Кĕпер :: Çĕнĕ самана хыпарĕ
Çĕнĕ самана хыпарĕ Каменка ялне те çитрĕ-çитрех. Темле васкамасăр, тавра çулсемпе килчĕ вăл.
Николай Васильевич Радаев — хайхи Илюшăпа Ольăн куккăшĕ, яла таврăнсан, килйышсемпе тăванĕсене çеç мар, кӳршĕ-аршăсене те чун кĕртсе савăнтарчĕ.
Яла çитнĕ пĕртен-пĕр чăн-чăн большевик Виçĕ Якур пек пуху пухса кăшкăрашмарĕ. Вăл ял çыннисене тимлĕн сăнарĕ, кашнинпех ăшшăн калаçса, ун шухăш-кăмăлне пĕлме тăрăшрĕ. Çĕнĕ самана пуçлансан, кам мĕне юрăхлă пулĕ-ши? Радаев чăваш енне те каçса курасшăн, унти фронтовиксемпе паллашасшăн пулчĕ.
Ку ĕçре ăна кĕтмен çĕртен аккăшĕн хĕрĕ пулăшрĕ. Большевик-куккăшне ытла та евĕклĕ кĕтсе илчĕ Оля. Ыттисенчен вăргтăн калаçса, уйрăмах туслашрĕç вĕсем. Оля хăйĕн каччи пирки те куккăшне пĕтĕмпех каласа пачĕ. Лешĕ Самарта Рамаш ашшĕне тĕл пулнă иккен. Ольăшăн ку тепĕр савăнăç пулчĕ. Сăмах май Оля Трашук пирки тата кăмăллă, «культурăллă» калаçакан чăваш салтак пирки асăнчĕ.
Чăваш енче Радаев малтан Смоляковпа калаçрĕ, паллах, хăйĕн большевик кăмăлне палăртмасăр, кăшт хурăн-таш тивекен лавккаçăпа вашкăртса сăмахларĕ. Юлашкинчен тин «культурăллă салтак» патне çул тытрĕ.
Çак вăхăтра Çимунпа Трашук чăнкă çыран айĕнче çăл пури туса айкашатчĕç. Мăрзабай Çимунĕпе Николай Радаев пĕрне-пĕри паллакан çынсем пек алă парса салам-ларĕç. Ольăн большевик-куккăшĕ çинчен илтессе Çимун Трашукран лешĕ яла таврăничченех илтнĕччĕ те кунта килессе кĕтменччĕ ăна. Евĕклĕ калаçу пуçлама вĕсене Трашук сăмах чĕнмесĕрех пулăшрĕ:
— Эс, йĕкĕт, хайхи Трашук пултăн пуль-ха? — терĕ вырăс, ăна та алă парса. — Сан ятна Илюшăпа Оля пĕрмаях асăнаççĕ. Салам калама хушрĕç. Ма ху пырса курмастăн?
Нимĕн те чĕнеймен йĕкĕт вырăнне Çимун хуравларĕ:
— Ерĕçеймерĕмĕр çав, Николай Васильич. Шуйттан чурисем пек тар юхтарса ĕçлетпĕр. Ĕçрен кăшт пушансанах каçăпăр-ха Трашукпа сирĕн енне. Вырăс хĕрĕсен улахĕнче чăваш хăййине çунтарма пырăпăр, — Çимун, питçăмартине мăкăртса, кăвакарчăн сассиие кулса ячĕ.
— Сан ĕлĕкхи вăрттăн ĕçӳсем пирки эпĕ те илтнĕччĕ, — терĕ вырăс та, кулнă май пӳрнипе юнаса, — текех унта сана кĕтсе ларакан хĕр çук. Хӳреллĕ каччăсене йышăнмастпăр эпир.
— Хӳре терĕн-и? Чармасть вăл мана. Улаха кĕнĕ чух алăкпа хĕстеретĕп те, калта хӳри пек татăлса та юлать.
— Пирĕн хĕрсем сан пек арлă йĕкĕтсене йĕкепе чикеççĕ, турчăкапа хăвалаççĕ улахран, — каллех кулса ячĕ Радаев. — Хӳрине кайран калтанни пек çĕнĕрен ӳстересшĕн-и эс? Мучунтан хăрамастăн-и? Е халăх сăмахĕнчен, е турăран? Турра çапах та ĕненетĕн пуль-ха?
