Кĕпер :: Туй пуçĕ
Каç пулса килетчĕ. Тырă пирки ял тăрăх çӳрекен вырăссем, Шалтикасра ĕç пĕтерсе, Лешеккине таврăнма хатĕрленнĕччĕ. Çав вăхăтра Вăрăм Ваçили, çатан шалчи йăтса, урама чупса тухрĕ те кăравул кăшкăра пуçларĕ:
— Тытăр вырăссене, шалчапа çапăр вĕсене! Вырăссем пама тивĕç тырра камунсем чăвашран тăпăлтараççĕ. Кăравул!..
Çакна кĕтсе тăнă пекех, пилĕк-ултă çын вырăссене хупăрласа илчĕ те лăска пуçларĕ. Çав вăхăтрах тата такам теçетниксене ял тăрăх халаха пухăва чĕнме чуптарнă.
Шатра Миккапа Ахтем Макарĕ, халь кăиа Лешеккинчен таврăннăскерсем, килтехчĕ. Шалтикасра мĕн пулнине илтменччĕ-ха вĕсем. Микка, урине салтса, хутнă кăмака умĕнче ăшăнса ларатчĕ. Уи патне Макар хашăлтатса пырса кĕчĕ.
— Пуху пухма эс хушрăн-им? Ма мана каламарăн?
— Хушман, Макар Петровчă. Эс ху чухăнсене пухас тесе калаçнăччĕ.
Çав вăхăтра Паçук чупса кĕчĕ, тулăксăр хӳхлеме пуçларĕ. Арçынсем вăл каланине аран ăнланса илчĕç. Шалтикасра халăх шавлать иккен, камунсене вăрçаççĕ, тет.
— Атя часрах! — терĕ Макар. — Эп Лешеккинчех паян тем пуласса сиспĕччĕ. Сана кăлăхах пăлхатас мар тесе каламарăм.
Микка васкаса ура сырчĕ те сăхман тăхăнчĕ. Арăмĕ тата хытăрах хӳхлесе ячĕ:
— Ан кай, ашшĕ, ан кай, тархасшăн! Вĕлереççĕ сана унта. Пĕтĕм халăх урса кайнă, камунсене пĕтеретпĕр тесе кăшкăраççĕ.
— Эй, ухмах, — терĕ Микка, тухса каяс умĕн арăмне çурăмран лăпкаса. — Вĕлерес тесен, кунтах килсе вĕлерĕç. Çук. Совет влаçне вĕлереймеççĕ вĕсем...
Тĕплĕ урампа Тăвăрхушлăх кĕтессине, Совет çурчĕ тĕлне, халăх, чăнах та, питĕ нумай пухăннă. Шавлаççĕ. Пӳртре хăй çутнă, унта та çын лăках. Макарпа Микка чӳрече çути тĕлне пулсан, тахăш:
— Ак тата камунсем, тытăр вĕсене! — тесе çухăрса ячĕ.
Çав вăхăтрах Макара Миккаран уйăрса ячĕç. Шатра Миккана икĕ çын пӳрте çавăтса кĕрес тесе сĕтĕрчĕ. Килкартинче — те палламасăр, те юриех — такам ăна ĕнсерен танклаттарнă та, вăл, тăнне çухатса, çĕре тĕшĕрĕлсе аннă.
Пӳртре чăлах вырăс хăйне хăй ял хуçи пек тыткалать. Колчака шанса хăюлланнăскер, купца чĕлхипе йăпăлтатма пăрахнă халĕ Смоляков. Анчах чăн хуçи вăл мар-ха. Лешĕ вара темшĕн кăмака кукрине кĕрсе ларнă. Хăйне халăх юратманнине пĕлет Хаяр Макар. Çавăнпа мала тухмасть, хăй вырăнне ыттисене калаçтарать: карма çăварсем унсăрăн та чылай. Вăрăм Ваçилирен пуçне тата Пăсара Макарĕ, Шакмак, Тимĕрçĕ Яккăвĕ, Мирски Тимук, Шăрчăк Праканĕ...
