Кăвак çĕмрен :: Çĕр çыннăн — çĕр шухăш
Умра тăшман, хыçра куштан,
— Епле ӳстерем-ши çинçе пӳçĕме!
Хĕр юрринчен.
— А-а-ха-ха-а-а! —тискеррĕн ахăлтатса кулса ячĕ Килтеш куштанĕ Карлай. — Ара, çав çĕтĕк-çурăк хĕре те çураçаймастăн та... Мĕн арçын ĕнтĕ эсĕ! Мемме эсĕ, ăнлантăн-и? Мухтанатăн тата, эпĕ Хунчар йăхĕнчен, тетĕн. Хунчар йăхĕнче апла çынсем пулман! Хунчарсем вĕсем мĕн ĕлĕкрен никамран та, нимĕн те ыйтса тăман, мĕн кирлĕ — илнĕ. Эсĕ пур, çав çĕтĕк-çатăк хĕре хăв ална илейместĕн. Эх, ырханкка Хунчар!
— Чим-ха, чим, — чарма тăчĕ ăна Шăхаль, — ытлашши ан кăшкăраш-ха, ахаль те пуç шавлать.
— Чимлетсе тăратăн тата. Çерçи! Мĕн чимĕ, ара, пĕркун сан евчӳне, Укапи карчăка, ним сăмахсăрах ăсатса кăларса янă-çке. Пĕлместĕп, —хулне силлекелерĕ Карлай,—çав кĕлмĕç хĕрне мĕншĕн кăмăллатăн эсĕ? Йăхĕнче пĕр ырă çын пулман вĕсен... Пуç ыратать тетĕн тата. Ыраттăр, тен, ăслăрах пулĕ ӳлĕмрен.
Карлай хăй чăннипех те Шăхальрен йĕрĕннĕн, ăна пачах та хисеплеми пулнăн, çурăмĕпе çаврăнса тăчĕ.
Карлай çирĕп пӳ-силлĕ, çӳллĕ каччă. Вăл çирĕм тултарнă çеç-ха. Пит-куçĕ унăн пысăк, питçăмартисем тухарах тăраççĕ, янахĕ çирĕп, тăваткăлрах. Вăйлă этемĕн янахĕ çапла пулать, теççĕ. Сăмси кăшт лапчăкрах, мĕншĕн тесен сăмси шăммине унăнне пĕчĕклех ют кас ачисемпе çапăçнă чухне çапса çĕмĕрнĕ. Куçĕ Карлайăн çамки айне тарарах кĕнĕ, вут-хĕмĕн çунать.
Шăхаль вара пачах урăхла пӳ-силлĕ çын. Вăл пĕчĕкренех чирлĕрех ӳснĕ, сăнĕ-пуçĕ унăн темĕнле ачашрах, хĕрупраçăнни пекрех, ĕмĕрне çĕр ĕçлесе курман улпут ывăлĕнни евĕртерех.
Анчах куçхаршийĕ вара унăн сăмалапа сĕрсе хуратнă пек, хуп-хура, çавăнпа ĕнтĕ куçне хĕсерех пăхсассăн Шăхаль самай маттур та чăрсăр çын пек курăнса каять.
Шăхаль Карлай çине хурчăка куçĕпе тăрăнчĕ:
— Кĕлмĕç-и, кĕлмĕç мар-и, эпĕ мĕншĕн юратни пирки ан шарла... Атту... Атту!..
— Мĕн атту? — шăртланчĕ Карлай. — Кама хăратасшăн! Ну, мĕн атту?! — Хайхискерĕн сылтăм алли çапăçма хатĕрленнĕн çӳлелле çĕкленчĕ, кĕпи çанни хулĕ патнелле туртăнчĕ. Ал тунинчен кăшт çӳлерех темле, тискер кайăк шăлĕн йерĕ лайăххăн палăракан пулчĕ. Тахçан ача чухнех хăварнă йĕр пулас.
— Атту янах урлă паратăп.
— Мана-и?
— Сана çав!
— Хăвна кам парĕ?!
— Ытла тата. Сан пеккисене!
— Мĕн сан пеккисене!—çилленсе кайрĕ Карлай. — Калаçса лăкăртатса тăран тата, шăнана вĕрсе сирпĕтнĕ пек çапса ывăтăп.
