Кĕпер :: Туссем шăкăл-шăкăл калаçса лараймарĕç
Революци юхăмне лекнĕ икĕ чăваш, чылай хушă тĕрлĕ енче çӳренĕ хыççăн, паян самантлăха тĕл пулчĕç. Тĕл пулчĕç те — каллех тĕрлĕ еннелле уйрăлса кайрĕç.
Ĕлĕк катари хурăнташ-тăвансем хулара, кĕркуннехи пысăк ярмăрккăра, çакнашкал тĕл пулатчĕç. Май килсен, вĕсем пĕрле урапа айне ларса апатланатчĕç. Тепĕр чух пĕрне-пĕри пĕр-ик сăмах калама та ĕлкĕрейместчĕç — ярмăрккăри халăх юхăмĕ вĕсене тата тепĕр çулталăка е темиçе çуллăха уйăрса яратчĕ.
Çакăн пирки шухăшларĕ Кăяш Тимкки Сахара пĕр самантлăха курса юлнă хыççăн. Валерианпа та çапла пулмĕ-ши?
Таçта-таçта, тĕнче хĕрринех тенĕ пек, пуç янă чух паллашрĕç вĕсем — Валериан Куйбышевпа Тимофей Авандеев...
Халĕ Кăяш Тимкки Блюхер отрядĕнчен Куйбышев патне Оренбургпа Пăслăк таврашĕнчи ĕçсем пирки канашласа пăхма, пулăшу ыйтма килнĕ. Анчах вăл Самара çитнĕ çĕре кунта та ĕçсем тăкăсланса кайнă-мĕн.
Пĕри Самарта, тепри Оренбург таврашĕнче ĕçленине пула, Куйбышевпа Авандеев ссылкăра уйрăлнăранпа халь пĕрремĕш хут тĕл пулчĕç...
Ахаль чух Куйбышев, кабинетра хупăнса, çынсемпе кашнинпе уйрăм калаçмастчĕ. Кĕрен-тухансем, шавласа, пĕрне-пĕри чăрмантаратчĕç... Вăрçă-çапăçусем пуçлансан та-ха пĕр-ик кун çапларах иртрĕ. Паян тин, хăй патне пĕр француз генерала артиллери пирки канашлама чĕнтерсен, Куйбышев тавçăрса илчĕ: вăрçăпа сыхлăх ĕçĕсем пирки унпа çын çинче калаçни килĕшмест. Савна пула халĕ Воробьев пӳлĕмĕ кĕтмелли пӳлĕм пулса тăчĕ. Куйбышев хăйĕн ссылкăра паллашнă тусне те çавăнта кĕтсе ларма хуш.рĕ. Авандеев Воробьев пӳлĕмĕнче çынсем шавланине, тавлашнине хăлхине питех чикмерĕ. Ун чĕрине Валерианпа пĕр самантлăха курнăçни хумхатса ячĕ. Куç умне асаилӳсем, иртнĕ кунсем килсе капланчĕç.
...Этапра паллашрĕç вĕсем. Уçă кăмăллă çамрăк революционера Самлей чăвашĕ питĕ кăмăлларĕ. Вунă хут тĕрмене лексе, темиçе хут ссылкăра пулса, унтан пĕрре мар тарса та курнă иккен лешĕ. Конвой çавна пĕлместчĕ пулас, нумай вĕреннĕ çамрăк арестанта шанатчĕ. Пĕр-пĕр пысăк ялта е пĕчĕк хулара çĕр ирттерме тесе чарăнсан, конвой начальникĕ Куйбышева хăй патне чĕнтеретчĕ: вăл кăштах вĕреннĕ çын пулнă иккен. Ун чух вара аслă шкула вĕренме кĕме ĕмĕтленнĕ. Каçсерен математикăпа хатĕрленме пулăшатчĕ ăна Куйбышев. Çавăншăн лешĕ арестантсен йывăр çулне çăмăллатма пулнă-мен.
Анчах çав тери инçе çулăн йывăрлăхĕсем конвойран кăна килмеççĕ çав. Сивĕ. Халран кайса çитнисем, чирлесе ӳкнисем пур. Куйбышев этапри юлташĕсене сăмахпа хавхалантарма тăрăшать, чирлисене конвой урлă эмел тупса парать, утайманнпсене утма пулăшать е хăйĕн «ученикне» этапа ытларах кантарма ӳкĕтлет.
