Кĕпер :: Йĕкĕт йĕрĕхĕсем
Хăйне курман чух Сафошăн тунсăхламасть Трашук. Хăй астутармасан, чĕнмесен — ун патне кайма кăмăлĕ те ытлах туртмасть. Хĕре курсан çеç унăн вылянчăк ялтăркка куçĕсен тыткăнне лекет.
Сафона: «Юратап», — тесе тĕрĕснех калать Трашук. Курман чух вара юратнипе юратманнине хăй те пĕлмест. Аптранă енне, йĕкĕт ăна Наçтукпа танлаштарса пăхать. Наçтук сăнпа Трашукшăн çеç хитреччĕ. Вăл енчен Наçтука хула хĕрĕпе танлаштарма май.çук. Сафона Çимун та «хитре майрасен» шутне кĕртет. Вĕренни енчен пăхсан, ялти пуян хĕрĕ хулари мещен хĕрне парăнсах каймĕ: улт-çичĕ çул вĕреннĕ, гимназире те вĕренсе курнă, кĕнеке те нумай вуланă. Астăн енчен илсен, Мăрзабай хĕрĕ темле Сафоран та ирттерĕ.
Наçтука мĕншĕн юратнине пĕлмест Трашук, анчах ăна юратмаллах юратнăччĕ вăл. Курман чух — тунсăхласа касăлнă, курнă чух — ăна пырса тĕкĕнме мар, сăмах чĕнме те именнĕ.
«Пуçпа та, юнпа та мар, хĕре чĕрепе, кăмăлпа юратни çеç юрату пулать пуль вăл», — тесе шухăшлакан пулчĕ Трашук. Çак шухăш Çимунсем кайсан тин çирĕплене пуçларĕ. Çимун сăмахĕ те пăртак пулăшрĕ пуль аптранă йĕкĕте.
Малинин килсен, Çимуна систермесĕрех, Трашук Улькин хĕрне ĕçе вырнаçтарчĕ.
Çимунпа Анук вăл мĕн хăтланнине сиснĕ ĕнтĕ, çапах шарламан, хăй каласса кĕтсе пурăннă. Кĕтсе илеймен. Уйрăлас умĕн çеç вăрттăнлă-кĕрттĕнлĕ хăтланакан йĕкĕтпе ятарласах калаçрĕ вара Çимун.
Çимун калаçнă чух Трашукăн хăлхисем те хĕрелсе кайрĕç. Ашкăнчăк ача пек шăпăрт кăна итлесе ларчĕ вăл. — Ватăлнă хĕрсем халь такама çаклатма та хатĕр, — терĕ çавăн чух Çимун. — Улькин хĕрне юриех хурласа каламастăп. Хурлас тесен, хурлама та пулать. Сăн пирки мар. Хитре хĕр ĕнтĕ, пупĕрех пĕрне-пĕри юрăхлă çынсем мар эсир. Вăл, буржуйка мар пулин те, мещанка. Ун йăлисем сана килĕшмĕç, сан хăтланчăкусем ăна кӳрентерĕç. Халлĕхе пĕр-пĕрин çитменлĕхĕсене курмастăр, каярах йăл сана «некультурный, деревенщина, мужик» тесе хăрта пуçлĕ. Вăл кăна мар. Хĕрарăм арçынран пăртак çамрăкрах пулмалла. Сан мăшăру пулас хĕр çитĕнмен-ха, таçта ашшĕ килĕнче ӳсет халь...
Трашук шарламарĕ. Çимун кăшт шăпланса утса çӳрерĕ, унтан, çамрăк тусĕ çине пăхмасăр, хăй тĕллĕн калаçнă пек, малалла сăмахларĕ:
— Çамрăкрах пулмин — тантăш пултăр. Ку вăл санран нумай аслă. Эп каччă чухнех çитĕннĕ хĕрччĕ вăл. Ăна Чулçырмара такам та пĕлет. Сана ирĕксĕрлеместĕп. Асăрхаттарап çеç, хам тивĕçе тăватăп. Халь хулара пĕччен юлатăн. Пиччӳ вырăнне калатăп. Хулари пурнăçшăн ытла çамрăк эс...
Мулла Анукĕ те уйрăлас умĕн хăй сăмахне вăрттăн каларĕ. Урапа çине ларсан, Трашука тепĕр хут чĕнсе илчĕ те хăлхаран пăшăлтатрĕ:
— Арлăх туртăмĕсене майрапа пусарсан та пырĕ, авланас тесен вара — чăваш хĕрне савăнтар. — Çапла каларĕ те, туртари лашана шартах сиктерсе, ахăлтатса кулса ячĕ.
