Кĕпер :: Тăшман кунта та кĕпер çĕмĕрнĕччĕ
Каменка ялĕ мĕн кĕркуннечченех карательсем килесрен сехĕрленсе пурăнчĕ. Анчах Мăкшăелĕнче аманнă тăшман хăйĕн çĕлен пуçне питех çĕклеймерĕ. Вăрманта пĕчĕк отрядпа юлнă пĕчĕк ревком, шуррисем умĕнче айăпа кĕнĕ ялсене хӳтĕлеме хатĕр пулса, вĕсен пурнăçне сăнасах тăчĕ. Назарăн шалчи тулнăранпа хулара Каменкăри çуллахи ĕçсем пирки уйрăмах астăвакансем юлман курăнать. Уесри комуч влаçĕ ытларах кăнтăрпа анăçри пăлхавçă ялсене тĕлленĕ. Çавсене йăвашлатма та вăй çитереймен. Авандеев хыр вăрманĕнче чăмăртаннă отряда кăнтăралла ăсатман, шуррисене шалтан лăскама вăхăт çитсен, Самар таврашĕнче фронта пулăшма хăварнă. Çапла чулçырмасем те кĕрхи кунсене чиперех кĕтсе илчĕç.
Ку енче кĕркуннехи «ват ăшши» те, пукрав ăшши те пулмарĕ кăçал. Кĕрхи йĕпе-сапа. ир пуçланчĕ те вăраха кайрĕ. Хĕл пукравчченех пуçне кăтартнăччĕ çав. Пукравччен юр çусан, хĕл нас лармасть, теççĕ ваттисем. Вĕсен сăмахĕ кăçал та тĕрĕсе килчĕ: уйăх ытла юрпа çумăр ылмашса çурĕç. Çĕр исленсе кайрĕ. Пылчăк чĕркуççи таран. Çул пăсăлчĕ. Çынсем питĕ кирлĕ çĕре те лаша кӳлсе çӳреми пулчĕç.
Касанки тĕлне чехсен вĕçĕмсĕр обозĕсем, Тук кĕперĕ урлă каçса, ял хĕррипе Таллă еннелле ирте пуçларĕç.
Ача-пăчана чĕркуççи таран пылчăк та чараймарĕ, вăл ял вĕçне тухса кĕпĕрленчĕ. Ара, мĕнле тӳссе ларăн килте: чăн-чăн чехсем вĕт, чăн-чăн пулеметсем, чăн-чăн тупăсем...
Мĕскĕн лашисем, пылчăк ашса, аран туртаççĕ, ураписем аран кусаççĕ. Çулĕ — тăвалла. Чехсем хăшĕ урапа çинче вилнĕ пек тăсăлса выртнă, хăшĕ ура хуçса е хутланса ларнă. Хăйсем шăнса ĕнтĕркенĕ, çапах урапа çинчен анса утакан-чупакан çук. Те вараланасран асăрханаççĕ, те пĕр йышăннă вырăна çухатасран хăраççĕ...
Тепĕр кунне те таракан тăшман обозĕ çулпа çаплах, аманнă çĕлен пек, аран йăшаланса шурĕ. Халь ĕнтĕ ял вĕçĕнчи çул юппине ача-пăча кăна мар, çитĕннисем те тухса тăчĕç. Виççĕмĕш кунне ял вĕçне никамăн та тухмалла пулмарĕ, хайхи, обоз, çул юппипе пăрăнмасăр, тӳрех яла пырса кĕчĕ. Малти лав çине чехсен аслă офицерĕ ял старостине лартса килнĕ.
Фальшин чăвашсене йăваш калаçнипе тĕлĕнтерчĕ, старостăна вара чăвашсем пĕртте турткаланса тăманни тĕлĕнтерчĕ. Лешĕ чехсем кайнăшăн хурланса йăвашланнă; кусем çавăншăнах савăнса, ăшра: «Кайччăрах, таçта çити леçсе хăварăпăр, каялла çеç ан таврăнччăр», — тенĕ.