— Çавах шанмастăр мана, — тет Куйбышев конвой начальникĕпе шӳтлесе калаçнă пек, — учителĕре хăвăр патăра конвойпах çӳрететĕр. Этап вăхăтĕнче эпĕ, конвойсăр çӳреме ирĕк парсан та, тарас çук. Вырăна çитсен вара таратăпах.
— Хурал конвойĕ мар вăл сирĕишĕн, чыс конвойĕ, — шӳтлет конвоирĕ те. — Ман ирĕк пулсан, эп сире патша вырăнне лартăттăм.
Халĕ ĕнтĕ ахăрсах кулать Куйбышев.
— Çук, патша пулма килĕшместĕп. Шанчăксăр вырăн. Пурпĕрех сирпĕтеççĕ ăна. Тен, эпир вырăна çитиччен сирпĕтĕç те-ха...
Конвойсене чылай куркаланă Куйбышев, кампа мĕнле калаçмаллине чухлать. Ку конвоир хăй те революционер пулма хатĕр пек. Çапах арестантсене, вĕсене кăмăллать пулин те, хытă сыхлать.
...Сăвă çыратчĕ Валериан. Тĕрмере те çыратчĕ, этапра та, ссылкăра та. Унăн тăвансемпе, юлташсемпе уйрăлнă пирки хурланса çырнă сăввисем те кăмăла çĕклетчĕç. Вĕсенчен нумайăшне Тимкка халĕ те астăвать:
Ан шарла, чĕреçĕм,
Ан шакка эс хыттăн,
Вăрмана ан туртăн, уй-хире ан ыткăн.
Ав, илтетĕн, тимĕр кăчăртатрĕ,
Питĕрчĕ пире вăл, тыткăнларĕ.
Тыткăнра та хуçмăп кăмăла.
Ан шарла, чĕреçĕм,
Ан шарла!
Ун хăшпĕр сăввисеие ссылкăри юлташсем юрă туса юрлатчĕç:
Тусăмсем, тĕнче вăранĕ —
Хум çапать, ав, çырана, —
Вăйлă çил-тăвăл тапранĕ,
Çитĕ савăк самана.
...Патша çарĕнчи подполковник ывăлĕ Валериан Куйбышев çăпата та сырса курнă. Çакăн пирки асăнсан, вăл ача пек шухăланса каятчĕ, юлташĕсене çапла каласа кăтартатчĕ:
— Таврăнтăм пĕррехинче тăван киле. Атте вилнĕ хыççăн килйыш пурнăçĕ тăкăсланса çитрĕ. Çул çинче эпĕ хам валли хĕрлĕ кĕпе туянтăм. Каçхине уесри чаплă та чиперкке хĕрсемпе клубра ташларăм. Хĕрĕсем хĕрлĕ кĕперен те хăрамаççĕ, «студентпа» савăнсах ташлаççĕ. Амăшĕсем вара хăраса ӳкнĕ, полици те сехĕрленнĕ. Çапах мана чарма е арестлеме сăлтав çук... Ташла-ташла çарран юлтăм. Унчченех çăвар. кара пуçланă ботинкăм лаштах тухса ӳкрĕ. Çĕнĕ ботинка туянма укçа çук. Мĕн тăвас? Вара çăпата туянçа ятăм. Туятăр-и: хĕрлĕ кĕпе, çĕнĕ çăпата, студент карттусĕ, тиечукăнни пек вăрăм çӳç. Исправник мана хама кансĕрлемерĕ, йăмăкпа вара çапах та калаçнă иккен ман пирки. «Пиччĕр нигилист пуль-ха сирĕн. Е оригинал пуласшăн. Ытла çăмăлттайланса сире намăс кăтартать вăл. Лăпкăн кăна ӳкĕтлесе пăхăр-ха эсир ăна: çăпата сырса тата... хĕрлĕ кĕпе тăхăнса ан çӳретĕр», — тенĕ.
Уçă та савăк кăмăллă йĕкĕт тепĕр чух чăн та çăмăлттай пек курăнма пултарнă. Вăл мĕнле «çăмăлттай» та «оригинал» пулнине Тимкка лайăх пĕлсе çитрĕ. Кадет корпусне пĕтернĕ хыççăн Валериан çар медицини институтĕнче вĕреннĕ. Революци юхăмне хутшăннине пула ана пĕтереймен. Вара хăй тĕллĕн вĕреннĕ. Марксизм ăслăлăхне тĕпренех çавăрса илнĕ. Ссылкăри юлташĕсемшĕн учитель пулчĕ вăл. Ленин çинчен. каласа паратчĕ, вăл çырнисене вĕрентетчĕ, пурне те ун пек пулма чĕнетчĕ.
