Хĕçпе çурла :: 3
Çын вăрçа та хăнăхать иккен. Вăрçă вăл ĕмĕр-авалах пуçланса кайнă пек, халĕ те унта та «унта кĕрлесе-шавласа, ялкăшса-çулăмланса тăрать, малалла та çаплах пулмалла пек туйăнать вара. Акă вăл, вăрçă тени, этем пуç мимине нихăçан тухас çукла, пăта çапнă пек кĕрсе ларать-мĕн. Анчах çын ăна хăй таврашĕнчен, ăсĕ-тăнĕнчен, пĕтĕм пурнăçĕнчен хăвалать, хăвалать — хăваласа яраймасть. Çапăçу хирĕнче, айван вĕçкĕнсемсĕр е пурнăç йăлăхтарнисемсĕр пуçне, никам та вилĕм тесе вута кĕмест. Вилĕме вилĕмпе çĕнтерем! текеннисем нумай пулин те, пĕтĕм тĕнчипе илсен, ун пеккисем питĕ сайра. Чăн-чăн çынсем, вăрçа кĕнисем, — чи малтан — тăшмана çĕнтерме, вара киле таврăнма ĕмĕтленеççĕ. Кил! Вăл, аслă Çĕр çинчи пĕчĕк-пĕчĕк йăва кăна пулин те, нихăçан асран кайми чи хаклă вырăн. Тăван çĕршывшăн тăшмана хирĕç çапăçни, эппин, тăван килӳ-çуртушăн, аçу-аннӳшĕн, тăванусемшĕн çапăçниех пулать.
Вăрçă пынă вăхăтра сывлăх тĕлĕшĕнчен тĕрĕс-тĕкел çынна çапăçу хирĕнчен аякра тăни намăс. Вĕсене халăх кураймасть. Темиçе-темиçе йывăр çапăçу витĕр тухнă Николай Гурьянов, юлашкинчен кĕтмен инкеке кĕрсе ӳкнĕскер, халĕ хăйне взвод парса фронта ăсатнăшăн çав тери хĕпĕртерĕ. Каллех çын шутĕнче, хисепре! Тавар тиесе çӳремелли вакунсенче саксем, выртса çывăрмалли вырăнсем, сарлака уçă алăк — çанталăк çуркунне енне кайнă — салтаксем алăк урати çинче урисене хулалла тăсса ларнă, пĕри, авă, хуткупăсне каçса кайса туртать, тепри кĕвĕ майăн шухăша кайса ларать, виççĕмĕш инçете-инçете тунсăхлăн куç ывăтать, — Николай Гурьяновшăн пулсан, ку вăл тахçан хăнăхса çитнĕ кил пекех туйăнать.
Хусанпа Мускав хушшинчи кĕперпе Атăл урлă каçсан, çамрăк çын чĕринче тем йăшăлтата пуçларĕ. Çуралнă çĕршыв! Ачаран юратнă тăван тавралăх! Акă, Вăрмар иртсе юлчĕ, пĕр хутлă кăптăр вокзал, çула хирĕç урамĕ-урамĕпе лартса кайнă йывăç çуртсем, тепĕр енче икĕ хутлă шкул, леререх — элеватор. Кусене вăл тахçан курнă. Тахçан çывăх пĕлнĕ. Асра юлмалли нимех те çук пек туйăнать Гурьянова, анчах мĕскершĕн, мĕншĕн иккен куçа мĕн курăнни еннелле пăхнăçем пăхас килет, тем туртать, тем туртать-çке унталла чуна.
Станцăран инçетерех тикĕс хир сарăлса выртать. Хир варрипе — çуна çулĕ. Унта лаша мĕлкипе ун пуçĕ тăрринчи пĕкĕ тата, çав шурă хирте, икĕ çын тăни курăнать. Урăх нимĕн те çук. Анчах пурпĕрех унталла пăхас килет, хăвăн çавăнта, çав çулпа хаваслăн утса каяс килет!