Селĕп Кириле хăй вырăнне лава Тараса ăсатрĕ. Юриех вырăсла пĕлмĕш пулма шухăшланăччĕ Тарас, вырăсла таса калаçниие мухтанма та хатĕрччĕ вăл, анчах тепĕр чух мухтанма та кирлĕ мар иккен.
Тарас лавĕ çине икĕ салтак ларчĕ. Салтакĕсем чехсем мар, вырăссемех. Ялтан тухсанах, хăйсем хушшинче калаçа пуçларĕç.
— Ĕç ăнчĕ-ха паян, пĕр лав çинче иккĕнех ларса пымалла пулчĕ. Питĕ лайăх. Тахçанах санпа чуна уçса калаçасшăнччĕ эп, — терĕ пĕри.
Тепри юлташне тĕксе илчĕ.
— Минуточку. Даже такой третий может оказаться лишним, — терĕ те пĕчĕк лавçа тĕрĕслеме пикенчĕ.
Тарас çавăнтах тавçăрса илчĕ: салтак мĕн каланине ăнланмăш пулса, чăвашла пакăлтатрĕ. Салтак лăпланчĕ:
— Пирĕн телее, ку чăваш ачи вырăсла пачах пĕлмест. Калаçар эппин.
Çул тăршшĕпех калаçрĕç салтаксем. Пĕри — малтан сăмах пуçлани — салтак та мар, офицер иккен. Анчах хăй патша çарĕнче офицер пулнине темшĕн палăртман. Офицер сăмахĕсене Тарас лайăх ăнланчĕ, тем тĕрлĕ хыпар та пĕлчĕ. Чехсен пăкки шаннă! Хĕрлĕ Çар кĕçех кунта килсе çитмелле. Комуч çарĕ саланса пĕте пуçланă. Офицерĕ хăй те тарĕччĕ те — хĕрлисенчен шикленет. Шурă çара хăй ирĕкĕпе кайнăшăн ӳкĕнет вăл. «Малтанах хĕрлисен енне куçмаллаччĕ, — тет. — Ун чух вĕсем йăвашчĕ, офицерсене хапăлласа йышăнатчĕç. Халь, пирĕннисем Ленина вĕлерме тăнă хыççăн, вĕсем те хаярланса çитрĕç, хĕрлĕ террор пуçласа ячĕç. Заложниксене сутсăрах пере-пере вĕлернĕ...»
Çакна илтсен, салтак кулса ячĕ, юлташне тăрăхларах çапла каларĕ.
— Ах, çăткăн усалсем! Пире, Христос пек йăваш çынсене, пеме хăяççĕ... Пĕр Самар хулинче кăна коммунистсемпе рабочисене сутсăрах пинĕ-пинĕпе иетĕмĕр, «вилĕм пуйăсĕпе» темиçе пин çын Çĕпĕре ăсатрăмăр. Çитменнине, вĕсен пуçлăхне персе вĕлерме хăтлантăмăр. Куншăн пире тав тумаллаччĕ. Вĕсем пур — хĕрлĕ террор пуçланă...
«Хĕрлĕ террор» тенине çеç ăнланаймарĕ Тарас, ыттине пĕтĕмпех ăнланчĕ. Салтакĕ Таллăри пуян ывăлĕ иккен. Вăл та хĕрлисене хирĕç çапăçма хăй ирĕкĕпе кайнă. Халĕ унăн та çапăçас килми пулнă. «Шуррисем патĕнчен тарма мар, аттене те хамăрпа пĕрле илсе каймалла пулать, — терĕ вăл. — Шăпамăр çавнашкал ĕнтĕ. Киввине шанмастпăр, çĕннинчен хăратпăр. Вăхăтсăр, айăпсăр, тулăксăр вилме пӳрнĕ пире. Е паянах вил, е каярах — леш «вилĕм пуйăсĕнчи» пек, нумай асап курса».