— Сан пеккисене çав! — терĕ Шăхаль. — Кампа калаçнине мантăн-им эсĕ?!
Иккĕшĕ те пĕр тапхăра шăпланса тăчĕç. Икĕ урса кайнă автан пек, пĕр-пĕрне куçран пăхса, мăшлатса илчĕç.
Карлай частарах тăна кĕчĕ курăнать. Ара, чăннипе каласан, вăрçă пуçласси те, килĕштересси те уншăн нимĕн те мар. Вăл ним тĕллевсĕр, ним шухăшсăр пурăнма юратать. Пуринчен ытла пурнăçра юхăма май каять: тусĕсене те ним шырамасăрах тупать, ним шухăшламасăрах вĕсемпе çапăçать те, унтан каллех килĕштерет, камăн кĕсйи хулăмне витĕрех курать.
Пуянсене вара Карлай чăмăрĕ кирлĕ.
Шăхальпе Карлай нумай пулмасть çеç туслашнă. Унчченрех Шăхаль Карлая пит пĕлесшĕнех марччĕ. Укаслу Укапи кинемее хуса кăларнă хыççăн çеç вăл, Карлай патне пырса, канаш ыйтрĕ.
Карлай темиçе хутчен те Укаслупа Шăхале пĕр-пĕр вăйăра тĕл пултарса калаçтарас тесе пăхрĕ. Анчах ĕç тухаймарĕ унăн, лешĕ шав Шăхальтен пăрăнчĕ, тантăшĕсенчен пĕрре те уйрăлмарĕ. Çитменнине тата вăйă хуçи шурсухалсем те кансĕрлесех тăчĕç, кам та пулин хĕрсен картине ан пăстăр тесе, ун-кун пăхкаласах çӳрерĕç.
Кушакпа шăши тытмалла вылянă пек пулчĕ ку. Çавăнпа ĕнтĕ ним усăсăр тертленни Карлая час йăлăхтарса çитерчĕ. Хунчарсемпе туслă тенин чысĕ-ячĕ пысăк та-ха ĕнтĕ, анчах Карлай нумай кĕтме юратмасть-çке. Шăхальпе урлă пулмах шухăшланăччĕ ĕнтĕ вăл, анчах кĕтмен шухăш пуçне килчĕ унăнне.
— Ну, юрĕ, юрĕ, — хĕрсех пыракан тусне чарчĕ Карлай. —Ытлашши сăмах калăн тата. Шуйттан çыннипе санпа хирĕçсех те кайăн. Хĕç суранĕ тӳрленет, сăмах суранĕ тӳрленмест. Иксĕмĕр хирĕçсен вара сана хĕр вăрласа параканни кам пулĕ! Капла калани Шăхале тĕлĕнтерсех ячĕ.
— Вăрласа параканни? Мĕнле хĕре?
— Ара, Укаслуна!
— Укаслуна?
— Çавна çав.
— Вăрлама тетни?
— Вăрлама çав.
— Ма?
— «Ма» тесе сурăх калать.
— Лĕпĕртетсе ан тăр-ха эсĕ.
—Тунката пуç, вăрламасан урăхла мĕнле арăм тăватăн ăна! Евчӳсене хăваласа кăларса ярать. Пур-и сан ăсу, çук-и?!
Шăхаль куçне-пуçне чарсах пăрахрĕ.
— Сана ирĕкпе качча тухмĕ вăл, — ăнлантарчĕ ăна Карлай. — Пăхман хĕвеле ӳкĕтлесе пăхтараймăн. Пĕр-пĕр каçпа, улаха-мĕне кайсан е вăйăран таврăннă чухне тытатпăр та, ут çине вырттарса, вăштик! шăвăнатпăр. Тусан çеç мăкăрланса юлтăр... Ăнлантăн-и, чаплашка пуç.
— Çук, ăнланмарăм.
—Мĕнле ăнланмарăн. Вăрламалла. Шуйттан! Вăрламалла!
— Чим-ха, чим. Вара, вăрланипех... Аван-и-ха вăл? Чим...
— Мĕн чимлетсе тăратăн! Çерçи чĕппи пек. Ĕç тумалла. Амаус. Хĕр вăрлама та пултараймастăн пулсан, мĕн авланасси çинчен калаçатăн тата!