Акă Канаш вокзалĕ — пĕр хутлă йывăç çурт. Юрать-ха, поездсем кунта вăрахрах чарăнса тăраççĕ, перрон çине тухса уткаласа çӳреме пулать. Николай Гурьяновăн кампа та пулин тăван чĕлхепе калаçса илесси килчĕ. Çар çынни çарта тăманнисене питĕ тунсăхласа çитет. Шинельне хывса пăрахса сăхман тăхăнăттăн, аттуна хывса çăпата сырăттăн!.. Ăнсăртран пĕр палланă çын тĕл пулинччĕ! Çук, кама та пулин курасси, кампа та пулин калаçасси пулмарĕ Гурьяновăн. Çынсем перрон тăрăх унталла-кунталла васкаса е чупсах çӳреççĕ, хĕвĕшеççĕ — санпа калаçса тăма пĕрин те вăхăт çук кунта. Вăл вара, аптранă енне тенĕ пек, тултан «Ресторан» тесе çырса çапнă пĕчĕк пӳлĕме кĕрсе кайрĕ. Пушă пукан тупса сĕтел хушшине ларчĕ те ун умĕпе иртсе каякан официанткăран пĕр стакан чей пама ыйтрĕ. «Сахăр çук», — терĕ хĕр, писев тутине кăшт чалăштарса, вара туртса тултарнă тĕтĕм ăшĕнче куçран çухалчĕ. Каллех темле йывăр туйăм пуса пуçларĕ Николай Гурьянова. Çук: çăкăр, чей, сахăр çуккине пула мар, — вăл тутă, — ăна урăххи, йĕри-таврари çынсене курми, вĕсен шăв-шавне илтми турĕ. Кунтан унăн çуралнă ялĕ çывăхра-çке! Унта — унăн тăван ашшĕ. Унпалан пĕр-икĕ сехет те пулин юнашар е хире-хирĕç ларса калаçасчĕ, унтан тăван амăшĕн вилтăприйĕ çине кайса курасчĕ, ун умĕнче самант пуçа тайса тăрасчĕ. Вара... вара ăшă пӳртре, улах пӳлĕмре чун савнă Валя-Валентинăна çупăрласчĕ, унăн типшĕмрех питçăмарти çине юхса аннă çутă тумламсене хытă пӳрнесемпе çепĕççĕн шăласчĕ. Кăптăрти кӳмере тутлăн çывăракан пĕчĕк-пĕчĕк ывăла курасчĕ, вăрансан ăна аллăм çине илесчĕ, ухха сиктересчĕ... Çакă ырлăхран ырăлăх, савăнăçпа телей кунтан инçе те мар-çке! Çук! Унта кĕрсе тухмашкăн санăн ирĕк çук. Пĕр-пĕр палланă çынна та пулин тĕл пуласчĕ, унран вĕсене салам каласа ярасчĕ, анчах пĕр палланă çын та çук.
Кун каçалана сулăнчĕ. Николай Гурьянов, тарăн шухăша кайнăскер, çавна пула ĕçмен çĕртен ĕçнĕ пек е ӳсĕре хывнă пек, ресторантан тайкаланнă евĕрех перрон çине тухрĕ. Шухăшĕсем пуçа капланса тулнăран, вĕсене ниепле сирсе ярайманран вăл хăйне хăй çав тери çилленчĕ. Тарăхрĕ.
Вăл унта-кунта çӳрекеленĕ вăхăтра вĕсемпе юнашара пĕр санитарнăй поезд пырса чарăннă иккен. Тĕрĕссипе, вăл çул çинчи госпиталь пулнă. Ун çумĕпе çине шурă халат уртнă хĕрсем-хĕрарăмсем уткаласа çӳрени курăнчĕ. Çавсемпе ĕнтĕ шăкăл-шăкăл калаçса, хăйĕн йывăр туйăмне сирсе яма шухăш тытрĕ Николай Гурьянов, çавăнпа уттине хăвăртлатрĕ. Анчах шурă акăшсем çывăхне çитеймерĕ-ха вăл, хăй куçĕ умĕнчех акă симĕс гимнастерка тахăннă, пилĕкне сарлакарах сарă чĕн пиçиххипе тăпăл-тăпăл çыхнă, сарă кăтри çине çăмăл çĕлĕк лартнă хĕр утса пынине курах кайрĕ. Хитре кĕлеткеллĕ хĕр — чăнах та хĕр иккенни уттинчен паллă, теççĕ — куçкĕски пек йăлтăркка тасатнă аттипе вĕтĕ-вĕтĕ чула кăштăртаттарса пусса пырать, хăрах аллинче унăн вĕри шыв тултарнă витре. «Мĕнле илемлĕ хĕр-пике пулмалла ку! — ирĕксĕртенех пуçне шухăш вĕçсе кĕчĕ. — Николай Гурьянов, чĕрӳне çăварлăхла! Халь анчах Валентинăна аса илсе пыраттăн, халь урăххи енне куç хыватăн. Мĕнех вара! Çынпа çын калаçни çылăх мар». Вăл вара умĕнчи хĕре пит-куçĕнчен пăхса илме шут тытрĕ.