— Ан хăрат мана, Николай Васильич. Халь свобода. Патша та çук, турă та çук. Мучирен те тартăм эп, — шӳтлет Çимун, çав вăхăтрах хăй: «Эс манпа шăл йĕрсе калаçма килмен пуль-ха, — тесе шухăшлать. — Кала ĕнтĕ хăвăн сăмахна».
Радаев, ун шухăшне илтнĕ пек, ăна алăран çаклатрĕ те:
— Эс, Трашук, кăшт кан-ха. Атту ĕçлеттерсе чунна кăларĕ старшина таврашĕ, — терĕ. Пĕр-ик утăм аяккалла утсан, Çимуна урăх сасăпа каларĕ: — Свобода тетĕн-и? Çавăн пирки калаçма килтĕм те сан патна.
«Акă ĕнтĕ, мана та килсе хупăрларĕ, — терĕ хăй ăшĕнче Çимун. — Çапла çав. Саманаран кăмака çинче пытанса лараймăн. Тĕлĕнмелле. Ку вырăс чăваш енчи ĕçсем пирки манран та лайăх пĕлет...»
— Пирĕн енче те пĕр большевик тупăнчĕ-ха. Пуху пирки илтнĕ-тĕк, ун ятне те пĕлетĕн пуль? Мыскара вĕт, — илтĕнет Çимун сасси.
— Пĕлмесĕр! — тет Радаев. — Мыскара çеç пулсан пырĕччĕ: Хăрушă çын... мĕнлеччĕ-ха, виçĕ хут Егор теттĕрччĕăна? Большевик мар вăл. Анархист теççĕ ун пек çынсене.
Трашук тепĕр еннелле çаврăнса ларчĕ: «Итлесе ларать тесе ан калăр». Лешсем çывăхрах калаçса тăраççĕ.
— Анланса çитейместĕп сана, Семен Тимофеич, — тет вырăс. — Кам эс? Большевик мар, меньшевик мар, эсер, анархист, максималист мар. Кам вара? Шухăшлакан çын-çке эс. Анланасса пĕтĕмпех ăнланатăн та... аяккалла пăрăнса юласшăн пуль. Пӳрте те улах вырăна лартатăн, ав. Асту: пӳртӳ улах та çӳллĕ вырăнта ларать. Чӳречерен пăхсан, пĕтĕм ял — чаваш енĕ те, вырăс енĕ те — ал тупанĕ çинчи пек курăнать.
— Чим-ха, ытла ан васкат мана, Николаи Васильич, —
хуравлать чăваш. — Мĕнле калас... сочувствующи эпĕ, вăл енне кайсан. Пуринчен ытла большевиксене ырлатăп, анчах вĕсем, власть илсен те, ăна нумаях тытса тăраймĕç тетĕп.
— Уншăн та тавтапуç, — терĕ вырăс — Паян шансах каймастăн, ыран самани хăех шантарĕ. Нумай кĕтмелле пулмĕ. Тен, паян-ыран улшăну хыпарĕ килсе те çитĕ. Халлĕхе çав... виçĕ хут Егор мĕн хăтланнине сăна. Улпут име-нине çаратма чухăнсене мар, кулаксене ертсе кайĕ вăл. Систер вара мана, ав, çамрăк тусна чуптар пирĕн енне, — унтан йĕкĕт çинелле пăхрĕ: — Эсĕ те, Трашук, сочувствую-щи-и е хăвăн катари тусу пек большевик пулса çитнĕ-и?
— Илюшăна большевик туса çитертĕн пулсан, эпĕ те хатĕр вара, — хăюланчĕ Трашук.
— Илюшăна-и?! — терĕ те вырăс сасартăк мăн сасăпа аелати пек ахăрса кулса ячĕ. — Илюшăна-и! — терĕ вăл каллех, кулма чарăнсан. — Виçĕ хут Егор хăраххи вăл, сан Илюшу. Кăштах вĕрентсе илме лекрĕ ăна анархистла хăтланнăшăн. Пирĕн уксах почтальона хĕнесĕ тăкнă вăл, унтан хăех Афонькăна самогон ĕçтернĕ. Хĕнессе: «Ку сана пирĕн çырусене Васька аллине парса тăнăшăн», — тесе хĕненĕ, ĕçтерессе: «Тек апла ан хăтлан. Хăтлансан, тепринче хĕнесех вĕлереп сана», — тесе ĕçтернĕ. Анархист мар-и? Капла эс нихçан та большевик пулаймастăн терĕм эпĕ ăна. Лешĕ, чăнах та, киревсĕр хăтланнă ĕнтĕ, чышкăпа суд тума юрамасть...
