Кĕпер :: Хулари чăвашсем
Хула хĕрринчи урамра, икĕ хутлă хĕрлĕ чул çурт таврашĕнче, ирĕн-каçăн чăвашла калаçаççĕ. Тепĕр чух кунта чăвашла юрланине те илтме пулать.
Урамĕ ял урамĕ евĕрлĕрех: чул сарман, шăлтăр-шалтăр хăма тротуарсем... Урам тăршшĕпе икĕ рет пĕр пекрех йывăç пӳртсем ларса тухнă. Пӳрт тавра — хăма хӳмеллĕ килкарти, пӳрт çумĕнче — сăрланă хапха. Тимĕр витнĕ пӳртсем хушшинче хăма витнисем те пур, улăм витни çеç курăнмасть. Ирхине, ялти пекех, кашни хапхаран ĕне, качака хăваласа кăлараççĕ. Кĕтӳ хула вĕçне тухичченех урам тăршшĕпе тусан йăсăрланать вара.
Мĕн тесен те, хула сĕмĕ çук çак урамра. Мочалов купцан икĕ хутлă хĕрлĕ çурчĕ çеç пăртак хулана асилтерет. Урам ячĕ ĕлĕк «Выгонная» пулнă, халь улăштарнă, «Пролетарская» теççĕ. Мăрзабай Çимунĕ килĕшмест çак ятпа. «Ана «Пролетарская» мар, «Мещанская» темеллеччĕ, кунта тĕп мещенсем пурăнаççĕ», — тет.
Çимун ятне ахальтен асăнмарăмăр. Çак хĕрлĕ çуртра виççĕн пурăнаççĕ вĕсем. Çимунпа Трашук тата Мулла Анукĕ. Ялта çапла чĕнетчĕç вĕсене. Хулара вĕсем пĕрне-пĕри урăхла чĕнекен пулнă. Самартан политшкул пĕтерсе килчĕç вĕсем. Уисполком пайĕсем йĕркеленнĕ хыççăн Ятрус Хрулккине ĕçрен кăпăр-капăрах хăтармарĕç. Çутĕç пайĕн пуçлăхĕ пулмалли çын тупăнчĕ. Тата чăваш шкулĕсен инспекторĕ кирлĕ. Ватă учитель Самартан Николаевпа Петров вĕренсе таврăнасса кĕтсе пурăнчĕ.
Çăва тухнă çĕре Ятрус аран кĕтсе илчĕ вĕсене. Анчах икĕ «Самар çыннипе » пĕрле тата хăйĕн хĕрĕ те килессе кĕтменччĕ вăл.
— Парти мана укомра хĕрарăмсемхушшинче ĕçлеме ячĕ, — терĕ Анук.
Хрулкка питех тĕлĕнмерĕ. Кам та пулин çак ĕçе те пуçармалла. Çавах тăван хĕрне тăрăхламасăр та тӳсеймерĕ старик.
— Парти сана киле таврăнса тырă акма хушмарĕ-и? Тен, усси ытларах пулĕччĕ. Çăкăр çиекенсем хулара пирĕнсĕр те нумай.
Анук аптраса ӳкмерĕ, ашшĕ евĕрлĕрех лахлатса кулчĕ те çапла тавăрса хучĕ:
— Тайман Сахарĕ ĕçлеме яла таврăннă темерĕн-и? Ман ула лашана кӳлнĕ-тĕк, ĕçлетĕр. Тырă акса ӳстертĕр. Кĕркунне ун патне çăкăр илме кайăпăр. Коммуна пулать вара. Вăл ватăлсан, тырă акма эпир таврăнăпăр.
Ашшĕ, пӳрнепе юнаса, тем каласшăнччĕ, вара каламасăрах алă сулчĕ. Çапах, кăшт тăрсан, каламасăр та тӳсеймерĕ:
— Хăтланăр. Сиртен коммуна туса пулмасть пуль. Эсир, Арланов пек, хулана делопроизводитель пулма çеç килмен пулсан, пырĕччĕ, — тесе, нимрен тĕлĕнмен хĕрне кăшт тĕлĕнтерсе пăрахрĕ.
