Кăвак çĕмрен :: Хусанкка утаман
Хусанкка — Пăкачав çарĕнчи чăваш
утаманĕ.
Хусанкка улпутачисене, урисенчен тытса,
юман çумне çапса вĕлернĕ.
Халăх калани «Ашмарин словарĕ, ХYI том»
Хусанкка Пăкачав патне Урал таврашĕнче пынăччĕ. Савкилта ятлă паттăр чăваш утаманĕпе пĕрле. Савкилта... Ăслă та ăста çынччĕ. Пăкачав питĕ юрататчĕ ăна... Уралти заводсенче шăратса хатĕрленĕ тупăсем тăшман аллине лексессĕн Савкилта йывăç тупăсем, юманран, тăвас терĕ. Вунă тупă ытла туса хатĕрлерĕ вăл хăй юлташĕсемпе пĕрле. Мĕн каласси пур, хăйсемсĕр пуçне никам та çав тупăсемпе пеме пуласса шанмасчĕç. Çапах та питĕ лайăх тупăсем пулчĕç вĕсем!.. Чиперех перетчĕç... Чулман Атăл урлă каçнă чухне Пăкачав çарне самаях пулăшрĕç. Анчах Савкилтан ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ çав. Чулман Атăл урлă каçсан тепĕр куннех вăл хăй çыннисемпе пĕрле тăшман аллине лекрĕ. Драгунсем систермесĕр ярса тытнă вĕсене. Хусан çулĕ çинче. Тупписемпе пĕрлех. Темиçе çын çеç çăлăнса юлайнă. Шыва сиксе, патька-патша тапăрне тарса килнĕ. Хăтăлса юлнисенчен пĕри — Хусанкка. Вăл çав кунах чи маттур хусахсемпе пушкăртсене пухрĕ те драгунсем тăракан çĕре ертсе кăйрĕ. Пĕр çын юлми касса тăкрĕç вĕсем çавăн чухне драгунсене. Йывăç тупписене те каялла туртса илчĕç. Анчах вĕсем пеме юрăхсăрччĕ çав. Тăшмансем вĕсене ĕмĕрсе пĕтернĕччĕ. Савкилтасăр ăна никам та юсама пултараймарĕ.
Пăкачав вара юрăхсăра тухнă тупăсене пăрахса хăварма хушрĕ. Пĕрне çеç обоза илме ирĕк пачĕ. Тен, çул çинче ăна тӳрлетме пĕлекен тупăнмĕ-и, терĕ. Тĕрĕссипе каласан, йывăç тупă патька-патшана халĕ те кăсăкланатарать. Ара, вăл сассăр перет. Ăна тĕрлĕ çĕре илсе çӳреме те çăмăл. Май пулсан, йывăç тупăсем татах та тутарасси килет унăн. Вĕсемпе тăшмана самаях шар кăтартма пулать1.
Савкилтан сывă юлнă тусĕсене пурне те Пăкачав Хусана кĕмесĕрех Атăлăн сылтăм енне каçма, унти халăха кĕрешĕве çĕклеме хушса янăччĕ. Вĕсен хушшинче Хусанкка та пурччĕ. Эппин, тупăнчĕ иккен-ха вăл.
Акă ĕнтĕ, Хусанкка утаман — çаврака питлĕ, каçăр сăмсаллă, упа пек çамрăк — Петĕр патшана ырă хыпар пĕлтерме васкать.
— Патька-патша, чăваш çыннисем сана чун пек кĕтеççĕ! Вĕсем халĕ тем тĕрлĕ ясак-куланай тӳлесе халтан кайнă. Вĕсене халĕ вăйпа ют тĕне кĕртеççĕ, пусмăрçăсем вĕсен кĕлĕ вырăнĕсене, чӳк вырăнĕсене çĕмĕреççĕ. Чăвашсем, патька-патша, эсĕ пулăшасса кĕтеççĕ. Вĕсем пурте сан майлă.
— Ырă хыпар пĕлтертĕн эсĕ, Хусанкка утаман, — кăмăллăн хуравларĕ Пăкачав. — Мухтав сана.
— Эпĕ Çавал тăрăхĕнче те, Чукмара та пултăм. Пур çĕрте те хресчен çынни выçăпа касăлать. Ăна пуянсем те, купсасемпе улпутсем те, пупсем те хĕсĕрлеççĕ, — хĕрсех калаçрĕ чăваш утаманĕ.
— Çавăнпа чăтса тăраймăрăм ĕнтĕ эпĕ. Пур хресчене те ирĕклĕх паратăп.
Пăкачав пичĕ çилĕллĕ те шухăшлă.
— Пĕтĕм Чăваш çĕршывĕ — тулса тăкăнас умĕнхи тирĕк. Эсĕ кăна курăн, патька-патша, халăх çилли тăкăнса каять. Халăх сана хисеплесе кĕтсе илет. Тупа туса калатăп! Туршăн та!
— Ĕненетĕп, ĕненетĕп, утаман. Хăйĕн пĕртен-пĕр патшине кĕтсе илмесен епле-ха ĕнтĕ тата?! Пĕлетĕп: хура халăх юратать мана. Çăкăр-тăвар — хире-хирĕç. Эпĕ те çавăнпа юрататăп ăна. Манран ăна — ирĕклĕх те çăмăллăх.