Ĕçе саккунлă пек туса, пухăва Шатра Миккана хăйне уçтарасшăнччĕ пăлхав пуçлакансем. Шутласа хунă пек пулаймарĕ çав: Шатра Микка тăнсăр выртать терĕç. Вара Хаяр Макар пуху уçма председатель пулса курнă Чахрун Мишшине хушрĕ. Лешĕ сĕтел хушшине пĕчченех кĕрсе ларчĕ. Çимук писăр пухăва килмен. Смоляков сăмах каларĕ:
— Эпĕр Совет влаçне хйрĕç мар, — терĕ вăл. — Анчах тырă урăх памастпăр!
— Памастпăр, памастпăр.
— Вырăссемшĕн тӳлеместпĕр, — кĕрлесе илчĕ халăх.
— Тырă çук пирĕн, — сӳпĕлтетрĕ малалла Смоляков. — Пуянсем те çук пирĕн. Пурте хресченсем, пурте пĕр тан. Контрибуци укçине тĕрĕс мар илчĕç пиртен. Эпир Совет влаçне хирĕç мар, ял Совечĕ пултăрах. Совета паян урăх çынсене суйлатпăр. Камунсем кирлĕ мар пире. Камун тума ялтан тухса кайччăр вĕсем. Чармастпăр!
— Чармастпăр, кайччăр!
— Камунсем кирлĕ мар пире!
— Ялтан хăваласа ярас вĕсене!..
— Мĕн унта, Совет суйламалли! — кăшкăрчĕ юлашкинчен Вăрăм Ваçили. — Смолякова староста тăвас. Ĕçĕ те пĕтнĕ. Тепĕр эрнерен пурпĕрех кунта Колчак килсе çитет...
— Колчак килмест, Чапаев килет! — терĕ такам уçă та çирĕп сасăпа алăк патĕнче.
Тĕпеле Тайман Сахарĕ хĕсĕнсе иртрĕ. Хăшĕ вăл килсе кĕнине асăрхайман, хăшĕ тăруках паллайман та. Пăлхав пуçлăхĕсем те, аптраса кайнипе, тăруках сăмах чĕнеймерĕç.
— Мĕн сăлтавпа кĕрлетер, туй тăватăр, пĕлессĕм килет! Кам кунта мăн кĕрӳ сирĕн? Кĕçĕн кĕрĕвĕ эсĕ пуль ĕнтĕ, Василий Карпчă, — терĕ Сахар, маччана шерте пек перĕнсе тăракан Вăрăм Ваçили пуçне пӳрнепе тĕллесе.
Çынсем, вăл Вăрăм Ваçилие кĕçĕн кĕрӳ тенĕрен, ирĕксĕрех кулса ячĕç.
Сахар кунта унччен мĕн пулса иртнине лайăх пĕлмест. Çапах, алăк патĕнче кăшт итлесе тăрса, акă мĕн курчĕ вăл: кăшкăракансем пĕр пилĕк-ултă çынран ытла мар. Кусем те тӳррĕнех Совет влаçне хирĕç калаçма хăраççĕ. Малтан халăх кăмăлне сĕвĕрĕлтерсе, шӳтлекелесе, кирлĕ еннелле çавăрса яма тăрăшрĕ Сахар:
— Кам хĕтĕртет сире коммунистсене хирĕç? — сассине хытарса, йĕри-тавра пăхса илчĕ Сахар. — Эс, Василий Карпчă, хăвăн сăмахна каламастăн-ха. Сана Колчак кирлĕ мар, эс ху Колчак сĕмлĕ пăртак. — Халăх хушшинче каллех кулни илтĕнчĕ. — Вăт сана, Смоляков, халăха улталаса пурăнма Колчак кирлех ĕнтĕ. Анчах ку туйра туй пуçĕ эсĕ те мар пуль-ха. Юлташсем! Кулаксем улталаса хĕтĕртеççĕ сире...
