Кĕпер :: Çĕнĕ çынсем
Хĕр качча кайсан, чăваш ăна çĕнĕ çын тесе чĕнет. Тумĕ чăнах та çĕнелет ĕнтĕ ун. Кăмăлĕ çĕнелсех каймасть пуль çав.
Кĕтери хăй акамĕнчен маларах çĕнĕ çын пулчĕ. Наçтук сурпан сырмарĕ, унăн тумĕ улшăнмарĕ, пурпĕр вăл та халь, Кĕтери пекех, çĕнĕ çын.
Кĕтери çипуçĕ вара чăнах та улшăнчĕ. Пуçне вăрăм сурпан сырчĕ вăл, умне кĕмĕл укçапа витнĕ сурпан çакки çакрĕ, пилĕкне тĕрленĕ сарă çыхрĕ. Хĕрарăм тумĕ килĕшет Кĕтерие. Хăлха патĕнче çакăнса тăракан кĕмĕл тенкĕсем çеç çиллентереççĕ: чупнă чух пырса çапăнса куçа шăтарма пултараççĕ вĕсем. Кăмăлĕ вара Кĕтерин качча кайнипе ним чухлĕ те улшăнмарĕ.
Зар Ехим те авланнăранпа пĕртте улшăнман. Арăмпа çывăрма пуçланăранпа ăна ăс та хутшăнман. Çамрăк арăмĕ ăна кӳпкет текеи сăмах та тухрĕ ял çине. Пулĕ те. Тĕтĕм вутсăр тухмасть, тенĕ ваттнсем. Аичах Ехим Васильчă хăрасах капмасть-тăр, ахăр: ĕçрен çаплах, каччă чухнехи пекех, пăрăнма тăрăшать. Хире е анкартине ĕçлеме каймалла чух чире перет. Ехимĕн ашшĕ те, амăшĕ те — йăваш çынсем, аслă ывăлне ачаш ӳстернĕ. Халь çакăншăн хăйсем те ӳкĕнеççĕ.
Ехим мĕн ачаран Санькăпа туслă. Çав чăвашла сĕрлесе калаçакан вырăс ачинчен Ехим те сассине тĕлли-паллисĕр хытарса сĕрлеме вĕреннĕ. Çавăнпа ăна, хĕрлемес са-рăскерне, Зар Ехим тесе чĕне пуçланă та.
Пĕррехинче Кĕтери анкартинчен çĕн тырă тиесе килчĕ. Хапха уçса, лашине тăм кĕлет патне пырса тăратрĕ. Ехим вĕт-шакăра хăй тавра пухнă та сарайĕнче хут çĕлен туса ларать. Кĕтери упăшкине михĕсем йăтма чĕнчĕ. Ку хăнк та тумарĕ, хĕрсе кайса «ĕçленипе» илтмерĕ те пулас. Вăл арăмĕ пушăпа пырса тивертсен тин сиксе тăчĕ. Ачи-пăчисем, çухăрашса, килкартинчен тухса сирпĕнчĕç. Зар Ехим ухмах пек ахăлтатса ячĕ, унтан юлхавлăн урапа патне пырса тăчĕ, михĕсене пĕчченех кĕлете тулта пуçларĕ. Хăйне пушăпа тивертнĕшĕн çилленмерĕ айван арçын. Кĕтери хут çĕлене çурса тăкнине курсан çеç хĕремесленсе кайрĕ.
— Ухмах... ухмах... ухмах! — чышкине пĕчĕк ача пек чăмăртаса, макăрас пек кăшкăрчĕ вăл: урăх сăмах тупаймарĕ.
Çамрăк арăм ирĕксĕрех кулса ячĕ. Вăл лашине хапха еннелле çавăрса тăратнă çĕре Ехим сăмах тупрĕ:
— Ейпох, салтака каяп. Санька тахçанах чĕнет мана. Назар пек, офицер пулса таврăнатпăр.
— Хуть паянах тухса кай, макăрмăп. Тен, енерал пулса килĕн, ача-пăча енералĕ...
Кĕтери лашине тапратрĕ. Ехим яр-уçă хапхана хупмасăрах килкартинчен тухса кайрĕ.
