Кĕпер :: «Юрату çук...» тенĕччĕ Трашук
имунпа Трашук хушшинчи туслăх, Мăрзабай хирĕнче ĕçленĕ чух пуçланнăскер, аталансах пычĕ. Ĕлĕкрех Çимун асличчĕ. Самарта пĕр шкулта вĕреннĕренпе вара вĕсем тантăшсем пекех пулчĕç. Еçпе илсен, халь Трашукĕ аслăраххи. .
Пĕр пӳлĕмре пурăнакан икĕ тус хулари библиотекăна кĕнеке илме пĕрле çӳрет. Анчах тĕрлĕ кĕнеке вулаççĕ вĕсем. Трашук, марксист пуласах тесе, Воробьев çырса панă список тăрăх, Маркс, Энгельс, Ленин, Плеханов, Герцен, Чернышевский çырнă кĕнекесене вулать, Çимун — илемлĕ литература. Пуринчен ытла Тургенев тата Мопассан çырнисене юратать вăл. Трашук ун пек кĕнекесем çине пăхма та йĕрĕнет, ĕçсер çынсемшĕн ача вăййи вăл тет.
Çимун çĕнĕ роман вулăса тухмассерен яланах пĕр сăмах хускатать: юрату пирки. Калаçасса Çимун хăй çеç калаçать, Трашук итлесе ларать. Вăл ялан çапла шăпăрт итлесе ларнашăн Çимун тепĕр чухне вăрçма тытăнать:
— Эс, мĕн, арçын мар-им? Е марксиста юрату пирки сӳпĕлтетме килĕшмест тетĕн-и?..
Трашук, юрату пирки калаçма пĕлменшĕн айăпа кĕнĕ çын пек, йăвашшăн кулма тăрăшать вара.
Сухал ӳстернĕренпе Трашук та арçын шутне кĕчĕ пек ĕнтĕ. Хĕрарăмсем тепĕр чух сарă сухал еннелле кăмăллăн пăхса илеççĕ. Анчах пирĕн хăюсăр каччă кăмăлĕпе çав-çавах ним чухлĕ те улшăнман. Хĕрарăмсем çине пăхма та, тусĕпе юрату пирки калаçма та вăтанать вăл. Калаçас тесен те, мĕн калаçас?.. Хăй юратса курнăччĕ пек, ăна вара никам та юратман... Наçтук тутрине усрать-ха вăл. Тутрине усрать, туйăмне вара усраймарĕ курăнать. Халь Наçтука ăнсăртран аса нлсен те, вăл пĕр-пĕр çывăх хурăнташ пек çеç туйăнать ăна.
Ĕлĕкрех юрату тени Трашукшăн тутлă та хитре, кăмăлтан çеç килекен лăпкă туйăмччĕ. Халĕ çав туйăм сĕвĕрĕлсе пĕтрĕ. Юлашки вăхăтра темле вĕрилентерекен тĕлĕксем аптрата пуçларĕç йĕкĕте. Палламан хитре хĕр килсе çулăхать ăна тĕлĕкре. Вăрансанах, хĕр сăнĕ сирĕлсе каять. Сăнарсăр савни каçсерен аптратнипе Трашук тарăхса çитрĕ, «материалистла» шухăшласа çав çыпçăнчăк тĕлĕкĕн тымарне шыраса тупас терĕ.
Шухăшла-шухăшла пирĕн çамрăк материалист хăйĕншĕн пĕр открыти турĕ: «Сăнсăр-сăнарсăр хĕре юратрăм. Тамаша! Апла пулсан, юрату тени суя сăмах вăл. Юрату çук. Арлăх туртăмĕ çеç юна пăлхатать». Çак шухăш Трашук пуçĕнче яла кайма хатĕрленнĕ вăхăтра çуралчĕ. Çимун шăп çавăн чух çĕнĕ кĕнеке вуласа тухнăччĕ. Театра каяс умĕн килте иккĕшех юлнăччĕ вĕсем. Çимун яланхи пекех юрату пирки хăйĕн юррине юрларĕ. Трашук хальхинче Çимун сӳпĕлтетнине вĕçĕмсĕр итлесе ларасшăн пулмарĕ, аслăрах юлташне пӳлсе, тӳрех персе ячĕ:
— Нимле юрату та çук. Суя сăмах вăл.
— Ашак калаçа пуçларĕ! Пăхăр-ха çавна. Ну персе ятăн та, ача, — кула-кула, хирĕç тавăрчĕ Çимун. Анчах вăл кĕçех Трашук кăмăлсăрланнине сисрĕ те юлташне кунĕлетме васкарĕ:
— Ан çиллен, Трашук. Вырăсла кун пек чух «Валаамова Ослица заговорила» теççĕ. Çавăнпа çеç ашак пирки асăнтăм.
