Кăвак çĕмрен :: Мăчавар ачи
Усал пулсан, ырă та пулать...
Халăх каларăшĕ.
Çӳллĕ карта тытса çаврăннă ватă çăка сивĕ илсе килнĕ çу уйăхне хуçăк тураттисемпе юна-юна ятлать, ăшă куна йыхăрманшăн вăрçать. Папка кăларайманшăн вăл хăйне мар, çуркуннене çилленнĕ. Çуркунне тусĕсем — тĕрлĕ енчен вĕçсе килнĕ çил ачисем — ăна тăнлантарма тăрăшаççĕ. Папки тухманшăн çуркунне мар, çăка хăй айăплине, çăкан хăйĕн тымарĕсем çĕрсе пĕтнине, çавăнпа вăл Çĕр-аннерен сиплĕ сĕткен илейменнине, сĕткенсĕр, ытти йывăç пекех, вăл та, Киремет çăки пулсан та, ешерме пултарайманнине каласа ăнлантарма тăрăшаççĕ.
Анчах çăки вĕсене итлемест те.
Сасартăк вăл хăй патнелле çывхаракан пĕве çитнĕ чипер хĕре курчĕ те тăруках çил ачисемпе тавлашма пăрахрĕ.
Епле тавлашма пăрахмăн-ха! Епле ху усаллине çакăн пек чипер хĕре кăтартăн-ха!
Пиçнĕ панулми пек чăп-чăмăр, хĕп-хĕрлĕ питлĕ, хăмăр куçлă, икĕ ухă пĕкечи пек вăрăм куçхаршиллĕ, çӳхе туталлă хĕр Киремет çăки патнелле пырать. Вăл вăтам пӳллĕ, пĕчĕк ача кĕлеткиллĕ, кăшт ырхантарах. Унăн шăнкăр-шăнкăр кĕмĕллĕ тухйи айĕнчен курăнакан хура каç пек хура çӳçĕ ункăн-ункăн авăнать. Çамки çинче турпалли пур, вăл та ăна питĕ килĕшет.
Çине вăл хура тăлапиртен çĕлетнĕ пĕрмеллĕ кĕски тăхăннă. Уринче симĕс, кăвак тата хĕрлĕ тĕслĕ çăм çипписемпе улшу çыхнă вăрăм чăлха, кивĕрех çăпата.
Ватă çăка уйрăмах унăн уттине юратса пăрахрĕ.
Ярăнса-ярăнса утать вăл. Аллисем асăрхануллăн, ачашшăн пĕрре хыçалалла каяççĕ, тепре малалла вăштик! ывтăнаççĕ. Ун уттинче — хăйне евĕрлĕ ташă. Ташшинче — ĕмĕртен килекен сăпайлăх, танлăх кĕвви.
Сайра хĕрсем çакăн пек хитре, асра юлмалла утма пĕлеççĕ.
Ватă çăка хĕр çине тинкерсе пăхать. Вăл никам сисмелле мар, ун умĕнче пуçне таять. Нумай-нумай пурăннă вăл, тем те курнă вăл, анчах кун пек асамлă чипер хĕре халиччен тĕл пулман...
Ватă çăка хĕр çине тинкерсе пăхать. Чим, вăл пĕччен мар-çке. Ун хыççăн, йытă çури пек, сурăх путекки сиккелесе чупать.
Хĕр Киремет картине кĕчĕ те чарăнса тăрса кĕлтурĕ:
— Эй, ырă Киремет, аслă Киремет, килĕш Киремет, ан çиллен мана, ан айăпла мана канлĕхне татнăшăн. Парне кӳме килтĕм...
Хĕр хаяр Киремете тĕнчере пур чи çепĕç сăмахсемпе ырăлантарма тăрăшрĕ. Ун хыççăн вара вăл Киремет çăки патне пычĕ те, кукленсе ларса, хăй патне чупса пынă путекки енне аллине тăсрĕ.
Ĕлĕк чăвашсем Киремете урăхла парне, хĕр тытса панă. Халĕ вăл йăла кивве юлнă ĕнтĕ, халĕ, ав, выльăх пусса чӳк тăваççĕ, çапла парне параççĕ.
Путек хĕр патне ним усала сисмесĕрех чупса пычĕ. Хĕр ăна алла илчĕ те хăй çумне пăчăртарĕ, унтан, калаçа-калаçа, макăрса ячĕ:
— Пĕртен-пĕр савăнăçăм, пĕртен-пĕр телейĕм, эсĕ ĕнтĕ ан çилен мана. Килĕш Киремет сана хăй патне илесшĕн. Вăл та сана юратать, вăл та сана ман пекех савса пурăнĕ...