Тата пĕр сăмах каларĕ Çимун Трашука:
«Асту, ылтăн çĕрĕ вырăнне йĕс çĕрĕ ан туян. Хулара ял çыннисене улталакан хитре япаласем нумай. Хитрелĕхĕ те, пахалăхĕ те суя вĕсен», — терĕ.
Сисрĕ Трашук: ку сăмаха та Çимун Сафо пиркиех юптарса каларĕ.
Пĕччен юлсан, хытă шухăшларĕ йĕкĕт Çимун сăмахĕсем пирки. Сафо унран чылай аслă пулнине вăл хăй те сисе пуçланăччĕ. Анчах уншăн кулянмарĕ вăл. Культура тĕлĕшĕнчен вĕсем хушшинче пысăк уйрăмлăх пулни те ăна аптратмарĕ. Вăл енчен Сафопа кайран та танлашма пулать. Суя хитрелĕхпе пахалăх пирки калани вара шăп тĕле лекрĕ.
Унччен хушăран кăна тапранкаланă шухăш халь йĕкĕт пуçне пĕтĕмпех çавăрса илчĕ.
Сафо хăй те илемлĕ, тумĕ те хăтлă. Ун таврашĕнчи япаласем те хитре. Янравлă сăвăсем вулать, йăпатакан юмах ярать. Анчах темле суялăх пур çав хитрелĕхре. Мĕн вăл? Хитрелĕхе пысăклатни, çука пур тума тăрăшни мар-и? Ятне кăна илер-ха. Хăй Софья ятлă. Ачашшăн калас тесен, Соня темелле. Темшĕн хăй валли вал суя ят тупнă. Тата каччин чăн ятне те пăсрĕ.
Пĕррехинче тата: «Вĕт-шакăр ачасене юратмастăп», — тесе тĕлĕнтерчĕ. Хĕрарăм хĕр чухне те ача-пăчана юратать. Ача тени тĕнче илемĕ вăл. Хитре япалана юратать, хитре тавралăха юратать, хитре сăвă юратать, чăн хитре чĕрчуна вара — юратмасть. Трашука «юратап» тенĕ чух та суймасть-ши вăл? Тен, ниме те мар, хăйне кăна юратать пуль...
Аплах пулмасан та, суя пурнăçра пурăнать Сафо. Трашука та çавăнталлах туртма хăтланать.
Хайхи балкон çинче каллĕ-маллĕ уткаласа çӳренĕ май çапла шухăшларĕ Трашук. Халь ĕнтĕ Сафо мĕн хăтланни, мĕн калани — пĕтĕмпех суяпек туйăна пуçларĕ ăна.
«Пĕтĕмпех суя» тени, тен, тĕрĕсех те пулмĕ-ха. Хулари мещен хĕрĕ суя пурнăçра, хăй шухăшласа кăларнă пурнăçра, пурăннинчен тĕлĕнмелли çук. Чăн пурăнăç — халăх хушшинче вăл. Сафо пек хĕрсем ĕлĕк те халăха ăнланса çитмен, революци вăхăтĕнче вара унран хăракан та пулнă.
Сафо тесен, «хура халăхран» хăраман вăл. Хулари извозчиксене кăна мар, ялти хресченсене те — вырăсне те, чăвашне те — мĕн пĕчĕкренех хăнăхнă. Çапах, гимназире вĕреннĕрен, Блока вуланăран, хăйне мăнна хуракан пулса кайнă. Пĕр вăхăтра пуян купца ывăлне качча кайма ĕмĕтленнĕччĕ вăл... анчах Половинкин ывăлĕ ăна улталарĕ, илмерĕ.
Самана пăлханать. Хĕр ĕмĕрĕ иртсе иырать. Шăпах çав вăхăтра вăл Трашука тĕл пулчĕ. Паллашнă каç «комиссар» уншăн суя пурнăçри герой пулса тăчĕ. Каярах вăл Трашука чăн пурнăçра, анчах вăрттăн пурнăçра, герой тăвас терĕ.
Трашука качча кайма шухăшламасть Сафо. Качча кайма пĕр-пĕр инвалид — е офицер, е вĕреннĕ комиссар — тупăнĕ тет.
