Кĕпер :: Марзабайсем
Павел Алексейччăн аслашшĕне пушкăртсемех Мăрзабай ят панă. Киселев помещикăн управляющийĕ шаннă ăна: чеелĕхĕ те пур, сăпайлăхĕ те, йĕркелĕхĕ те. Пĕр-пĕр ĕç тума ним çукранах мелне тупать. Помещик тыррине хулана лавĕ-лавĕпе турттарас ĕçе çавăн урлă тунă. Лава чупакансене вăл пушкăрт, чăваш, вырăс хушшинче тупнă. Тепĕр чух управляющи хулана хăй кайма ӳркеннĕ. Тырăшăн укçа илес, лавсемшĕн расчет тăвас ĕçе те çав Мурзабайкă ятлă чăвашах шаннă.
Хуларан харсăр чăваш час-часах пысăк укçапа таврăннă. Çавна сисекенсем пулнах пуль. Пĕррехинче çав пĕрремĕш Мăрзабай, хулана чиперех кайнăскер, килне таврăнман. Стражниксем ун виллине ялтан çирĕм çухрăмри Купăста варĕнче тупнă. Те такам çĕçĕпе пуснă ăна, те — хăйне хăй.
Пысăк та çивĕч хăйранă, юнпа вараланнă çĕçĕ çавăнтах, виле çумĕнче, выртнă.
Влаçсем сăлтавне те, айăплисене те тупайман. Мăрзабай çумĕнче укçа пулман курăнать: улпут таврашĕсем Мăрзабайсене кансĕрлемерĕç, укçа шыраса вĕсен хуçалăхне тĕкĕнмерĕç. Халăх хушшинче çеç тĕрлĕрен калаçса ирттерчĕç: хăшĕсем Мăрзабай Микулайĕ вилнĕшĕн пушкăртсене айăпларĕç, теприсем вăл хăех улпут укçине картла выляса янă та хăй çине хăй алă хунă терĕç. Вăхăтсăр вилнĕ Мăрзабайăн пысăк ăстăнлă та пуринчен ытла вĕреннĕ мăнукĕ Тимуш кайран çапла каланă: «Ырă пушкăртсем асаттене чаплă ят панă, усал пушкăртсем ун ĕмĕрне кĕскетнĕ...» — тепĕ, тет.
Çапла пулнă пулин те, çавăнтанпа Мăрзабай таврашĕсем пушкăртсемпе пĕлĕшленме пăрахнă. Мăрзабай Павăлĕ тесен, вăл ытларах вырăссемпе туслашнă. Чăвашăн авалхи йăлисене манман вăл, çав йăла-йĕркесене самаях хисепленĕ. Çапах хăй вырăс йăлисене те, вырăс культурине те пĕр иккĕленмесĕр йышăннă, весене чăваш хушшине сарма тăрăшнă.
Павăл хресчен ĕçĕнчен писмен, ашшĕ хăварнă самай хуçалăха упраса ӳстерме тăрăшнă. Лешеккинчи пуçламăш шкула пĕтернĕ хыççăн хăй урăх вĕренесшĕн пулман, анчах шăллĕнĕ вĕрентме тăрăшнă. Вуласса вара Тимушран юлмасăр вуланă. «Ухмаха ернĕ» шăллĕ сасартăк вилсе кайнă хыççăн ун кĕнекисене тустарман, тустарма мар, çĕнĕ кĕнекесем туянса, Павăл Тимушăн асăнмалăх библиотекине пуянлатнă. Кĕнекисене хăй те юратса вуланă, хут вĕренекен çамрăксене те вулаттарма тăрăшнă.
Ашшĕн хуçалăхĕ самаях пулин те, Мăрзабайсем ялти ятлă пуянсен шутне кĕреймен. Анчах йĕкĕр те теветкел çамрăк Мăрзабай хресчен ĕçне тĕплĕн тума тăрăшнă, çав çĕр çинчех вăл Хаярсемпе Медведевсенчен ытларах тырпул пухса илнĕ. Вăл хулара «мерикансен» Мак Кормик компани агенчĕпе пуринчен малтан паллашнă та, кредитпа усă курса, тĕрлĕ машинăсем, молотилка таран, кĕтмелле туяннă.
