Кĕпер :: Кĕпер юписем
Çук çав, арçын пулса çитейменччĕ-ха ун чух Тарас. Илюша умĕнче макăрмарĕ вăл, Антонина Павловна патĕнче те макăрмарĕ, унпа пĕрле кĕпер урлă та чиперех каçрĕ. Инкĕшне курсан, куççульне тытса чараймарĕ вара...
Тараса калаçтармарĕç. Ана шалти пӳртри хăйĕн вырăнĕ çине вырттарчĕç те пĕчĕк ачана йăпатнă пек йăпатма тăрăшрĕç. Куççуль витĕр инкĕшĕн сăнне путлĕ кураймарĕ те вăл. Темшĕн пурте тулти пӳрте тухрĕç. Антонина Павловна пĕчченех Тарас умĕнче ларчĕ, унпа пĕр шухăшлă пулнă çын пек пăшăлтатса, пуçран вĕçĕмсĕр ачашларĕ.
— Ан макăр, ан макăр, Тарас, — терĕ вăл. — Ольăна ним те каламăпăр эпир. Хут илмен вăл... Дезертирсенчен хăраса киле чупнă Тарас, терĕм эпĕ, пĕчĕк кĕпер урлă каçнă чух урине ыраттарчĕ, терĕм. Эс татах макăрсан, Оля сисет вара. Ан макăр, Тарас, арçын пул. Эс çĕр çывăрмасăр ĕшенсе çитнĕ. Çывăр кăшт, лăплан. Кайран та ан макăр. Эс: «Арçын тгулап, — терĕн вĕт, — пичче вырăнне шуррисемпе çапăçма каяп», — терĕн. Кайăн, сана хамăрах ăсатса ярăпăр. Эс партие çырăнап терĕн. Партие çырăнма сан çул çитмен-ха. Çамрăксен хăйсен парти пур, Союз теççĕ ăна. Коммунистла Союз теççĕ, комсомол теççĕ. Эс ялта пуринчен малтан çав Союза çырăнăн, ячейка секретарĕ пулăн. Унта çырăнма та пăртак çул çитмен-ха сан. Юрĕ-çке, ун пирки никама та каламăпăр. Кĕлеткепе те, ăстăнпа та йĕкĕт пек курăнатăн эсĕ.
Чулçырма шывĕ пек шăнкăртатса юхать учительница сасси. Пуринчен хитре вăл, Антонина Павловна... Ячĕ те хитре ун, сасси те хитре...
«Иăпатать вăл мана, улталать. Хĕрлĕ Çара хамăрах ăсатăпăр тет, çавăнтах ячейка секретарĕ пулăн тет... Улталаççĕ вĕсем мана, йăпатаççĕ... Атте госпитальте выртать, пичче вăрманта...».
Лăпланнă май Тарас шухăшĕ пăтрăна пуçларĕ. Чуна кантаракан лăпкă сасă илтĕнми пулчĕ. Антонина Павловна, тулти пӳрте тухса: «Çывăрса кайрĕ, мĕскĕн. Пуçĕ вĕриленнĕ хăйĕн. Чирлесе ан ӳктĕрччĕ», — тенине илтмерĕ Тарас.
Ун чух чирлемерĕ вăл. Анчах пĕр талăк çывăрса тăнă хыççăн ăна амăшĕ те, инкĕше те паллаймарĕç. Çывăрнă вăхăтра вăл ача сăнне ĕмĕрлĕхе çухатнă тейĕн. Никампа калаçми пулчĕ. Ниçталла пăхмасăр, никама курмасăр, шухăша кайса ларать.
Икĕ хуйхă пуçа илсе, виççĕмĕшне манма тăрăшрĕ Оля. Пĕр хуйхи вăл — Тарас. Тепĕр хуйхи... хуйхă та мар-ха вăл, кĕтнĕ савăнăç. Савăнăçне те чипер кĕтсе илмелле çав. Куллен Урлăвăрмана çити çуран çӳрерĕ Оля. Тараса та хăйпе çӳретсе йăпатма тăрăшрĕ.
Якалĕнчен таврăннăранпа эрне иртсен те, уйăх иртсен те уçăлмарĕ Тарас кăмăлĕ. Пиччĕш ятне вăл пĕрре те асăнмарĕ. Ма-ха Оля хăй те асăнмасть? «Инке манран маларах хыпар пĕлмен-ши?..» — тесе шухăшлать вара Тарас.