Çилленнипе çилленменнине палăртмарĕ Трашук, çапах юлташĕпе юрату пирки хирĕçсех тавлашса кайрĕ, ăна «идеалист» сăмахпа та кӳрентерме пăхрĕ. Тата тем вăхăт та тавлашатчĕç пуль тĕрлĕ кĕнеке вулакан юлташсем, Анук килсе кĕни кăна сасартăк сивĕтрĕ иккĕшне те.
...Спектакль курнă каç çухаласси Трашукăн çакăн пек пулса тухрĕ.
Пурте юнашар е пĕр ĕретре те пулин лармалли билетсем пулмарĕç кассăра. Те телее, те инкеке Трашукăн питĕ хитре майрапа юнашар ларма тиврĕ. Çакă, кĕтмен çĕртен, унăн паçăрхи шухăшне арпаштарса ячĕ, чун канлĕхне таçталла вĕçтерчĕ. Çынсем спектакль курнă чух Трашук хитре майран сулахай питçăмартине сăнаса ларчĕ...
Трашук малтан лăпланма тăрăшрĕ, хăйне хăй хистесе те пăхрĕ: лартăрах, маншăн пурпĕрех терĕ. Анчах хăй вара сцена çине тӳрĕ пăхса ларма тăрăшрĕ пулин те, куçĕпе пĕрмай сылтăмалла пăрăнчĕ.
Хĕрĕн сулахай питçăмарти çинче хура тур палли пур. Кам вăл? Аçта, хăçан курнăччĕ-ши ăна? Ниепле те астăваймарĕ каччă.
Антрактсем вăхăтĕнче хитре майра уçăлма тухса çӳрерĕ, Трашук та пĕр вырăнта лармарĕ, халăх хушшине пытанса, ăна сăнарĕ. Акă ун кӳрши пĕр хĕре тĕл пулчĕ, унпа калаçа пуçларĕ. Лешĕ ăна ятпа чĕнчĕ. Сафо! Çĕр çăттăрах, Улькин хĕрĕ вĕт ку!
«Паллатăп вĕт. Тата мĕн кирлĕ мана? Ма куç каллех сылтăмалла чалăшать? Шуйттан пĕлет-и...»
Юлашки акт вăхăтĕнче çапла шухăшланăччĕ кăна Трашук — хитре хĕр, те юриех, те ăнсăртран, унран пăшăлтатса:
— Каçарăр, эсир çак актрисăн хушаматне пĕлместĕр-и? — тесе ыйтрĕ.
— Пĕлместĕп. Эп хула çынни мар, — васкаса тавăрчĕ Трашук.
Хĕр, ун енне пăртак тайăлса, ăна вут пек куçĕпе тинкерчĕ.
Хумханнă, вăтаннă Трашук çунса каяс патне çитрĕ. Хăрушă. Гимнази пĕтернĕ. Унпа калаçма та пĕлеймĕн. Гимнази тени Трашукшăн университет тенинчен те чаплăрах янăрать. Çак çумри хитре хĕр тĕлĕкри ĕмĕт пек. Актриса хушамачĕ пирки ыйтрĕ. Хушаматне мар, сăмахне те хальччен илтсе курман Трашук. «Артистка» вырăнне вĕреннĕреххисем çапла калаççĕ пулĕ-ха. Хитререн хитре сăмах тупать вĕреннĕ çын. Çук, сцена çинчи актрисăсене кураймарĕ Трашук. Спектакль пĕтичченех пĕр хĕрнĕ тимĕр пек хĕрелчĕ, пĕр шуратнă пир пек шуралчĕ. Чаршав хупăнсанах тухсэ тарать вăл. Анчах тарма та хĕн иккен.
Çынсем шавласа алă çупнă чух хĕр:
— Паллашар, эппин. Мана Сафо тесе чĕнеççĕ, — терĕ.
Алă пачĕ, хытă чăмăртарĕ. Хăюсăр каччă ирĕксĕрех хăюлланса хăй те хытă чăмăртарĕ вара. Тем-тем калама чухлаймарĕ, çапах алă панă чух: «Петров», — терĕ.
Тарма çул хупăнчĕ ĕнтĕ. Театртан тухсан, Трашук аяккинелле пăрăнаймарĕ, сылтăм енне тăрса, хĕрпе юнашар утрĕ.
— Ман кавалер пулса, мана ăсатас тетĕр-и? Сулахай хулран тытăр, эппин, — терĕ хула хĕрĕ. Хăй çав вăхăтра шлепке тăрринчи хура чĕнтĕрне пичĕ çине сулса антарчĕ. (Хăйне çын ан паллатăр терĕ-ши?) Пĕр-ик минутран Трашук акă мĕн асăрхарĕ: çынсем сад хапхи еннелле утаççĕ, вĕсем улах аллейăпа тепĕр еннелле çул тытрĕç.
