Кĕпер :: Коммунистсен клубĕнче
— Ытла чее эс, Казанцев, — терĕ. — Пысăк вĕреннĕ çын пулса та çакна ăнланса çитереймерĕн иккен. Çук, ăнланатăн эс, анчах кăшт пăркаланатăн. Коммунизма çитсе кĕриччен этем ăстăнĕ йăлтах улшăнать. Эсĕ çавна манран та лайăх пĕлмелле. Марксист пулса çитеймен пулсан та, дарвинист эсĕ. Тĕнче пĕрмай улшăнса, аталанса пынине лайăх пĕлетĕн. Услап, кахал, харам пыр пулмасть коммунизм вăхăтĕнче. Пĕр-пĕр харам пыр тупăнсан та, вăл буржуй пек пулма пултараймасть. Уйрăм харпăрлăх пĕтсен, ĕç хатĕрĕсем пĕтĕмпех халăх аллинче пулсан, харам пырсен никĕсĕ пĕтсе ларать вара. Кам ĕçлемест, çав апат та çитмест тесе паянах калатпăр вĕт. Ун чух вăл пуриншĕн те каламасарах паллă килĕшӳллĕ закон пулса тăрать. Казанцев кулмасăр, шӳтлемесĕр калаçа пуçларĕ.
— Çак закона этем чĕре варрине хурса йышăнасса ĕненместĕп эпĕ, — терĕ вăл. — Коммуннзм вăхăтĕнче те услап çынна ирĕксĕрлесе ĕçлеттермелле. Вара коммунизм йĕркипе эпĕ те килĕшĕттĕм.
— Хресчен вак харпăрлăхлă психологийĕ сан чĕрӳнте сĕвĕрĕлсе пĕтмен çав, — хĕрсе кайрĕ Хатаевич. — Кахалланни, ĕçлемесĕр пурăнма хăтланни — капитализм çуратнă япала вăл. Капитализм пĕтсен, унăн киревсĕр йăлисем те пĕтсе ларĕç. Паллах, сасартăк мар. Çавăнпа та малтан коммунизмăн пирвайхи тапхăрĕ пулать — социализм. Истори çав тапхăрта чарăнса тăраймасть, малалла утать. Пĕтĕм тĕнчен малашлăхĕ — коммунизм. Ленин çапла вĕрентет пире.
— Пĕри ĕçчен, тепри кахал пулни общество законе кăна мар, биологи законĕ те. Чăх чĕпписем те çăмартаран тухнă хыççăнах кашни расна: пĕри шухă, тепри йăваш, пĕри паттăр, тепри мĕскĕн...
Хатаевич ытти юлташсем еннелле пăхса йăл кулса ячĕ.
— Вăт эсер пулса курнă çынпа иыр та калаç! — Унтан каллех Казанцев умне пырса тăчĕ. — Этем, ытти чĕрчун пекех, биологи законĕпе çуралать, пурнасса вара вăл этемлĕх законĕпе, социаллă законпа пурăнать, — тĕсе çĕнĕрен тавлашма нуçланăччĕ, çав вăхăтра алăк уçăлчĕ те, Казанцева Галактионов юлташ чĕнсе илчĕ.
Хатаевич Воробьевран кăшт кăна çӳллĕрех, çураласса та кăшт маларах çуралнă пуль. Вĕсем иккĕшĕ калаçнă чух пĕрне-пĕри çилленнĕ пек курăнать. Çук, апла мар вăл, хисеплеççĕ вĕсем пĕрне-пĕри, юратаççĕ тесен те ытлашши мар. Хатаевич Казанцевпа калаçнă хыççăн лăпланра çитмен-ха. Вăл Воробьева вăрçнă пек, ăна куçран пăхса, сĕтел шаккасах çĕтĕле пуçларĕ:
— Шантăмăр, ытлашши шантăмăр тĕрлĕ сӳпĕлтисене. Шанасси те шанман пек, çапах вĕсене чарма пĕлмерĕмĕр. Унчченех хаярланмаллаччĕ пирĕн, максималистсемпе эсерсене темиçе çĕр çьш хупса лартмаллаччĕ, хăшне-пĕрне персе вĕлермеллеччĕ. Эпир ун вырăнне вĕсене пăлхав çĕклеме ирĕк патăмăр. Хамăр пăлхавçă чехсене тивĕçлĕ кĕтсе илме те хатĕрленсе çитеймерĕмĕр. Мĕн кĕтсе, кама шанса тăтăмăр-ши? Сызрань кĕперĕ патне чехсене чарма... çĕр çын ăсатрăмăр. Мăшкăл! Кайран та Безенчук таврашне виççĕр çын янипех çырлахас терĕмĕр. Чăн, лайăх коммунистсем ахалех пуçĕсене хучĕç. Революци сĕткенне нимсĕр пĕтеретпĕр. Хамăр маларах ытла çемçе кăмăллă пулнăран çапла пулса тăчĕ çав. Халь Липяги таврашĕнче чехсене чарас тесен, темиçе пинлĕ, лайăх организациленĕ çар кирлĕ. Аçта вăл ун пек çар? Хуларп мĕнпур коммунистсем, вилнисене шутласан та, икĕ пинрен ытла марччĕ. Рабочисене çĕклеме пултаратпăр, тĕрĕс. Халь вăл ĕçе тума та кая юлтăмăр ĕнтĕ. Тĕрĕссипе каласан, рабочисем хушшинче те иккĕленекеннисем нумай. Ĕнер чугун çул таврашĕнче ĕçлекен рабочисен пухăвĕнче пултăм эпĕ. Хăрушлăх çинчен ăнлантарса пама тăрăшрăмăр. Вĕсем çавах та нейтралитет пирки резолюци йышăнчĕç. Чехсем патне делегаци ярса йăпанасшăн. Уншăн вĕсене айăплама та йывăр. Хамăр та малтан Сызрань кĕперĕ патне делегаци ярса айкашрăмăр... Пире тăн кĕртрĕç тăшмансем. Чехсем Самара кĕрсен, рабочисен те, пурин те, ăс кĕрсе çитĕ.
