Кăвак çĕмрен :: Хĕве хупсан


Хĕве хупрĕç хур тăвасшăн...

Юрăран.

 

Çĕр çĕмĕрсе туй кĕрлет.

Ташлаççĕ туй çыннисем, тăпăр-тăпăр тутараççĕ шăпăр кĕвви май, вăхăт-вăхăт такмакласа та илеççĕ:

 

И вунă пус, вунă пус,

Вунă пуслăх хĕрĕре

Çĕр сум парса илтĕмĕр.

 

Çав хушăра ӳсĕр хăнасем Укаслăва кĕлете тĕрткелесе кĕртрĕç те ахăрашса юрла пуçларĕç

 

Шалчи тăрăх хăмли хăпарать...

 

Укаслу кĕлет кĕтессине хĕсĕнчĕ.

Пĕтрех-ши вара хĕр ĕмĕчĕ? Çакăнтан юлашки-шим ĕнтĕ хĕр телейĕ?

Йĕрсе те куççулĕ тухмасть ĕнтĕ унăн. Мĕн усси йĕни! Кам илттĕр ăна! Кам хĕрхентĕр ăна! Кам шеллесе, пулăшас тесе, çур сăмах та пулин калатăр! Пинер пурччĕ — вăл та çак çичĕ ютăн çĕмренĕ айне пулса пуçне çирĕ. Турăçăм, мĕншĕн çапла териех чунсăр-чĕресĕр-ши эсĕ? Мĕншĕн инкеке лекнисене, тертлĕ-хĕнхурлине, çын мăшкăлĕ пулнисене кăшт та пулсан пулăшас теместĕн-ши? Мĕн чухлĕ кĕлтăваççĕ сана çав çынсем, мĕн чухлĕ ырă сăмах калаççĕ, шанаççĕ, ĕненеççĕ, эсĕ пулăшасса кĕтсе пурнăç çинчен ĕмĕтленеççĕ. Эсĕ пулăшасса кĕтнипех ĕнтĕ пурнăçне упраса хăвараççĕ, выльăх пек мĕскĕн пулса тăраççĕ, мĕскĕннĕн пурăнса, этем сăн-сăпатне çухатаççĕ.

Этем тени ирĕклĕ пулма, сывлăшра вĕçен кăйкăр-кайăк пек ирĕклĕ те мăнаçлă пулма, пысăк ĕмĕт ĕмĕтленме, çав ĕмĕт-шухăшне çитерме çуралать. Этем тени телей курма çуралать... Телей те пулмасан, ирĕклĕхне те çухатсан, мăнаçлăха та мĕскĕнлĕхпе хупласан, ĕмĕтленме те, ĕмĕт-шухăшне çитерме те пултараймасть пулсан мĕн тума пурăнмалла-ха унăн! Мăнаçлăх, телей тупма пултарни, ĕмĕтленме пĕлни — этеме ытти чĕрĕ чунран уйăрса тăмалла. Кусемсĕр этем çук вара!.. Выльăх пек пурăнни кирлĕ мар! Выльăх пек пурăниччен этемĕн çĕре кĕни пахарах...

Анчах... Эсĕ айăплă, турă тени! Эсĕ айăплă, эсĕ пурах пулсан. Сана шанса-ĕненсе, этем выльăх пулса тăрать. Эсĕ ăнă çапах та пулăшмастăн.

Алăк хăйăлтатса уçăлчĕ те кĕлете, тайкаланса, Шăхаль кĕчĕ, темĕнччен кĕле хураймасăр тăчĕ, унтан, алăка питĕрнĕ хыççăн, Укаслу енне çаврăнчĕ.

— Ну, арăм, вырăн хатĕр-и?! — хулăммăн та хушуллăн мĕкĕрсе илчĕ вăл.

«Хĕве хупнипех арăм пулман-ха! Пулмастăп эпĕ сан арăму!» кăшкăрса ярасшăн пулчĕ Укаслу — тутине çеç çыртрĕ. Ну, мĕн чĕнĕн-ха ĕнтĕ çакăн пек усала, çыннăн пĕтĕм ĕмĕтне, пурнăçне татнăскере.

— Ну, тата нумай кĕтмелле-и?! Ĕлĕкхилле йăлăнтарса пăхасшăн-и! Халь тин сана йăлăнмăпăр ĕнтĕ, — урмăшнăн пакăлтатса, Шăхаль хĕре ыталама тăчĕ.

Çĕлен сăхса илнĕ пек, ун алли перĕнсенех Укаслу сиксе ӳкрĕ те кĕлетĕн тепĕр кĕтессине чупса кайса тăчĕ. Кĕлет кĕтесĕ хăйне çак çын ытамĕнчен упраса-сыхласа хăварма пултараяс пек, ун çумне тĕршĕнчĕ.

