Хĕçпе çурла :: 5
— Мишша! Çитмест-и нимĕçсене айне варалаттарма? Халĕ пехотăн автоматне сăмах парар мар-и? Ан тив, агитацилетĕр.
Ку сăмаха пĕр артиллерист-командир хăйĕн çумĕнчи юлташне кăшкăрса калать.
— Иртерех! — тет юлташĕ те, кăшкăрса.
Вĕсем çара тĕмсем хушшинче, юра чавса тунă блиндаж пекки хĕрринче, сăртра тăраççĕ. «Иртерех» текенни, пĕшкĕнсе, телефон трубкине тытать: «Пеме ан чарăнăр! Лайăхрах ăшалăр!» — тесе такама çаплах кăшкăрса приказ парать. Хула çинелле вара тата вăйлăрах кĕрлев уласа каять. Тăшман çавăрнă йăвасем чăл та пар арканаççĕ. Хула çинче акăш-макăш çил-тăман пĕр чарăнми варкăшса тăрать.
Унтан йĕри-тавралăх, çурхи шарланкăна хăвăрт пĕвелесе лартнă евĕр, сасартăк шăпланать. Анчах ку вăл пĕр саманта кăна. Акă унтан та кунтан аслати сасси пек хăватлăн урра янăраса каять. Халиччен хуланалла тĕттĕмре куç илми пăхса выртнă салтаксем, çийĕнчи юра сирсе пăрахса, урра! кăшкăрса малалла чупаççĕ. Тул çутăлнăпа пĕрех ĕнтĕ, çын пĕвĕ-сийĕ шурă халатпа пулин те, аванах палăрать.
Гурьянов сержантăн отделенийĕ те, çаплах çунашкипе пулеметне сĕтĕрсе, автоматчиксем хушшинче, хальхинче юр ашса мар, çулпа хашкаса чупать, Гурьяновăн, командир хушнă тăрăх, çак çул хĕрринче пулеметшăн меллĕ вырăн тупмалла та хуланалла атакăпа кĕрекенсене пулăшмалла. Ырнине пĕлми чупать Гурьянов сержант, çамкине тапса тухнă тарне шăлма самант вăхăт çук унăн, малалла пынăçемĕн, куçĕ пулемет валли меллĕ вырăн шырать. Çук, ун пек «чаплă» вырăна тупаймарĕ-ха вăл. Эппин — малалла!
«Ав çав çурт хыçне çитсе ӳкесчĕ, хăвăртрах, хăвăртрах çитсе ӳкесчĕ!» Пуçра çак шухăш мĕлтлетсе илнĕ вăхăтра йĕри-таврара пульăсем, юра сирпĕтсе, чавлатма тытăнчĕç. Ирĕксĕрех вĕлт! кăна çулран пăрăнса юр ăшне пашлатма тиврĕ.
Пăхать сулахая, унтан сылтăма тинкерет Гурьянов — атакăна урра! кăшкăрса чупса каякансем йĕрки-йĕркипе хăй пекех юр ăшне тирĕннĕ, автомат тăрăлтатни хăлхаран каймасть, хирте шурă тусан пек юр çĕкленни куçран татăлмасть; пăхать малалла — хула хĕрринчи пĕчĕк çуртсен кантăкĕсенчен çĕлен чĕлхи пек вут татти-сыпписĕр вылянать те вылянать ĕнтĕ, пирĕннисене пуç çĕклеме памастъ. Мĕн тумалла? «Çапăçура боец командир приказ парасса кĕтсе выртмалла мар, хăвăн та ăс çитермелле» тенĕччĕ, вĕсене пĕрре мар батальон командирĕ. Гурьянов пăхать-пăхать те, сăнать-сăнать те курах каять: хăйсенчен сулахаярахра, çул хĕрринче темле хуралтă никĕсĕ пуррине асăрхать. Ăшне юр тултарнă, вăл ытла палăрсах та каймасть, анчах çӳллĕшĕ пуçа пытарма ытлашшипех çителĕклĕ. Пулемета çавăнта майлаштарса лартсан меллĕ пулмĕ-ши?
— Савандеев! — хăвăрт пăшăлтатса илчĕ сержант. — Сĕтĕрĕр ман хыççăн «Максимкăна».
Хăй вăл лапамрах вырăнпа, юра «сухаласа» тенĕ пек, хырăмпа шума тытăнчĕ. Малтан сылтăм аллине малалла ывăтать, унтан чавсипе юра тĕртет каялла, вара сулахай аллипе çавнах тăвать те пĕр утăм чухлĕ малалла каять. Пилĕкĕнчен вăрăм вĕрен çыхнă. Ют куçсем курмалла мар тĕле çитсен, тăрса ларса, вĕренне туртать-туртать те, пулеметне лартнă çунашка, тем пысăкăш тимĕршапа пек, ун патнелле çывăхарать, ун хыççăн умлăн-хыçлăн юлташĕсем çаплах йăраланаççĕ, ăшша пиçсе васкаççĕ.