Турра ĕненмен шăллĕн çылăхне çырлахтарасшăнах тенĕ пек, Павăл пупсемпе, тиечуксемпе туслашнă, чиркӳ валли укçа шеллесе тăман. Ун пек тараватлă çынна вара кĕçех чиркӳ старости туса хунă. Мăрзабайăн ырă ячĕ пĕтĕм тавралăха сарăлнă. Нумай та вăхăт иртмен, ăна (чăвашран пĕрремĕш хут) вулăс старшинине суйланă. Сакăр çул вăл вулăс пуçлăхĕ пулса пурăннă. Вăрçă пуçлансан тин, хуçалăхĕ юхăна пуçланине кура, аран-аран çак чаплă ĕçрен хăтăлнă.
Мăрзабай пĕр ывăл, икĕ хĕр тата шăллĕн ывăлне пăхса ӳстернĕ. Çимуна вăл тăван ывăлĕнчен хытăрах юратнă. Те лешĕ ачаллах тăлăха юлнăран (ун амăшĕ те çав вăхăтрах ашшĕ чирĕпех вилнĕ), те вĕсен кăмăлĕсем пĕр пекрех пулнăран. Çимун мучăш пекех хресчен ĕçне юратнă, ваттисене хисепленĕ, — уçă та ырă кăмăллă ача пулнă. Мăрзабайăн тăван ывăлĕ, амăш пек кăра çилĕллĕ, чурăс кăмăллă Назар, ашшĕне час-часах кӳрентернĕ. Хулари гимназие пĕтернĕ хыççăн вăл киле таврăнман, Самара кайнă та хăй ăссĕн çар шкулне вырнаçнă. Вăрçă пуçлансан, ăна офицер чинне кĕртнĕ. Халĕ Назар — темле генерал адъютанчĕ.
Назартан çыру сайра хутра килкелет. Çимунĕ, пĕлтĕр çеç вăрçа кайнă пулин те, час-часах çырса тăрать. Иккĕшĕ те темиçе хут çапăçура пулнă, анчах пĕри те суранланса курман-ха.
Наçтук — Мăрзабайăн иккĕмĕш хĕрĕ. Унăн аккăшĕ Кулине те качча кайман-ха. Кулинепе Наçтук иккĕш те пĕр калăппа тунă хĕрсем: пĕр сăнлă, пĕр кĕлеткеллĕ, кăмăлĕсем те, пĕрре пăхсан, пĕр пекрех курăнаççе. Анчах Наçтукăн сăнне те, кăмăлне те куçа курăнман темле çăлтăр çутатса тăнă пек туйăнать. Кулинен ун пек çăлтăр çук. Çавна ашшĕ те лайăх сисет пуль. Наçтука юратать вăл, Кулинешĕн пăшăрханать. Аслине епле вырнаçтарас-ши? Каччисене, аслăраххисене çеç мар, Кулине тантăшĕсене те вăрçа илсе пĕтереççĕ. Мăрзабай та хăйĕн хĕрне вырнаçтараймасан, ыттисем ăçта кайса кĕрĕç? Хĕрсене халех Таллă мăнастирне ăсатмалла-и? Çапах та Мăрзабай аслин шăпи пирки пĕр шухăш тытнă-ха, каччине те палăртса хунă вăл, анчах хăй шухăшне халлĕхе никама та пĕлтермест.
Ашшĕ мĕн шутланине Кулине.пĕлмест, çавăнпа хăйĕн шăпи пирки хытă кулянать.
Тĕрĕссипе каласан, Трашук ахалех иккĕленет. Мăрзабай кил-çуртĕнче ют çын мар вĕт вăл. Унччен те çулла, ĕç вăхăтĕнче, ун патĕнче ĕçлесе курнă. Анчах ун чух Çимун пурччĕ. Халь вăл салтакра.
