Кĕпер :: Хир енчи хулара
Авандеев таврăнсан, Блюхер отрячĕ, Дутов пĕр хушă анăçалла пăрăнманнине кура, Самара пулăшма васканăччĕ те... ĕлкĕреймерĕ. Вара отрядшăн чи йывăр кунсем çитрĕç. Самара илнĕ хыççăн чехсен корпусĕ Еихӳ еннелле те, Оренбург еннелле те сарăлчĕ. Блюхерăн Самаршăн мар, Пăслăкшăн çапăçмалла пулчĕ. Пĕчĕк хула икĕ хут алăран алла куçрĕ. Чехсем Пăслăк фронтне тата темиçе полк тăратсан тин вара Блюхерăн пĕр полк шутне те çитеймен отрячĕ каялла, Оренбург еннелле, чакрĕ.
Блюхера хăшĕ-пĕри, Пăслăкран кăнтăр-хĕвеланăç еннелле кайса, Чапаевпа пĕрлешме хистенĕ. Отряд пирки кăна пăшăрханнă пулсан, тен, çапла тунă пулĕччĕ те-и паттăр командир. Çук, апла тума пултарайман вăл, çапăçа-çапăçа чакса, Оренбурга тăшманран хӳтĕлеме тăрăшнă.
Кĕçех тăшмансем Оренбург хулнне те йĕри-тавра çавăрса илнĕ. Çурçĕрпе хĕвеланăç енче — чехсем, кăнтăрпа хĕвелтухăç енче — Урал тăрăхĕнчи пăлхавçă казаксем.
Вара Блюхер Оренбург таврашĕнчи пĕтĕм революциллĕ вăя пухса пĕрлештерет те çав ултă пинлĕ çара пĕтме памасть. Ана вăл çурçĕр еннелле, тăшман аллинчи çĕршыв урлă темиçе çĕр çухрăмлă çулпа, ертсе каять, хăйĕн çарне, вутлă ункăран кăларса, Хĕрлĕ Çарпа пĕрлештерет...
Кăяш Тимкки Пăслăкра вăрттăн ĕçлеме юлать. Революцишĕн хĕçпăшалпа кĕрешме хатĕр çынсене пухма тытăнать. Икĕ ушкăн пухма шутлать Тимкка: пĕрне — хулан хĕвеланăç енчи хыр вăрманĕнче, теприне — тухăç енчи хура вăрманта.
Пăслăк уесне хир енĕ тесе шутлаççĕ, хулине — хир енчи хула теççĕ. Ку сăмахсем чугун çул тăвакансенчен тухса кайнă пулмалла. Хыр вăрманĕнчен иртсен, Пăслăк çывăхĕнче хир енне çитсе кĕнĕ пек туйăннă-тăр вĕсене. Хуларан кăнтăр еннелле — вĕçĕ-хĕррисĕр тӳремлĕх, çеçенхир. Хули те Самар шывĕ çинче, айлăм та тӳрем вырăнта ларать. Çулла, типĕ çилсем вĕре пуçласан,.хула урамĕсене хăйăр çуса каять...
Хуларан ик-виçĕ çухрăмра, çурçĕртен кăнтăр еннелле, çӳллĕ ту йăранĕ тăсăлса пырать. Ту тăррипе айккисем çап-çара, аркипе хушăкĕсенче вара юманлăх кашлать. Унта этем кĕрсе çӳремен чăтлăхсем те пур, теççĕ. Çывăхрах çурçĕр-хĕвеланăç еннелле таçта çити тăсăлакан хыр вăрманĕ пуçланать.
Кăнтăр енче, хулараи пилĕк-ултă çухрăмра, пĕр питĕ хитре вырăн пур. Улах та тӳлек ĕнтĕ. Çак тĕлте виçĕ юханшыв пĕрлешеççĕ: Самар шывне çылтăм енчен Тук, сулахай енчен Пăслăк юхса кĕреççĕ. Çакăнта çитсен ту йăранĕ, Тук тăрăх хĕвелтухăçнелле пăрăнса, пĕтсе пырать. Кунти ту хушăкĕсенче çĕр хăвăлĕсем пур. Çынсем хăшне пĕлеççĕ, хăшне пĕлмеççĕ те. Ту хыçĕнче хула çывăхĕнчи Сухоречка ялĕн пĕр вĕçĕ пуçланать. Çак вырăн тепĕр енчен те питĕ меллĕ: çывăхрах чугун çул иртет, виçĕ çухрăмра — Пăслăк станцийĕ, çичĕ çухрăмра — разъезд. Тук вăрринчен кăшт çӳлерех ĕлĕк арман пулнă. Халĕ унта хуралтăсен ишĕлчĕкĕсемпе арман пĕви çеç тăрса юлнă. Хула çыннисем кунта çӳремеççĕ, ялтан та килсе тухаканах çук. Сайра хутра çеç Сухоречка ачисем пулла килкелеççĕ.