Оля кăна мар, Евграф Архипович та, Антонина Павловна та, ялан ачашшăн калаçса, ăна йăпатма тăрăшрĕç. Пĕри те нихçан та пиччĕшне асăнмарĕ.
Лешеккинче праçник вăхăтĕнче Тарас пуринчен малтан комсомрла çырăнчĕ. Ана, чăнах та, ячейка секретарĕ турĕç...
Чĕрене касакан хуйхă майĕпе сĕвĕрĕле пуçларĕ. Халăх çинче пулса, халăхшăн усăллă ĕç туни хуйхăпа кӳтсе çитнĕ чуна та канăç парать иккен. Хăй валли те, комсомолецсем валли те ĕç хыççăн ĕç тупрĕ Тарас. Ял тăрăх Хĕрлĕ Çар валли ăшă тумтир пухса çӳрерĕç вĕсем; субботник туса, хĕрлĕ салтак арăмĕсене вутă касма, хуçалăха тир-пейлеме, утă турттарма пулăшрĕç. Кĕçех тата репетицисем пуçланчĕç.
Пирвайхи спектакль пулнă каç Тарас сасартăк йывăр чирлесе ӳкрĕ.
...Тарас пуçĕ çинче çаврăнакан арман чулĕ çĕре ӳксе çĕмĕрĕлчĕ, кĕленче пек чăнкăртатса саланчĕ. Тарас, çав чул çĕнĕрен пуçа килсе пусасран хăраса, ерипен куçне уçрĕ. Арманта мар, килтех выртать иккен вăл — тулти пӳртре, кравать çинче. Ененмерĕ Тарас, каллех куçне хупрĕ.
Пӳрчĕ те, кравачĕ те, кун çути те, — пĕтĕмпех суя вĕсем. Суя тĕнчере пурăнса йăлăхтарчĕ ĕнтĕ. Ним йĕркелĕх çук çав вĕри те суя тĕнчере: этем пуçĕ çинче арман авăртать, чул кĕленче пек ванса саланать, атте чӳречерен вĕçсе кĕрет те алăкран чупса тухать, Рамаш пĕлĕт çӳллĕш юпа çине чупса хăпарать...
«Аташнă ĕнтĕ эп, вĕри чирпе аташнă, — йĕркеллĕ шухăшсем хускалчĕç сасартăк çăмăлланса кайнă пуçра — Халь аташмастăп-ши? Ма вара тулти пӳртре выртнă пек туйăнать? Кунта кравать те çукчĕ вĕт».
Хăйне хăй тĕрĕслес шухăшпа куçне уçас тенĕччĕ Тарас, çав вăхăтра каллех кĕленче чăнкăртатрĕ.
«Çук, кĕленче мар вăл, Оля сасси. Оля çапла кулатчĕ ĕлĕк. Елĕк? Хăçан пулнă вăл «ĕлĕк»? Тахçаи-тахçан, атте килте чух, Рамаш çыру çырнă чух. Мĕн чул вăхăт иртнĕ-ши çавăнтанпа? Эп чирличченех виç-тăватă уйăх иртнине астăватăп. Çĕнĕ стильпе çĕнĕ çул каç çитнине астăватăп. Спектакль пулчĕ, мана, суфлер туса, тĕпсакайне кĕртсе лартрĕç. Çавăнтан тухнине астумастăп. Микка пичче вилнĕ терĕç. Хрулкка мучи çамкана хыпашларĕ, ал тупанне тытса ларчĕ... Те чăн çапла пулнăччĕ, те тĕлĕкре курнă. Халь аташмастăп ĕнтĕ. Аташмастăп-и?! Ма вара Оля кулнă пек илтĕнчĕ... Ак каллех кулса калаçать. Анчах мĕн калаçать-ха вăл!
— Пăх-ха, пăх-ха, анне! Рамаш кулать...
— Тĕлĕкре кулать вăл. Малтан тĕлĕкре кулать чĕрĕ чун. Ав епле сылтăм аллине пуç айне чиксе выртнă. Этем ывăлĕ ĕнтĕ, мĕн тăвассу пур.
— Каллех кулать!
— Ан кăшкăр Уля, Рамаша вăхăтсăр вăратан. Тарас та лăпкăн çывăрса кайнăччĕ, мĕскĕн...