Путек хĕр çумне сĕртĕнет. Шанать вăл ăна, çав хушăрах тем пуласса пĕлсе, ӳпкеленĕн куçĕнчен пăхать: «Мĕн тăвасшăн-ха эсĕ? Ма мана кунта илсе килтĕн?» — тесе калассăнах туйăнать.
Хĕр кĕски айĕнчен пĕчĕк чăм кăларчĕ те çĕре лартрĕ, унтан тепре пуççапма тытăнчĕ:
— Эй, тĕнчене телей кӳрекен Киремет, манăн, тăлăх-туратăн, сăмахне итлесемччĕ. Ан ту мана çав тискер чунлă Шăхаль арăмĕ. Эпĕ сана уншăн чи пысăк парнеме паратăп, Киремет. Кĕрĕшсемччĕ ман сăмаха...
Хĕр, пуççапа-пуççапа кĕл тунă май, Киремет картине хăй хыççăн кĕнĕ çӳллĕ пӳллĕ, сылтăм урине уксахласарах пусакан йĕкĕте те асăрхамарĕ, хăй хыçĕнчи ура сассине те илтмерĕ.
— Эй, ăраскал тупма пулăшакан Киремет...
— Укаслу, — майĕпен чĕнчĕ çав вăхăтра хĕр патне çывхарнă йĕкĕт. Унăн сасси çепĕççĕн илтĕнчĕ.
— Пулăш мана, ырă Киремет!.. — кĕлтурĕ хĕр, унăн сăссине илтмесĕр.
— Укаслу! — чĕнчĕ каллех йĕкĕт.
— Кам ку? — шартах сиксе, хĕр варт! каялла çаврăнса пăхрĕ те ури çине сиксе тăчĕ. Путек, аллинчен ӳксе, аяккалла чупса кайрĕ.
— Эпĕ ку, Укаслу. — Хĕр умĕнче хуйхăллă-тунсăхлă мăчавар1 ачи Пинер тăрать. Унăн куçĕ Укаслу çине тĕмсĕлсе пăхать, тути, ырă кăмăлне палăртса, кăшт кулать.
— Пинер, ма килтĕн кунта? — тĕлĕнсе ыйтрĕ те хĕр Киремет йывăççи кутнелле чакма тытăнчĕ.
— Атте Киремет йывăççине пăхма хушрĕ. Килтĕм те эсĕ кĕлтуса тăран... Чĕнсе пăхам-ха, терĕм, Укаслу...
— Апла эпĕ каям-ха, Пинер. Атту тата Киремет çилленĕ, таса вырăнта арçынпа калаçса тăрать, тейĕ.
— Эпĕ мăчавар ачи-çке, Укаслу. Мăчавар пуласси. Эпĕ пуççапма килнĕ хĕршĕн арçын мар, килĕш Киремет çилленмĕ.
— Апла ан кала, Пинер.
Тахçанах сисет ĕнтĕ Укаслу: Пинер ун çине кăмăлласа пăхать. Миçе хутчен çапла ăнсăртран тĕл пулман ĕнтĕ вĕсем — ялан Пинер темĕскер каласшăн, анчах сăмахне ни каласа пĕтереймест, ни тĕл пулма пăрахаймасть. Хăй çав тери вăтанать тата, хĕр пек. Çепĕç калаçать...
Хĕр куçĕнче халиччен пулман ачашлăх туиăмĕ палăрчĕ.
— Айăп ан ту, Укаслу, эпĕ ăнсăртран эсĕ кĕлтунине илтрĕм, — терĕ каччă. Хĕр, хăраса, шуралса кайрĕ, хăй вăрттăнлăхне никама та пĕлтересшĕн марччĕ вăл.
— Ан хăра, Укаслу, — лăплантарма васкарĕ ăна Пинер. — Эпĕ сан тăшману мар. Шăхаль ашшĕ — пирĕн тăшман. Аттене те, мана та нумай сиен кӳнĕ вăл. Пĕл ĕнтĕ: эпĕ Хунчар ăратнипе пĕр урара утас çук.
Хĕр нимĕн те чĕнмерĕ. Шикленмесĕр, ĕненӳллĕн йĕкĕт çине пăхрĕ.
Лешĕ, хĕр хăйне кăмăлласах итленĕшĕн савăнса, хĕрӳлленсех калаçа пуçларĕ:
— Кам кăна асап тӳсмест пулĕ Хунчар йăхĕнчен! Пирĕн Килтеш ялĕ çеç мар, пĕтĕм Пăла тăршшĕ вĕсенчен хурлăх курса пурăнать. Кама кăна йĕртмен, кама кăна çĕре кĕртмен вĕсем!.. Пĕтĕм таврари чăвашсем çав йăха ылханаççĕ, пĕтерес тесе, йĕрĕхе парне кӳреççĕ! Анчах йĕрĕхĕ те вĕсен майлă курăнать çав! Ылхан та çитмест вĕсене.
