Кăвак çĕмрен :: Пролог
Çарансемех тăрăх эп çӳрерĕм,
Кĕрепенке хăмла та, ах, тускайăм, тупмарăм,
Ял-ял урлă нумай эп çӳрерĕм,
Сирĕн пек лайăх çын та, ай, тускайăм, тупмарăм.
Утлансаях тухрăм хура çăрха
Хура çул тусанне те, ах, тускайăм, пусарма.
Юрласах ятăм çакă юрра
Çунакан чĕрене те, ай, тускайăм, пусарма.
Утçăм тарăн çырмана, ай, кĕмерĕ,
Çак тĕнчере ик ĕмĕр, тускайăм, килмерĕ,
Çак тĕнчере икĕ ĕмĕр килсен,
Курăпăр-ха эпир те, тускайăм, ыр пурнăç.
Чăвашсен авалхи юрри.
Чалăшса кайнă хура пӳрте карăнтăк витĕр ылтăн туя — хĕвел ури — кĕчĕ. Вăл пӳртĕн пушă ăшчиккине малтан хăюсăррăн пăхса çаврăнчĕ, унтан, чăрсăрланса кайса, алăк патĕнчи путмар тĕлĕнчи пĕренесем çине ӳкрĕ.
Пĕрене çурăкĕсенчи вăрăм сухаллă таракансем: «Мĕне пĕлтерет-ши ку?» тесе, хĕвел çути çине кăмăлсăррăн пăхрĕç, хăшпĕрисем тарма хăтланчĕç, анчах, хăрушлăх çуккине ăнланса, ылтăн туя-хĕвел ури вĕсене инкеке çитермессине чухласа, каллех шăтăк тĕпне хĕсĕнчĕç те лăпланчĕç.
Хĕвел ури, хăйĕнчен хăранă таракансенчен кăмăллăн кулкаласа, пӳрт пĕренисем çинчен путмар çине ӳкрĕ, тем тĕрлĕ саплăк илемсĕрлетсе тăракан кивĕ минтер питне хыпашлама тытăнчĕ... Çавăнтах вăл тăп чарăнчĕ, тĕлĕнсе-хăраса кайнипе, тин çеç çиçекен кăмăллă куллине ни пытарма, ни пăрса яма аптăраса тăчĕ.
Мĕн пулчĕ-ха? Мĕн инкек е мĕн савăнăç палли курчĕ вăл — ĕмĕр-ĕмĕр таçта васкаса, ĕмĕр-ĕмĕр канăç мĕнне пĕлмен хĕвел ури?
Акă мĕн курнă иккен вăл. Çĕтĕк кĕрĕк сарса хунă путмар çинче — чĕп-чĕрĕ юнлă ютенĕ ватă çын. Хăй вăл питĕ ырханккаскер, унăн пичĕ юнлă, сухалĕ тăпăлса пĕтнĕ, хăрах куçĕ кăна уçă, тепĕр куçĕ шăтса юхнă пулас, хупăнса тăрать... Ватăскер аран-аран сывлать. Вăхăт-вăхăт унăн кăкăрĕнче хăрушшăн хăрăлтатни илтĕнсе каять. Вилĕм çывхарса килнĕ, куран.
Хĕвел ури, çакна асăрхаса, куллине никам сисмесле пытарчĕ те тăруках тĕксĕмленчĕ, алăк еннелле сулăнчĕ.
Путмар çинчи ватă хуллен сас пачĕ:
— Шыв!
Унăн сăмахĕ йывăррăн тухрĕ. Паллă: мĕн пур вăйне пухса каларĕ вăл ăна.
Тĕпелтен шуранка сăнлă вунă-вуник çулхи ырхан та çав тери çинçе ураллă хĕрача шыв йăтса тухрĕ.
Хĕрачан хăмăр куçĕнче — хуйхă. Куçĕ унăн мĕн пулса иртнине ăнланайман пек чарăлса кайнă. Куç хупанкийĕ тĕксĕм пĕлĕт пек тĕксĕм те хура, калăн çав, вăл çапла тавраналла хăмсарса хăй çине килекен инкеке хуса яма ĕмĕтленет, тейĕн. Хĕрачан çамки çинче кăшт çеç палăракан турпалли пур, вăл унăн пичĕ çине ӳкнĕ йĕм хура çӳçпе кăштах хупланнă.
Хĕрача шыв курки тытнă. Вăл ун ырхан аллинче чĕтре-чĕтре илет. Шыв куркинче — таса çăл шывĕ.
Хĕрача, кушак пек шăппăн пусса, путмар патне пычĕ те старик тĕлне пĕшкĕнчĕ.