«Çамрăклăха çак сухаллă Русланпа çунтарса ярас, атту пурпĕрех хăрса кĕлленет вăл. Асăнмалли юлĕ хуть кайран...»
Паян хĕр хăйĕн пĕчĕк хитре япалисене ридикюльне чиксе тултарчĕ, вĕсем уншăн хусах арçын пӳлĕмне хитрелетме кирлĕ пек туйăнчĕç; кĕçĕр Русланпа Людмила уй-рăм пӳлĕмре çĕр ирттермеллĕ-çке.
Ун «Русланĕ» каланă вăхăтра килте пулмарĕ. «Людмила» çаплах кĕтсе илеймерĕ ăна. Мĕнле ăрăмçă аллине лекнĕ-ши?! Пĕр-пĕр Наина тупăнман-и? Наина... Малтан кулса ячĕ «Людмила». Кайран кĕвĕçсех шухăшла пуçларĕ. Унтан хăйне хăй çилленсе кайрĕ:
«Çук, кĕвĕçес мар-ха. Ытла нумай чыс пулĕ тата хам шухăшласа тупнă геройшăн!»
Çапах темшĕн тӳрех килне каймарĕ Сафо, паллакан çынсене асăрхамасăр, тĕп урампа хуллен кăна утрĕ. Нихçан çӳремен çулпа çӳрерĕ вăл паян. Унтан комиссарсен çурчĕ патне пырса тăчĕ. Анчах кĕмерĕ.
Тротуарпа пынă чух пуçне каçăртса çӳлелле пăхнă пулсан, хĕр хăйĕн «Русланне» те куратчĕ пуль. Русланĕ те, виççĕмĕш хутри бăлкон карлăкĕ урлă уртăнса аялалла пăхас-тăк, капăр тумланнă хĕре курнах пулĕччĕ. Вара, тен, аяла та чупса аннă пулĕччĕ... Балкон çинчен аялалла уртăнса пăхас йăла çук çав Трашукăн... Урам тепĕр енчи тротуар, уртăнса пăхмасан та, лайăх курăнать. Пуринчен капăр тумланнă майра урам тепĕр енне каçнине çеç курса юлчĕ Трашук...
Çак кунсенче Трашук Сафо пирки нумай шухăшланипе унран пăрăнма сăлтав шыра пуçларĕ.
Сăлтавне Праски тупса пачĕ.
Мирски Тимук çапах та темле майпа Праские кăмăшка вĕретнĕшĕн хуптарма пĕлнĕ-пĕлнех. Уншăн Праски хăй те айăплă ĕнтĕ. Хуняшшĕ сăмахне те, çын каланине те, Тимĕркке Совет ячĕпе асăрхаттарннне те итлемен вăл. Çапах, усал Тимук каланă пек, Праски «тĕрме пыйти» пулмарĕ-ха.
Чăвашла тумланнă хĕрарăм тĕрме иачальникне тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ. Çамрăк та хитре хăй. Айăпсăр ларнă тăхăр чăваш ялĕнчен. Кунăн хучĕсене те тĕрĕс туса çитермен. Те васканă, те акт çыраканнисем хăйсем те ӳсĕр пулнă. Унпа калаçма тăлмач кирлĕ тата. Укома шăнкăравларĕ начальник. Лерен часах Трашук пырса çнтрĕ.
— Ма кăмăшка вĕретрĕн? Мĕн каласа çăлас ĕнтĕ сана! — çилленсе кайса калаçа пуçларĕ вăл Праскипе.
— Ма вĕретнине сана, Трашук, кайран калăп. Халь итле, — Трашука курнипе хĕпĕртерĕ Праски. — Мирски Тимук лартрĕ мана. Мана пусмăрлама тапăнчĕ вăл. Эпĕ парăнмарăм, ăна питрен кăмăшкапа сапрăм. Çав лартнă, хăй Совет влаçне хирĕç пулнăшăн тĕрмере ларнă тесе кала. Ман пирки, кăмăшка хăй вĕретмен, хунямăшĕ вĕретнĕ, эп ун чух ăнсăртран мунчара пулнă тесе кала...
— Хуняму çук вĕт-ха сан. Хуняçу çине йăвантарасшăн мар-и эс?
— Çук, çук! Ĕлĕм-Чĕлĕм пирки ан асăн. Пирĕн качча лартĕç тата. Хунямăш те.
