Кăвак çĕмрен :: Çĕнĕ кайăк
— Çенĕк, çенĕк çинче пилеш, пилеш çинче
такана, такана çинче икĕ кĕрепле, икĕ
кĕрепле çинче ням-ням, ням-ням çинче
лĕр-лĕр, лĕр-лĕр çинче икĕ çутă кӳлĕ, икĕ
çутă кӳлĕ çинче çут уй, çут уй çинче вĕтĕ
вăрман. Мĕн ку?
— Çĕнĕ кайăк.
Чăваш халăх тупмалли юмахĕ.
Хусанкка патька-патшана юнашар ялта пурăнакан тăванĕ патне хăнана чĕнчĕ.
— Вăл пире куç пек кĕтет, — терĕ Хусанкка. — Эс хăнана пыни уншăн калама çук пысăк савăнăç пулать. Уншăн çеç мар, пĕтĕм ял халăхĕшĕн. Вĕсен ялĕнче патька-патша хăй хăнара пулнине вĕсем ĕмĕрне те манмĕç.
Хусанккан каçăр сăмсаллă питĕнче телей, чун-чĕри ăшши çиçрĕ. Çакна курнипе ĕнтĕ Пăкачав вăл чĕннине хирĕçлеме хăяймарĕ.
— Юрĕ эппин, — терĕ, — ан тив сан тăвану патшана хăйне хăна тутăр. Анчах асту, эпир ăна çара пакартан хăварма пултаратпăр мар-и? Ав мĕн чухлĕ çын çӳрет те ман хыççăн, хӳре пек свита...
— Çук, çара пакартан хăвармастпăр, — ăшшăн кулса илчĕ Хусанкка. — Эпир унпа ку ĕç пирки пĕркунах, эпĕ эс хушнипе килсе çӳренĕ чухнех, калăçса татăлнă. Ял çыннисем, эс Атăл ку енне каçма шухăшланине пĕлсессĕн, сана сăйлас тесе, хăйсен мĕн пур çавна пĕтĕмпех пухса хатĕрлеме пулчĕç.
— Юрĕ, юрĕ, эс чĕнен, апла тăвану умĕнче те сан явап тытмалла, ман мар, — шӳтленĕн пӳрнипе юнам пекки турĕ Пăкачав, вара хăй патне утне илсе килме хушрĕ.
Пăкачав хăнана кайма пĕтĕм свитине мар, Алюнов полковникпе темиçе хусаха çеç илчĕ.
Хусанкка патька-патшапа юнашар хаваслăн кулкаласа пычĕ, чăвашсем ăна мĕн тери кĕтнине çĕнĕрен те çĕнĕрен кала-кала кăтартрĕ.
— Сана валли çĕр çулхи сим-пыл та тупса хатĕрленĕ.
— Çĕр çулхи? — тĕлĕнчĕ Пăкачав, сулахай аллипе сухалне якаткаласа. — Мĕнле упранса юлнă вара вăл? Ман хусахсем ку çулпа çӳременни тӳрех паллă çав.
— Пурпĕрех сан валли çĕр çулхи сим-пыл тупатчĕçех. Таçти çĕре кайса та пулин илсе килетчĕç...
Хусанкка тăванĕн çурчĕ ял хĕрринчех пулчĕ. Шурă пӳрт, самай пысăкскер, вăкăр хăмпи карнă ансăр чӳречеллĕ. Пăкачава чăвашсем пĕтĕм ялĕпе, çĕре çитиех пуç тая-тая кĕтсе илчĕç...
Сарлака картишне кĕнĕ чухне Пăкачав анкарти енчи пĕртен-пĕр лутра кантăклă пĕчĕк пӳрт патĕнче темиçе хĕрарăм ăшталанса çӳренине, темшĕн ăна асăрхаман пекех ун енне çаврăнса та пăхманнине курса тĕлĕнчĕ.
— Мĕн тăваççĕ вĕсем унта? — пĕлесшĕн пулса ыйтрĕ вăл Хусанккаран.
Хусанкка тӳрех хуравламарĕ, килхуçипе калаçма тытăнчĕ.
