Кăвак çĕмрен :: Патька-патша


— Апла Атăлăн сылтăм енчисем чурарах пурăнччăр-им вара? — терĕç. — Мĕн чухлĕ улпут унта! Хресченсене тискеррĕн пусмăрласа пурăнаççĕ. Пиншер-пиншер хресчен государь-императора кĕтет. Ирĕке кăларасса шанать.

Мăкшă утаманĕ Киньебулек ури çине тăчĕ.

— Çĕре çитиех пуçăма таятăп, государь, — терĕ пăл Пăкачава. — Ирçе-мăкшă çĕрĕ урлă кайма хистесех чĕнетĕп. Эпир пурте, пĕр çын пекех, сан майлă.

— Юрĕ, юрĕ, — килĕшнĕ пек пулчĕ Овчинников. — Ыттисен шухăшне пĕлер. Маттур Шируммет, пушкăрт старшини, мĕскер каласшăн пире?

— Мĕн каламалли пур, — пуçне енчен енне сулкаларĕ Шируммет. — Нумай калаçмалла мар, ытларах çапăçу хирĕнче пулмалла. Чĕлхепе мар, хĕçпе тăшман пуçне касмалла. Шухăш шухăшлани мар, çар ĕçне пĕлни кирлĕ пире.

Пурте кулса ячĕç.

— Хăшпĕр чухне шухăшлани те пăсмасть, — ăшшăн кулса каларĕ Пăкачав. — Васкани вăл пăрçа тытнă чухне çеç кирлĕ. Çапах та, Шируммет, тавтапуçах сана. Култарса илтĕн пире. Ну, эс каланине те пирĕн шута хумалла. Çар ĕçне пирĕн вĕренмеллех. Халь тата вотяксем мĕн шухăшланине пĕлер. Туймац, сана сăмах.

Пурте вотяк утаманĕ Туймац ларнă енне çаврăнчĕç. — Ыттисем мĕнле шухăшлаççĕ, эпĕ те çавăн пек, — терĕ Туймац.

— Сан шутупа ыттисем мĕнле шухăшлаççĕ вара? — ыйтрĕ Овчинников.

— Пурнăçра мĕнле пулать? — хăйпе хăй сăмахланăн каларĕ Туймац. — Пурнăçра, ак, çапла пулать. Этем пуçĕ мĕн шутлать, ури те, алли те çавна тăвать. Эпир патша-императорпа пĕрле. Вăл мĕн хушать, çавна тумалла пирĕн. Тĕрĕс-и?

— Тĕрĕс, — килĕшрĕ Овчинников.

— Эпĕ те хам шухăша калам-ха, — ларнă вырăнтан çĕкленчĕ тутар çарпуçĕ Ягудан.

— Кала, — хушрĕ Пăкачав.

— Хусан патĕнче шар куртăмăр эпир, — пуçларĕ Ягудан. — Юрĕ, пулнă пултăр. Эпир татах вăй пухăпăр. Чулхулана туртса илĕпĕр те ăна хамăр база туса хурăпăр. Кунта каланă пек. Вăл пирĕншĕн хăйне евĕрлĕ тĕп хула пек пулĕ. Вара пирĕн пата пурте пыма тытăнĕç: вырăсĕ те, тутарĕ те, çармăсĕ те, вотякĕ те, ирçе-мăкши те, мишерĕ те, чăвашĕ те... Анчах çакна та манас мар: пире артиллери кирлĕ. Тупăсем.

Ягудан турккăсене хирĕç çапăçнă çĕрте пулнă, вăрçăра артиллери мĕн тума пултарнине çавăнпа лайăх пĕлет.

Пăкачав унпа килĕшсе, пуçне сĕлтрĕ те йĕри-тавралла пăхса çаврăнчĕ.

— Чăваш утаманĕсенчен пĕри те çук-им?

— Çук çав, государь, — терĕ Овчинников, — пурте Атăл леш енче вĕсем. Халь-халь килсе çитмелле. Кĕтетпĕр.

— Юрĕ эппин, — хыттăн каларĕ Пăкачав. — Халь ĕнтĕ, атьсемĕр, эп мĕн хушнине итлĕр. — Вăл пурне те çивчĕ куçĕпе пăхса çаврăнчĕ те; — Паттăр утаманăм, харсăр Шируммет, — терĕ. — Яр хăвăн çыннусене Пушкăрта. Государь-император ырă-сывах, Мускав еннелле каять тесе пурне те пĕлтерччĕр вĕсем. Паттăр пушкăрт йĕкĕчĕсем хăйсен хĕçĕсене йĕннине ан чикчĕр. Государь-императоршăн кĕрешчĕр, тăшмансене тĕп туччăр. Эпĕ вĕсен паттăр ĕçне нихăçан та манмăп... Нимрен хăраман Туймац паттăрăма та çавнах хушатăп. Эсĕ те хăв çыннусене вотяксем патне яр. Государь-император ячĕпе вĕсем суд туччăр, сутăнчăксемпе усалсене тĕппипех пĕтерччĕр. Вăхăт çитĕ, акă, эпĕ хам çав таврана пырса çаврăнăп; çынсем ман сăмаха мĕнле туса пынине хам тĕрĕслĕп.

Ширумметпа Туймац, ун сăмахне ăнланнине пĕлтерсе, пуç тайрĕç.