— Чим-ха, ан вăрç, тусăм, — чарма хăтланчĕ ăна Шăхаль. — Хĕрĕ апла вăрланипех пурăнĕ-ши?
— Вăт ухмаккай!
— Эсĕ мана ан вăрç. Чăннипе кала. Пурăнĕ-и вăл апла?
— Пурăнмасăр. Пĕр хĕве хупсан ăçта кайтăр! Кама кирлĕ пулать вăл! Хĕве хупнă хыççăн хĕрупраçа ăна патакпа хăваласан та хӳтерсе яраяс çук.
...Икĕ тус, пĕр хĕрĕн пĕтме маннă икĕ тăшманĕ, çапла кавар турĕç. Хĕр ĕмĕтне, хĕр телейне татма шут тытрĕç. Юрăри пекех: икĕ тăшман, пĕтме маннă тăшман, манăн пуçа çиме кавар тăвать.
Кăнтăр енчен вĕрме тытăннă ăшă çил темиçе кун хушшинчех çанталăка улăштарса пăрахрĕ. Нумай пулмасть кăна çуса лартнă юр пĕр кун хушшинчех кайса пĕтрĕ. Ун хыççăн сасартăк çумăр витререн тăкнă пек çума тытăнчĕ, часах çырмасемпе кӳлĕсем тулса кайрĕç. Çанталăк хăйĕннех илнине курса, Килтеш пуянĕ Савантер питĕ савăнчĕ. Çумăр чашлаттарса çума тытăнни те ун кăмăлне ӳстерчĕ. Капла пулсан çĕр часрах типет, вара унăн вĕçĕ-хĕррисĕр уйĕсене тепре акма та пулать. Кая юлман-ха. Вирпе урпа вăхăтра шăтса тухĕç, Хунчар йăхĕн пуянлăхне татах та ӳстерĕç.
Савантер хĕрĕхрен иртнĕ çирĕп хул-çурăмлă лутака чăваш. Вăл чӳрече умне ларнă та çумăр çунине пăхнă май çирĕп шăнăрлă аллисемпе кĕреçе сухалне якаткала-якаткала илет. Пӳлĕме ывăлĕ кĕрсе тăчĕ.
— Атте, — терĕ вăл Савантере. — Укапи кинемее Укаслу каллех ним каламасăр кăларса янă. Çавăнпа эпĕ санпа калаçса пăхас терĕм.
Шăхаль, ашшĕ умĕнче айăпа кĕнĕ пек, ăна куçран пăхма хăраса тăчĕ.
— Юрĕ, калаçар,—килĕшрĕ унпа ашшĕ.—Хăв мĕн шухăшланине кала эппин.
— Карлайпа эпир Укаслăва вăрлас тетпĕр. Ăна тӳрех Кĕтне тăрăхне кукамай патне илсе каятпăр та унта авланăп вара эпĕ.
Савантер нимĕн чĕнмесĕр ывăлĕ çине пăхрĕ. Çук, ывăлĕ унăн пĕрре те ăнăçмарĕ çав. Темĕнле мĕскĕн, чирлĕ сăн-питлĕ вăл. Ахальтен мар ĕнтĕ пурлăхĕ пур пулсассăн та çав тăлăх-турат Укаслу та ăна качча пырасшăн мар. Тен, ку ыррахта пулĕ. Савантер малтанласах ку шухăша хирĕçчĕ. Ун пек пуянăн çав тăлăх-турата кин туса кĕртмелле-и вара! Ывăлĕ ытла çине тăман пулсан вăл Укаслăва кин тăвас тенипе ниепле те килĕшес çукчĕ, ывăлне ытла кӳрентерес мар тенипе çеç хăтана яма пулчĕ. Юрĕ эппин, ним сăмахсăр янăтăк — янă пултăр. Сурмалла та çав ун çине. Шăхаль валли пуян хĕрĕсем те темĕн чухлех. Сĕве хĕрринчи пĕлĕш-пуян та Хунчар ăраттипе тăванлашма хирĕç маррине систернĕччĕ. «Çавăн патне хăтана ярас, — шухăш шухăшларĕ Савантер, — ак, кĕркунне тытатăп та чаплă парнесем пухса хăтана яратăп. Халĕ пирĕн ун çинчен мар, лайăх акса хăварасси çинчен шухăшламалла...»
