Кĕпер :: Трашук
Виççĕмĕш çул пыракан вăрçă вăйпитти арçынсене хирнĕçем хирет. Вунсаккăртан иртнĕ, хĕрĕхе çитеймен арçын ялта юлмарĕ. Нумайăшĕ киле нихçан та таврăнаймĕç: пĕрисен ячĕсене килйышсем поминальника «за упокой» çырса хунă, теприсене ниçта çырма аптраççĕ — те сывлăх, те канăçлăх сунмалла «песвĕç» çухалнисене.
Çамрăк хĕрарăмсем йĕреççĕ, ватăлса пыракан хĕрсем хуйхăраççĕ. Емĕр тăлăх пурăнма пӳрнĕ вĕсене. Хĕр улахĕсем те тăлăха юлнă. Каччă сасси янрамасть унта. Хĕр сасси те шăплансах ларнă. Тăп-шăп мăн улахра. Йĕке сĕрлени те уççăнах илтĕнет.
Çитĕннĕ хĕрсен пурнăçĕ кичем. Çитĕнмен каччăсен пурнăçĕ вара питех те савăк. Хăть хăш улахра та вĕсем — кĕтнĕ хăна. Тантăшсем кăна мар, аслисем те (аккасем) вĕсене хăйсен каччисем вырăнне хурса кăмăллăн йышăнаççĕ. Вунулттăри йĕкĕтсем сăмса каçăртса çӳрекен пулчĕç.
Çăпата Михалин пĕртен-пĕр ывăлĕ Трашук та вунçичче пуснă. Кăлкан çӳçлĕ, кăвак куçлă йĕкĕт. Пĕвĕ çулĕнчен те маларах çитĕннĕ. Кĕлетки патвар, кăмăлĕ ырă. Маттур каччă, сарă каччă. Хăюлăхĕ çеç сахалтарах унăн — те çĕрпӳртре пурăннăран, те ытла йăваш каç çуралнăран... Ана çитĕннĕ хĕрсем тахçанах асăрханă, çултан тухнисем те кăмăллаççĕ. Анчах çав маттур йĕкĕте çулла çеç ялта курма пулать. Шăп улахсем пуçланас умĕн ялтан тухса каять вăл, Куçминккара вĕренме пуçлать. Улах каччи пулса курман-ха Трашук.
Трашукпа пĕрле Куçминккара вĕренекен Чее Миття, Хаяр Макар ывăлĕ, майра хĕрсен улахне çӳрет. Трашук çӳремест. Ытла йăваш пулнăран та мар, каччă пуçпа кашни каç килте ларма урăх сăлтав пур унăн. Юратать вăл, пĕр хĕре ĕмĕрлĕхе юратса пăрахнă. Хăех пĕлет: шанчăксăр, тулăксăр япала вăл — ун юратăвĕ, Мăрзабай хăйĕн хĕрне нихçан та чухана качча парас çук. Трашукĕ те ун пирки ĕмĕтленмест. Наçтук ятне ăшра çеç асăнса çунать йĕкĕт.
Юмахри пек е кĕнекери пек пулинччĕ! Кĕнекере мĕскĕн чухăн каччă та тепĕр чух телей курать. Трашукăн кĕнеке вуласа «телей курасси» çеç ĕнтĕ.
Кĕнеке пархатарне мĕн ачаранах туйса илнĕ Трашук. Вăл Чее Миття пек пуян ачи пулсан, хулана кайса çитмĕл çичĕ кĕнеке туянĕччĕ. Ма-ха çитмĕл çиччĕ çеç? Чăвашсен сăмахĕ çапла. Шутсăр нумай тенине пĕлтерет ĕнтĕ ку. Чăнах та, мĕскĕн чăваш çитмĕл çиччĕрен ирттерсе мĕн шутлатăр? Укçа-и? Выльăх-чĕрлĕх-и? Çĕрме пуян Хаяр Макарăн та сурăх йышĕ-шучĕ хĕрĕхрен ытла мар.