— Мĕнле Арланов? Мĕн дела... Мĕн мурĕпе хăрататăн эс пире? — терĕ Анук, вăрăм сăмахне çавăрса калаймасăр.
Ашшĕпе хĕрĕ революци çулĕсемпе çӳресе, ăнсăртран пĕрне-пĕри тĕл пулса, хăйсен хушшинче калаçни çакă çеç пулчĕ.
Ятрус учитель Мăрзабай Çимунне ĕçпе паллаштарчĕ те хăй Весуккана таврăнма васкарĕ.
Ватă инспектор çак хĕрлĕ çуртра пĕр пĕчĕк пӳлĕмре пурăнатчĕ. Халь ун пӳлĕмне Анук йышăнчĕ. Арçынсем те çав çуртрах пысăк пӳлĕме вырнаçрĕç. Хуçа хирĕçме мар, хăех çапла тума сĕнчĕ. Мочалов купца влаçпа тулăксăр хирĕçекен çын мар.
«Власть улшăнсан, хăйсемех тухса тарĕç, улшăнмасан — коммунсемпе лайăх пурăнни те пăсмасть», — тесе шутлакан çын вăл.
Трашука халь ял çыннисем курсан та паллаймĕç, палласан та — Трашук тесе чĕнме хăяймĕç. Ак хăçан, Наçтук сăмахне чăна кăларса, «Трашук мучи» пулса тăчĕ вăл.
Самарта пурăннă чух хăюсăр каччăн ытарайми хитре сухал шăтса тухнă. Малтанах унăн хырăнма май пулман ахăр. Каярахпа вара ал сулнă.
ПĕррехиНче чăваш курсантсем пурăнакан общежитие Воробьев юлташ хăй пырса кĕчĕ. Курсантсем вăл вăхăтра шăпах Петров сухалĕ пирки тавлашатчĕç. Тилечер чăвашĕн бритва пур иккен. Вăл Трашукăн хитре сухалне хырса пăрахма хатĕрленнĕ. Николаев — Мăрзабай Çимунĕ — иккĕшне те вăрçать, хитре сарă сухала пĕтерме парасшăн мар. Пысăк пӳлĕмре пурăнакан вăтăр чăваш икĕ ушкăна уйрăлнă: пĕрисем «Долой кĕреçе сухал!» — тесе шавлаççĕ, теприсем «Да здравствует ылтăн сухал!» — тесе кăшкăраççĕ.
Воробьев пырса кĕрсен, пурте шăпланчĕç. Самарти вак халăхсен пуçлăхĕ алăк патĕнче куçпа çеç кулса тăрать. Ку пĕчĕк те ăслă чăваша Мăрзабай Çимунĕ халь ĕнтĕ лайăхрах пĕлсе çитрĕ. Елĕкрех пăртак хăратчĕ вăл унран. Ялан ĕçре, нихçан та кулмасть, парти ĕçĕшĕн хăйне те, çынна та шеллемест. Еçрен урăх унпа ним пирки те калаçаймăн, тесе шутлатчĕ Çимун. Анчах Иван Васильевич кулма та, тăрăхлама та, нимсĕр шӳтлеме те, çынсем пекех савăнма та пĕлет иккен. Ак халĕ те, куçĕпе кулса, кăмăлĕпе савăнса, сăмах чĕнмесĕр пăхса тăрать вăл.
Чăн та савăнать халь Воробьев. Курсантсем хирĕçнĕшĕн, хытă шавланăшăн, ннмсĕрех «Долой!», «Да здравствует!» — тесе кăшкăрма вĕреннĕшĕн савăнать.
— Мĕн пулчĕ вара сирĕн кунта? Пĕтĕм тĕнчере революци тăвасшăн-и эсир е хирĕç-и? — ыйтрĕ вăл, малалла иртсе.