— Ильича хăйне курман-и эсир? — ыйтрĕç унран пĕррехинче.
— Ун патне чикĕ леш енне кайма хатĕрленнĕччĕ те... ăраскал пулмарĕ, — терĕ çамрăк большевик.
1908 çулта Леиин патне кайма чăн та май пулнă ун, Çĕпĕртен тарса, Питĕре çитсен, вăрттăн комитет Куйбышева ют паспорт тупса панă. Çав паспортпа Валериан чикĕ леш енне кайма виза туяннă. Полици аллине лекес мар тесен, çав куннех пуйăс çине лармалла пулнă. Анчах... вокзалра вăл пĕр юлташа тĕл пулать. Лешĕ Мускавран тарса килнĕ. Патша уменчи айăпĕ пысăк иккен унăн. Жандармсен аллине лексен, ăна тĕрме кăна мар, вилĕм кетет. Валериан пĕр самант та иккĕленсе тăмасть: çав юлташа хăйĕн визăллă паспортне, билетне парса, пуйăс çине лăртать те чикĕ леш енне ăсатса ярать. Хăйне тепĕр куннех жандармсем йĕрлесе тытаççĕ, каллех Çĕпĕре пуç яраççĕ...
Куйбышев хăй миçе хут тĕрмере, ссылкăра нулса курни çинчен калаçнине тепĕр чух ĕненме те хĕн пек. Анчах юлташсем ĕненетчĕç ăна, шанатчĕç. Кăяш Тимкки тесен, хăйĕнчен кĕçĕнрех юлташне учитель вырăнне хурса хисеплетчĕ.
Уйрăлма йывăрччĕ пулин те, Авандеев малтан Куйбышева ссылкăран тарма пулăшрĕ. Хăй тепĕр çултан тин тарма май тупрĕ. Самара вăл шăп февраль революцийĕ умĕн эрне маларах çитрĕ. Кунта Тимкка, ĕлĕкех калаçса татăлнă тăрăх, Валериана шыраса тупма хăтланнă.
Те виççĕмĕш, те тăваттăмĕш хут тарнă хыççăн Куйбышев 1916 çулта Самара килсе çитет, чи пысăк завода фрезеровщика кĕрет. Хăц суя паспортпа, суя хушаматпа пурăнать. Парти ăна Самар пролетариатие революциллĕ шухăшпа пĕтĕçтерме, большевиксен организацине çирĕплетме хушать. Темиçе уйăх хушшинче заводра та, хулара та питĕ вăйлă парторганизаци туса хăварнă вара «Адамчик юлташ».
Кăяш Тимкки, ссылкăран тарса, Самара çитнĕ вăхăтра Валериан Куйбышев этап çулĕпе каллех Çĕпĕре танкканă. Ана татах ссылка, халь ĕнтĕ Турухан крайне, ăсатиă. Приговорта палăртнă вырăна çитеймен вăл. Февраль революцийĕ пулнă текен хыпар ăна, хăй ĕлĕкрех ĕмĕтленнĕ пек, этап çулĕ çииче хăваласа çитнĕ...
Март уйăхĕнче Куйбышев ирĕк çулпа Самара таврăн-нă. Анчах якутсен çĕршывĕнче уйрăлнă туссем каллех тĕл пулаймарĕç. Юлташне тупайманнипе, Авандеев Самарта ытлашши чарăнса тăмарĕ, Оренбург еннелле васкарĕ.
Куйбышев çăвĕпех Самарти большевиксене кĕркуннехи татăклă çапăçăва хатĕрлерĕ. Октябрь кунĕсем çитсен, вăл «Олимп» театра нухăннă Самар халăхне пĕтĕм власть Советсен аллине куçни çинчен пĕлтерчĕ.
Çав хушăра Кăяш Тимкки Оренбург хулинче ĕçлерĕ. Эсерсемпе меньшевиксем нирки Куйбышев ăна ĕлĕкех епле асăрхаттарнине Тимкка пĕрре мар аса илчĕ. Ак хăçан вĕсен контрреволюциллĕ ăшчикĕ уççăнах палăрчĕ. Çавсене пулах Авандеев Дутов тĕрмине те лексе курчĕ. Тĕрмерен тарсан, Кăяш Тимкки Блюхер отрядне пырса лекрĕ...
...Тайман Сахарĕ Тимккапа калаçаймасăрах Бакаевпа пĕрле пӳлĕмрен васкаса тухса кайсан, Воробьев пӳлĕмне кĕçех Куйбышев хăй пырса кĕчĕ.
