Кĕпер :: Сурхури
Чулçырмара шурă та таса лăпкă хĕл кунĕсем тăраççĕ.
Çулла кунта шурăмпуç палăрнă-палăрман урам мĕкĕрме, мекеклетме, кĕмсĕртетме тытăнатчĕ. Анкартинче те, хирте те, вăрманта та тĕрлĕ сас-чӳ янăратчĕ. Халь пур çĕрте те шăп.
Шартлама сивĕ ир. Тавралăх шап-шурă. Йăмра тураттисем, лупас таврашĕнчи улăм пĕрчисем пас тытнипе шуралса хулăнланнă. Шурă мăрьесенчен шупка тĕтĕм тухса пĕлĕте кармашать.
Сăрă çерçисем хушшинче сарă пĕсехеллĕ кăсăясем чĕвиклетеççĕ. Хĕллехи хăнасем, çулла ялта мар, вăрманта та кураймăн вĕсене. Сивĕтсен, вăрман çимĕçĕ юр айне пулсан, çак çунатлă пĕчĕк чĕрĕ чунсем этем çывăхне вĕçсе килеççĕ.
Кăнтăрла виç-тăватă пуян хапхи яр уçăлать. Хапхаран лаши-сурăхĕ черетлĕн кĕпĕрленсе тухаççĕ. Пĕлĕте кармашнă пусă тараси чĕриклетсе пуççапма тытăнать. Пуян çапла шăварать выльăхне. Чухăнраххисем йышлă мар выльăха çăл валашкинчен те, лахханран та, витререн те шăвараççĕ.
Ача-пăча катаччи ярăннă çĕрте шавлакалать.
Урăх сас-хура илтĕнмест хĕллехи ял урамĕнче.
Мишша-салтак хăйĕн кăмăшка сăрăхтаракан пиччĕш патне каймарĕ, çакăнтах, Пăлаки патĕнче, Трашукпа пĕрле Çимуна кĕтсе пурăнчĕ. Çимунĕ раштава та таврăнмарĕ. Пăлаки вĕçсер хуйхăрса ахяатать. Хăйĕн ăшĕнче тарăн хуйхă пытарнă хĕрарăма Трашук та, Мишша-салтак та лăплантараймаççĕ.
Вырăс йăлипе хĕллехн чăн пысăк та чаплă праçник — раштав. Чăваш Христос çуралнă куна пачах хисеплемест теме çук. Ялта раштав çитсен тĕллĕн-тĕллĕн арçын ачасем тул çутăлличченех килĕрен çӳресе раштав юрри пĕли-пĕлми юрлаççĕ («Рашство твоя кристепошнаш»)... Тул çутăлсан, пуянрах пурăнакансем какай пельменĕ, чухăнсем улма пельменĕ е çăмах пĕçерсе çиеççĕ. Кăнтăрла мăн хĕрсемпе каччăсем кунĕпе хĕвелçаврăнăш тĕшĕлеççĕ. Чулçырмара престол праçникĕ — хĕллехи микула — раштавран чаплăрах иртет. Çапах микули те раштав пекех чиркӳ праçникĕ, урăхла каласан, вырăс праçникĕ.
Чăвашăн хăйĕн хĕллехи праçник пур, авалхи праçник — сурхури. Питĕ пысăк праçник вăл — çут тĕнчери чăн хăватлă, чăн авалхи турă — хĕвел — çĕнĕрен çуралнине пĕлтерекен уяв.
Çав праçник ятне теме курса панă чăваш халăхĕ. Сурăх ури, сурхури тенĕ. Тен, ĕлĕк-авал чăваш халăхĕ вăрманта мар, хир енче пурăнса сурăх нумай ĕрчетнĕ пуль. Тен, сурăх ури — юратнă какай, чаплă сăй пулнă пуль. Тен, сурхури праçникĕ те мĕскĕн хаяăх çителĕклĕ, тутă пурăнăç пирки ĕмĕтленнине кăтартнă пуль. Кам пĕлет. Ана ваттисем те манса пĕтнĕ. Халĕ чăваш, сурхури çитсен, сурăх тислĕкĕ евĕрлĕ йăва пĕçерет. Хĕрсем, çĕрле сурăх витине кĕрсе, пĕр-пĕр сурăха кайри ураран тытма тăрăшаçсĕ. Хура сурăх тытсан, хĕр каччи хура пулать, шурă сурăх тытсан, сарă качча каять вăл.