Вырăс чăвашсемпе курса паллашнăшăн сапăрланни ун ялтăракан куçпуçĕнченех палăрать. Çимун чăнах та савăнтарчĕ ăна: васкаса нимех те шантармарĕ, хăй çавах, кирлĕ пулсан, мĕн тумаллине тума хатĕр пек.
Виçĕ Якур пирки Радаев мĕн тӳрĕпе пăшăрханнине Çимӳн лайăх ăнланчĕ:
— Пĕчĕк хурахсем пысăк хурах чукмарне вăрласшăн-и вара? — терĕ вăл кулса лăпланнă хыççăн. — Пысăк хурахне çĕнтереймен-ха эпир. Помещик пурлăхне халăхшăн упрас пирки вĕтеленме иртерех мар-и?
— Ир мар! — терĕ Радаев çирĕп сасăпа. — Ыран-паян çенĕ самана пуçланатех. Тен, пуçланнă та пуль, хыпарĕ çес пирĕн пата çитеймен-тĕр. Вăл хыпара чарса тăракансем тупăнĕç — кĕпĕрнере те, уесра та, Куçминккара та.
— Питĕ хайлăллă çын эс, большевик юлташ. Ытлашши самахламасăрах ман иек айван-тăмпая ăс кĕртме пĕлетĕн. Большевиксем, власть илсен, халăх пурлăхне тустарма мар, упрама, хуçал.ăха ӳстерме тăрăшĕç тетĕн-и? Эсир çав тери перекетлĕ çынсем пулсан, мана мар, Мăрзабай мучине те большевик туса хурăр, — кĕвиклетрĕ Çимун.
— Мурзабайкин ытла хулăнрах çав, йĕп çăрти витĕр тирĕнеймĕ, — каллех ахăрчĕ вырăс. — Сан пирки иккĕленместĕп вара. Эс çурри ытла пирĕн ĕнтĕ...
Трашук вырăспа чăвашăн юлашки сăмахĕсене ăнланса илеймерĕ. Çапах Ольăи куккăшĕ Çимун пиччĕшпе туслашнăшăн хытă савăнчĕ вăл.
Çĕнĕ самана хыпарне Чулçырмара пуринчен малтан никам та мар, Трашук пĕлчĕ. Радаев килсе кайнă хыççăнах вăл Рамашран çыру илчĕ.
«Савнă тусăм Трашук! — çырать Рамаш. — Савăнăçлă хыпарсем сирĕн пата та çитрĕç пуль. Çитмен пулсан, пĕлтерем: Российăра çĕнĕ самана пуçланчĕ, халь власть рабочисемпе хресченсен аллине куçрĕ. Çĕнĕ правительство Совнарком ятлă. Ленин юлташ — Совнарком председателĕ. Эпир те кунта уес совнаркомĕ турăмăр. Тата Совет влаçне хӳтĕлеме Хĕрлĕ гварди организацилерĕмĕр. Эпĕ пуринчен малтан çырăнтăм. Шепелев юлташ (халь вăл пирĕн совнарком председателĕ) мана, эпĕ темиçе чĕлхе пĕлнĕрен, тăлмач пулăн терĕ, совнарком тăлмачĕ. Тата машина çӳретме вĕрентесшĕн вăл мана, шофер тăвасшăн».
Юлашкинчен Рамаш çапла çырнă:
«Халĕ пушшех ерçейместĕп, Трашук. Сирĕн пата Совет влаçĕ татăклă çирĕпленсе çитсен тин пыма пултарăп: Çĕнĕ çула е çăварни тĕлне. Вăл манран хамран килмест ĕнтĕ. Кун пирки Ольăна каламасан та пырĕ. Çырăва Илюшăна çеç кăтарт, ыттисене сăмахпа каласа пар. Сирĕн унта мĕнле? Совнарком тунă-и? Хĕрлĕ гварди организациленĕ-и? Пĕтĕмпех йĕркипе çырса пĕлтер».