— Чиперук! — терĕ вăл утса пынă çĕртен унпа танлашнă-танлашман. — Сирĕн витрĕр йывăр пулĕ. Пулăшма ирĕк парсамăр.
Хĕр кăтрине вылятса вăшт! çеç çаврăнса пăхрĕ. Çаврăнса пăхрĕ те — аллинчи витри рельса çине сасартăк шанкăртах ӳкрĕ, шывĕ шаркаса тăкăнса кайрĕ, хĕрĕ хăй мăшăр çунат пек икĕ аллине çĕклерĕ те Гурьянова мăйĕнчен уртăнчĕ, çирĕппĕн ыталаса илчĕ, куç уçтарми чуптума, чуптума тытăнчĕ.
Тăнне çухатасса çитнĕ Николай Гурьянов хĕр ытамĕнчен аран хăтăлчĕ. Вăл, уртăннăскере, хулĕнчен тытса, çĕр çине çирĕппĕн тăратрĕ те... куççулĕ витĕр савăнăçлăн кулакан хĕре хăй ыталаса чуптурĕ.
— Елюк! — терĕ вăл, пырĕнчи кумккине аран çăтса. — Йăмăкăм! Пĕртен-пĕр йăмăкăм...
Темиçе-темиçе çухрăм чупса килнĕ хыççăн, çын хыпăнса ӳкессе çитет, чарăнса тăрсан чĕнейми пулать. Кусем те, ывăнмасăрах, чĕнейми пулчĕç. Тăрсан-тăрсан тин:
— Ну, мĕнле? — ыйтрĕ пиччĕшĕ, урăх нимле сăмах тупаймасăр.
— Ху мĕнле? — ыйтрĕ йăмăкĕ те.
— Эпĕ фронта. Сывалса тухрăм ак.
— Эпĕ фронтран. Аманнисене сыватма илсе каятпăр.
— Мĕнле унта?
— Ăçта?
— Ăçта пултăр — унта, фронтра?
— Йывăр, Микулай пичче.
Ку сăмахĕ Елюка Йăкăнат пиччĕшне аса илтерчĕ те, вăл пуçне пĕкрĕ, сăмаха урăх енне çавăрса ячĕ:
— Вальăран çыру илтĕм, — терĕ вăл. — Сан патна çырчĕ-и?
— Çырсах тăрать. Малашне тепле пурăнкалĕç ĕнтĕ аттепе иккĕшĕ.
— Халĕ вĕсем виççĕн.
— Виççĕмĕшĕ, чи пĕчĕкки те чи асли, канăç парас çук ĕнтĕ вĕсене. Пĕчĕк Йăкăначĕ... Аннемĕр пурăннă пулсанччĕ...
— Ан хускат... — алли тупанне пиччĕшĕн тути патнелле тытрĕ Елюк. — Пурăнĕç-ха. Чĕрĕ-сывă çын темле йывăрлăхра та пурăнма меслет тупать. Хăвна сыхлама тăрăш...
— Халĕ пурнăç ху тăрăшнинчен килмест, йăмăкăм...
Çак самантра пăравус кăшкăртни илтĕнсе кайрĕ, поездсем çинче шурă тĕтĕм çăмхи явкаланчĕ.
— Пирĕн, — терĕ Елюк, кулянса, — васкас пулать!
Шпалсем хушшине ӳксе юлнă витрине манса, вĕсем санитарнăй поезд еннелле, алла-аллăн тытса, юнашар чупса кайрĕç.
— О, Елена Алексеевна савнине тĕл пулнă! — терĕ шурă ушкăнран пĕри.
— Анчах калаçма та вăхăт çук мăнтарăнсен, — чăнах хурлăхлăн хушса хучĕ тепри. Елюк вĕсен сăмахĕсене илтмерĕ. Вăл пиччĕшне тепĕр хут мăйĕнчен хытă-хытă ыталарĕ те, питĕнчен чуптуса картлашка пусмапа вакуна вĕçнĕ пек хăвăрт улăхса кайрĕ, вара, поезд тапрансан, шурă тутăрĕпе куçне шăлкаласа, унпала тăванĕ еннелле сĕлтсе тăчĕ. Николай Гурьянов та йăмăкĕн тутăрĕ куçа курăнми пуличчен вырăнтан хускалмарĕ. «Анлă çĕр çинче пурăнма тăвăр, вăхăт питĕ кĕске», — шухăшларĕ вăл каярахпа.
Анчах, çĕр çине килсен, пурăнас, кĕрешес пулать.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...