Çимун Трашукран пĕр пилĕк-ултă çул çеç аслăрах. Çапах авланнă çын ĕнтĕ. Ачи те пур. Мăрзабай Павăлĕ шăллен ывăлне çамрăклах васкаса авлантарнă.
Пĕлтĕр Çимунпа пĕрле хирте ĕçлени Трашукшăн пит усăллă пулчĕ. Трашук хуçалăхсăр ашшĕ килĕнче ĕçе хăнăхса çитеймен. Çимун Трашук мĕнле ĕçленине пăхать-пăхать те кулма тытăнать:
— Эй, эс... чухăн улпут! Сенĕке çапла тыткалаççĕ-и ăна? Ак, пуян Мăрзабай таврашĕнчен ĕçлеме вĕрен, — тăрăхласа вĕренткелет вăл çамрăк юлташне.
Пĕррехинче вĕсем иккĕш виçĕ лашапа аякри хиртен кĕлте турттарчĕç. Йăлтах аптрарĕ Трашук: вăл кăрман тĕпне вунă кĕлте пăрахнă çĕре Çимун кăрманĕ тулса та каять.
— Эх, çĕрпӳрт улпучĕ, — тет каллех вара Çимун, — ĕçе хăнăхман çав эс. Сан, вырăссем каларăшле, сноровка тени çук. Ак пăх-ха: эс кĕлтене мĕнле килнĕ çапла чиксе йăтатăн. Кĕлтене пĕр вĕçĕнчен чиксе йăтсан, вăл темиçе хут йывăрланать, саланса кайма та пултарать. Сенĕкне пучах енчен тăрса çыхă айне чик. Вара кĕлти хăех кăрман тăррине вĕçсе хăпарать.
Çапла ĕçлеме вĕрентетчĕ Çимун Трашука.
Хăшпĕр чух вăл кӳршĕ ачине хăйпе пĕрле выртмана та илсе каятчĕ. Мăрзабайăн лаша ытла нумайран мар, калаçма юлташ пултăр тесе чĕнетчĕ Çимун Трашука. Килте чĕмсĕр çын, вăл çамрăк юлташĕпе вĕçĕмсĕр калаçатчĕ. Çимун хăй те Куçминккара вĕреннĕ. Кĕнеке те нумай вуланă. Выртмара лашасене тăлласа ярсан, вĕсем вут хурса çĕрулми пĕçеретчĕç, хăйсем вут умĕнче хăшпĕр чух ирчченех калаçса ларатчĕç.
— Вĕренменни начар, кăшт кăна вĕренни пушшех тарăхтарать, — сăмах пуçлатчĕ Çимун. — Çăлтăрсем хушшинче планетăсем те пуррине пĕлни мĕне кирлĕ мана? Хресчен ĕçне тума пулăшмасть вăл. Чуна тарăхтарать, ăса ашкăнтарать кăна. Патша çуртĕнче Гриша Распутин пăтратса пурăнни çинчен те пĕлме кирлĕ мар пире. Ак кĕçех мана та вăрçа илсе кайĕç. Камшăн юн тăкмалла? Çав путсĕр Распутиншăн-и? Ăстăнпа хавшак патшашăн-и? Е пур-çук турăшăн-и? Турри чăнах та çук нуль. Пур пулсан та, шуйттанран тайăнрах. Хăй ĕрчетнĕ этем йăхне пĕр шеллемесĕр пинĕ-пинĕпе, мĕльюнĕпе вăрçăра вĕлерттерет. Ман аттене çакăн пек шухăшсене никамран пытармасăр каланăшăн çынсем: «Кĕнеке вуласа ухмаха ернĕ», — тенĕ. Тăван ялтах пуриншĕн те ют, усал çын пулса тăнă вăл... Тупата туршăн. Чахрун Мишши пиртен ăраскаллăрах. Вăл Чӳккукринче кăмăшка вĕретсе ĕçет те ял тăрăх çапкаланса çӳрет. Хăйĕн Емпĕлти Альтукĕ çав вăхăтра кампа емпĕлтетнине те сисмест.