Çав вăхăтра кăмака кукринче курăнмасăр ларахан Хаяр Макар ура çине тăчĕ. (Сахар пирки такам «пĕччен килнĕ» тесе систерчĕ ăна.) Сахар халăха култарса унăн çиллине пăртак сĕвĕрĕлтернине сисрĕ вăл. Унăн помощникĕсем, капла пуласса кĕтменскерсем, халь вăл мĕн каласса кĕтсе тăнине те курчĕ Хаяр Макар.
— Камунсен пуçлăхĕ вăл! — тискер сасăпа кăшкăрчĕ Макар. — Ан итлĕр ăна. Яла килсе пĕтĕм ĕçе арпаштарса хăварчĕ. Çав ĕнтĕ ялпа суйланă Совета тиркесе, унта камунсене кĕртсе лартрĕ...
— А-а-а! Туй пуçĕ тупăнчĕ те хайхи! Ак кам сире хĕтĕртет, юлташсем. Куштан-пуян сăмахне итлесе кăшкăрашатăр. — Хаяр Макара пӳлсе, хăйне хăй пусарса лăпкăн калаçма тăрăшрĕ Сахар. Анчах та Круни юнĕ вĕреме пуçланинехăй те сисмерĕ, хĕрсех кăшкăрчĕ: — Кам сăмахне итлетĕр! Ахальтен мар Хаяр Макар тесе чĕнеççĕ ăна. Емĕрне никама ырă туман вăл. Кашкăр вăл...
Хаяр Макар Вăрăм Ваçилирен кăшт çеç кĕскерех, анчах ун пек типшĕм мар. Унăн та пуçĕ маччана кăшт çеç перĕнмест. Кăвакарнă пуçĕпе кĕске кастарнă сухалĕ унăн кашкăр çăмĕ тĕслĕ. Çăварне карсан, кашкăрăнни пек асав шăлĕсем курăнаççĕ. Сахар юлашки сăмахĕсене каласа та пĕтереймерĕ. Хаяр Макар, чăн-чăн кашкăр пек пулса, тĕпелелле ыткăнчĕ.
— Тытăр камунсен пуçлăхне, мĕн çăвар карса тăратăр! — тӳрех хушрĕ вăл Мирски Тимукпа Вăрăм Ваçилине. Сахар, çавна кĕтнĕ пек, хыçра çын ан пултăр тесе, сĕтел çумне тĕрĕннĕччĕ, сулахай аллине писăр лармалли йукан хыçĕ çине хунăччĕ. Мирски Тимукпа Вăрăм Ваçили, Хаяр Макара итлесе, Сахара алăран тытма пикенчĕç. Çак самантра Сахар сулахай аллипе Вăрăм Ваçили çине пукан ывăтрĕ, сылтăммипе Тимука тĕртсе ячĕ. Хăй сĕтел çине сиксе хăпарчĕ те наганне туртса кăларчĕ.
— Переп! — мĕкĕрчĕ вăл Хаяр Макартан та хаяртарах. Тепĕр самантран, тен, иемесĕрех, чӳречерен урамалла чăматчĕ пуль вăл, çав вăхăтра тулта, çывăхрах, чăнах та, пăшал кĕрĕслетни илтенчĕ.
Пӳртре пурте мĕнле тăнă, çаплах хытса кайрĕç. Хаяр Макар çеç алăк еннелле туртăнчĕ. Сахар хăй те аптраса ӳкрĕ.
Алăкра хулăн сасă аслати пек кĕрлесе кайрĕ:
— Не шевелиться! Всем оставаться на месте. Вы окружены отрядом.
Халăха сирсе, тĕпеле çӳллĕ, тĕреклĕ вырăс иртрĕ. Çине вăл шинель тăхăннă. Хĕрлĕ тăрăллă хура çĕлĕкĕ ĕнси хыçнелле хывăнса ӳкес пек усăннă.
