Кĕпер :: Палламан паттăрсем
— Хĕрлĕ гвардеец? Хăш еннелле сăптăрас тетĕн? — тесе ыйтрĕ.
— Пĕлместĕп, Ярослав Романович. Станци еннелле, сирĕн пата çул тытнăччĕ эпĕ.
— Унталла ан кай. Кĕпер урлă каçнă тăшмана эпир виçĕ взводпа çеç чараймарăмăр. Артиллеристсен казармине чуп. Трамвай çӳрекен урампа ан кай, ав тепринпе. Самарта чăн улах урам вăл. Унта йытă-качкасемпе сыснасем çеç çӳреççĕ.
— Эс ху унталла каймастăн-им? Ăçта каятăн вара?
— Эпĕ хăна çуртне каятăп, — терĕ Гашек.
«Каллех шӳт тăвать», — шухăшларĕ Сахар.
— Кĕçĕр çапла пуласса никам та кĕтменччĕ, — тет лешĕ малалла. — Пирĕн штаб «Сан Ремо» хăна çуртĕнчеччĕ вĕт. Унта хутсем юлчĕç, отряда çырăннă чехсен списокĕсем те çавăнтах. Çавсене кайса çунтарас терĕм.
— Тĕп урама çитейместĕн. Тытсан, вĕлереççĕ сана, — хуйхашса ӳкрĕ Сахар.
— Мана-и?! Çав тăрнайсене улталаймасан, эп вара Гашек та мар, Ярослав та мар; пушшех те — Романович ятне илтме тивĕçлĕ мар пулăп. Юрĕ. Чуп. Ман пирки ан шухăшла, пирĕннисене салам кала, — тесе Сахара ыталарĕ те, ăна яланах тĕлĕнтерекен, савăнтаракан çын вăрăм хĕрлĕçурт еннелле утрĕ.
Гашек кăтартнă урампа чупса, Сахар тĕрме хыçне чиперех çитрĕ, Кунта — те парк, те вăрман. Пысăк йывăçсем ӳсеççĕ. Хăш еннелле пăрăнас-ши тесе, Сахар йĕри-тавра пăхса илчĕ. Тĕрме енчен пĕр ушкăн хĕçпăшаллă çын кунталла çывхарать. Сахар пытанчĕ. Тутарла калаçни илтĕнет. Пирĕннисем мар-ши? Ак вĕсем те йывăçсен хӳттине килсе тăчĕç. Канашлаççĕ.
— Малтан артиллеристсен казарми патне çул тытар, унтан вара Постников дачи еннелле сулăнăпăр, — тет пĕри.
Кăмăлĕ çемçелнипе Сахар кăшт кăна макăрса ямарĕ. Пирĕннисем! Калаçаканни — Казанцев! Сахар тĕм айĕнчен тухрĕ.
— Казанцев юлташ, эп те сирĕнпе! — кăшкăрчĕ вăл. Те палларĕ Воробьев тусне Казанцев, те паллаймарĕ, çавах вăл та кăшт хавасланнă пек пулчĕ.
— Эсĕ артиллери командирĕ вĕт. Артиллеристсен казармине ертсе кай, эппин, — шӳтленĕ пек каларĕ Сахар.
Казанцев ним те чĕнмерĕ, тарăхса çитнипе аллине çеç сулчĕ. Ун вырăнне тепĕр çын, улăп пек пысăкскер, сăмах хушрĕ.
— А щоб ее хвороба забрала, тую артиллерию, — терĕ вăл.
«Ку ĕнтĕ — украин çынни, хаххул пулмалла. Иккĕшĕ тутар, пĕри кăркăс пек курăнать», — шухăшларĕ Сахар. Артиллеристсен казарми тĕлĕнче чарăнса тăмалла пулмарĕ, унта никам та çук. Вара «артиллеристсем» Постников дачи патне çитес терĕç. Казанцев ушкăнĕнчи çынсем пурте çак кунсенче артиллерист пулнăскерсем иккен. Тăшман çавăрса иле пуçласан, вĕсем тупă замокĕсене шыва пăрахнă та хăйсем каялла чакнă. Чехсем хулана мĕнле майпа пырса кĕнине артиллеристсем те пĕлсех каймаççĕ.
— Ытла çемçешке пулнă çав пирĕн власть, — терĕ Казанцев Тайманкина лайăх палласа илнĕ хыççăн. — Хуларисем, чехсене кĕтсе, пире хирĕç пăлхав хатĕрленине те асăрхайман эпир.
Сахар клубра хăй мĕн курни-илтни Çинче каласа пачĕ. Гашека тĕл пулни пирки халлĕхе шарламарĕ.
— Куйбышев юлташ пирки пăшăрхантаратăн эс мана, — терĕ Казанцев, Сахар каласа пĕтерсен. — Нимсĕрех пĕтме пултарать. Ун пек çынсеие упрас пулать. Революционерсем пурте пĕтсен, вара революци те пĕтет. Пуçа тулăксăр вута чикни — революцишĕн усăллă ĕç мар вăл...
Постников дачи таврашĕнче те çын çукпа пĕрех. Вунă-вунпилĕк хĕрлĕ армеец çеç пĕр тĕлте кĕпĕрленсе тăнă.
«Тарса хăтăлнисем çавсем кăна-ши? Хуларан чакмалла пулсан, отрядсем пурте çакăнта пухăнмаллаччĕ. Пурте тени çак çирĕм-вăтăр çын кăна пулчĕ-шим?» — пăшăрханчĕ Казанцев.