— Ай-яй-яй! — чĕлхипе темиçе хутчен те чаклаттарса илчĕ килхуçи, сарлака хул-çурăмлă тулли ӳтлĕ ватă. — Халиччен пулман телей-çке-ха, халиччен пулман телей пирĕн килте. Пирĕн пата патька-патша хăй хăнана килчĕ, çав хушăрах тата, ав, кин мунчана кайрĕ, çĕнĕ кайăк илме.
— Вăхăт çитрĕ те-и вара? — тĕлĕннĕн ыйтрĕ Хусанкка.
— Çитрĕ çав.
— Вăл хĕрĕх чĕрнеллĕ çӳренине астăватăп-ха. Анчах çĕнĕ кайăк илме халех каймалла мар тесе.
— Мĕнле «çĕнĕ кайăк»? — ăнланмарĕ Пăкачав. Хусанкка кӳпчек тутине ик еннелле сарса кăмăллăн кулса илчĕ.
— Тин çуралнă ачана çапла калаççĕ пирĕн. Кил хуçин кинĕ ача çуратма кайнă.
— Мунчана-и?
— Пирĕн йăла тăрăх çапла тăваççĕ çав. Çуратма вăхăт çитсен, ятарласа мунча хутаççĕ. Ун пек мунчара хĕрарăма çуратма çăмăлрах, теççĕ. Ачи те çирĕп, сывлăхлă пулать.
Пăкачава çакă самаях кăсăклантарчĕ пулас. Вăл мунча таврашĕнче ăшталанакан хĕрарăмсем çине тинкерсе пăхса Хусанккана ыйту хыççăн ыйту пачĕ.
— Ятарласа терĕн те-ха. Ун пек мунчана мĕнле хатĕрлеççĕ вара?
— Чи малтан мунчана эпçи текен супăнь курăкĕпе тап-таса çăваççĕ. Ун хыççăн хурăн, шăлан шывĕ тăваççĕ, кайран çĕлен курăкне шывра вĕретеççĕ, вĕсен шăрши мунчаран çеç мар, пĕтĕм çурт-йĕртен усал-тĕселе хуса кăларать. Туятăн-и, епле ырă шăршă сарăлнă таврара?
Пăкачав, тĕрлĕ йывăç-курăк шăршине лайăхрах туяс тесе, тарăннăн сывла-сывла илчĕ. Чăнах та, темĕнле чуна уçăлтаракан ырă шăршă.
Патька-патшапа пĕрле килнĕ хусахсем те, калаçу мĕн пирки пынине итлесе, ун-кун пăхкаларĕç, хăйне евĕрлĕ шăрша кашни хăй чухланă пек хак пама тăрăшрĕç.
— Ачапа амăшĕ валли таса кĕпе-йĕм, кипке хатĕрлеççĕ, — калавне тăсрĕ Хусанкка. — Йывăр çын ӳт-пӳне сĕрме, шăмми-шаккине сăтăрса çемçетме тĕрлĕ çу, сĕткен хатĕрлеççĕ, пилĕк çулçăллă ашни курăка хуранра вĕретеççĕ. Ашни шывĕ ыратасран та, шăнăр туртасран та пулăшать. Вĕсемсĕр пуçне мунчара çăка кĕлĕ тата сысна курăкĕ пулмалла.
— Кусем тата мĕне кирлĕ?
— Çăка кĕлĕпе сысна курăкĕ юн кайсан чарма.
— Кур-ха эс ăна! Пурне те шута хураççĕ, — тĕлĕнчĕ Пăкачав. — Ачине вара кам йышăнать?
— Эпи-карчăк. Ку ĕçе ăста çын. Хĕрĕх чĕрнеллĕ хĕрарăмсене пурне те вăл пăхсах тăрать. Вĕсемшĕн эпи-карчăк — амăшĕ те, тухтăр та, турă та.
— Чим-ха, чим, — чарчĕ Пăкачав Хусанккана. — Эсĕ икĕ хутчен ĕнтĕ «хĕрĕх чĕрнеллĕ хĕрарăм» тесе каларăн. Мĕне пĕлтерет ку?
— А-а-а, — ăшшăн кулса ячĕ Хусанкка. — Йывăр çынна пирĕн çапла калаççĕ.
— Мĕншĕн?
— Шахвăртса калани ку. Калаçу мĕн пирки пынине усал-тĕсел ан пĕлтĕр тесе. Амăшĕн — çирĕм чĕрне, ачин — çирĕм, пурĕ — хĕрĕх.