— Çук, Иван Васильевич. Паян кун йĕркинче урăх ыйту, — пуринчен малтан сăмах хушрĕ бритва тытса тăракан Тилечер чăвашĕ. — Çамрăк йĕкĕте ватăлтарас тет хăшĕ-пĕри, Петров юлташран чиркӳ старости е старшина тăвасшăн. Кивĕ режимщиксем!
Мĕн пирки тавлашу пуçланнине пĕлсен, Воробьев сасăпа кулмарĕ. Вăтанса ӳкнĕ Трашука, унччен иихçан курман пек, тимлĕн пăхса сăнарĕ те:
— Миçере-ха эс, Петров юлташ? — тесе ыйтрĕ. Трашук хăй миçере пулнине пĕлтерчĕ.
— Емĕр тантăшĕ пулатăн иккен. Юрĕ.
Çапла каларĕ те Воробьев, Трашук çинчен çавăнтах манса кайнă пек, курсантсемпе урăххи пирки калаçа пуçларĕ.
«Юрĕ» тени мĕне пĕлтерчĕ-ши?» — шухăшларĕ Трашук пăшăрханса, хăй çапах унăн сухалĕ пирки пурте манса кайрĕç ĕнтĕ тесе хĕпĕртерĕ.
Анчах Воробьев юлташ манман иккен.
— Сухал пирки çапла тăвăпăр. Халь хырас мар. Хырмасăр-касмасăр ӳстерсе куртăр. Шкул пĕтернĕ чух эпир Петрова сухал пирки те экзамен тăвăпăр. Сухалĕ килĕшсен — çаплах хăварăпăр, килĕшмесен — хырса тăкăпăр. Юрать-и? — терĕ вăл тухса каяс умĕн.
— Юрать, юрать! — кăшкăрчĕç пурте.
Çапла кĕреçе сухаллă та мăнаçлă çын пулса тăчĕ хăюсăр каччă Трашук, уком инструкторĕ Петров юлташ. Çирĕм пиллĕкре тесен те шанмаççĕ ăна халĕ палламан çынсем, пĕр вăтăр пиллĕксенче пуль теççĕ. Çавăн пирки шухăшланă та Воробьев сухал кастарма хушман чух.
Пысăк отряд Чапаев патне кайнă чух Трашук пĕчĕк отрядпа пĕрле Самлей вăрманĕнче юлчĕ. Вĕсен пĕчĕк отрячĕ кĕçех пысăкланчĕ, Кăяш Тимкки тĕп отряда ăсатнă хыççăн хăй каялла вăрмана таврăнчĕ, Весуккапа Самлей таврашĕнчи партизансене хыр вăрманĕнчи партизансемпе пĕрлештерчĕ. Çав пĕрлешнĕ отряд шуррисене темиçе кун хушши Самар шывĕ урлă каçма памасăр чарса тăчĕ, Хĕрлĕ Çар чаçĕсем пырса çитичченех каялла чакмасăр паттăрла çапăçрĕ.
Трашуксен отрячĕ хĕле кĕричченех уйрăм отряд шутланчĕ. Çĕнĕ çул тĕлнерех тин вăл Хĕрлĕ Çарпа пĕрлешрĕ.
Çав вăхăтра отряда Авандеев, Воробьев тата Алексей Самарин пырса çитрĕç. Вĕсем, пĕр тĕрлĕ комисси пек пулса, отрядри чăвашсене пурне те тĕрĕслерĕç. Ватăраххисене киле ăсатрĕç, хут ытларах пĕлекеннисене Самара кайма палăртрĕç. Çав майпа ĕнтĕ Шатра Миккапа Пали тата отрядра хĕрарăмсенчен пĕччен юлнă Оля çĕнĕ çула яла таврăнчĕç, Çимунпа Трашук Самарта уçăлакан çарпа политика шкулне лекрĕç.