Çакăнта, кив арманăн ишĕлчĕк хуралтинче, укомăн юлашки ларăвĕ, вăрттăн ревкомăн пирвайхи ларăвĕ, пулса иртрĕ. Вăрттăн ĕçлекен уес ревкомĕн пуçлăхĕ губревком полномочийĕпе килнĕ Авандеев пулса тăчĕ.
Паян çак ларура тата икĕ вăрттăн ревком турĕç. Пĕри хĕвеланăç енче, хыр вăрманĕнче ĕçлемелле, тепри хĕвелтухăç енче — хура вăрманта.
— Подвойский юлташ мана тăшмана хирмелли савăл хатĕрлеме хушрĕ. Вăрманта хатĕрленĕ савăлсем çирĕпрех пулĕç, — терĕ Авандеев.
Хыр вăрманĕнчи ревком пуçлăхĕ пулма унччен уком секретарĕ пулнă Ильин юлташа палăртрĕç. Хĕвелтухăçĕнчи ревком пуçлăхĕ Осокин пулать. Вăрманти ревкомсен задачи: чи малтан ялти коммунистсене, вилĕмрен çăлса, пĕр çĕре пухмалла, унтан вара партизан отрячĕ тумалла.
Осокина сăнран мар, хушаматран çеç палларĕ Авандеев. Мишша-салтак Кăяш Тимккишĕн кĕтмен парне пек пулчĕ. Пĕрне-пĕри хальччен курманччĕ-ха вĕсем. Тимкка Чулçырмара пулкаланă вăхăтра Мишша салтакраччĕ. Ана Блюхер отрядĕнчен Ильин хăех суйласа илнĕ-мĕн.
Лару пĕтсен, Авандеев Осокинпа уйрăм калаçрĕ, ăна чăвашла пуплесе тĕлĕнтерчĕ.
— Эпĕ сана унччеи каламарăм. Кăяш Тимкки эпĕ, Самлей чăвашĕ. Санпа пĕрле ĕçлеме палăртнă юлташсем — сан янташусем. Эп вĕсене Блюхер отрячĕ кунта чух уйăрса илтĕм. Иккĕшне тӳрех Весуккана ăсатрăм, пĕри сирĕн пата каярах пырĕ...
Мишша-салтак тĕлĕннĕçемĕн тĕлĕнет. Мереккелле те сейĕрле вылянă пек пулса тухать-ха. Самлей чăвашĕ Чулçырма чăвашне Мăрзабай Çимунĕпе, Ятрус Хрулккипе тата... Илюшăпа, Чугуновпа, тĕплĕн паллаштарма тăрăшать.
— Вырăс ачине хăварма шутламанччĕ, хăй питĕ йăлăнчĕ, ялта ман Хĕрлĕ гварди пур тесе илĕртрĕ мана. Ачи шанчăклă та, юнĕ ытлашши вĕри. Ятрус Хрулккине пĕлетĕнех пуль ĕнтĕ. Сирĕншĕн шанчăклă хӳтлĕх пулать вăл. Мана е хăвна шаннă пекех шан ăна. Маншăн учитель те, атте те пулчĕ вăл: Хрулкка халĕ пирĕн майлă пулнине никам та пĕлмест, эсер тесе шанаççĕ ăна тăшмансем. Старике упрăр. Николаевĕ, чухларăн пуль, Мăрзабай таврашĕ. Ун пирки, пуян çемьерен тесе, ан иккĕлен. Чĕрепе те, ăстăнпа та революцие татăклă йышăннă вăл, пирĕн ĕçшĕн вилме хатĕр. Анчах асту, чăн та вилсе кайма пултарать. Сурансăр вырăн юлман ун. Сĕм вăрманпа Ятрус старик ăна чĕртессе шанатăп.