— Чее халăх эсир, чăвашсем, — кулса ячĕ Пăкачав. — Тавçăруллă та тата...
Çав вăхăтра мунча таврашĕнче аппаланакан хĕрарăмсенчен пĕри такама тем кăшкăрчĕ те Пăкачав тавра пуçтарăннă арçынсем патне васкаса чупса пычĕ, унта вара, хăрах хăлхаллă яштака пӳллĕ йĕкĕте аллинчен тытрĕ те калаçа-калаçа хăйпе пĕрле илсе кайрĕ.
— Ма илсе кайрĕ куна? — пĕлесшĕн пулчĕ Пăкачав. — Кам вăл?
— Çав арçын-и? — терĕ Хусанкка хăрах хăлхалли çине кăтартса. — Ача çуратма тытăннин упăшки, Асмантей. Арăмĕ, тем, çуратаймасть, тертленет тет, çавăнпа ăна мунчана илсе кайрĕç.
— Упăшкин пулăшмалла-им вара? — калаçăва хутшăнчĕ Алюнов.
— Мĕнле калас сана, — тӳрех сăмах тупаймарĕ чăваш утаманĕ. — Çапла тесен те юрать пулĕ. Арăмĕ ача çуратаймасăр тертленсен вăл тахçан упăшки пирки усал каланă теççĕ пирĕн. Аслă Пӳлĕхçĕ пулăштăр тесен вара ун пек чухне упăшкин арăмĕ урлă виçĕ хутчен каçмалла.
— Çакă чăнах та пулăшать-и вара? — тĕлĕнчĕ Пăкачав.
— Пулăшать, — ĕнентерӳллĕ хуравларĕ Хусанкка.
Çак йăла-йĕркене кашни чăваш мĕн пĕчĕкрен пĕлет, ĕненет, ахăртнех, çавăнпа чăнах та хăй урлă упăшки виçĕ хутчен каçни те çуратаймасăр тертленекен хĕрарăма пулăшнăнах туйăнать пулас.
Пăкачавпа Хусанкка çапла калаçса тăнă хушăра Асмантей мунча умне çитрĕ. Мунчаран тепĕр карчăк тухрĕ те ăна темле шывпа пĕрĕхрĕ, унтан тепĕр тĕрлĕ шывпа питне, аллине çутарчĕ, çакăн хыççăн тин хăйпе пĕрле шала илсе кĕчĕ...
— Хапăл тăватпăр! — тени илтĕнчĕ çак хушăра. Пăкачав патне ватă килхуçи пычĕ те, пуç тайса, килне кĕме чĕнчĕ. — Хапăл тăватпăр, хаклă хăна! Атя пӳрте. Кĕр. Унта, — мунча енне кăтартрĕ вăл, — пирĕнсĕрех йĕркеленĕç.
— Çук, çук, — хирĕçлерĕ Пăкачав, — эпир этем пурнăçĕнчи чи асамлă саманта куратпăр. — Этем, çут тĕнче хуçи, çут тĕнче илемĕ. Этем çуралнине куратпăр. Кам çуралнине пĕлес килет манăн. Арçын ача çуралсан — ман юнташ, ирĕклĕхшĕн кĕрешекен паттăр, чаплă çарпуçĕ пулĕ, хĕрача-тăк — чиперкке, сăлу; эпир ăна телей, вăрăм кун-çул, нумай ача-пăча сунăпăр.
Пăкачав лаши çинчен сиксе анчĕ те мунча еннелле утса кайрĕ.
Мунча патĕнче ăшталанакан карчăксенчен пĕри, çакна курса, хăраса ӳкнĕн аллисемпе сулкалама тытăнчĕ:
— Юрамасть, юрамасть! Кунта килме юрамасть!
— Мĕн ара? Çывăха пыма юрамасть-им? — ыйтрĕ Пăкачав.
— Çапла теççĕ çав, — ăнлантарса пачĕ Хусанкка. — Ют арçынсене мунча патне пыма юрамасть. — Вăл Пăкачава юнашарти сарай патне ертсе кайрĕ. — Кунта, акă, юрать. Мĕн пулнине кунтан пĕтĕмпех курса тăрăпăр...