Каçхине Кĕтери упăшкине кĕтсе илеймесерех çывăрма выртрĕ. Лешĕ ирхине те таврăнмарĕ. «Пулла каç выртмалла кайнă пуль», — терĕ ашшĕ. Кĕтери, Ехиме кĕтсе иле-сех тесе, паян киле юлчĕ. Анчах Ехим кăнтăрлана та таврăнмарĕ. Вара çĕнĕ çьш, упăшки чăнахах «енерал» пулма кайман-ши тесе, пăшăрхана пуçларĕ...
Кĕтери Тук хĕрринчен чупса хăпаракан ачасене курчĕ те чĕнсе илчĕ. Пĕри Пали ывăлĕ Пăнтти пулчĕ, ĕлĕкхи кӳршĕ ачи, теприне пĕлсех те каймасть. Ехим пек хĕрлемес сарă пуçлă ача. Кĕтери çавсене тĕпчеме пуçларĕ.
— Ехим пичче пире çĕлен ярса кăтартатех тесе, эпир пурте ăна Санькăсен хыçĕнче, Тук хĕрринче, кĕтсе тăтăмăр, — терĕ Пăнтти, — вăл вара хут çĕлен пирки асăнмарĕ те, ма шыва кĕместĕр тесе çеç ыйтрĕ...
Унтан, Пăнттие пӳлсе, сарă пуçли палка пуçларĕ:
— «Паян шыва кĕме юрамасть. Ĕнер Илья пророк шыва пăр янă. Анне каларĕ, каламасăр та пĕлеп, Илен кунĕ иртсен, нихçан та шыва кĕмеççĕ», терĕ Якрак. «Елĕк çаплаччĕ, халь вара революци», терĕм эпĕ. «Революци! Кĕтсех тăр. Виçĕ Якур тарнăранпа революци пĕтнĕ», терĕ Якрак. Пĕтмен, Мишша-салтак пирĕн аттесемпе каллех революци туса килет», терĕм эпĕ. Чут çапăçса каяттăмăр. «Мишша-салтак хăй каларĕ-и сана?» терĕ Якрак. «Мишша-салтак мар, Тарас каларĕ мана», терĕм эпĕ. Тарас вăл тем те пĕлет. Кĕтери акка, Тарас ăçта, ма пирĕнпе выляма тухми пулчĕ вăл? — ыйтрĕ сарă çӳçли юлашкинчен.
— Тарас сирĕн пек услап мар. Вăл утă çулма та пĕлет. Халь хирте кĕлте çыхать, — терĕ Кĕтери çилленчĕк сасăпа. — Ну, малалла мĕн пулчĕ вара, Ехим пиччӳ ăçта кайса кĕчĕ?
— Ниçта та кайса кĕмерĕ, — лешĕнчен лăпкăрах калаçа пуçларĕ Пăнтти. — Эпĕ Тарасран пĕр çĕнĕ юрă вĕреннĕччĕ. Çав юрра юрласа кăтартас терĕм ачасене. Ак çапла.
Вăл, тиечук пек, малтан ӳсĕркелесе илчĕ те кĕмĕл шăнкăрав пек çинçе сассипе янраттарса та ячĕ:
Смело, товарищи, в ногу!
Духом окрепнем в борьбе...
Кĕтери ачи çăварне ал лаппипе хупларĕ.
— Ан çухăр, ухмах! Большевиксен юрри вăл.
Сарă пуçлă ачи кулса ячĕ те каллех хăй сӳпĕлтете пуçларĕ.
— Ехим пичче те Пăнтти çăварне шăп çапла хупларĕ: «Чарăн ухмах. Чехсем илтсен, юрлаканнин пуçне касаççĕ, итлекеннисене нухайккапа пĕçертеççĕ», терĕ. Ачасем пурте хăраса ӳкрĕç, эпĕ хăрамарăм. Пăнтти те хăрамарĕ. Эпир Пăнттипе никамран хăрамастпăр.
Ку хĕрлемес сарă пуçлă ача калаçасса та Ехим пекрех калаçма тăрăшать. Кĕтери тӳсеймерĕ, кулса ячĕ.
— Юрĕ-çке, эсĕр паттăр ачасем, никамран хăрамастăр. Тата мĕн пулчĕ вара? — тĕпчерĕ вăл малалла.