Çакăн пек сăмахсемпе çамрăк чуна пăтрататчĕ Çимун. Тепĕр чух урăхларах сăмахсем те пуçлатчĕ, чĕрене тата хытăрах ыраттаракан туйăмсем пирки Трашукпа çывăх туспа калаçнă пек калаçатчĕ. Хăйĕн ача сăнĕ пек хĕрлĕ сăнлă çамрăк арăмне юратмасть иккен Çимун. Лешеккинче унăн юратнă хĕрĕ пурăнать. Майра хĕрне юратса пăрахнă вăл, анчах мучăшĕ Çимун кама юратнине ыйтса тăман, кайнă та Ыхраçырми хĕрне çураçса килнĕ. Çимун — йăваш чун, мучăш ирĕкĕнчен тухайман. Пĕлет вăл: вырăс хăйĕн хĕрне чăваша парас çук. Мăрзабай Павăлĕ те, ятлă çын пулнăран вырăссемпе явăçать пулин те, чăвашран писмен, майра хĕрне киле илсе килсе, халăх умĕнче намăс курас çук.
— Чăваш чăвашах илмелле тесе мăкăртатрĕ вăл мана авлантарас умĕн, — тет Çимун. — Эп майра хĕрĕпе çӳренине сиснĕ пуль, эсрел. «Юманпа çăка мăшăрланмаççĕ, майра чăваш каччăшăн мăшăр мар», — текелерĕ тата. Хăшĕ юман, хăшĕ çăка пулнине каламарĕ хăй. Ман шутпа, юманĕ — вырăс. Чăвашĕ çăках пуль. Унран такам та пушăт тирме пăхать. Хăйĕн юратнă хĕрне, гимназисткăна, кама качча парĕ-ши, апла пулсан? Вĕреннĕ каччă чăвашра епле тупĕ-ши? Эх, Мăрзабай, Мăрзабай! Мана атте пек юратнă çĕртенех пурнăçăма пăсса хутăн.
Çак сăмахсем Трашук чунне те пăлхатса ячĕç. Кăшт шанчăк та пачĕç пек. Вĕреннĕ те культурăллă каччă! Трашук вĕренет-çке, культурăллă çын пулма та тăрăшĕ вăл. Анчах шухăш-туйăмĕсене юлташне систерес темерĕ, калаçăва урăх еннелле пăрса ячĕ:
— Тĕлĕнтертĕн эс мана, Çимун пичче! Тăван мучуна Мăрзабай, тесе чĕнетĕн. Эс ху Мăрзабай мар-и вара?
— Çук, ача, эпĕ Мурзабаев мар çав. Атте пушкăртсем панă ята юратман, Мурзабаев хушамата та кăмăлламан. Мана тĕне кĕртнĕ чух чиркӳ кĕнеки çине Николаев тесе çыртарнă, çав апăрша аслашшĕ ячĕпех. Назара та, хăй ун хреснашшĕ пулнипе, çаплах Николаев хушаматпа çыртарнă. Пирĕн Павăл мучи юлашки Мăрзабай-Мурзабаев пулса тăчĕ ĕнтĕ.
Анчах Мăрзабайĕ хăй ят пирки мар, йăхĕ пирки ăшаланать. Назар вăрçăра пĕтсен, ашшĕн пĕртен-пĕр ар туратти хăрса ларать. Вилмесен те, ялта пурăнса, Мăрзабай ăрăвне ĕрчетес çын мар вăл. Çавăн пирки пăшăрханать те Мăрзабай. Çимуна вăл ывăлĕнчен те юратарах парать, анчах Çимунĕ Павăл ывăлĕ мар çав, Тимуш ывăлĕ.