Çук, çитмĕл çиччĕ мар, çĕр кĕнеке, пин кĕнеке туянĕччĕ Трашук.
Пин кĕнеке! Çав кĕнекене пулах пуçланса каймарĕ-и çамрăк йĕкĕтĕн чĕре çунтармăш инкекĕ? Вăрсă пуçланнă çул Трашук ялти шкултан нохвальнăй лист илсе вĕренсе тухрĕ. Ятрус учитель хистенипе Çăпата Михали ывăлне Куçминккари ултă çул вĕренмелли «двухкласнăй» шкула яма килĕшрĕ. Ачи те малалла вĕренесшĕн çунать. Çăвĕпе кĕнеке вуласа вырăсла лайăхрах вĕренесчĕ тет.
Анчах çăвĕпе вулама кĕнеке çук. Учитель кĕнекисене веçех вуласа тухнă. Мăрзабай килĕнчисене вуласа пăхасчĕ, урăх ниçта та тупаймăн. Çавсем патне кайса кĕнеке ыйтма йăлăнчĕ Трашук ашшĕне.
Михаляпа Мăрзабай Павăлĕ ача чух туслă пулса та курнă. Халĕ те Мăрзабай ютшăнмасть пек, анчах Çăпата Михали пуян куçне кĕресшĕн мар, ун патне пĕр-пĕр япала е тырă кивçен ыйтма кайса курман. Паян каймаллах пулчĕ. Ывăлне вĕрентесшĕн вăл тем тума та хатĕр. Ачине те хăйпе пĕрле ертсе кайрĕ.
Чаплă хуçа, кайри пӳрте тухса, «авалхи тусĕпе» чылай вăхăт калаçса ларчĕ. Трашука похвальнăй лист илме тивĕç пулнăшăн, вулама юратнăшăн мухтарĕ. «Вĕрент ачуна, Михаля, пĕр-пĕр тиечук и учитель нулĕ. Вĕреннĕ çынсем чăвашран сахал-ха», — терĕ тата. Çавăнтах Наçтукне кăшкăрчĕ. Шалти пӳртрен хĕрача килсе тухрĕ. Трашук, пуçне çĕклесе, уи еннелле пăхма именчĕ. Пĕлет — хуратутлă, шĕвĕр сăмсаллă, çинçешке хĕрача. Трашукпа пĕр çулхн. Шкулта пĕрле вĕренме пуçланăччĕ. Кайран ашшĕпе Куçминккара пурăннă вăл, юлашкн вăхăтра хулара, гимназире вĕреннĕ. Ана курманни икĕ çул нулать ĕнтĕ...
— Пĕр-пĕр кĕнеке тупса пар Трашука. Сунтăх уççисем çӳлĕк çинче выртаççĕ, — терĕ ватти.
Наçтук, сылтăм урине çĕклесе, пукан çине ярса пусрĕ. Çав вăхăтра Трашук хĕрача еннелле пăхса илчĕ, тĕлĕнсе кайрĕ. Наçтук уринче вăрăм кунчаллă сарă сăран пушмак. Сарă кантрапа кантраланă. Кантри кăна мĕн тĕрлĕ. Çăпата кантри мар!..
Ун чух вĕсем иккĕшĕ те вунвиççĕре пулнă. Пушмакĕ çеç мар асра юлчĕ: шăнкăртатакан шăнкăрч кулли, чĕвĕлтетекен чĕкеç сасси. Икĕ çул хушшинче хĕрача йăлтах улшăннă. Капăр тумне пăхсан вара, ку хĕрача ялта пурăнакан Наçтук мар, кĕнекери е хулари хитре пике тейĕн.
Кĕнеке суйланă чух вĕсем шалти пӳлĕмре иккĕшех пулчĕç. Наçтукĕ пĕр именмесĕрех куçран чăр пăхса илет. Калаçнă чух та Трашук пек вăтанса тытăнса тăмасть.
