Хĕçпе çурла :: 4
Шап-шурă хир варрипе каякан çулпа икĕ çӳрен ут пуç ухса, хутран-ситрен тулхăра-тулхăра çăмăллăн юртаççĕ. Илемлĕ иккен хĕллехи лăпкă хир. Сывлăш сывласа тăранма çук пек уçă. Сылтăмра е сулахайра, çак шурă тавралăхра, тĕттĕмрех хӳме курăна-курăна юлать. Хӳме те мар вăл, стена та мар — вăрман иккен. Ун еннелле, тĕрĕ пек, мулкачă е тилĕ йĕрĕсем каяççĕ. Урăх нимĕн те çук. Пурпĕрех илемлĕ.
Анчах хыçлă çуна çинче пыракансем хĕллехи уй-хирĕн илемне асăрхамаççĕ тейĕн: те ăна пурнăç тăршшинче тахçантан варах хăнăхса çитнĕрен, те пуçа урăх шухăш пуснăран, йĕри-тавраналла пăхмаççĕ те, куç хупнă пек, сисĕм-туйăма таçта шала пытарнă пек, пĕр чĕнмесĕр лараççĕ. Çуна тупанĕсем кăна хăш-пĕр тĕлте кăчăртатса илеççĕ е сулăнка каяççĕ — ăна та вĕсем илтмесĕр, туймасăр ирттерсе яраççĕ.
Ларкăчă çинче Алексей Гурьянович хăй тилхепе тытса пырать. Лашисене шăхăрса хăвалама е пушăпа çурăм тăрăх тивертсе илме кирлĕ мар, тилхепене кăрт-карт турткалатăн та, мĕн тумаллине ăнланса, хуçине мĕнле кирлĕ, çавăн пек юртаççĕ. Алексей Гурьянович çакăн пек çула никама та шанса кăларса яма пултарайман. Ниçта кайса кĕме çук йывăр ĕç йăтăнса тăрать пулин те, çывăхран çывăх çыннăн пурнăçне урăх алла парăн-им? Сăпанипе иккĕшĕ пĕрле хĕрĕх çул ытла пурăнаççĕ. Пилĕк ача çуратрĕ унăн мăшăрĕ. Чăн та, иккĕшне ачаллах масар çине кайса çĕре кĕртмелле пулчĕ. Пĕр ачи те вилмен кил ĕлĕкрех нихăçан пулман. Çавăнпа вĕсем те ытлашши татăлса куççулĕ тăкмарĕç, мĕн тăвăн, вилнисене каялла чĕртеймĕн, ыттисене сывлăхлă ӳстерме тăрăшрĕç. Пĕри акă, Йăкăначĕ... (Ун çинчен шухăшланă шухăшне ватă çын асаплана-асаплана ирттерсе ячĕ.) Çапла, ĕмĕр тăршшинче, Сăпанипе пурăнса, ырри те пулнă-тăр, нуши те витнĕ-тĕр, анчах пĕр-пĕринпе вăрçса-ятлаçса чĕрре кĕрсе кайман. Акă халĕ вăл, мăнтарăн, тăлăп тăхăнса çуна çинче çурма ларса, çурма выртса пырать. Больницăна илсе каймасан, вилес куна çитиччен хамăн ӳкĕнмелле ан пултăр. Мăшăрне епле те пулин çак инкекрен, чиртен çăлса хăварасчĕ... Алексей Гурьяновичăн, чăтлăх пек, сирсе сирĕлми йывăр шухăш.