Федотов пирки Осокин хальччен пачах илтменччĕ. Вăл Лешеккинчи тиечук ывăлĕ иккен. Прапорщик. Блюхер отрядĕнче командир пулнă. Партнзан отрячĕ тусан, командир пулма пултарать. Халĕ, офицерла тумланса, хулара юлнă. Ревком разведчикĕ.
Кив арман хуралтисем хула енче мар, сăрт енче. Хăрушлăх сиксе тухсан, ту хушăкĕнче пытанма питĕ меллĕ. Çыхăну тытма уйăрнă çынсем вара çакăнта «пулла» килмелле иккен.
Пулас ревкомсен членĕсем тĕрлĕ еннелле саланчĕç. Халăх пирки ялан юратса калаçакан Леонид Федотов пĕлтĕр ялта Назарпа курса калаçнă хыççăн нумаях иккĕленсе пурăнман, кĕр еннелле большевиксен партине çырăннă. Октябрь кунĕсенче вăл Питĕр таврашĕнче çапăçнă. Хĕлле ăна Хĕрлĕ гварди отрячĕпе Челябинск таврашне ăсатнă. Тăван хулана вăл тепĕр хут Ьлюхер отрячĕпе килсе лекрĕ.
Кăмăлпа çемçешкерехскер, офицер е Хĕрлĕ Çар коман-дирĕ пулма шухăшламанччĕ Леонид. Вăл учительте е пĕр-пĕр наука тĕлĕшĕпе ĕçлеме ĕмĕтленетчĕ.
Хытă самана çемçешке кăмăла та хытарать. Тепĕр «çемçешке» тата, йывăр кунсем килсен, чĕринче хальччен пытанса упраннă вăй-халне, паттăрлăхне сасартăк палăртать. Çавнашкал çын пулнă ĕнтĕ Каменкăри тиечук ывăлĕ.
Офицер тумĕ килĕшет Леонида. Сăнпа та, калаçнипе те питĕ интеллигентлă çын пек курăнать вăл. Шуррисем иăпăр-япăрах чухласа илес çук вăл мĕнле офицер иккенне. Унăн, хулари ĕçсене сăнаса, «пулла çӳресе», пĕр-икĕ эрне Пăслăкра пурăнмаллаччĕ. Хайхи виçĕ кун та пурăнаймарĕ, — унăн, вилĕмрен аран хăтăлса, хуларан тармалла пулчĕ.
Нихçан суйса курманскер, Леонид ĕнтĕ суйма та хăнăха пуçланăччĕ; юри тĕпчесе калаçман çынсем умĕнче суясси нимех те мар вĕт. Хĕрлисем вăхăтĕнче килте хӳре хĕстерсе пурăннă офицер вăл. Халĕ, ак, шуррисем çĕнтерсен, арчара усранă погонĕсене çакрĕ, шурă çара хутшăнса, хĕрлисемпе çапăçма та хатĕр. Çав кăна.
Анчах юри тĕпчесе калаçма пултараканни те тупăнчĕ. Пĕррехинче Леонид урамра кĕтмен çĕртен Мăрзабай ывăлне тĕл пулчĕ. Кунран пытанма хĕнрех. Çапăх шикленмерĕ хăй, «авалхи тусне» тĕл пулнăшăн «савăнса» калаçрĕ. Лешĕ тусне пĕлтĕрхи пек ыталамарĕ. Малтан тĕпчесе куçран пăхрĕ. Ыйтасса нимех те ыйтмарĕ, халлĕхе ĕненчĕ пек. Каçхине хăй патне хăнана пыма чĕнчĕ.
Назарпа тĕл пулни пĕр енчен лайăх. Хыпарсем ытларах пĕлме пулать. Çав вăхăтрах ку тискер çынран хытă сыхланмалла.
Каланă вăхăт çитеспе ревком разведчикĕ авăрланă револьверне кĕсйине чикрĕ те чĕннĕ çĕре васкасах кайрĕ.
«Ик-виç сехет хушшинчех эп камне тĕрĕслеме ĕлкĕреймĕ-ха», — шухăшларĕ вăл.
Назар хăйĕн «авалхи тусне» хăй меслечĕпе тĕрĕслеме шут тытнă пулнă иккен. Ун хваттерне Леонид хула хĕрринче шыраса тупрĕ. Чим-ха... мĕн ку? Чул хӳмеллĕ чул çурт. Хапха умĕнче часовой тăрать. Иртсе кайсан лайăхрах пулмĕ-ши?