— Сана хистеместĕп, — хуравларĕ офицерĕ. — Хам пурпĕрех таратăп. Эп сан пек купца ывăлĕ мар, аптекарь ачи. Персен — печчĕр. Кунта юлсан та, кăмăл туртман ĕçшĕнех вилес пулать. Шанчăксăр, ĕненмесĕр çапăçакан çар нихçан та çĕнтереес çук...
Таллăран каялла таврăннă чух, кӳршĕ яла çите пуçласан, Тарас лашине чара-чара, ыттисенчен каярах юлчĕ. Кӳршĕ ял вĕçĕнче, лаша шăварса, ăна апат парса айкашрĕ вăл. Хăй, такам килессе кĕтнĕ пек, урам тăрăх ял тепĕр вĕçнелле пăшăрханса пăхкаларĕ.
Лерелле кайнă чух çак тĕлте, халăх хушшинче, пĕр сарлăка та сарă сухаллă çынна асăрханăччĕ Тарас. Те ытла тунсăхланипе, çав çын ашшĕ сăнлă курăннăччĕ ăна. Вăрçа кайиччен унăн ашшĕн те сухалĕ çавăнни пекчĕ. Тарас ун чух кăшт кăна: «Атте!» — тесе кăшкăрса ямарĕ. Анчах ашшĕ большевик пулнине вăхăтра аса илчĕ те лăштах пулчĕ. Ашшĕ сăнлă çын вара сасартăк вырăнтан хускалчĕ те урампа аяккалла утрĕ.
«Çук, йăнăшрăм. Кӳршĕ ялта мĕн туса пурăнтăр вăл?..»
Чулçырмана çитсе кĕрсен, кая юлнă лавçа Самана Тимĕркки тĕл пулчĕ. Темшĕн хĕпĕртерĕ, Тараса пырса çулăхрĕ:
— Замана! — кăшкăрчĕ вăл шăл йĕрсе. — Ерой! Кама куртăн кӳршĕ ялта? Ахтем Макарĕ Çветтуй Сахара куртăм тет. Чехсем аçуна палласан, тинех асап курса çветтуятухать вара вăл. Турă çырлах!
Тимĕркке аллисем нихçан та тĕк тăмаççĕ, пӳрнисем яланах мĕн те пулин хыпашлаççĕ. Вăл халĕ те урапа çинчи шăналăка турткаларĕ. Шăналăк айĕнче, утă ăшĕнче, хут чăштăртатрĕ: Тарас унта шуррисем манса хăварнă хаçата пытарнăччĕ. Тимĕркке ăна йăпăртах туртса кăларчĕ.
— Сана хаçат кирлĕ мар. Пар мана! Эп малтан тишкĕрсе кăшкăрса вулап, унтан хаçатне çурса, чикарккă чĕркесе, савăнса, ӳсĕрсе, тапак туртап, — çатăлтатрĕ аптраман Тимĕркке.
Самана мучин малтанхи сăмахĕсем Тараса хытă пăшăрхантарчĕç.
— Атте сăнлă çынна эпĕ те куртăм. Атте мар вăл — хаххул. Вăл хаххулла калаçнине, тупата туршăн, хам илтрĕм, — васкаса суйрĕ Тарас.
Тимĕркке ача сăмахĕсене хăлхана чикмерĕ, хăйĕннех çаптарчĕ:
— Эп сана хаçатшăн икĕ керенккă парăп. Керенский хăй тарнă, укçи юлнă. Мене кирлĕ мана унăн тăваткал хут татăкĕсем! Хĕрĕх тенкĕшĕн сана чăлах вырăс пĕр канфит парĕ.