Тĕрĕссипе, кусем иккĕшĕ те çара та, çар валли кадрсем хатĕрлекен шкула та лекмелле марччĕ. Самарти комисси тиркерĕ вĕсене: Çимуна — кивĕ суранĕсем пирки, Трашука — ура лаппи ытлашши тӳрем тесе. Çапах та Воробьев хăварттарчĕ вĕсене, вĕреннĕ кадрсем фронтра кăна мар, тылра та кирлĕ пулаççĕ терĕ.
Трашукăн Самара лекни те, хăйĕнчен аслăрах çынсемпе пĕрле вĕренни те питĕ усăллă пулчĕ. Унăн çамрăк пуçĕнче тĕрлĕ ыйту хĕвĕшетчĕ, вĕсем иăтранса, арпашса, пуçа анрататчĕç. Елĕкрех мĕн вĕренни, вулани, пурнăçра сăнани — халь пĕтĕмпех вырăна лара пуçларĕ. Тĕксĕм шухăшсене хĕвел çутатрĕ тейĕн.
Çав хĕвел çутин ячĕ те пур иккен. Марксизм теççĕ ăна. Çак ăслăлăха Иван Васильевич хăй вĕрентет, чăвашла каласа ăнлантарса парать. Тата вĕсемпе пĕрле вăрманта пулнă ватă большевик, Малинин юлташ, парти историне кĕнекерен те мар, пурнăçран илсе каласа парать. Марксизм ăслăлăхне темрен те хытăрах юратса пăрахрĕ Трашук.
— Вăрçă пĕтсен сана, Петров, Мускава вĕренме ярăпăр. Эс лайăх марксист-философ пулатăн. Халь, ку шкула пĕтерсен, халăх хушшинче ĕçлесе кур, пурнăçа лайăхрах сăна, Маркс, Энгельс тата Ленин çырнисене тăнласа вула, — терĕ Воробьев Трашукпа уйрăм калаçнă чух.
Мăрзабай Çимунĕ мĕн улшăнассине унчченех ĕнтĕ улшăннăччĕ, çитĕнсе çитнĕччĕ. Çавах шкул уншăн та питĕ усăллă пулчĕ. Çимун кунта курсант кăна мар, тата учитель те пулса курчĕ. Пĕррехинче вăл пĕр учительница аташса калаçнине тӳрлетесшĕн пулчĕ, урок вăхăтĕнче алă çĕклерĕ те:
— Хӳреллĕ çăлтăр планета пулмасть вăл, комета теççĕ ăна, — терĕ.
Учительница, çăмăлттайрах хитре хĕрарăм, хăйĕн йăнăш сăмахне тӳрлетесшĕн пулмарĕ.
Çакăн çинчен пĕлсен, Иван Васильевич пĕли-пĕлмн учительница тупнăшăн Самарина — шкул пуçлăхне — хытă вăрçрĕ тет. Лешĕ учительница та пулман иккен, паек илесшĕн çеç, «Эпĕ учительница» тесе, Самарина улталанă.
Воробьев Николаева хăйне кăшт тĕрĕслерĕ те географи-космографи ыйтăвĕсемпе хăй мĕн пĕлнине курсантсене вĕрентме хушрĕ.
Çимун, ĕлĕкех учитель пулма ĕмĕтленнĕскер, хăйĕн учитель пулас ĕмĕтне те, пултарулăхне те кунта лайăх палăртрĕ. Самартан тăван хулана ăсатнă чух Воробьев ăна çутĕç пайĕнчен учитель иулма право паракан хут туса пачĕ.
Çавăнпа Çимуна кунта пĕр иккĕленмесĕр чăваш шкулĕсен инспекторĕ турĕç.
Мулла Анукĕ хăйĕн ялти ятне халь мана та пуçларĕ ĕнтĕ. Халь вăл — Ятросова юлташ. Анчах, отрядпа Чапаев патне çитнĕскер, епле Самара килсе лекнĕ-ха вăл? Хăйĕнчен ыйтсан, «Чапая» вырăнтан кăларнипе килĕшмерĕм», тет кăна.