— «Родная речь» е «Живое слово» кирлĕ сана? Вуласа йăлăхтарнă? Ме, апла пулсан, хăвах суйласа ил, — çапла каларĕ те хĕрача сунтăх патĕнчен пăрăнчĕ. Трашук чĕнме сăмах тупаймарĕ, шăппăн мăшлатса, кĕнеке шыра пуçларĕ. Икĕ кĕнеке суйласа илчĕ вăл. Пĕри чылай хулăн, тепри çӳхерех. Кĕнекисене курсан, Наçтук куллине шăн-кăрав пек шăнкăртаттарчĕ, тăрăхларах çапла каларĕ:
— Тупрăн та! Кăсене ваттисем вулаççĕ. Юрĕ, эппин, Трашук мучи. Вула. Тен, ман атте пекех ăслă пулса кайăн. Асту, Тимуш пичче пек ухмаха ан ер!
Кĕнекисем пĕри «Столыпин» ятлă, тепри «Демидовы» ятлă пулчĕç.
Çавăнтанпа Трашук çак хăюллă хĕрачапа урăх калаçса курман. Урамра тĕл пулсан, Наçтукĕ, кӳпшем тутине пĕркелесе: «Ухмаха ермерĕн-и, Трашук мучи?» — тесе чĕнет те ихĕлтетсе илет. Трашук, хирĕç сăмах чĕнмесĕр, пуçне чиксе иртсе каять.
Анчах Наçтук Трашука пĕччен чух çеç çапла саламлать. Çын çинче курмасть, «палламасть» вăл ăна. Трашук уншăн кӳренмест, кӳренме мар, ăшра тав тăвать. Наçтук сăмахне ытти ачасем илтнĕ пулсан, вăл ĕмĕрлĕхе ял çинче «Трашук мучи» ят туяинă пулĕччĕ.
Чулçырмара çынна тепĕр чух ачаллах хушаматлă ят параççĕ. Улаха çӳрекен хĕрсем-каччăсем хушшинче вара икĕ ятлисем пайтах: Шăнкăрчă-Анук, Мункун Миккулĕ, Чĕкеç-Сантрук, Качака-Матви, Каçăр Натали, Чее Миття... Ятне пуп панă, мăшкăллă хушаматне — ял. Час-часах ял çинче çуралнă суя ят чиркӳ кĕнеки çине чăн хушамат пулса çырăнать. Çапла Хаяр таврашĕсем кĕнекере Хаяров хушаматпа çырăннă, Мăрзабайсем — Мурзабаев, Таймансем — Тайманкин хушаматпа. Вырăс пуп пуян чăваш-сене çеç хисеп тăвать: пуян Хаяра Хаяр-ов тесе вĕçлет, чухăн Таймана вара Тайманов тесе мар, Тайманкин тесе çырать (мăшкăллăрах пултăр тесе — «Тайманкка» ятран). Трашук ашшĕн «хушамачĕпе» çех çӳрет-ха: «Çăпата Михали ывăлĕ». Хаяр Макар ывăлĕ вара хăйне евĕр ят туяннă: Чее Миття.
Трашук малтан Куçминккара çав Чее Миттяпа пĕр хваттерте пурăнчĕ: хăй ирĕкĕпе мар, Хаяр таврашĕ ăна хăйпе пĕрле пурăнма чĕннĕрен те мар — Мăрзабайăн «ырă» кăмăлне кура. Старшинара çӳрекен Мăрзабай Павăлĕ ял çинче пуриншĕн те ырă çын иек курăнасшăн. Çавăнпа вăл чухăн ачине, пуян ачипе пĕрле тăрантас çине лартса, Куçминккана хăйпе пĕрле илсе кайнă, иккĕшне те пĕр хваттере, шкулпа юнашар пурăнакан иĕлĕшĕ патне вырнаçтарнă.