Павăл, ваттисен йăлипе, хĕрне курнă-курман авланнă. Хытă кăмăллă арăмне юратмасть. Укахви уишăн аптрасах кайман, хăй те упăшкине кăмăлламан вăл. Унăн тăванĕсене вара пачах сивĕтсе пĕтернĕ. Тăлăх Çимуна та, ют ача вырăнне хурса, пайтах макăртнă. Йăваш упăшки Çимун пирки тепĕр чух урса кайса харкашнă чурăс хĕрарăмпа. Пурăна киле Мăрзабай çемйинче икĕ е уççăнах, е вăрттăнах хирĕçекен ушкăн пулса тăнă. Мăрзабай кĕçĕн хĕрне ачашшăн ӳстерме пăхнине курсан, Укахви аслипе варлăрах пулма ,тăрăшнă. Çимун пирки унчченех асăнтăмăр. Назар ӳсе киле çавна асăрханă та, амăшĕ çумне туртăнса, икĕ ушкăна шутпа танлаштарнă. Çимун авланнă хыççăн пĕр ушкăнĕ ытларах пулмаллаччĕ пек, анчах йăваш чунлă Пăлаки, упăшкин чун ăшшине туйса курманскер, нихăш енне те хутшăнман, пурне те юрама тăрăшнă.
Елĕкхи йăлана çирĕп тытакан Хурăнвар пуянĕн хĕрĕ Укахви упăшкин сăмахне хăлхана чикмерĕ, майралла тумланма килĕшмерĕ. Аслă хĕрĕшĕн те майра тумне йышăнмарĕ вăл, ăна шкула вĕренме те ямарĕ, хура ĕçе хăнăхтарчĕ. Павăл вара вĕсене хистеме пăрахрĕ те кĕçĕн хĕрне хăйĕнпе пĕрле Куçминккана илсе кайрĕ: майралла тумлантăр, вырăсла калаçма лайăхрах вĕрентĕр. Хулари гимназие вырнаçтарас умĕн вăл Наçтука хула майрилле тумлантарчĕ. Лешĕ хаваслансах килĕшрĕ, тумĕпе ялти е Куçминккари майрасенчен ирттерсе ячĕ — улпут хĕрĕ тейĕн.
Хуларан савçимех киле таврăнсан, амăшĕпе аккăшĕ «хула хĕрачине» кӳрентересшĕнех: «Хăвăн чечен тумна хăвах çу, эпĕр ун пеккине çума чухлаймастпăр, çĕтме пул-таратпăр», — тесе шӳтлĕн тăрăхланă. Наçтукĕ шӳтне сисмен, чăнах та хăйĕн тумтир таврашне хăех çуса тасатма вĕреннĕ. Ашшĕ хĕрне уншăн мухтанă, чечен тума якатма утюг илсе панă.
Кĕпе çăвас ĕçрен урăхла хура ĕç туман Наçтук, кĕнеке вуланă та тĕрĕ тĕрленĕ. Тĕрлессе те, хулара хăнăхкаланăскер, чăвашла мар, майралла, пир çине те мар, батист е пурçăн çине тĕрленĕ. Наçтука ашшĕ купца е пĕр-пĕр учитель майри пулма хатĕрлет тенĕ вара çынсем.
Наçтук Кĕтерирен кĕçĕн мар. Анчах вĕсем иккĕшĕ хăйсем хушшинче мĕн-мĕн калаçнине' итлесе ларсан, Наçтук Кĕтери умĕнче айван хĕрача пек курăнать. Вăл, чăнах та, каччă пирки шухăшламасть, ĕмĕр ашшĕ килĕнче пурăнма хатĕр. Кĕтери хĕрсем-каччăсем çинчен çăмах хускатсан, Наçтук кулма тытăнать, тантăшĕн шухăшĕ-туйăмĕсене ача вăййи еннелле çавăрса ярать. Кĕтери, хăй чеерехскер, акамĕ пирки те хăйне май шухăшлать: «Эс апла юптарма пĕлетĕн пулсан, эпĕ те вăлтма пĕлетĕп», — тет хăй ăшĕнче. Сăмахпа çапла калать:
— Атя-ха, юмахри пек качча кайса курар. Эпĕ сан пек пуян хĕрĕ пулсан, Чее Миттяна е Санькăна качча кайăттăм. Çапла-и?
— Эс пулсан, çапла пуль, — хуравлать Наçтук именнĕ пек.