Елĕк-авал сурхури праçникне чăваш хĕллехи микула иртсен виççĕмĕш эрнекун тунă, теççĕ. Çапла пулнă пуль. Каярах сурхурине чăваш хушшинче тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ вăхăтра палăртма пуçланă. Хăшĕ раштав кунне сурхури тенĕ, хăшĕ — çĕнĕ çул каçне, хăшĕ — çĕнĕ çулпа крещени хушшинчи эрнене, хăше тата — крещени каçне çеç. Чулçырмасем сурхури праçникне çĕнĕ çул каç тăваççĕ.
Кăрлач сивви кăçал раштавчченех пуçланчĕ. Паян та шартлама сивĕ кун. Каç енне тата хытăрах сивĕтсе пăрахрĕ.
Тĕнчене кисрентернĕ пин те тăхăрçĕр вунçиччĕмĕш çул иртсе каять. Юлашки каç. Тĕнче кисреннĕ ĕнтĕ, анчах Чулçырмара пурнăç лăпкă-ха. Ыран Çĕнĕ çул. Малашне яла та кисрентерекен вунсаккăрмĕш çул пуçланать. Çыннисем сисеççĕ-ши çавна? Сисекеннисем те пур. Осокин хулана кайма хатĕрленет. Большевиксен уес комитечĕ чĕнсе илнĕ ăна. Мĕнле ĕçпе чĕнтернине Осокин чухлать. Вăл Самарта чухнех паянхи лару-тăру пирки Тайман Сахарĕпе тĕплĕн калаçнăччĕ.
— Манăн та Дутовсене хирĕç çапăçма вăхăт çитрĕ ĕнтĕ, — терĕ вăл Трашукпа калаçнă чух. — Тен, яла килмесĕрех кайнă пулăттăм та — эс чăрмантартăн мана, тăруках кӳлнĕ лашапа куç тĕлне пултăн.
Ыран мĕн пуласса Мăрзабай та сисет пуль, мурçиеш. Пуçĕ пăтранса кайнăскер, вăл пĕчченех шалти пӳлĕмре пĕчĕккĕн-пĕчеккĕн кăмăшка сăрăхтарса ларать, такампа калаçать хăй, тем мăкăртатать, такама юнаса илет. Çапах шухăшĕ пĕр йĕрпе пыма тăрăшать унăн: «Иртнĕ çул, пăтранчăк çул иртрĕ, пĕтрĕ. Çапла-и? Çук, суятăн. Çул мар, тĕнче пĕтсе килет. Светопреставление теççĕ вырăссем. Пре-ставление, пред-ставление. Чипуха! Чăваш вăйлăрах каланă: ахăр! Ахăрсамана. Урса кайнă, йĕркерен гухнă самана. Çапла мар-и? Çапла. Тĕнчи-самани урлă-пирлĕ те пуçхĕрлĕ пăтăрмашланнă. Виçĕ Якур власть пуласшăн. Тамаша! Питĕрте Ленин. Чулçырмара Виçĕ Якур. Ленин. Кам вăл Ленин? Чăвашсен тусĕ терĕ Çимун. Суять Çимун, суеçĕ, ултавçă вăл. Улталарĕ мана: раштава та, Çĕнĕ çула та киле таврăнмарĕ. Белянкинсем тахçанах таврăннă, вăл, путсĕр çын, большевиксен евчи, таврăнмарĕ. Эй, çăва патне Çимуна!.. Питĕрте Ленин. Оренбургра Дутов. Кам вăл Дутов? Атаман. Унăн йĕмĕ хĕрарăм кĕпи пек — хĕрлĕ хăмачлă. Шанмастăп зп сана, Дутов. Эс казаксен атаманĕ. Емĕрнех мужика кураймастăр эсир, казаксем. Эпĕ мужик. Чим-ха, кам каларĕ Мăрзабай мужик тесе? Мĕн вара? Мужик ĕнтĕ эп, улпут мар, казак мар. Хресчен эп. Крестьянин. Кресть-янин, хрнстианин. Христ... стоп! терĕ пĕр вырăс. Вырăс? Фальшин — вырăс. Ухмах вăл Фальшин. Пупĕ те ухмах. Большевиксене антихрист теççĕ. Çук, анти мар, христсем вĕсем, Христоссем. Тупата туршăн, Христоссем. Пурне те тан тăвасшăн, пĕр çăкăрпа пилĕк пин çынна тăрантарасшăн. Тăрантарĕç те! Шывран эрех тăваймĕç-и тата? Шывран эрех. А ман Тимук çăкăртан эрех тăвать. Путсĕр, ирсĕр çын. Çавă антихрист мар-и? Чим-ха... Болыневнксем Христос пек-и? Е Христосĕ большевик пулнă-и? Христос — большевик. Вот пупсене, фальшинсене çапла каласчĕ... Суятăн, Мăрзабай, Христос ĕмĕрне те болыпевик пулман вăл. Ухмах эс, Мăрзабай. Ан ĕç урăх. Ан ĕç тесе кам каларĕ? Пурпĕрех ĕçеп. Пысăк хуйхă ман пуçа çиет. Çимун мана пăрахса кайрĕ. Назар çухалнă. Хăйĕн генералĕсемпе пĕрле çухалнă, пĕтнĕ вăл. Назар пĕтсен, Мăрзабайăн ăрăвĕ те пĕтет... Çимун Мăрзабаях мар çав вăл. Пурпĕрех вăл та пĕтет...»