Трашук кулса ярасран аран тӳсрĕ. Ку Кĕтери хăраххипе калаçни те усăсăр. Вăл Праски хучĕсене илчĕ те милици управленине кайрĕ. Хĕрлĕ партизан-командир арăмне арестленине пĕлсен, милици начальникĕ турткалашмарĕ, кирлĕ резолюци çавăнтах çырса пачĕ.
Тĕрмерен хăтарчĕç Праские, çавах Трашукăн поручитель пулса алă пусмалла пулчĕ.
— Ну халь мĕн тăвас ĕнтĕ санпа? Киле хăвăртрах ăсатасчĕ, — терĕ Трашук, урама тухсан.
— Асатма ĕлкĕрĕн-ха. Малтан хăна ту. Çиес килет, çывăрас килет, сана мана çăлнăшăн чуптăвас килет, — ихĕрчĕ Праски.
— Чипертерех пул. Эп саншăн алă пуснă. Ман сăмаха итлес пулать ĕнтĕ сан, — терĕ Трашук, мăнаçланса.
— Мĕне пелтерет вăл, алă пусни? Эп татах кăмăшка вĕретсен, сана тĕрмене лартаççĕ-и? Апла пулсан эпĕ мар, эс ман алла лекрĕн-ха, — йĕкĕлтерĕ каллех Праски.
Вара Трашукăн та хуйхăрма пĕлмен çамрăк хĕрарăмпа пĕрле кулмалла пулчĕ. Çавах вăл хĕрарăм кăмăлне тепĕр еннелле çавăрса яма тăрăшрĕ, хăй ним пĕлмен пек, упăшки пирки ыйтса тĕпчерĕ.
— Упăшкапа пурăнаймарăм çав, — кăшт хурланнă пек пулчĕ Праски. — Хăй çут тĕнчере пурнасшăн пулмарĕ, таçта кайса чикрĕ пуçне. Аван мар хут килчĕ. Халь яла та тăруках таврăнмастăп ĕнтĕ, Самлейне кайса кăшт пурăнатăп. Елĕм-Чĕлĕм хуняçам: «...ĕçĕн ...инĕм тĕрмере ларать», тесе макăртăрах пăртак.
Трашук халлĕхе хăйĕн хваттерне леçсе хăварчĕ Праские. Еçрен таврăнсан, Самлейсен хваттерне шыраса тупас тенĕччĕ вăл. Шухăшланă пек пулмарĕ. Хăй станцири клубра пулнипе килне ытла каçа юлса таврăнчĕ. Хăни кунтан ниçта та кайма шухăшламасть иккен. Урай çуса, хусах йĕкĕтĕн пӳлĕмне тирпейлесе, хăй мунча кĕрсе, апат пĕçерсе кун ирттернĕ вăл. Ыран Трашукăн кĕпи-йĕмне çума хатĕрленет-мĕн.
Пирвайхи каç хăнана кравать çине вырттарчĕ хуçа. Хăй валли урайне сарчĕ. Тепĕр каç аплах пулаймарĕ.
— Эс каллех урайĕнче йăваланса выртас тетĕн-и? Хăвăн вырăну çине хăвах вырт, эп урайне сарăп. Пĕр каç хăна пулни те çитĕ, — терĕ Праски, çывăрма вăхăт çитсен.
— Тух, эппин, эп выртам, — килĕшрĕ йĕкĕт.
Саланса утиял айне кĕрсе выртсан, Трашук хăлхине Праски коридорта такампа вырăсла калаçни илтĕнчĕ.
— Эс тĕрмере вырăсла пĕлместĕп тенĕччĕ. Халь такампа чиперех калаçрăн вĕт. Апла, лере суйрăн пулать? — терĕ вăл, Праски пӳлĕме таврăнсан.
Çамрăк хĕрарăм, лĕх-лĕх кулса, куçне вылятрĕ, Трашук çине çăтса ярас пек пăхса илчĕ. Пăртак вăхăт иртсен, темшĕн:
— Эп Самлей хĕрĕ вĕт, — тесе хучĕ.
«Ма апла кăларĕ-ха ку? Мĕне пĕлтерет вăл? Ялта Самлей хĕрĕсем ясар тенине илтнĕччĕ, çавăнпа калать-ши? Вырăн сармасть-ха. Манпа юнашар выртма шухăшламасть-и вăл? Тепĕр тесен тата мĕнех вара? Ялти хĕрсемпе яшсем улахсенче пĕр вырăн çинех выртаççĕ. Калаçса выртаççĕ те нимсĕрех çывăрса каяççĕ... Анчах унта темиçе мăшăр юнашар сарса выртаççĕ çав, кунта вара эпир иккĕнех... Эй, ухмах, мĕнрен хăраса ӳкрĕм-ха тата? Каччи эпĕ-ха, вăл мар...»