— Карательни отряд килнĕ, — хăйăлтатрĕ тахăшĕ.
— Запомните раз и навсегда, — терĕ вырăс, сăмах чĕннĕ чăваш еннелле çаврăнса: — у Советской власти нет для народа карательных отрядов, но врагов революции и Советской власти будем карать сурово...
Сассине малтанах палланăччĕ Сахар, хăйне вара тин палласа илчĕ. Вăл сĕтел çинчен сиксе анчĕ те йăвашланнă сасăпа: «Здравствуйте, товарищ Радаев!» — терĕ.
Вырăс: «Вы окружены», тенĕ чух çурта никам та çавăрса илменччĕ-ха, вăл пенĕ хыççăн урамра тем кĕтсе, Шавласа тăракан халăх тарса саланчĕ. Тепĕр вунă минутран тин Çырмапуçĕнчен пилĕк-ултă çын пăшал йăтса чупса килчĕ. Вĕсем пырса çитнĕ çĕре халăх хăех, Радаев хушнипе, пăлхав пуçаракансене витене хупнăччĕ, Совет членĕсене — вырăссене те, чăвашсене те — тыткăнран хăтарнăччĕ.
...Тарас йĕлтĕрпе тӳрех Ольăсем патне чупса çитрĕ. Унта савăнăç: Ольăн куккăшĕ, Николай Васильевич Радаев, нумай вăхăт хыпарсăр çухалса пурăннăскер, халь кăна яла таврăннă, Ольăсем патĕнче юмахласа ларать. Гревцевпа Фиронова та кунта.
Пӳрте хашкаса кĕнĕ ача вĕсене урăх савăнма памарĕ, Чулçырмари пăлхав çинчен каласа пĕлтерчĕ. Вăт инкек! Вырăс енчи коммунистсенчен пĕр Гревцев çеç килте юлнă, ыттисем пурте лере — тыткăнра пулать. Çын тупма пулĕ-ха, хĕçпăшал вара ялта çук. Радаевăн хăйĕн йывăç йĕнĕллĕ маузер пур. Çав кăна. Кĕпер патне пăлхавçăсем хурал тăратнă тет тата. Кĕперне пăснă. Тук пăрĕ каçма шанчăклă мар.
— Каçасса каçăпăр-ха. Пурте пĕр вĕренпе çыхăнса каçма пулать. Пĕри пăр айне путсан, теприсем туртса кăларĕç, — терĕ Радаев. — Тульккĕш хурал тăракан тĕлте мар, вĕсене систермесĕр урăх тĕлте каçас пулать.
Ольăпа Тарас та канашлура усăллă пулчĕç. Тарас никам кĕтмен çĕртен: «Пирĕн килте пилĕк винтовка пур. Патронсем те лăках», — терĕ. Хуларан илсе килнĕ винтовкăсене çуррине хăйпе илсе кайнăччĕ Сахар, çуррине килте пытарса хăварнăччĕ. Арăмĕнчен те вăрттăн пытарчĕ вăл, анчах Тараса шанчĕ.
— Шарлак тĕлте каçас та, чăвашсем вăрман касма çӳрекен çул çине тухас, — терĕ Оля.
Çапла вара Радаев Чулçырмана пĕчĕк отряд ертсе каçрĕ. Хĕрарăмсене илмерĕ.
— Кунта юлăр. Эпир те пăлхавçăсен аллине лексен, Тараска сире систерĕ. Вара лаша кӳлĕр те тӳрех Ключевкăна вĕçтерĕр, — терĕ вăл.
Яла кĕрсен, Радаев юлташĕсене, Тараспа пĕрле, хĕçпăшалланма чуптарчĕ, хăй халăх пухăннă çĕре пĕчченех утрĕ. Урамра «Разойдись!» тесе çӳлелле персе янă хыççăн вăл, маузерне тытса, пӳрте кĕчĕ.