— Акă, асатте, ĕç, — куркине тăсса пачĕ. — Ĕç. Старик хăпаланса тухнă тутине уçрĕ, хĕрача панă шыва хуллен, ĕмсе, ĕçме тытăнчĕ. Алли унăн куркана тытаймасть те, халь-халь ӳкерет, тейĕн, сиксе чĕтрет, çавна май куркари шыв йăрăлтатса урайне тăкăнма тытăнчĕ. Хĕрача вара аслашшĕне пушшех те асăрханса ĕçтерме тытăнчĕ, сасартăк вăл старик ĕçнĕçемĕн куркари шыв хăмпăлчăланнине, унтан старик çăварĕнчен тухнă юнпа хутăшса хĕрлĕ тĕслĕ пулнине асăрхарĕ.
Старик ĕçме чарăнчĕ, сывлăш çитмен пек çăварне карса хăвăрт-хăвăрт сывлама пуçларĕ, унăн кăкăрĕ каллех хăрăлтатса илчĕ. Вăл вара вăрăммăн-вăрăммăн сывласа илчĕ те тепĕр хут шыв ĕçе пуçларĕ, куркари шыв каллех хăмпăлчăлана-хăмпăлчăлана хĕрлĕ тĕспе пĕвенме тытăнчĕ.
— Пехил, ачам, пехил, Укаслу, — пăшăлтатса каларĕ старик ĕçсе пĕтерсен.
Хĕрача, куркине йăтса, тĕпеле кайрĕ те ним сассăр йĕре пуçларĕ, нумай йĕнипе хĕрелсе кайнă куçне вĕçĕмсĕр саппун арки вĕçĕпе шăлчĕ.
Путмар çинчи ватăшăн çак пĕчĕк куркари шыва ĕçни сиплĕх сĕткенне ĕçнĕнех пулчĕ, вăл хĕрача йĕнине туйрĕ пулас, ăна йывăррăн хăй патне чĕнчĕ.
— Укаслу-хĕрĕм, кил-ха.
Старикĕн сасси кăшт çирĕпрех те пек илтĕнчĕ. Хĕрача тĕпелтен ун патне тухса ĕлкĕреймерĕ. Старик тепре чĕнчĕ.
— Укаслу, кил-ха кунта.
Хĕрача тĕпелтен тухрĕ те ун патне пычĕ.
— Кил, хĕрĕм, лар. Калаçар пăртак. Шыв ĕçрĕм те вăй кĕнĕ пек пулчĕ, — пăшăлтатрĕ ват çын.
Хĕрача ун çумнех пырса ларчĕ.
Старик, ăна туйса, каллех калаçа пуçларĕ:
— Вилес марччĕ-ха. Ан йĕр, хĕрĕм, — чĕрĕлĕп. Турă тăлăха хăвармĕ сана. Киремете кӳрентермен эпир, Пихампара пăрахман, Пӳлĕхçĕ пӳрнине хирĕçлемен. Ыр çын пулса пурăннă ĕмĕре, пӳрнĕ ырлăха кĕтсе илмелле. — Вăл кăшт канса илчĕ те шухăшне малалла тăсрĕ: — Вырăс турри тавăрма пĕлмест, вăл пĕччен, ун çилли кашни çыннах çитеймест.
Унтан вăл кăштах канса выртрĕ.
— Кам тавăрĕ-ха маншăн! — те тăнĕпех, те тăнран кайса, кăшкăрса ячĕ хайхйскер сасартăк.
Хĕрача шарт! сикрĕ, хăранипе ĕсĕклесе ячĕ. Унăн пысăк куçĕ куççульпе тулчĕ.
— Эсĕ те пулин ывăл мар-çке... Кам тавăрĕ пирĕншĕн?.. Кам? Кам?.. Ылхан çав Хунчар йăхне! Пĕтĕм йăхне!.. Ылхан!.. — тăнне çухатнă май кăшкăрашрĕ старик. — Эй, аслă Турă, эй, пурне те куракан Танкăр, эсĕ пурне те илтетĕн, пурне те пĕлетĕн, çитер çав ирсĕр йăх пуçне ман ылхана!..
Пӳртре сасартăк шăп пулса тăчĕ.
Старик каçкӳлĕм тин тепре тăна кĕчĕ. Ытла вăйсăрланнăран илтĕни-илтĕнми хăйăлтатса тухакан сассипе мăнукне каллех чĕнсе илчĕ те хăй çумне ларма хушрĕ:
— Укаслу-хĕрĕм, итле-ха, эпĕ сана, акă, мĕн каласа кăтартасшăн...
Вăл юнланса хытнă тутине чĕлхи вĕçĕпе йĕпетсе илчĕ. Унтан аран-аран калаçса кайрĕ:
— Ĕлĕкех пулнă, тет, ку. Ун чухне чăвашсем усал тăшманпа çапăçнă. Ун чухне чăвашсем хальхи пек йăшман, хăюллă та мухтавлă, чăрсăр та танлă çынсем пулнă, тăшмана хирĕç хĕç йăтса çĕкленнĕ, çичĕ юта хирĕç çĕр те çитмĕл çичĕ пинĕн тухнă, пуç усман. Ун чухне чăвашри ватăсем хальхи пек, тайма пуçа хĕç витмест, тесе калама та пĕлмен. Ун чухне чăвашри ватăсем урăхла каланă: хĕçлĕ алла хĕç касмасть, тенĕ.