— Смоляков Петьки — пиччĕшĕ пекех усал ача, — юлташне çăвар уçма памасăр, каллех пакăлтатса кайрĕ сарă пуçли. — Вăл: «Атъăр, карателле выляр», терĕ. Каратель пулма нухайкки те пур унăн, чĕн чӳлĕкрен тунă. «Ехим пичче офицер пултăр, Пăнтти, ашшĕ пекех, Пали пулать, Унтри чехсенчен хăрамасть-тăк, Шатра Микка пулать», терĕ. Ман пирки каларĕ ĕнтĕ. Ехим пичче чăнахах офицер пек усал сасăпа кăшкăрса пăрахрĕ: «Большевик юррине юрланăшăн пĕçертĕр вĕсене нухайккапа!» терĕ.
— Нухайккапах пĕçертрĕç-и вара сире? — чăнахах пăшăрханса ӳкрĕ Кетери.
— Пĕçертĕç пире! — ахăрчĕ Ехйм хăраххи. — Эп Петька нухайккине туртса илтĕм те шыва утса ятăм. Пăнтти те хăйĕн ашшĕне шар кăтартнă пирки асăннăшăн çилленсе кайрĕ. Вăл Петькăна çапса антарчĕ, унтан ыттисене тӳпелеме тытăнчĕ. Эп те пăхса тăмарăм. Вăл кашкăр пек вăйлă, эп пăсара пек хаяр. Пĕрре шар кăтартаттăмăрччĕ вĕсене, Санька чăрмантарчĕ. Вăл таçтан килсе тухрĕ те, ачасем пурте унран хăраса тапса сикрĕç. Усал вăл. Санька Ехим пичче пек мар...
Урăх ним те пĕлтереймерĕç ачасем Кĕтерие. Санькăпа Ехим кĕпер урлă каçса Лешеккине кайнине урăх ачасем курнă, тет. Вара Кĕтери Наçтукпа курса калаçас терĕ...
Наçтук çĕнĕ çын пулни иккĕмĕш эрнене çеç кайрĕ-ха. Вăл çĕнелнине курма пушшех йывăр. Унăн майралла тумĕ пĕртте улшăнман. Кăмăлĕ пăтрана пуçланине çынна кăтартмасть вăл, хăйне хăй тытма пĕлет. Паян Наçтук та, Кĕтери пекех, упăшки çухалиă пирки пăшăрханса ларать. Халăхри пек каласан, çамрăк мăшăрăн чуп-чуп уйăхĕ пулать. Санькăпа Наçтукшăн çав уйăх пулмарĕ.
Хирĕçӳ мĕнле ытла час пуçланса кайрĕ-ха? Наçтук нумай шухăшлакан пулнипе упăшкине ытла салхуллă пек курăнчĕ. Санька çавăн пирки çĕтĕлсе тĕпчеме пикенчĕ. Вара Наçтук хăй шухăшне упăшкине каласах тере.
— Мĕнле пурăнма шухăшлатăн, Саня? — ыйтрĕ Наçтук.
Санька ун пирки нихçан та шухăшламан. Вăл кулса ячĕ те арăмне ыталаса чуптурĕ:
— Ак çапла пурăнма шутлатăп, — терĕ.
Арăмĕ куншăн савăнсах каймарĕ: упăшки çумне çыпçăнмарĕ те, ăна тĕртсе те ямарĕ. Малашлăх пирки пăшăрханса калаçнăран вĕриленсех кайрĕ:
— Ялан çапла пĕрне-пĕри чуптуса кăна ларăпăр-и? Мĕнле пурăнăпăр: аçусемпе пĕрле-и, уйрăм-и? Аçун çемйи пысăк: шăллусем, йăмăкусем пур. Аçу лавкка тытса пурăнать. Эсĕ лавккаçă пулас тетĕн-и? Çĕр ĕçне пĕлместĕн, хура ĕçе хăнăхман, учитель пулмалăх вĕренеймен. Самани пăтранчăк халь, тем еннелле каять-ха. Хăш еннелле кайсан та, хамăра тăранмалăх ĕçлес пулать. Эпĕ хальччен ĕçре питех пиçмен, çапах пĕр ĕçреи те хăрамастăп. Санăн, тата кăшт вĕренсе, учитель пулма тăрăшасчĕ.