Уйăх çутинчен те пытанас терĕ пуль майра. Вăл тĕттĕмрех кĕтесре пĕр сак тупрĕ те çавăнта пăртак калаçса ларасшăн пулчĕ.
— Эсир, Петров юлташ, Мольер япалисене пурне те лайăх пĕлетĕр ĕнтĕ, «Тартюфне» Самарта темиçе хут та курнă пуль. Сцена çине пăхмарăр та, — терĕ вăл ларнă-ларманах.
Трашук хăй пуçласа калаçма çеç пĕлмест иккен. Сăмах пуçлакан пулсан, ачи чиперех калаçать. Хăюллă çынпа хăй те хăюллă.
— Курнăран та, пĕлнĕрен те мар. Сцена çине пăхма вăхăт пулмарĕ ман... Тĕрĕссипе калам-ха сире. Эп гимназире вĕренмен, Мольерне вуламан, «Тартюфне» курман. Ялтан эпĕ, батрак...
— Халăхран тухнă çын! — васкаса пӳлчĕ ăна Сафо. — Халь çав темрен те хаклă. Батрак мар ентĕ эсир — комиссар, çĕнĕ власть! Комиссар паллине театра кайнă чух та хăвармастăр, — те тăрăхласа, те мухтаса, вăл аллипе наган йĕннине тĕкĕнчĕ. — Анчах сцена çине мĕншĕн пăхманнине каламарăр-ха. Тем юптарса, вăхăт пулмарĕ терĕр. Мĕн ĕçлесе лартăр вара театрта?
— Ĕçлесе мар, савăнса лартăм. Савăнса та... хăраса, — терĕ хăюсăр каччă. — Сирĕнпе юнашар ларакан арçын спектакль курма ерçеймест пуль.
— О-о! Эсир комплимент калама та пĕлетĕр-ха, ман кĕçĕрхи ăнсăртран тупăннă кавалерăм...
Çапла пуçланчĕ çĕрлехи улах кĕтесри калаçу. Трашук ăçта ĕçленине пĕлсен, Сафо пушшех те хавасланчĕ:
— О-о, чăнах та, пысăк комиссар иккен эсир. Тен, мана пĕр ĕçре пулăшма та пултарăр-ха. Юрĕ-çке, ун пирки кайран калаçасса шанатăп, халь çак тӳлек каçпа киленер.
Кĕçех Сафо «кавалер» мĕнле сăвăсем юратнине пĕлесшĕн пулчĕ. Мĕнле сăвăсем? Шкулта вĕреннĕ сăвăсене çеç пĕлет Трашук.
— Блок сăввисене пĕлместĕр-и? — ыйтрĕ хĕр.
Блок? Шуйттан пĕлет-и ăна. Унăн:
— Пĕлместĕп, кăшт вуланăччĕ, астуса юлаймарăм, — темелле пулчĕ.
Эх, Трашук! Хитре майра пăса пуçларĕ сана, нихçан суйманнине суйрăн вĕт. Хĕр сисмерĕ-ха, Блок сăввисене хăех вула пуçларĕ.
— Итлĕр, эппин. Кĕçĕрхи каç пирки каламан-и çак сăмахсене ытарайми поэт:
Земля пустынна, ночь бледка,
Недвижно лунное сиянье,
В звездах немая тишина —
Обитель страха и молчанья,
Я знаю твой победный лик,
Призывный голос слышу ясно.
Душе понятен твой язык,
Но... Ты зовешь меня напрасно.
Юлашки йĕркене вăл тăстарарах каларĕ, пуçне каччă умне çывхартрĕ.
Хальччен илтмен, вуламан, тĕлĕнмелле кĕске хушаматлă поэт сăввисем Трашук чунне çӳçентерчĕç. «Но ты зовешь меня напрасно» тени хурлантарчĕ вара.
Сафо малалла вуларĕ. Татах кăшт хурлантарчĕç те, савăнтарчĕç те Трашука Блок сăввисем:
Пусть светит месяц, — ночь темна.
Пусть жизнь приносит людям счастье, —
В моей душе любви весна
Не сменит бурного ненастья.
Те хăйшĕн, те сăвă вулакан хитре хĕршĕн хурланчĕ Трашук.
Я буду помнить те мгновенья,
Когда душа твоя с моей
Слились в блаженном упоеньи
Случайно сплетшихся ветвей.
Халь хăйшĕн те, хĕршĕн те савăнчĕ каччă. Емĕтленчĕ. Ма тесен çак самантра вĕсен, чунĕсем мĕнле-тĕр те, аллисем пĕрлешрĕç ĕнтĕ. Хĕр аллисем хăюллăрах. Акă вĕсем каччă пилĕкне ыталаса алхасрĕç. Хĕр «комиссарăн» кĕске пăшалне туртса илем пекки тунă чух Трашук пĕтĕмпех ун ытамне кĕрсе ӳкрĕ.