Шалти пӳртре инкĕшĕпе амăшĕ калаçнине хăйне хăй ĕненмесĕр итлесе, аптраса выртрĕ Тарас. «Эп аташмастăп пулсан, вĕсем аташаççĕ-им вара? Ма «Рамаш, Рамаш» теççĕ. «Ененместĕп. Рамаш вилмен!» — терĕ инке, хут илсен. Юлашки вăхăтра хăйне хăй çапла йăпатса пурăнчĕ. Чăнах та, вилнĕ тесе çырманччĕ-ха, хыпарсăр çухалнă тесе çырнăччĕ. Тен, чăнах та, вилмен пуль?! Аташмастăп та пуль, пичче киле таврăннă пуль!.. Анчах ма-ха вĕсем пĕчĕк ача пирки калаçнă пек калаçаççĕ?»
Çав вăхăтра шалти пӳртре, чăнах та, пĕчĕк ача сасси илтĕнчĕ.
Савăнмарĕ Тарас пĕчĕк тăванĕн сассине илтсен. Сасартăк çуралнă ĕмĕте татрĕ-ха вăл. Инкĕшĕ, ача туса, кулса калаçакан пулнăшăн çавах та савăнчĕ. «Оля!» тесе кăшкăрасшăнччĕ Тарас, сасă аран тухрĕ. Никам та илтмерĕ ăна. Кăшт тăрсан, такам тулти пӳрте тухрĕ. Тарас куçне уçмасăрах палларĕ: амăшĕ. Акă вăл кравать умĕнче хашлатса тăчĕ те тула тухса кайрĕ. Тарас, куçне уçмасăр, уçă тăнпуçпа тата пăртак шухăша кайса выртрĕ.
«Хут киличчен пĕр-пĕринчен пытанса, Рамаш ятне асăнмасăр пурăнтăмăр. Эп хам ирĕкпе Хĕрлĕ Çара каяс терĕм, Оля ямарĕ. Итлемĕттĕм ăна — макăрчĕ вăл, унччен тем чул тарăхса та макăрманнине макăрчĕ. Пурпĕрех каятăп. Халĕ Ольăшăн хăрамалли çук ĕнтĕ. Пĕчĕк Рамаш пур ун. Оля! Хăйне инке тесе чĕнме хушмасть. «Инке мар, аппа эпĕ саншăн, Оля тесе чĕн мана», — терĕ. Пиччене те Рамаш тесе чĕнме хушрĕ, «Вырăссем пĕртăвансене ятпа чĕнеççĕ», — терĕ...»
Ача сасси илтĕнми пулсан, Оля тулти пӳрте тухрĕ. Тарас куçне уçрĕ, йăл кулчĕ те аран тухакан сасăпа:
— Оля, пĕчĕк Рамаша кăтартсам мана, — терĕ.
Оля, куçĕ курнине, хăлхи илтнине ĕненмесĕр, пĕр самант Тарас çине пăхса тăчĕ, унтан сасартăк кравать умне кукленсе анчĕ те, Тараса ыталаса, макăрса ячĕ.
— Ма макран, Оля? Рамаш пирки çĕнĕ хыпар илтĕн-им?
— Çук, Тараска, урăх хыпар çук. Эс сывала пуçланăшăн, «пĕчĕк Рамаш» тенĕшĕн савăннипе тӳсеймерĕм. Тата пĕр савăнăçлă хыпар пур. Атте госпитальтен сывалса тухнă. Анчах киле таврăнма шухăшламасть те. «Туркфронта Фрунзе патне каятăп, эп кăркăсла калаçма пĕлеп, политотделра кирлĕ çын пулăп», — тесе çырать. Пĕчĕк Рамаш пирки те, эсĕ чирленĕ пирки те çырса пĕлтертĕм ăна. Пысăк Рамаш пирки асăнмарăм. Хăй те асăнмасть.
— Эп хам çырса пĕлтерĕп, — терĕ Тарас.
— Эх, Тараска, Тараска! Пысăк хуйхăпа йывăр чир сана та чăнахах арçын турĕç. Юрĕ, ан калаç урăх, сывал часрах. Еç нумай. Кĕçех ак юлташсем килсе çитĕç. Сансăр ĕçлеме пĕлмеççĕ вĕсем. Эс сываласса тем пек кĕтеççĕ. Икĕ уйăх куллен сан патна çӳрерĕç.