Çапла, Тарас сăнавлă та тавçăруллă пулнăран, халь кăна хуларан килнĕ Радаев чăваш «туйне» вăхăтра ĕлкĕрчĕ.
Кулаксен телейне, Шатра Микка пăртакран самайланчĕ. Пăлхав пуçлакансене — Хаяр Макара, Пуян Танюша, Смолякова, Вăрăм Ваçилие, Мирски Тимука — Куракхăвине ăсатрĕç. Халĕ Куçминкка вулăсĕн центрĕ те çавăнта ĕнтĕ.
Куракхăвинче хăшпĕрисем ку пăлхав пирки малтан кулкалама пăхрĕç, ку вăл «шыв куркинчи çил-тăвăл», текелерĕç, кайран вара, райком пухăнсан, апла калаçакан тупăнмарĕ.
Çав кунах, Колчак çывхарнине кура, кашни вулăсра каллех ревком турĕç. Куçминкка ревкомне тунă чух Тайманкин халлĕхе ялтах юлтăр, ревком пуçлăхĕ Радаев пулĕ терĕç. Пăлхавçăсен шăпине татса иама ревкома хăйне хушрĕç.
Ревком кун пирки аптраса пĕтрĕ. Вĕсене пурне те персе вĕлерме сăлтав сахалтарах. Никама та вĕлермен-ха пăлхавçăсем. Совет влаçне те хурламан. Шатра Микка пирки пурте тунаççĕ, ăна пӳрнепе те тĕкĕнме хушманччĕ теççĕ. Хăй алăк янаххине çапăннă пулать. Пыр та тĕрĕсле халь! Ревкомăн следстви тăвас, срок парас йăла çук. Е персе вĕлер, е кăларса яр. Вара ревком «хăрушă» решени йышăнчĕ: условно персе вĕлерес. Приговорта çапла çырнă:
«Çак приговорта асăннă çынсем виçĕ çул хушшинче Совет влаçне хирĕç е коммунистсене хирĕç халăха тепре хĕтĕртме пуçласан, вĕсене сутсăр-мĕнсĕр çавăнтах персе пăрахмалла. Кам аллинче çак приговор пулать, çав çын приговора кирлĕ чух ĕçе кĕртет». Приговорта тăватă çын ятне асăннă, анчах Вăрăм Ваçилипе Мирски Тимукăн ячĕсем çук унта. Тăваттăмăшĕ кам пулнă вара?
«Çав туйăн» чăн-чăн «туй пуçĕ», Фальшин, пăрăнса юлайман. Мирски Тимукпа Смоляков кăтартнă тăрăх, пăлханма хĕтĕртекенни, вĕсеие ертсе пыраканни, çав пул-нă. Ана та Куракхăвине илсе килчĕç, астумалăх тесе, пĕр-ик куна хупса лартрĕç. Ирĕке кăларас умĕн пăлхавçăсене приговор вуласа пачĕç. Вăрăм Ваçили хăйне асăнманран макăрса ячĕ. Фальшин пăлханчĕ.
— Мана нимсĕрех кунта хутшăнтартăр, Мурзабайкина асăнмастăр. Пĕлессĕр килсен пире вăл вĕрентрĕ, «ывăла вĕлернĕшĕн эп коммунистсене кураймастăп», терĕ.
Вăрăм Ваçили урса кайрĕ. «Суятăн, сволочь!» тесе кăшкăрчĕ те Фальшйн пуçĕ çине лач! сурчĕ.
— Ытлашши калаçатăн, Никон Иванчă, — тӳсеймерĕ Смоляков та. — Мурзабай вĕрентнĕ пулсан, ĕçе çапла ухмахла туман пулăттăмăр.
«Ну, кусем урăх пăлханмĕç ĕнтĕ, вĕсем хушшинче килĕшӳ пĕтрĕ халĕ», — шухăшларĕ Радаев, ăнман пăлхавçăсене кăларса ярсан.