Сăпанипе юнашар, пальто çине шăлпар кĕрĕк тăхăнса, Валентина кинĕ ларса пырать. Вăл, хĕлле çакăн пек шурă-шурă хире тахçан хутран-ситрен йĕлтĕрпе çеç тухкаланăскер, хыçлă çуна çине пурнăçра «çăварни» текен уяв чухне пĕр-икĕ хутчен кăна ларса курнăскер, малтанлăха йĕри-тавраналла ытарайми пăхса пычĕ. Пĕр икĕ-виçĕ çухрăм кайсанах куçĕ ывăнчĕ пулас, вара вăл та, ыттисем чĕнменнине кура, тем те шухăшлама тытăнчĕ. Алексей Гурьяновичран района хăйне те илме хăйи-хăйми ыйтнă чух Валентина çĕр тĕпне анса каятчĕ пулĕ, пурпĕрех аран-аран хăюлăх çитерчĕ. Чĕри кăлтлатнине сисрĕ çеç мар, сăмахсене хăй хăлхипе хăй илтнĕн туйăнчĕ ăна, çамки çине кĕçех тар тапса тухмарĕ, ӳчĕ-пичĕ вĕриленсе кайрĕ. «Мĕн çăмăлпа?» — ыйтрĕ ватă, ун енне хальхинче сивĕреххĕн пăхса. Тен, Валентинăна çапла туйăнчĕ кăна-и, кăмăлĕ пăтраннăран — астумасть вăл. «Манăн сире пулăшас килет, — терĕ вара. — Аннене йывăр. Тен, эпĕ те унта кирлĕ пулăп. Кунсăрăн, РОНОра ĕç пурччĕ». Кăна вăл суйрĕ. Халиччен нихçан никама суйса курманскерĕн пичĕ хĕрелсе кайрĕ пулĕ. Ăçтан, епле хăйса калатăр-ха вăл, çамрăкскер, ватă çынна: манăн хĕрарăм тухтăрĕ патне кĕмелле, тесе? Юри суям-ха тесе, ачалла выляса суймарĕ, вăтаннăран тĕрĕс мар каларĕ. Çавăнпа вăл хăйне хăй каçарчĕ. «Чарассăм çук та, — ĕнсине кăтăр-кăтăр тутарчĕ ватти, — анчах киле кама хăварăпăр-ши?» Валентинăн чĕри лăштах пулчĕ. «Укçинене чĕнсе килсен? — терĕ вăл çăмăллăн. — Пĕр кунлăха? Паян вăл хăй те аннене килсе курас пек калаçатчĕ. Юлатех». «Апла пулсан, сăмах та çук», — килĕшрĕ Алексей Гурьянович.
Тепĕр самантран аслă кинĕ алăка уçса кĕчĕ. Кун пирки вĕсем, Укçинепе Валентина, ĕнерех калаçса татăлнă пулнă. Мĕнле-мĕнле тумаллине Укçине хăй канаш панă. Чее иккен чăваш хĕрарăмĕсем! Ăслă.
Шап-шурă хир пăхсан-пăхсан куçа ывăнтарать, йăмăхтарать. Пальто çинчен тăхăннă шалпар кĕрĕк ăшĕнче ăшă, кăçатă ăшĕнче çăм чăлха тăхăннă ура шăнмасть. Валентинăн уçă сивĕ сывлăшра — хайне ăшă ăна — куçĕ хупăна-хупăна килет, анчах вăл ыйхине шухăшпа хăвалама тăрăшать. Çапла вара унра, ăшра, шухăшпа ыйхă тавлашаççĕ тейĕн. Кам пулĕ-ши, тет вăл, арçын ача е хĕрача-ши? Пурпĕрех мар-и? Ăна сывă çитĕнтерме ашшĕсĕр пултарайăп-ши? Кама хурĕ-ши — ашшĕне е амăшне? Арçын ача пулсан, ашшĕ пек, хĕр-ача пулсан хам пек пултăрччĕ. Курайĕ-ши ăна ашшĕ?.. Курайăп-ши эпĕ хăçан та пулин тăван аттепе аннене? Кунта шухăшласа çитсен, Валентина пĕтĕм ӳт-пĕвĕпе çӳçенсе илет, ыйхи тарать.
Алексей Гурьянович тилхепине мĕнле кирлĕ, çавăн пек туртать те, утсем хуçи хушнă пек юртаççĕ. Ватă çын пĕр май хăйĕн шухăшне шухăшлать. Унăн мĕнле майпа та пулин чир инкекĕнчен карчăкне çăлса хавармалла. Ачамăрсем киличчен пурăнинччĕ, тет вăл, хăй çуратса ӳстернĕ-çке, хăйĕн ылтăн тĕпренчĕкĕсем-çке! — юлашкинчен те пулин чăн-чăн савăнăç куринччĕ, вара ĕмĕрлĕхе куç хупма та çăмăл пулĕччĕ.
Çапла, ватти кун-çулăн вĕçĕ çинчен шухăшлать, çамрăкки пурнăç пуçламăшне ĕмĕтленет. Çавăнтан килет-мĕн вĕçĕмсĕр пурăнăç.