Офицер пӳрт номерĕсене сăнаса килнине курсан, часовой ăна хăех чĕнчĕ:
— Эсир, ваше благороди, Федотов прапорщик пулсан, кĕрĕр. Назар Павлович сире кĕтсе тăрать.
Малалли тĕлĕкри пек хăвăрт пулса иртрĕ — шухăшласа тăма вăхăт та пулмарĕ.
Назарĕ, чăнах та, хăнине ĕçме-çимепех кĕтсе илчĕ. Хăй вара малтанхинчен те кăмăллăрах калаçать.
— Сан валли пĕр хаклă парне хатĕрлерĕм, Леонид, — терĕ вăл, темшĕн куçне хĕссе. — Сисетĕп ĕнтĕ, эсĕ те халь хĕрлисене ман пекех кураймастăн. Сан кăмăлна тупас терĕм. Сĕтел хушшине лариччен пĕр мухтавлă ĕç тăвар-ха.
Çапла сăмахлакаласа, Назар хăнине килкартине ертсе тухрĕ. Унта, чул хуралтă тавра, пăшаллă часовойсем çӳреççĕ иккен: паçăр, пӳрте кĕнĕ чух, çакна Федотов асăрхаман та.
«Тĕрме-ши кунта е контрразведка-ши?» — çиçсе иртрĕ шухăш Леонид пуçĕнче.
Назар команда панă хыççăн часовойсем хуралта алакне уçа пуçларĕç.
Хĕрлисен генералне тытрамар, — терĕ Назар, Федотов енне çаврăнса. — Паçăрах пемеллеччĕ те ăна, сан валли хăварас терĕм. Тен, çыннине паллатăн та пуль: кунти уесри çар комиссарĕ пулнă.
Леонид хуралтăран кăларнă çынна пĕрре пăхсах палларĕ: чăнах та, Сучков юлташ. Хăйне курнăччĕ, анчах паллашса ĕлкĕрейменччĕ...
— Аçта, кунтах перетĕр-и? — ыйтрĕ Леонид, сассине лăпкăрах кăларма тăрăшса.
— Кунтах пуçланăччĕ те... Шăрăх, час шăршланать. Ав, инçех мар, улăхра, шăтăк хăйсенех алттартăмăр. Ку паян вунпĕрмĕш. Сан тӳпӳ. Эсĕ çак тăшмана пеме салтаксене команда парăн. Кăмăлу пулсан, хăвах пер. Сан мĕн, кольт-и е браунинг-и? — Назар Леонидăн мăкăрăлса тăракан кĕсйи çине куçĕпе сĕлтрĕ.
— Кольт. Юрĕ, хамах перĕп, — тесе, Леонид кĕсйинчен револьверне туртса кăларчĕ.
Çук, Назарăн та шалчи тулман курăнать, Леонидăн та вилме вăхăт çитмен пулнă иккен-ха... Çав самантра пӳртрен салтак чупса тухрĕ.
— Полковник чĕнет сире, ваше благороди, телефон çĕмĕрсе кăшкăрать. Часрах...
Назар, аллипе сулса, конвоя тăхтама хушрĕ, хăй пӳр-телле ыткăнчĕ.
Конвоирсем — леш часовойсемех. Вĕсем Назар алă сулнине асăрхаймарĕç, анчах офицерсен юлашки сăмахĕсене лайăх илтнĕ-мĕн. Комиссара, çурăмĕнчен чыша-чыша, хапха еннелле уттарчĕç. Федотов, револьверне алăра вы-лятса, вĕсем хыççăн утрĕ. Пуçа пĕр шухăш çеç пăралать: «Хапхаран тухса, пӳрт хыçне пулма ĕлкĕресчĕ». Чун-хавал кăна васкать çав. Урана васкатма юрамасть. Çапах та, хапхаран тухсан, сассине хаяртарах кăларма тăрăшса, конвоя васкама хушрĕ. Хапха умĕнчи часовой тĕлĕнмерĕ, ку та большевика персе курасшăн терĕ пулмалла.
Пӳрт хыçне пăрăнса ӳксе, шăтăк еннелле пĕр хĕрĕх утăм пек утсан, «офицер», конвоирсен умне тухса, комиссара револьверпа чышрĕ.