Хĕр çаплах чĕнмерĕ.
— Анчах ăçта кайса вĕсем тискеррине каласа кăтартăн! — сăмахне малалла тăсрĕ каччă. — Ырă Киремете атте те, эпĕ те мĕн чухлĕ кĕлтунă ĕнтĕ... Çаплах Хунчар йăхĕ çынна йĕртет...
— Çак çут тĕнчере пурнăç çавăн пек пуль çав ĕнтĕ: пĕрисем хуйхинчен хăтăлаймаççĕ, теприсем, çынна хуйхăртса, телей тупаççĕ, — хăй шухăшне шăппăн каларĕ хĕр.
— Çук, Укаслу, — килĕшмерĕ Пинер, — кунтан инçетре-инçетре, хĕвелтухăç енче телейлисен çĕршывĕ пур тет. Сарăкун çĕршывĕ теççĕ тет ăна. Унта пурте — ваттисем те, вĕттисем те, çамрăккисем те телейлĕ. Унта хуйхăпа элек валли вырăн çук. Унта телейпеле ăрăс кăна. Анчах эпĕ унта каймалли çула пĕлейместĕп çав.
— Сарăкун çĕршывĕ çинчен эпĕ те илтнĕ, — терĕ хĕр. — Анчах унта эпир, чăвашсем, лекме пултараймастпăр, мĕншĕн тесен хамăр турăсене мана пуçланă...
— Эсĕ апла пурне те пĕлейместĕн пуль-ха, — килĕшмерĕ Пинер каллех. — Çулне пĕлсен унта такам та лекме пултарать.
— Вара вăл паçăрхинчен те шăппăнрах çапла каларĕ: — Çав телейлисен çĕршывне чухăнсене пурне те илсе кайма шутлакан çын çинчен илтрĕм эпĕ.
— Пĕтĕм чухăнсене-и? — тĕлĕннипе кăшкăрсах ячĕ хĕр.
— Чукмаран2 Çавал тăрăхне пĕр чăваш вăрттăн килсе çитнĕ, — пăлханса каласа пама тытăнчĕ каччă. — Вăл ялтан яла çӳресе чăвашсене ырă хыпар, Хусан леш енчен, Шур Атăл тăрăхĕнчен пирĕн еннелле хресчен патши килме тухнине пĕлтерет тет. Çав хресчен патши чылай хушă Сарăкун çĕршывĕнче пурăннă, халĕ чухăнсене пурне те çавăнта ертсе каясшăн: Чукма чăвашĕсем хресчен патшине кĕтсе илме хатĕрленсе питĕ пăлханаççĕ, имĕш. Вĕсен хăйсен Хусанкка ятлă утаманĕ пур, çав вара Савантер пеккисене пĕтерме пирĕн еннелле килет. Эпĕ Хусанкка патне каяс тетĕп, анчах çакна пĕлтерсе хăварас терĕм. Укаслу, эпĕ таврăнасса кĕт эсĕ. Эпĕ хам пĕччен мар, Хусанккапа таврăнатăп. Ун чухне Хунчар йăхне вара йăлтах тĕп тăватăп. Кайран пурте пĕрле хресчен патшипе телейлисен çĕршывне тухса каятпăр.
Каччă калаçнине итленĕ май хĕр те пăлханма тытăнчĕ.
— Хресчен патши вара пире хăйпе пĕрле илĕ-ши? — шиклĕн ыйтрĕ вăл.
— Илет. Вăл пурне те илет. Хресченсене пурне те хăй патне чĕнет. Паллах, Сарăкун çĕршывне çитиччен Савантер пеккисемпе пайтах кĕрешмелле пулать-ха ĕнтĕ. Вĕсем пирĕн патшана пĕтересшĕн темĕн те тăвĕç, анчах эпир те Хунчар йăхĕсене пăхăнсах тăмăпăр.
Укаслу сасартăк аслашшĕ вилес умĕн Илтилет ятлă хĕр-паттăр çинчен каласа панине аса илчĕ. Илтилет, арçын тумне тумланса хăй халăхне пулăшнă, усал çичĕ юта çĕнтернĕ. Хĕр пуçне шухăш пырса кĕчĕ: «Тен, Пинер те мана хăйпе пĕрле илĕ. Вара эпĕ те Илтилет пек çарçынни пулăттăм, пире хуйхă кӳнисене пурне те тавăрăттăм.»
— Мана та илсе кай хупа пĕрле, Пинер, — терĕ вăл каччă çине тилмĕрсе пăхса. — Эпĕ арçынтан кая мар юланутпа çӳреме пултаратăп, ухăпа перетĕп, хăвах вĕрентрĕн. Хăрап эпĕ кунта юлма. Шăхальтен тем те кĕтме пулать. Чĕри çук вăл çыннăн.