Тăрмашсан-тăрмашсан вĕсем сержант палăртса хунă темле никĕс варрине тĕрĕс-тĕкелех çитсе ӳкеççĕ. Кунта ĕнтĕ пĕшкĕнсе тем тума та пулать — ют куçсем кураяс çук. Чи малтан пулемета çирĕплетсе лартмалла, ăна çул хĕрринчи пӳрте лайăх тĕллеттермелле, тăшманăн унти вут йăвине сӳнтермеллех, нимĕçе çăвар хуптармаллах! Лешсем çаплах переççĕ те переççĕ, пирĕннисем сайра хутра çеç, пуç çĕклемесĕр. Капла темĕнччен шăнса хытса выртсан, нимĕçсем пӳртсенчен, пӳртсем хыçĕнчен тухса, хăйсем пирĕн ывăннă батальон çине тапса сикме пултараççĕ.
— Хатĕр-и, Савандеев? — çилленнĕ пек ыйтрĕ Гурьянов, малалла пăхса тăраканскер.
— Хатĕр, сержант!
Пулемет авринчен малтан Гурьянов хăй ярса тытрĕ, тăсăлса выртрĕ, Савандеев лентăна майлаштарчĕ, пуçне пĕшкĕртсе, ăна йĕркеллĕн, типтерлĕн кĕртрĕ, тепĕр аллипе çĕлĕкне пусарах лартрĕ, акă вара «Максим» пĕтĕм талпăвĕпе чĕтренсе илчĕ: пульăсем çул хĕрринчи пӳрт чӳречисене тăрăлтаттараççĕ те тăрăлтаттараççĕ. Вăл пӳртрен пеме чарăнчĕç.
— Юнашаррине, кӳршине тĕллер мар-и? — пăшăлтатрĕ Савандеев.
— Тăхтар-ха, — хирĕç тавăрчĕ Гурьянов.
Чăн та, лерен каллех пеме тытăнчĕç. Гурьянов сăмахĕ каллех тĕрĕсе тухрĕ.
— Хальхинче унăн çăварне хуплатпăрах! — терĕ вăл çилĕллĕн.
Вара урăм-сурăм шатăртаттарма пуçларĕ. Чарăнсан, кăшт тăхтаса выртсан та, лерен сасă памарĕç. Тинех юнашар пӳрт чӳречисене тĕл ӳкерме май килчĕ. Пеметытăнчĕ кăна (акă — савăнăç!) çав пӳртех тепĕр енчен тепĕр пулемет тулла пуçларĕ.
Кил хушшисенче нимĕçсем чупкалани курăнчĕ. Иккĕмĕш пӳртрисем те, кĕтмен çĕртен тăхлан çумăр çума тытăннине пула аптрарĕç-мĕн, анкарти тăрăх çара йывăçсем хушшипе пĕшкĕнсе тарма тытăнчĕç.
Малтан Саша Казаков пуçне пырса кĕнĕ çак шухăш. Вăл никĕс тĕпĕнчен вашт! кăна сиксе тухрĕ те малалла чупса кайрĕ, выртрĕ, вара анкарти еннелле пĕр чарăнми пеме пуçларĕ. Çакна кура, таçтан кĕтмен пулăшу килсе тухнине, икĕ пӳрт ĕнтĕ пушшине сиссе, хирте юр ăшĕнче выртаканнисем сиксе тăчĕç те, каллех урра! янраса кайрĕ. Чупаççĕ, чупаççĕ. Акă пĕрисем ĕнтĕ пӳрт умнех çитсе ӳкрĕç, вĕрлĕк урлă вĕлт! сиксе каçса картишне кĕчĕç, унтан пăшал-автомат сасси чарăнми илтĕнсе тăрать. Акă часах юр ăшĕнчен ыттисем пĕр харăссăн çĕкленчĕç, каллех хир тăрăх çĕнĕрен урра! янăраса кайрĕ.
— Хĕрринчи çуртсем пирĕн, малалла ĕçĕмĕр çу сĕрнĕ пек пымалла ĕнтĕ, — çăмăллăн сывласа ячĕ Савандеев, çамки çинчен çĕлĕкне çӳлерех сирсе.
— Хулана, ман шухăшпа, пирĕннисем пур енчен те çавăрса илнĕ, — хăй тĕллĕн калаçкаларĕ Гурьянов. — Пире пулăшнă пулемет тепĕр айккинчен килсе тухнă.
— Çапла, малтан иккен пĕр вырăна çирĕп алăпа çатăрласа тытмалла, малалла ĕç каять те каять. Туртсан-туртсан, вĕрен татăлать те татăлать, ăна çыхма чĕтревлĕ алăпа, шиклĕ чунпа хĕн иккен. Нимĕçсем урăх урамсемпе, тăкăрлăксемпе хула варринелле тара пуçларĕç. Унта çăлăнăç, хӳтлĕх тупма шухăшларĕç пулас. Çук, шухăшламан та пулĕ, çав туйăм-шиклĕх, сехре хăпни хăй тĕллĕнех таçталла сĕтĕрет, чĕрене кăрт-карт сиктерет, урана хыпалантарать. Çакна Савандеев лайăх пĕлет, вăрçăн малтанхи кунĕсенче хăй чакса курман мар вăл.