Район больници, икĕ хутлă шурă çурт, хула хĕрринче ларнăран аякранах курăнать. Ăна туса лартни икĕ-виçĕ çул кăна-ха. «Лайăхран лайăх пурăнма тытăнсаттăмăр, шухăшлать Алексей Гурьянович, вăрçи каллех пурнăçа малалла кайма чарчĕ пулать; чарни кăна юрĕччĕ-ха вăл, вăхăтлăха тесен, каялла нумай чакарасран хăрушă, юхтар вара кайран тарна, вăрçăчченхине хăваласа çитме».
Хыçлă çуна хапхаран кĕрсе бюльница крыльци патне çитсе чарăнчĕ. Çуна çинчен малтан Валентина сиксе анчĕ те, кĕрĕкне вăрт-варт хывса, çӳллĕ пусма картлашкисем тăрах чупса улахса кайрĕ. Алăкне туртрĕ. Питĕрнĕ. Стена çумĕнчи пралука туртрĕ, шалтан шăнкрав сасси илтĕнчĕ, кăшт тăрсан вара алăк уçăлчĕ те, умра шурă халат тăхăннă хĕрарăм сăнĕ курăнчĕ.
— Мĕн кирлĕччĕ? — ыйтрĕ вăл ни йăваш мар, ни хытах та мар сасăпа. — Кунта больница.
— Çавăнпа сире чăрмантармалла пулчĕ, — терĕ Валентина. — Çуна çинче питĕ йывăр чирлĕ хĕрарăм выртать, ăна халех тухтăр пăхмалла.
— Вырттарма вырăн çук, хĕрĕм.
— Мĕн терĕр эсир? — вĕсем патне Алексей Гурьянович пырса тăчĕ. — Мĕн терĕр çав?
— Выртма вырăн çук, терĕм, хăта.
— Аслă врач кунта-и?
— Апата кайнă.
— Дежурнăй врач?
— Кунта.
— Кĕрсе калаçам-ха, эппин, унпа.
Гурьянов чунĕпе йăваш чăваш. Анчах çакăн пек йывăр самантра йăвашлăх таçта кайса кĕрет, хăюлăх çĕнтерет. Алексей Гурьянович шурă халатлă хĕрарăмпа тек палкаса тăмарĕ, шалалла хăвăрт кĕрсе кайрĕ, хăйне кам кирлине шыраса тупрĕ. Ним тума та çук, чирлĕ çынна пăхмасăр хăвараймастăн, каялла ăсатаймастăн, Сăпанине коридорта ларакан вăрăм сак çине вырттарчĕç. Тарăхса çитнĕ Алексей Гурьянович — унăн чĕркуççийĕсем чĕтреме тытăнчĕç, — кинне хунямăшĕ патĕнче хăварса, çуна çине ларчĕ те Райисполком çурчĕ еннелле вĕçтерчĕ. Унта сывлăх пайне кĕрсе тустаратăп, терĕ вăл хăй ăшĕнче.
Райисполкомăн вăрăм коридорĕ тăрăх çаплах тарăхса утса пынă чух Гурьянова ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕ, Барашкин хушаматлăскер, çӳçĕ-пуçĕ, чăн та, таканни пекех арпашăннăскер, тĕлех пулчĕ. Тĕл пулчĕ те тӳрех ăна çаннинчен ярса тытрĕ.
— Ак хайхи хăех! — терĕ вăл, çуллă куçĕпе кулкаласа, пăхма кăмăллăн. — Чĕнтернĕ-чĕнтермен хăвах персе çитрĕн пулать. Аван, аван, дисциплина тени пур-ха эппин санăн. Кĕрер-ха ман кабинета, калаçкаласа илмелли сăлтав мăй таранах пирĕн.
Барашкин (ячĕпе ашшĕ ятне астумасть Гурьянюв) «Шурăмпуç» колхоз председательне ирĕксĕрех хăйĕн кабинетне сĕтĕрсех тенĕ пек илсе кĕрсе кайрĕ.
— Лар! — терĕ вăл ăна хыттăнах хальхинче.
— Манăн ларса тăма вăхăтăм çук, Барашкин юлташ, — хирĕçлеме пăхрĕ Алексей Гурьянович. — Эсир чĕнтернине эпĕ пĕлместĕп. Карчăка больницăна вырнаçтармалла, вăл питĕ йывăр чирлĕ. Çавăнпа çеç çула тухмалла пулчĕ.