Тимĕркке кĕсйинчен, чăнах та, икĕ çирĕм тенкĕлĕх керенккă кăларчĕ, Тараса тыттарчĕ. Хăй çавăнтах хаçатне кăшкăрса вулама тытăнчĕ:
— «В борьбе обретешь ты право свое!» Замана! Обретешь сирĕнпе, кĕтсех тăр! — Вуланинчен ытла хăй кăшкăрса митинглани пулчĕ. — Эсерсен юлашки хаçачĕ! Чехсем-мехсем, эсерсем-камвучсем пĕтрĕç ĕнтĕ. Хупланчĕç. Юрлас килет, ташлас килет... Пролетари всех стран, соединяйтесь!
Тимĕркке тавра çын пухăна пуçларĕ. Тарас, хуйха кайса, лашине тапратрĕ.
Чулçырмасем ăсатнă обоз юлашки пулчĕ. Юлашки обозри чехсем Тук кĕперне те çĕмĕрсе хăварчĕç. Хаçат вулакан Тимĕркке кăна мар, ыттисем те лайăх курчĕç вара: чехсем каялла таврăнма шухăшламаççĕ. Кĕпер çĕмĕрсе Хĕрлĕ Çара шыв урлă каçма кăшт та пулин чăрмантарасшăн ĕнтĕ вĕсем.
Кĕркунне кĕпер юсаса курманччĕ чулçырмасем... Ма юсас? Кĕçех çанталăк юпасăр кĕпер хывать. Çук, Хĕрлĕ Çара куç пек кĕтекен çынсем халь апла шухăшламарĕç. Никам хушмасăрах кĕпер юсама тытăнчĕç...
Хĕрлĕ Çар çав кĕперпе каçмарĕ. Вăл шуррисене урăх çулсемпе хăваласа кайнă-мĕн.
Чехсем иртсе пĕтнĕ хыççăн ик-виçĕ эрнерен ялта çĕнĕрен Совет суйларĕç. Суйлав пухăвĕ каллех Лешеккинче пулса иртрĕ. Анчах халь ялта «улаха» çӳрекен фронтовиксем çук ĕнтĕ. Вĕсем вăрмантан пĕри те таврăнмарĕç. Суйлав ирттерме Куçминкка ревкомĕнчен Хайкин хушаматлă юлташ кнлнĕ. Никам палламанскер. Хура çӳçлĕ, ялтăркка куçлă хитре çамрăк çын.
Килнĕ кун Хайкинăн пичĕ-куçĕ тасаччĕ. Тепĕр кунне, пуху пуçланнă çĕре, ун сăнĕ тĕксĕмленчĕ. Сухал тени çурхи курăк пек лаптăкăшпех шăтса тухнă, тути-янаххине кăна мар, питçăмартине те, пĕр тăнлавран пуçласа тенĕр тăнлав таран, пусса кайнă. Çамкипе пысăк курпун сăмси çеç хуралман.
Пухури çынсем хăшĕ чикан сăнлă оратор çине шиклĕн пăхаççĕ, хăшĕ сасăпа кулса ярасран аран чăтса лараççĕ. Ораторĕ çьшсене юриех култарма тăрăшмасть-и! Калаçнă чух пĕрмаях тути-çăварне «О» саспалли пек туса карать, «батрак» вырăнне «ботхак» тет.
Совета суйлама кама сĕнмеллине, камшăн агитацилемеллине чухлаймарĕ Хайкин. Ютран килнĕскер, никама та пĕлмест. Çынсемпе паллашас вăхăта бритва шыраса ирттерчĕ. Класлăх паллипе суйлăпăр-ха тесе, хăйне хăй лăплантарчĕ вăл. Доклад тунă чух фронтри ĕçсем çинчен каласа кăтартрĕ, пĕтĕм кĕпĕрнепех Совет влаçĕ çĕнĕрен йĕркеленни пирки калаçрĕ, Совета чухăнсене çеç суйламалла, терĕ.