Иăваш йĕкĕт кирлĕ самантра сасартăк хĕрсе кайса çапăçма хатĕррине курнăччĕ эпир. Халь те Трашук аллисем сасартăк хăюлланчĕç, каччă хăй сиссе юличченех тенĕ пек, хĕр пилĕкне пăчăртарĕç, акă хĕр ун ытамне лекрĕ. Каччă хĕр пуçне кăшт хыçалла тайăлтарчĕ те çемçе сухал хĕр тутине витрĕ, Трашук хула хĕрне тăн çухатса чуптурĕ. Хĕрĕ тăн çухатмарĕ пулас. «Чимĕр-ха, прическăна юсам» тесе, каччă ытамĕнчен тухрĕ вăл. Хăйĕн хура чĕнтĕрлĕ шлепкине малтанах сак çине хывса хунă-мĕн. Унтан Сафо кăшт юсанкаласа ларчĕ те, пĕртте хумханмасăр, лăпкă сасăпа:
— Çынна пĕрре курнипех юратса пăрахма пулать теççĕ. Эсир çавна ĕненетĕр-и? — тесе ыйтрĕ.
Ененчĕ ĕнтĕ Трашук. Вăл, хĕр аллине алăран ямасăр, хăй виçĕмçул Сафона пĕрре курнипех юратса пăрахни çинчен пăлханса каласа пачĕ. Айван каччă хĕр пăлханманнине сисмерĕ, хăйне хăй вара Улькин хĕрне, чăнах та, виçĕмçултанпах юратап тесе ĕнентерчĕ.
Анчах ăстăнĕ те пăртак йăшăлтатать иккен-ха:
«Миçере-ши халĕ Сафо?»
Ку шухăша хăваласа ячĕ те Трашук, тепри килсе вăрăнчĕ. Пĕррехинче Кĕтери ăна: «Эс хĕрне мар, пушмакне юратнă», — тенĕччĕ. «Халĕ те хĕрне мар, хура чĕнтĕрлĕ шлепкине юратмарăм-и?»
Ку шухăш та вĕçленсе çитеймерĕ, сĕвĕрĕлчĕ, çухалчĕ.
Мĕн пулсан та, айван каччăн чĕрине çил-тăвăл пек вăйлă туйăм килсе хускатрĕ. Çавă пуль ĕнтĕ юрату тени.
Пĕрре чуптунă хыççăн тек вăтанса тăмарĕ вара каччă, тепре чуптума пикенчĕ. Анчах хĕр ирĕк памарĕ халь, пӳрнипе юнаса:
— Но, но! Без хамства! — терĕ, чĕрене ыраттаракан сăмахсене çапах та кулăпа çемçетсе каларĕ.
Каччă вара теиĕр енчен пырса хупăрларĕ:
— Эп юратап сире! Пытармастăп хам кăмăла. А эсир? Калăр ĕнтĕ çав хитре сăмаха. Манăн та илтес килет вĕт.
— Чимĕр-ха, хăюллă кавалерăм. Пирĕн халь çак тӳлек хӳтлĕхрен тухма иĕлес пулать. Сад хапхине тахçанах питĕрнĕ ĕнтĕ, — терĕ хĕр, ура çине тăрса.
Сад карти урлă пĕрре мар каçса курнă ахăр вăл: Трашука, пĕр иккĕленмесĕр, хула енне мар, урăх енне ертсе кайрĕ. Сăрланă хăма хӳме урлă чиперех каçрĕç. Каçрĕç те курăк çине ларчĕç.
— Курăр, сывлăр, савăнăр! — терĕ Сафо, аллисене саркаласа. — Пирĕн хула илемĕ çакăнта ĕнтĕ. Пирĕн пурăнăç илемĕ те çакăнта пултăр!
Тул çуталнă. Кунта тавралăх, чăнах та, ытарайми хитре. Сывлăш уçă. Сăртлăхпа юханшыв енчен туртăнакан ир сывлăмĕ пăчă каçа кура çăмăл тумланнă хĕре çӳçентерет, каччă çумне йăпшăнтарать. Улах ирттернĕ каç, çак илемлĕ ир халь ĕнтĕ хула хĕрĕн кăмăлне те çемçетрĕ пулмалла. Вăл аллисене каччă хулĕ çине хучĕ, куçран темиçе самант пăхса ларчĕ те:
— Хитре! Тавралăх хитре. Эсĕ те хитре, — тесе тинех хăй качча ыталаса чуптурĕ.
«Юрату çук» темерĕ пуль Трашук çав вăхăтра...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...