— Çапла çав. Вăй сахалтарах пирĕн, — терĕ Воробьев Хатаевич калаçма чарăннă хушăра. — Пулăшу килсе çитмесен, икĕ пин штыкран ытла тăратаймастнăр эпир.
— Икĕ пин те сахал мар, — терĕ Хатаевич малалла. — Кашни çынни паттăрлăхпа вунă çын тĕшне тăрать, вăрçă ĕçне лайăх пĕлекен командирсем çукки хăратать. Тата артиллеристсем çук. Казанцев мĕн вăл? Агроном. Çав чăх-чĕп командирне артиллери командирĕ тăвас шухăшпа чĕнтерчĕç ĕнтĕ паян штаба. Тупăсем пур, снарядсем те сахал мар, артиллеристсем çук. Пĕр генерал пур хулара, артиллери генералĕ. Ана комăндир тăвас тесе ӳкĕтлесе пăхрăмăр. Килĕшмест. Пырса канаш пама пултаратăп, командир пулма пултараймастăп, тет. Тĕрĕссипе каларĕ хăть. Сутăнчăк çын мар. Француз хăй, хушамачĕ — Шарпантье. Паяы та чĕнтерчĕ ăна Куйбышев юлташ. Халь мĕн калĕ тата... Питĕ йывăр экзамен тытмалла пулчĕ пирĕн. Начартарах тытатпăр-ха экзаменне. Кашниех революцишĕн пуçне хума хатĕр. Анчах революцишĕн вăл кăна сахал халь. Тăшмана çĕнтерме, унăн çĕлен сăннине кăкласа тăкма вĕренес пулать пирĕн.
«Темиçе каç çывăрман пуль хăй. Пичĕ-куçĕ туртăнса ларнă, куç харшисем йывăрланнă. Аш вăрканипе кăна мар, ыйхине сĕвĕртес тесе, хăй ăссĕн калаçса утса çӳрет ку ырми-канми ĕçлекен большевик», — шухăшларĕ Сахар.
Алăк каллех уçăлчĕ. Хальхинче Хатаевича хăйне Куйбышев патне чĕнтерчĕç. Эсер пулнă çын коммунистпа тав-лашнине те, кайран Хатаевич е Воробьевпа, е хăй тĕллĕн калаçнине те Сахарпа Çимун сăмах сиктермесĕр итлесе ларчĕç. Вĕсемшĕн политграмота шкулĕ пекех пулчĕ ку.
Хатаевич тухса кайсан тин Çимун алăк еннелле пăхса илчĕ те çумĕнчи юлташне кăлт тĕртрĕ.
— Пăх-ха, Тайман Сахарĕ килсе çитрĕ вĕт!
Кăяш Тимкки, тĕлĕнсе, урлă-пирлĕ пăхкаларĕ. Вăл, Сахара палланă пек пулса, ура çине сиксе те тăнăччĕ ĕнтĕ, çак самантра пулĕме Бакаев хашкаса кĕчĕ.
— Çын кирлĕ, Иван Васильевич, — кăшкăрчĕ вăл кĕнĕ-кĕменех, — Уфаран Подвойский юлташ килсе çитнĕ. Халь кăна шăнкăравларĕ. Вунпилĕк коммунист хăй патне халех яма хушать.
Воробьев ним те каламарĕ, куç харшине çĕклесе, Сахар еннелле пăхрĕ çеç. Тайман Сахарĕ çамрăк çын пек вашт! сиксе тăчĕ. Бакаев кулса ячĕ:
— Тăватă çын тупрăм. Пурте манран çамрăк, эпĕ пуринчен асличчĕ. Атя, халь эсĕ пуринчен асли пулăн, Тайманкин юлташ, — терĕ те Сахара алăран çавăтса тухсакайрĕ.
Кăяш Тимкки, çумĕнчи юлташне ӳпкелесе:
— Эх, тăрнаккай! Ма маларах систермерĕн? Эп унпа коридора тухса калаçнă пулăттăм, — терĕ.