Кандидатсене кăшкăрма пуçласан, Хайкин, аллине кăранташ тытса, кашни кандидат пирки тĕплĕн тĕпчесе пĕлме тăрăшрĕ: тарçă пулсан — миçе çул ĕçленĕ, кил хуçи пулсан — хуçалăхĕнче мĕн пур. Миçе лаша, ĕне, мĕн чухлĕ сурăх усрать, пӳртне мĕн витнĕ, кнлĕнче тата мĕн пур — пурне те пĕлесшĕн пулчĕ вăл.
Чулçырмаран такам, те чăнласа, те шӳтлесе, Чахрун Мишшине сĕнчĕ. Чăвашсем хушшинче кулкалани илтĕнчĕ. Ревком çыннине ку кандидат пнтĕ килĕшрĕ вара. Лаши çук, ĕни çук... Чăх-чĕпрен пуçне урăх ним те çук. Пĕчĕк тăм пӳртне улăм витнĕ. Улăмĕ те тахçанах çĕрсе çĕтĕлсе пĕтнĕ. Лайăх кандидат...
Сасăлас умĕн Пашка Ваççи çапах та асăрхаттарчĕ:
— Кахал вăл. Çавăнпа унăн ним те çук...
— Кулак теорийĕ вăл, капла калаçни. Пире шăп çавăн пек чухăнсем кирлĕ. Кам çак кандидата хирĕç, вăл Совет влаçне хирĕç пулать, — тавăрчĕ ăна Хайкин, куçне ялтăртаттарса.
«Теори» сăмахран Пашка Ваççи хăраса ӳкрĕ. Теме пĕлтерет-ха вăл! Совет влаçĕн тăшманĕ пулса тăрăн капла.
— Сирĕншĕн юрать пулсан, пирĕншĕн те юрать, — терĕ вара вăл, тутине пăркаласа.
Ыттисем те хирĕçмерĕç. Çапах çапкаланчăк лĕнчĕр-ленчĕр Мишшашăн алă çĕклесшĕн марччĕ. Вырăссем Осокин хушамата илтсен, харăс çĕклерĕç. Чăвашĕсем те çĕклем пекки турĕç вара. Мирски Тимукăн ятне асăнсан, никам та хирĕç пулмарĕ. Мĕн тăвăн — ĕмĕрех тарçăра ĕçленĕ — «ботхаках» ĕнтĕ.
Ютран килнĕ комиссар çынсене пĕлсе çитме тăрăшмарĕ. Суйлав ĕçне ăнăçлă ирттерме никам та хатĕрленмен темелле. Çапах кун пек калани тĕрĕсех пулмĕ. Хăшĕ-пĕри хатĕрленнĕ иккен. Чахрун Мишшин ятне вырăссем хушшине кĕрсе ларнă Мирски Тимук асăннă...
Хаярсемпе Медведевсен пуянпă Чухăн пирки чăн та хăйсен теорийĕ пур çав: хуçалăхшăи тăрăшакан çын — пуян, ĕçлеме ӳркенекен çын, наян-кахал — чухăн. Мăрзабай та Чахрунсем çине çапларах пăхатчĕ, вĕсене çын вырăнне те хумастчĕ. Халь унăн шухăш-кăмăлĕ улшăннă-шим вара?
Уйăх ытла таçта çухалса пурăнчĕ Мăрзабай. Киле таврăнсан, ăна килйышсем паллайми пулчĕç. Елĕк яланах лăпкăскер, халь турткаланчăк пулса кайнă. Арăмне те, аслă хĕрне те нимсĕрех вăрçать. Курма килнĕ Наçтука темшĕн хăваласа кăларчĕ. Укахви малтанах, ĕлĕкхи пек чашкăрса, ухмаха ернĕ упăшкине йĕркене кĕртме хăтланчĕ, сулăнса, çапмах тăчĕ. Иăваш Мăрзабай хальхинче сасартăк урса кайрĕ, «Пусап!» — тесе кăшкăрчĕ, çĕçĕ ярса тытрĕ. Çавăнпа Чурăс Укахви йăвашланчĕ, урай хăмине хускатмасăр çӳрекен пулчĕ.