— Ну, ну, майĕпентерех эсĕ, — лăпкăнрах калаçа пуçларĕ Шăхаль. — Мĕн тата тĕкĕнме те юрамасть пулĕ сана!

Укаслу чĕнмерĕ.

Ку хушăра кĕлет патĕнче кăшкăрашса юрланисем шăпланчĕç. Темиçе ӳсĕр кĕрнекер кĕлет тавра саламатпа çапкалашса çӳрекелерĕç те таçта кайса çухалчĕç курăнать — саламат чĕвиклетсе кĕлет кĕтессине çапнă сасă та илтĕнми пулчĕ.

— Кил ĕнтĕ, кил, Укаслу. Хальтен пурĕпĕр пĕрле пурăнас çынсем эпир, — ӳсĕр чĕлхине аран çавăркаласа ӳкĕтлеме тăчĕ Шăхаль.

Укаслу чĕнмерĕ.

Шăхаль каллех ун патнелле тайкаланса пычĕ. Чăтăмĕ пĕтрĕ курăнать унăн. Хыткан аллисемпе вăл хĕре пилĕкрен ярса тытрĕ.

Укаслу ăна тĕртсе яма тăчĕ. Анчах вăйĕ çитеймерĕ çав — хăйне йăтăрласа тытнă алăсене те вĕçертеймерĕ.

Халĕ ĕнтĕ Шăхаль унпа чĕмсĕррĕн кĕрешрĕ. Акă вăл мăшлата-мăшлата хĕре вырăн çине пусса ӳкерчĕ...

Укаслу непĕсленнĕ тискер кайăк чунлă усала ниепле те çĕнеймессине ăнланчĕ те:

— Ах! Аннеçĕм! — тесе чун тĕпĕпĕ ахлатса илчĕ.

Эх, мĕншĕн Пинер çĕççи çук-ха ун аллинче! Хальхинче хăй курайман Шăхале чиксе пăрахма хал çитереймесĕр тăман пулĕччĕ вăл.

... Укаслу çĕре сиксе аннă çĕре Пинер чĕри тапма чарăннăччĕ ĕнтĕ. Тискер тăшман çĕмренĕ ăна витĕрех шăтарса кĕнĕ. Ун ӳтне çĕклесе илме кăна тăчĕ хĕр, Шăхаль ăна хăваласа çитрĕ. Вара Укаслу Пинере çĕре хучĕ те курах кайрĕ: çĕçĕ, çап-çутă ялтăркка çĕçĕ. Çавăнпа ĕнтĕ Пинер ăна çыхса хунă вĕрене касса татнă.

«Вилсен те вилем, тăшман аллине чĕрĕлле çакланам мар», — тесе Укаслу ун çĕççине ярса тытнăччĕ. Анчах хĕр чĕри хĕр чĕриех пулчĕ, çынна чикме алли пыраймарĕ, Шăхаль вара вăл çĕкленĕ çĕççе, туртса илсе, таçта ывăтса ячĕ.

Çак курăну Укаслу пуçĕнче вĕлтлетсе иртрĕ. Çав вăхăтра ĕçсе тултарнă Шăхаль тути унăн тутине шырама тытăнчĕ.

Йĕрĕнсе кайрĕ Укаслу. Чун-чĕри тăвăнса çитрĕ унăн. Таçтан вăй тупăнчĕ. Вăл пуçне кăшт пăрчĕ те, кашкăр ами пек, Шăхале сулахай хăлхинчен каплаттарса çыртрĕ.

— Ых-х! — ыратнине чăтаймасăр Шăхаль каялла туртăнчĕ. Çакăнпа усă курса, Укаслу ăна хăй çинчен сирсе ывăтрĕ те, сиксе тăрса, кĕлет алăкĕ патнелле ыткăнчĕ. Анчах унта çитсе ĕлкĕреймерĕ, Шăхаль пĕрре-иккĕ сиксе, ун çулне пӳлсе лартрĕ.

— Эсрел çури! — çĕлен пек чашкăрчĕ вăл çыртса суранлатнă хăлхине сулахай аллипе хупласа. — Халь манран каçару ан кĕт. Шăмму-шаккуна вататăп.

— Ан кил! Ан çывхар ман пата! — кĕтесселле хĕсĕнчĕ Укаслу. Унăн куçĕ кушакăнни евĕр тĕттĕмре те питĕ лайăх курчĕ. Сасартăк ун аллине тем çакланчĕ. Çурăка хĕстерсе хунă кивĕ çурла иккен. Вăл ăна ярса илчĕ те хăй патнелле çывхаракан Шăхаль енне унпа сулкалама тытăнчĕ.