— Пĕчĕк Рамаш миçере?
Оля ĕлĕкхи пекех савăккăн та ăшшăн йăл кулчĕ.
— Иккĕмĕш уйăх çине кайрĕ. Ан калаç урăх, сывал часрах, анне кĕрсен, кĕпӳ-йĕмне улăштарĕ. Тепре вăрансан, Рамаша кăтартăп сана. Çывăрнă чух тутине ашшĕ пек чалăштарса кулать.
Çĕнĕ çул каç чирлесе, çанталăк çур енне кайсан тин ура çине тăчĕ Тарас. Çамрăксем Тук икĕ енĕпе те савăнса кĕтсе илчĕç ăна.
Тарас сывалнă хыççăн эрнерен Куракхăвинче комсомолецсен конференцийĕ пулчĕ. Тараса райкома тата уесри конференцине делегата суйларĕç.
Хулана кайма темшĕн питĕ тĕплĕн хатĕрленчĕ Тарас. Пиччĕш пĕлтĕр ăна сăран хутаç парса хăварнăччĕ. Çав хутаçа вăл Рамаш хучĕсене тата хăйĕн юратнă сăвă кĕнекине чикрĕ. Оля ăна пăшăрханса сăнарĕ:
«Мĕн шухăш тытнă-ха пирĕн арçын? Ашшĕпе пиччĕш хыççăн кайма шутламасть-ши?»
Тараса хулана ăсатма комсомолецсем икĕ ялĕпе те кĕпер патне пухăнчĕç. Чăваш ачисем малтан шкул патне пухăннăччĕ, Антонина Павловна Лешеккинчен килсе çитрĕ те:
— Пурте кĕпер патне утăр. Лешеккисем Тайманкина ăсатма çавăнта пыраççĕ, — терĕ.
Тараса та ятпа мар, хушаматпа чĕнеççĕ ĕнтĕ. Ял Совечĕн председателĕ те:
— Кĕпер патне çуран утăр, эппин, Тайманкин юлташ. Эпĕ, лав тупса, тӳрех çавăнта пырса çитĕп, — терĕ.
Çамрăксемпе пĕрле Оля, Антоннна Павловна, Арланов кĕпер урлă каçса ăсатрĕç пĕрремĕш комсомолеца. Вырăс ачисем юлташне ăсатма ялав йăтса тухнă. Ялавĕ çине Тарас хăех пурпа сăрласа «Российский Коммунистический Союз Молодежи» тесе çырнăччĕ. Арланов сăмах каларĕ.
— Тайманкин юлташ пирĕн — пĕрремĕш комсомолец, — терĕ вăл юлашкинчен. — Пĕтĕм районран — тăватă вулăсран — пилĕк делегат, чăн тивĕçлисене суйланă. Пирĕн ячейкăшăн пысăк чыс вăл. Чулçырма ячейкине районра хисеплеççĕ. Ячейкăра чи тивĕçли, хăвăрах пĕлетĕр, Тарас Тайманкин пулчĕ...
Тарас ораторăн хĕрӳ сăмахне кăшт сивĕтесшĕн пулнă пек:
— Мана чи тивĕçлĕ тесе мар, чăвашран та пĕр çын кирлĕ тесе суйларĕç, — терĕ.
— Апла пулсан, чăваш ятне ан çĕрт, чăвашран пĕтĕм уесĕпе, пĕтĕм кĕпĕрнипе, кĕпĕрнипе çеç те мар... в мировом масштабе чăн тивĕçли пул! — кăшкăрчĕ лашапа пырса çитнĕ Тимĕркке.
Оля Тараса хулана илсе каякан лав куçран çухаличченех пăхса тăчĕ. Комсомолецсем те тăруках саланмарĕç. Арлановпа Антонина Павловна çеç шкула кайма васкарĕç.
«Комсомол тени, чăнах та, пысăк вăй, — шухăшларĕ Оля. — Рамаш çавна тахçанах сиснĕччĕ. Октябрьчченех çамрăксене пĕтĕçтересшĕн вĕтеленетчĕ. Тĕрĕссипе каласан, эпир те ун чух комсомол пек пултăмăр. Халĕ, ак, теприсем çитĕнчĕç. Çĕнĕ кĕпер тĕрекĕсем. «Çĕнĕ кĕпер хывăпăр, кĕпер юписем пулăпăр», тенĕччĕ ун чух Рамаш. Пĕр кши хуçăлчĕ пуль çав. Уншăн кĕперĕ ишĕлмĕ-ха. Ав мĕн чухлĕн вĕсем, çĕнĕ кĕпер юписем. Тарас та кĕпер юпи е пĕр-пĕр савăлĕ пуласшăн ĕнтĕ...»