Мунчаран Асмантей тухрĕ те, тухăçалла пăхса, чĕркуçленсе ларчĕ, тутисене мăклаттарса кĕлĕ вулама тытăнчĕ.
Кăштах вăхăт иртрĕ.
Кĕтмен сăлтав хаклă хăнасене картишĕнче тытса чарни, ăна хăй тараватлăхĕпе сăйлăхне кăтартма кансĕрлени ватă килхуçине шалтах аптратса кулянтарчĕ.
— Атьăр эппин сим-пыл пичĕкине кунта кустарса килер, — терĕ вăл ял çыннисене ним тăвайман енне. Çав хушăра мунчара ача сасси янăраса кайрĕ.
— Пулчĕ! — савăнса кăшкăрчĕ ватă килхуçи. — Мăнук çуралчĕ! — Мунчаран ача йăтса эпи-курчăк тухрĕ. Вăл сĕт пек шап-шурă кипкине сирчĕ те ачана çынсене кăтартрĕ, вара хайхискере çӳлелле, хĕвел çине çĕклерĕ:
— Хĕвел, хĕвел, хĕвел-асатте, ăшшуна пар, акă, хăвăн мăнукна!
Чăвашсем хăйсене хĕвелтен тăван тесе шутлаççĕ, çавăнпа ача çуралсанах ун çинчен ăна пĕлтереççĕ. Вара хĕвел инкек-синкек пулсан, ача çумне чир-чĕр çыпçăнсан ăна пулăшать, теççĕ.
— Кам? Ылтăн-и, кĕмĕл-и? — кăшкăрса ячĕ ватă килхуçи. Ылтăн — арçын ача, кĕмĕл — хĕрача.
— Ылтăн! — хĕпĕртенине пытараймасăр ăшă кулăпа çиçсе хуравларĕ эпи-карчăк.
— Пуртă, пуртă ăçта? — çакна илтсен тӳрех ăшталанса ӳкрĕ Асмантей.
— Мунчара, — терĕ карчăксенчен пĕри, — ача кăвапине касма хатĕрленĕ ăна.
— Э-э, çук! — кăшкăрчĕ старик. — Эй, эпи-карчăк, ан васка-ха!
Ватă килхуçи Пăкачав патне пычĕ те ăна çĕре çитиех пуç тайрĕ.
— Хăвăн хĕçне памăн-ши, патька-патша! — терĕ йăлăннăн.
— Хĕçе? — тĕлĕнчĕ Пăкачав. — Мĕн тума? Кампа çапăçас тетĕн, старик?
Ватă килхуçи Пăкачавран мĕншĕн хĕç ыйтнине Хусанкка тӳрех ăнланчĕ.
— Никампа та вăрçă вăрçасшăн мар вăл, — ăнлантарса пама тăчĕ вăл Пăкачава. — Сан хĕççӳпе ача кăвапине касасшăн вăл. Вара ача сан пек паттăр та маттур пулĕ. Кăвапана кам пурттипе е хĕççипе касан, ача çавăн пек пулать, теççĕ пирĕн.
— Чее те иккен эсир! — кăмăллăн кулса ячĕ Пăкачав. — Курăр-ха эсир, епле хитре йăла-йĕрке тупнă вĕсем.
Вăл хĕçне йĕнни-мĕнĕпех пилĕкĕнчен салтса илчĕ те старике пачĕ.
— Ме, ил! Кайран вара хăвнах хăвар. Çĕнĕ кайăк валли парне пултăр.
Старик хăйне тăсса панă хĕçе ярса тытрĕ те Пăкачава çĕре çитиех пуç тайрĕ, вара тин ăна эпи-карчăка тыттарчĕ. Лешĕ, хăрах аллипе ачана, теприпе хĕçе тытса, мунчана кĕрсе кайрĕ.
— Кăвапине каснă хыççăн ачана тухатнă шывпа пĕрĕхеççĕ, унтан ăвă тĕтĕмĕпе тĕтĕреççĕ, — мунчара мĕн пулассине каласа пама тытăнчĕ Хусанкка. — Вутпа тĕтĕм çĕнĕ кайăка усал-тĕселтен, йĕрĕх-ийе таврашĕнчен сыхламалла, тухатнă шыв вара ун, ачан, ӳтне çыпçăннă чир-чĕртен, нишрен-сарамакран тасатмалла.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...