— Хырлапа Кĕтне хушшинчен те — авалхи чăваш паттăрĕсен çĕрĕнчен те — ман пата хыпарçăсем пыркаларĕç. Пĕр мăчавар ачи те пурччĕ. Хăйсен авалхи тĕнне хĕсĕрленĕшĕн улпут-пуп таврашне питĕ кураймаççĕ вĕсем. Пысăк вăй пухса, сана кĕтсе илме Çĕрпӳ хулинелле хускалма пулчĕç. Çĕрпӳ хули вăл Çавал шывĕ çинче.
— Маттур! Мухтав чăваш çыннисене. Хама пулăшнине манмăп эпĕ! — терĕ Пăкачав хыттăн. — Вĕсене эпĕ хампа пĕрле Мускавпа Питĕр таранах илсе кайăп. Хамăн монарх ирĕкĕпе эпĕ вĕсене хăйсен тĕнне тытса пурăнма ирĕк парăп, пусмăрçăсем туртса илнĕ çĕрĕсене тавăрса парăп, куланай тӳллемесĕр пурăнмалла тăвăп.
Унтан вăл харсăрланнă сассипе хыттăн пурне те хушрĕ:
— Халĕ ĕнтĕ, атьсемĕр, пурте кайăр. Эпĕ Хусанка утаманпа калаçса татăлам. Кĕтĕр, часах тухса кайма пĕлтерĕп.
Пăкачав пӳртре Хусанккапа çеç тăрса юлчĕ.
— Маттур, пит маттур! — тепĕр хут ыталаса илчĕ Пăкачав чăваш утаманне. — Халĕ ĕнтĕ Атăл урлă каçма та юрать. Эсĕ, Хусанкка, хăвăн çыннусене ил те малтан каç. Халăха патша пырасса пĕлтер, Атăл урлă каçать, те. Пурне те пĕлтер, пурне те. Пурте кĕрешĕве çĕкленччĕр: пусмăрçăсене, майра-патша йыттисене тыта-тыта вĕлерччĕр, çакчăр. Отрядсем туччăр, ялсемпе хуласене хăйсен аллине тыта-тыта илччĕр. Мĕн тытса илеççĕ — пурте вĕсене пулĕ. Монарх ирĕкĕпе эпĕ вĕсене çапла калатăп. Ну, халĕ ĕнтĕ ĕçе тытăнар!..
Пӳртрен тухма тăнă Хусанкка чутах çармăс утаманĕпе Чоткарпа пырса çапăнмарĕ.
Чоткара Хусанкка тахçантанпах пĕлет. Вĕсем пĕр-пĕрне ĕлĕк те сахал мар пулăшнă. Туссем пĕр-пĕрне ыталаса илчĕç, хулĕнчен çапкаласа, кулса ячĕç. Чоткар — сарлака хул-çурăмлă, лутака çын, чăтма çук вăйлăскер, кунта Элнет шывĕ хĕрринчен сиктерсе килнĕ иккен.
— Çармăссем сан тапăру еннелле çĕршерĕн те пиншерĕн пу-хăнаççĕ, — терĕ вăл патшана. — Халь манăн мĕн тумалла ĕнтĕ, пуринпе те пĕрле Атăл урлă каçмалла-и, е кунта юлса çармăс çарĕсене пĕр çĕре пуçтармалла-и?
Пăкачавшăн пулсан халĕ Атăлăн сылтăм çыранĕнче çирĕпленнинчен пахи çук. Унтан вара Дон хусахĕсем патне кĕрешĕве чĕнсе элчĕсем яма пулать. Çитменнине тата Атăлăн сылтăм çыранĕнче халăх та нумай, хуласем те пайтах, вĕсене тытса илни Мускав енне хăвăрт куçма май парĕ. Çавсене шута хурса, вăл Чоткара хăйпе Атăл леш енне каçма хушрĕ.
— Кунта вара хăвăн чи çывăх çыннусене хăвар, вĕсем çармăссен отрячĕсене кĕтсе илччĕр те эпĕ Мускав еннелле кайма хатĕрленнине пĕлтерччĕр. Çармăссен отрячĕсене эпĕ Атăлăн сулахай çыранĕпе хĕвеланăçнелле кайма, пĕтĕм çармăс çĕршывне кĕрешĕве çĕклеме хушатăп. Вĕсем сан урлă ман штабпа çыхăну тытса пыччăр.
Приказ илнĕ хыççăн Чоткар хăйĕн Хусанкка тусĕпе пĕрле пӳртрен тухрĕ. Вĕсем Атăл урлă каçма хатĕрленекенсем патне васкарĕç.
Тепĕртакран Пăкачавăн пĕтĕм тапăрĕ ĕçе пуçăнчĕ: тухса кайма хатĕрленчĕ.
Хусанкка утаман хăйĕн çывăх çыннисемпе Атăл хĕрринелле васкарĕ. Унпа пĕрле — темиçе Ейĕк хусахĕ.
Чăвашсем тапăртан хускалсанах юрă тăсса ячĕç.
Тусăм панă турă ут
Тăпăртатать-туртăнать...
Тăпăртатать-туртăнать
Атăл хĕрне çитесшĕн.
Атăл хĕрне çитесшĕн,
Атăлтан шыв ĕçесшĕн...
Тусăм панă турă ут,
Йĕвен тăхи — йĕс тăха.
Тăха çинче чĕн вылять,
Çилхи витĕр çил вĕрет.
Çилхи витĕр çил вĕрет:
Чĕрни çинче çул вылять.
Инçех те мар Атăлăн сĕвек çыранĕ курăнса кайрĕ. Юланутçăсем унта сиктерсе çитрĕç те учĕсене тӳрех шывалла тытрĕç.
Ку 1774çулта, утă уйăхĕн 17-мĕш кунĕнче пулчĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...