— Çӳлти турă эсĕ Укаслăва илес тенине пĕрре те килĕштермест пулас, — терĕ вара вăл ывăлне лăпкă сасăпа. — Сур эсĕ вăл хĕр çине. Эпĕ сана унран темиçе хут лайăхраххине тупса паратăп. Ăна вара кайран арăму валли тарçа ил.
— Çук, эпĕ ăнах юрататăп, — персе ячĕ ывăлĕ.
— Куна эсĕ пĕтĕмпех ху шухăшласа кăларнă. Мĕншĕн юратмалла çав çĕтĕк-çурăк хĕре? Хăв лайăхрах шухăшласа пăх-ха. Вăл ним енĕпе те сана тивĕç мар.
— Эпĕ ăна çеç юрататăп, — хăйĕннех печĕ Шăхаль. — Авланас пулсассăн та эпĕ ăна çеç качча илетĕп. Урăххи кирлĕ мар мана.
Куна илтсен, Савантер куçхаршийĕсем тăвăл умĕнхи пек пĕрĕнчĕç. Вăл пĕр-икĕ саманта шăнăрлă аллисемпе сухалне пĕтĕркелесе ларчĕ. Ывăлĕ çине сиввĕн-сиввĕн пăха-пăха илчĕ.
Ашшĕн çилли тăвăнса килнине Шăхаль ăнланчĕ, çавăнпа та вăл пĕр-икĕ утăм каялла чакрĕ, хăй çапах та шухăшне улăштарма килĕшменнине пĕлтернĕн, куçне тартмарĕ.
— Хуп çăварна! — сасартăк кăшкăрса ячĕ Савантер. — Кам йăхĕнчен иккенне мантăн-им эсĕ! Эпĕ ирĕк памасăр нимĕнле туй та пулмасть! Ăнлантăн-и çакна!
— Урăххи кирлĕ мар мана! — каллех хăй шухăшне çирĕплетсе каларĕ ывăлĕ. Шăхаль çавăнтах хăй ытлашши персе янине ăнланса илчĕ, мĕншĕн тесен ун сăмахне илтсенех ашшĕн питне шăнăр туртма тытăнчĕ. Ку вăл Савантер урса каясса пелтерет. Ун пек чухне ăна курăниччен курăнманни лайăхрах. Савантер хăйĕн ывăлĕ енне çĕлен хăй çиес тенĕ шапана пăхнă пек пăхса илчĕ те ури çине сиксе тăчĕ...
Çав вăхăтра картишĕнче кăшкăрашни илтĕнсе кайрĕ. Кĕтмен çĕртенех яриех алăк уçăлчĕ, пӳлĕме çĕтĕк камсул тăхăннă шакла пуçлă арçын чупса кĕчĕ, хăй вăл йĕп-йĕпе, ăна тин çеç шывран туртса кăларнă тейĕн. Ку — Савантер тарçисенчен пĕри, çывăхри шыварманри мельник çумми. Вăл кĕнĕ-кĕменех урайне лаплатса ӳкрĕ те, хăй хыççăн шыв кӳленчĕкĕ хăварсах, Савантер патнелле тăватă уран упаленсе пычĕ.
— Эй, ырă хуçа, пирĕн шыварманне татса кайрĕ! Хамăр та аранах вилĕмрен çăлăнса юлтăмăр!..
Вăл Савантер еннелле упаленсе пычĕ те унăн урине чуптума тăчĕ. Хăйĕнчен таса мар пыльчăклă шыв пăчăртатса юхать, таптаса юман урайне варалать.
— Шыварманне татса кайнă! — аслатилле сассипе кăшкăрса ячĕ Савантер. — Эсир ăçта пулнă вара?!. Эсир мĕн пăхнă, эсрел çурисем! — Вăл хăй ури умĕнче йăваланакан тарçине тем тĕрлĕ усал сăмахсемпе вăрçма тытăнчĕ.
— Хамăр мĕн пултарнине пĕтĕмпех турăмăр эпир! — янравлă сассипе ăнлантарса пама хăтланчĕ лешĕ. — Эпир...
