Хĕçпе çурла :: 9
Гурьянов ирхинеччен ним пĕлми çывăрнă, шăннине, алли ыратнине, ывăннине туймасăр ыйха путнă, сывлăхшăн чи лайăх эмел ыйăх, вăл мĕнпур чир-чĕртен хăтарать, теççĕ. Вăрансан унăн алли ыратса кайрĕ. Вăл санинструктора чĕнтерчĕ. Лутрарах, тăп-тăп кĕлеткеллĕ, мăранкка сержант хыпаланса чупса пычĕ, ыйхăран ир вăратнăран питне çуса ĕлкĕреймен, хашкать. Хӳшше кĕрсе тăчĕ те сумкине хыр лăссисем çине хучĕ.
— Мĕн пулчĕ, аслă лейтенант юлташ? — ыйтрĕ вăл, шикленнĕ вăхăтри пек, куçне мăч-мăч уçкаласа-хупкаласа.
— Малтан кайса çăвăн-ха, — терĕ Гурьянов, — кун пек эс сурана тӳрлетме мар, ăна ытларах аталантарса яма пултаратăн,
Вăхăт нумай иртмерĕ, сержант каллех васкаса пырса кĕчĕ.
— Халĕ эсĕ, Митрофанов сержант, госпитальти чăн-чăн хитре сестра пекех курăнатăн, — хавхалантарчĕ ăна хальхинче Гурьянов. — Шыв лайăх эмелтен ирттерет, пите-куçа кăна мар, ăс-тăна уçса ярать... Çăвăнтăн пулсан, пăхăпăр мĕн пулнине, хам та пĕлместĕп-ха чиперех.
Вăл аллине вут çинелле тăсрĕ, амантнă тĕле сăмса тутрисемпе çыхнине салтма хушрĕ. Сержант хăра-хăра, чĕтревлĕ аллисемпе салтма тытăнчĕ.
— Мĕн, санăн мухмăр мар пулĕ-çке? — те шӳтлесе, те çилленсе каларĕ Гурьянов. — Врачăн алли чĕтремелле мар... Врач мар, тетĕн? Пулма ĕмĕтленни паха... Ну, васка...
Суранĕ хăрушă мар иккен: пуля шăмма тивмесĕр алă тунин ӳтне çеç шăтарса кайнă. Юн юхать. Санинструктор ăна хăвăрт-хăвăрт çуса çыхрĕ.
— Пулчĕ те, — çăмăллăн сывларĕ Гурьянов. — Кун çинчен никама та ан шарла, тепĕр ик-виçĕ кунтан тепре салтса пăхăпăр; пăсăлнисем, чирленисем çук-и ротăра?
— Барабановăн çеç ури шыçнă, — пĕлтерчĕ санинструктор. — Ыттисем пурте сывă.
«Мĕнле тӳсĕмлĕ халăх! — шухăшларĕ Гурьянов, сержант хӳшĕрен тухса кайсан. — Кунĕпе шартламара ĕçлеççĕ, çĕрле сивĕре выртса ĕнтĕркесе çывăркалаççĕ, хывăнса курман, çимелли çукпа пĕрех, ывăннă, анчах ырнине палăртмаççĕ, юрать-ха, вут айĕнче мар, вут умĕнче ăшăнатпăр, теççĕ. Тĕлĕнмелле çынсем!»
— Солдатов! — хыттăнах чĕнсе вăратрĕ вăл çывăракан боеца. — Çитет ачашланса выртма. Халех пĕр витре шыв хатĕрле. Тухса çăвăнас пулать.
Çанталăк сивĕ тăрать. Гурьянов пилĕкĕ таран вăр-вар хывăнчĕ, уçланкăна тухрĕ, хыр айне пĕшкĕнсе тăчĕ, Солдатов ун çурăмĕ çине пăр пек сивĕ шыв сапма тытăнчĕ. Шыв ӳте малтан çӳçентерчĕ, унтан — сăтăркаланăран-и — хĕрӳлентерсе ячĕ, вăл хĕрелсе кайрĕ. Солдатов Гурьянова хĕрхенчĕ: мĕншĕн тертлентермелле капла хăвна? Вăл хăй ниепле те пăр шывĕ айне пуçне чикес çук, çара çурăмĕпе тăрас çук. Акă Гурьянов хăрах аллипе питне çăвать, шывĕ çăварне кĕрет пулас, вăл ăна тутипе пĕрĕхтерсе кăларать, çулла шыва кĕнĕ чух çапла пулать. Аслă лейтенант çурăмне алшăллипе сăтăрма, унтан хăйне тăхăнтарма хушрĕ.
— Халĕ пурăнма пулать, — терĕ вăл, кулкаласа, — пĕл-ха, батальон штабне кайнисем çаврăнса килнĕ-и?
Вĕсем килнĕ иккен. Гурьянов ротине çула малалла, тăшмансен сăмси умне çити, тасатма хушнă.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...