— Эсир, юлташсем, ман пӳлĕме кайса ларăр-ха, — терĕ вăл пӳлĕмри çынсене. — Лере каллех калаçмă чăрмантараççĕ. Çавăнпа Авандеев юлташпа кунта калаçас терĕм.
Пурте тухсан, Куйбышев алăка шал енчен çаклатрĕ те тинех юлташне пырса ыталарĕ.
— Эс, тусăм, ватăла пуçланă мар-и? Шурă çӳç пĕрчисем пур вĕт, — терĕ вăл, юлташне хăй умĕнче çавăркаласа.
— Манран тĕлĕнмелли çук, — тавăрчĕ чăваш, — хура çын час кăвакарать. Çулпа та эп санран аслăрах. Эпĕ тепĕр тăхăр çултан хĕрĕхре пулатăп. Эс, ав, вăтăр тултармасăрах кăвакара пуçланă...
Пулни-иртнисене аса илсе, шăкăл-шăкăл калаçса ларасчĕ кăшт та пулин. Ларма вăхăт çук çав. Кашни самант революци шăпине татса пама пултарать. Çакна ссылкăра пĕрле пулнă большевиксем иккĕшĕ те лайăх пĕлеççĕ.
— Самар еннелле тапăннă Дутова Блюхер Сурачăн таврашĕнче чарса каялла чактарчĕ те... Йышлах мар çав ун отрячĕ. Эп сирĕн пата пулăшу ыйтма килнĕччĕ. Халь хамах куратăп ĕнтĕ: сире хăвăра иулăшу кирлĕ, — терĕ Авандеев.
— Çапла çав! — çамкине пĕркелентерсе, пӳлĕм тăрăх уткала пуçларĕ Куйбышев. — Пысăк çар килсе хĕстерчĕ пире. Ана хирĕç кама тăратас? Пин çурă коммунист пур ĕнтĕ пирĕн. Вĕсем çапăçасса паттăр çапăçаççĕ те, çар ĕçне вĕренсех çитеймен çав. Хăшпĕр коммунистсем хăрушлăха тивĕçлĕ хаклаймаççĕ тата: чехсем нейтралитет тытасса шанаççĕ.
— Нейтралитет тытма çĕклемен ентĕ вĕсене чикĕ леш енчи хуçисем, — сăмах хушрĕ Авандеев.
— Эсĕ, Степаныч, лару-тăрăва тĕрĕс ăнланатăн, — тусĕ умĕнче чарăнса тăчĕ Куйбышев. — Эпĕ сире акă мĕн пирки асăрхаттарасшăн: эпир кунта чехсене чараймасан, Блюхер отрячĕ вутлă ункăра тăрса юлмалла ан пултăрччĕ. Пирĕн Атăл тăрăх Чĕмпĕр енне чакма çул пур. Сире тăшман пур енчен те çавăрса илме пултарать.
— Вăл паллă-ха, — терĕ Авандеев. — Сирĕн хăвăрăн та ун пирки шухăшлама вăхăт çитне мар-и? Чараймастăр эсир çав тери вăйлă тăшмана. Блюхер кунталла сире пулăшма васкасан, ун йĕрĕпех Дутов та килсе çитĕ. Атăл тăрăх вăхăтлă чакас пирки чăн малтан сан хăвăн шухăшлас пулать. Пăс сивĕтмесĕр тăракан пăрахут пур-и хăть сан?
Тутине кулнă пек туса, Куйбышев Авандеева куçран пăхрĕ.
— Ан кул, Бова королевич. Шӳт тумалли япала мар ку.
— Кулмастăп, Степаныч. Пĕр япала аса килчĕ. Сан пек шутлакан юлташсем кунта та лăках. Виçĕмкун пирĕн ревком хăйĕн председательне, мана ĕнтĕ, ирĕксĕрлесех хĕрарăмсемпе пĕрле Ставрополе эвакуацилерĕ. «Лерен те пире кăтартусем парса тăрăн. Саншăн эпир Ленин умĕнче ответлă», — теççĕ. Пăхăнасса пăхăнтăм та... çав кунах каялла таврăнтăм. «Капитан, хăйĕн карапне пăрахса, пуринчен малтан шыва сикнĕ пек пулмарĕ-и?» — тесе шухăшларăм.
— Ревкомĕ те тĕрĕс шухăшлать. Эс те тĕрĕсех тунă пуль. Ак сана хайхи диалектика, — хальхинче Авандеев кулнă пек пăрчĕ тутине.