Санька тĕлĕнсе кайрĕ. Наçтук ашшĕ килĕнче те тĕрĕ тĕрлесе е кĕнеке вуласа çеç ларатчĕ. Халь мĕн кирлĕ-ха ăна? Мĕн ухмахланать вăл? Çăмăлттай Санькăна хальччен кун пек шухăшсем аптратманччĕ. Авлансан, шухăшлама та тивет иккен. Самана шăршине тин туйса илчĕ-мĕн лавккаçă ывăлĕ. Ахальтен мар Назар хаярланса çитнĕ. Вăл пуянсен, лавккаçăсен çăмăл пурнăçне хӳтĕлет. Осокинсем, Чугуновсем çĕнтерсен, унăн та Наçтукпа çĕр ĕçне ĕçлеме тивет-и? Пирвайхи хут çапла шухăшласа, малашлăхран хăраса ӳкрĕ Санька. Тата ак Санькăпа пĕр çулхисене те салтака илмелле, теççĕ. Чăнах та, Назар отрядне кайса кĕмелле мар-и?..
— Пире учредиловка салтака илет, теççĕ. Çавăнпа эпĕ булдыр отрядне кайса çырăнас тетĕп, — терĕ Санька, чылай вăхăт сăмах чĕнмесĕр выртнă хыççăн. Наçтук ирĕксĕрех кулса ячĕ:
— Арăмун пиччĕшĕ пултăр мар, хунчăкам пулать. Чăваш чĕлхине ан пăс. Вырăслах калаç ĕнтĕ, — терĕ.
— Шуйттан пĕлсе çитерĕ кунта сирĕн чăваш чĕлхине, — аллине сулчĕ Санька. — Хурăнташ ытла нумай сирĕн: булдыр, хунчыгам... Вырăсла шурин — и все. Назар Павлович халь ман çывăх хурăнташ пулать тесе каласшăн эп. Ун патĕнче мана лайăхрах пулĕ. Тепре каласан, унта шанчăклăрах. Салтака кайсан, вăрçа лекетĕн. Карательсене вăрçа ямаççĕ. Упăшкуна вăрçăра вĕлерттересшĕн мар пуль те эсĕ?
Санька çапла каланă хыççăн хирĕçсе кайрĕ те ĕнтĕ Наçтук. Малтан вăл пиччĕшне хурласа пăрахрĕ. Унтан упăшкине: «Эс хăравçă, Чее Миття хăраххи», — тесе намăслантарса пĕтерчĕ. Санька кăмăлсăрланчĕ. Анчах шарла-марĕ, ашшĕ вĕсем хирĕçнине ан илттĕр тесе, çывăрма сарайне, урапа çине, кайса выртрĕ.
Наçтукăн пĕркунтанпах ăш вăркать. Çакна вăл малтан асăрхаманçи пулчĕ. Çĕнĕ çын пулнă хыççăн, хăйне хăй ул-таласа та пулин, пĕр тĕрлĕ лăпкă кăна телей тупма ĕмĕт-ленчĕ вăл. Пулмарĕ. Юрату савăнăçне те туйсă илеймерĕ вăл. Анчах мĕн-ха вăл çав, юрату тени? Пур-и вăл, çук-и? Хĕве хупнă каç Наçтука йĕрĕнтерчĕ кăна. Хĕрарăм телейĕ çапла иккен вăл! Ача тума та çăмăл мар, теççĕ. Çапах тӳсес пулать. Çитменнине тата, хĕрарăмăн савăнăçĕ те ачара çеç пуль. Çапла шухăшларĕ ун чух савăнăç куркине тутанайман хĕрарăм. Çавăнпа, ытлашши тарăхмасăрах, Наçтук ĕмĕрне чăтăмлă, упăшкипе килĕшӳллĕ пурăнса ирттерме хатĕрленнĕччĕ. Çук килĕшӳллĕ пурнăç хăвăнтан çеç килмест иккен, ытларах мăшăр кăмăлĕнчен килет. Санька кăмăлне унччен пĕлсех кайман çав Наçтук.
«Çăмăлттай, кахал, хăравçă çын, — шухăшларĕ вăл халĕ. — Çитменнине тата, хăй, пичче пек хаяр кăмăллă мар пулин те, унпа пĕрле ирсĕр ĕçе хутшăнма хатĕр. Атте пиччене ырламарĕ, Чее Миттяна юратмарĕ. Çавăншăнах мана васкаса качча пачĕ. Халь тата унăн кĕрӳшĕ, ман упăшка, çавсен хăраххи пуласшăн. Салтака ирĕксĕр илеççĕ. Салтака илсен, хуйхăрăттăм, çапах тарăхмăттăм. Ку вара чыссăр ĕçе хăй ирĕкĕпе хутшăнасшăн».
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...