Шухăша кайса, таçталла пăхса тăракан Оля патне Тимĕркке çывхарчĕ,
— Ну, Оля Николаевна, килте кулянса, ачапа йăпанса ларма çитĕ сана, — терĕ вăл. — Пĕчĕк Рамашăн асламăшĕ пур. Парти ĕçне хутшăнма вăхăт çитрĕ. Ялсене çĕнĕрен уйăртăмăр ĕнтĕ. Ял Совечĕсем уйрăм, анчах парти ячейки пурпĕрех пĕрре. Сана хăвăнсăрах секретаре суйларăмăр. Лешеккинче коммуна организациленчĕ. Гревцев хăйĕн коммунарĕсемпе ялтан куçса каять. Санран лайăх кандидат çук. Эсĕ икĕ ял пурнăçне те лайăх пĕлетĕн, икĕ чĕлхепе калаçма пултаратăн...
— Калаçма пултарăп, ĕçлеме пултарайăп-и?!
— Мана Совета суйланă чух ыйтса тăмарăр. Кăмăл пулсан, этем тем тума та пултарать.
Çапла Оля та, пысăк ĕçе хутшăнса, хăйĕн чĕре суранне сипле пуçларĕ.
Тарас та, ашшĕ пекех, хулана кайрĕ те... яла таврăнмарĕ.
Ик-виç эрнерен Оля хут илчĕ.
«Каçар мана, Оля, — çырать Тарас, — килтен мĕн шухăшпа кайнине сана каламарăм. Чарасран хăрарăм. Конференцие килнĕ комсомолецсем çурри ытла Хĕрлĕ Çара çырăнчĕç. Эп те çырăнтăм. Вунулттăра терĕм, ĕненчĕç. Самарта политшкула вĕренме йышăнчĕç мана. Шкул пуçлăхĕ — Трофим Петров, Трашук пичче. Аттепе пиччене пĕлекенсем нумай кунта. Тăван яла таврăннă пекех туйăнчĕ...»
«Эх, Тараска, Тараска! Эсĕ те пăрахса кайрăн акă мана. Таврăнăн-ши хуть киле хăçан та пулин?» — хурланса шухăшларĕ Оля.
Чулçырмара çĕнĕрен уйрăм ял Совечĕ суйланă чух Селĕп Кирилене каллех аса илчĕç.
— Манран ним усси те пулмасть пуль. Калаçма пĕлекен çынсене суйлас. Виçĕмçул мана карательсем те çын вырăнне хумареç. Совет влаçĕ майлă та, хирĕç те сăмах калама чухлаймарăм, — хăйне хăй хурлама пăхрĕ Селĕп Кириле.
— Нухайкка лекменшĕн ӳпкелешетним, Кириле пичче? — илтĕнчĕ сасă.
— Халь Советра калаçма пĕлекенсем мар, ĕçлеме пĕлекенсем кирлĕ пире, — терĕ Тимĕркке, шӳтлесе калаçакансене чарса. — Сана, Кирилл Иванчча, çураки комиссарĕ тăвăпăр. Кăçал ăна ялĕпех сирĕн вĕçрисем пек туса ирттерĕпĕр. Пĕр хăлаç çĕр те акмасăр хăвармăпăр.
— Эсĕ пире капла камуна кĕртсе хурасшăн мар-и, Владимир Наумчă? — пăшăрханчĕç хăшпĕрисем.
Вара Арланов, сăмах илсе, халăха çапла ăнлантарса пачĕ:
— Коммунăна сире никам та улталаса е ирĕксĕрлесе кĕртме шухăшламасть. Ялта лашасăр, сӳресĕр хуçалăхсем нумай. Сеялка тени пуянраххисен çеç. Елĕк чухăн пуян лашипе тырă акнăшăн çăвĕпе çав пуян ĕçне тăватчĕ. Халĕ пуян лашисене, сеялкисене пĕтĕм ялшăн ĕçлеттерĕпĕр. Çураки ĕçĕсене вăхăтра та ăнăçлă туса ирттересси — хресчен хуйхи кăна мар вăл, пĕтĕм государство хуйхи пулать. Çавăнпа кăçал ял Совечĕ çураки ĕçне ялĕпе йĕркелес терĕ. Урăхла каласан, эртелпе тырă акăпăр кăçал. Ялта ун пек ĕçлени хальччен пулман мар. Кирилл Иванович эртелĕ ĕçленĕ пек пулать вăл.