Çав вăхăтра хапха умĕнче ачасем шавлани илтĕнчĕ. Акă такмак каланă пек юрлама тытăнчĕç. Мăрзабай чӳрече патнех пырса итлесе тăчĕ.
Мучи, пире кĕртетни? Кĕртмесессĕн, каятпăр... Кĕртет, кĕртет, ан кайăр. Кинемей, пире кукăль пар. Паратни те памастни? Кукăль парсап, каймастпăр... Парать, парать, ан кайăр.
Çавах ачисем Мăрзабай хапхинчен кĕмерĕç. Пĕри, шухăраххи, юлашкинчен чӳречеренех кăшкăрчĕ: «Сурхури!.. Сурăхсем путек туччăр, арăмсем ача туччăр, хĕрсем хĕсĕр пулччăр!» Вара ача кĕтĕвĕ шавласа-кулса пуян пӳртĕнчен пăрăнса кайрĕ.
Мăрзабай сасартăк çилленсе ӳкрĕ, алăк уçса, тулти пӳртелле кăшкăрчĕ:
— Эй, кам пур унта? Тавăрăр ачасене! Кукăль парăр, йăва парăр, кĕрпе-çу парса ярăр!
Тулти пӳртре сас-хура пулмарĕ. Вара ватăла пуçланă Мăрзабай макăрса ячĕ. Пĕччен вăл çут тĕнчере. Пĕччен! Килтисем ăна пăрахса кайнă. Ял ачисем ун патне кĕме те хăраççĕ. Çимун улталарĕ. «Эх, Назар! Аçта эсĕ, Назар? Таврăн киле! Эс чурăс хурăнварсене хунăшăн ӳпкелешмĕттĕм тек...»
Сурхури-çке паян. Сурхури каç макăрма юрамасть. Мăрзабай, чышкипе куççульне сĕркелесе, тепĕр курка кăмăшка шаплаттарчĕ те юмăç пăхас терĕ.
Пĕррехинче Мăрзабай хуларан оракул — юмăç пăхмалли кĕнеке илсе килнĕччĕ. Çав кĕнекене арчаран туртса кăларчĕ вăл халь, шкапра тахçанах хатĕрлесе хунă урпа пĕрчине шыраса тупрĕ. Кĕнеке хуплашки çинче — ӳкерчĕк: çаврашка варрине пĕр ухмах пуçне кĕртсе лартнă. Урпа пĕрчине çӳле çĕклесе, çав ухмах çамки çине патлаттарса ӳкерчĕ Мăрзабай. Урпа пĕрчи сиккелесе пĕр йĕр çине кайса ӳкрĕ. Çирĕм çиччĕмĕш номер. Кĕнекине уçса, номерне шыраса тупрĕ Мăрзабай, вуларĕ: «Сан ăраскалу — хăвăн аллунта».
«Эй, ухмах, суятăн эсĕ. Араскал çук Мăрзабайăн — хăй аллинче те, çын аллинче те», — тесе кĕнекине çурса тăкма пикеннĕччĕ Мăрзабай — тулти пӳртре алăк шаклатрĕ. Вара вăл пĕчĕк ача пек хăраса ӳкрĕ те кĕнекине хăй айне хĕстерчĕ.