Пурнăç, самана пирки Мăрзабай халĕ пушшех пăлханарах шухăшлама пуçларĕ:
«Комуч вăхăтĕнче халăх епле шăртланчĕ! Тĕттĕм чăваш ялĕсенче те комуч влаçне, çав «демократиллĕ» влаçа, пăхăнмарĕç вĕт: Чулçырма, алла хĕçпăшал тытса, влаçа хирĕç пăлханчĕ, Якалĕнче хăйне майлă «граждан вăрçи» пулса иртнĕ, Самлейĕнче чехсем кайичченех çĕнĕрен Совет суйланă. Халăхĕ те хăй ăссĕн пăлханман-ха, ăна ертсе пыраканнисем тупăннă. Чее ĕçлеççĕ çавсем: Назар йышшисене персе вĕлернĕ, çав вăхăтрах Хĕрлĕ Ваççапа Дятлова тĕкĕнмен. Пирĕн те чееленме тивет. Эпир Совет вла.çне хирĕç мар. Совета чухăнран чухăннисене суйлама пулăшăпăр. Килте алапаш çынсем Совет ĕçне те алапаш туса пыччăр...»
Çапла шутласа хунă ывăлне çухатнă хыççăн кăмăлпа пăтранса кайнă Мăрзабай.
Тинех вара вăл ялти куштансемпе пĕр шухăшлă пулас терĕ. Смоляковпа, Фальшинпа курса калаçрĕ. Лешсем Мăрзабай вĕсенчен пăрăнми пулнăшăн хĕпĕртерĕç, унăн сăмахне итлес терĕç. Кам урлă ĕçлемеллине хăйсемех лайăх пĕлеççĕ. Мăрзабайăн Тимук пур, Смоляков каллех Самана Тимĕрккине ĕçтерес терĕ. Фальшин та кирлĕ çынсене тупма пулчĕ. Яла пĕлмен айвантарах комиссарпа пĕр хирĕçмесĕрех, унпа нитĕ килĕшсе, çав вăхăтрах унран вăрттăн ĕçе тытăнчĕç кулаксем. Вĕсем тăрăшнипе, Хай-кина юраса, ял çыннисем Совета, чăн та, тарçăсемпе чухăнсене кăна суйларĕç.
Чăн тĕлĕнтермĕш ĕç ял Совечĕн пирвайхи ларăвĕнче пулса иртрĕ. Председателе кама суйлас? Мирски Тимук Чахрун Мишшине сĕнчĕ. «Михаил Иванчă Осокин председатель пулма тивĕçлĕ çын», — терĕ. Вырăссем кăшт турткаланма пăхнăччĕ. Епле вара, ял пуçлăхĕ нихçан та чавашран пулманччĕ. Хайкин вĕсене: «Совет влаçĕ пур çынна та, пур халăха та тан тăвать», — тесе ӳкĕте кĕртрĕ.
Çапла вара, хирте те, килте те нихçан тар юхтарса курман, хапхасăр, килкартисĕр Осокин ял Совечĕн председателĕ пулса тăчĕ.
Çын тĕсне çухатма пуçланă алпастă чăваша тахăшĕ ăспа тĕс кĕртме пуçланă. Такам ăна шупкаланнă симĕс гимнастеркăпа çунатлă йĕм тупса панă. Галифепе çăпата сырни килĕшмест, атă кирлĕ. Çакна Мишша час ăнкарса илчĕ. Анчах та унăн шефсем — те атă тупайман, те тăруках ытлашши тумлантарма асăрханнă — атă вырăнне темле хуп пек хулăн сăранран çĕленĕ пушмакпа обмотка тупса панă. Обмотка яваласа хăтланни çăпата сырни пекех ĕнтĕ, кансĕр ĕç. Обмотки тата урампа утса пынă çĕртех сӳтĕлсе каять... Мĕн тăвăн-ха, халлĕхе тӳсес пулать. Атă пулатех, терĕ Мирски Тимук. Елĕк шалнар пир йĕмпе çӳрекен Чахрунăн вăрăм пĕвĕ куçа кĕместчĕ, халĕ вара, — галифепе, пушмакпа, обмоткăпа, — вăл шăпах тăрна пек курăнакан пулчĕ...