Çак хыпар çав кунах ялĕпе сарăлчĕ, чухăнсене савăнтарчĕ, кулаксене хăратрĕ. Пĕр Мирски Тимук çеç нимрен те хăрамасть. «Сеялка парап, пĕр лаша парăп. Акнă чух парăп, пухнă чух пурпĕрех хам ана çинче ĕçлеттерĕп салтак арăмĕсене», — терĕ вăл ăшĕнче. Шухăшне вара, яланхи пекех, никама та каламарĕ.
Селĕп Кириле хăйне Совета суйланăранпа йăмăкĕ патĕнче час-часах пулкалать. Лисук патне мар, Оля патне, ячейка секретарĕ патне, çӳреççĕ вĕсем Тимĕрккепе. Паян та Тимĕрккепе Кириле тулти пӳртре. Оля ачйне кăкăр ĕмĕртсе тухасса кĕтсе лараççĕ. Лисук, ача кипкисемпе айкашса, тулăн-шалăн чупса çӳрет.
— Замана тейĕн çав, Кирилл Иванчă. Лисук та ав ватăлнă пуçпах салтак арăмĕ пулса пурăнать, — сăмах хушрĕ Тимĕркке.
— Сахарне те мансах кайнă-ха вăл халĕ, — кулкаларĕ Кириле. — Ачашăнах вилет çав Лисук. Яппун вăрçи вăхăтĕнче упăшкинчен ачасăр юлчĕ. Тăлăх пуçпах усрав ача тупрĕ. Пурăнмарĕ ачи. Сахарпа тунă ачисем те пурăнмарĕç. Халĕ, кинĕ кунтан пăрахса каймасан, Лисук валли йăпану виличченех çитет ĕнтĕ.
— Ольга Николаевнăна кунтан ямăпăр, — терĕ Тимĕркке, Кирилене шантарса каланă пек.
Оля шалти пӳртрен тухсан, канашлу пуçланчĕ. Кириле, хĕвеле хирĕç пăхса лараканскер, çурхи хĕвел çутине тӳсеймерĕ, сулхăн кĕтесе куçрĕ.
«Çак хĕвел çутишĕнех пӳртне кансĕр вырăна хăпартса лартрĕ ĕнтĕ Сахар, — шухăшларĕ вал. — Хăй вара хĕвел çутипе ăшăнса пурăнаймарĕ те».
Çав вăхăтра Лисук шалти пӳртре тем пулнă пек çухăрашрĕ:
— Уля, часрах! Рамаш кулать, кулать!
Оля шалти пӳрте чупса кĕчĕ. Хальччен ывăлĕ ыйхăра кулнине çеç курнăччĕ-ха вăл. Пĕчĕк Рамаш, аллисене кипкерен кăларса, хĕвеле хирĕç куçне хессе, çапкаланса выртать. Акă пĕчĕк кĕрен тутан сылтăм кĕтесси маларах уçăлчĕ; тутине ашшĕ пек чалăштарса, çут тĕнчене килнĕшĕн савăнса, йăл кулса ячĕ пĕчĕк Рамаш. Тимĕркке те шалти пӳрте кĕнĕ иккен.
— Рамаш кулать, замана! — терĕ вăл, пӳрнипе ачана кăтăкланă пек туса. — Вырăс-и эс, чăваш-и, Совет Республикин гражданинĕ?
Пĕчĕк Рамаш, кайăк чĕппи пек сасă кăларса, сылтăм аллине çӳлерех çĕклерĕ.
— Пăхăр-ха, Совет влаçие саламлать вăл. Ял Совечĕн председательне палларĕ, Замана!
— Çитĕ-çке. Тухăр, тухăр кунтан! Ан куçăхтарăр ачана! — тесе, чĕпĕ амăшĕ пек, сăпка тавра саркаланчĕ Лисук.
— Ку ачи куçăхмасть. Камун ачи вăл, — терĕ Самана Тимĕркки.
В ĕ ç ĕ
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...