— Хуп çăварна! — кăшкăрса ячĕ Савантер! — Тасал ман куç умĕнчен! — Вăл тарçине атăллă урипе пĕррех! питĕнчен кĕрĕслеттерчĕ. Лешĕ хайхи ахлатса илчĕ те питне аллипе ярса тытса кĕтесселле шуса кайрĕ...
— Утăма йĕнерлĕр! Утăма часрах йĕнерлĕр! — кăшкăрашрĕ çаплах Савантер, вăл путмар сакки çинче выртакан халатне ярса тытрĕ те картишне чупса тухрĕ.
Савантерĕн Килтеш çумĕнчи шыварманне виççĕмĕш хут татса кайрĕ ĕнтĕ. Те пĕви валли лайăх вырăн шыраса тупайман, те çырмине пĕвелекенсем пит ăстах пулмарĕç, ку шыварманĕпе Савантере пĕрре те ăнмарĕ вара.
Вăл юхтарса кайнă шыварманĕ патне пырса тăчĕ те, мĕншĕн çапла хăйне ăнмарĕ-ха тесе унталла-кунталла пăхкалама тытăнчĕ.
Ун патне тарçисем чупса пычĕç:
— Шыварманçи ниçта та çук, — терĕç вĕсем. — Ачине тупрăмăр. Вăл пĕвене татса кайнă чухне ашшĕ арман кустăрмине тĕрĕслеме тухнăччĕ тет. Те путса вилнĕ ĕнтĕ...
— Пĕттĕрех! — терĕ шăл витĕр Савантер. — Шыварманне пăхма пĕлмерĕ пулсан, ун пек çын çĕр çинче çӳрени те кирлĕ мар.
Арманçă шăпи, унăн кил-йышĕн хуйхи ăна пĕрре те шухăшлаттармарĕ. Ăна халĕ пĕртен-пĕр шухăш канăç памарĕ: çак ишĕлчĕк шыварманĕпе мĕн тумалла-ха ĕнтĕ унăн халь. Ялан капла пĕвене тата-тата кайсан çука тăрса юласси те инçе мар...
Çумăр çума чарăнчĕ. Çил вĕре пуçларĕ, хура пĕлĕтсене аякри вăрман хыçнелле хăваласа кайрĕ.
Инкек çинчен пĕлсе, çыран хĕррине Килтеш çыннисем пуçтарăнма тытăнчĕç.
«Эх, çак пӳтсĕр çумăрĕ кăшт маларах чарăнма пултарайман пуль çав ĕнтĕ, — тарăхса шухăшларĕ Савантер. — Çумăрĕ кăшт маларах чарăннă пулсан ман шыварманĕ те пĕтес çукчĕ».
Килтеш çыннисем арманçă çухалнă тенине илтсессĕн таçтан вăрăм шăчăсем сĕтĕрсе килчĕç те, ун ӳтне те пулин тупас тесе, шывра пăлхатма тытăнчĕç. Хăюллăраххисем тата салтăнса шыва та сикрĕç.
Арманçă ывăлĕ ашшĕне шыракансем хыççăн йĕре-йĕре чупса çӳрерĕ, арçынсене ашшĕ ăçта тăни çинчен кала-кала кăтартрĕ.
«Мĕн вĕсем пит чупкалаççĕ ара?—килтешсем çине çилĕллĕн пăхса шухăшларĕ Савантер. — Арманçă çухалнăшăн çапла пăлханса ӳкрĕç пулать-и? Арманçă çухални тем мар-ха. Пĕрин вырăнне тепри тупăнĕ. Ухмахсем, ман шыварманĕ пĕтни пирки ытларах кулянасчĕ...»
Вара Савантер тек кунта арман тытмалла та мар пуль тесе шухăшлама тытăнчĕ. Чăнах та, таçта урăх çĕрте тумалла мар-ши? Паллах, çĕнĕ çĕрте тăвасси кăшт хаклăраха ларать те-ха ĕнтĕ, тем мар, авăртнăшăн çынсенчен ытларах илме пулать...
Çав хушăра ун патне аллинчи туйи çине таянкаласа Укапи карчăк йăкăштатса пырса тăчĕ.