Чăнах та, Чапаева Мускава, академие вĕренме ăсатнă хыççăн чапаевецсем нумайăшĕ: «Пирĕн юратнă командира штабри офицерсем курайманнипе вырăнтан кăларчĕç», — тесе калаçкаланă. Анук политотделра кăшт урăхларах каларĕ: «Чапая вĕренме ăсатрăр, мана та вĕренме ярăр», терĕ. Санитарка пулса ĕçленĕ хĕрарăма вара медсестрана вĕренме ăсатрĕç. Губкомра ăна Воробьев тĕл пулчĕ. Çапла Ятросова вак халăх çыннисен политшкулĕнче вĕренекен пĕртен-пĕр хĕрарăм пулса тăчĕ.
Анчах Анук Самара кайма ăнтăлнăшăн Чапай мар, урăххи айăплă пулнă-ха. Политотделра ĕçлекен Осокина фронт штабĕ Самара чĕнсе илнĕ. Самартан каялла, дивизие, таврăнман вăл. Çук, кунта та тупаймарĕ ăна Анук. Бригада комиссарĕ туса, таçта ăсатнă терĕç Мишша-салтака. Хĕрарăм ăнланчĕ вара: вăрçă вăхăтĕнче арçын хӳри пулса çӳреймĕн. Лăпланса, вăрçă пĕтессе кĕтсе ларас пулать.
Çапах та пĕр вырăнта лармасть-ха Анук. Хулара пурăнать пулин те, вăхăтне ытларах тĕрлĕ чăваш ялĕсенче ирттерет. Ялта, халăх пухăнсан, Анук тĕнчери лару-тăру çинчен доклад туса парать. Политшкулта мĕн вĕренни доклад тума нумаях пулăшаймарĕ ăна. Темтепĕр вĕрентрĕç унта. Аçта пĕтĕмпех астуса çитерĕн! Малинин юлташ вăрманта тунката çине тăрса каланă лекцисене лайăхрах пуçа хывнă вăл. Çавăнпа унăн докладĕнче тем те пур: çĕр чăмăрĕн историйĕ те, революци юхăмĕ те, шурă чехсемпе учредилкă историйĕ те. Чапайăн чаплă ĕçĕсене те асăнмасăр хăвармасть Анук. Ара, унта хăй пулнă-çке-ха вăл.
Сахара килентерекен виçĕ улăплă Ула çуртра ĕçлеме пӳрнĕшĕн пушшех савăнать Анук. Вĕсем киличчен кăшт маларах кунта Чапаев штабĕ пулнă. «Тăшмана Чапайсăр çĕнтереймĕç, Мускавран чĕнсе илсе, каллех дивизи командирĕ турĕç ăна. Пирĕн Чапай пек паттăр командир урăх çук», текелесе, час-часах мухтанать Анук.
Хулари чăвашсем ялсене пĕрерĕн кашни хăй ĕçĕпе тухса çӳреççĕ. Виççĕшĕ вăтăр яла çитнĕ ĕнтĕ, анчах тăван яла пĕри те кайса курман-ха. Пурте пĕрле кайма ĕмĕтленеççĕ.
Кĕçех хулари чăвашсем çумне тата Арланов килсе хутшăнчĕ. Тайман Сахарне панă сăмаха асра тытса, Чулçырмана куçас шутпа килчĕ вăл. Хулари чăвашсем хапăл туса йышăнчĕç ăна. Иккĕмĕш эрне ĕнтĕ вăл та ыттисемпе пĕрле хĕрлĕ çуртрах назначени кĕтсе пурăнать.