Çапла шухăшласа выртнă май Трашукăн куçĕсем те хупăннăччĕ пулмалла — вăл çутта хăçан сӳнтернине те сисмерĕ. Вырăн сарни те илтĕнмерĕ. Праски çывăхра пăшăлтатни çеç илтĕнчĕ...
Ирхине вĕсем пĕр вырăн çинче, пĕр вăхăтра вăранчĕç.
— Тăма та вăхăт çитнĕ. Эс куçна хупса вырт, эп тăрам, — терĕ Трашук именчĕк сасăпа.
— Хĕрарăмпа арçын пĕр-пĕринчен унччен вăтанаççĕ, кайран вара кун çутипе те вăтанмаççĕ, — терĕ Праски, йĕкĕте чуптуса. — Летчик-Миккаран Кĕтери хăтарчĕ мана, Мирски Тимука хам парăнмарăм. Санран турă амăшĕ те хăтараймарĕ. Эп сан çумна кĕрсе выртиччен малтан турă амăшне кĕлтуса пăхрăм. Пулăшмарĕ...
«Сана манран мар, мана санран хăтараймарĕ çав», — шухăшларĕ йĕкĕт хăйне хăй тăрăхласа та, сивлесе те.
Сафо та аса килчĕ:
«Хайхи сăлтав тупăнчĕ ĕнтĕ. Текех ăна куçран пăхаймăп. Сăмах татнă кун килте пулманшăн çилленсе пурнать пулĕ ĕнтĕ халь...»
Çапла шухăшларĕ Трашук. Ентĕ лăплана та пуçланă-ччĕ, анчах пĕр кĕтмен çĕртен ăна хуçа майри сехĕрлентерсе пăрахрĕ. Каччă Праские ăсатса таврăнсан, вăл:
— Арăмăр сирĕн хитре те ĕçчен, савăк кăмăллă, — терĕ.
Тĕлĕнсе кайнă «комиссар» хирĕç чĕнессе кĕтсе тăмасăр, вăл анратса яракан хыпар пĕлтерчĕ:
— Халь кăна пĕр хĕрарăм килсе кайрĕ, сирĕн пирки ыйтрĕ. Арăмне ăсатма кайрĕ, терĕм...
— Мĕнле хĕрарăм, кам? — чĕлхине аран çавăрса ыйтрĕ Трашук.
— Паллаймарăм. Вуальне çĕклемерĕ...
Мăнтăр купца майри суя тĕнчене çапла пĕр сăмахпа пĕтерсе лартрĕ. Иртнине халь тавăрас тесен те тавăраймăн.
Кĕçĕр Трашук Сафо патне пысăк çыру çырчĕ. Çырăвĕнче: «Ман арăм çук. Хуçа майри, пĕлменнипе, ирĕксĕрех суйнă», — терĕ вăл унта. Çав вăхăтрах çырăвне ĕмĕрлĕхе уйрăлакан çын пек çырчĕ. Суя илемлĕхе юратакан хитре хĕрĕн кăмăлне майлăрах пултăр тесе, çырăвне çаила вĕçлерĕ.
«Паллашнă чух эсир мана пĕр сăввăн варринчи пайне çеç каларăр. Эп сире Блок сăввин пуçламăшĕпе пĕтмĕшне астутарам:
Не призывай и не сули
Душе былого вдохновенья.
Я — одинокий сын земли,
Ты лучезарное виденье.
Земля недвижна, ночь бледна.
Не жди былого обаянья:
В моей душе отражена
Обитель страха и молчанья».
Çырнă çырăвĕ темиçе кун сстел çинче тусанланса выртрĕ. Ирĕксĕрех Кĕтери сăмахĕсем аса килчĕç: «Çыру çырма ăста эс, анчах çырнă хутна яма иĕлместĕн». Наçтук патне çырнă та çурнă хутсем те аса килчĕç. Укĕнчĕ халь йĕкĕт хăйĕн туйăмне хĕре вăхăтра систерменшĕн. Халĕ ним тума та çук ĕнтĕ.
«Иртсе кайни каялла таврăнмасть çав», — хурланса шухăшларĕ вăл.
Мĕн иртсе кайнăшăн хурланнине вăл хăй те путлĕн чухласа илеймерĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...