— Вĕсене халĕ çаврăнса пеме ĕлкĕрмелле мар хăваламалла та хăваламалла, — терĕ вăл. — Пуçĕсене чикме шăтăк ан тупайччăр.
Çапăçу ĕнтĕ хула варринче пырать. Пăшал-автомат сасси пĕр саманта чарăнмасть. Анчах никĕс хушшинче ларакансем ăна курмаççĕ, хăшĕсем çĕнтерсе пынине пĕлмеççĕ, юлташĕсем ютсене хĕснине кăна туяççĕ. Ăна сăмахсăрах туяс килет этемĕн.
Расчетăн ытти боецĕсем, нимĕçсене персе хăваласа яма тухнисем, кĕçех тĕрĕс-тĕкелех каялла çаврăнса килчĕç.
— Саша Казаков! — çамрăка хăй патне чĕнчĕ сержант. — Вĕçтер хулана, хамăрăннисенчен взвод е рота командирне шыраса туп та эпир ăçтине, мĕнлине пĕлтер, малалла ăçта пулмлллине, мĕн тумаллине ыйтса кил. Ăнлантăн-и?
— Есть! — Саша Казаков, сержант умĕнче яшт тăраканскер, хăйĕн мĕн-мĕн тумаллине хăвăрттăн каласа пачĕ, вăрт! çаврăнчĕ те чул никĕс урлă сикрĕ каçрĕ, хуланалла кĕрсе кайса, куçран çухалчĕ.
Кăшт канса илнĕ хыççăн, хутаçра мĕн юлнипе хырăма улталанçи тусан, унтан пулемета, автоматсене тирпей кӳрсен, пăхаççĕ — Саша Казаков хуларан вĕçтерсе те çитрĕ.
— Рота командирне куртăм, — пĕлтерчĕ вăл. — Пирĕн çакăнтах юлмалла, хулара çапăçу чарăнсан та, хушмасăр кунтан хускалма юрамасть.
— Юрĕ, — тăстарса каларĕ Гурьянов.
— Ну, мĕнле унта, Саша? — иккĕн тан, Хакимовпа Петренко, харăсах ыйтрĕç.
— Эх, унта! — куçне-пуçне вылятса калама пуçларĕ Казаков. — Мĕн кăна пулса иртмен! Пирĕннисем сарлака площаде тухса комендатура çуртне çавăрса илнĕ. Хамăрăннисене шыраса, эпĕ те çавăнта çитсе тухрăм. Унта никам та юлман, йĕкехӳресем пек тарса пĕтнĕ пулĕ, тенĕ малтан. Акă хайхи подвалтан, аллисене çĕклесе, офицерсем тухаççĕ! Вĕсем хыçĕнчен — йĕрсе шыçса кайнă куçлă хĕрарăмсем. Мĕн пулнине ăнланаймастпăр-ха. Такам, хула çынни, ăна-кăна хăвăрт тавçăрса илекен пулас, «кунта вĕсем раштав праçникне кĕтсе илме пухăннă пулнă» терĕ. Эпир — çурта. Пăхатпăр — аслă пӳлĕмре тӳннĕ сĕтел, урайĕнче апат-çимĕç, çĕмĕрĕлнĕ кĕленчесем...
— Эх, эпĕ мĕншĕн пулман-ши унта? — пӳлсех сăмах хушрĕ Бурундуков, сурчăкне çăтса.
— Çĕмĕрĕлнисем хушшинче пушанманнисем те пурччĕ. Кăпăр-капăр пуçтарма тытăнтăмăр. Эпĕ те иккĕшне кĕсъене чикме ĕлкĕртĕмех. Акă вĕсем. Пĕри — санăн, сержант!
Саша Казаков, калаçма çав тери юратаканскер, сăмахĕсене çерçи сăхса ĕлкĕрес çук, теççĕ ун пек çынсем çинчен, Гурьянова коньяк кĕленчи тыттарчĕ.
Сержант илчĕ, кĕленчене куçĕ тĕлне çĕклесе пăхрĕ, вара тăстарарах: — Эпĕ нимĕçсен юлашкине ĕçме мар, тутанса та пăхассăм çук, шăллăм, — терĕ çилĕллĕн. — Сана та хушмастăп.
Çак сăмах хыççăнах Гурьянов кĕленчене чул çине хыттăн ывăтрĕ, унăн тĕпренчĕкĕсем чăл-пар сирпĕнсе кайрĕç.
Казаков малтанах ним ăнланаймарĕ-ха, шухăша кайнă пек пулса тăчĕ, унтан хăйĕн аллинчине те граната ывăтнă пек вăркăнтара пачĕ.
— Ак çапла! — мухтарĕ çамрăка Гурьянов.
Юлташĕсем канма ларса чĕлĕм тивертсе ярсан, Игнатий Гурьянов, никĕс стени çумне йывăррăн таянса, хула еннелле пăхрĕ-пăхрĕ те, ывăннăран куçĕ хупăнса килнине туйрĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...