Хула енчен такам лашапа ĕрĕхтерсе килет. Çăмăл тăрантас çннче хĕрарăм ларса пырать. Казанцев çул çине тухса тăчĕ. Хамăрăннисене курсан, хĕрарăм лашине чарчĕ. Унтан Казанцев хăйне те палласа илчĕ.
— Хулара пăлхавăр, Казанцев юлташ, — кăшкăрчĕ хĕрарăм. — Революциллĕ Самар пĕтрĕ. Хулари буржуйсем чехсенчен те ытларах тискерленеççĕ. Венцек юлташа урамрах çапса пăрахнă. Тар хăвăртрах кунтан. Юлташусене ăçталла та пулин ертсе кай.
Çапла каларĕ те хĕрарăм, Казанцев сăмах чĕнессе кĕтмесĕр, лашине каллех ĕрĕхтерчĕ.
Чугун çул еннелле тӳрĕ çулпа кайса, Смышляевка станцине çитме шухăш тытрĕ Казанцев.
— Унта, тен, хамăрăннисемпе пĕрлешме май пулĕ. Вокзалтисем, Кинел енне йĕркеллĕрех чакса, тен, Смышляевкăра чарăннă пуль, — терĕ вăл, юлташĕсене пĕр çĕре пухса.
Казанцевпа пуринчен малтан Тайманкин килĕшрĕ. Тата Украин çыннипе икĕ тутар иккĕленмерĕç. Тăрсан-тăрсан, кусен çумне тата пĕр вунă-вуникĕ çын хутшăнчĕ. Ыттисем шавлакаласа тăрса юлчĕç.
Смышляевка станцине çитме икĕ çухрăмран ытла юлманччĕ. Зубчаниновка енчен утлă отряд килсе тухрĕ: вăтăр-хĕрĕх юланут. Тӳрех ыраш анисем урлă кустараççĕ. Переççĕ. Кам пултăр — тăшман. Хĕрлисем те çĕре выртса пере пуçларĕç. Юланутсем саланса кайрĕç, сăрт хыçне кайса çухалчĕç. Чугун çул çинче — те бомбăсем, те снарядсем çурăлаççĕ.
— Пирĕн подрывниксем ĕçлеççĕ пуль. Чупар хăвăртрах, — терĕ Казанцев, юлташĕсене хавхалантарма тăрăшса.
Тапхăрăн-тапхăрăн чупса, хĕрлисем станци патнелле çывхарчĕç. Çук, ĕç тухмасть. Хайхи юланутсем, сăрт хыçĕнче лашисем çинчен аннă та, çĕр çине выртса, вĕсене кĕтсе илме хатĕрленнĕ. Хĕрлисем ура çине тăрса чупма пуçласанах, шуррисем пĕр харăс персе ячĕç. Икĕ çын малалла тăрăнса ӳкрĕ. Ыттисем хăйсем выртрĕç.
Выртас умĕн Казаицев малта, темиçе хăлаçра, пĕчĕк тип çырма пуррине асăрхарĕ. Çавăнта шуса анма команда пачĕ вăл юлташĕсене. Чĕрĕ юлнисем вăхăтлăха çăлăнчĕç: тип çырмана шуса ансан, окопа кĕрсе ларнă пекех пулчĕ. Чылай вăхăт икĕ енчен те перкелешрĕç. Анчах ку тытăçу мĕнле пĕтесси каламасăрах паллă...
Этем кăмăлĕн хитрелĕхне тата тепре курса юлчĕ Тайман Сахарĕ. Украин çыннипе пĕр тутар çул тăршшĕпе ним хăрушлăх çук пек алхасса, шӳт туса килчĕç. Вилĕм хăрушлăхĕ те, çĕрĕпе-кунĕпе ыйхăсăр, апатсăр тӳсни те вĕсемшĕн нимех те мар пек. Вилме те хитре вилĕмпе вилме пулать иккен. Юри паттăрланса мар, чăннипех паттăр кăмăллă çын пулнипе.
Хăтăлма шанчăк çуккине курсан, Украин çынни тăшмана юнаса, тăван чĕлхепе тем кăшкăрса, çыран хĕррине хăпарса выртрĕ те çине-çине пеме пуçларĕ. Унăн юлташĕ те, тутарла ятлаçса, тăшмана ылханса, юлташĕпе юнашар вырнаçрĕ. Чупса килекен тăшмансене хăшне-пĕрне чикелентерчĕç вĕсем, ыттисене каллех çĕр çине вырттарчĕç. Сахар, çыран хӳтлĕхĕнчен тухмасăр, пăшал кĕпçи хĕрсе кайичченех печĕ. Унтан çӳлти икĕ юлташĕ енне çаврăнса пăхрĕ. Лешсем иккĕшĕ те юн юхтарса выртаççĕ. Хускалмаççĕ те.
Вара Сахар та хăй палламан çав паттăрсенчен хавшак пулас мар терĕ, çыран хĕррине вĕсемпе юнашар хăпарса выртрĕ. Чехсем каллех хăюлланса çнтнĕ, çырма еннелле чупаççĕ. Сахар пĕрне персе ӳкерчĕ — ыттисем чарăнмарĕç. Малаллах ыткăнчĕç.
Темиçе самантран Сахаршăн та тĕнче çути хупланса ларĕ. Пуçра юлашки шухăш çиçсе иртрĕ:
«Революци пурпĕрех пĕтмест!»
Унтан тата тепĕр шухăш вĕлтлетрĕ: «Ухмах! Хут татăкне кĕсъенех чикнĕччĕ вĕт. Стерлитамакран чăнахах çын килнĕ пулмалла. Çавна курса, Рамаш пирки те ыйтса пĕлеймерĕм...»
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...