Рамаш çырăвне Трашук чăн малтан Çимуна вулаттарчĕ. Лешĕ çыру вуланă хыççăн кăмăлсăрланса шухăша кайрĕ, унтан сасартăк Радаевпа хăйĕн мучăшне вăрçса тăкрĕ.
— Тĕлĕнмелле мар-и! — терĕ вăл вăрçса ăшне кантарнă хыççăн. — Болыневиксем влаçа хăйсен аллине илнĕренпе вунă кун иртнĕ. Эпир пĕлмесĕр пурăнатпăр. Пытарнă вĕт Радаев пиртен ку хыпара, мучи те манран пытарнă. Енер кăна вăл Куçминккана кайса килчĕ. Унта хыпар пĕлмен мар ĕнтĕ. Ним те шарламарĕ, эсрел. Лешсем те, кусем те мана шанмаççĕ пулать. Çав кирлĕ те сана! Ни шурă, ни хура. Тен, капла лайăхрах та-и, Трашук? Эс кун пирки мĕн шухăшлатăн?
Трашукĕ Çимунăн юлашки сăмахĕсене ăнланайманнипе ним чĕнме пĕлмесĕр куçне чылайччен мăчлаттарса тăчĕ:
— Е Радаев ун чух хăй те пĕлмен-и?
Хальхинче Трашук хĕрсех хуравларĕ:
— Пĕлмен, пĕлмен! Тупата туршăн ним те пĕлмен вăл.
Çимунăн питçăмартийĕсем кулăшла мăкăрăлчĕç.
— Эх, сăваплă чун, ахалех тупа тăватăн вĕт. Лешекки вырăсĕ мĕн пĕлнипе мĕн пĕлменнине ăçтан чухлатăн эсĕ? Юрĕ. Чуп-ха, эппин, Лешеккине. Радаева тупса, . Рамаш çырăвне вулаттар. Вара вăл мĕн пĕлнипе мĕн пĕлменнине курăпăр. Эпĕ мучи патне кайса килем. Унпа пĕрле кăмăл туртман кăмăшкана кăшт сыпсан, чĕлхине вĕçерĕ-ха.
Мăрзабай хыпар пĕлме çеç мар, хаçатсем те илсе килнĕ Куçминккаран. Мир пирки тата çĕр пирки декретсем пичетленĕ унта. Хаçачĕсем сĕтел çинче выртаççĕ, хай сĕтел хушшинче урă пуçпа шухăша кайса ларать: «Власть кам аллине лекрĕ ĕнтĕ? Ульянов-Ленинран пуçне, пурте палламан ятсем, çĕнĕ ятсем. Керенскисем, Милюковсем, Авксентьевсем çук унта... Кусем мĕнле çынсем-ши? Хăш çулпа уттарасшăн-ши иирĕн мĕскĕн Раççейăмăра?
Декречĕсем лайăх ĕнтĕ: хресченсене çĕр кирлех, мирĕ пурне те кирлĕ. Лайăххи лайăх та... чĕре темшĕн вырăнта мар. Ахалех каламарăм çĕркаç Çимуна. Вăл большевиксем пирки нумай пĕлет. «Сана тĕкĕнмĕç вĕсем», — терĕ пĕркун. Тĕкĕнмĕç, кĕтсех тăр! Чим-ха, ма мана тĕкĕнмелле вĕсем? Эпĕ никама та усал туман... Эсерсем епле килĕшнĕ тата большевиксемпе? Сулахаййисем тенĕ, Эх, килĕшӳ, килĕшӳ! Килĕшӳ çукки хăртать çав. Патшалăхра мар, пĕр çемьере те килĕшӳ çук. Çимун большевиксене ырлать, Назар ун пеккисене пуçхĕрлĕ çакма хатĕр... Эх, Назар, Назар. Аçта-ши эс халь? Генералусене хупнă терĕç. Ху ăçта, мĕн туса çӳретĕн-ши? Е пуçтах пуçна çухатрăн-и?! Çухатман пулсан, халĕ мĕн шухăшлатăн? Большевиксене çакас, перес тетĕн-и?. Перекеннисем кунта та тупăнĕç-ха. Тен, тин пĕрне-пĕри пеме тытăнĕç. Çук, лăпкă пурнăç пуласси пĕтрĕ. Тата пысăкрах пăлхавсем, юнлă пăлхавсем пуçланса кайĕç. Çимун каларăшле, большевиксем халăха нумай юн тăктарĕç. Ав Белянкинĕ те...»
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...