— Халĕ, Ягудан ăсчахăм, сан пирки ман сăмах, — терĕ Пăкачав. — Сана хамăн чи шанчăклă çынсемпе пĕрле Хусан енне яратăп. Унта эсир ман куç-хăлха пулса çӳрĕр. Мĕн кирлине пĕтĕмпех пĕлĕр те астуса тăрăр. Кирлĕ хыпарсене ман пата çитерĕр. Май килсен, хăвăр тавра чи маттур çынсене пуçтарăр. Хусана эпир тăшман аллинче чылайлăха хăвармăпăр. Вăхăт çитсен, акă, ман полксем ăна хупăрласа илĕç те тăшмана унтан хӳтерсе кăларĕç.

Овчинников енне çаврăнчĕ.

— Ейĕк тăрăхне хыпарçăсем ятăн-и?

— Ятăм, государь, — пĕлтерчĕ аслă утаман.

— Вăл енчен мĕн хыпар пулать, тӳрех мана пĕлтер.

— Тăхта-ха; патька-атте, ман мĕскер тумалла? — вырăнĕнчен сиксе тăчĕ Чоткар.

— Чулхулана пирĕн Атăлăн сылтăм çыранĕпех каймалла пулать пуль, — терĕ ăна Пăкачав. — Çак шухăш мана килĕшерех парать. Çапах та халь ан васка-ха. Кун пирки ыран çирĕплетсе калăп. Атăл леш енне янă çынсем килсе çитсессĕн...

Чатăр тулашĕнче ут ури сасси, хыттăн калаçни илтĕнсе кайрĕ.

— Мĕн унта? — кăмăлсăр пулчĕ Пăкачав. — Тимофей, пĕл-ха.

Тимофей-хусах васкаса чатăртан чупса тухрĕ.

— Анăçри кĕпернесене пирĕн хамăр çынсене ямалла, — сăмахне малалла тăсрĕ Пăкачав. — Вĕсем унта пирĕн майлисене пухчăр, кĕрешĕве çĕклеччĕр.

Чатăр карри уçăлса кайрĕ. Тимофей тата вăрăм пӳллĕ, хĕсĕк куçлă йĕкĕт шала кĕрсе тăчĕç.

— Хусанкка утаман элчи, — пĕлтерчĕ Тимофей.

— Хусанкка? Апла тупăнчĕ иккен-ха! — хăй савăннине пĕлтерчĕ Пăкачав.

Вăрăм пӳллĕ йĕкĕт маларах тухрĕ те:

— Патька-патша, Хусанкка сана ырă хыпар пĕлтересшĕн, — терĕ. — Чăвашсем çинчен...

Пăхсах паллă, ку хăй те чăваш. Ара, чăвашсем ăна çапла патька-патша тесе чĕнеççĕ. Хусанкка отрядĕнчи пĕр-пĕр хресчен пулас.

Чăвашсем... Вырăс, çармăс, тутар, ирçе-мăкшă хресченĕсемпе пĕрле ăна чăвашсем те пулăшма пултараççĕ. Патька-патша чăвашсене лайăх пĕлет. Тӳрĕ чунлă та сăмаха çирĕп тытма пĕлекенскерсем вĕсем. Мĕн тăвăл çĕкленнĕ кунранпах унран юлмаççĕ чăвашсем. Пушкăртсемпе пĕрле, çумма-çумăн тăрса, тăшмана хирĕç Ейĕк тăрăхĕнчех çапăçрĕç. Уралти савăтсенче мĕн чухлĕ тупă шăратса пачĕç. Астăвать-ха Пăкачав, Златоуст хулинчи пилĕкçĕр чăваш, хăйсем шăратса тунă темиçе туппине сĕтĕрсе, ун отрядне пынăччĕ. Каярахпа тата тепĕр чăваш ачи арăслан чĕреллĕ Савкилта хăйĕн янташĕсене Воскресенски савăтĕнчен ертсе пычĕ. Епле паттăр çынсемччĕ вĕсем. Чулман Атăл урлă каçсан патька-патша хăй вĕсене тав турĕ те ушкăнăн-ушкăнăн маларах кайма, Хусан таврашĕнчи халăха хускатма, Чăваш çĕршывне частарах çитсе тĕпри чăвашсене ура çине çĕклеме хушрĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ пĕркун Хусана çитес умĕн тытса илнĕ Бутримович капитанăн рапортĕнче çапла çырнăччĕ: «Пĕтĕм Хусан кĕпĕрнинче пысăк хăрушлăх. Усалсен ушкăнĕнче тĕрлĕрен халăх нумай: ейĕкри тата Пушкăртри хусахсем, кăркăссем, мишерсем, чăвашсем, ирçесем»... Çав маларах янă паттăр ушкăнсен ĕçĕ ĕнтĕ ку. Çавсем çĕкленĕ халăха... Малашне те патька-патшана чăвашсем тӳрĕ кăмăлпа пулăшса пырĕç. Акă, халь илтнĕ çĕнĕ хыпар çакна çирĕплетет мар-и! Патька-патша, теççĕ. Пĕр шутласан кулăшларах та чĕнеççĕ пек. Юрĕ-çке, кирек мĕнле чĕнччĕр, ĕçĕ унта мар. Пăлхав ялавĕ айне çар çыннисем нумайрах хутшăнччăр çеç.

— Хусанкка хăй ăçта? — ыйтрĕ Пăкачав.

— Атăл леш енчех-ха. Вăл хăй элемне шыв хĕрринчи ялта тытать. Шăп та лăп çак вырăна хирĕç. Анатри ялсенчен çĕнĕ çарсем килессе кĕтет. Вĕсем кĕçĕр килсе çитмелле. Вăл вĕсене кĕтсе илет те ыран ирех кунта каçать.

■ Страницăсем: 1 2