— Диалектика çав. Тăшманăн регулярнăй çарĕ пирки манмастпăр-ха. Анчах мĕнле тусан тĕрĕсрех, революцишĕн шанчăклăрах пулĕ-ши? Халь кăна Шарпантье генералпа калаçрăм. Вăрçă ĕçне питĕ ăста, пире кăмăллакан ватă генерал. Вăл пире Самара çапăçусăр хăварса, Епхӳ еннелле чакма, лере тăшмана çирĕплетнĕ позицире кĕтсе илме сĕнет.
— Ăçта-ха вĕсем пирĕн çирĕплетнĕ позицисем? Хăçан туса хатĕрлесе çитерĕпĕр вĕсене? — терĕ Авандеев. — Эсир те ун пек хăтланмăр, эпир те, хальччен парăнман Оренбурга тăшман ункинче хăварса, халех Епхӳ еннелле чакма пултараймастпăр. Вăй çитнĕ таран çапăçар. Санпа канашламалли пĕр шухăш пур ман... Малтан тепре асăрхаттарам-ха сана: пăс кăларса тăракан пăрахут пирки ан ман.
— Юрĕ-çке, — кулса ячĕ Куйбышев — Каларăм вĕт сана: асăрхаттаракансем кунта та лăках. Хăвăн шухăшна кала-ха.
— Чехсем, Самара илсе, чăнах та Çĕиерелле çеç туртăнсан, Блюхер Оренбурга тăшмаи аллине памĕ. Эпĕ те вара ун штабĕнчех юлăп. Тен, каярах Самара шуррисенчен тасатма та килĕпĕр. Еçсем хăрушăрах пулса тăрсан, тăшман Ташкент çулĕпе пирĕн еннелле те сарăлсан, вара пирĕншĕн чăннипех çулсем хупланса лараççĕ. Ун пек пулса тăрсан, Блюхер мĕнле решени йышăнсан та, эп Пăслăк таврашĕнче вăрттăн ĕçлеме юласшăн. Ялти коммунистсене, Совет членĕсене, пирĕн енне туртăнакан фронтовиксене пĕтĕçтерсе отрядсем тума тăрăшăп е, май килсен, вĕсене тӳрех Блюхер патне ăсатăп. Тӳрĕ çулпа Чапаевпа та çыхăнма пулать. Эп хамăр уесра кашни яла, кашни вăрман кукрине лайăх пĕлетĕп.
— Тĕрĕс! — ырларĕ Куйбышев. — Сирĕн уесăр пирĕн кĕпĕрнене кĕрет-ха вăл. Кĕпĕрне ревкомĕ те, фронт командованийĕ те сана çавăн пек полномочи пачĕ тесе шутла. Подвойский юлташпа сан пирки паянах калаçăп. Тен, май килсен, пĕрле ун патне кĕрсе тухăпар. Подвойскипе иксĕмĕр алă пусса сана хут туса парăпăр. Блюхер валли те кăтартусем иулĕç-ха ун...
Çав самантра такам алăка хытă шаккарĕ, Воробьев сасси илтĕнчĕ:
— Часрах, Валериан Владимирович! Подвойский юлташ шăнкăравларĕ. Телефон трубкине пăрахмасăр кĕтсе тăрать.
Куйбышев алăк уçрĕ те, каялла çаврăнса:
— Тăхта-ха, Степаныч. Пилĕк минутран таврăнатăп, — терĕ.
Воробьевпа Çимун пӳлĕме кĕчĕç. Куйбышев пилĕк минутран мар, сехетрен те ку пӳлĕме таврăнмарĕ.
— Çук ĕнтĕ, Куйбышевпа калаçасси мар, сьшпуллашса алă чăмăртасси те пулмарĕ, — терĕ Авандеев, лешĕ хăйĕн йӳлĕмĕнче те çуккине пĕлсен. — Атя, Семен Тимофеич, каялла кайма тапранар. Валериана салам кала, эппин, Йван Васильевич. Пĕр юрă-сăвă йĕркисене астутар ăна: «Вăйлă.çил-тăвăл тапранĕ. Çитĕ савăк самана!» Эс пĕлмен те пуль: ссылкăра чух сăвă çыратчĕ пирĕн марксист. Эпир ăна юрă туса юрлаттăмăр. Вокзалра Подвойский патне хамах кĕрсе тухăп. Тен, унта Тайманкина та тĕл пулăпăр.
— Тĕл пулаймастăр пуль, — терĕ Воробьев. — Вĕсене чугун çул кĕперне сыхлама тăратнă.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...