— Васка, вăхăт сахал пирĕн, — терĕ вăл. Хăй çав самантра варт! çаврăнса тăчĕ те револьверĕпе салтаксене тĕллерĕ: — Пăрахăр пăшалăрсене, ну! — терĕ вăл лăпкă та çирĕп сасăпа.
Тĕлĕнсе хытса кайнă салтаксем пăшалĕсене лаштах пăрахрĕç.
— Каялла çаврăнса, пилĕк утăм тăвăр. Халь вырăнтан ан хускалăр.
Шуррисен полковникĕ те пулăшать-ха Федотова — Назар çаплах курăнмасть. Халь ĕнтĕ комиссарăн хыçала çавăрса çыхнă аллисене салтасси çеç юлчĕ. Леонид, сулахай аллипе кĕсъерен çĕçĕ кăларса, чĕн пăява касрĕ. Унтан конвоирсен пĕр винтовкине Сучкова тыттарчĕ, теприне хăй илчĕ те кĕпер еннелле чупрĕ.
— Унталла мар, ман хыçран чуп, — тинех сасă кăларчĕ комиссар. — Кĕперпе хăваласа çитме пултараççĕ. Тӳрех шыва сикĕпĕр.
Самар çыранĕ инçех те мар. Тревога хускалман-ха.
— Пăрах пăшална. Хăвăртрах чупар! — вилĕмрен чĕрĕлнĕ комиссар халь ĕнтĕ хăй команда пачĕ.
Çырана çитсе шыва сиксен, Сучков шывра шĕмпĕртете пуçларĕ, пит-куçне хытса ларнă юнран çуса тасатрĕ, ăшĕ каниччен шыв ĕçрĕ.
— Кунта ăшăх, ишмелли пĕр-ик хăлаç кăна, — терĕ вăл.
Таркăнсем шыв урлă каçса хăвалăхри тĕм айне канма ларсан, хула хĕрринче тревога пуçланчĕ.
— Салтакĕсем эс команда парасса кĕтсе тăчĕç-ши е хăйсем те тарчĕç-ши? Тарман пулсан, сан тусу персе вĕлерет вĕсене, — терĕ Сучков, унтан чышкипе хула еннелле юнаса: — Эсир ман алла лексен, вĕçерĕнеймĕр! — тесе кăшкăрчĕ.
Вилĕмреи çăлăннăшăн савăннипе ним калама та пĕлмест кĕлеткипе пысăк та кăмăлĕпе ача пек комиссар.
Халĕ те тăна кĕрсе çитмен Леонид шарламасть. Уншăн çак теветкеллĕ те хăрушă ĕçе вăл мар, пачах урăх çын тунă пек туйăнать.
Пăртак сывлăш çавăрнă хыççăн лăпланнă пек пулсан, Сучков Федотова контрразведкăна пырса кĕнĕшĕн хытă ятларĕ.
— Полковника тав ту. Вăл çине тăрсах шăнкăравламан пулсан, эпĕ кăна мар, эсĕ те пĕр тулăксăр пĕтеттĕн, — терĕ вăл.
— Çапах та пĕр усал офицера персе вĕлереттĕм-ха.
— Ун пирки ан пăшăрхан. Ку тнскер эсремете сана памастăп. Манран нимле полковник та, генерал та хăтараймĕ ăна.
Юланутсем тӳрех кĕпер урлă кустарчĕç. Тĕттĕмленсе килет.
— Кунта пăрăнаймаççĕ вĕсем. Пăрăнсан, лачакана путса вилеççĕ. Ту аркине çитичченех шурлăх сарăлоа выртать ку тĕлте. Çӳрес тесен, сукмакĕсене пĕлмелле. Аçталла каймаллине кана кала, шанчăклă сукмакне тупăпăр ăна. Ревком пуçлăхĕ Авандеев пулать тенине илтнĕччĕ. Хăйне курса паллашма ĕлкĕреймерĕм, — чарăнмасăр пăшăлтатрĕ Сучков.
Ир еннелле таркăнсем Тук вăррине хирĕç ларакан ту хушăкне çитрĕç. Вĕсене ревком патрулĕ чарчĕ, аллисене çӳлелле çĕклеттерчĕ.
Авандеев иккĕшне те хула таврашĕнче хăвармарĕ. Пĕрне Весуккана, Осокин патне, теприне хыр вăрманне, Ильин патне, ăсатрĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...