— Эс пулсан тата? — тĕпчет Кĕтери, хура куçне ялкăштарса.
— Эпĕ нихçан та качча тухмастăп, эп Таллă мăнастирне кайса мăнашка пулатăп, — тет Наçтук, кулмасăрах.
— Ан ухмахлан! Кулинесем мăнастире кайччăр. Вĕсен каччисем вăрçăран таврăнаймаççĕ пуль. Пирĕн каччăсем ӳссе çитнĕ çĕре вăрçă пĕтет, — татса хурать Кĕтери. Унтан каллех тĕпчеме тытăнать: — Чее Миття каччă мар-и?
— Ытлашши чее.
— Санька чее мар.
— Çăмăлкка та вĕçкĕн.
— Ан тиркешсе лар, Наçтук. Ялта сана тайăн каччă урăх çук. Чухăна аçу пурпĕрех памасть сана. Капла чăнахах каччăсăр тăрса юлăн, ирĕксĕрех мăнастире каймалла пулĕ.
— Ан йĕкĕлте, Кĕтери! Асту: çиллентерсен, хăвăн чун савнă каччуна сивĕнтерĕп, чухăн тесе пăхса тăмăп! — тет Наçтук, кулкаласа.
Кĕтери те кулма тытăнать:
— Ман каччă — ял тулли. Пурне те сивĕнтереймĕн. Пĕлессӳ килсен, ман кӳршĕрех каччă пур.
— Кам?! — чăнахах тĕлĕнсе ыйтать Наçтук.
— Вăт, пĕлместĕн те. Ăна сивĕнтереймĕн, вĕри каччă. Ĕлĕм-Чĕлĕм каччă мар-и? Халĕ те кинĕсене авланатăп тесе хăратать.
Пĕррехинче, шăп çапла калаçса ларнă чух, тулти пӳртре Наçтук ашшĕн сасси илтĕнчĕ. Хĕрсем шăпăрт пулчĕç.
— Амăшĕ, илтетни? Михаля çемйине пăрахас мар терĕм. Пире пурпĕрех ĕç вăхăтĕнче тепĕр тарçă кирлĕ пулать. Трашука халех илес тетĕп. Ачи ĕçе хăнăхса çитмен-ха. Хăнăхĕ. Пĕлтĕр Çимунпа аванах ĕçлерĕ. Калаçса татăлтăмăр. Ыран пирĕн пата пурăнма куçать.
Наçтук Кĕтери еннелле вăрттăн куçпа шуса илчĕ. Лешĕ çӳхе тутине чăмăртаса çĕрелле пуçне чикрĕ.
Алăк уçăлсан, Кĕтери хуçа хыçне пулса йăпăрт турĕ тулалла. Ашшĕ Наçтук патне çывхарчĕ, кĕсйинчен çыру кăларса аллине тăсрĕ.
— Пурпĕрех, ку хыпара санран пытараймăн. Ме, хăвах вула. Вăрçă инкекĕ пире те килсе тиврĕ. Çимун йывăр суранпа госпитальте выртать.
«Аннене ним те каламарĕ-ха атте Çимун пичче пирки, — шухăшларĕ Наçтук. — Упăшкин тăванне юратмасть çав анне. Маншăн Çимун пичче тăван пиччерен те хăклăрах».
— Инкене каларăн-и? — ыйтрĕ Наçтук ашшĕнчен.
— Калаймарăм çав. Эсĕ кала. Кăшт суранланнă, госпитальтен тухсан киле таврăнать пуль тесе йăпат. Çырăвне ан кăтарт, çырăвĕ аттере те, — туртса илме пултарать. Вара пĕр-пĕр хут пĕлекен çынна вулаттарĕ. Ав ыран Трашуках вулаттарма пултарать.
Килйышсем илтесрен асăрханса Мăрзабай хĕрĕпе вырăсла калаçрĕ. Хĕрĕ те вырăсла хуравларĕ.
— Юрĕ, атте. Полина питĕ ырă çын вăл, ăна ытлашши хурлантарас килмест çав.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...