Анчах тăшман усал пулнă, вăйлă пулнă, йышлă пулнă. Ăсĕпе мар чухне йышĕпе, йышĕпе мар чухне пăсăпе çĕнтерме тăрăшнă. Çав вăхăтра Чăвашра пĕр паттăр тупăннă. Вăл çап-çамрăк пулнă, мăйăх та шăтайман унăн, çапах та хăй чăтма çук хăюллă çапăçнă. Сасси çинçе кăна пулнă çакăн. Анчах вăл çинçе сасран тăшман вутран хăранă пек хăрама тытăннă. Çиçĕм-учĕ пулнă унăн, çавна курсан, çичĕ ют аякранах тарнă.
Старик кăштах канса, чĕнмесĕр выртрĕ. Унтан мăнукне татах шыв илсе килме хушрĕ. Паçăрхи куркапа йăтса килнĕ шыва пĕр-ик çăвар сыпрĕ те малалла калаçа пуçларĕ.
— Кам? Мĕн ятлă çав паттăр çарпуçĕ? Çакна никам та пĕлмен, никам та чухламан. Çапах та кашни чăваш çынни унпа вута кĕме те, шыва сикме те хатĕр пулнă. Мĕншĕн-и? Ăна кашниех шаннă.
Çак ятсăр-шывсăр паттăр ертсе пынипе чăваш йĕкĕчĕсем тăван çĕре тăшмантан тасатнă.
Кĕвĕçекенсем тупăннă: икĕ кивве юлнă çарпуçĕ ăна — çак çап-çамрăк та маттур паттăра — вилес пек курайман. Кур-ха, темĕнле мăйăхсăр чĕчĕ ачи пĕтĕм чапа хăйне илĕ тенĕ. Вара тискер шухăш тытнă: сĕм тĕттĕм каçхине сыхласа тăрса...
Старик каçăхса кайса ӳсĕре пуçларĕ. Сывлăш çавăрса ярайманнипе сиксе тухас пек тапакан чĕрине лăплантарасшăн пулса, аллипе кăкăрне хупларĕ... Юлашкинчен пĕр саманта куракан куçне те хупрĕ.
— Асатте, — хăраса ӳкрĕ Укаслу. — Асатте!
Тавралăха сасартăк хура пĕлĕтсем хупăрласа илчĕç. Тĕттĕм пулса кайрĕ. Тĕнче темшĕн хурланса хăйĕн хĕвел-куçне ним курмиех хупса лартрĕ пек. Кĕтмен-туман çĕртенех аскăн çил сиксе тухрĕ. Унтан та кунтан çуркаланса пĕтнĕ чӳрече хупписене енчен еннелле шалтлаттара-шалтлаттара хупма тытăнчĕ.
— У-у-у! У-у-у! — уларĕ вăл тискер кайăкла.
— Асатте! Асатте, теп! — тата та пушшех хăраса ӳксе кăшкăрчĕ хĕрача. — Асатте, ма куçна хупрăн?!
Мăнукĕн сассине илтсе, старик вăйсăррăн кăшт куçне уçрĕ те калаçа пуçларĕ.
— Амантасса амантнă... учĕ ăна çапах, йĕнер çинчен ӳкермесĕр тапăра илсе çитернĕ. Тапăра çитсенех учĕ çинчен лаплатса ӳкнĕ паттăр йĕкĕт. Çарçыннисем ун патне чупса пыраççĕ те хăйсен юратнă çарпуçĕ аманнине кураççĕ. Каварçăсен ухă йĕппи ăна кăкăрĕнчен тăрăннă. Ухă йĕппине туртса кăларса суранне çыхас тесе, вĕсем часрах унăнне тимĕр кӳпине хывса илеççĕ те васкаса кӳпине1 туртса çураççĕ... тĕлĕнсе каяççĕ. Çарпуçĕ хĕр пулнă.
Ăна тусĕсем çăлайман. Таврари ялсенчен чи чаплă юмăçсемпе мăчаварсем, эмелçĕсем килнĕ пулсассăн та çакскере çăлса хăварайман. Вилес умĕн вăл хăйĕн чăн ятне çеç каласа хăварма ĕлкĕрнĕ. Вăл — Илтилет ятлă пулнă.
Старик тата тем каласшăнччĕ — чыхăнса ӳкрĕ, çавăнтах унăн çăварĕнчен юн палкаса тухрĕ...
Укаслу паçăрхи пек мар, теме сиснĕн, хыттăн кăшкăрса ячĕ:
— Асатте-е-е!..
Старик, те ăна итлесе, аллине сулнă пек пулчĕ, унтан хускалса илчĕ те яш! тăсăлса выртрĕ. Вăл ĕмĕрлĕхе шăпланчĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...