Çавăнтах тата аслашшĕ вилес умĕн калани Укаслу асне килчĕ. «Эсĕ те пулин ывăл мар-çке... Кам тавăрĕ пирĕншĕн?.. Кам? Кам? Ылхан çав Хунчар йăхне! Пĕтĕм йăхне!.. Ылхан! Эй, аслă Турă, эй, пурне те куракан Танкăр, эсĕ пурне те илтетĕн, пурне те пĕлетĕн, çитер çав ирсĕр йăх пуçне ман ылхана!..»
— Ан хăра, Укаслу, — илтĕнчĕ, асне килнине сирсе, Пинер сасси. — Çу уйăхĕ иртсе пырать, авăн уйăхсăр тек евчĕсем яма пултараймаççĕ вĕсем. Хăвах пĕлен: чăвашсем ĕçрен пушаннă уйăхсенче кăна евчĕ яма, туй-çăнăхта ирттерме пултараççĕ.
— Пулсан та хăратăп эпĕ Хунчарсенчен. Чĕри çук вĕсен. Чĕресĕрсенчен темĕн те кĕтме пулать. Мана та халех хăвпа пĕрле ил, Пинер, — питĕ пырасшăн пулчĕ хĕр.
— Укаслу, тем пекех илсе кайăттăм сана хампа пĕрле. Анчах, кам пĕлет, тупайăп-и эпĕ Хусанкка утамана, — шăппăн каларĕ каччă. — Çавăнпа эпĕ малтанласа хам çеç каясшăн. Кайран, Хусанккана тупсан, сана илме килĕп. Вара пĕрле хресчен патши патне кайăпăр, Хунчар йăхĕн усал ĕçĕ çинчен каласа парăпăр.
Кăнтăр енчен ăшă çил вĕрсе ячĕ. Хура пĕлĕтсем темрен хăранăн сирĕлме тытăнчĕç, хĕвел кăçалхи çул пĕрремĕш хут чăн-чăн çуркуннехи пек çиçсе ялкăшма тытăнчĕ. Хĕвелшĕн савăннă ватă çăка, çил вĕрнине чăтаймасăр, енчен енне тайкаланса илчĕ. О-о, аслă Киремет, çак çăка ăшĕнче пурнакан килĕш Киремет, айăп ан тусамччĕ эсĕ икĕ ним айăпсăр чуна. Ан çиллен икĕ çамрăка — хĕрпе йĕкĕте — сан картуна кĕрсех телей çинчен, çăлăнăç çинчен, тавăру çинчен калаçма пуçланăшăн. Иккĕш çапла калаçмасассăн, кампа канашлаччăр-ха ĕнтĕ вĕсем. Эсĕ те пу-лăшмастăн вĕсене. Кам та пулин ют çын пулăшасси пирки ним калаçмалли те çук. Çын тени халĕ çыншăн кашкăртан та усал.
— Пинер, мĕнле юлас-ха ĕнтĕ манăн кунта? Питĕ хăратăп, — терĕ хĕр çаплах.
— Эпĕ часах таврăнăп, Укаслу, Хунчарсем тивмĕç сана. Акă, Киремете парне парăн, вăл çын усалне сан çинчен сирĕ, — лăплантарма тăрăшрĕ ăна Пинер.
Укаслу вара, ним тăвайман енне, путекне шыраса, йĕри-тавралла пăхса илчĕ. Путекĕ тарса кайнăнах туйăнчĕ ăна. Çук, вăл кунтах, йывăç айĕнче, кавлесе выртать. Укаслу кăшт пĕшкĕнчĕ те кушака чĕннĕ пек путеке хăй патне йыхăрчĕ. Лешĕ, сиккелесе, ун патне ыткăнчĕ.
Çав хушăра Пинер Киремет йывăççи патне пычĕ. Йывăç тураттинчен чӳк анкарĕ çакса янă, вăл яланах çакăнта; урăх кăрал е çĕçĕ илсе килнине юратмасть Киремет.
Пинер анкарне алла тытрĕ те:
— Укаслу, сана пулăшас пуль манăн, — терĕ.
Хĕр хуравламарĕ, вăл путекне хăй çумне пăчăртаса, хурлăхлăн йĕретчĕ.
— Мĕн пулчĕ, Укаслу?
— Путеке шел, — куççулĕ витĕр хуравларĕ хĕр.
— Шăплан, шăплан, Укаслу! — хăраса каларĕ Пинер. — Киремете ан çиллентер, тархасшăн. Кӳр-ха путекне, мĕн кирлине хамах тăвăп...
Вăл вăйпа тенĕ пекех хĕртен путекне туртса илчĕ те ăна Киремет йывăççи патне йăтса кайрĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...