Çĕнĕ инспектор Тайман Сахарĕ пуçланă ĕçе аран туса çитерчĕ. Иккĕмĕш учитель пирки те, Лешеккинчен Чулçырмана çурт куçарас пирки те ĕçсене исполкомра майлаштарнă хыççăн Арланова:
— Ну, граф, хатĕрлен, çак кунсенче пурте Чулçырмана каятпăр, — терĕ (Çимун Арланова, лешĕ Евграф ятлă пулнăран, çапла чĕнет).
Чулçырмана каяс умĕн пĕр-ик кун маларах хулари чăвашсем каçхине хула садне, çуллахи театра, спектакль курма кайрĕç. Тăваттăн кайрĕç те... виççĕн таврăнчĕç. Трашука таçта çухатса хăварчĕç вĕсем. Театрта пурте уйрăм ларнăччĕ. Киле таврăнсан тин юлташĕ пирки пăшăрханса ӳкрĕç. Çавăнпа, çур çĕр иртнĕ пулсан та, çывăрма тăруках выртмарĕç, Трашука кĕтсе, калаçса ларчĕç.
«Тартюф» ятлă спектакль курчĕç вĕсем кĕçĕр. Анук спектакльте кăтартнă пурнăçа тиркесе çĕтĕле пуçларĕ:
— Мĕне кирлĕ пире çав анкă-минкĕ терттюхсен пурăнăçĕ? Хамăр пурăнăçа, революцишĕн кĕрешекен паттăрсене спектакльте кăтартас пулать.
Ку шухăш Арланова та килĕшрĕ. Тăван халăха чăвашла спектакль лартса кăтартас пирки хаваслансах калаçрĕ вăл.
— Ял çыннисем каçса кайĕччĕç, — татах хĕтĕртет Анук арçынсене. — Эпир хамăрах артистсем пулма пултараймастпăр-и вара? Мĕнле пек? Çутĕç пайĕ мĕн шухăшлать кун пирки?
— Чăвашла пьесăсем çук, — терĕ Çимун. — Иван Васильевич патне çырса пăхас мар-и? Тен, вăл пире пĕр-пĕр чăвашла пьеса ярса парĕ.
— Ху пьеса çыр, — сасартăк инспектора хупăрларĕ хĕрарăмсен пуçлăхĕ. — Чулçырмара мĕн тĕрлĕ ĕçсем пулса иртрĕç! Виçĕ Якур тăватă чехпа çанăçни кăна мĕне тăрать... Сан чул вĕреннĕ пулсан, хам çырăттăм. Çыр. Еçĕ те пĕтнĕ. Пьеса çырма уком ячĕпе партийнăй задани паратăп сана.
Çимун, пырĕнчи кĕсле хĕлĕхĕсене пурне те янраттарса, ахăлтатса ячĕ.
— Нимле заданипе те пьеса çырса пулмасть манран, — терĕ вăл кулма чарăнсан. — Вырăсла çырнине чăвашла куçарма, тен, пултарăпăр. Юрĕ. Халь çывăрар-ха. Трашука кĕтсе илеймерĕмĕр. Аçта кайса çухалчĕ-ши сухаллă каччă?!
— Вăрманта çухалманнине хулара çухалмĕ... Чипер çывăрăр! — терĕ те Анук, анаслакаласа, хăй пӳлĕмне кĕрсе кайрĕ.
Анук сăмахĕсем Çимуна лăплантараймарĕç. Анук — хĕрарăм. Вăл Çимунпа Трашук паян мĕн пирки тавлашнине маннă та пуль. Çимун манман. Шăп çав йĕкĕт çулĕсем пирки тавлашрĕç те вĕт. Кăнтăрла «юрату çук» тесе тавлашакан каччă çĕрле юрату çулĕпе кайса çухалнине ĕненес килмест. Ăçта çухалнă вара? Пĕр-пĕр инкек пулман-ши?
Нумайччен куç хупмасăр пăшăрханса выртрĕ Çимун, çапах тул çутăлнă çĕре унăн куçĕ те хупăнчĕ. Трашук кун çутипе тин таврăннине сисмерĕ вăл.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...