— Эп хам та тин асăрхарăм ăна, — мăкăртатрĕ ахаль те хурланса юлнă Çимун.
— Эп айăплă, — хутшăнчĕ калаçăва Воробьев. — Кун пек пуласса кĕтменччĕ. Саншăн сюрприз тăвас тенĕччĕ эп, Авандеев юлташ.
— Сюрприз пулчĕ те, — терĕ лешĕ, ĕнсине хыçкаласа, — эс мар, Иван Васильевич, шуррисем айăплă. Бакаев — ревком членĕ, совнархозра ĕçлет. Халь пурин те пĕр хуйхă иккен, пурте революцин рядовой салтакĕсем пулса тăчĕç. Бакаев çӳллĕ те тачкарах çын. Сахартан çамрăк мар, аичах хăй çамрăк çын пекех йăрă çаврăнкалать. Сахара хăйпе коридор тăрăх чуптарчĕ. Пĕр пӳлĕм алăкне уçрĕ те: «Çакăнта кĕрсе вĕри чей ĕç-ха, кайран ĕçеймĕн, — терĕ, — кĕр, кĕр, ан имен. Мария Оскаровна пит кăмăллă юлташ. Кĕр, эп тата çын шырама чупам. Чей ĕçнĕ хыççăн тӳрех вокзала пыр, унта Подвойскин поездне шыраса тупăн. Поезд пуçĕнче мана кĕтсе тăр».
Çамрăк хĕр, чăваш сăнлăскер, Сахара кăмăллăн кулса йышăнчĕ. Чей ĕçекенсем хушшинче вырăн тупса пачĕ, Сахар умне пĕр стакан вĕри чей килсе лартрĕ.
«Кам-ши ку, фронта каякансене чей ĕçтерекен хитре хĕрарăм? — шухăшларĕ Сахар. — Пичĕ-куçĕ таса. Тути кулман чух та кăмăллăн кулнă пек курăнать. Чăваш пек çемçе калаçать. Чăнах та чăваш хĕрĕ мар-ши?»
— Авенде юлташа та пĕлместĕн-и? — терĕ юнашар ларакан çын, тĕлĕнсе — Хĕр мар вăл, вăтăртан иртнĕ пуль ĕнтĕ. Ачисем пур. Вăл революциччен пĕр вунă-вуникĕ çул маларах партие кĕнĕ. Ашшĕ унăн те поляк, те белорус пулнă, амăшĕ вырăс. Питĕ ырă кăмăллă çын, çавăнпа çамрăк пек курăнать...
Алăк уçăлчĕ. Чей ĕçекенсен пӳлĕмие Ярослав Гашекпа Йозеф Поспишил пырса кĕчĕç. Чей ĕçтерекенни кăна мар, чей ĕçекеннисем те кăмăллăн шавласа йышăнчĕç икĕ чеха.
— Иртĕр, ларăр, Ярослав Романович, — терĕ Авейде, — эпĕ фронта каякансене çеç чей ĕçтереттĕм. Паян хуларисене те ĕçтерес пуль, фронт çывхарсах килет.
— Çук ĕнтĕ, Мария Оскаровна, вĕри чей ĕçтерсен, тăшмана хула çывăхне ямăпăр, — терĕ Гашек. — Хуларисене ĕçтермелле ан пултăрах. Пире халь законлă ĕçтерĕр, эпир те фронта васкатпăр. Мана ĕçтермесен те пырĕ, комиссар ĕçĕ пĕтнĕ халь. Отряд хатĕр. Ак, Поспишил юлташа ĕçтер. Вăл — командир.
— Эсир те чехсемпе çапăçма каятăр-и? Сирĕн тăванăрсем вĕт çав коитрăсем, — терĕ тахăш.
— Пирĕн тăвансем мар вĕсем, шуйттан тăванĕсем. Пирĕн тăвансем кунта, — терĕ Гашек. Чей ĕçекенсем пухури пек алă çупса шавлама пуçларĕç.
Сахар каллех юнашар ларакан юлташĕнчен ыйтрĕ.
— Ма ăна Романович теççĕ? Вĕсен, пирĕнни пек, ашшĕ ячĕпе чĕнес йăла çук вĕт.
— Ăçтан пĕлем? — хуравларĕ лешĕ. — Пирĕн йăлапа пурăнас терĕ пуль: пирĕн тăвансем кунта, терĕ вĕт.
Вокзалра Сахар Подвойские курма ĕмĕтленнĕччĕ: Ленинпа пĕрле ĕçлекен çын,! Çук, курса пулмарĕ.
— Ан саланăр, юлташсем. Эп Николай Ильич патне кĕрсе тухам, — терĕ те Подвойский вагонне пĕчченех кĕчĕ.
«Пăх-ха, ку та Ильич ятлă. Хăйне кураймарăм пулать. Эх, Кăяш Тимккипе Çимуна курасса куртăм та алă та парса ĕлкĕреймерĕм», — шухăшларĕ Бакаев тухасса кĕтсе тăракан Сахар.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...