— Тату пулăр яланах, — тенĕ Мăрзабай ачасене, — вĕренĕр, пĕрне-пĕри пулăшăр. Эс, Миття, чухăнран ан пăрăн, чухăнлăх сиен мар вăл. Эс те, Трашук, çавăн пирки ан ман, уруна çăпата сырнăшăн ан вăтан. Хваттершĕн тӳлеме кирлĕ мар. Хуçапа хамах майлаштарăп.
Анчах Трашук пуян ачипе пĕрле нумаях пурăнаймарĕ. Чее çыннăн усалĕ те час палăрать. Малтан чиперех пурăнчĕç вĕсем. Айван Трашук лешĕн чеелĕхне сисмерĕ, унпа ытлашши шанса калаçрĕ, хăй Мăрзабай патне кĕнеке илме кайни çинчен те каласа пачĕ. Çавăн чух Наçтукăн сарă пушмакĕ пирки те асăнчĕ пулас. Çавăншăн кĕçех ӳкĕнмелле пулчĕ унăн. Пуян ывăлĕ Трашука нимех те тумарĕ пек, анчах сăмах майăн Мăрзабай хĕрĕсене иккĕшне те тем тĕрлĕ хурласа, мăшкăлласа пĕтерчĕ. Ирсĕр сăмах калама та вăтанса тăмарĕ...
Хĕллехи каникула каяс умĕн Трашук хăйне валли урăх хваттер тупас терĕ. Пĕлет-ха вăл: хваттершĕн тӳлеме ашшĕн укçа та, тырă та çук. Çавăнпа хваттер шырама юриех катари чухăн вĕçе кайрĕ, килĕрен çӳресе йăлăнчĕ:
— Хĕллехи вăхăта хваттере ямăр-ши мана? Тӳлеме укçа çук та... ĕçлесе татăлăп. Вутă касма, выльăх пăхма, курăм турттарма, юр тасатма, кăмака хутма, ача пăхма пултарап...
— Хĕлле хамăр та ĕçсĕр аптратпăр, — терĕç ăна арçынлă килте.
— Тепле. Ют çынна хваттер яма хăнăхман эпир. Шыраса пăх, тен, кам та пулин йышăнĕ, — терĕç теприсем.
Ĕмĕчĕ татăлнăччĕ Трашукăн. Хуть куллен Чулçырмаран Куçмииккана çуран танкка, хуть вĕренме пăрах. Мĕн пулсан та, ĕлĕкхи хваттере таврăнмасть вăл, чее те усал ачапа пĕрле пурнаймасть.
Каникул пуçлансан та тăван яла васкамарĕ Трашук, каллех çине тăрса хваттер шырарĕ. Юлашкинчен анкарти хушлăхĕнче пĕр уйрăм ларакан вăрăм тăм пӳрте асăрхарĕ. Кунта та малтан йышăнмарĕç ăна. Чăлах алăллă вырăс Трашук хăйĕн сăмахĕсене кĕлĕ вуланă евĕр йăлăнса каланă хыççăн труках хирĕç чĕнмерĕ. Ним илтмен çын пек пуçне чиксе ларчĕ-ларчĕ те, тин ассăн сывласа:
— Çук, ача. Ют çынпа айкашма май килмест пирĕн, — терĕ.
Çав вăхăтра шалти пӳртрен упăшки пекех салху сăнлă майра тухрĕ. Ку ача мĕн пирки килнине пĕлсен, майра сасартăк хӳхлесе ячĕ:
— Турă сана пирĕн пата çул кăтартрĕ пуль, ачам. Ан хăвала ăна, Степанушка, пурăнтăр. Вăл пирĕншĕн вăхăтсăр çĕре кĕнĕ Миттяй вырăнне пулĕ. Миçере эс, ачам, мĕн ятлă? Пирĕн мĕскĕн ывăлăн тантăшĕ пулас...