— Э-э-э, шухăша кайрăн пулать-и, Савантер? — терĕ вăл. — турă калани виççĕ тет. Виçĕ хутчен армана сиен пулчĕ, Савантер. — Хайхискер хăй темĕскерле пысăк вăрттăнлăх пĕлнĕн туйине çӳлелле çĕклесе пĕлĕтелле кăтартрĕ.
— Ылханлă вырăн пулчĕ пуль çав ку! — çилĕллĕн сăмах хушрĕ Савантер.
Карчăк ун çине тĕлĕннĕн вăйсăр куçĕпе пăхса илчĕ те васкаса калаçма тытăнчĕ:
— Э-э-э, Шыври çилленнĕ сана, Савантер, Шыври çилленнĕ. Миçе юханшыв çинче арман тытатăн, миçе çырма хуçи пулса тăтăн, Шыврине çапах та нимĕнле парне те памарăн. Капла юрать-и вара? Шыврине парне кӳрес пулать, унсăр сан ĕçӳ тухас çук, Савантер, — шăлсăр çăварĕпе чарăна пĕлми калаçрĕ карчăк. — Пике-хĕр тупса парне кӳрес пулать санăн, ăнланатăн-и? — вĕрентрĕ вăл. — Арçын ытамĕнче пулман хĕр кирлĕ Шыврине, э-э, пĕр-пĕр тăлăх-турат çук-и вара пирĕн...
Хайхискер урăх сăмах хушса тăмарĕ, çаврăнчĕ те, туйи çине таянса, аяккалла утса кайрĕ.
Савантер ĕлĕкрен-авалтан чăвашсем шыв туррине çап-çамрăк та хитре хĕре парнелесе панине аса илчĕ. Арман пĕвине шыв тата-тата кайсан вара çĕнĕ пĕве туса пĕтерсенех çĕрле пĕр-пĕр хĕре вăрласа каяççĕ те çыхса шыва ывăтаççĕ. Шыври вара ăна хăй арăмĕ тăвать те пĕвене татма пăрахать, тет. Куна Савантер питĕ лайăх пĕлет-ха. Ун хыççăн пĕвене нимĕнле çумăр та, нимĕнле тăвăл та хăрушă мар теççĕ.
—Эх, ухмах пуç!—хăйне çамкинчен ал тупанĕпе çапса илчĕ пуян. —Çакăн пирки мĕншĕн ĕлĕкех шухăшламан-ха вара эпĕ! Армана урăх çĕре куçарса мĕншĕн ытлашши тăкакланмалли пур. Кунтах йĕркеллĕ пулĕ акă. Шыврине кăна парне парар. Ыранах пĕвелеме тытăнас. Пĕвелесе пĕтерсенех вара Шыврине парне кӳрĕпĕр.
Савантер кам хĕрне шыврине парасси пирки шухăшлама тытăнчĕ. «Пĕр-пĕр тăлăх-турат çук-и вара пирĕн», — аса илчĕ вăл Укапи карчăк сăмахне.
«Укаслуран лайăх парне ĕмĕр шырасан та тупас çук, — тесе шухăшларĕ Савантер. — Чăнах та, патша майри пекех ĕнтĕ. Ахальтен Шăхаль пуçне çавăрман пуль çав. Шыври ăна хăй ытамне илсен тем пекех савăнĕ. Маншăн вара икĕ тĕрлĕ ĕç пулать: Шыврине те каçăхтарăп, Шăхале те çăлса хăварăп. Турра пӳрни этем асне киле-киле пурăнма кансĕрлес çук...»
Çĕр çыннăн — çĕр шухăш, теççĕ халăхра. Кашнин хăйĕн ĕмĕчĕ, хăйĕн шухăшĕ. Кашнийĕ телей çинчен ĕмĕтленет. Пĕрисем, ав, Савантер пек, вăйсăррисене хур кăтартса телей тупма ĕмĕтленеççĕ. Карлай пеккисем ним шухăшсăр пурăнса, пуянсене юраса савăнăç тупасшăн. Шăхаль пеккисем хăйсен туйăмĕ пирки çеç шухăшлаççĕ, ыттисен те туйăм пулма пултарасси вĕсен асне те килмест. Укаслупа Пинер пеккисем вара ирĕклĕхпе тăванлăхра телейлĕ пуласса ĕмĕтленеççĕ.
Чăнах та, çĕр çыннăн — çĕр шухăш...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...