Наçтук килсе кĕчĕ, тӳрех арча патне пычĕ.
— Мĕн кирлĕ сана унта, хĕрĕм? — ыйтрĕ ашшĕ.
— Оракул кирлĕ. Кĕтерипе юмăç пăхас тетпĕр. Юмăç пăхмалли каç вĕт паян, атте.
— Сансăрах пĕлеп, — çиллессĕн мăкăртатрĕ ашшĕ. — Çуккă оракул. Сутса ятăм эп ăна, суять вăл, вырăс юмăçĕ. Ав, витене кайса сурăх тытăр. Сана тытмасан та юрать, сан каччу сарă.
Наçтук- тутине пăрса тухса кайрĕ. Мăрзабай тăчĕ те тĕрлĕ шухăшпа тарăхнă мухмăр-сухмăрла чунне кĕнеке çурса кантарчĕ.
Лешеккинчи хĕрсем те кĕçĕр юмăç пăхрĕс, хапха урлă пушмак е кĕççе атă парахса, хăш еннелле качча каяссине сăнарĕç. Оля çеç ниçта та тухмарĕ. «Ман юмăç пăхас вăхăтсем иртсе кайрĕç, арăм пулнă эпĕ, Рамаш. арăмĕ», — тесе шухăшларĕ те Рамаш патне çыру çырма ларчĕ.
Оля пĕчĕккĕ чух шкула виçĕ çул çӳрекеленĕ. Ытла шухă хĕрача пулнипе вăл начар вĕреннĕ, арçын ачасемпе çапăçнăшăн пĕрре çеç мар чĕркуççи çинче ларса та, кĕтесре ура, çинче тăрса та курнă. Шкула çӳреме пăрахнă хыççăн алла хут-кĕнеке тытса курман. Рамашпа паллашнăранпа вăл çырма çĕнĕрен вĕренчĕ тейĕн.
«Ах, Рамаш, Рамаш! — йĕрке хыççăн йĕрке чĕрмелет вăл кĕçĕр. — Тухса кайнă чух — таврăнатăп, туй тăвăпăр, çĕнĕ кĕпер хывăпăр терĕн. Таврăнас вырăнне таçта, тĕнче хĕррине, кайса ӳкрĕн. Упкелешместĕп, тунсăхланипе тарăхатăп. Чĕн мана, Рамаш!.. Çĕпĕре çити çуран кайăп, пăлан пулса чупăп, кăвакарчăн пулса вĕçĕп. Чĕн кăна. Пĕчченех юлатăп-çке кунта. Илюша кукка хыççăн Дутова хирĕç çапăçма каясшăн. Пĕр пуçа илнĕ япалана тăватех ĕнтĕ вăл...»
Чулçырмара вĕт-шакăр ачасем, каччăсем, хĕрсем ыран мĕн пуласса сисмеççĕ, пĕлмеççĕ, паянхи савăнăçпа çуйăхаççĕ. Ачалăхпа çамрăклăх савăнăçĕ култарать, выляттарать, юрлаттарать вĕсене.
Хĕрсем ыранхи каçран пуçласа крещеничченех, пилĕк каç, çĕрĕ ярса юрлĕç. Хăйсен шăпине шывлă витрере çĕрĕ шыраса, çĕрĕ кăларнă чух юрланă юрра сăнаса пĕлме тă-рăшĕç. Паян та вĕсем малашлăха тĕпчесе пăхаççĕ — хăшĕ сурăх ури тытса, хăшĕ кĕлетке туса, хăшĕ тата чăх тытса...
Кĕçĕр Шалтикăспа Тĕплĕ урам хĕрĕсем Ăльтук акка патне пухăнса ларнă. Каччисем те пухăннă, хăшĕ хутаç, хăшĕ такмак çакса пынă. Урамра вĕсене вĕт-шакăр ачасем кĕтсе тăраççĕ.
Зар Ехим хул урлă сарă такмак çакнă. Туй пуçĕ пек тапăртатса мала, Альтук акка патне, пырса тăчĕ вăл.
— Вăхăт çитнĕ, кайăр ĕнтĕ. Кĕрпе, пăрçа, çу ытларах пухса килĕр, кашăк илсе килме ан манăр, — терĕ Альтук акка. Каччăсене кнлĕрен çӳреме ăсатрĕ, хĕрсене чугун, куршак, чашăк илсе килме кăларса ячĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...