Çапла Трашук хăйне валли тинех ăнăçлă хваттер тупрĕ.
Чее Миттяран уйрăлни пур енчен те лайăх пулчĕ. Хуçисем Трашук ашшĕ-амăшĕ пекех чухăн пурăнакан çынсем, вăтанса-туса тăмалли çук. Ерçнĕ вăхăтра Трашук вĕсене ĕçре пулăшкалать: вăрмана вутă касма кайса килет, выльăх валли анкартинчен утă-улăм турттарать, кирлĕ пулсан, кăмакине те хăех хутса ярать. Хуçисем, сасар-тăк ачасăр юлнăскерсем, тăван ывăл вырăннех юратса пăрахрĕç кăмăллă та ĕçчен ачана.
Каçсерен Трашук кĕнеке тытса ларать. Хăшпĕр чух вăл хуçисене, вĕсем иккĕш те килте пулнă вăхăтра, юмах кĕнеки вуласа парать. Сăвăласа çырнă кĕнекесене те шеп вулать Трашук. Кашни сăмаха пĕр такăнмасăр вырăс пекех уççăн янраттарать.
Анчах Трашукăн хуçасенчен вăрттăн ĕç те пур. Вăл çывăрма выртас умĕн яланах çыру çырать — Наçтук патне. Пĕр каç çырать, тепĕр каç вулать. Вулать те... çурса тăкать. Хĕлĕпех çапла: çырать те çурать, çырать те çурать...
Мĕн кăна çырмарĕ-ши Трашук Наçтук патне çак икĕ çул хушшинче! Çырăвĕсем, çурман пулсан, пĕр кĕнеке пулĕччĕç. Чăвашла та, вырăсла та çырнă. Чи пирвайхи çырăвне халĕ те астăвать. Вăл çапла пуçланатчĕ: «Беру перо в руки, пишу письмо от скуки. Перо мое по бумаге заскрипело, сердце во мпе заболело». Сăмахĕсене хăй пуçĕнчен шухăшласа кăларман. Вырăс ачисем хушшинче унăн юлташ пур — Вася Черников. Çавăн аккăшĕ патне хуларан пĕр каччă çыру çырса тăрать. Вася пĕррехинче аккăшĕн çырăвне тупнă та Трашука вуласа панă. Çав çыру пуçламăшне астуса юлнă пирĕн каччă.
Юлашки вăхăтра ытларах чăвашла çырать Трашук. Çырма çавах та хăй юлташĕн аккăшĕ патне такамран килекен çырусем тăрăх вĕренет. Пĕр çырăвне пĕтĕмĕшпех сăвăласа çырнă хулари çыруçă. Çырăвĕ пит хитре пек туйăнчĕ Трашукшăн. Сăмахĕсем епле! «Писать красиво не умею, листок украсить не могу. В любви открыться я не смею, но познакомиться хочу». Наçтук патне чăвашла çакăн пек çырсан мĕн пулĕ-ши?
Икĕ каç тертленчĕ каччă. Чăвашла та хитре тухать иккен. Чĕре çуннă чух тем те çырма пултаратăн. Акă мĕнле пулса тухрĕ çыру пуçламăшĕнче:
Хитре çырма пултараймарăм,
Хуратрăм шурă хутăма.
Савни тесе чĕнме хăймарăм,
Анчах манман-çке эп сана...
Яланхи пекех, Трашук тепĕр каç хăйĕн çырăвне темиçе хут вуласа тухрĕ те... çурса тăкмарĕ. Те çырăвĕ чăнахах хитре тухнăран, те ӳсе киле каччăн хăюлăхĕ хутшăннăран — паян Трашук урăх шухăш тытрĕ: мĕн пулсан та, ку çырăва Наçтук патне ярса памаллах. Хальччен чĕлхе çавăрса калайманнине, ан тив, хут каласа патăр.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...