— Юрĕ, юрĕ. Унта ăна сансăрах вырттарĕç. Пирĕн умра пысăк ĕçсем тăраççĕ. Çитес эрнере сан колхозу çинчен райком бюровĕнче калаçу пулмалла. Унччен кирлĕ, тĕрĕс материалсем хатĕрлесе çитерес пулать. Райком секретарĕ çĕнни халь пирĕн, çав тери хытă тытакан коммунист. Кала-ха, мĕн пулса иртет унта сирĕн? Ĕç пĕр вырăнта тăни юрĕччĕ тейĕпĕр, каялла чакса пырать. Çураки çинчен шухăш та çук иккен. Эсĕ критикăна тӳсме пултараймастăн-мĕн. Ревкомисси кăтартса каланисене хăлхуна та чикместĕн. Юрамасть, юрамасть капла... Райком бюровĕ мĕн калĕ. Курăпăр. Вара...
— Барашкин юлташ! — текех чăтса лараймарĕ Гурьянов, вăл нимĕнех ăнланмарĕ те. — Тархасшăн, чарăнăр, манăн васкамалла!
Анчах çын çынна ăнланни яланах пулмасть.
— Гурьянов! — кăшкăрса пăрахрĕ лĕшĕ, сĕтелĕ хушшинче ура çине тăрса. Алăк яр уçăлчĕ те, кабинета Гурьянов палламан арçын хăвăрт кĕрсе малалла иртрĕ. Ларма ĕлкĕрейнĕ Барашкин сĕтелĕ хушшинчех яшт! сиксе тăчĕ.
— Мĕншĕн ытла хытă шавлатăр? Кăшкăратăр тата. Мĕн пирки? — лăпкăн ыйтрĕ халь анчах килсе кĕнĕ çын. Хăй вăл çар тумĕпе, кивĕрех гимнастеркин çухи кăна чăлт-шурă, атти те çĕнниех мар, анчах питĕ таса. Хулпуççи çинче погон тавраш çук. Вăтам пӳллĕ, шатрарах питлĕ, пĕр хĕрĕх-хĕрĕх пиллĕкри тĕреклĕ çын. — Калаçу мĕн пирки хĕрӳленсе кайнă сирĕн? — ыйтрĕ вăл кăшт тăрсан çаплах лăпкăн.
— Акă, — терĕ Барашкин, — Сарулăхри «Шурăмпуç» колхоз председателĕ, Гурьянов Алексей Гурьянович кунта. Ăнсăртран тĕл пултăмăр. Ун колхозĕ çуракине мĕнле хатĕрленсе пыни çинчен çитес эрнере райком бюровĕнче сӳтсе явмалла та...
— Пĕлетĕп, — хальхинче хыттăнрах пӳлчĕ ăна Гурьянов палламан çын.
— Çавăнпа унччен председательпе хăйĕнпе калаçасшăнччĕ, вăл итлесшĕн те мар, арăмне больницăна илсе килтĕм тет-и... Вăхăт-им халь больницăсем тăрăх çӳреме?
— Атьăр-ха, Гурьянов юлташ, ман пата, — терĕ çар тумĕ тăхăннă çын. — Манăн та сирĕнпе калаçмалли сăмахăм пур. Васкатăр пулсан, нумай тытмăп.
Вĕсем тухса кайнине Барашкин тĕлĕнсе пăхса юлчĕ. Пĕр-пĕр инкеке кĕрсе ӳкес марччĕ ăна пула, шухăшларĕ вăл, мĕншĕн кăшкăрса пăрахрăм-ши? Ухмах! — хăйне хăй ятласа илчĕ те, аллисене кĕсйине чиксе, шăхăркаласа, урай тăрăх уткаласа çӳреме тытăнчĕ.
Лешсем иккĕш çуртăн иккĕмĕш хутне улăхса кайрĕç. Улăхнă чух Гурьянов палламан çын хăяккăнтарах утнине асăрхарĕ. Фронтра аманнă пулĕ, терĕ хăй ăшĕнче. Пĕр пысăк, çутă, таса кабинета кĕчĕç. Пӳлĕм варринче вăрăм сĕтел, ун тавра пукансем лартса тухнă. Кĕнĕ чух Гурьянов, шухăша кайнăран, алăк çине мĕн çырса çапнине асăрхаймарĕ е вуласа ĕлкĕреймерĕ, ку çын çаплах уншăн тупмалли юмах пекех пулчĕ-ха. Юмах шухăшлаттарать, халиччен пĕлмен-курман çын, вăл санран аслине сиссен, кăшт шиклентерет те. Мĕн тăвăн?
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...