Ял пуçлăхĕ пулнăранпа унăн сăнĕ те улшăнчĕ. Хырман сухалĕпе тураман пуçĕ кăна улшăнаймарĕç. Сахалтарах ĕçнипе этемĕн куçĕ-пуçĕ тăртанми пулнă, власть туйăмне пĕлнĕренпе куçĕ ялтăра пуçланă. Тин çынсем асăрхарĕç: Чахрун яштака пӳллĕ, хитре сăнлă çын иккен. Хăй тата шӳтлесе калаçма та пĕлет. Тепĕр енчен те тĕлĕнтерчĕ вăл ялйышсене: вулама, çырма та пултарать. Совет çуртĕнче час-часах хаçат тытса ларать. Ĕлĕк вăл, хĕрĕнкĕллĕ чух, этем мĕн каланине итлемесĕр, хăй кирлĕ-кирлĕ мара лапăртататчĕ. Халĕ вара, çын унпа калаçнă чух, çăварне чана чĕппи пек карса, пăру куçĕпе айваннăн пăхса ларать; çын сассине мар, таçта-таçта аслати кĕрленине тĕлĕнсе тăнлать тейĕн.
Çапла этем куçкĕретех улшăннине кура, ялйышсем ĕнтĕ çьш вырăнне те хура пуçланăччĕ Чахрун Мишшине, хăшĕ-пĕри вăл Мишша-салтакпа Самана Тимĕрккин çывăх тăванĕ пулнине те аса цлчĕç, Чахрун Мишши çапак та çын пулаймарĕ...
Кĕçех Мирски Тимук, Мăрзабай мĕн хушнине манса, Смоляковпа Хаяр Макара итлесе, председателе кашни каç ĕçтере пуçларĕ. Мĕншĕн ĕçтерни каярах палăрчĕ. Пĕррехинче, чăваш енче пуху пухса, председатель продразверсткăпа кам мĕн чул тырă памаллине список вуласа пачĕ. Ак хăçан Тимĕрккен чăн сасси пухура янăравлăн илтĕнчĕ:
— Кам сана çапла киревсĕр хăтланма вĕрентрĕ? Подкулачник эс, ача! Чухăнран та çирĕм пăт, Пуян Танюшран та çирĕм пăт...
Чахрун, çăвар карса, «аслати кĕрленине» кăшт тăнласа тăчĕ те:
— Эп айăплă мар, Куçминккаранах çапла хурса ячĕç, — терĕ.
Мирски Тимукăн сăмахне каларĕ ĕнтĕ. Тимĕркке хăйĕн ăнман тăванне сасартăк хăратса пăрахрĕ.
— Юрĕ, ыран Куçминккана тĕрĕслеме каятăп, — терĕ вăл.
Мăрзабай хăй пухăва çӳремест. Чахрун Мишшипе Мирски Тимук мĕн хăтланнине илтсен, вăл пăшăрханса ӳкрĕ.
«Ку çăткăнсемпе тăмсайсем халăха пĕчĕк ачана улталанă пек улталасшăн. Ытла путсĕр хăтланаççĕ. Ахалех çыхлантăм вĕсемпе», — ӳкĕнчĕ вăл.
Кĕçех тата яла тăшман çĕмĕрсе пыракан кĕперсене юсама пĕлекен çын килсе кĕчĕ. Çавăн хыççăн Чахрун председательте эрне те çӳреймерĕ. Мăрзабай та ĕлĕкех кăмăлламан куштансенчен пачах уйрăлчĕ...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...