Сахара киле ăсатнă чух вăл юлташне савăнăçлă хыпар пĕлтерчĕ.
— Паттăр ывăлупа эпĕ тинех паллашатăп ĕнтĕ, Захар Васильевич, — терĕ ревком пуçлăхĕ. — Кутяков бригади паян-ыран Тоцкине килсе çитет.
Куракхăвинче пăлхавçăсен ĕçĕпе эрне яхăн аппаланса, Сахар киле таврăнма аран ĕлкĕрчĕ. Çул пăсăлнине пула, çунине те пăрахса хăварма тиврĕ. Ула лашана йĕнерсĕрех утланса, çӳллĕ кĕпер урлă çул тытрĕ вăл. Пĕчĕк варсем урлă чиперех каçрĕ. Ялтан пĕр-ик çухрăмра пысăк вар пур. Çавăн урлă темле каçăп ĕнтĕ тесе пăшăрханса пынă чух пăлхавçăсем аса килчĕç. Çуран танкканă пуль-ха вĕсем. Хăш çулпа кайнă-ши?
Часах умра аслă вар шавлани илтĕнчĕ, шыв хĕрринче аптраса тăракан çынсем курăнчĕç. Çавсем!
Темшĕн виççĕш кăна-ха вĕсем: Вăрăм Ваçили, Мирски Тимук тата Смоляков.
— Ма виççĕн çеç, ыттисем ăçта? — ыйтрĕ Сахар ним пулман пекех.
— Пуянсем пуянпа Лешеккине кайрĕç. Ключевка пуянĕ лаша пачĕ вĕсене. Хальччен çитрĕç те пуль, унта варсем çук, — терĕ Смоляков, хăй чухăн çын пек.
— Çитнĕ пулсан та, Тук урлă каçаймĕç-ха вĕсем, — терĕ Сахар, урăх ним калама аптраса.
— Пуянсем киле таврăнма васкамаççĕ. Кайран кимĕпе каçĕç-ха. Халĕ Фальшин патĕнче кăмăшка ĕçеççĕ пулĕ, — сăмах хушрĕ шăнса ĕнтĕркенĕ Вăрăм Ваçили.
Иккĕшин уринче атă, ку вара çăпата сырнă. Пĕчĕк варсем урлă каçнă чух лачкам йĕпеннĕ хăй, мĕскĕн. Сахар пăхрĕ-пăхрĕ те:
— Чимĕр-ха, малтан пĕччен каçса пăхам, çул тĕрĕслем. Кайран пурне те лартса каçарăп, — терĕ.
Черетпе виççĕшĕ те Сахар хыçне ларса каçрĕç.
— Урăх варсем çук ĕнтĕ. Эпир, атăллисем, çуранах çитĕпĕр. Эс, Василий Карпчă, лашапа вĕçтер яла. Шăнса пăсăлма пултаратăн. Ашăнмалăх кăна, тен, кăмăшка тупăн килте, — ырă сунчĕ Сахар паçăрхи тăшманне.
Унчченех ĕнтĕркесе макăрас патне çитнĕ çын халĕ: «Тупăп», — терĕ те, чăнах та, кăшт куççуль юхтарчĕ. Çын сăмахне итлекен, анчах та çемçе кăмăллă Ваçили урă чух çапла, нимсĕрех тенĕ пек, макăркалать. Ĕçсен вара ун пек паттăр тĕнчере те çук. Çакна шута илсе ĕçтернĕ ĕнтĕ ăна куштансем.
Атăллисем виççĕн юлсан, Сахарпа Смоляков, хăйсем хушшинче нимех те пулман пек, питĕ лăпкăн калаçрĕç. Иртнине асăнмарĕç ĕнтĕ. Калаçмалли унсăрăн та тупăнчĕ. Мăрзабай тарçи çул тăршшĕпе пĕр сăмах та чĕнмерĕ. Кĕçех вăл, «уксахласа», кая юлчĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...