— Пăрах çурлуна! Ырăпа калатăп! — çаплах чашкăрчĕ Шăхаль. Вăл та, урăлса çитсе, пĕтĕмпех курма тытăнчĕ пулмалла.

— Ан кил! Ан çывхар! — çаплах çурлипе çапкалашрĕ Укаслу. Шăхаль ăна илтмерĕ, кĕчĕ те кĕчĕ...

Укаслу аллине такам хăват килсе кĕртсе мĕн тумаллине тупма пулăшрĕ пек. Пĕтĕм çут тĕнчере мĕн пуррине те, мĕн пулса иртнине те манса кайрĕ вăл. Çӳлелле çĕкленĕ çурлаллă аллине, сулма хăранăн, самантлăха пĕр вырăнта тытрĕ, унтан, мĕнпур вăйне пухса Шăхале мăйĕнчен çапрĕ.

Йывăррăн ахлатнă сасă... Шăхаль пĕтĕрĕнсе кĕлет урайне, ун ури умне ӳкрĕ.

— Ак сана, Эсрелӳ çиттĕр! — хĕрӳлленсе кайнипе хăй мĕн тунине, мĕн каланине ăнлансах пĕтереймесĕр пăшăлтатрĕ хĕр. Чĕри унăн сиксе тухасла тапатчĕ, пуçĕнче юн вĕретчĕ... Çăлăнăçа туйса илни, хăй вăйне туйса илни васкама чĕнчĕ, тарма хушрĕ...

Кĕлине илчĕ те Укаслу пушанса юлнă анкартине чупса тухрĕ.

 

Тӳпе ӳпĕнтерсе хунă хитре те ялкăш тĕрĕллĕ авалхи пăлхар асаттесен чаплашки пек.

Пиншер çăлтăр куçне мăчлаттара-мăчлаттара хупать, çĕр çине вăрттăн-хĕрттĕн пăхса илет.

Тип çырмасем урлă, вăрман витĕр çурçĕрелле кана пĕлми пĕр юланут сиктерет.

Çавăнтан тĕлĕнет пиншер çăлтăр.

Сиккипе кустарать юланут. Нимĕн те кирлĕ мар ăна: кану та, апат та...

Акă юланут вăрман хĕррине сиктерсе тухрĕ те, утне сывлăш çавăрма парас тесе, хуллен кайрĕ.

Çав вăхăтра çапкаланчăк пĕлĕт айне пулнă уйăх хăйĕн пĕр кĕтессине уçлăха кăларчĕ те юланутçă çине тинкерсе пăхса илчĕ. Юланутçă — хĕр тумĕпе. Вăл икĕ аркăллă пиркеллĕ кĕпе тăхăннă. Кĕпи хăрах пӳштерлĕ, пӳштерне хăмаçпа, тĕрĕпе, сылтăм енне тунă. Кĕпи умĕ çумне икĕ енне виçшер кĕтеслĕ хăмаç çыпăçтарнă пек хĕрлĕ пĕсехе тĕрленĕ, çĕвви тăрăх симĕспе янă, — çын пĕлми тĕрĕ тунă. Пӳштĕрĕ çине чечек пуçĕ текен хитре тĕрĕ лартса тухнă. Хулпуççи урлă янă тевечĕ татăлса пĕтнĕ, пуçĕнче — тухья та мар, сурпан та мар, темĕнле пусма татăкĕ. Вăрăм çивĕчĕ унăн йĕнер çинех усăннă.

«Мĕн шыраса çĕрĕпе-çĕрĕпе чуптарать-ха ку? Çитменнине тата хĕр-çке! Мĕн çухатнă вăл? Мĕн çитмест? Мĕн кирлĕ ăна?»

Тĕлĕнипе уйăх пĕлĕт çумне хытсах ларчĕ. Хĕр-юланутçă утне кăшт кантарчĕ те каллех малалла сиккипе сиккипе кайрĕ...

 

Чашки-чашки сарă мăйăр,

Кампа ларса катам-ши?

Ункăн-ункăн ăшăм çунать,

Кампа ларса калаçам-ши? — тенĕ авалхи юрăра.

 

Çавăн пек хăйĕн чунĕ ыратнине калаçса-калаçа памалли тус-тантăшне шырать-ши вăл? Пĕлес çук çав вăхăчĕ çитмесĕр.

Çырма-çатра урлă, вăрман витĕр, сăрт-ту çийĕн пĕр юланут çурçĕрелле кустарать...