрах кăшкăрса ячĕ Аçтăрхан. — Аванкай мучи, Чăвашстанра йĕкĕтсем пĕтмен-ха, пĕтмен!..
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...